Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 1 пай
Туратсемпе сарăлса кайнă йăмра айĕнче шалпар шăлаварлă, çаруран, кĕпине йӳле янă арçын ача кăшкăрать.
— Леша! Леша тетĕп! Мĕншĕн чĕнместĕн? Манран çавах пытанаймастăн. Эсĕ анасса кĕтсе илетĕпех!
Çӳлте нимĕнле сасă та çук. Юнашар йăмра çинче çеç виçĕ-тăватă курак кранклатать. Кăштахран ача йывăç айĕнче патак тупрĕ те ăна йăмра тăрринелле вăшлаттарчĕ, унтан татах итлерĕ: сас-чӳ халĕ те илтĕнмест.
Лăпăска йăмра айĕнче тăракан ача, Эртиван ятлăскер, çӳлтинчен виçĕ çул аслăрах. Леша Красков пĕрремĕш класа кайнă чухне вăл виççĕмĕшне çӳретчĕ. Улттăмĕшĕнче Эртивана хăваласа çитрĕ-çитрех Леша. Ачи вăл кашни класра тенĕ пек япăх вĕреннĕшĕн икĕ çул лармаçть. Сысна вити пек пĕчĕк çуртра амăшĕпе çеç пурăнаканскерĕн кунсерен шкула утас вырăнне пуян ялсем тăрăх ыйткаласа çӳреме тивет. Аслă вăрçă пуçланиччен унăн ашшĕне ялти кулак тесе Шупашкара тытса кайнă теççĕ. Унта илсе каякансем ăна çăмăллăн çеç тумлантарнă имĕш. Çавăнпа çанталăк сасартăк чăтмалла мар сивĕтсе лартсан Эртиван ашшĕ Канашран иртсенех ӳпке чирĕпе йывăр чирлесе ӳкет те, каялла унăн виллине çеç турттарса килеççĕ. Çапах та кайăк вĕçсе каçайми пĕтĕм хуралтине сутаççĕ, тăлăха юлнă арăмĕпе Эртивана аслă çуртран сысна витине хăваласа кăлараççĕ.
Çапла лекет арçын ача тамăкри пек асаплă пурнăçа. Тахăшĕсем ăна шкула та кĕме чарасшăн пулнă имĕш, вĕсем вăрçа тухса кайсан тин Эртиван чăрмавсăрах вĕренме тытăнать. Вĕренессе вĕренет, анчах ыйткаласа çӳресе уроксене нумай сиктернĕшĕн ăна класран класа куçарас вырăнне темиçе те иккĕмĕш çула хăвараççĕ. Çавăн пирки хăваласа çитет Леша улттăмĕш класра Эртивана. Питĕ лайăх астăвать-ха Леша: Эртиван, çӳçне кастарманскер, класа пуринчен кайран кĕчĕ. Алăкран кĕчĕ те чарăнса класри ачасене пăхса çаврăнчĕ. Микулпа Леша ларакан парта хушшинче пĕр пушă вырăн юлнине курсан вĕсем патне пычĕ те:
— Сирĕнпе юнашар ларма юрать-и? — тесе ыйтрĕ.
— Юрать, — терĕ Леша хăйĕнчен çӳллĕ Эртивана пăртак ăмсанса пăхса, унтан чышкипе кӳршĕри Микула аякĕнчен тĕртрĕ. — Эсĕ хирĕç мар-и?
— Эсĕ мĕнле шутлатăн, эпĕ те — çапла, — терĕ Микул, ку таранччен пĕчĕк кĕлеткипе парта хушшинче мăн çын пек сарăлса ларнăскер, Леша çумнерех йăпшăнчĕ. Кăшт шикленет те пулас Эртивантан вăл: унпа выляма мар, калаçсах та курманçке. Темĕнле вĕренет-ха тата икĕ-виçĕ эрнешер сиктерекен. Сумки те çук, амăшĕн кивĕ тутăрĕпе тетрадьсем çеç çыхса килнĕ пулас. Леша çумнех хытăрах тĕршĕнме тивет: вăл, хăюллăскер, Эртивантан та хăрас çук-ха. Амăшĕ те, Таюк инке, кашни çулах ывăлне пур кĕнекене те тупса пама тăрăшать. Леша ăна уроксене хатĕрленме ăнлантарса та, кĕнекесем парса та пулăшать. Мĕншĕн тесен темĕн пек тапаçлансан та Микулсен кĕнекесене пĕтĕмпе туянма укçа тупăнмасть. Çавăнпа вăл Лешăна, хăйпе пĕр çулхискер пулсан та пиччĕшĕ вырăннех хурать. Эртивана вара ку енĕпе шанма пулать-ши? Улттăмĕш класра та вăл инçетри ялсене туха-туха кайса çухалмĕ-ши?
Микул шутланă пекех Эртиван тутăрлă çӳхе çыхха салтрĕ те парта ăшне темиçе тетрадьпе икĕ кĕнеке питĕ хăвăрт кăларса хучĕ. Микул çапах та асăрхаса юлчĕ: «Чăваш чĕлхин грамматики» тата «Тăван литература»...
— Эртиванăн икĕ кĕнеке çеç, — пăшăлтатрĕ вăл Леша хăлхинчен.
— Аптрамастпăр, манăн пурте пур, — терĕ Леша çĕнĕ ача еннелле йăпăрт пăхса илсе. Эртиван парта хĕррине вырнаçнă та ун çумне ăна вăйлă çилĕмпе çыпăçтарнă евĕрлех ниçталла хускалмасăр, кĕлеткине тӳрĕ тытса ларать.
Ачасем шавлаççĕ, çуллахи каникула мĕнле ирттерни, вăл вăхăтра епле пăтăрмахсем пулса иртни çинчен пĕр-пĕрне кулкаласа каласа кăтартаççĕ. Эртиван класри ачасенчен темиçе çул аслă пулсан та çӳллĕшĕпе вĕсенчен ытлах уйрăлса та тăмасть. Вăл калаçмасть, çапах та класри шăв-шава тимлесех итлет пулас. Çавăнпа Микул пăшăлтатнине те илтсе юлнă.
— Маншăн ан пăшăрханăр, хам килĕштерекен предметсен кĕнекисем пур ман, ыттисене эпĕ çавçавах юратмастăп, — терĕ вăл.
— Юратмастăн? Апла юрать-и вара? — пур предметсемпе те вĕренме хăнăхнă Леша тĕлĕннĕ сасăпа ыйтрĕ: — Ак, тĕслĕхрен, зоологи... Истори... Тăван чĕлхепе тăван литература...
— Юлашки иккĕшĕ — чи юратнисем. Вĕсемпе кĕнекесем те пур ман. Пĕлтĕр, 5-мĕш класра, алгебрăна чунтан кураймастăмччĕ, кăçал ун вырăнне геометри пуçланать. Ун пирки нимĕн те калама пултараймастăп-ха, кĕнекине те курман.
— Ой, алгебра та çав тери интереслĕ! — терĕ Леша. — Эпĕ унпа «пиллĕксем» çеç илнĕ. Ак Микула йывăртарах, анчах вăл та майĕпен туртăнать.
— Мĕнпе интереслĕ вара алгебра? — халĕ Эртиван тĕлĕнни сисĕнчĕ.
— А çумне Б хуш та АБ пулать, АБ çумне В хушсан — АБВ. Числосем çеç мар, сас паллисене те хушма пулать-çке! Çавă питĕ кăсăклантарать мана. Мĕн тери япала çук пулĕ алгебрăра! — чунтан хавхаланса тавăрчĕ Леша. — а2 + в2 + а2в2. Ку интереслĕ мар-и?
— А мĕн интересли пур унта? Ача вăййи вĕт А çумне В хушни... Ан çиллен, Леша, эпĕ çапла каланăшăн. Кашни ачан хăй çеç юратакан предмет пур.
— Пур, ку тĕрĕсех.
Ачасем çуллахи кану çинчен калаçса пĕтереймерĕç, шăнкăрав янранă хыççăнах класа геометрипе вĕрентекен Мария Ивановна пырса кĕчĕ, сывлăх сунчĕ, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ. Мария Ивановна улттăмĕш класс руководителĕ те. Çавăнпа вăл ачасем партăсем хушшине мĕнле вырнаçнине те тимлесе сăнарĕ. Камăн геометри кĕнеки пурри-çуккипе те, вĕренӳпе çыхăннă ытти ыйтусемпе те кăсăкланчĕ. Çакна май пĕрремĕш урокра класра килĕшӳллех мар пăтăрмах пулса иртрĕ. Учитель малтан кашни партăна миçе «Геометри» лекнине пăхса тухрĕ те çапла каларĕ:
— Красковсен партинче виçĕ ачана пĕр кĕнеке тивет. Вĕсен умĕнчи партăра виçĕ хĕр ача, виççĕшĕн те «Геометри» пур. Тепĕр чухне эсир, хĕр ачасем, хăвăрăн пĕр кĕнекине хыçалтисене пама килĕшетĕр вĕт?
— Мĕн, Мария Ивановна, манăн хамăн «Геометрие» хыçра ларакан Эртиванова памалла-им? Унăн кĕнеке çуккишĕн эпĕ айăплă мар. Çӳçне кастарман ачана чăтма пултараймастăп эпĕ! — мăкăртатма тытăнчĕ çӳхе сарă çивĕтлĕ Хысайкина Светлана шап-шурă шăлĕсене кăтартса. — Тен, аллисене те çуса килмест пулĕ-ха вăл шкула? Чĕрнисене те касмасть пуль? Апла тăк, пĕр чĕрни айĕнчех миçе миллион микроб йăшăлтатать! Пĕлетпĕр — пĕлтĕр ботаникăпа вĕреннĕ!
Мария Ивановна ветеринари тухтăрĕн хĕр ачи хăйне çапла тытасса пачах кĕтмен. Пĕлессе пĕлнĕ-ха: Света хăйне хĕр ачасем хушшинче чи мала лартать, çĕнĕ кĕпе-тумтир тăхăнса пуçне каçăртма хăтланать; тепĕр чухне учительсем унăн хăтланăвĕсен илемсĕр енĕсене кăтартсан каçару ыйтас вырăнне кăмăлсăррăн мăкăртатнине те илткеленĕ. «Пиллĕк» е «тăваттă» çеç илмест-ха вăл уроксенче, «виççĕсем» те çаклаткалать. Çемьере пĕр ача çеç пулни ашшĕ-амăшне суккăрлатмасть-ши? Ашшĕ-амăшĕн шухăшне улăштарма, вĕсем урăхларах çул çинче тăраççĕ пулсан, шкул вăйĕ те çителĕксĕр. Мария Ивановна Эртиванăн йывăр шăпине пĕлет, вăл хăвăртрах шкултан вĕренсе тухса Канаш е Шупашкар заводĕнче ĕçлеме ĕмĕтленни паллă уншăн. Çавăнпа класс умĕнче Хысайкина çавра пичĕ хĕрелсе кайичченех çухăрашни ăна малтан нимĕн тума аптăратрĕ, унтан вăл Эртиван умне пырса тăчĕ те арçын ача аллисем тап-таса иккенне, чĕрнисене те вăл тăрăшсах касса якатнине курчĕ.
— Эртиванов, тăрха, — ыйтнă пекрех çепĕççĕн хушрĕ вăл.
Эртиван тăчĕ. Вăл сасартăк мĕскĕнреххĕн курăннă пек туйăнчĕ Лешăна, çавăнпа партăн тепĕр енче лараканскер ăна пулăшма васкарĕ. Юратмасть вăл Хысайкина пуçне каçăртнине, тепĕр чухне хĕр ачасене нимĕн вырăнне те хуманнине.
— Юрать-и? — аллине çĕклерĕ вăл.
— Эсĕ сăмах каласшăн-и, Красков? — ыйтрĕ учитель.
— Юрать-и? — Эртивана хӳтĕлеме чарĕ тесе сăмах ыйтнин сăлтавне юриех шарламарĕ Леша. Тăчĕ те класс руководителĕ ирĕк паричченех хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: — Эпир, Мария Ивановна, пĕр «Геометрипех» виçсĕмĕр те ĕлкĕретпĕр. Света кĕнеки кирлĕ мар пире, усратăрах ăна вăл никама кăтартмасăр хăйĕн партинче. Çапла-и, Микул?
— Елкĕретпĕр, — килĕшрĕ Микул.
— Краскова пĕлместĕп-им? Вăл, лайăх вĕренекенскер, хăй пеккисене яланах хӳтĕлет! — çаплах парăнмарĕ Хысайкина.
— Камсем вара вĕсем — хам пеккисем? — Красков та хальхинче ыйтмасăр чăтаймарĕ, каялла çаврăннă Хысайкинăна симĕс куçĕнченех пăхрĕ.
— Çĕтĕк çăпатапа çӳрекенсем! — хĕрлĕхен тĕслĕ пулса кайнăскер, чараксăр чĕлхине вылятрĕ хĕр ача.
Мария Ивановна туять: вĕренӳ çулĕн пуçламăшĕнчи пĕрремĕш уроках саланса кайма пултарать, ара, епле лăпкă ача Красков Леша та чăтаймарĕ те... Вĕрентекен те хĕр ачана куçĕнчен тинкерсе каларĕ:
— Сăмахсене нимĕн шухăшламасăр персе ямалла мар, Хысайкина. Красков хăй те, вăл пулăшакан ачасем те шкула çĕтĕк çăпатапа килнине эпĕ пĕрре те курман-ха. Эсир асăрханă-и, ачасем?
— Курмаан! — пĕр çын пек хуравларĕ класс.
Çав самантра Светăпа юнашар ларакан ун пекех сарă çӳçлĕ, сарă çивĕтлĕ Натали аллине çĕклерĕ.
— Эпир... Хысайкина пек çап-çутă атăпа çӳрейместпĕр, паллах. Тутăр та ун чухлĕ улăштарса çыхаймастпăр. Красков Лешăпа Микулăн та тепĕр чухне кивĕ пушмакпах танккама тивет. Мĕн тăвас тетĕн, — хĕр ача сасси чĕтреме пуçларĕ, куççулĕ шăпăртатса тухасран хăйне аран тытса чарчĕ. — Аттесем вăрçăран таврăннă пулсан эпир те урăхларах çӳреттĕмĕр ĕнтĕ. Эртиванова пирĕнтен те йывăртарах, çапах та вĕренмех тапаланать вăл. Пĕр кĕнекесĕр вĕренме пултар-ха ун пек. Мария Ивановна, эпĕ ăна хамăн «Геометрипе» усă курма яланах ирĕк паратăп. Тата... куçарса лартăр-ха мана кунтан урăх парта хушшине, тархасшăн.
Учитель Наталие Света сăмахĕсем килĕшменнине туять, Хысайкина «пиллĕксемпе» çеç вĕренекен Наталипе юнашар мĕншĕн ларма юратнине те чухлать: пĕлменнине яланах ыйтма пулать, тĕрĕслев урокĕсенче çырса илме те май пур.
Эртиванов çаплах ура çинчех-ха: пуçне пăрнă та стенана лăпкăн сăнаса тăрать. Класра ун çинчен калаçни ăна пĕртте кăсăклантармасть тейĕн.
— Эртиванов, аллусене тăсса Светăна кăтарт-ха, — тинех хушрĕ учитель.
— Кама? Хысайкина ман аппа-им? Кăтартмастăп, мĕншĕн тесен ун еннелле куçа та çĕклес килмест манăн. Тĕрĕслев ĕçĕсем çырнă чухне те эпĕ пуçăма унталла-кунталла çавăрттарма мар, доска еннелле çеç пăхма хăнăхнă.
Ăшĕнче вара урăхларах шухăшсем те çуралса тĕвĕленнĕ Эртиванăн: унăн ашшĕне шăпах çак Хысайкинан аслашшĕ Канаша тыттарса янă, вăл васкатнăран унăн çӳхе тумпах вăрăм çула тухма тивнĕ. Вĕсен пилĕк кĕтеслĕ çурме йӳнĕ хакпа вăлах çак чăкраш Света ашшĕ валли туянса панă. Эртиван амăшĕ çавсене пĕтĕмпех астăвать, сахал мар ылханнă вăл ывăлĕ умĕнче вĕсене витене хăваласа кăларнă Хысайкинсен йăхне. Çавăн пек тискер ĕç тунине пĕле тăркачах унăн Хысайкина умĕнче аллине кăнтарса тăмалла-и? Ыйткалакан пулса Канаша çитсен те çак хĕр ача умĕнче апла хăтланмĕ вăл.
— Унăн аллисем тытса лапăртанă кĕнекене хамăн сумкăна чиксе киле таврăнмалла-и манăн? Килĕшместĕп, Мария Ивановна. Мана та кунтан урăх парта хушшине куçарса лартăр.
— Натали, эсĕ пăхса ил-ха эппин Эртиванов аллисене, — хăйĕн шухăшне вĕçнех çитерме шутларĕ учитель.
Куна илтсен Эртиван пĕр турткаланмасăрах аллисене Натали еннелле тăсрĕ.
— Ну, мĕнле?
— Аллисем шап-шурă, чĕрнисене каснă! — терĕ пĕтĕм класс илтмелле Натали. — Микробсене пурăнма май çук унта.
— Маттур, Эртиванов!
— Эпĕ ларатăп Хысайкина вырăнне. Юрать-и, Мария Ивановна? Манăн «Геометри» çĕп-çĕннипех. Унпа çын усă курнăшăн кĕнеке пĕтмест. Мĕн чухлĕ ача ăна ытларах вулать, кĕнеке усси те çавăн чухлĕ пысăкрах. Çапла шутлатăп эпĕ, — терĕ малти ретрен Петрова Улька, вăтам пӳллĕ, çырă çӳçлĕ, тулли кĕлеткеллĕ хĕр ача. Улька çаврака пит çăмартиллĕ, шĕвĕртерех сăмси чĕкеç шатрисемпе витĕннĕ. Вăл пуринпе те хаваслăн, кулкаласа калаçать. Савăккăн пăхакан сенкер куçĕсем кашни ачана ырă суннăн туйăнать. Хăй нихçан та никампа та хирĕçсе курман пулĕ.
«Атя иксĕмĕр те мала куçса ларатпăр, — Света хĕрӳленсех Натали хăлхинчен пăшăлтатрĕ. — Эпĕ ку парта хушшинче юлмастăпах. Эс ан çиллен мана. Сана хурласа нимĕн те каламан эпĕ, малашне те каламăп. Ку таранччен туслă пулнине...»
«Эпĕ санпа туслă пулнă-и? — тĕлĕнсе хирĕç пăшăлтатрĕ Натали. — Миçе çул вĕренетпĕр, пĕрре хăть чĕнсе кĕртнĕ-и эс мана хăвăр патăра, э-э? Вырăнĕ те пĕрре çеç пушанать малта...»
— Мĕн çаплах пăшăлтатса тавлашатăр? — Улька хăйĕн кĕнекисене пуçтарса çĕнĕ вырăна çитсе тăма та ĕлкĕрнĕ. — Ялан малти ретре эпĕ, кăçал пĕрре Эртивановпа Красковăн ăслă куçĕсем умĕнче хама кăтартса ларса ырă курам-ха.
— Тавлашмастпăр, туйăннă сана! — терĕ те сиввĕн Хысайкина хăйĕн вырăнне пушатса малти рет еннелле тăлт-тăлт! утса кайрĕ, çапах та Улькана тĕртсе илме манмарĕ: — Кĕнекӳ çумне çыпçăннă микробсене шутлама ан ман, Петрова!
Хăйне ялан хаваслă тытакан чĕкеç шатриллĕ хĕр ача нимĕн кӳренмесĕр ку хутĕнче те савăнăçлă сасăпах хуравларĕ:
— Мĕн тума кирлĕ мана вĕсем? Сан аçу пек выльăх шăркисене шутламастăп вĕт эпĕ. Тата... «Геометри» ӳкерчĕкĕсем е çаврака, е кĕтеслĕ, е енĕсем чалăш, — микробсене йăва çавăрма вырăн та тупаймастăн унта! Натали, тĕрĕс вĕт?
— Тĕрĕс, Улька. Эртиванов мар, урăххисем курнă пуль вĕсене тĕлĕкре, — Натали лăпланса хăйĕн вырăнне ларчĕ, унпа юнашар Улька вырнаçрĕ. Хысайкина каялла пăхса татах темĕн каласшăнччĕ, анчах Петрова сăмахĕсенчен класра ларакансем пурте тенĕ пекех ахăлтатса кулса янине курчĕ те урăх чĕнмерĕ, парта çумне пăталанă пек, кĕлеткине ниçталла хускатмасăр чул евĕрех хытса ларчĕ.
Леша Эртиванова Микул урлах кĕпинчен туртрĕ, юлташлăн сĕнчĕ:
— Мĕншĕн çаплах тăратăн? Тавлашу эпир çĕнтернипе вĕçленчĕ — лар.
— Вĕçленмен-ха вăл, Красков. Çавăнпа ларма хушмасть Мария Ивановна.
Эртиван сăмахĕсене илтнĕ пекех учитель çав вăхăтра йăвашшăн каларĕ:
— Ларах, Эртиванов! Е санăн ыйту пур-и?
— Ыйту пур. Геометри урокĕ пуçланчĕ вĕт халĕ?
— Пуçланчĕ...
— Паскаль виçкĕтеслĕхĕ «Геометрие» кĕрет вĕт?
— Мĕскер, мĕскер? — мĕн çинчен ыйтнине ăнланаймарĕ Мария Ивановна. — Тепĕр хут кала-ха.
— Паскаль виçкĕтеслĕхĕ эсир вĕрентекен «Геометри» предметне кĕрет-и?
— Э-э, Паскаль... — ача мĕн çинчен ыйтнине тинех ăнланчĕ учитель. — Кĕрет.
— Апла пулсан манăн сирĕнтен ыйтмалли пур. Юрать-и?
— Юрать. Мĕнле ыйту?
— Паскаль виçкĕтеслĕхĕн виççĕмĕш свойствине ниепле те тупаймастăп-ха эпĕ. Пулăшатăр-и?
Мария Ивановна Эртиванова хуравличчен класа пăхса çаврăнчĕ. Шăп. Темиçе шăна вĕçни çеç илтĕнет. Ачасенчен пĕрисем вăл мĕн каласса кĕтеççĕ, теприсем Эртиван еннелле тĕлĕнсе пăхаççĕ. Учитель те кăçал тăххăрмĕш класа каяс ача улттăмĕшне килсе Паскаль çинчен ыйтнăшăн тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ, анчах çакна класа та, Эртивана та палăртмарĕ-ха. Мĕншĕн тесен Паскаль виçкĕтеслĕхĕ евĕр темăсем саккăрмĕш класс программине кĕреççĕ. Анчах Паскаль виçкĕтеслĕхĕ унта та çук. Ăçта илтнĕ-ха ăна Эртиванов? Епле майпа пĕлет? Мария Ивановна хăй Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен вăтам шкулта мар, педагогика институчĕн физикăпа математика уйрăмне вĕренме кĕрсен тин илтнĕччĕ. Пĕрремĕш курсра ирттернĕ олимпиадăра Паскаль виçкĕтеслĕхĕн виçĕ свойствине тупмаллаччĕ. Курсри çирĕм ачаран çиччĕшĕ çеç тупма пултарнăччĕ çавсене, вĕсен шутĕнче çамрăк Маша, хальхи Мария Ивановна та пурччĕ. Унтанпа вунă çула яхăн иртнĕ ĕнтĕ, çапах та учитель Паскаль виçкĕтеслĕхне манман-ха. Мĕншĕн тесен пĕрремĕшĕнчен, — çав олимпиада хыççăн студентсем математикăна япăхрах пĕлнине курнă профессор ун çинчен пурне те лайăх ăнлантарчĕ, математикăна пĕрремĕш курсранах çиелтен шăйăрттарса мар, пĕтĕм чунпа интересленсе тарăннăн вĕренмеллине туйса илтерчĕ. Иккĕмĕшĕнчен, — математикăна çав тери юратакан Маша лекцисемсĕр пуçне кирек те мĕнле темăпа та хушма литература нумай вулама тытăнчĕ. Çав йăлана вăл халĕ те пăрахман. Ачасем математикăпа питĕ кăсăкланаççĕ, Красков Лешăпа Алмазова Натали «иккĕ» е «виççĕ» мар, «тăваттă» та илсе курман, «пиллĕксем» çеç. Пур темиçе ача, Хысайкина Света пеккисем, — вĕсем «пиллĕк» мар, «тăваттă» илни те сайра хутра çеç пулкалать. Мĕн тăвас тетĕн, — тен, турă пани çук вĕсен?.. Эртиванов хăйĕн класĕнче вĕренессе пĕлсен унпа самаях калаçрĕ-ха вăл. Алгебрăна вăл вырăнăн-вырăнăн япăх пĕлнине, сăлтавĕ арçын ача ку предмета пачах юратманнинче мар, уроксене нумай сиктернинче иккенне сисрĕ. Эртиванов кăçалччен урăх учитель патĕнче вĕреннĕ, унăн класне вăл пĕрремĕш хут лекрĕ. Çавăнпа арçын ача ыйтăвĕ ăна студент çулĕсене çĕнĕрен аса илтерчĕ. Эртиванов ыйтăвĕнчен пăрăнма е ячĕшĕн çеç çиелтен кăна хуравлама юраманнине ăнланчĕ Мария Ивановна. Унăн шучĕпе, шăпах çакнашкал ыйтусем класа математикăна юратса вĕренме пулăшаççĕ. Чăнах та, интереслĕ марим, ача улттăмĕш класа çеç килчĕ, ыйтăвне вара саккăрмĕш класс программипе парать.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...