Кушкă ачи :: Выртмара
— Эй-эй, кам мала тухать! — кăшкăрать Иван, лашине чĕлпĕр вĕçĕпе хистесе. Юланутпа çӳресе хăпарнă купарчисем шăйăрăлса ыратнине те пăхмасть, айне хунă чаппанĕ ӳксе юлнине те сисмерĕ. Хăлхисем патĕнче çил кашлать, сывлăшра вĕçсе пынă пекех туйăнать. Хыçалта лаша ури сасси çĕтрĕ: Матви Иванĕпе Йăкăнат аякка юлчĕç-тĕр. Мала тухрăм тесе савăннă Иван çавăрăнса пăхрĕ. Юлташĕсем çурпилĕк тăршĕ каярах юлнă, лашисем çинчен аннă та аллисемпе сулкаласа темскер кăшкăрашаççĕ.
Иван лашине чарчĕ. Матви Иванĕпе Йăкăнат персе çитрĕç, Ивантан каçса кайса кулаççĕ: пăх-ха, айĕнчи чаппанне ӳкерсе хăварнине те сисмен. Капла çĕрле лашине вăрласа кайнине те сисес çук. Эй, хăй çапах выртма каять.
Киштек çырмине çитрĕç. Кунта ешĕл çаран. Тĕлĕ-тĕлĕпе йывăçсем лараççĕ, авалхи вăрмантан юлнăскерсем. Çырма леш енче Киштек ялĕ. Пĕр вĕçĕнче Теренин улпут хуралчĕсем, парк, пысăк сад пахчи, вĕсен хыçĕнче чиркӳ хĕресĕсем курăнаççĕ.
Çырма Кăннана тухнă çĕрте, çыран хĕрринче, Хулаш. Ачасем лашисене çавăн çывăхне тăлласа ячĕç. Чăвашсем çак вырăна хисеплеççĕ. Авал кунта вăйлă хула пулнă, халĕ те валсемпе урсем лайăх палăраççĕ, чулсем, кирпĕчсем выртаççĕ. Урсене чăваш сухапуçĕпе шăйăрса пăхман, выртакан шăмăсене аллипе тĕкĕнмен. Ваттисем каланă тăрăх, авал çак вырăнта чăвашсем пурăннă, тата тахçан авал вĕсен аслашшĕсем, пăлхарсем, пурăннă. Вĕсен урлă тĕрлĕ çил-тăвăл иртсе кайнă, тĕрлĕ асап чăтнă паттăрсем. Чăн-чăн паттăрсем пурăннă пулĕ çав. Пĕрре Хулаш çумĕнче сухаланă чух Шакмак Энтрийĕ сухапуçĕпе çын пуç купташки чавса кăларнă. Пĕтĕм ял çынни курма чупнăччĕ ун чух, Иван та юлман. Пăтавкка пысăкăш пулнă пуç купташки. Çынни халиччен курман паттăр пулни паллă. Халĕ ун пек çынсем çук çав..
Монголсем çĕмĕрсе кайсан та çак вырăнта пăлхарсем юлнă, тет, унтан, темĕскерле хăрушă тапхăрта хули тепĕр хут çунса кайсан, çыннисем урăх вырăна, Тĕпек çырми патне, куçса ларнă. Çав вырăна халĕ «Чăвашьел», урăхла каласан, Чăваш ялĕ теççĕ. Пĕр кил çук пулсан та, çапла калаççĕ. Лайăх вырăн пулнă унта: хура çĕр, çăлсем, Тĕпек çырми, çумрах вăрман. Таçтан улпут çитет, чи лайăх çĕрсемпе вăрмансене çавăрса илет те чăвашсене хĕсме тытăнать. Вĕсем вара хăшĕ-пĕри таçта каяççĕ, хăшĕ-пĕри Чăвашьелĕнчен тăватă çухрăмри çырма-чăрмасене, Хулаш çывăхне, Кăнна хĕррине, лараççĕ. Кушкă ялне пуçласа яраççĕ.
Ял ячĕ çинчен те ваттисенчен юлнă сăмах çӳрет. Пĕр енчи тăва (халĕ ăна, арман ларнăран пулĕ, Арман тăвĕ теççĕ) Хушка ту тенĕ авал. Вăрман пулман ун çинче. Ĕне çырмипе юнашарах шурă тăм тухнă. Çав тăма авал таврари çынсем кăмакисене шуратма кăларнă. Аякран Кушкă тăвĕ хушка курăннă. Çавăнтан тухса кайнă пулать ял ячĕ: Хушка. Вырăссем ял ятне кушăкпа çыхăнтарнă, Кошка тенĕ. Ахаль мар, халĕ те кушкăсене таврари чăвăшсем «Кушкă-кушак, мăян тӳшек» тесе мăшкăллаççĕ.
Тĕрлĕ юмах çӳрет Кушкăра. Хулашран Кăнна шывĕ хĕррине çĕр айĕнчен çул тухнă пулать. Ун ăшĕнчен тĕттĕм çĕрсенче мул, тĕрлĕ чĕрчун пек курăнса, тухса çӳрени çинчен халаплаççĕ. Мул вăл путек, качака, йытă, кушак тата ытти чĕрчун сăнлă пулма пултăрать. Курсанах пăшалпа персе ĕлкĕр ăна, вăл çавăнтах ылтăн пулса тăкăнать. Нумай сӳпĕлтетеççĕ кушкăсем çав мул çинчен, анчах халиччен ăна кам та пулин курни е тупни çинчен калаçакан çук. Пĕр черкке çуттине сыпсан, Тиек шăтăкран кушак тухнине куртăм тесе мухтанкалать те, çынсем ун сăмахне вырăна хумаççĕ: ĕненмеççĕ.
Çак вырăна Иванпа Матви Иванĕ сахал çӳремен, хăш чухне Йăкăнат та юлман вĕсенчен. Вăрттăнлăх йĕкĕлтенĕ ачасене, халĕ те йĕкĕлтет, анчах ăна уçма кам пултарĕ? Пĕрре ачасем, çын курман чухне, тĕлĕ-тĕлĕпе чавса пăхнă. Пĕр тĕлте алă арманĕн чулĕ сиксе тухнă, тепĕр тĕлте чул хӳме никĕсĕ, чул пусмасем пулнă.
Мĕнле-мĕнле кăна шухăш пырса кĕмест пулĕ Хулашĕнче Иван пуçне! Тахçан пулса иртнĕ тĕнче! Пăхăрпа тимĕр шăратма пĕлнĕ вĕсем. Кĕмĕл сулăсемпе çĕрĕсем тума пĕлнĕ вĕсем: тупăнкалаççĕ. Хĕрлĕ кирпĕч тума пĕлнĕ... Халĕ те анасем çинче курăнкалаççĕ.
Выртмана ача-пăча пĕр вăхăталла çитет. Сайра хутра ватă стариксем килкелеççĕ. Паян Шăхран старик выртмара. Вут чĕртсе ячĕ вăл. Ача-пăча хăвалăхран тип çатрака тултать. Хăшĕ-пĕри ватă юмансем çине улăхнă та типĕ турачĕсене хуçаççĕ. Вăрман юлашки кунта. Мăнă юмансем нумай пурăнаççĕ-тĕр. Пĕлме çук, Хулашĕнче пурăннă çынсене те астумаççĕ-ши вĕсем?!
Тĕттĕмленчĕ. Киштек ялĕ çывăрма выртнă, çутă тавраш курăнмасть. Улпут çурчĕ енче çеç хăйă çути пур. Йыттисем вĕреççĕ. Кăнна леш енче, Ахтапанра, пĕр йытти уласа ячĕ: кашкăра сиснĕ пулмалла.
Вут хунă тĕлтен инçе мар лаша мĕлкисем. Тĕттĕмре пурте хура курăнаççĕ вĕсем. Тăрсан-тăрсан лаша тулхăрса яни илтĕнет, амăшне çухатнă тиха кĕçенсе ярать, ăна хирĕç амăшĕ сасă парать. Шăнкăлт-шăнкăлт турĕ пĕр тĕлте шăнкăрав сасси: амăшĕ патне чупрĕ пулас тихи.
Вут йĕри-тавра ачасем выртаççĕ. Выляса кулнă, халап итленĕ хыççăн нумайăшĕ çывăрсах кайнă. Тавралăх ытла лăпкă. Çывăхри юмансен вутпа çуталнă çулçисем йăваш вĕрекен çилпе пăшăлтатаççĕ, выртаканнисем çине ыйхă антараççĕ, иртнĕ тапхăрсем çинчен халап яраççĕ. «Тĕнче вилĕмсĕр, вăхăт вĕçĕмсĕр!» — тесе пăшăлтатаççĕ вĕсем.
Иван ниепле те çывăрса каяймасть-ха. Тĕрлĕ шухăш явăнать пуçĕнче. Пĕр енче Матви Иванĕ хăрăлтаттарать, тепĕр енче Йăкăнат йăшăлтатать.
Тулса çитнĕ уйăх хăпарчĕ, пĕлĕте тĕреленĕ йывăçсене çутатрĕ. Иван пуçне тăратса тавралăха пăхса илчĕ. Лашасем курăнаççĕ, ешĕл курăка çивĕч шăлĕсемпе хырни илтĕнет. Çăм шăрши кĕрекен чаппан айĕнче пăхçа выртма аван. Вут ялкăшать-ха, сӳнмен. Шăхран старик чĕлĕмне паклаттарса ларать, чĕркуççийĕсене аллисемпе ыталанă, пĕр тĕле тинкерсе пăхнă. Мĕн кураççĕ-ши шăтарас пек тĕлленĕ хĕсĕк хура куçсем?
Вăрăм ĕмĕр Шăхранăн, вăрăм та кукăр-макăр çулпа утнă вăл. Мăн аслашшĕ Мускава Польша панĕсенчен хăтарнă, хăй вăл çамрăк чухне Мускав патĕнче Наполеонпа çапăçнă, Францире те пулнă, теççĕ. Çартан таврăнсан, хресчен пурăнăçне çăмăллатас тесе калаçнăшăн, кай енче курнă пурăнăç çинчен сăмах сарнăшăн тĕрмере те ларса тухнă, теççĕ. Çавăнпа-ши, старик пакăлтатма юратмасть. Хăйĕн сăмахне пуçлăхсен хăлхисене çитересрен хăрать-ши? Екки кайнă чух ачасемпе çеç шакăлтатма пултарать тĕреклĕ юман тункати пек ларакан Шăхран: юптарусем калать, халап ярать.
Вăрăм ĕмĕр Шăхранăн, вăрăм та кукăр-макăр çулпа утнă вăл, пăрăнчăксемпе çул юпписем сахал пулман, аса илмеллисем нумай.
Вăхăт чупать, анчах илтĕнмест: шăнкăртатакан çырма шывĕ мар. Уйăх та, çăлтăрсем те вырăнĕсенчен нумай куçнă. Каçах хунă вут кăварĕ аран-аран амаланать, ирччен сӳнетех. Старик вырăнĕнчен сикмест: ăна пур-пĕрех-ши?
Тарăн шухăша кайнă Иванăн тапранасси килмест, чаппан айĕнче ăшă. Пĕр енче Матви Иванĕ, тепĕр енче Йăкăнат, вĕсен хушшинче хӳтĕ, çил тивмест. Таса тӳпере çăлтăрсем пăрçа пек сапаланнă. Таçта, питĕ аякка, темле вăрттăнлăха чĕнеççĕ вĕсем Ивана. Мĕнле вăрттăнлăх унта?
Иван тĕлĕрме тытăнчĕ, анчах çав вăхăтра ялан лаша çинче утланса çӳренипе шăйрăлнă купарчи çатăр! чĕпĕтсĕ илчĕ: çаврăнса выртнă Йăкăнат чĕркуççийĕпе аванах тивертрĕ. Иван йăшăлтатса илчĕ, куçне уçрĕ. Старик çаплах ларать-ха. Акă вăл çатрака хуçкаласа амаланакан кăвар çине пăрахрĕ. Кăшт тăрсан вут ялкăшрĕ, кĕлленнĕ çулçăсем çӳлелле хăпарчĕç, старик шăннă аллисене ăшатма тытăнчĕ. Хăй çине ача тинкерсе пăхса выртнине туйрĕ пулас: «Çывăрмастăн-им?» — ыйтрĕ вăл.
— Ыйхă килмест, — терĕ Иван шăппăн.
— Шăппăн калаçни аван! — терĕ Шăхран. — Юлташусем çывăрччăр. Чăваш ачи кунĕпе ĕçлесе ывăнать, ун вăйне çĕрлехи канăçлăх çеç тавăрать. Çынна хисепле, вырăна хур, пулăш, ун нушипе ырă ан кур. Çавăн пек пирĕн чĕре. Çынна телейлĕ тусан çеç ху та телейлĕ пулатăн, ачам, çавна астуса пурăн. Эсĕ çывăр, Иван. Ыран кунĕпех ĕçлемелле-çке сан. Çавăн пек чăваш ачи шăпи, улттăра-çиччĕрех аллине çурла тытать, сухалать, сӳрелет, вăл туман ĕç çук. Вăрманне кура курăкĕ. Çывăр, Иван, лашăрсене хам хураллăп.
Иван юлташĕсем çине пăхрĕ. Пурте канлĕн çывăраççĕ, выртсан-выртсан çил çук чухнехи çулçăсем пекех йăшăлтатаççĕ. Тĕлĕк кураççĕ-тĕр. «Çынна телейлĕ тусан çеç ху та телейлĕ пулатăн», — терĕ Шăхран старик. «Телейлĕ ту!» Иван ун çинчен халиччен шухăшламан. Авă, ĕçленĕ хыççăн хăш чухне урисем сураççĕ. Çук, Иван урăх, алли-ури епле сурсан та, ӳркенмĕ. Суккăр аслашшĕне пăрахмĕ вăл...
— Иван, мĕншĕн çывăрмастăн? — ыйтрĕ Шăхран.
— Çывăрас килмест, — пăшăлтатрĕ Иван.
— Иван, вĕренме илсе каясшăн, теççĕ, сана, тĕрĕс-и? — ыйтрĕ Шăхран.
Иван хăй мĕн пĕлнĕ таран старике каласа пачĕ. Вĕсем аслашшĕпе иккĕшĕ теçетник патне Ивана шкултан хăтарса хăварас шутпа кайнă пулнă, леш хутне кĕме сăмах панă пулнă. Ун хыççăн пĕр эрнерен сасартăк Хакимпа кĕтӳ кĕтнĕ кун Ивана яла чĕнтернĕ. Вăл кĕтӳ пушшипех Хрестума халăх умне пырса тăнă. Унта Пăрăнтăкран килнĕ тӳре хушнипе Питнав старик çăка патакки çине камăн вĕренме юрăхлă ача пуррине картса хунă пулнă, анчах вĕсене укçа-тенкĕпе те пылпа çу парса хăтарса хăварнă. «Ку ача кĕтӳçĕ пулмалли çын маар! — тенĕ тӳре, Иван çине тинкерсе пăхса. — Кăна хăвармастăп. Пăрах, чăваш чĕппи, вăрăм пушшуна. Çыру вĕрентĕпĕр те аллуна патак тыттарăпăр. Вара эсĕ кĕтӳ кĕтес вырăнне çак халăха кĕтĕн», — тенĕ. Халăх вара: «Ивана, Ивана паратпăр!» — тесе кăшкăрнă.
— Итле, Иван, — терĕ юман тункати евĕрлĕ ларакан Шăхран. — Вĕрен! Нимĕнрен те ан хăра, хăраман çынна киреметсем, тухатмăшсем, арçурисем, шыврисем çулăхаймаççĕ. Вĕрен. Тĕнче вăл вĕреннĕ çыншăн уçăлать!
— Асаттене çавăтса çӳрекен çук! — пăшăлтатрĕ Иван.
— Кăмăлу ырă пулни аван, ачам...
Тӳпе шупкаланчĕ, тулса çитнĕ уйăх çути вăйсăрланчĕ. Уйăхăн йывăр ĕç: сĕм-тĕттĕм çĕре çутат-ха. Тăрăшса сыхăра тăнă хыççăн канма васкать вăл, халĕ ун вырăнне аслă хуçи хăпарать, çутă çеç мар, ăшă та парать. Инçе мар вăл, ту хыçĕнче çеç, сасăсăр çывăхарать. Çут тĕнчене тухиччен, йăваланнă лаша пек, силленчĕ пулас, ылтăн тусан çĕкленчĕ те, тĕнче хĕрринчи пĕлĕтсем ялтăртатма пуçларĕç. Сенкер пĕлĕт тĕлĕ-тĕлĕпе саралчĕ, хĕрелчĕ, çăлтăрсем сӳнчĕç, ту хыçĕнчен хĕвел тухрĕ, йывăç тăррисем хитре сăрăсемпе витĕнчĕç.
Ачасем вăранчĕç. Вут хунă тĕлтен кăвак тĕтĕм темшĕн çӳлелле хăпармасть, курăк çине анса, лацпалла шăвать. Шăхран чĕлĕмĕн тĕтĕмĕ те кăн-кăвак. Сывлăм шывĕ ӳкнĕ, кĕмĕл тусанĕ сапнă пекех.
Ялтан лав персе çитрĕ. Урапи çине утă хурса шăналăкпа витнĕ. Пĕр енне теçетник ларнă, тепĕр енне — тĕксĕм, калаçма юратман çамрăк хресчен. Лашисене тытма хатĕрленекен ачасем пĕр çĕре кĕпĕрленчĕç, ял çыннисем мĕнле сăлтавпа килнине пĕлесшĕн пулчĕç. Сарлака сухаллă теçетник урапа çинчен анчĕ, вут кутĕнчен ачасене сирсе, ялкăшакан кăмрăк илчĕ те çăварĕнчи чĕлĕмĕ çине хучĕ.
— Йăкăнат кунта-и? — куçĕпе шыраса ыйтрĕ теçетник.
— Кунта, кунта, — хуравларĕç ачасем, Йăкăната мала тĕртсе кăларса.
— Пĕчĕк Иван ăçта?
Йĕвенне аллине тытнă Иван теçетник куçне курăнчĕ.
— Иван, Йăкăнат, сире халех киле таврăнма хушрĕç! — терĕ теçетник.
— Мĕн пирки? — ыйтрĕ Матви Иванĕ.
— Сана чĕнмеççĕ, шăпах тăр! — каларĕ теçетник.
Нимĕн çинчен шухăшламан Иванпа Йăкăнат лашисем патне чупрĕç: ун пек каласа янисем пулкалаççĕ.
— Ăçта кайма тухнă вара эсир? — ыйтрĕ Шăхран теçетникрен.
— Утелни кантурне чĕнтернĕ, çавăнта васкатпăр, — терĕ теçетник.
— Мĕн вара çултан пăрăнсах ачасене чĕнме кĕнĕ?
— Пăрăнтăка утелни шкулне леçмелле.
— Шăпа тăрăх-и вара? — ыйтрĕ Шăхран.
— Мĕн шăпи пултăр унта?! Тăван ачине хăйĕнчен кам уйăрать? Тăлăх-туратшăн ял хирĕç мар. Тепĕр енчен... Çын пулĕç...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...