Кушкă ачи :: Арман тăвĕ çинче
Труйски кунĕ Ивана ашшĕ кăвак çутăпах вăратрĕ. Кăшт çырткаланă хыççăн лашине кӳлчĕç, урапи çине çавапа кĕрепле, пуртă хучĕç те утелни вăрманне тухса кайрĕç. Тикĕт сĕрнĕ урапа кустăрмисем çемçен кăлтăртатса кусаççĕ. Вăрмана çитнĕ çĕре хĕвел тухрĕ. Вĕçен кайăксем сиксе юрлаççĕ. Хура кайăк сасси уйрăмах хитре илтĕнет. Куккукпа вăрман кăвакарчĕнĕсен сассисене палласа илчĕ Иван. Çĕр çумĕнченех хĕрен вĕçсе иртсе кайрĕ: шăшисене шырать пулас е пĕр-пĕр кайăк-кĕшĕке. Вăл хăш чухне чăх чĕпписене, хур-кăвакал чĕпписене тытма яла та пыркалать. Иван вĕсене ухăпа пĕрре çеç персе хăратман. Çӳле пĕр сарлака çунатлă кайăк хăпарнă, çуначĕсемпе силленмесĕр шуса çаврăнса çӳрет. Ăмăрткайăк мар-ши? Çук, ку шаланкă пулас, хитре кайăк, шăши тытаканни. Ялан хир таврашĕнче вĕçсе çӳрет, сасси кушак макăрнă евĕрлех. Вăрăм хӳреллĕ сарă хĕрлĕ йĕмлĕ кайăк вĕçсе иртрĕ.
Иван ашшĕ сывлăмпа çăвăннă курăка çулать. Чечексем, пиçсе çитмен çĕр çырлисем лăк-тулли. Çулнă курăка урапи çине таптаса тиерĕç, çиеле çăка, хурăн, вĕрене турачĕсене касса хучĕç. Паян — пӳртсем умне йывăçсем лартмалли кун. Çак кун çулталăкра пĕрре утелни вăрманне кайса курăк çулма, йывăç турачĕсене касса килме чармаççĕ. Пĕтĕм урам вара симĕсленет. Çак уяв йăлине кушкăсем кăмăллаççĕ вара, камăн ирĕк панă чух вăрмана кайса курăк çуласси ан килтĕр, анчах кĕлле сайра çын кайкалать: ялта чиркӳ çук, Шӳккеве çӳрече инçе. Унта кирлĕ пулсан çеç ирĕксĕрех кайма тивет вара: шыва кĕртме, венчет тума, вилнисене кĕлтума. Чиркӳ аякра пулни чăвашсене тутарсемпе лайăхрах çыхăнтарать. Таяпара тутар евĕрлĕ калаçаççĕ, Чураппанта çур ял патне тутар. Ĕлĕк чăвашсем пулнă вĕсем. Унта тутар кассинче пурăнакан чăваш ачисем тутарла чăвашларан лайăхрах калаçаççĕ. Ахаль мар Пăрăнтăкри Баратынский Чураппантан тутарсене куçарма сăмах тапратнă, теççĕ, Кушкăра чиркӳ тутарасшăн, тет. Авă, чăвашсемпе тутарсем пĕрле пурăнакан Пӳркелте утелни ведомстви чиркӳ тăвать, Пимĕрселте нумай пулмасть чиркӳ лартнă. Пахумсем тутарсемпе туслă пурăнаççĕ. Иван тутарла лайăх пĕлет.
Труйски кунĕ таврари чăваш çамрăкĕсем Сĕве хĕрринчи Арман тăвĕ çине вăйă калама пухăнаççĕ: пăрăнтăксем, пӳркелсем, таккаварсем, хирти кушкăсем, мертлĕсем, элшелсем, чураппансем, кушкăсем, таяпасем тата ыттисем те.
Иван уявла тумланнă каччăсемпе хĕрсем ункăланса çаврăнса çӳренине, вăйă каланине пăхса тăма, итлеме юратать. Çак вырăна суту-илӳ тăвакансем пухăнаççĕ, пĕремĕксем, кĕлентĕрсем, мăйăрсем, канфетсем, кăмăскасем сутаççĕ.
Иванпа ашшĕ вăрмантан таврăнчĕç, урама йывăçсем лартрĕç. Иван ăста вара вĕсене лартма.
Хĕвел пайтах хăпарчĕ ĕнтĕ. Çамрăксем ушкăнĕ-ушкăнĕпе Пăрăнтăка Арман тăвĕ çине иртрĕç. Çавсемпе пĕрле Наçтаç та çуран кайрĕ.
Каярахпа Ивансем лашапа тухрĕç, Йăкăнат та вĕсемпе пĕрле ларса пырать.
Ивансем çитнĕ çĕре Арман тăвĕ çине нумай халăх пухăннă. Суту-илӳ тăвакан тутарсем таварĕсене ураписем çине сарса хунă, шертесем çинче виçисем силленеççĕ. Пĕремĕксем, кĕлентĕрсем, канфетсем çинче шăнасем, сăпсасем сĕрлеççĕ.
Ивансем лашине тăварса ӳречерен кăкарчĕç, уйранлă кăкшăмĕпе кушелне курăк ăшĕнчен туртса кăларса урапа айне сулхăна пытарчĕç, сăхманпа витрĕç: хĕвел ури ан тивтĕр.
Энтри ачасене кĕрепенккипех хытнă сарă тăм тĕслĕ салат пĕремĕкĕ, кĕрепенккипех шăмă пек хытса кайнă кĕлентĕр (çемçереххи лавккаçăсен нихăçан та пулмасть, тепĕр енчен, типсе хытнă çимĕç кĕрепенккене нумайтарах кĕрет, перекетлĕрех те!) тата çур кĕрепенкке аçтăрхан мăйри илсе пачĕ. Туссем хĕпĕртерĕç, анчах çав шултăра хулăн хупăллă мăйăра епле катмалла? Çăвара кĕмест, алă айĕнче тукмак та, калăп та, чул таврашĕ те çук.
— Эх, вĕреннĕ çынсем, мăйăр катма меслет тупаймастăр! — йĕкĕлтерĕ ашшĕ. — Ĕлĕк-авал пĕри хире илсе кайнă çăмартине ниçта çĕмĕреймесĕр килнех илсе таврăннă, тет. Эсир те çавăн пекех!
Энтри ачасене хăйсен лавĕ патне илсе кайрĕ, кустăрми тукунĕ çине мăйăрне хучĕ те пĕкĕпе çапса çĕмĕрчĕ, сап-сарă тĕшĕ тухса ӳкрĕ.
— А, апла эпир те пултаратпăр! — мухтанчăкла каларĕ Йăкăнат. Çавăнтах чи пысăк мăйăрне кустăрма çине хурса пĕкĕпе çапрĕ — мăйăрĕ таçта аякка ыткăнчĕ, аран-аран шыраса тупрĕç ăна курăк ăшĕнче. Иван çапнă хыççăн тĕпренчĕкĕсене те тупаймарĕç.
Ачасен ахлатмалли çеç юлчĕ. Энтри ывçине икĕ мăйăр илчĕ те чăмăртарĕ. Шатăрт турĕç хупписем. Çапла вăл ыттисене те çĕмĕрсе пачĕ.
— Вăт вăй! — тĕлĕнчĕç ачасем.
— Çапла вăл! — кулса каларĕ Энтри. — Халĕ атьăр кунта ĕçсем мĕнле пынине курса çӳрер.
Нумай ялсенчен пухăннă хĕрупраçсемпе каччăсем пĕр çĕре ункăланман-ха, кашни ялăн хăйĕн ушкăнĕ. Айккинерех арçынсем пухăннă: унта паттăрсем кĕрешмелле.
Çамрăксем кĕрешеççĕ иккен-ха, пысăккисем пĕр-пĕрне сăнаççĕ. Чураппан ачи Аксак Хватейĕ çиеле тухрĕ, ăна кĕпелĕх виçĕ аршăн пусма парнелерĕç. Хаклă парне: аршăнĕ вунă пус тăрать!
Пысăккисен кĕрешĕвĕ пуçланнине пĕлтерчĕç. Пĕр самант кĕрешме тухакан пулмарĕ: кĕтеççĕ, каярахпа ывăнса ситнине хирĕç тухма авантарах, тесе шутлать кашни. Кĕрешĕвĕн хăйĕн йĕркисем пур: ура хума юрамасть, вăйпа, меслетпе çĕн. Вăя палăртакан меслет — çынна ыталаса илсе çеклесе çапасси, анчах апла тума хĕн: хирĕç кĕрешекенни çав вахăтра хăвна çĕклесе çапма пултарать е аллусене татса тухать. Чее паттăр хăйне çĕклеме тытассине çеç кĕтет, çав вăхăтра вăл лешне тата аяларах çавăрса тытать те çĕклесе çапать. Çĕнтерекеннине хирĕç тепĕри тухать, пиллĕкĕшне çĕнтерсен, парне илет, паттăр ята илтет. Юлашкинчен вара чи вăйлă паттăрсем тытăнаççĕ кĕрешме. Ун пеккисем кашни ялтан пур. Паттăр çĕнтерни ял çĕнтерни пулать. Ахаль мар хăш çулсенче ялсем хушшинче хирĕçесси те пулкалать: тавлашма пуçлаççĕ те çапăçса вĕçлеççĕ. Пĕлме çук, паян та çапла пулма пултарать.
Айккинче, кушкăсем хушшинче, Симунсем, Якурпа Михеле, пĕр-пĕринпе калаçнă пек хăтланса тăраççĕ, хăйсем кĕрешекенсене сăнаççĕ, çав вăхăтрах Каюм ятлă Пӳркел тутарĕ çинчен куçĕсене илмеççĕ. Каюм çӳллĕ çын мар, сарлака çурăмлă, çанни айĕнче шăшисем мăкăрăлса тăраççĕ. Çамрăк тутар пурин çине те кăсăкланса пăхать, хырнă пуçне тӳпеттей тăхăннă, çăпатапа, кивĕ кĕпепе пулсан та, Кушкă хĕрĕсем çапла каламалла: хитре тутар каччи. Каюм пирвайхи хут Арман тăвĕ çине пынă. Пĕлтĕр вăл сабантуйĕнче çиеле тухнă, теççĕ.
Симунсем таврара чи вăйлă паттăрсем. Паян темĕнле пулать: çĕнĕ çын килнĕ, Каюм, сабантуй паттăрĕ.
Пур тĕле те çитекен Тиек Симунсене ăс парса тăрать.
— Эпĕ сире çĕнтермелли меслете: вĕрентем-ха, — тет вăл хĕрӳллĕн, итлеççĕ-и хăйне, çук-и, ăна пăхмасть. — Çиеле тухнине хирĕç пĕрин хыççăн тепри тухăр. Пирвайхи çĕнтереймесен, тепĕри çĕнтеретех. Малтан лайăх минкетмелле. Эх, хам вăхăтра мĕн чухлĕ паттăра çĕнтернĕ эпĕ, — мухтанчĕ Тиек. Тӳӳрине каласан, ача чухне кĕрешкеленĕ вăл, вăйсăртараххисемпе, çитĕнсен тытăнса пăхман.
Симунсем Каюма хирĕç мар, кăмăллаççĕ ăна, хăйсем çиеле тухсан, савăнĕç, çĕнтереймесен, мĕн тăвăн, килĕшмелле пулать. Тутар ушкăнĕ патне пычĕç, саламларĕç, тутарла лайăх пĕлекенсем тутарла çаптараççĕ, Каюм чăвашла лайăх пĕлет. Пĕр-пĕринпе кĕрешес паттăрсем кăмăллă калаçаççĕ, шӳтлеççĕ, кулаççĕ.
Йăкăнат пикенсех кĕрешесшĕнччĕ, анчах хăяймарĕ: çынсем Баратынские каласа парасран хăрать. Иван кĕрешекенсене пăхса тăма юратмасть, унăн вăйă каланă çĕре каясси килет.
Туссем çавăнта чупрĕç. Халĕ унта мĕнпур ял çамрăкĕсем пĕрле ункăланнă, кашни ялăн хăйĕн ушкăнĕ, ăмăртмалла юрлаççĕ. Вăйă картинче кашни ял ушкăнне хăйсем вăйлăрах юрланă пек туйăнать, хăйсем çĕнтереççĕ пек. Хăш ушкăнĕ лайăх юрланине чăн-чăн хак параканĕвем вара — çулланнă арçынсемпе хĕрарăмсем, хăйсен вăхăтĕнче вăйă картисенче сассисемпе палăрнисем. Калăпăр: «Пӳркелсем çĕнтерчĕç!» — теççĕ вĕсем, тепĕр çулччен вара Арман тăвĕ çинче çĕнтернисем пӳркелсем хисепленеççĕ.
Иванпа Йăкăнат кушкăсем хушшине кĕчĕç. Наçтаçпа юнашар пыраççĕ, вăй калаççĕ. Тепĕр енче Матви Иванĕ. Кунта вăл каччă вырăнĕнче. Пирвайхи хут итлет Иван Наçтаçпа Матви Иванĕ вăйă каланине, Кушкăра тăнласа итлемен вĕсене. Сассисем питĕ хитре, чап кĕтет вĕсене!
Кушкă хĕрĕсемпе каччисен тумĕсем те хитререх, тĕсрен-питрен те ыттисенчен ирттереççĕ пек туйăнать туссене. Вĕсенчен нумайăшĕ сарă çынсем. Ун пеккисем лайăх хисепре. Авă, Наçтаç та сап-сарă çӳçлĕ, сеп-сенкер куçлă.
Таçтан амакран Семен Рубцов пырса çапăнчĕ.
— Э, кунта хамăрăннисем! — терĕ вăл. — Ну, мĕнле, ачасем, укçа пур-и?
— Çук! — терĕç Иванпа Йăкăнат.
— Эпĕ парăп «çук!» — Рубцов ачасене турткала пуçларĕ.
— Тарар! — терĕ Йăкăнат, тусĕ аллинчен тытса. Чупрĕç. Вĕсен хыçĕнчен Рубцов хăлаçланса пырать. Акă вăл çитсе-çитсе пырать — унччен те пулмарĕ, Иван лап выртрĕ. Çавна кĕтмен Рубцов такăнса малалла чикеленчĕ, çĕр çине хытă çапăннипе йынăшса ячĕ. Иванăн аякки питĕ ыратса кайрĕ: Рубцов такăнчĕ вĕт. Сывлама йывăрланчĕ, анчах пурпĕрех сасă кăлармарĕ.
— Ваня, Ваня! — тахăшĕ чĕнет Ивана. Петр Баратынский пырать иккен. Рубцов тăрса урăх еннелле пăрăнчĕ, пуп ачине çулăхма хăрать. Ачасем пĕр-пĕринпе курнăçнипе савăнчĕç, вăйă карти саланичченех пĕрле çӳрерĕç. Иван Петра уйран ĕçтерчĕ.
— Ну, эсĕ чăтăмлă та, Ваня, — мухтарĕ Петр. — Эпĕ пулсан, йĕрсе ямаллаччĕ, халĕ те ыратать пулĕ. Часрах шкула таврăн! — терĕ вăл уйрăлас умĕн. — Çĕнĕ кĕнекесем пур!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...