Кушкă ачи :: Теччĕре
Теччĕ хули аслă Атăл хĕрринче, Кушкăран çирĕм пилĕк çухрăмра. Ун çинчен халăх хушшинче çакăн пек легенда çӳрет. Тахçан авал хула вырăнĕнче Аслă Пăлхар патшалăхĕн сыхлавçисем хуралта тăнă. Унта пĕлĕте тĕреленĕ йывăç башня пулнă. Çавăн тăрринче сыхăра тăракансем мĕн курнине-илтнине вуникĕ çухрăмри Аслă Пăлхара Атăл урлă сигналсемпе пĕлтерсе тăнă. Монголсем Аслă Пăлхара çĕмĕрсе тăксан, патшан виçĕ хĕрĕ, тăшман аллине лекес мар тесе, акăш пулса Атăл урлă вĕçсе каçнă, башня тăррине ларса, çунса кайнă тăван хулипе сывпуллашса макăрнă. Вĕсен куççулĕсенчен Теччĕ таврашĕнчи таса шывлă çăлсем пулса тăнă.
— Пулма та пултарнă, — теççĕ кушкăсем. — Теччĕ Атăлăн чи çӳллĕ çыранĕ хĕрринче, ун тăрринчен шыв икĕ ывçă тупанĕ çинчи пек курăнать, хула ячĕ те «Теччĕ», «Тетĕш», «Тетюши» — «Тĕтĕш» сăмахран тухнă пулĕ; паллă, Пăлхар патшалăхĕн тĕтĕшĕ пулнă вăл.
Иван çав легендăна ĕненет. Авă Шăхран старик Пăлхар хули юлашкине кайса пăхнă, патша керменне курнă.
Течче каймассерен, Иван, Атăл хĕррине пырса, кăваккăн курăнакан вăрмансем урлă Пăлхар хули юлашкисене курасшăн тăрмашать; уяр кунсенче кермен тăррисем палăрнăнах туйăнать, хăйпе те дозорта тăнăн туять вăл.
Кушкăсен уес хули — вунсакăр çухрăмри Пăва, анчах унта вĕсем сахал пулкалаççĕ, Пукрав ярмăнккине çеç кайкалаççĕ. Течче вара, инçерех пулсан та, яланах çӳреççĕ, çуран та, лашапа та, пуринчен ытла тырă сутма каяççĕ: унсăрăн куланай валли укçа ăçтан тупас?
Теччĕре купсасем йышлă. Ăнăçлă вырăн: тырра Атăлпа ăсатаççĕ. Пăваран Течче çитме вăтăр çухрăма яхăн, Чĕмпĕр — çитмĕл çухрăмра, çавăнпа тырăпа суту-илӳ тăвакан купсасемшĕн Пăва — меллĕ вырăн мар. Течче хресчен тыррине хăй илсе пырать, купсана ăна шывпа ăсатасен çеç юлать.
Вăрлăх валли çапсанах Иванпа ашшĕ пĕр лав ыраш тиесе Течче кайрĕç. Ирпе хулана çитес тĕллевпе çула каçах тухрĕç. Туран улăхсанах Пахумсене Якурпа Михеле, Çинахвунпа Шăхран старик хуса çитрĕç: пурте куланай валли укçа тума васкаççĕ. Малта тата пилĕк-ултă лав курăнать, те таяпасем, те чураппансем: Течче вĕсем те çак çулпа çӳреççĕ.
Тĕттĕмленчĕ. Çĕрле Теччĕ çулĕ Иван пуçĕнче тĕрлĕ туйăм тапратать. Киштек вăрманĕпе пыраççĕ. Таса тӳпе çинче йывăç тăррисем е шутсăр пысăк çын кĕлетки евĕр, е çуртсем, керменсем евĕр курăнаççĕ. Авă тата пĕр тĕлте виçĕ пуçлă çĕлене хирĕç пĕр паттăрĕ сăнă тытса вĕçтерсе пырать. Улăп мар-ши вăл?
Иван шăналăк çинче, аллисене лава çыхнă вĕрен айне чиксе, выртса пырать: апла тумасан çывăрса кайсан ӳксе юлма пултаратăн. Ашшĕ Шăхран старикпе пĕрле утса пырать. Иван вĕсем калаçнине итлесе пырĕччĕ, анчах çывăрасси килет.
Теччĕ патĕнче ăна хитре янăракан саса вăратрĕ, ашшĕ сăмахĕпе, мечĕт тăрринчен тутарсене кĕлле чĕнеççĕ. Кăсăклă: тутарсен кашни ялта мечĕт пур; Пăрăнтăкра, Хăятра, Киштекре, Кӳренте, Шӳккевре чиркӳсем пур, Кушкăра мĕншĕн нимĕн те çук? Пĕлме çук, çапла пурăнни авантарах та пулĕ, пупсем чăваш йăли-сăлайĕсене юратмаççĕ, теççĕ, чиркӳллĕ ялсенче чӳксем тума хушмаççĕ, теççĕ...
Писавкка ялĕ тăвĕ çине хăпарсанах шавламан Атăл йăлтăртатни курăнса кайрĕ. Хула çумнех салтаксен казармисем хĕсĕнсе ларнă. Уйрăммăнах икĕ хутлă çуртсем, чиркӳсен хĕресĕсем, мечĕт çурли, икĕ каланча, ирхи лăпкă çилпе тĕлĕнтермĕшле пĕр выранта вĕлкĕшсе тăракан хутçĕлен курăнса кайрĕç. Хулăн сасăллă йытăсем вĕреççĕ, ялти пекех, хула мещенĕсен автанĕсем авăтаççĕ. Çав тери пысăк хула пек туйăнать Ивана Теччĕ. Туррине каласан, хулинче пурĕ икĕ пин ят хисепленет, вĕсенчен нумайăшĕ пулă тытса тăранса пурăнаççĕ; икĕ училище — уес тата прихут училищисем, аран-аран сакăрвунă ача шăнăçтараканнисем; виçĕ арман: кĕрпе арманĕ, çăнăх авăракан арман, тăвар арманĕ; вĕсенчен пуçне купсасен магазинĕсем, лавккаçăсен лавккисем, тырă кĕлечĕсем, тĕрлĕ кантурсен кил-çурчĕсем, казармăсем, чиркӳсем, мечĕтсем.
Хусантан пыракан пуçлăхсемшĕн Теччĕ хула пек те туйăнман, ял çыннисемшĕн вăл тĕлĕнмелле пысăк хула вырăнĕнче хисепленнĕ.
Писавкка çулĕпе хулана кĕнĕ çĕрте шурă тĕрме ларать. Çӳллĕ чул хӳме урлă решеткеллĕ чӳречесем, тĕрме чиркĕвĕн хĕресĕсем курăнаççĕ.
Çак тĕрме Ивана яланах хумхантарать, пуçĕнче пăлхануллă шухăшсем тапратать. Унта çутçанталăкпа тăванĕсене курмасăр, мĕскĕнсем асапланаççĕ. Тĕрме, Çĕпĕр, каторга — хăрушă сăмахсем, вĕсене халăх хушшинче хăра-хăра калаççĕ. «Тĕрме сăмах ăçтан тухса кайнă-ши? — шухăшлать Иван. — «Терт» — тертленеççĕ е «термен» — вăй, хăват, хевте мар-и?»
Чул сарнă урамра урапасем кĕмсĕртетсе ячĕç, чăтма çук чĕтĕретет. Иван лав çинчен сиксе анчĕ: çуран утма авантарах. Çав вăхăтра тĕрме хура хапхи çатăртатса уçăлчĕ, картишĕнчен конвоирсем арестантсен ушкăнне кăларчĕç. Кайри ретре Иван Петĕре вĕлернĕ тесе тĕрмене лартна Кушкă чавашне, Ваньккана, палласа илчĕ. Пĕтсе кайна вăл, курпунланнă.
— Ванькка тете, Ванькка тете! — кăшкăрса ячĕ Иван, арестант патне чупса.
— Кай кунтан, ача! — çилĕллĕн кăшкăрса пăрахрĕ пĕр конвоирĕ. — Юрамасть! Не дозволено!
— Салам кушкăсене, эпĕ сывă! — калама ĕлкĕрчĕ Ванькка.
Иван лавĕ çинчен çăкăрпа чăкăт чикнĕ пир хутаççине илчĕ те, конвоира хуса çитсе, хăвăрт-хавăрт тытăнкăллă каларĕ:
— Дядя Ваняна... Кушкинский...
— Кам кунта Ваня? Кошкинский? — ыйтрĕ конвоир. Хутаçне Ивантан илсе Ваньккана пачĕ.
— Сăпаççипă, нихăçан та манас çук! — тав турĕ куççуль витĕр Ванькка. Иванăн та куççулĕсем шăпăртатса анчĕç, ăшĕнче çак çынна ĕмĕр-ĕмĕрех манас çук тесе сăмах пачĕ.
— Маттур эсĕ, ырă чĕреллĕ! — мухтарĕ ăна ашшĕ, пуçĕнчен шăлса. — Яланах çапла пул!
Теччĕ пасарĕ эрнере пĕрре тунтикун хула варринче хĕрлĕ чиркӳ патĕнче пухăнать. Çав чиркӳ Ивана çав тери çӳллĕ пек туйăнать, тăрринчи хĕресĕсем пĕлĕте шăтарса кĕнĕ пек. Тĕлĕнмелли çук, ялта пурăнакан çыншăн çапла курăнмалла та вăл. Унта çуртсем ытла та лутра, хăшпĕр пӳртре вăрăм çынсем шăнăçаймаççĕ. Акă Кушкăра Полковник ратни пур. Ăруне пуçласа яраканни Мускава поляксенчен хăтаракан ополченире полковник пулнă, тет. Полковниксем пурте вăрăм çынсем, хăлаçран кая мар, теççĕ. Çавсем пеккисем хăшпĕр пӳртре шанăçаймаççĕ. Авă Течче пыракан Çинахвун та вăрăм çын.
Пасар пысăк талккăшра пухăнать. Унта çĕр, пин лав шăнăçма пултарать. Лавккасем, купса магазинĕсем, сĕтелсем пур. Мĕнле-мĕнле çимĕç сутмаççĕ-тĕр унта?!
Авалтанпах Теччĕ кулачне мухтаççĕ. Иваншăн чи тутлă çимĕç вăл. Икĕ тĕслĕ пĕçереççĕ ăна: хăпартулла, тата мăкшă çăпатилле. Кăпăш-кăпăш кулачне чăмăрта — пĕрĕнет, лапчăнать, вĕçерт — сывласа ярать. Пĕр чăваш та, укçа пулсан, Теччĕрен килне кулачсăр таврăнмасть.
— Кулач илсе килтĕн-и? — тӳрех ыйтаççĕ унтан лашине тăваричченех кунĕпе кĕтсе ларнă ачи-пăчисем.
Теччĕ тата сăра-эрехпе те чаплă. Темĕншĕн Теччĕ сăрине «баварский» теççĕ. Пăнк! туса ыткăнать кĕленче савăтĕнчен тункăрĕ, кăпăк сирпĕнсе тухать, хăвăртрах ĕç, атту нимĕн те юлмасть.
Кĕркунне вара арбузсем сутаççĕ. Пасарта та, Атăл хĕрринче те, пристань патĕнче, купи-купипех выртаççĕ вĕсем: суйла илекен, пурте хĕп-хĕрлĕ те питĕ тутлă!
Кушкăсем лавĕсене чиркӳ хӳми çумне тăратрĕç. Иван урапа çинче ашшĕ илсе килнĕ ырă шăршăллă ăша кулач çисе ларать, сăнать.
Шавлать тавралăх, халĕ çеç çитекен лавсем чул сарнă урамра кĕмсĕртетеççĕ. Суту-илӳ пуçланман-ха: патша ялавне мачта тăррине çĕклемен. Пасар пуçланасса кĕтекен хресченсене вăхăт аран-аран шăвать пек туйăнать. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри ĕнерех выртмалла çитнĕ, тул çутăласса кĕтсе ăнран кайнă: пăтне мĕн хака парĕç, мĕн чухлĕ укçа илĕç, укçине ăçта хурĕç. Пуçа мĕнле çавăрсан та хăйне нимĕн те юлмасть: куланай, куланай пĕтĕмпех çисе ярать.
Пасар пуçланасса кĕтеççĕ. Юланутпа исправник иртсе кайрĕ, городовойсем курăнса кайрĕç, пурте мачта тăррине виçĕ ярăмлă ялав çĕкленессине кĕтсе тăраççĕ. Лашисене кӳлсе тăратнă, купса приказчикĕпе калаçса килĕшсенех кĕлетсем патне васкамалла. Приказчикĕсем кĕтеççĕ.
Акă ялав вĕл-вĕл туса çĕкленчĕ. Приказчиксем лав речĕсемпе чупрĕç, шăналăк ăшне аллисене чавса таранах чике-чике кăлараççĕ, тĕшне ывçинче йăвалаççĕ, шăршласа пăхаççĕ, шăлĕсемпе катаççĕ: типĕ-и, чĕрĕ-и, хак сĕнеççĕ. Пĕр-пĕринпе калаçса килĕшнĕ хресченсем те хăйсен хакĕнчен пĕр пус та ӳкесшĕн мар.
Пĕчĕкçĕн хресченсен çурăмĕсем çинче приказчиксем пурăпа çырнă номерсем курăнкала пуçларĕç, анчах пĕр лав та тапранман-ха: паллă парасса кĕтеççĕ.
Акă шыв пĕви татăлса кайнă пекех пулчĕ: пасар талккăшĕ лавсенчен тасалать.
Кушкăсем Василий Серебряков ятлă купса приказчикĕпе калаçса килĕшрĕç. Купсан аслă картишĕнче лавсем капланнă, пĕр-пĕрин тĕнĕлĕсене çаклата-çаклата, кашни маларах кĕресшĕн. Кăшкăрашу, кĕмсĕртетӳ, хăмсару.
Кушкăсем пĕрлешрĕç, мала Çинахвуна ячĕç. Виçе патне малтан Урюм мăкшисем çитрĕç, вĕсен хыçĕнчен кушкăсен черечĕччĕ, анчах çав вăхăтра Турхан тутарĕсем кĕлет патне çĕмĕрсе кĕре пуçларĕç, пĕр лавĕ тахăш вăхăтра виçе патнех çитнĕ. Çинахвун çав лава хыçалтан ярса илчĕ те лашипех каялла туртса кăларчĕ. Кам пуçласа янă, паллă мар, пĕтĕм картишĕпех çапăçу пырать.
— Городовой! Городовой! — тахăшĕ кăшкăрать хапха патĕнче.
Çав вăхăтра Василий Серебряков пусма çине тухрĕ те хапхине питĕрттерсе дворникне сыхлама тăратрĕ. Çапăçу хăй тĕллĕн чарăнчĕ: çак пуян купсаран, хулан хисеплĕ гражданинĕнчен, хресченсем хăраççĕ.
— Мужиксем! — терĕ кĕрнеклĕ, кăкăрне витнĕ кăвакарнă сухаллă Серебряков. — Эпĕ сире йĕркесĕрлĕхшĕн полицие чĕнсе термене те лартма пултаратăп, анчах каçаратăп. Эсир те мана усал ан тăвăр. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Çапла пултăр: эсир мана пăтне пĕр пус йӳнетерех паратăр, эпĕ сире виçĕ витре эрех лартатăп.
Хресченсем килĕшрĕç: пăхăр-ха, купса епле ырă çын, полицие чĕнмерĕ, хапхине питĕрсе хурса никама та кĕртмерĕ, тата виçĕ витре эрех лартать.
Купсашăн кунта хресченсем ĕçлеççĕ: виçе касмăкпе тырă тултараççĕ, пушатаçсĕ. Приказчикĕ пуканĕсене шутласа мĕн чухлĕ туртнине, хуçи номерне çырса пырать. Ятсем, хушаматсем çук. Ун хыçĕнчен номерсем тăрăх укçине илеççĕ.
Виçнĕ чухне хресченсене улталама нимĕн те мар. Касмăкне вунă пăт кĕрет. Вакрах пуканĕсене нумайтарах лартсан, хресчен шутласа та ĕлкĕреймест, ăна приказ пилĕк кĕрепенкке те пулин лартма пултарать. Купсан пара пăтсем, четвериксем, тоннăсем пухăнаççĕ. Хыснана е ытти хуçасене тупăшсăр сутмасть вăл. Авă епле пуйса кайнă хуçи. Пĕр хутлă, мезонинлă, питĕ хитре шурă чул пӳртĕнче Ивансен ретĕнчи килсен çыннисем пĕтĕмпех шăнăçмалла, картишĕ тавра чул кĕлетсем, складсем, аслă талккăшĕнче кĕрпе арманĕ, икĕ йывăç флигель.
Иван ашшĕ патне паллакан Турхан тутарĕ, Каюм ятлăскер, пычĕ.
— Ухмахсем эпир, Энтри, — терĕ вăл. — Мĕн пиркерен çапăçрăмăр? Эсĕ манăнне нимĕн те илмен, эпĕ санăнне нимĕн те илмен. Эсĕ мана тивертрĕн, эпĕ сана тивертрĕм. Тупата, ухмахсем! Купсине хăйне лайăхрах памаллаччĕ, пĕр пус та пулин ӳстернĕ пулĕччĕ.
— Тĕрĕс калатăн, Каюм тус, — килĕшрĕ Энтри.
— Каюм тете тӳпелешмен, атте те тӳпелешмен, хам куртăм! — терĕ Иван.
— Çапăçакансене чармасăр пăхса тăни те тӳпелешниех пулать, — терĕ Катом. — Сывă пулăр. «Пуян пулăр», — тесе каланă пулăттăм тутарла, анчах ахалех пулĕ.
Теччĕре мĕн курни Ивана пăлхантарса ячĕ: епле пăтварлă пурнăç!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...