Кушкă ачи :: Тĕп килĕнче
Кушкă çумĕнчи Сăвăр тӳпи Хир енчен таçтанах курăнать. Тахçан авал, Хулашри çынсем пурăннă вăхăтра, тӳпе тăрринче башня пулнă, теççĕ. Тепĕр башни Пухтел патĕнчи Хулаш çывăхĕнчи чи çӳллĕ вырăнта ларнă. Хуралта тăракансем башньăран башньăна паллă парса тăнă: Хулаша, Сăвăр Тӳпине, Пухтел Хулашне, Теччĕ башнине, Аслă Пăлхара.
Сăвăр тӳпи çинче сăвăрсем пурăннă, ту айĕнче ял ларнă. Кушкăра сăвăрсем çынран пулса кайни çинчен халап çӳренĕ, çавăнпа çав чĕрчунсене тивекен çук. Пĕр çын сăвăра тытса кĕлете хупнă пулнă, теççĕ. Леш кĕлет алăкĕ шăтăкĕнчен пăхса çын пекех куççуль тăкнă, унтан хуçисем килте çук чухне, шăтăкран аллине тăсса, алак çĕклешкине вĕçертсе тухса тарнă, тет.
Юратаççĕ кушкăсем хăйсен Сăвăр тӳпине. Иван та юратать ăна, час-часах хăпарать ун çине. Хĕлле, май килсен, ачасем йĕлтĕрпе ярăнаççĕ ту аяккипе, çулла хут çĕленсем вĕçтереççĕ. Ешĕл курăк вăхăтĕнче ĕç хыççăн лаша кĕтĕвне кăларса черетпе кĕтеççĕ.
Тавралăх питĕ лайăх курăнать ту çинчен. Кушкă çĕр-шывĕнче кашни вырăн хăйне шухăш тапратать. Мĕнле-мĕнле кăна вырăн çук?! Çырма-чăрмасем: Мăкăлӳк çырми, Шăхран çырми, Киштек çырми, Тĕпек çырми, Ĕне çырми, Пыллăх çырми; варсем: Çăкалвар, Тарăнвар; лапсем: Таса лап, Кашкăр лапĕ, Чӳклапĕ, Киремет лапĕ; улăхсем: Тӳрĕ улăх, Аслă улăх, Чипер улăх; вăрмансем, тĕмесем тата ыттисем те.
Кушкă çĕршывĕнче шухăшлама юратман çын та шухăша каять. Çырма-чăрмасенче чулланнă шăмăсем тупăнаççĕ. Мĕнле чĕрчунсем пурăннă? Авă Ырсем тĕми. Кам купаланă тӳп-тӳрем вырăнта катăлнă уйăх евĕрлĕ тĕмене? Паранкă шăтăкĕсемпе нӳхрепсем алтнă чухне шăмăсем, тимĕрпе пăхăр пăхĕсем тупăнаççĕ. «Кушкă вырăнĕнче Хулаш çыннисен маçарĕ пулнă пулĕ», — теççĕ кушкăсем.
Иванпа Йăкăнат Сăвăр тӳпи çинче хут çĕлен вĕçтереççĕ. Наçтаç пĕр çăмха çĕлен çип панă вĕсене, çил чиперех вĕрет. Хут çĕлен малтан каллĕ-маллĕ, чӳхенчĕ, унтан, хăпарнăçем хăпарса, Ту кас тĕлĕнче лăпланчĕ, мунчала хӳри çеç унталла-кунталла пăркаланать.
— Пысăк хут çĕлен çынна çĕклейĕ-ши? — терĕ Йăкăнат.
— Çĕклеме çĕклĕ те-ха вăл, анчах камăн çакăнма хевти çитĕ.
— Çĕленне тусан хевтеллĕ çын тупăнатех, — килĕшмерĕ Иăкăнат.
Хăш чухне Иванпа Йăкăнат сиксе тавлашаççĕ, паян та хĕрсе кайнă пулĕччĕç, анчах çав вăхăтра вĕсем патне Иван Настасин пычĕ, çӳллĕ пӳллĕ, тĕреклĕ çамрăк çын. Иван çав Настасин хăйĕн пиччĕшĕ иккенне пĕлтĕртенпе çеç пĕлет. Вĕсем пĕрле тĕл пулса тăвансем пек нихăçан та калаçман-ха. Иван Настасинпа Кулине ятлă йăмăкне тăлăха юлсан ырă чĕреллĕ халăх пăрахман, пăхса çитĕнтернĕ. Пăхни ахаль пулман: Настасин Иван каярахпа Кушкăра паллă çын пулса тăрать, ăна халăх ĕçĕпе уполномоченнăя пĕрре анчах суйламан. Унăн икĕ ывăлĕ, Андрейпа Андриян, И. Яковлевшăн, чи çывăх тăванĕсĕм пулса тăраççĕ, мĕн виличченех ăна пĕтĕм кăмăлтан пăхса пурăнаççĕ.
Иван Настасин ачасем хут çĕлен вĕçтернине пайтахчен пăхса тăчĕ, вăл хăй те, нумай пулмасть авланнă пулсан та, вĕсемпе пĕрле выляма хатĕр, анчах сăпайлăх чарса тăрать ăна. Хут çĕленĕ çипне татса ял урлă вĕçсе кайса аякра çухалсан çеç Иванпа Йăкăнат патне пычĕ вăл, пайтахчен сăмах тапратаймарĕ, унтан типнĕ çăварне чăп-чăп тутарса çапла каларĕ:
— Иван, эсĕ ыран пирĕн пата пыр, Кулине аппу качча каять, çураçма килеççĕ.
— Кама качча каять?
— Микуш ывăлне, Петруххана.
Микушсене Иван лайăх пĕлет, Шакмак йăхĕнчен вĕсем, Ту кассинче Суеççĕсемпе урам урлă пурăнаççĕ. Паркерейсем, Шăкăрсем вĕсенчен инçе мар. Суеççĕсен унта пысăк панулми пахчи вăрман пек кашласа ларать. Пулас йыснăшĕ çӳллĕ пӳллĕ ĕçчен каччă, питĕ харсăр, теççĕ.
Иван аппăшĕ туйне пыма хатĕр, ялтан тухса кайиччен тĕп килне кайса пăхмаллах ĕнтĕ. Тата хăçан кĕрсе курмалла?! Юлашки вĕренӳ çулĕ пырать. Вăл шкулта асли халĕ, хăйĕн ыттисене вĕрентмелле, йĕркесĕрлĕхсене , пĕтересшĕн тăрăшать. Çавăнпа ăна ачасем юратаççĕ, Баратынский те ытларах хаклама тытăнчĕ. Ун патне Иван пĕрмаях çӳрет. Хăйĕн пулас пурăнăçĕ çинчен нумай шухăшлакан Ивана Баратынский кĕреке умĕнчех çапла каланă: «Ман шкула пĕтерсен, эпĕ сана малалла çын пулма пулăшăп», — тенĕ.
Иван халиччен хăйсен тĕп килĕнче пулман. Настасинсем Хрестум патĕнче çырмана кутăн пурăнаççĕ. Урамалла икĕ чӳрече каснă пӳрт шалтан питĕ тăвăр иккен. Алăкран кĕрсенех сылтăмра, ытти килсенчи пекех, пысăк кăмака. Тепĕр енче урлă сак. Тĕпелте те урлă сак. Сак айĕнче çăпатасем, калăпсем курăнаççĕ. Иван инкĕшĕ ытла ĕçченех марри палăрать.
Настасинсен ратни çук, вĕсен пĕртен-пĕр тăванĕ Иван çеç иккен, тата амăшĕ енчен — Пăркка, Кулине туйне хĕр енчен кам каймалла, хĕр япалисене панă чух шăллĕнчен пуçне кам пулмалла тата?
Настасинсем хĕр çураçма килекенсене кĕтеççĕ. Сĕтел çинче эрех пулуштухĕпех, чарапа сăра, тата каскаланă çемçе çимĕç, тăварлă пулă, чăваш чăкăчĕпе шăрттан.
Хĕр çураçнине Иван халиччен курман, йĕркине пĕлмест, çавăнпа ăна пăхса тăма кăсăклă пулчĕ. Микушсем хăйсен ратнипех сăрапа, эрехпе пычĕç. Кулинен çамрăк инкĕшĕ халăх йăлипе сĕтел çине пуçламан çăкăр хучĕ, унтан хăнисене сĕтел хушшине лартса чыслама тытăнчĕ. Малтан Иван тетĕшĕпе хăта пуласси пĕр-пĕрне тав туса ĕçрĕç, унтан инкĕшĕпе тăхлачă пуласси пĕр-пĕрне тав туса ĕçрĕç. Иван çакăнтан тĕлĕнчĕ: кашни çын черккине тӳрех тытмасть, виçĕ хут сĕнсен çеç эрехне кăшт тутанса пăхат,. хĕрарăмсем пĕр тумламран ытла ĕçмеççĕ-тĕр.
Кулинен инкĕшĕ хĕр хатĕрлесе хунă парнесене валеçме тытăнчĕ, парне илекенсем сăра куркине парне укçи яраççĕ. Иванăн аппăшĕ сăрине ĕçсе ячĕ те укçине ывçи çине силлерĕ. Чăнкăр-чăнкăр турĕç укçисем, анчах мĕн чухлине Иван асăрхаймарĕ. Ăçтан нумай пулмалла: Микушсен ратни пуян та мар, йышлă та мар.
Пăтă çинĕ хыççăн хăтасем, тутăрпа чĕркенĕ хулăн укçине çăкăр çине хурса хăварса, сăпайлăн тухса кайрĕç.
Кун хыççăн тата темиçе кунтан Иван пăлчавра та пулчĕ. Пăлчав тесе кучченеç улăштарнине калаççĕ. Ĕçкĕ-çикĕ хыççăн упăшка пулассине Кулине кĕрӳ тутри парса ячĕ. Иваншăн кунта та питĕ кăсăклă пулчĕ. Халăх çынни халăх йăли-сăлайĕсене пĕтĕмпех тума тăрăшать иккен, унсăрăн телей пуласса шанмасть.
Венчете Шӳккеве кайрĕç. Хĕр енчен Иван пулчĕ. Тăватă кунтан туй пуçланчĕ. Паллă ĕнтĕ арçын туйне Иван курма пултарайман, мĕншĕн тесен çав вăхăтрах хĕр туйĕ пынă. Хĕр туйĕ йĕркине Иван лайăх астуса юлчĕ вара.. Туй халăхĕ пухăнсан Кулинене кĕлете илсе тухса тумлантарчĕç, унтан вăл инкĕшĕпе пĕрле тухъяпа, кĕмĕлсемпе пĕркенчĕк айĕнче таврăнчĕ. Сĕрме купăсçă хĕр йĕрри кĕввине выляса ячĕ, инкĕшĕ хĕр йĕррине пуçларĕ:
Ах, аттеçĕм-аттеçĕм,
Ай-хай, ырă аттеçĕм!
Ах, аннеçĕм-аннеçĕм,
Ай-хай, ырă аннеçĕм...
Кулине малалла хăех йĕре пуçларĕ:
Хĕвел тухса çитмерĕ,
Хура пĕлĕт хупларĕ.
Пĕвĕм ӳссе çитмерĕ,
Шур пĕркенчĕк хупларĕ...
Питĕ хитре туйăнать Ивана хĕр йĕрри сăвви-кĕвви, чунне пырса тивет. Хăй ятне асăнсан куççулĕ тухса кайрĕ:
Ах, шăллăмçăм, шăллăм,
Лаша кӳлме тухсассăн,
Пĕккĕм ăçта тейĕн-ха:
Йывăр ĕçе тăрсассăн,
Аппам ăçта тейĕн-ха.
Ах, шăллăмçăм, шăллăм,
Шур перчетке тăхăнса,
Аллуна сулса ан çӳре,
Аппам кайрĕ теейсе,
Ялан йĕрсе ан çӳре.
Хăйĕн юрринче мĕнпур тăванĕсене, çывăх хурăнташĕсене, тантăшĕсене асăнать хĕр. Питĕ хитре те уçă сасăллă иккен Иванăн тăван аппăшĕ. Туй юрри те, ташлани те хуплаймасть ăна. Туй курма пынисем ахлата-ахлата итлеççĕ, астуса юлма тăрăшаççĕ пулĕ.
— Эх, сасси, шăнкăрав пек! — илтĕнет алăк патĕнче сасă.
— Сăввисем тата!
Хĕр туйĕ арçын туйĕпе пĕрлешрĕ. Кунта тавлашса юрлакан туй питĕ кăсăклă. Пурте пĕр юрра юрлаççĕ, анчах çав сăвă-юррисемпех пĕр-пĕрне тĕртсе мăшкăллаççĕ.
Арпалăхри тăмана
Куçне чавса ларать-çке.
Инкеçĕмĕр Кулине
Куçне чавса ларать-çке, —
юрлаççĕ каччă енчисем.
Йыснаçăмăр Петруха
Куçне чавса ларать-çке! —
юрлаççĕ хĕрçумĕсем.
Атьăр туя каяр-и,
Урпа сăри ĕçер-и!
Арçын туйĕ халăхне
Атьăр хуса ярар-и!
Мĕн-мĕн каласа юрламаççĕ-тĕр икĕ енчи туй халăхĕ. Иван курса, итлесе ывăнчĕ, анчах хĕрĕн шăллĕ туйра пулмалла. Малалла: пуç сырни, хĕре ăсатни, кĕчрӳ килĕнче пулмалли, таянчăк тыттарни, йăран тăпăлтарни, хĕр салми, тата ытти те, ытти те — астуса та пĕтерес çук. Ивана тата аппăшĕн япалине-туприне леçме тивет-ха.
Çапла тĕп килĕнче пулма тиврĕ Ивана, ашшĕпе амăшĕ хăйсен пурнăçне пуçласа янă килте. Тăван амăшне курман вăл, тăван ашшĕне пĕлмен те, анчах кун хыççăн ун шухăшĕнче-ăсĕнче яланах пурăнма тытăнаççĕ вĕсем, йывăр тапхăрсенче яланах асне килеççĕ.
Пахумсемпе Настасин ратнинчи хăшин-пĕрин ачи-пăчине хăйĕн шкулĕнче вĕрентме тăрăшать каярахпа Иван, хăшне-пĕрне яланах пулăшса тăрать. Пĕтĕм Кушкă уншăн тĕп кил пулса тăрать. Кам çӳремен Иван патне Чĕмпĕре кушкăсенчен, кам ун патне ас ыйтма кайман! Кушкă ачинчен Кушкă ашшĕ пулса тăрать вара вăл!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...