Кушкă ачи :: Инкек çине синкек
Пĕрре çапла аванах шăнтнă каç Пахумсем каçхи апат туса лараççĕ, пăрçа салми çиеççĕ. Вучаха хунă парçа пашалăвĕ шăрши тухнă. Тиек шакăртатса кĕчĕ, çĕтĕк калпакне хыврĕ, турăш çине пăхса сăхсăхрĕ те тараватласса кĕтмесĕр, сак çине ларчĕ. Шăтăк-шатăк пальти аркисем уçăлчĕç те, тĕрлĕ саплăксемпе сапланă лампаслă генерал шăлаварĕ курăнса кайрĕ. Тиек çивĕч куçĕпе пӳрте пăхса илчĕ, сăмсипе нăш-нăш тутарчĕ те сурчăкне çăтрĕ: çиесси килни паллă.
— Хыпарсем пур-и, Тиек? — ыйтрĕ Энтри.
— Хыпарсем пур, пур, — хуравларĕ Тиек. — Пĕтĕм пурăнăç — хыпар!
— Пурăнăç вăл — пурăнăç, хыпар мар, — терĕ шавламасăр çиекен Кĕркури.
— Тиек тете вăл хăй хыпар! — пат хутшăнчĕ Иван.
Наçтаç кулса ячĕ, кашăкне сĕтел çине хучĕ те явлăк вĕçĕпе çăварне хупларĕ. Ашшĕ тăрăхласа пăхрĕ, шавламарĕ: ют çын умĕнче аван мар.
Шăпчăка юптарусемпе хăналамаççĕ, ирт малалла, лар çиме! — чĕнчĕ Тиеке ырă чĕреллĕ Алтатти.
Сĕтел хушшине ларасси сухапуç тытасси мар! — уçăлнă кăмăлĕпе хуравларĕ Тиек, ывçипе тутисене шăлчĕ, сухалне якатрĕ, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Тиекĕн çав тери çиесси килет, анчах халăх йăлипе çăткăнла хăтланмасть, васкамасăр ăсса илет те кашăкне çăварĕ патне çăкăр чĕлли çинче илсе пырать, чаплаттармасть, чăмланă чух кашăкне сĕтел çинче тытать. Паллă ĕнтĕ, çисе тăранаймарĕ вăл, анчах нумай лармарĕ сĕтел хушшинче, кашăкне çуласа типĕтрĕ, шаклаттарса хучĕ, тухрĕ, хуçисене тав турĕ, Алтаттине салмине питĕ тутлă пĕçернĕшĕн мухтарĕ. Халăх йăлипе çапла тумалла, çăткăнла çинине мухтамаççĕ. Акă хăна хĕрĕсене илер-ха. Тăраниччен çиме хăймасăр выçăллă-тутăллă пурăнаççĕ, çын куçне сăпайлăн курăнма тăрăшаççĕ. Нимене е тăла пусма, е кĕрĕшсе вырма кайсан, тăраничченех çиеççĕ вара: ĕçлекен çын хытă çимелле, чĕпĕ пулмалла мар.
— Тиек, эсĕ мĕнле хыпар çинчен каларăн вара? — асăнтарчĕ Кĕркури.
— Ай, мансах кайнă, — ĕнсине хыçса илчĕ Тиек. (Хăй çавна çеç кĕтнĕ: мĕнле сăлтавпа килнине манать-и вăл?!) — Якур Микулая вăрра тытнă! — пĕлтерчĕ Тиек.
— Хăçан?
— Ăçта?
— Мĕнле?
Тиеке çавăрса илчĕç, тĕплĕрех пĕлесшĕн.
— Эпĕ пулăшнипе! — мухтанса илчĕ хыпарçă, курăр: Тиек мĕн тума пултарать!
— Нивушлĕ эсĕ те пулнă унта? — ĕненсех каймасть Кĕркури. — Ытлашши калаçатăн пулĕ.
— Пулма пулман та, канашпа пулăшрăм Якура!
— Канашпа пулăшнă пулсан, паллă... — тĕртсе каларĕ Кĕркури.
— Тĕплĕрех каласа пар!
Тиек кĕттерсе тăмарĕ, мухтанчăкла каласа парать:
— Паян ирхине Якур Ахтапана кайма шухăшланă, иккĕленсе тăрать: юр çăвать. Мана курчĕ те: «Мĕнле шухăшлатăн, тăман тухмĕ-ши паян? Маяксем лартман кăçал çул çине, кутсăр-пуçсăр тăман тухсан, аташса каясран хăратăп», — терĕ. «Кай, — терĕм, — иккĕленсе ан тăр, — терĕм, — çанталăк паян аван пулать», — терĕм хайхине. Итлерĕ Якур, Ахтапана тухса кайрĕ те Микулаятытса таврăнчĕ. Вырăнлă ăс пани темĕне те çĕнтерме пулăшать.
Иванăн çав хураха курас килсе кайрĕ: мĕнле çын, пӳрте шăнăçать-ши? Питĕ чее, патвар, нимĕнрен хăраман утаман тенĕ сăмах çӳрет ун çинчен, çавăнпа халиччен никам аллине те лекмен-тĕр.
Наçтаçпа Иван Анаткаса Симун Якурĕ патне чупрĕç. Якур патвар хура çынна пăру ункинчен кăкарнă, нухайккапа тиверте-тиврете вĕрентет: «Пăрах вăрлама! Пăрах хурахла пурăнма! Камăнне вăрлатăн, харамса?!»
— Ан тив, тархасшăн, Якур! Ай-яй-яй! — йынăшать хурах, нухайкки пырса тивмессерен. — Урăх вăрлас çук! Ах! Уйăх-хĕвел пăрахатăп! Каçар!
Иван çак хураха чун-чĕререн шеллерĕ: ыратать вĕт унăн!
— Ан хĕне ăна, ан хĕне, Якур тете! — тархасларĕ вăл.
— Ан хĕне тетĕн-и, ачам? — Якур Ивана, тĕк пек çĕклесе, кăмака çине пиллĕкри хĕрĕпе Краххапа юнашар лартрĕ. — Ан хĕне, тетĕн, эппин? — тинкерсе пăхрĕ.
— Шел, Якур тете!
— Мана шеллемерĕ вăл, вĕлересшĕн пулчĕ!
Пӳрте пайтах çын пухăннă, алăк патĕнчи урлă сак çинче ларма вырăн çук, хăшĕ-пĕри ура çинче тăраçĕ.
— Ахтапантан таврăнатăп, — каласа парать Якур пухăннă çынсене. — Çара çунапа. Лашана юрттаратăп. Хуса çитетĕп çак хураха: «Ларт-ха, Якур!» — терĕ вăл мана. «Лар! — терĕм, — хыçалта вырăн пур!» Çын вĕт. Нумай та килмерĕмĕр, хайхи хыçалтан мана мăйкăч тăхăнтарать те пăвма тытăнать. Эпĕ алăпа çавăрса илме ĕлкĕртĕм мăйкăчне, хыврăм, хăйне персе ӳкерсе çыхса пăрахрăм та турттарса килтĕм. Хурахсене ялта вăрлама паманнипе тавăрасшăн, каяннăйсем!
— Эсĕ ăна исправнике пар! — канаш параççĕ арçынсем.
— Хăйне çапах шеллетĕп! — ассăн сывласа илчĕ Якур. — Çĕпĕре, катăркăна яраççех ăна. Пĕтет вăл унта. Шел.
— Исправника ан пар! — тархаслать Микулай хăй те. — Ĕмĕр манас çук! Кушкăра улăм пĕрчи вăрлас çук! Уйăх-хĕвел, ĕмĕрне усал тăвас çук!
— Ан шавла! Шуйттан! Хăвна шеллемесен вĕтес те çукчĕ! — Якур нухайккипе вăйпа вăшлаттарчĕ.
— Ай-яй-яй, ыратать вĕт, Якур! Тархасшăн, каçар, христа ради каçар!
— Кăларса яр çавна, Якур тете! — тархаслать Иван, куççульне шăлса.
— Атте, кăларса яр Микулая! — Иван хутне кĕрет Якур хĕрĕ Крахха.
— Кăларса яр тархасшăн, Якур! — Микулай ӳксе пуççапрĕ.
— Кăларса яр, тетĕн, эппин? Намăссăр. Юнĕçен! Эсрел! Мĕскĕнсене çарататăн! Сан çулу — Çĕпĕр çулĕ... Ну, юрĕ, — Якур сывлăш çавăрса илчĕ, — ачасем тархаслаççĕ, çылăхсăр çынсем. Кăларса ярăп.
Якур Микулай аллисене, урисене салтса ячĕ, тăратрĕ. Леш аран-аран сулланкаласа тăрать. Крахха Ивана пăшăлтатса пĕлтерет: «Атте ăна темиçе хут вĕтрĕ, пĕр тумлам шыв памарĕ».
— Çăвăн! — хушрĕ Якур Микулая.
Леш аран-аран лаххан çинче çакăнса тăракан витре патне пычĕ те пĕр курка шыв сывламасăр ĕçсе ячĕ.
— Çăвăн! — кăшкăрса пăрахрĕ Якур хураха. Хăйне пĕр шеллемесĕр вĕлерме шухăшланă çынна куркапа шыв ярса пама тытăнчĕ...
— Эх, ачасем, ачасем, пурте сирĕн пек ырă чĕреллĕ пулсан, тĕнчере усал-киревсĕрлĕх пулас çукчĕ, — ассăн сывларĕ Якур, Микулая кăларса янă хыççăн.
— Эсĕ, Якур, Микулая кăларса яма манран ыйтрăн-и? — тӳрех тирĕнчĕ пырса кĕнĕ Тиек.
— Ан çулăх-ха! — аллипе сĕлтрĕ Якур.
— Апла, эппин? — хирĕçсе кайрĕ Тиек. — Мансăрăн пуçнех тытрăм, тетĕн-и? Кам сана ăс пачĕ? Кам сана ырă çанталăк пуласса шантарчĕ? Эпĕ! Эпĕ сана çул ăнăçлă пултăр тесе ăсатаканни!
— Тасалнă пул кунтан! Канăç пар мана! — Якур нухайкки аврине çавăрса тытрĕ.
— Каятăп, каятăп, халех тухса каятăп. Чăрмантарнăшăн каçар! — Тиек алăк патнелле чакрĕ. — Усал çын эсĕ, Якур, çын ырă тунине чĕрӳ патне илместĕн!
Çак мыскара Ивана тарăн шухăша ячĕ. Пуçĕ татах ыратма тытăнчĕ. Якур тете — ял хуралçи, çĕрле шаккаса çӳресе, кушкăсене сыхлать: вутран, хурахсенчен. Çак ырă ĕçшĕн ăна вĕлересшĕн пулнă. Иван Хулаш патĕнче вĕлернĕ Петĕре аса илчĕ. Хăрушă! Çав Микулая шеллеме кирлĕ пулнă-ши?
— Асатте, асатте, çынсем Якур тетене; «Микулая исправник аллине памалла», — терĕç, вăл вĕтрĕ те кăларса ячĕ, — пĕлтерчĕ Иван, килне таврăнсанах. — Эпĕ те Микулая шеллерĕм.
— Тĕрĕс тунă: хĕненĕ те кăларса янă. Якур вăл тӳрĕ хресчен, — Якур майлă пулчĕ аслашшĕ. — Çĕпĕре яма пултаратчех Микулая, катăркăна. Унта лексен — асаплă вилĕм. Çынна ĕненмелле, пĕлме çук, тӳрленĕ те.
— Курпуна вилĕм шăтăкĕ тӳрлетнĕ, теççĕ вырăссем, — пуçне сулкаларĕ асламăшĕ.
Кăшт пурăнсан чăнах хыпар çитрĕ: Çӳлти Салмалавра Микулая тытса хĕненĕ те вĕлерсех пăрахнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...