Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 8 пай
Учитель мар, класс алăкне малтан Натали уçрĕ, ачасем çине пăхмасăр пуçне пăртак пĕксе чупнă майлах йăкăр-йăкăр утса парти патне çитрĕ те Леша еннелле пĕрре пăхмасăр Улька çумне тĕршĕнсе ларчĕ. Вăл вырнаçрĕ кăна, алăк çĕнĕрен уçăлчĕ, класа Мария Ивановна кĕчĕ. Вăл геометрипе çеç мар, хими те вĕрентет иккен. Иккĕшĕ те çĕнĕ предметсем. Малтан вăл ачасене хими халăх хуçалăхне аталантарма пулăшни çинчен каласа кăтартрĕ. Кашни утăмрах химипе тĕл пулаççĕ иккен вĕсем: тимĕр кашăк, тимĕр витнĕ çурт, хурçă ут, хурçă пăрăх, — вĕсене пурне те çĕр айĕнчен кăларакан тимĕр рудине шăратса, темĕнле реакци витĕр кăларса тăваççĕ. Рудана хăватлă экскаваторсемпе чавса кăлараççĕ, çуса тасатаççĕ, çав тери пысăк температурăпа шăратаççĕ, малтан тимĕр, унтан хурçа тăваççĕ. Тимĕр элементне Fе саспаллипе палăртаççĕ. Итлесен-итлесен ачасем çакна лайăх ăнланчĕç: химипе аван вĕренес тесен алгебрăна та, физикăна та «пилĕклĕх» пĕлмелле иккен. Математикăсăр химире пĕр ăнăçлă утăм та тума çук. Йĕри-тавра хими реакцийĕсем пулăшнипе тунă япаласем: кăранташ, чернил, хут, кĕнеке, кĕпе, çĕлĕк, пушмак, кантăк, доска, пурă тата ытти те, тата ытти те... Ачасем Мария Ивановнăна çăвар карса итлеççĕ, çав хушăрах Леша Наталин сарă çивĕчĕ çинчен куçне илеймест: ăçта çӳрерĕ-ши пысăк тăхтавра, вăл тухасса кĕтрĕ-ши е пĕр-пĕр çĕрте пытанса тăчĕ-ши? Леша чĕри ниçтан та лăпкăн тапаймасть, Натали чĕри мĕнле тапать-ши? Çак вăхăтра мĕн çинчен шухăшлать-ши? Хĕр ача Мария Ивановна çинчен куçне те илмест пулмалла: пуçне ниçталла та пăркаламасть, кĕлеткине тӳрĕ тытса ларать. Улька темиçе те çăварĕпе унăн хăлхине тĕкĕнчĕ, анчах ун чухне те Натали ниçталла та хускалмарĕ. Шăп çак вăхăтра Эртиванпа иккĕшĕ çĕркаç хĕр ачасем сакăр сехетре мĕн тунине ыйтса пĕлме калаçса татăлнине аса илчĕ Леша.
— Ыйтрăн-и? — пăшăлтатрĕ вăл.
— Ыйтрăм...
— Мĕн тунă?
— Паскаль виçкĕтеслĕхĕпе аппаланнă.
— Шутланă-и?
— Улька шутлайман...
— Пĕрне те-и?
— Пĕрне те... Натали мĕнле?
— Виççĕшне шутланă, тăваттăмăшне паçăр, шăнкăравччен, шутласа кăтартрĕ.
— Ай-яй, пултаракан хĕр ача! Хăв мĕнле?
— Пĕрремĕш асăрхаттарăвне шутларăм.
— Маттур, Леша!
— Пире аса илнĕ-и Улька?
— Мана тĕлĕкре те курнă! Натали — сана-и?
— Ыйтаймарăм. Хăюсăр эп...
— Асту, Леша, хĕр ачасем хăюсăррисене юратмаççĕ!
— Эсĕ мĕн, улттăмĕш класрах юратасшăн-и? Чăнласах-и? Вĕренме чăрмантарасран хăрамастăн-и?
— Мана чăрмантармасть.
— Çыру çыратăн-и?
— Çыратăп.
— Манран салам çыр.
— Кама?
— Улька Наталие калатăр...
— Хăв мĕншĕн çырмастăн?
— Почерк юсасан çыратăп терĕм-иç.
— Унччен урăххи туртса илет.
— Кам?! Ан сӳпĕлтет-ха.
— Эс хамăр классене çеç ан пăх. Ун пек хĕр ачашăн, Леша, вунă çухрăмран та килме ӳркенмĕç. Тăрăлса ан юл.
— Апла тăк, салам та ан кала!
— Чăнах-и?
— Чăнах ан кала.
— Леша, вутпа ан выля!
— Сăмаха улăштармастăп.
Ачасен хăлхине учителĕн сăмахĕсем те çитсе кĕчĕç:
— Шанатăп, çĕнĕ предмета пурте тăрăшса вĕренĕç. Эртиванов, эсĕ нимĕн те каласшăн мар-и?
— Мĕн ыйтатăр, çавна калатăп.
— Дмитрий Иванович Менделеевăн хими элеменчĕсен таблицине ыйтсан?
— Эпĕ вăл таблицăна пĕлетĕп, Мария Ивановна.
— Пĕтĕмпех-и?
— Пĕтĕмпех.
— Улттăмĕш ушкăн элеменчĕсене каласа тух-ха эппин.
— Кислород, сера, хром, селен, молибден, теллур, вольфрам, полоний.
— Ку ушкăнра пур элементсене те тупса палăртнă-и?
— Çук-ха, пĕрремĕш тата вуннăмĕш ретсенчи элементсем паллă мар.
— Мĕнле шутлатăн, тупайĕç-ши вĕсене?
— Ученăй-химиксем тупаççех!
— Пирĕн класра тăватă чӳрече. Вĕсен кантăкĕсем çинчен мĕн пĕлетĕн?
— Кантăка, Мария Ивановна, шурă хăйăртан, акшар чултан тата содăран тăваççĕ. Вĕсене хутăштараççĕ те ирĕлтереççĕ. Пысăк температурăра ирĕлтернĕ чухне акшар чулпа сода пайланса углерод оксидне кăлараççĕ. Çавăн чухне пулса тăнă металсен — натрипе кальцин — оксичĕсем кремний оксичĕпе пĕрлешсе силиката куçаççĕ. Реакци формулисене каламалла-и?
— Доска çине çырса парсан лайăхрахчĕ.
— Халех! — Эртиван класс умне тухрĕ те доска çине çапла çырса хучĕ:
Na2O + SiO2 = Na2SiO3,
CaO + SiO2 = CaSiO3
— Кремний оксидне ытлашшипех илеççĕ. Çавăнпа хатĕр кантăк натрипе кальций силикачĕпе кремнезем хутăшĕ пулать. Чӳрече кантăкĕн формулине çакăн пек кăтартма пулать:
Na2O ∙ CaSi6O14 е оксидсем пĕрлешнĕ пек те палăртма юрать:
Na2O ∙ CaO ∙ 6SiO.
Мария Ивановна ĕнерхи пекех тĕлĕнсе, кăштах шутласа тăчĕ, унтан темĕн пирки иккĕленсе татах ыйтрĕ:
— Юлашки ыйту. Азот кислотин формулине çырса кăтартаятăн-и?
Эртиван кăштах шухăшласа тăчĕ. Çавăнпа усă курса Улька аллине çĕклерĕ.
— Эсĕ мĕн каласшăн, Петрова?
— Нимĕн те каласшăн мар эпĕ, азот кислотин формулине çырма Эртиванова доска çеç тасатса парасшăн! — терĕ Улька.
— Пĕлеймесен? — яланхи пек йĕкĕлтенĕ пекрех каласа хучĕ Хысайкина Света.
— Пĕлеймесен, кун чухлĕ пĕлни те çитет! — çухалса каймарĕ Улька. — Çав-çавах доскана шăлса тасатмалла. Ăна эсе çăвас çук-çке!
— Эпĕ дежурнăй мар!
— Дежурнăй маррине пĕлетĕн-ха, анчах кантăк мĕнле шăратнине ăнлантăн-и?
— Ăнланаймарăм! Эсĕ ăнлантăм тесшĕн-и?
— Эпĕ те хальлĕхе ăнланаймарăм-ха.
— Ан кулян, Эртиванов сана ăнлантарать!
— Ăнлантарсан тав сăмахĕ калăттăм ăна.
— Çитет, хĕр ачасем! — терĕ Мария Ивановна. — Петрова питĕ тĕрĕс тăвать. Тасатса пар, Улька. Дежурнăйĕ камччĕ-ха паян?
— Павлов Илья! Ăна вăратма пушкăран перес пулать! — Улька доска патне тухса ăна вăр-вар тасатса хучĕ. Павлов парта çине хунă пуçне çĕклесе ăçта лекнĕ-ха эпĕ тенĕн йĕри-тавралла пăхса илчĕ.
Класс пĕр хушă ахăлтатрĕ те Эртиванов мĕн çырнине пăхма тытăнчĕ.
— Пулчĕ-и, Эртиванов? — хальхинче Мария Ивановна тинех тĕлĕннине пытармарĕ.
— Пулчĕ.
— Хăв миçемĕш класс химийĕн задачине шутланине пĕлетĕн-и?
— Тахăш кĕнекеренччĕ ку, астумастăп, — терĕ лăпкăн Эртиванов.
— Кантăк çинчен тăххăрмĕш класра çĕнĕ çул иртсен тин вĕренеççĕ, — пĕлтерчĕ учитель.
— Илтмен, — терĕ Эртиванов.
Петрова Улька алă çупса ячĕ, ун хыççăн — ыттисем, Мария Ивановна. Эртиван ним пулман пекех хăйĕн вырăнне таврăнчĕ. Ăна чунтан саламласа çĕнĕ юлташĕсем, Лешăпа Микул, кĕлеткинчен чышкаласа илчĕç. Лăпланма пĕлмен Улька каялла çаврăнса Эртиван умнех виç кĕтеслĕ çыру пăрахса пачĕ.
— Йăнăшман эсĕ хĕр ачасем пирки — пуçланчĕ! — терĕ Леша.
— Микул, уçса вула-ха, мĕн çыраççĕ унта пирĕн савнисем? — юлашки сăмахне виççĕшĕ çеç илтмелле каларĕ Эртиван.
— Эп çын çырăвне уçмастăп, — пуçне пăркаларĕ Микул.
— Çырăва камăн илмеллине кăтартман — уç! — хушрĕ Леша та.
Микул уçрĕ те тетрадь листине аллисемпе якатса Эртиван умне хучĕ. Виççĕшĕ те ăшĕсенче харăс вуларĕç. Пысăк сас паллисемпе: «Чаплă математикпа химике Эртиван Эртиванова мухта-ав!» — тесе çеç çырнă унта. Аяла Петрова Улькапа Натали алă пуснă...
Хирĕç мĕнле хуравламалли çинчен калаçса та татăлаймарĕç арçын ачасем — шăнкăрав чăрмантарчĕ. Мария Ивановна класран тухиччен ĕнерхине аса илтерчĕ:
— Математика кружокне ирттеретпĕр-и паян?
— Ирттеретпĕр! — темиçен кăшкăрсах хуравларĕç ăна. Çав сасăсем хушпшнче Леша Наталин йĕс шăнкăрав пек сассине çăмăллăнах уйăрса илчĕ. «Юлать. Паçăр хама тӳрккес тытнăшăн мĕнлерех çавăрттарса каçару ыйтас-ши?» — пăшăрханса шутларĕ вăл. «Кӳршĕ ял хĕр ачи кружока юлмасан та пултарать, мĕнле сăлтав тупса ăна юлма ыйтмалла-ши?» — тесе миçе ыйтмарĕ-ши вăл паян хăйĕнчен хăй, çапах та çав ыйтăва ниепле те хуравлаймарĕ. Акă Натали хăех систерчĕ — ачасенчен уйрăлмасть. Унăн сассине илтсен уççăнах çăмăллăн сывласа ячĕ Леша, паçăр Эртиван каланине ăша хывнăскер, йăпăр-япăр тетрадьрен пĕр лист хăйпăтса кăларчĕ те почерк юсансан кăна çыратăп тенине манса хăвăрт-хăвăрт çапла çырчĕ: «Тавтапуç юлма килĕшнĕшĕн!» Унтан алă пусрĕ, виç кĕтеслĕн хутлатса Улька тытса вуласран «Наталие!» тесе палăртрĕ, вара кăштах малалла ӳпĕнсе ун умне печĕ...
Çырăва хĕр ача вырттармарĕ, тӳрех уçса вулама тытăнчĕ. Улька та кӳрши еннелле пуçне пĕкрĕ, анчах ăна кăтартать-и унăн çырăвне е кăтартмасть — Лешăна курăнмасть. Каялла та çаврăнса пăхмарĕ Натали, çавăнпа унăн сăнне те курма май килмерĕ. Çырăва вăл кĕнеки хушшине хумарĕ пулас, вуларĕ те ăна тӳрех саппунĕн кĕсйине чикрĕ. Унтан çитес урока хатĕрленме пуçларĕ. Вăл пĕрре çеç юлнă-ха, кайран, кăшт канса илсен, математика кружокĕ. Лешăн та ниçтах та тухас килмест, çавăнпа вăл та çитес урок кĕнекине уçса тимлесех пăхма тытăнчĕ.
Улька çеç пĕр шухăшсăр çӳрене пек туйăнать. Класс тавра темĕнле юрă савăнăçлăн ĕнерлесе çаврăнчĕ те вăл Леша евĕрлех парта хушшинчен тухман Микул умне пырса тăчĕ.
— Кала-ха, Ерофеев, мĕнле майпа сан кӳршӳ тăххăрмĕш класс химине халех çавăн пек лайăх пĕлет?
— Хăйĕнчен ыйт.
— Кала-ха, Ерофеев, «Химие» кунта чиксе килет-и вăл?
— Хăйĕнчен ыйт.
— Вăл амăшĕн тутрипе шкула тетрадьсем çеç чĕркесе килет теççĕ. Кала-ха, Ерофеев, тĕрĕсех-и ку?
— Хăйĕнчен ыйт.
— Кала-ха, Ерофеев, кĕнекисене юри килте упра-масть-и вăл?
— Хăйĕнчен ыйт.
— Кала-ха, Ерофеев, уроксене эпир пĕлмен меслетпе хатĕрленмест-и вăл?
— Хăйĕнчен ыйт.
— Кала-ха, Ерофеев, килте унăн пур предметсемпе те малтанах хатĕрлесе хунă упражненисем çук-и?
— Хăйĕнчен ыйт.
— Эртиванов питĕ нумай пĕлет. Кала-ха, Ерофеев, уроксене çĕр çывăрмасăр хатĕрленмес-и вăл?
— Хăйĕнчен ыйт.
— Кала-ха, Брофеев, сирĕнпе хĕр ачасем çинчен калаçать-и вăл? Калаçать пулсан кам хушаматне ытларах асăнать?
— Хăйĕнчен ыйт.
Микултан нимĕн те ыйтса пĕлме çуккине ăнлансан
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...