Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 14 пай


— Микул, тур пул, ан кăшкăр! Тур пул, намăс ан кăтарт! — сивĕ аллипе арçын ача аллинчен пурнăçĕнче пĕрремĕш хут çавăрса тытрĕ Хысайкина. — Кала, мĕн тумалла ман çылăхăма каçарттарма?

Хысайкина кун пекех хăвăрт улшăнасса кĕтмен Микул малтан хăй те аптăраса ӳкрĕ: мĕнле явап тыттармалла?

— Ну... мĕн... çĕр шапи вăл... симĕс тĕсли, — унтан тинех Микул пуçĕнчи шухăшĕсем йĕркеленчĕç: — Паянах мана кăмака тума пулăшнă ачасем умĕнче каçару ыйтатăн!

— Наталипе Леша умĕнче-и? Эртивановпа Улька умĕнче те-и? — çак самантрах йĕрсе ярасла йĕрмешрĕ Хысайкина. — Микул, пултараймастăп… Хал çитмест...

— Апла пулсан çиччĕ чĕпĕттер! — нимĕн пулман пекех персе ячĕ Микул, туйрĕ вăл: Хысайкина паян каçару ыйтма хатĕр мар. Лешăпа Эртиван тата Наталипе Улька çинчен те пĕтĕм класс умĕнче калаçтарасах килмест Микулăн. Паçăр ытла хĕрсе кайрĕ вăл. Тепĕр тесен Хысайкинăна хăратса илни те усăллă пулчĕ — хăш чухне, хытах айăплă пулсан, вăл та пуçне пĕкме хирĕçех мар иккен. Хĕр ача малалла мĕн каланинчен Микул хытăрах та тĕлĕнчĕ.

— Кăвапаран çав-çавах чĕпĕттерместĕп, — терĕ вăл.

— Апла тăк, хул хушшинчен! — терĕ Микул.

— Вара шарламастăн-и?

— Урăх апла хăтланмасан.

— Чĕпĕт эппин, анчах çиччех мар.

Микул кĕттермерĕ, аллине хĕр ача хулĕ айне чиксе ячĕ те — пĕрре чĕпĕтме ĕлкĕричченех Хысайкина Света уçă сассипе шкул умĕнчи ачасем пурте илтмелле савăнăçлăн кулса ячĕ. Арçын ача алли ӳтне сĕртĕнсен тата хытăрах кулма тытăнчĕ. Унăн пĕтĕм кăтăкĕ хул хушшинче пухăннă тейĕн. Микул ăна аран-аран виççĕ чĕпĕтме ĕлкĕрчĕ — Света кулнипе кукленсех ларчĕ, вăйсăррăн йăлăнчĕ:

— Ай, чарăн-ха, Микул! Çакăнтах вĕлеретĕн... Ай-яй Пĕтĕм вăя пĕтертĕн... Тытха алăран, унсăрăн кайса ӳкетĕп!..

Мĕн тăвас тетĕн, аллинчен тытса туртсах тăратма тиврĕ Хысайкинăна. Вăл хальхинче Микула сиввĕн те мар, тарăхса та мар, ытти чухнехинчен урăхларах пăхса илчĕ. Ăшшăн пăхнă пек те туйăнчĕ арçын ачана.

— Ну, кунашкал эпĕ нихăçан та кулманччĕ, Микул. Те тарăхмалла сана куншăн, те хамăн савăнмалла? — Вăл хутланнă кĕпине тӳрлетрĕ, салана пуçланă çӳçне чăшт-чăшт юсарĕ, унтан маларах утма ĕлкĕрнĕ хĕр ачасем патнелле пĕчченех чупса кайрĕ.

Синерпе тепĕр ялалла тăсăлса пайланакан çул юппинче Лешăпа Натали иккĕшĕ çеç тăраççĕ.

— Паскаль виçкĕтеслĕхĕн иккĕмĕш свойствине питĕ лайăх каларăн эсĕ, Натали, — терĕ Леша.

— Эсĕ — пĕрремĕшне.

— Мана кружок урокĕнче хӳтĕленĕшĕн тав сана.

— Хӳтĕленĕшĕн? Хăçан?

— Эсĕ саккăрмĕш класс «Геометрийĕпе» хатĕрленетĕн вĕт, манăн çеç нимĕн те çук. Çавăнпа йывăр иккен мана...

— Мĕн, уншăн кӳрентĕн-и?

— Кашни сăмахшăн кӳренсен... Паян ак эпĕ санăн çулупах пыма шутласа хунă. Санран пĕр утăм юлмасăр. Тен, çул çинче пĕрремĕш свойство доказательствине те ăнлантарăн?

— Мĕншĕн кирлĕ вăл сана? Мария Ивановна каларĕçке кирлех мар тесе...

— Вăл калĕ, анчах урокра вĕреннинчен ытларах пĕлни нихçан та чăрмантармасть. Санран та юлас килмест, — Лешăна хăй ял пуçне мĕншĕн лекни тата унта силос шăтăкĕнче ларни аса килчĕ. Çак хĕр ача çĕркаç хăйпе юнашар утма ирĕк панă пулсан Леша нихçан та силос шăтăкне анса кайман пулĕччĕ. Хысайкина пеккисем çапах та урăхла шутлаççĕ авă. Мĕншĕн вĕсене ахаль калаçтарас: е Наталипе юнашарах утас, е утмасăр сăлтавсăр калаçтарма чарас.

— Çул çинче ăнлантараймастăп, Леша. Çавăнпа геометри кĕнекине ыранах шкула чиксе килетĕп. Темиçе кун ăна хăвăн патăнтах тытма пултаратăн.

— Манăн эсĕ ăнлантарнине итлес килет.

— Каларăм вĕт пултараймастăп тесе...

— Мĕншĕн?

— Санăн манпа пĕрле пыма юрамасть.

— Эпĕ çав-çавах санран юлмастăп.

— Юлатăн! Мана çĕркаç та хытах лекрĕ...

— Ял ачисенчен-и? Эпир иккĕн пĕрле пĕр утăм та туманччĕ-çке.

— Туман, анчах анне ĕненмест. Ăçта çапкаланса çӳрерĕн тесе аптăратсах çитерчĕ. Пăшăрханать вăл маншăн, çемçе чунлăскер йĕме те пултарать. Юрататăп ăна, питĕ юрататăп, çавăнпа унăн куççульне курсанах манăн та куçсем шывланаççĕ... Тăхтар-ха кăштах, Леша, пĕрле çӳреме. Юрать-и? Килĕшетĕн-и? Ĕнерех калаçрăмăр вĕт вун виççĕре çеç тесе...

— Ăсаттарасшăн мар апла эсĕ хăвна?

— Ăсаттарасшăн мар...

— Ялтан тухиччен те?

— Ялтан тухиччен те.

— Юрĕ эппин, Натали. Чипер кай. Эпĕ Микула кĕтсе тăрам-ха, мĕншĕн унашкалах ахăртрĕ вăл Хысайкинăна? Темĕн, улшăна пуçларĕ пирĕн Ерофеев... Тарталья тăваткĕтеслĕхне те шĕкĕлчерĕ кăна паян, Хысайкинăна урокра темĕнле шапасем çинчен каласа аптăратрĕ, ăнах класс умĕнче çичĕ хутчен чĕпĕтесшĕн пулчĕ...

— Илтрĕн пуль, еплерех тĕксе илчĕ мана Хысайкина ĕнерхи пирки?

— Илтрĕм, питĕ аван хуравларăн ăна.

— Малашне нимĕн те калаймĕ! Ыранччен, Красков!

— Ыранччен...

Натали хăйĕн çулĕпе чупнă пекех утрĕ. Синер çулĕ çинче Лешăна, яланхи пекех, Микул кĕтсе тăрать. Хаваслă хăй: тути çеç мар, пĕтĕм пичĕпе куçĕ те, çамкипе хăлхисем те пĕр-пĕринпе ăмăртса харăссăн кулнă пек туйăнаççĕ. Леша ыйтасса кĕтмерĕ вăл, ун патне çитнĕ-çитменех ăнлантарма тытăнчĕ:

— Чиперех çиччĕ чĕпĕтме калаçса татăлтăмăр. Алли пăр пек сивĕ, кĕлетки вучахри кăвар пек вĕри — ăçтан çапла пулма пĕлнех! Чĕпĕтес тесе алла хул хушшине чикме ĕлкĕртĕм çеç, ӳтне сĕртĕннĕ-сĕртĕнменех ахăлтатма пуçларĕ. Ниçта кайса кĕреймест шуйттан хĕр ачи! Çиччĕ вырăнне аран виçĕ хутчен чĕпĕтсе илме ĕлкĕртĕм. Айăр пек тăпăртатрĕ-тăпăртатрĕ те кăтăкласа вĕлеретĕн тесе юлашкинчен кукленсех ларчĕ.

— Çав териех кăтăкларăн-и вара? — Микул каланине итлесе Леша та кулса ямасăр чăтаймарĕ.

— Мĕн кăтăклани? Алăпа çеç ӳтне сĕртĕнтĕм, манăн тĕллев ăна чĕпĕтесси пулнă вĕт, кăтăкласси мар... Ну, хĕр ача-а! Кулнăран чутах çĕр çине йăванса каятчĕ, аран аллинчен тытма ĕлкĕртĕм. Ĕмĕрте шутламан Хысайкина Света çавнашкал тесе...

— Хăех ирĕк пачĕ-и чĕпĕтме?

— Хăех.

— Тĕлĕнмелле сирĕнтен! Мĕнле те пулин сăлтав пур пулĕ-ха?

— Вăт ку секре-ет, Леша! Чĕпĕтмен пулсан пĕтĕмпех калаттăм, халĕ — юрамасть.

— Симĕс шапана темиçе хутчен асăнтăн...

— Мĕн асăнни? Тĕлĕкре куртăм тесе хăратасшăнччĕ те — хăратăн ăна!

Çĕркаç качака шыраса силос шăтăкĕсем тавра явăнса çӳрени, унта пытанса ларса Хысайкинăпа Маша сӳпĕлтетнине итлени, кайран ăна Семен Андрейч пусмапа силос шăтăкĕнчен тухма пулăшнине курни çинчен темĕн териех каласа кăтартас килет Микулăн юлташне, анчах Хысайкина Светăна сăмах пани чăрмантарать. Сăмаха тытманнине пĕлсен урам тăрăх та утма памасть ăна Света. Темĕнле килĕшӳсĕр хĕр ача пулсан та сăмаха çилпе вĕçтерме юрамасть. Хĕр ачине килĕшӳсĕр тени те тĕрĕсех-ши тепĕр тесен... Микул чĕпĕтнĕ хыççăн та ăна çутăлтарса ямарĕ-çке, ытти чухнехинчен пăртак ăшшăнраххăн та пăхса илчĕ...

Микул темĕнле вăрттăнлăха пытарнине туять-ха Леша, анчах унăн ăшчиккине юлташ тесе тавăрса пăхма çук-çке. Павлов та ун пекех аптăранă пулас, шахмат хăмине Микула кăтартса çапла каласа хучĕ:

— Мĕн пулса иртрĕ санăн Хысайкинăпа? Юнашар пырса тăнăччĕ çеç эпĕ сана шахматла выляма чĕнме, сасартăк Света чĕтреме еричченех кулма пуçларĕ те, пĕтĕм фигурăсене ӳкерсе пĕтертĕм. Курăк çинче упа-ленсе пуçтарма тиврĕ вара... Ăна мĕн, ахăлтатрĕ-ахăлтатрĕ те çывăхри автансем хӳме тăррине вĕçсе хăпариччен килнелле вĕçтере пачĕ. Эпĕ автансемпе шахматла вылямастăп!

— Тĕрĕс тăватăн! — терĕ Микул. — Тепрехинче эсĕ шахматла выляма Хысайкина Светăна чĕн-ха, — унăн та шӳтлесе илес килчĕ. — Вăл та разряд илме ĕмĕтленет теççĕ. Выляма пĕлмест пулсан вĕрентме килĕш. Вĕрентнĕшĕн вара хул хушшинчен чĕпĕтмелле калаçса татăлăр.

— Татăлатăп! — шахмат хăмиллĕ Павлов темĕн хушăра вĕсен куçĕ умĕнчен çĕтме те ĕлкĕрчĕ.

— Эсĕ тата паян та мĕншĕн пĕччен тăрса юлтăн? — тинех Лешăна ыйту пачĕ Микул. — Доска умĕнче эс мĕнле калаçнине мĕнлерех куçпа пăхса ларчĕ лешĕ!

Класс старости тинех кулкалама чарăнчĕ, юлташне куçĕнчен тăрăнчĕ:

— Улшăнтăн эсĕ кăмака тунăранпа, Микул! Пĕрре Тарталья таблицине пăхмасăр тенĕ пек каласа пĕтĕм класа тĕлĕнтертĕн; тепре Хысайкина Светăна хул хушшинчен чĕпĕтсе вĕлерес пек култартăн. Синерте халиччен пулман япала! Атя-ха хăвăртрах киле, кунта юлсан каллех мĕн те пулин шутласа кăларăн эс... Лешĕ каялла таврăниччен тасалма ĕлкĕрер кунтан!

— Лешĕ тесе Наталие каларăм эпĕ...

— Вăл халиччен килне те çитет пулĕ. Эпĕ Хысайкинăна лешĕ терĕм, пыратăн-и? Иксĕмĕр çеç юлтăмăр шкул умĕнче. Халех çухалмасан Мария Ивановна шкула каялла кĕртсе лартĕ пире.

— Ан та кала, Леша! Санран пĕр шит те юлмастăп.

■ Страницăсем: 1 2