Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 12 пай
Эртиванпа Улька сукмакпа анаталла утнине Наталипе Леша малтан пĕр-пĕрне сăмах чĕнмесĕр сăнаса ларчĕç. Унтан те тунсăх пусрĕ вĕсене, те кĕтмен çĕртен пахча хыçĕнчи клевер уйĕнчи таса сывлăшра иккĕшĕ çеç юлни вăтантарса ячĕ, — иккĕшĕ те тĕмеске çинчен пĕр вăхăтра сиксе тăчĕç. Натали геометри кĕнекипе тетрачĕсене васкасах сумкине тирпейлесе чикрĕ, пӳрнипе тĕллесе арçын ача аллинчи хут листине кăтартрĕ.
— Ку хутне хăвăнтах хăваратăн пуль?
— Çавăн пек задачăна шутларăмăр та... Кружокра малалла ĕçлеме кирлĕ пулать, хамрах юлтăр... Е сана та кирлĕ-и?
— Эпĕ унсăрăнах аптрамастăп. Укерчĕкне Эртиванпа пĕрлех ӳкертĕм. Таблицине эсĕ епле йĕркеленине асра хăвартăм. Ун чухнех каларăм-çке иксĕмĕр те пĕрешкелех шухăшлатпăр тесе...
Эртиванпа пĕрле чухне Леша хĕр ачасенчен именмест, вăл Улькапа кайрĕ те — темĕнле тытмалла унăн хăйне Наталипе? Паçăр сумкине вăйпа тенĕ пекех туртса илнĕччĕ, иккĕшĕ çеç юлнă хыççăн халĕ мĕн тумалла?
Леша анăçалла тинкерсе пăхрĕ — хĕвел часах анса çухалать. Сăмах хушмасăр нумаях тăраймăн. Çавăнпа — вăт телей! — вăл сасартăк шăлавар кĕсйинчи детекторлă радиоприемникĕ çинчен аса илех кайрĕ.
— Паçăр Паскаль виçкĕтеслĕхĕпе пăтрантăмăр та, радиоприемник çинчен те маннă... — иккĕшĕ çеç чухне хĕр ачана ятпа чĕнмешкĕн те именет Леша, хушамачĕпе — аван мар пек туйăнать. Çапах та ку хутĕнче пĕтĕм хăюлăхне пухрĕ те ятранах чĕнме шутларĕ:
— Натали, радио итлесе пăхмастăн-и?
— Юрать-и вара? — савăнса ыйтрĕ хĕр ача.
— Юрамасăр! Эпĕ ăна итлеме тунă вĕт, ячĕшĕн чиксе çӳреме мар! — вăл пĕр кĕсйинчен приемникне, тепринчен хăлха çаврашкисем туртса кăларчĕ те хыпалансах эфирти сасăсене шырама тытăнчĕ.
— Шупашкар калаçса пĕтернĕ.
— Эпĕ паçăрах ыйтасшăнччĕ санран, анчах радиоприемникне нумай ĕçлеттерме юрамасть пулĕ терĕм. Ара, паян пĕрре итлерĕмĕр те...
— Юра-ать! Темĕн чухлех ĕçлет вăл! — Леша Мускав радиостанцийĕн хумĕсене тытрĕ те хăлха çаврашкисене хăйĕнчен вĕçертсе йăпăр-япăр сарă çӳçлĕ хĕр ачан хăлхисене тăхăнтартрĕ. Пӳрнисемпе сĕртĕннĕрен унăн çӳç пĕрчисем вĕсене те кăтăклантарчĕç. — Мускав! Юрий Левитан калаçрĕ! Пĕр тăван Федоровăсем юрлаççĕ халь.
— Ай-яй, епле чаплă шăрантараççĕ! Мĕнле лайăх илтĕнет! — терĕ пĕчĕк ача пек хĕпĕртесе Натали. — Пурте пĕр çемьеренех-и?
— Вун пĕрĕн вĕсем, пĕр çемьерен. Тĕлĕнмелле паллах, — терĕ Леша.
— Ку концерта итлесех пĕтерес килет. Ирĕк паратăн-и?
— Итле, кам чарать сана?
— Киле васкамастăн-и?
— Ниçта та васкамастăп.
— Манăн васкамалла-ха... Анне хăех ирĕк пачĕ-ха та нимене пыма, çапах та çухатрĕ ĕнтĕ мана. Тĕттĕмленет часах... Урама та, тăкăрлăка та темиçе те тухса пăхрĕ пулĕ. Ак пĕтет те пулас концерчĕ... Ну, вăйлă-ă! Мускав мĕнле инçетре кунтан, çав-çавах çывăхра пекех илтĕнет. Тавтапуç итлеттернĕшĕн. Ну, ăстаçă та иккен эсĕ, мĕнле кăткăс япала тунă! Аллу халех кирек мĕнле ĕçе те çыпăçать пулас санăн. Кирпĕч те мĕн чухлĕ çапнă!
— Уркенмесен темĕн те тума пулать.
Натали детекторлă радиоприемникăн хăлха çаврашкисене Лешăна тавăрса пачĕ те сумкине çавăрса тытрĕ.
— Ну, чуптарам!
— Чим-ха, сумкуна эпĕ йăтса пыратăп, — приемникпа аппаланнă май хăй сисмесĕрех персе ячĕ Леша, именесси пирки шухăшлама та ĕлкĕреймерĕ. Çапла каларĕ те пĕтĕм кĕлеткине тӳрех çăмăл пулса кайре.
— Эпĕ утмастăп, клевер уйĕ урлă чупса хамăр пахча тĕлне тухатăп! — терĕ Натали.
— Эпĕ те! — çийĕнчех хушса хучĕ Леша.
— Сана юрамасть!
— Мĕншĕн?
— Эсĕ ют ял ачи!
— Пултăрин!
— Пирĕн ял ачисем курсан мĕн тейĕç? Каçчен иккĕн çӳреççĕ тесе тӳрех кулма тытăнаççĕ.
Кун пеккине Леша çапах та илтме шутламанччĕ-ха, çавăнпа хĕр ачапа килĕшес килмерĕ.
— Юлташлă тейĕç. Япăх-им апла калани?
— Юлташлă? Кулас текен çын юлташ сăмахра та хăйне кирлине тупать. Паçăр эпир тăваттăнччĕ, халĕ иккĕн çеç... Каç пулса килет, эпир вара сирĕн ял пахчисен хыçĕнче тăратпăр. Сана юрĕ-ха, эсĕ Синерĕнченех, эпĕ пачах урăх ялтан-çке. Мĕн шухăшпа ют çĕрте çапкаланса çӳрет ку хĕр ача тесе шутлама кам чарать çынна? Тĕрĕссипе, хам та çавăн пекех шутланă пулăттăм... Çук, Леша, юлах эсĕ, пĕчченех каятăп эпĕ! Лайăх çит хăвăрăн киле.
— Хирĕç эпĕ, илтетĕн-и! — майĕпентерех харсăрланса пычĕ арçын ача. — Епле пĕччен уйăрса ярас-ха ман сана? Шутла-ха, арçын ача пĕччен тăрса юлать, хĕр ача пĕчченех уй урлă утать... Ялан çӳреместпĕр-çке апла, кĕçĕр çеç... Пар-ха сумкуна, юлмастăп эпĕ санрай!
— Каймастăп эпĕ санпа, — арçын ача аллинчен каялла туртса илчĕ сумкине Натали. — Мĕн, куласшăн-и манран? Ахаль те чун вырăнта мар — мĕнле пырса кĕрес-ха яла? Анне мĕн калĕ? Кӳршĕсем? Шутла-ха, миçере эпир?
— Вун виççĕре...
— Вун виççĕре çеç çав... Вун пиллĕкре те, вун улттăра та мар... Юрамасть пире иккĕн çӳреме!.. Нумай калаçрăмăр, урăх тăрас мар.
Натали арçын ачана юлашки хут куçĕнчен тилмĕрнĕ пек пăхса илчĕ те çурăмĕпе вăрт! çаврăнса клевер çийĕн хăйсен ялĕ еннелле чупрĕ.
— Натали-и! — тинех хĕр ачана ятĕнченех кăшкăрса чĕнчĕ Леша. — Лайăх çит!
Те илтрĕ хĕр ача вăл кăшкăрнине, те илтменçи пулчĕ — чупма та чарăнмарĕ, ун еннелле те урăх çаврăнса пăхмарĕ. Леша унăн сарă çивĕчĕпе сумки мĕнле мĕлтлетсе пынине чылайччен вырăнтан хускалмасăр пăхса тăчĕ, унăн кĕлетки пĕр пахчаналла кĕрсе çухалсан тин Эртиванпа Улька утнă сукмакпа анаталла çул тытрĕ. Лăпланаймарĕ-ха вăл, пуçĕнче тĕрлĕ шухăшсем пăтранаççĕ: унпа туслашма мар, юлташлă та пуласшăн мар пулас Натали... Эртивана пĕтĕмпе итлеме юрамасть, виçĕ çул аслăскер хĕр ачасем çинчен те урăхларах шухăшлать ĕнтĕ вăл. Тен, тĕрĕсех калать Натали иккĕн çӳреме иртерех тесе... Вун виççĕре çеç тет-ха та... Тĕрĕсех шутлать, тепĕр тесен. Вара пачах калаçмасть-ши малашне унпа? Юнашар та уттармĕ-ши? Ялне те кĕртмест-ха тата. Çав териех хаяр ачасем пурăнаççĕ-ши ĕнтĕ вĕсен урамĕнче? Шкула çӳрекеннисем апла туйăнмаççĕ. Хăш-пĕр чухне тавлашкаласа та, тытăçкаласа та илеççĕ — пулкалать ун пекки ачасен, анчах каллех мирлешеççĕ, каллех чиперех калаçаççĕ. Леша ун пеккисемпе хутшăнсах каймасть, ачисем те унпа çыхланасшăнах мар. Çавна Натали те курать-çке. Курать, çапах та клевер уйĕ урлă пĕчченех чупать.
Леша паян вăл Улькапа пĕрле Микулсен пахчинче паранкă пĕçернине, унпа кайран кил карти варрине кăларса лартнă сĕтел хушшинче вĕсене хăналанине аса илчĕ те сивĕне пуçланă чунĕ çĕнĕрен ăшăнчĕ. Мĕнлерех хĕпĕртесе итлерĕ Натали унăн детекторлă радиоприемникĕпе Мускав калаçнине! Мĕнлерех ăшшăн пăхрĕ ун çине çавăн хыççăн! Тен... çиелтен çеç çапла кăтартать Натали хăйне? Ăшĕнче вара урăхла шутлать. Ăна пачах кăмăлламасть. Калаçас та килмест-и, тен, унпа? Ахальтен пĕччен тăратса хăвармарĕ пуль ăна пахча хыçĕнче? Эртиванпа Улька мĕнле туслăн шăкăлтатса анса кайрĕç сукмакпа ял пуçнелле! Леш енче те анкартисем хыçĕпех Улькасен пахчи патне улăхатпăр терĕç. Ку вара Лешăна сумкине йăттарса вунă утăм та юнашар уттармарĕ. Мĕнле ăнланмалла куна? Никам та çук вĕт таврара... Вунă утăм юнашар утнине кам куратчĕ?.. Унпа мар, Паскаль виçкĕтеслĕхĕпе ытларах интересленет пулĕ вăл. Ухмахсем мар-и тепĕр арçын ачасем? Хĕр ачасем хăйсене çапларах тытнине кураççĕ, çапах та курмăш пулаççĕ. Çавсен шутне вăл та кĕрет ĕнтĕ. Ну, тăмсай та иккен вăл, Эртиван хыççăн кайса Натали патне çыру та çырасшăнччĕ вĕт-ха. Юрать-ха тăхтанă, унăн çырăвне вуласа кулатчĕ çеç çав хĕр ача. Вăл хирĕç хуравласса, унăн çырăвне никама та кăтартмасăр вăрттăн вулама ĕмĕтленетчĕ Леша — кăлăхах! Пĕлни пĕлменнинчен лайăхрах, çук çунатпа автанла çунат çапса çӳреймĕн. Юлташланма хирĕç хĕр ачана вăйпа юлташ тăваймăн...
Çавăн пек шухăшсемпе пăтранса Леша ял пуçне çитнине те асăрхаман. Унта колхоз типĕ вырăн тесе силос шăтăкĕсем алттарчĕ. Темиçе шăтăкне кукурус çулса тултарчĕç, икĕ-виçĕ шăтăкĕнче силос, выльăх кăшманĕ хĕл каçарма хатĕрленеççĕ. Арçын ача хăйĕн çулне пăртак та пулин кĕскетес шутпа ялалла çаврăнса кĕрекен сукмакран пăрăнчĕ те силос шăтăкĕ патнелле каякан урапа çулĕ çине тухрĕ, хайхи шăтăксем хушшипе те кăшт çеç палăракан çын йĕрĕсем пуррине асăрхаса çавăнтан утма шутларĕ. Выльăх кăшманĕ кăларман-ха, çавăнпа шăтăкĕсене витмелли тăпри те хĕрри-пех купаланса выртать. Леша çав тăпра купи çийĕн темиçе утăм тума çеç ĕлкĕрчĕ, пуçĕнче урăх шухăшсем кĕшĕлтетнĕрен тимлĕхне çухатрĕ-ши, — шăтăк хĕрринерех ярса пусрĕ те, урисем сасартăк шуçса кайрĕç, ӳкес мар тесе вăл кĕлеткипе вылянса илчĕ, çапах та тăпра çинелле тӳнчĕ, унăн йывăрăшĕпе тăприйĕ вырăнтан хускалса хайхи аялалла шуçса анчĕ. Леша аллисене сарса ячĕ, унтан тытма хăтланчĕ, кунтан — анчах нимĕнрен те çакланаймарĕ, тепĕр самантран вăл шăтăк тĕпне анса выртрĕ. Тӳрех сиксе тăчĕ вăл, меллĕ ӳксе шуса аннăран алли-урине те ыраттармарĕ. Çӳлелле пăхсан шикленнĕ пек пулчĕ: силос шăтăкĕн тарăнăшĕ пилĕк метртан та кая мар, стенисем яка, ниç-та пĕр картлашка курăнмасть. Пусмасăр çӳле ниепле те хăпараймăн. Епле пулса тухрĕ-ха капла? Мĕнле майпа кирлĕ мар çĕре пусрĕ? Мĕншĕн унăн урапа çулĕпе мар, силос шăтăкĕсен хушшипе утас килчĕ? Тӳрĕ каяс текенĕн сахалтан та виçĕ çухрăм ытларах утма тивет тенине илтнĕ вăл Семен Андрейчран. Тĕрĕсех калать иккен вĕсен кӳрши, ватă çын сăмахĕ — ăслă сăмах. Виçĕ çухрăм усăсăр утни тарама-ха, ун вырăнне силос шăтăкне лекни ырă япалах мар. Çитменнине, хăçан-ха тата? Сарă çӳçлĕ хĕр ачапа юнашар клевер уйĕн тутлă сывлăшне кăкăр туллин сывласа утас чухне! Леша хăйĕн хыçĕнче темĕнле сасă илтрĕ, çаврăнса пăхрĕ те çĕр шапине курах кайрĕ. Вăл, симĕс тĕслĕскер, чармак куçĕсемпе кĕтмен хăнана тăрăнчĕ. «Мĕн шутлать-ши?» — мĕлтлетрĕ Леша пуçĕнче. Унтан шапа çăварĕнчен çӳлерех ӳтне хăмпă пек хăпартса илчĕ те, каялла çаврăнса шăтăкăн тепĕр енчи стени еннелле темиçе сикрĕ, унтан каллех арçын ачана сăнама тытăнчĕ.
«Çапах та пĕччен мар», — çĕнĕ шухăш вĕлтлетрĕ арçын ачан. Ăçтан йĕлĕн, тен, иккĕшĕнех çĕр каçма тивĕ çак шăтăк тĕпĕнче? Кам та пулин пулăшмасăр кунтан тухасси пирки ĕмĕтленмелли те çук. Çыннисем каç еннелле ку тĕлтен иртсех çӳремеççĕ. Леша тепре çӳлелле пăхрĕ: тĕттĕмленет, шăтăк çăварĕ ют тĕнчерен лекнĕ улăпла чĕрчунăн сарлака çăварĕ пек курăнать. Шăпах çавнашкал чĕрчун — акула та, крокодил та мар — пĕрремĕш хут тĕл пулнă юмахри пек фантастикăлла чĕрчун ăна хыпса янă хыççăн унăн çăткăн хырăмĕнче тăнă пек туять вăл. Çапах та лайăх япала та курчĕ Леша: юнашарти шăтăка кукурус вакласа тултарнă чухне тахăшĕ ку шăтăка те юри, те асăрхамасăр темиçе сенĕк кукурус ывăтнă пулас — шăтăкăн тепĕр енче, ăна çилленсе сăнакан шапа çывăхĕнче, типе пуçланă кукурус хутăшĕ мăкăрăлса выртать. Арçын ача ун çине ларчĕ: çемçе, лайăх. Симĕс шапа унран аяккарах сикре. Шăтăк тыткăнĕнчен хăтăлаймасан çак кукурус хутăшĕ çинчех çĕр каçма тивĕ. Шапине, ун çине хăпарса ан лартăр тесен, урисенчен тытса çӳлелле те пеме пулать. Леша пăртак лăпланса паянхи куна иртен пуçласа хăй çак шăтăка сикнĕ таранах аса илме тытăнчĕ. Питĕ усăллă иртрĕ паянхи кун: Микула кăмака купалама пулăшрĕç, Паскаль виçкĕтеслĕхĕн задачисене шутларĕç, Наталипе иккĕшĕ детекторлă радиоприемникпа Мускав калаçни-не итлерĕç... Радио кунта та итлеме пулать-ха, анчах çав вăхăтра çӳлти сасăсене илтмесĕр юласран шикленмелле. Тен, çапах та кам та пулин килсе лекĕ ялăн ку енне? Кăшкăрса пулăшу ыйтсан çăлакан та тупăнĕ-и, тен? Леша кĕлеткипе пăчăртанса ларса çӳлти сасăсене итлеме пуçларĕ. Нумаях мар кĕçĕрхи ялта сасăсем: таçта аякра, ял варринче пулас, вăкăр темиçе хут мĕкĕрчĕ. Кĕçех Синерĕн тухăç енче трактор кĕрлеме тытăнчĕ — халĕ çĕрле те кĕрхи суха тăваççĕ. Унтан пĕр вăхăт тавра шăпах тăчĕ. Сасартăк шăтăк çывăхĕнчех хĕр ача сассисем илтĕнчĕç. Леша хăйĕн ятне илтсе хăлхисене чăнках тăратрĕ. Сассисенчен камсем иккенне те палларĕ: Хысайкина Света тата унпа кӳршĕлле пурăнакан, çиччĕмĕш класра вĕренекен Шамалакова Маша. Ăçта кайнă вĕсем, ăçтан таврăнаççĕ — Леша хĕр ачасен калаçăвĕнчен ăнланаймарĕ, анчах вĕсем мĕн çинчен калаçни аванах илтĕнет. Темĕншĕн силос шăтăкĕсем патĕнчех чарăннă, кунта та Хысайкина ытларах сӳпĕлтетет.
Света. Эй, чи интереслине калаймарăм-ха сана, Маша! Мĕн пулса иртнĕ паян пирĕн класс ачисемпе!
Маша. Мĕн?
Света. Каласан тĕлĕннипе силос шăтăкнелле тайăлса ан кай.
Маша. Унашкалах ан хăрат-ха, кала часрах.
Света. Ерофеев Микулсем патĕнче кăмака нимине туса ирттернĕ пирĕн ачасем. Вăл темĕнех мар-ха, туччăр. Анчах хамăр ял ачисемпе çеç çырлахман, юнашартан Наталие чĕннĕ!
Маша. Ан тыттар-ха! Юри каламастăн-и? Мĕншĕн ăна та чĕннĕ?
Света. Çавна та пĕлместĕн-и? Пирĕн класс старости Красков юратса пăрахнă вĕт ăна! Савнине пĕр кун курмасăр та чăтаймасть ĕнтĕ, çавăнпа чĕннĕ.
Маша. Няталийĕ те юратать апла, юратмасан — килмест.
Света. Лешăшăн вăл вилсех каять теççĕ, мĕн тупнă çав лӳппер арăслан çумĕнче? Эпĕ унпа вăйпа калаçтарсан та хама пилĕкрен тыттарас çук...
Маша. Аплах ан хурла-ха Лешăна. Нихăш енчен те лӳппер мар вăл. Ун пек ача манпа калаçсан нихçан та ăна хам çумран тĕртсе ярас çук.
Света. Сана, Маша, тепĕр чухне ăнланма та йывăр. Вĕсем пекех пахча хыçĕнче чуптуса тăма та хатĕр-и?
Маша. Юратсан чуптунăшăн мĕн пулать вара?
Света. Туту хĕррисем шыçăнса каяççĕ. Миçере эсĕ халĕ? Вун тăваттăра-и? Вун тăваттăра! Вуннăмĕш класа çитиччен пĕтĕм туту кĕсенленсе каять, ухмах.
Маша. Мĕншĕн вĕсене унашкалах кураймасăр калаçатăн, Света? Лешăпа Наталие питĕ ăмсанатăн пулас? Лешине хăвна ыталаттарас, тутунтан кашни каç чуптутарас килмест-и? Натали пек чипер хĕр ачана камăн юратас ан килтĕр? Эсĕ, ан çиллен мана тӳрĕ каланăшăн, ăна çитейместĕн. Çавăнпа сана никам та пăхмасть.
Света. Эсĕ ăçтан пĕлетĕн? Миçе ача çыпăçма пикеннĕ мана, пурне те тӳрех сивĕтнĕ эпĕ хамран. Пĕрре патлаттарса хуратăп та — самантрах уйрăлса утаççĕ. Эпир çапах та санпа кӳршĕллĕ, пытармастăп хам шухăша. Мана тивĕçлĕ арçын ача çук пирĕн ялта! Эртиван Эртиванов пеккисене çур çухрăма та ямастăп хам еннелле. Çӳретĕр вăл хăйĕн чĕкеç шатриллĕ Улькийĕпе!
Шăтăкра ларакан Леша Хысайкина Светăпа юлташĕ ачасем çинчен мĕнле калаçнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Уроксене вĕренесси пирки мар, арçын ачасене мĕнле те пулин хăйсене пăхтарасси çинчен ытларах шутламаççĕ-и вĕсем? Вăн еплерех кастарса тăрать çӳлте выльăх хвелшерĕн хĕр ачи!
Леша ирĕксĕрех Хысайкинăпа тепĕр хĕр ача, çав мăн кăмăллăскерпе çыхланса кайнăскер, пĕлтĕр класра мĕнлерех намăс курнине аса илчĕ. Класра вĕренӳ çулĕ пуçлансанах тимурçăсен отрядне йĕркелерĕç. Сахал мар ырă ĕç турĕ вăл Синерте. Çав отряда пурте çырăнчĕç, Хысайкина Светăпа тепĕр хĕр ача çеç, Светăран уйрăлма пĕлменскер, класпа пĕрле пулма килĕшмерĕç.
— Эпир хамăр отряд йĕркелетпĕр, — терĕ Хысайкина.
— Кампа? Çырăнманнисем класра юлмарĕç-çке, — терĕ Леша. — Пурин те пĕрле пулмалла.
— Ăçта çырнă вара апла? Эпĕ вуламан. Аттерен ыйтрăм та, вăл та икĕ отряд йĕркелесен лайăх тет.
— Йĕркелĕр апла пулсан. Чаракан çук, — терĕ Леша, тимурçăсен отрячĕн командирĕ. — Ăмăртса ĕçлĕпĕр сирĕн отрядпа.
— Ăмăртăпăр, — килĕшнĕ пек пулчĕ Хысайкина Леша сĕнĕвĕпе.
Тĕрĕсрех каласан, Хысайкина класри тимурçăсемпе ăмăртассишĕн мар, хăй отряд командирĕ пулассишĕн иккĕмĕш отряд йĕркелерĕ. Пĕтĕм ача Красков Леша отрядĕнче, çавăнпа Хысайкина иккĕмĕш отряда витре
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...