Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 13 пай
— Тимлĕ итлени те хуравлани пекех усăллă пек туйăнать мана, — Натали ура çине тăчĕ. — Хуравлама мана черет çитессе те кĕтрĕм...
— Мĕн çинчен ăнлантарасшăн эсĕ? Паянхи темăпа çыхăннă-и?
— Тӳрремĕнех çыхăннă, Мария Ивановна. Эпĕ Паскаль виçкĕтеслĕхĕн иккĕмĕш свойстви çинчен каласа кăтартас тетĕп. Çĕркаç ăнланса çитрĕм.
— Маттур! Йывăр килчĕ-и?
— Çăмăлах мар...
— Таблицине те ӳкерсе кăтартатăн пуль?
— Кăтартатăп.
— Эппин, доска умне тух. Староста ăна хăй хыççăн тап-тасах туса хăварать ав.
Наталипе Леша пĕр-пĕринпе класс варринче тĕл пулчĕç. «Ăнăçлăх сунатăп», — тесшĕнччĕ арçын ача Наталие хавхалантармашкăн, анчах хĕр ача унăн тĕлĕпе пуçне урайнелле пĕксе иртрĕ те, калас сăмахĕсене каялла çăтрĕ. «Мана сăмах та чĕнесшĕн марри çак самантра питĕ аван палăрчĕ. Çĕркаç тархасласа тăтăм-ха тата ăсатма ирĕк парасса... Кулчĕ ĕнтĕ манран, лӳппертен», — вĕлтлетрĕ унăн пуçĕнче хăй парта хушшине кĕрсе ларнă май. Çапах та пуçне хĕр ача пек пĕкмерĕ, меллĕн ларса Натали алли шап-шурă пурăпа доска çинче Паскаль таблицине ӳкернине сăнама, унтан вăл таблицăн иккĕмĕш свойствине мĕнле ăнлантарнине итлеме пуçларĕ. Хăвăрт та тĕрĕс ӳкерчĕ хĕр ача таблицăна, ытлашши сăмах каламасăр кĕскен те уçăмлăн хуравларĕ: — Паскаль таблицин иккĕмĕш свойстви çинчен эпĕ çакна çеç каласшăн. Ман умĕн калаçнă Красков Леша ӳкерчĕкĕнчен эп ӳкерни (8-мĕш ӳкерчĕк) хуратнă числосем вертикальлĕ вырнаçнипе çеç уйрăлса тăрать. Ну, вĕсен пĕлтерĕшĕ те, паллах, кăшт çеç урăхларах. Итлесе пăхăр-ха: таблицăри кашни А число унăн умĕнхи вертикальлĕ ретри числосен суммипе пĕр тан. Манăн та Красков майлах ăнлантармалла: числисене сулахай енче чи çӳлтинчен тытăнса А числопа юнашар тăраканни патне çитиччен шутламалла. Эпĕ те, староста пекех, çав числосем вырнаçнă клетрсăсене хуратрăм.
Акă пăхăр. Таблици те, хуратса уйăрнă числоллă тăваткал клеткăсем те сирĕн умăртах.
8-мĕш ӳкерчĕк |
— Ыйтусем пур-и Алмазова патне? — ыйтрĕ Мария Ивановна.
— Пур! — аллине çĕклерĕ Хысайкина Света. — Старостăпа иксĕр те эсир юнашар тăракан асăрхаттарусене шутланă. Çавăн пекех пĕлетпĕр эпир: иксĕр те Микул Ерофеева пулăшнă çĕрте пулнă. Паскаль таблици-сене те унта иксĕр пĕрле шутламан-и?
— Сана пĕрре ĕçлеттерсе пăхасчĕ çавăн пек çĕрте, Паскаль виçкĕтеслĕхĕпе тăрмашма вăхăт юлатчĕ-и е юлмастчĕ-и? — кăмăлсăррăн сас пачĕ Микул. — Ыйту париччен пуç йĕри-тавра шухăшлама та пĕлес пулать. Çынсем кунĕпе ĕçлеççĕ, эсĕ кунĕпе кĕрхи хĕвел çинче хĕртĕнсе выртатăн!
— Санран ыйтмаççĕ! — каллех пӳлчĕ Микула Хысаăкина. — Вĕсем сана пулăшнă, çавăнпа санăн тивĕçӳ — вĕсене хӳтĕлесси.
— Камсене? Старостăпа Наталие-и? Чи хытă ĕçлекенсем вĕсем, шкулта та чи лайăх вĕренекенсем! Ман мĕнрен хӳтĕлес вĕсене? Хамăра, иксĕмĕре хӳтĕлеççĕ вĕсем хăйсен «пиллĕкĕсемпе»? Эсĕ кăмака купалама пырайманшăн кĕвĕçместĕн пулĕ те?!
— Чĕнмен мана! Чĕннĕ пулсан та пымастăмччĕ!
— Эпĕ сана чĕнес те çук! — сăмах айне пулас килмерĕ Микулăн. — Тӳр пилĕксем чăрмантарнă çеç пулĕччĕç пире.
— Тархасшăн, ан чăрмантар мана, Ерофеев! Ыйту эпĕ сана мар, çак вăхăтра доска умĕнче тăракан хĕр ачана панă!
— Манăн та санран паян ыйтас килет-ха, — ахаль чухне чăркăшма юратман Микул Хысайкина çумне çилĕм пекех çыпăçрĕ.
— Малтан Алмазова хуравлатăр! — терĕ Света.
— Пĕрле шутламан, — терĕ класра нимĕнле тавлашу та пулса иртмен пек лăпкăн Натали, унтан хăйĕн вырăннелле утрĕ.
— Тăхта-ха, манăн тепĕр ыйту пур! — ури çинех çĕкленчĕ Хысайкина. — Тен, сана пирĕн ялтан киле ăсатнă вĕренекенсем шутлама пулăшнă?
— Мана никам та ăсатман, — терĕ тата лăпкăраххăн Натали.
Микула, Хысайкина çинчен темĕн пĕлекенскере, унăн юлашки ыйтăвĕ харсăрлатсах ячĕ:
— Эсĕ, Хысайкина, хăв кĕрхи хĕвел çинче хĕртеннĕ хыççăн çӳçӳ ăшне çĕр шапине лартса таврăнни çинчен каласа кăтартасшăн çунмастăн-и? — Кружокпа çыхăнман ыйтусемпе пирĕн вăхăта сая ан яр! Илтрĕн-и? Ат-тун тепĕр хутĕнче шапа çумăрĕ айне лексен вĕсене çӳçӳ ăшĕнче мар, хĕве чиксе таврăнмалла ан пултăр! Ну аса илтĕн-и, кам çăлса хăварчĕ сана çав чаплă чĕр чун тыткăнĕнчен? Ăна та калас-и? Ман пата пынă арçын ачасемпе хĕр ачасене кĕвĕçме пăрахса силос шăтăкĕнче пурăнакан шапасене кĕвĕçме пуçламалла сан!
Микулпа Хысайкина хушшинчи тавлашăва кружокра нумайăшĕ ăнланаймарĕ. Мĕнле шапа? Мĕнле çумăр? Анчах икĕ ачашăн çав тавлашура нимĕнле вăрттăнлăх та пулмарĕ, ыйтусем çеç çуратрĕ. «Мĕнле пĕлет-ха вăл ман пуç çине çӳлтен шапа ӳксе çӳçрен çакланса ларнине?» — аптăраса шутларĕ Хысайкина, хăйĕн кĕвĕçӳллĕ ыйтăвĕсемшĕн çав вăхăтрах ӳкĕнсе илчĕ. Ара, Микул силос шăтăкĕсем патĕнче мĕн пулса иртнине ачасене каласа кăтартсан пĕтĕм шкул ахăлтатма пуçлать-çке унран! «Пĕтрĕ пуç!» — Хысайкина самантрах шăпланчĕ те класра мĕн пулса иртнине хăлхисемпе кăна итлеме пуçларĕ. «Эпĕ силос шăтăкĕн тĕпĕнче ларнă чухне çӳлте Микул утса çӳренĕ, — тавçăрчĕ Леша. — Мĕн тунă вăл унта? Кĕтӳрен татăлса юлнă качакине шыраман-ши? Мана шăтăкран Семен Андрейч çăлса кăларнине курнă-ши?» Епле чее ача вăл? Унпа миçе калаçрĕ, пĕрре те хăй мĕн пĕлнине систермерĕ. Леша та, Хысайкина Света пекех, тăпланса ларчĕ, Натали иккĕмĕш асăрхаттарăва тĕрĕс шутланăшăн чунтанах тĕлĕнчĕ. Анчах хăçан асапланса ларнă-ши вăл унпа? Микулсен пахчи хыçĕнчи клевер уйне ăна пĕчченех тăратса хăварнă хыççăн-ши е малтанах, Улькапа пĕрле кăмака тунă çĕре пыричченех-ши?
Мария Ивановна класс шăпланнă хыççăн ачасен кĕске те хĕрӳ тавлашăвне хутшăнса ăна çĕнĕрен чĕртсе ярасшăн пулмарĕ. Эртиванова каллех ура çине тăратрĕ.
— Паскаль виçкĕтеслĕхне çĕнĕрен ӳкерме тивет. Унăн виççĕмĕш свойствине хăвах тупрăм терĕн. Тух-ха эппин доска умне тепĕр хут. Виççĕмĕш таблица мĕнле курăннипе паллашăпăр.
9-мĕш ӳкерчĕк |
Эртиванов доска çине çĕн ӳкерчĕк (9-мĕш ӳкерчĕк) тусан класс еннелле çаврăнса ачасене кăвак куçĕпе сăнаса пăхса çаврăнчĕ. Пурте вăл мĕн каласса кĕтеççĕ. Темиçе çул каялла шкулта унпа çакăн пек пуласса ĕмĕтленмен те вăл. Ытла та йывăр пурнăçпа çитрĕ вăл улттăмĕш класа... Çак ачасенчен хăшĕ ăнланать-ши çавна? Класс старости Леша ăнланатех — тăнлă ача, хăй те темĕн те пĕр тӳссе курнă. Микул, паллах. Улька ăнланать-ши? Класра халĕ уншăн Улька пек çывăххи никам та çук. Улька Хысайкина Света пек мар. Çемçе, ăшă чунлă хĕр ача. Анчах харсăрлăхĕ те çитет унăн. Хăйне хăех хӳтĕлеме пултарать. Тусĕсемшĕн те вута кĕме хатĕр. Эртиван çакна Микул патĕнче Пурхил мучие кăмака тума пулăшсан анкартисем хыçĕнчи улах сукмаксемпе килне ăсатнă майăн тата лайăхрах туйрĕ...
— Эртиванов, таблицăна ăнлантарнине итлетпĕр! — шухăшĕсемпе класран тухса аякра вĕçсе çӳрекен Эртиванов Мария Ивановна сассине илтсен самантрах улттăмĕш класа каялла вĕçсех таврăнчĕ...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...