Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 4 пай
Ачасем çарайне çуннă япаласенчен, кĕлтен тасатрĕç. Антон Ефимовичпа Варвари тинех нӳхреп алăкне уçса унта анса пăхрĕç. Вăл вутă купинчен аяккарах вырнаçнă пирки нӳхрепе шыв анман. Ку пурне те савăнтарчĕ, мĕншĕн тесен хĕлле валли хатĕрленĕ апат-çимĕç тĕрĕс-тĕкелех юлнă, пачах сиенленмен.
Пушар сӳнтерсе йĕпеннĕ, ĕшеннĕ ачасене директор паянхи уроксенчен хăтарчĕ. Уроксен вăхăчĕ, тĕрĕссипе, иртнĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ. Пурне те хастар пулнăшăн, пушара сарăлма паманшăн тав турĕ вăл.
Варвари шкул буфетĕнчен ăшă шыв йăтса тухрĕ, Эртиванова симĕс курăклăрах вырăна чĕнчĕ, ăна супăнь тыттарчĕ.
— Сан пек хуралса пĕтни никам та çук. Çăвăн, — терĕ вăл, ăшĕнче: «Пĕчĕк килĕнче кăмака хутма вутă та çук пулĕ, кунтах кăшт та пулин çăвăнтармалла», — тесе шутларĕ. — Шывне хамăн ярса парас-и е юлташна чĕнетĕн?
— Ан чăрманăр манпа, Варвари инке. Сирĕн ахаль те ĕç нумай, — терĕ Эртиванов, унтан çăл еннелле пăхрĕ те Лешăпа икĕ хĕр ача унтах витресемпе тăрмашнине курчĕ.
— Красков, килме пултаратăн-и кунта?
— Пыратăп! — терĕ Леша.
Эртиванов кĕпине хыврĕ те куркапа çурăмĕ çине шыв ерипен яма ыйтрĕ. Ун хыççăн Лешăна вăл шыв ярса тăчĕ. Тутлă шăршăллă супăньпе çăвăнни арçын ачасен пĕтĕм кĕлеткине уçăлтарса ячĕ. Çав хушăра вĕсем патне Наталипе Улька пырса тăчĕç.
— Ха, еплерех супăньпе çăвăнаççĕ вĕсем! — тере Улька нимĕн именмесĕр. — Ăçтан тупрăр?
— Варвари инке пачĕ, — пĕлтерчĕ Эртиванов.
— Пирĕн юрать-и унпа çăвăнма? — терĕ Улька тутăрне салтса. — Эпир те унăн витрисене Наталипе иксĕмĕрех çуса тасатрăмăр.
— Мĕн сӳпĕлтететĕн эсĕ, Улька? Супăнĕ çитмесен? — Улька хăюлăхĕнчен вăтанса пуçне пĕкрĕ Натали. — Красков ирĕк парать-и?
— Епле ан патăр? Пурте пĕр пек ĕçлемерĕмĕр-им? Çапла вĕт, арçын ачасем?
— Ĕçлерĕмĕр, çапах та хĕр ачасем маттуртарах пулчĕç, — терĕ Эртиван Улькана кăмăлласа пăхса.
— Мĕнле çитмест, Натали? Çăвăнăр, эпир унччен класа кĕрсе ларатпăр, — терĕ Леша, — Сивĕрех çил туха пуçларĕ, эсир те çил çинче нумай ан тăрăр.
Мария Ивановна Хысайкина пирки питĕ тĕрĕс тунă. Ачасем коридорпа пынă чухне ăна тата пушар чĕртекенсен ашшĕ-амăшĕсене хирĕç пулчĕç. Виççĕшĕнне те тупнă Света. Ахальтен мар директор пӳлĕмĕ еннелле вĕсем хыпаланса çав хушăрах кăшт хăюсăртараххăн утаççĕ. Хытах хăратса пĕтернĕ пулĕ-ха вĕсене Хысайкина. Тепĕр тесен, хăратма та юрать. Пушартан сыхланасси, шăрпăкпа выляма юраманни çинчен шкулта та каламалла-ха, çапах та ытларах килте ашшĕ-амăшĕн вĕрентмелле. Амăшĕ Лешăна кун пирки мĕн чухлĕ асăрхаттарман-ши?
Класра никам та çук, пурте килĕсене саланнă. Лешăпа Эртиван хăйсен парти хушшине кĕрсе ларчĕç. Хĕр ачасене пĕччен хăварас темерĕç вĕсем.
— Сана тав, Леша. Эпĕ кая юлнине пăхмарăн, парта хушшине лартрăн, — терĕ Эртиванов.
— Чипер калаç-ха, ун пек чухне хирĕçлеме юрать-и?
— Тупăнчĕç вĕт хăшĕсем...
— Хысайкина хăтланăвĕсене ан та асăрха эсĕ, класра вăл пĕччен кăна. Пур пулĕ, тен, тепĕр ик-виçĕ çын, вĕсем ун пекех калаçма хăяймĕç.
— Хăй мĕнле вĕренет? «Пиллĕксемпе» çеç-и?
— Мĕн «пиллĕкĕ»? «Виççĕрен» вăл Наталирен пăхса çырнăран кăна ирткелет. Наталийĕ отличник пулсан та хирĕç калама хăюлăх çитереймест пулас. Аптăратсах çитернĕ ĕнтĕ ăна Хысайкина. Халĕ çăмăллăнрах сывласа ярĕ-ха — кӳрши мала куçса ларчĕ.
— Петрова Улька?
— Питĕ кăмăллă хĕр ача. Таса чунлă. Юлташĕшĕн вута сикме те хатĕр. Хăйне ялан хаваслă тытать. Ун пекки класра урăх никам та çук. Тепĕр чухне тĕлĕнмесĕр те чăтаймастăн: ăçтан тухать савăнăçĕ? Çавăн пеккисем чун кĕртеççĕ те ĕнтĕ класа.
— Наталийĕ питĕ именекенскер пулас?
— Çапларах-ши? Асăрхасах пăхман эпĕ ăна. Пирĕн ялтан мар вăл, юнашар ялтан. Пĕлтĕр кăна пĕрле вĕрентĕмĕр унпа. Тен, именет те?.. Урокра хăюллă, мĕн ыйтнине яланах пĕлет.
— Асăрхаман тетĕн-и?
— Çук...
— Çавнашкал хĕр ачана та-и?
— Мĕнле хĕр ачана?
— Итле-ха, Красков!
— Мана ятпа çеç чĕн, Эртиван. Ну, мĕн?
— Çапах та кăштах шӳтлетĕн пуль эсĕ, Леша?
— Мĕн пирки?
— Наталие асăрхаман тесе...
— Чăннине калатăп.
Эпĕ класра пĕрремĕш хут кăна-ха, çапах та асăрхама ĕлкĕртĕм.
Мĕне?
— Натали класра чи хитре хĕр ача пулнине.
— Вара мĕн?
— Туслашман-и эсĕ унпа?
— Хĕр ачасемпе халех туслашма юрать-и? Улттăмĕшне çеç куçрăмăр-çке.
— Пирĕн ачасем пиллĕкмĕш класранах хĕр ачасем патне çырусем çыратчĕç.
— Мĕнле апла? — чăнласах тĕлĕнчĕ Леша.
— Çапла.
— Хĕр ачисем те хирĕç хуравлатчĕç-и?
— Хуравлатчĕç.
— Эсĕ те çырнă-и?
— Çырман, — терĕ те Эртиван сасартăк йывăррăн хаш! сывларĕ. — Пĕлетĕн вĕт пирĕн çинчен. Кам хуравлĕччĕ-ши ĕнтĕ мана?
— Хуравлакан тупăнатчех, Эртиван! Пур çын çинчен те пĕр пек шутлама юрамасть.
— Юраманнине ăнланатăп-ха.
— Пĕлетĕн-и, манăн анне мĕнле калать? Çĕр çинче лайăх çынсем ытларах пулмасан çутă тĕнче те яланлăхах тĕттĕмленĕччĕ тет.
— Ай, мĕнле чаплă каланă!
— Эсĕ, Эртиван, уроксене паян ăçта хатĕрленетĕн? — ыйтрĕ Леша.
— Пĕлместĕп-ха...
— Атя пирĕн пата. Никам та чăрмантармасть. Анне фермăра.
— Ятламĕ-и вăл сана?
— Мĕн тесе?
— Ют ачасене ĕртсе килетĕн тесе...
— Эсĕ ют-им? Пĕр класра вĕренетпĕр-çке. Малтан эпĕ сана чăнах та пĕлсех кайман. Халĕ юлташланма та вăхăт çитрĕ. Санпа туслашни — ырă ĕç туни. Темĕн те вĕренме пулать санран, Эртиван. Ĕненместĕн пулсан каллех анне сăмахĕсене калатăп. Тус тупас тетĕн пулсан — хăвăнтан ăслипе туслаш тесе ăс парать вăл.
— Ну, кунта эсĕ йăнăшатăн, Леша. Эпĕ, класран класа та куçса пырайманскер, мĕнле ăс парăп-ха сана?
— Ан кала апла, Эртиван. Хăв мĕнле ача иккенне эсĕ паянах питĕ аван кăтартрăн; геометри урокĕнче эпир вĕренменнине лайăх пĕлнипе те, вут хыпса илнĕ сарайĕнче хăюллăн ĕçленипе те.
Çак вăхăтра коридорта ура сассисем тата хĕр ача савăнăçлăн кулни илтĕнчĕç.
— Килеççĕ! — терĕ Эртиван парта хушшинче тӳрленсе ларса. Петрова Улька кулать вĕт?
— Çавă! Аха, сасранах уйăратăн ăна!
— Сассинченех марха, кулнинчен, — терĕ Эртиван. Алăк уçăлчĕ те класа чăнах та Наталипе Улька кĕчĕç. Ачасене курсан ахаль те хаваслă Улькан сенкер куçĕсем ялкăшсах кайрĕç.
— Пире кĕтетĕр-и? — ыйтрĕ вăл çĕкленӳллĕ кăмăлпа.
Натали те Краскова йăпăрт пăхса илчĕ, анчах хура куçĕсене Улька пек хаваслăн ялкăштармарĕ, вĕсенче самантлăха çеç темĕн çиçĕм пек ялтлатрĕ те ăшĕнче тарăнрах лăпкă вырăн тупса сисĕнми пулчĕ.
— Кĕтетпĕр, — терĕ Эртиван, — иксĕре çеç хăварма шиклентĕмĕр.
— Темĕнле вăрттăнлăх пур-ха сирĕн, хĕр ачасем. Çапла-и? — Эртиван та Улькана куçĕнченех пăхса илчĕ.
— Мĕн вăрттăнлăхĕ? — терĕ Улька. — Шыв ан тăкăнтăр тенисĕр пуçне сарайĕнче Эртивана çулăм тивсе ан сиенлетĕр тесе питĕ пăшăрхантăм. Вăт, çавă çеç.
— Чăнах-и? — çак сăмахсене кĕтмен çĕртен илтнĕрен ура çинех сиксе тăчĕ Эртиванов. — Ман çинченех-и? Кампа та пулин арпаштармастăн-и? Мĕншĕн? — çине-çинех ыйту парса тултарчĕ Эртиван.
— Кам çинчен пултăр-ха урăх? Сарайĕнче ачасенчен эсĕ çеç тăрмашрăн вĕт. Ыттисем пурте куç умĕнче, эсĕ шалта, курăнман çĕрте. Те вут çунать-ха унта, те тĕтĕм çеç мăкăрланать — ăçтан пĕлес-ха ман? Пушарникĕсем çук... Мĕншĕн-и? — пĕр самант Улька калаçма чарăнчĕ, унтан унăн куктĕрлĕ питне сасартăк хĕрлĕ тĕс çапрĕ, чĕкеç шатрисем палăрми пулчĕç, сăнĕ чиперленсе кайрĕ. — Мĕншĕн эпĕ малти ретрен сирĕн ума куçса лартăм? Хысайкинăна шеллесе-и е ăна килĕштермесĕр? — Улька арçын ачасем умĕнче именсе пуçне юнашар тăракан Натали умне чиксе питне пытарчĕ. Çав хушăра Натали куçĕсем те Красков куçĕсемпе ăнсăртран тĕл пулчĕç. Задача çинчен калаçнă чухнехи вут тĕпренчĕкĕсем çук халĕ вĕсенче. Улька хăйĕн шухăшĕсене нимĕн пытармасăр каланăшăн вăтанчĕ пулас вăл, каллех пуçне пĕксе хĕр ачан кăшт кăтрарах çӳçне пĕчĕк аллипе ачашлама тытăнче. Çакă Улькана çĕнĕ вăй хушса пачĕ-ши е вăл пĕр-пĕр мыскараллă япалана аса илчĕ, — пуçне çĕклерĕ те арçын ачана кулкаласа пăхса:
— Мĕншĕн тетĕн-и? Эсĕ Эртиван ятлă пулнăран! — тесе хучĕ.
Старостăпа Наталин ку сăмахсенчен хытах кулас килчĕ, анчах Эртивановăн кулас шухăшĕ палăрмарĕ те, иккĕшĕ те тинех класа кĕнĕренпе пĕр-пĕрин çине пĕрремĕш хут хăюллăн пăхса куланçи çеç турĕç. Эртиван икĕ кĕнекине чĕркенĕ тутăра парта çине кăларса хучĕ. Улька хуравĕ ăна пăлхантарсах ячĕ, çавна пытарма тăрăшса лăпкăн ыйтрĕ:
— Шӳтлеместĕн-и, Петрова?
— Петрова, тен, шӳтлĕ, анчах Улька унашкал япалапа нихçан та шӳтлес çук. Çитменнине, Эртиван ятлă ача та пирĕн ялта пĕрре çеç.
— Çавăн пекех Улька та! — хĕр ачасем класа кĕриччен мĕн калаçнине астуса хушса хучĕ Леша.
— Тавтапуç сана, Улька, — терĕ Эртиван шухăшлăн.
Натали калаçăва урăххи çине куçармаллине вăхăтра чухларĕ, виççĕшĕнчен те хавассăн ыйтрĕ:
— Киле васкамастăр-и? Атьăр-ха Эртиван кăмăлĕ лайăх чухне Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен паянах тепĕртак калаçса илер. Кам хирĕç?
— Хирĕç мар, — терĕ Леша.
— Эпĕ паян çеç мар, нихçан та хирĕç пулмастăп, — терĕ Эртиван.
— Çавăн пек ачасемпе пĕрле вĕренме май килнĕ чухне епле хирĕç пулăн-ха? — Улька кăтра хумлă çӳçне тӳрлетенçи турĕ те парта хушшине кĕрсе ларчĕ. — Ăçта васкас? Васкакан вакка сикнĕ...
— Мĕн ыйтасшăн эсĕ, Натали? — доска патнелле утрĕ Эртиван.
Натали те парта хушшине кĕрсе вырнаçрĕ, паçăр пуçланă çĕнĕ тетраде туртса кăларчĕ. Улька та халь çеç пуçтарнă сумкинчен «Геометри» кăларса умне хучĕ.
— Лар, Красков, пирĕн çума, — сĕнчĕ Улька темĕншĕн Наталие аякĕнчен кăлт тĕксе. — Виçсĕмĕре хаваслăрах пулать.
— Хамăн вырăна пушă хăварас мар-ха. Эпĕ ирĕклĕхе юрататăп, — староста та партăран тетрадь кăларса ăна паçăр урокра мĕн çырнă тĕле уçса майлаштарчĕ.
— Виççĕмĕш ăнлав çинчен лайăхрах пĕлесшĕн, — терĕ Натали. — Эсĕ ăнлантартăн пулсан та пуçра пуш-пушах. Мулкач пекех: пĕрре ăна хӳринчен ярса тытнă пек туйăнать, тарăнрах шухăшлама тытăнатăн та — алăра мулкачĕ мар, хӳри те çук...
— Юрĕ, итлĕр эппин. Виççĕмĕш ăнлавра задачăна тĕрĕс шутласси пĕтĕмпех шутлавăн тĕп никĕсĕ валли мĕнлерех стандартлă операцисем суйласа илнинчен килет. Енчен те вĕсен шутне степеньпе хăпартассине кĕртетпĕр пулсан, «2⁹⁹⁸» задача шутланни пулать. Кĕртмесен — ун пек калаймастпăр.
— Мĕнле калаймастпăр?
— Задача шутланнă теейместпĕр.
— Эсĕ, Эртиван, майĕпентерех ăнлантараймастăн-и? Çырмасăр нимĕн те сиктерсе хăварас марччĕ, — терĕ Красков.
— Сиктерсе хăварсан мĕн пулать? Саккăрмĕш класс программине те кĕртмен ăна терĕ-çке Мария Ивановна.
— Программăра кăтартнине çеç мар, кăтартманнине, йывăртараххине шутлани усăллăрах та. Эртиван паян Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен асăнман пулсан ăна эпир саккăрмĕшĕнче те пĕлмесĕрех юлаттăмăр, тен. Халĕ ав улттăмĕшĕнчех Паскальтен уйрăлас килмест.
— Паянлăха çакăнпа вĕçлĕпĕр пулĕ. Мария Ивановна кăмăлсăрланĕ тата эпир пушар сӳнтернĕ хыççăн та юлнине пĕлсен, — сĕнчĕ Эртиванов пурăпа шуралнă ал тупанĕсене сăтăркаласа.
— Вĕçлĕпĕр, — терĕ Красков Леша та.
Çапах та ачасем шкултан васкаса тухнă чухне шăпах Мария Ивановнăна пырса тăрăнчĕç. Учитель вĕсене курсан самаях тĕлĕнчĕ:
— Халĕ тин каятăр-и?
— Паскаль виçкĕтеслĕхĕ питĕ кăсăклантарать-ха пире, — класс старости хĕр ачасем çумнерех тăчĕ. — Калаçрăмăр, калаçса пĕтереймерĕмĕр... Геометри урокĕнче урăххине вĕренмелле. Тата... Паскаль виçкĕтеслĕхĕпе пачах кăсăкланман ачасем те пур класра. Çавăнпа эпир пĕр-пĕринпе канашларăмăр та математика кружокĕ йĕркелеме май çук-ши терĕмĕр.
— Питĕ лайăх шухăш ку, ачасем, — терĕ Мария Ивановна, — питĕ лайăх. Ыранхи урокрах ачасене кружок çинчен пĕлтеретпĕр. Унта çӳрес текенсен списокне тăватпăр.
— Паскаль виçкĕтеслĕхĕн виççĕмĕш свойстви патне çитиччен кружока ертсе пыма Эртивановах пултарать, — терĕ класс старости. — Çапла-и, хĕр ачасем?
— Пултарать, — терĕ Улька.
— Пултарать, — терĕ Натали те.
— Килĕшетĕн-и, Эртиванов? — ыйтрĕ Мария Ивановна.
— Юлташсем шаннине мĕншĕн тивĕçтерес мар?
— Маттур, Эртиванов!
Урамра ачасем икке пайланчĕç: Наталипе Улька пĕр еннелле, Эртивановпа Красков тепĕр еннелле çул тытрĕç.
— Ыранччен, Эртиван! — аллипе сулса сывпуллашрĕ Улька.
— Ыранччен! — ăшшăн тавăрчĕ Эртиван хĕр ачана сенкер куçĕнчен тинкерсе пăхса.
— Эсĕ Лешăна нимĕн те шарламастăн-и, Натали? — пăшăлтатса ыйтрĕ Улька.
— Хăй нимĕн те шарламасть-çке...
— Эпĕ Эртиван каласса кĕтмерĕм вĕт. Çапах та епле лайăх пулса тухрĕ!
— Улька, эпĕ сан пек калама хăюлăх çитерейместĕп. Эсĕ харсăр, паттăр хĕр ача. Кам эпĕ санпа танлаштарсан? Именниех пĕтерет ĕнтĕ мана...
— Тен, килĕшмест сана Леша?
— Ун çинчен калаçма иртерех, Улька...
— Леша пек ачана тупаймастăн, Натали!
— Килĕштермест вăл мана... — Натали малтан арçын ачасем ăçталла утнине тунсăхлăн пăхса илчĕ, унтан пуçне пĕкрĕ те хăйĕн çулĕпе хăвăрттăн утса кайрĕ.
— Натали, тăхта-ха! — кăшкăрса ячĕ пушмак шнурокĕ кĕтмен çĕртен салтăнса кайнăран ăна çыхма хăтланса каярах юлнă Улька.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...