Пирвайхи юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
— Çĕр ытла лартнăччĕ те, — пăшăрханса каларĕ Борисов, — çуррине яхăн качакасем кăшласа ячĕç...
Пĕр хушă эпир, чĕлхе-çăвара çухатнă пек, чĕнмесĕр пытăмăр. Эпĕ Шупашкара куçасси пирки шутларăм. Вася мĕн шутларĕ-ши? Тен, вăл Лисукшăн тунсăхлать? Тен, вăл ĕнер каç, элĕ тухса кайсан, каллех Лисук патĕнче пулнă?
— Миша, — терĕ Борисов, — астăватăн-и иксĕмĕр Сĕнтĕрвăррине уездри конференцине утнине?
— Астумасăр, ӳн пеккине мĕнле манăн... — Каларăм та çапла, Борисов çине пăхса, шухăшларăм: «Эсĕ кăна мар, урăххине каласшăн та-ха, темшĕн хăюлăх çитерейместĕн. Ан шиклен, хăюллăрах пул!..»
— Вася, — ыйтрăм эпĕ, — Лисукпа иксĕр хушăрта мĕн пулса иртнĕ вара?
Чипер утса пыракан Борисов йăпăртах пуçне çĕклерĕ, кĕçех чарăнса тăмарĕ.
— Лисукпа-и? — терĕ вăл, шухăшласа, — мĕнле калас-ши сана...
— Мана акă мĕн тĕлĕнтерчĕ, — терĕм эпĕ, нимĕн чухламан пек пулса. — Виçсĕмĕр столовăйра ларнă чухне эсĕ унран тăрăхлама пуçларăн та, вăл сана часах, пĕр сăмах каланипех, лăплантарчĕ. Çав каçах, рабклуба концерта кайсан, эсĕ пиртен уйрăлса юлтăн. Лисук патĕнче ларнă чухне те хăвна тĕлĕнмелле тыткаланă пек туйăнче.
Борисов малтанхи пекех, шухăша путнă пек пырать.
— Миша, — терĕ вăл, пат чарăнса, — Лисук сана юратнине, темиçе çул хушши саншăн çунса пурăннине эсĕ пачах пĕлмен-и вара?
Эпĕ шалтах тĕлĕнтĕм. «Çапа пĕлмен пушă каялла çаврăнса тивет çав», — пырса кĕчĕ пуçăма.
— Чăнах калатăн-и эсĕ?
— Тупата туршăн, — ĕнентерчĕ вăл, — турра ĕненес пулсан, сăхсăхса кăтартнă пулăттăм...
Эпĕ куланçи пултăм, çавах та ăшчик вăр-вар тунине ниепле те пытарма пĕлмерĕм. Ав мĕнле иккен...
— Пуçланă сăмаха каласа пĕтерем, — терĕ Борисов, — мĕнех вара вăл, тепĕр тесен, пике качча юратни? Тĕлĕнмелли кунта акă мĕнре: ман шутпала Лисук, совпарт-шкула кĕрсенех, эс юратнă хĕр патне — Ирина патне — çырусем çырма пуçланă, вĕсем халичченех пĕр-пĕрин патне çырусем çырса тăраççĕ пулмалла...
Чĕререн пăшатанпа чикнĕ пекех пулчĕ мана. Апла çеç-и вара? Эпĕ çакна илтиччен çунса кайнă пулăттăм. Манăн ура шăнăрĕ сӳсленсе кайрĕ, хама хам аран-аран алла илтĕм. «Акă мĕншĕн савăнчĕ Лисук, «Ирина ятне манса та кайнă», тесен, — шутларăм эпĕ, — акă мĕншĕн пусахласах чĕнчĕ вăл мана хăй патне Шупашкарта...»
Бориоов ман çула пӳлсе, тепĕр енне каçрĕ те хуллан кăна калама пуçларĕ:
— Хисеплетĕп эпĕ сана, Миша, — терĕ вăл. — тăван пек хисеплетĕп, çавăнпа чĕрене уçса патăм та паян... Халĕ те астăватăп çанкаланчăк Ленские волорганизатортан кăларçа сана суйланă пухăва. Паянхи пекех астăватăп. Тӳррипе каласан, пит килĕшсех кăймарăн эс мана ун чухне. Лайăх пĕлменнинчен килчĕ пулĕ вăл. Парти волкомĕн секретарĕ Добров юлташ çĕннĕрен çеç саншăн сасăларăм...
Бориоов пирус чĕртсе ячĕ. Эпĕ ăна пӳлмерĕм, итлеçе кăна пытăм.
— Эпир çакăнта иккĕнех, — терĕ вăл, — пирĕн калаçăва никам та илтеймест. Çавăнпа та чĕре тĕпĕнче пуррине пĕтĕмпех уçса кăтартам...
Эпĕ каллех чĕнмерĕм. Борисов пирусне сăхлансах умлăн-хыçлăн виç-тăват хут ĕмсе илчĕ, пирус тĕпне çул хĕррине печĕ те çапла каларĕ:
— Чăннипе илсен, Лисука эпĕ тахçанах юратнă, Мăнъяла пырсан, ăна курасшăн хыпса çуннă... Кайран, эсĕ Сĕнтĕрвăррине куçсан, мана волорганизатора суйласан, эпĕ çурри тенĕ пек Мăнъялтах пурăннă. Эсĕ кайсанах, комсомола илме ыйтса, Лисук заявлени пырса пачĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ эпĕ унпа сăмах хускатрăм.
Борисов чĕри вăркать пулмалла, каланăçемĕн ытларах та ытларах хĕрсе пырать. Каллех пачкăран пирус кăларать, шăрпăкне, пӳрнисем чĕтренипе, ниепле те чĕртеймест.
— Çав каçах Лисука эпĕ хам ăна юратни çинчен пĕлтертĕм. Вăл... вăл мана сана юратни çинчен каласа пачĕ... — Борисов ассăн сывласа илчĕ. — Кĕркунне çитрĕ. Лисука вĕренме совпартшкула ăсатрăмăр. Эпĕ час-часах ун патне ăшă çырусем çырма пуçларăм. Вăл та çыратчĕ, анчах... юлташла çыру кăна...
Лисук каникула таврăнчĕ, эпĕ ăна та ĕçе явăçтартăм. Час-часах унпала пĕрле пулаттăмăр. Лисуксен килне те кĕрсе тухма пуçларăм, ашшĕ-амăшĕпе паллашрăм.
Анчах — мĕн тăвас-ха — Лисук мана пачах юратмасть. Иксĕмĕр чухне эпĕ ăна юрату çинчен калама пуçласанах, вăл мана чарса лартать. «Вася, — тет, — пĕлетĕн-çке эпĕ кама юратнине. Вăл юрату сӳнмесĕр урăххине юратас çуккине те лайăх пĕлетĕн! Мĕншĕн сая яратăн çăвар пылакне?..» — «Эсĕ Миша пирки тунсăхлатăн пулĕ те-ха, — хирĕçлетĕп эпĕ, — сан çинчен шухăшламасть те вăл!..» Лисук хăйĕннех перет: «Эпĕ Мишăна нихăçан та манас çук пулĕ», — тет,
Каникул вĕçленчĕ, Лисук Шупашкара кайрĕ. Эпĕ каллех хамăн юратупа кăна тăрса юлтăм. Шыва ларнă пыл хурчĕ йĕпеннĕçемĕн путса пырать тенĕ пек, эпĕ те, Лисукшăн тунсăхланипе, ăна тата ытларах юратма пӳçларăм. Каллех Шупашкара çырусем çырма, Лисука йăлăнма тытăнтăм.
Майĕпен çу кунĕсем ялкăшса килчĕç, йывăç-курăк ешĕл тумпа витĕнчĕ. Лисук çуллахи каникула таврăнчĕ те ялти вулав çуртĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Эпир унпала час-часах пĕрле пулаттăмăр, каç-каç та курнăçаттăмăр. Лисук мана хăнăхма пуçланă пек туйăннипе эпĕ савăннăччĕ, анчах савăнни иртерех пулчĕ...
«Ну, мĕнле, — ыйтрăм пĕррехинче, — Мишăна манмарăн-и-ха? Иринăпа мĕнле татăлтăр ун пирки?» Лисук ман çине кăн-н! пăхса илчĕ, кĕтмен çĕртен питрен çат! çатлаттарса ячĕ. Хăй çавăнтах килнелле чупа пачĕ. «Лисук, — кăшкăртăм хыçалтан, — тăхта!» Ăçта унта, Лисук çаврăнса та пăхмарĕ...
Вася калама чарăнчĕ. Эпĕ Атăл урлă пăхса илтĕм, йăлăм енĕ кăвакарнине асăрхарăм. «Каллех çанталăк пăсăлать пулмалла...»
Шухăшлаттарчĕ мана Вася каласа пани. «Апла иккен... Мĕн шутласа юлчĕ-ши ĕнтĕ халĕ Лисук? Ултавçă, терĕ пуль. Ирех кĕме пулчĕ те кĕмесĕрех тухса кайрĕ, юлташ пек те пулмарĕ, терĕ пуль. Çук, кĕме пултарайман эпĕ ун патне, юраман та. Унчченех сиснĕ эпĕ вăл мана чунранах тем пит каласшăнне. Ку хутĕнче калатчех ĕнтĕ. Эпĕ хирĕç мĕн сăмах чĕнĕттĕм-ши? Кăмăллатăп эпĕ Лисука, питĕ лайăх хĕр вăл, анчах юратма... чунран савма... Мĕн тăвас ĕнтĕ — эпĕ урăххине саватăп-çке».
Шухăшăм Ирина çине куçрĕ. «Ăçта-ши вăл халь? Хушăран та пулин аса илет-ши мана? Мĕн чухлĕ çунмарăм пулĕ уншăн, мĕн чухлĕ çырмарăм пулĕ ун патне. Кăлăхах. Вăл халĕ ăçта пурăннине те Лисук каласан тин пĕлтĕм. Çапах та манаймастăп эпĕ ăна. Ĕмĕтĕм çав-çавах пĕтмен.
Мĕнле-ха вăл ун пек? Мĕншĕн юрату пуриншĕн те пĕр пек мар вăл? Каччă пĕр-пĕр хĕре вилсе каяс пек юратать, хĕрĕ ăна юратмасть иккен. Е хĕр йĕкĕте юратса пăрахнă тейĕпĕр, йĕкĕчĕ ăна мар, урăххине савать. Акă, пирех, тăватсăмăрах — Иринăна, мана, Лисука, Борисова — илер. Ирина урăххине юратрĕ пуль ĕнтĕ, эпĕ ăна çавах манаймастăп-ха; мана хама Лисук савать иккен, анчах — хăй вăл сăн-пичĕпе те, чунĕпе ге чипер пулин те — ман чунăм ун юратăвне йышăнасшăн мар. Вася ав Лисукшăн асапланать.
Мĕнле пулăшас Ваççана? Мĕнле çураçтарас ăна Лисукпа?»
— Атя, Вася, шанчăрăмăра çухатар мар, — лăплантарасшăн пултăм эпĕ ăнă. — Эпĕ сирĕн хушша кĕрес çуккине эсĕ пĕлетĕн.
— Ахалĕн каласа паман та пулăттăм.
Эпир малалла утрăмăр.
Айккинчен пăхсан, чăнах та пирĕн юрăту питĕ кулăшлă пулса тухăть. Чăн та кулăшла, шӳхăшласа пăхăр-ха хăвăрах. Кайăк хур вĕçет, хур карти пулăть: пĕри мăлтă, ун хыççăн тепри, виççĕмĕш, тăваттăмĕш... Кайăк хур çапла вĕçнине такам та пĕлет, курнă, курман мар. Пуçтах ача-пăчă кайăк хур картине асăрхать те, пуçлать вăрă кăшкăрашма: кайри — мала, малти — кая, кайри — мала, малти — кая! Тупнă вăйă, тепĕр тесен. Мĕн чухлĕ ăсапланать пулĕ кайри, мала тухас тесе, мĕн чухлĕ пăшăрханать пулĕ малти, кая юлма лекнипе? Çулĕ вĕсен инçе, асаплă! Ача-пăча пĕлет-и çавна?
Пирĕн те çавнашкалах пулса тухать мар-и вара? Эпир те кайăк хур пек пĕр-пĕрин хыççăн пыратпăр-çке: малта Ирина, ун хыççăн — эпĕ, ман хыçран — Лисук, Лисук хыççăн — Борисов... Пуçтах ача-пăча пирĕн «хур картине» арпаштарса яма шутласан, мĕн пулса тухнă пулĕччĕ-ши? «Кайри — мала, малти — кая!» тесен, пирĕн «карта» пуçĕнчи Ирина кая, «карта» вĕçĕнчи Борисов мала пырса тăмалла. Вара акă мĕнле йĕрке пулса тăрать: малта — Борисов, ун хыççăн — Лисук, Лисук хыççăн — эпĕ, ман хыçран — Ирина. Ку ĕнтĕ йĕрке мар, йĕркесĕрлĕх кăна пулать!
Мĕн çитмест-ха пирĕн «хур картине» майлаштарса яма, Иринăпа иксĕмĕре, Борисовпа Лисука çураçтарма? «Ыт-тĕкел» вăййи çитмест, урăх нимĕн те мар! Пĕр-пĕр ырă ача пирĕн «карта» патне пырас та, арпашса кайнă «хур карти» пек тăратса тухас. Вăл «йĕрке» çаплаччĕ пулас: пĕрремĕш — Борисов (ытă), иккĕмĕш — Лисук (тĕкел), виççĕмĕш — эпĕ (ытă), тăваттăмĕш — Ирина (тĕкел). Пырас та пирĕн пата пĕр-пĕр ача, тетĕп-çке, хĕрсенчен мар, арçынсенчен «Ыт-тĕкел?», тесе ыйтас. Манран çапла ыйтас пулсан, эпĕ «тĕкел», тенĕ пулăттăм. Шутласа пăхать хайхи ача ывăçри мăйăра (е йĕкеле-и унта), чăнах та мăшăр, сакăр мăйăр — тĕкел, эппин! Ачине эпĕ, пытармасăр каласан, малтанах вĕрентнĕ пулăттăм: «Борисов патне, е ман патăма пынă чухне мăшăр мăйăр ил, мĕншĕн тесен пирĕн савнисем тĕкел», тенĕ пулăттăм… Вара Иринăпа иксĕмĕр (ытăпа тĕкел), алăран тытса, пĕрле кайнă пулăттăмăр, Борисовпа Лисук — иккĕшĕ пĕрле... Ĕçĕ те çăва çеç, нимĕнле чăрмав та çук!
Пăхăр-ха: ĕмĕт çуначĕсем мĕнлерех çăмăл вĕсем? Иринăпа иксĕмĕре пĕрлештерчĕç те! Мĕн тăвас тетĕр? Ĕмĕтре çăмăллăнах тума пулать те, пурнăçра апла мар çав!
5
Комсомолăн вулăсри пухăвне пысăк шкул çуртĕнче ирттерме Борисовпа иксĕмĕр Сĕнтĕрвăрринчех калаçса татăлнăччĕ. Çав шкулăн чи пысăк класĕнче икçĕр çын вырнаçма пултарать. Лăпах çав класра вĕренме пуçланăччĕ эпир вунсаккăрмĕш çулта...
Мăнъяла эпĕ комсомолăн облаçри саккăрмĕш съезчĕ çинчен доклад тума килтĕм. Улайпа Çтаппан кооператив валли тавар илме пынăччĕ те, Борисовпа пĕрле шăпах çавсемпе ларса килтĕмĕр.
...Иртнĕ каç аннепе нумайччен калаçса ларнă пулин те, ирхине ирех тăтăм. Вутă çурса парас терĕм.
— Анне, — ыйтрам çенĕкрен, — пурта ăçта вара?
— Çенĕкрех пулмалла, алак хыçенче лах, — илтенет анне сасси. Пуртă илсе сарайне тухрăм, вутă шаршанĕ патне пырса тăтăм. «Çурса пăрахам-ха вутă, — шухăшларăм ăшăмра, — йывăр-çке аннене арçын ĕçне тума, ватăлать, ăпăрша...» Юман вутти, типĕскер, аван çурăлать. Тăратса лартатăп та вут пуленкине, пуртă хытăрах лексенех шанк! çурăлса каять. Турат тĕлне пулсан çеç аппаланма лекет...
Хĕрсе вутă çурнипе, кил хапхи уçăлса хупăннине те асăрхаймăн. Пуртă çĕкленчĕ кăна, хыçăмра сасă илтĕнсе кайрĕ.
— Вăй патăр, ирех ĕçлекене!
Эпĕ çаврăнса пăхрăм та Борисова курах патăм.
— Питĕ ир çӳретĕн-çке эсĕ, Вася!
— Халь ир-и вара? Паян йытă тăричченех икĕ яла çитсе килтĕм.
— Мĕн ĕçпе?
— Пуху пирки. Тем тумалла ĕнтĕ, виçĕ ячейкăна пĕлтерме пулмарĕ.
— Ку начар, пĕлтересехчĕ-çке.
— Пухăва ырана хăварсан, мĕнле-ши?
— Темле-çке, — терĕм эпĕ, аптрăса, — пăрти волкомĕнче калаçса пăхас пулать, унта мĕн калаççĕ...
— Кампа калаçас-ха, пурте Шупашкара тухса кайнă?
— Чăнах та, — терем эпĕ, паян Республикăри Советсен съезчĕ уçăлмаллине аса илсе. Анне пӳрте кĕме чĕнчĕ.
— Итле-ха, тусăм, — терĕм Борисова, — аса илнĕ пек чухне ыйтса пĕлем-ха: сирĕн хуторти Саньккапа Ванькка мĕнле пурăнаççĕ? Симĕс Ваççа халĕ те ирсĕрленет-и?
— Шăпи тулчĕ унăн, — савăнса каларĕ Вася. — Тăлăх ачасене муритленĕшĕн ăна суд туса тĕрмене хупрĕç.
— Ачисем мĕнле?
— Вĕсене ача çуртне илсе кайнă. Сĕнтĕрвăррине таврăнсан, пĕр-пĕр чухне кĕрсе тух вĕсем патне.
— Пит аван. Кĕресчĕ-ха.
— Мĕнле тăватпăр пуху пирки? — каллех аса илтерчĕ Борисов, алăк урлă каçсанах.
— Ырана хăварăпăр, эппин, — килĕшрĕм эпĕ, — анчах леш виçĕ ячейкăна пĕлтересех пулать.
— Пĕлтеретĕп, — терĕ Борисов, — шкул ачисенчен çырса яратăп.
Вăл нумай лармарĕ, ĕç пур тесе, часах тухса кайрĕ. «Паян кунĕпех вутă çуратăп апла, — шухăшларăм, Борисов кайсан, — çавăнтан та пулин аннене усă пултăр...» Шел пулин те, эпĕ шутланă пек пулмарĕ çав... Апатланнă хыççăн, вутă çурма тухас тенĕ çĕртех, кĕтмен çын пырса чăрмантарчĕ. Хапха сасси илтĕнсĕн, чӳречерен пăхса илтĕм те хура пальтоллă, кăвак мулахай тăхăннă çын кĕнине асăрхарăм...
— Юрать-и кĕме? — илтенчĕ алăкран.
— Юрать, — терĕм эпĕ, — Николай Васильевич, эсĕ мар-и ку?
— Эпĕ-çке, — терĕ Коля алă парса, — чăнах паллаймарăн-и вара?
— Курманни нумай пулать. Хывăн, ирт тĕпелелле.
— Килнĕ пек чухне хывнас пуль...
Вăл васкамасăр пальтине, çĕлĕкне хывçа çакрĕ те, тĕпелелле иртсе, аннене алă пачĕ.
— Инкĕ мĕнле пурăнкалать?
— Чиперех-ха, — терĕ анне, — Коля пулчĕ-çке ку, улпут пекех тасалса кайнă, урамра курсан, паллас та çук...
Коля çине пăхрăм та ача чухнехи пĕр кăлтăнне аса илех патăм. Чăтаймарăм, кулса ятăм.
— Мĕнрен кулатăн, Миша? — ыйтрĕ вăл.
— Ахалех, — терĕм эпĕ, куллăма пытарма хăтланса, — пĕр япала аса килчĕ те...
— Манран мар пулĕ-çке? — хĕрелсе кайрĕ вăл. — Санран çав...
Пуçламăш шкулта пĕрремĕш класранах эпир Кольăпа юнашар лараттăмăр. Вĕренессе вăл чиперех вĕренетчĕ те, «саккăр» калама пĕлместчĕ. Ытти сăмахсенче «р» саспалли унăн чиперех тухатчĕ, «саккăр» патне çитсенех «шаккăй» пулса тăратчĕ. Кулатчĕç унтан ачасем, Коля тесе мар, «шаккăй» тесе чĕнетчĕç. Хăшпĕр чухне учителĕ хăй те тӳсейместчĕ, Коля «шаккăй» тесен, лĕхлетсех кулма тытăнатчĕ...
Коля капăр тумланннне курсан, темшĕн çавă аса килчĕ вара. Эпĕ кун пирки Кольăна каларăм, иксĕмĕр те кулса ятăмăр. Анне тухсан, ирĕкре Кольăпа нумай калаçкаларăмăр. Вăл ман çинчен, эпĕ ун çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр. Коля Çĕрпӳре ача çуртĕнче ĕçлет иккен, виççĕмĕш класра вĕрентетĕп, тет. Халĕ каникула таврăннă.
— Съездра Иринăпа тĕл пултăр пуль? — сасартăк ыйтрĕ вăл.
Ирина ятне асăнсанах, манăн çиллĕм тулса килчĕ. Мĕншĕн ыйтрĕ-ха вăл Ирина пирки? Мăшкăлласа-и? Иринăпа иккĕн сивĕннин сăлтавĕ Коля пулнине манмастăп-çке.
— Курман, тĕл пулман, — пĕлтертĕм кăмăлсăррăн. — Ăна делегата суйланăччĕ-и?
— Суйланă пулмасăр, — терĕ Коля. — Çĕрпӳ уезчĕн конфереицийĕнче эпĕ хам та пулнă... Лайăх астăватăп ăна суйланине.
Эпĕ тавçăрса илтĕм: «Эсир чăнах та Иринăпа пĕр уездах лекнĕ иккен...»
— Ирина ăçта ĕçленине пĕлетĕн-и? Çырусем çӳрететĕр-и пĕр-пĕрин патне? — каллех тĕпчерĕ вăл.
— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ. — Çыру та çырмастпăр. Ман çырусене вăл каялла уçса пăхмасăрах ярса паратчĕ те...
Эпĕ кăмăлсăр пулнине Коля туйрĕ-ши, туймарĕ-ши? Пытармастăп: Коля мана халĕ пачах килĕшмест. Ăнланса çитерейместĕп эпĕ ăна. Ман шутпала вăл, комсомолец пулин те, хăй çинчен ытлашширех шухăшлать. Виçерен тухать, теççĕ-и-ха?
Мĕн пулса иртнĕ-ха Иринăпа Коля хушшинче, вĕренсе тухнă хыççăн, иккĕшĕ кану çуртне кайсан? Эпĕ нимĕк те пĕлместĕп пулин те, кун пирки Кольăран ыйтассăм çук, Ирина çинчен Кольăпа сăмах тапратас та килмест, вĕсен ятне те пĕрле асăнтарас килмест...
Ĕлĕкренхи тусăмпа ку хутĕнче сиввĕн уйрăлтăм.
6
Мăнъял вулăсĕнчи комсомол организацнйĕн пухăвĕ кăнтăрла иртсен уçăлчĕ. Пилĕк çынран президиум суйласан, пуху председателĕ Борисов кун йĕркине пĕлтерчĕ. Пуху ăна йышăнчĕ.
— Парăр-ха сăмах, — илтĕнчĕ пуху варринчен.
Эпĕ, президиумра лараканскер, Ленский Кĕркурине курсан шалтах тĕлĕнтĕм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...