Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 15 пай
Кĕрхи кунсем кĕске. Хĕвел тухать те тӳпере кăшт хуçаланнă хыççăн анăçра часах çухалать. Уроксем хăвăрт иртеççĕ — каç пулать. Колхоз уйĕсем те çаралсах пыраççĕ. Синерте темиçе çул каяллах çакăн пек йĕрке туса хунă: малтан колхоз çĕр улмине кăлараççĕ, унтан тин — килтине. Çĕр улми кăларнă кунсем — пуриншĕн те савăнăçлă вăхăт. Унăн çеçкине çулса кашниех килти выльăх валли турттарать — колхоз чармасть. Хăюллăраххисем юри çĕрлене юлса киле пĕрер витре таса та шултра паранкă çĕклесе таврăнма та шикленмеççе. Ачасем ашшĕ-амăшĕ хыççăн çĕр улми пуçтараççĕ, типĕ шанкă купи чĕртсе ярса унăн вĕри кĕлĕ ăшĕнче паранкă пĕçереççĕ. Уйра пĕçернĕ çĕр улмине уйри уçă сывлăшрах çинине нимĕн те çитмест пулĕ. Пур çĕрте те тĕтĕм мăкăрланать, ачасем хаваслăн кулни, хушăран вĕсене амăшĕсем ятла-ятла ăс пани илтĕнсе тăрать.
Пĕр эрне майлă шкулта уроксем те пулмаççĕ, ун пек чухне пĕтĕм ача çĕр улми уйĕнче чакаланать.
Кĕрхи сивĕ çумăрсем пуçланиччен кашнийĕнех хăйне уйăрса панă касăсене чавса пĕтермелле. Кăларса пуçтарнă паранкăна икке пайлаççĕ: чи лайăххине, шултрине, машинăсем уйран тӳрех Канаша, патшалăх валли чугун çул станцине турттарса каяççĕ; тепĕр пайне хĕл каçарма, выльăхсене çитерме путвалсене, пысăк нӳхрепсене хураççĕ.
Улттăмĕш класс иртен пуçласа каçченех çĕр улми уйĕнче тăрмашать. Ачасем пĕр-пĕринпе ашшĕ-амăшĕ каннă вăхăтра е кĕтӳрен таврăнакан ĕне-сурăха киле кĕртме таврăнсан çеç тĕл пулкалаççĕ.
Çавăн пек каçхине Леша патне пĕррехинче Эртиван чупса пычĕ.
— Санпа эпир çиччĕмĕш класс хыççăн вĕренме Канаша каясси çинчен калаçнăччĕ вĕт?
— Калаçнăччĕ, — терĕ Леша.
— Финанс техникумне кĕресшĕнччĕ вĕт?
— Çавăнта.
— Леша, унта вĕренме кĕрес текенсен хатĕрленӳ курсне уçаççĕ. Çав курсра лайăх вĕренсен вĕсене техникума чăн малтан йышăнаççĕ. Каятпăр-и?
— Каятпăр.
— Мĕнле документсем, справкăсем тăратмалла унта? Тата мĕнле хутсем кирлĕ? Тĕрĕслев ĕçĕсем миçе çырмалла? Вĕсене Канаша почтăпа ямалла е хамăрăн леçсе памалла? Хатĕрленӳ курсне кĕме экзамен тытмалла е калаçса тĕрĕсленипех йышăнаççĕ? Малтан пĕтĕмпе пĕлес пулать. Канаша кайса килме тивет. Пыратăн-и?
— Пыратăп. Хăçан кайăпăр?
— Канашри автобазăран та грузовиксем çĕр улми турттарма кунсерен тенĕ пекех килеççĕ. Пĕрин шоферĕпе калаçса татăлтăм эпĕ. Унăн ачи çав техникумран кăçал вĕренсе тухать тет...
— Миçе тенкĕ ыйтать?
— Ахалех лартса каять пире. Лайăх кăмăллăскер.
Вĕренекен ачасене юрататăп тет.
— Хăçан каймалла?
— Ыран.
— Ыран канмалли кун-çке.
— Канмалли кун та техникумра кам та пулин пулатех. Ыйтса пĕлетпĕр. Эпĕ аннепе калаçрăм — ярать. Эсĕ те калаçса татăл.
— Иккĕн çеç каятпăр-и? — тӳрех эрне ытла сăмах хушман Наталие аса илчĕ Леша. — Вăл пĕррехинче хĕр ачасене шăпах çав техникум çинчен каласа кăтартнине илтнĕччĕ. Тен, Натали те унта вĕренме кĕме ĕмĕтленет?
— Иккĕн çеç. Эпĕ унта каясса пĕлсен Улька та йăлăнма тытăнчĕ. Çук, килĕшмерĕм. Ун пек çĕре хĕр ачасемсĕр çӳрени лайăхрах. Тен, Канашра çĕр каçма та тивĕ? Иккĕн мĕнле те пулин каçăпăр, ăна ăçта вырнаçтармалла?
— Эсир пĕр-пĕринпе питĕ туслашрăр пулас?
— Улька çав тери лайăх хĕр ача. Пирĕн хушăра нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Çапах та Канаша малтан иккĕн çеç каятпăр.
«Вĕсем пĕр-пĕринчен нимĕн те пытармаççĕ. Натали вара манран ялан тарса çӳрет. Ăна çеç мар, ятне те кăларса ывăтмалла-ха пуçран!» — ăшĕнче çакăн пек шухăш мĕлтлетсе иртнĕ хыççăн Леша Эртивана çирĕппĕн çапла хуравларĕ:
— Килĕшрĕмĕр, иккĕн çеç.
Тепĕр кунне кăнтăрла çитес умĕн çĕнĕ çĕр улми тиенĕ машина çине ларса ачасем Канаш çулĕ çине тухрĕç. Шофере чăнахах ырă çын иккен, иккĕшне те кабинăна лартрĕ. Грузовик аслă çулпа ыткăнса çеç пырать. Тачă хăпартман кабина кантăкĕн хушăкĕнче çил вĕçĕмсĕр шăхăрать. Шалта ăшă, канлĕ.
— Финанс министрĕ пулма шут тытрăр апла? — шофер кулмасть, хăйĕн çулĕсенчи çынсемпе калаçнă евĕрех тытать хăйне.
— Техникумран вĕренсе тухнипех лартмаççĕ пулĕ-ха министра, — хуравлать Эртиван.
— Эпир Канаш техникумĕпех çырлахасшăн мар-ха, институтра та вĕренесшĕн, — тет Леша.
— Капла ĕмĕтленни питĕ лайăх. Манăн ача, Геронти ятлăскер, кăçал унта юлашки çул вĕренет. Малалла ăçта вĕренетĕн тесе ыйтатăп та, вĕренсе ывăнтăм, вăтам пĕлӳпе те çитет тет. Манăн вара, ашшĕн, аслă шкулта та вĕрентес килет. Каникула таврăнсан тавлашсах каятпăр. Темĕнле пулĕ ĕнтĕ...
— Йĕркеллех пулĕ-ха.
— Эсир иккĕн, анчах республикăна финанс министрĕ пĕрре çеç кирлĕ. Теприне валли вырăн ăçта тупатăр?
— Тепри вăхăтлăха унăн çумĕ пулса ĕçлет, — ăнлантарать Эртиван, — министрне çӳлерех вырăн парсан унăн вырăнне йышăнать.
— Ну, ачасем, мана эсир питĕ килĕшрĕр. Аçусемсĕр ӳсетĕр пулсан та ĕмĕтĕрсем пурнăçлансах пыччăр.
Шофер вĕсене техникума вĕренме кĕрсен хăйсем патне кĕркелесе çӳреме те ыйтрĕ, хваттер адресне те пачĕ:Жанаш урамĕ, 5-мĕш çурт, Гаврилов Гаврил Сергеевич.
— Гаврил Сергеевич, эпир техникум тĕлне те пĕлместпĕр-ха, эсир пире кабинăран антарса хăварсан ăçталла çул тытмаллине кăтартсах ярăр-ха, — терĕ Эртиван.
— Эх, ачасем, сире хулара çул çинче тăратса хăваратăп-и? Тулли машинăпа пулсан та, çула кăшт кукăртса финанс техникумĕ умнех çитеретĕп. Гаврил Сергеевич çинчен усал ан шутлăр. Эпĕ те техника енĕпе нумай вĕренесшĕнччĕ, тен, инженер та пулаттăм-и, анчах Гитлер вăрçи чăрмантарчĕ, — шофер руле пĕр аллипе тытса, тепринпе ачасене пуçĕсенчен ачашларĕ, унтан иккĕшне те виçшер тенкĕ укçа тыттарчĕ:
— Ман ятпа тутлă шыв туянса ĕçĕр!
— Хамăрăн сире тӳлемелле, эсир хăвăр паратăр. Илме пултараймастпăр! — терĕ Эртиванов. — Еçлемесĕр халех укçа илме пуçласан кам пире министра лартать?
— Илмесен кабинăран кăлармасăр каялла Синере леçсе хăваратăп, — шофер машини пысăк хитре çурт умĕнче чарăнчĕ. Гаврил Сергеевич иккĕшне те вăйпах укçа тыттарчĕ, унтан руль çумĕнчи тимĕр ещĕкрен пĕчĕк блокнотпа кăранташ туртса кăларчĕ, — Çырса хурам-ха ятсемпе хушаматăрсене. Финанс министрне лартсан пĕр-пĕр ĕçпе кĕрсе курма тивмĕ-и? Тĕслĕхрен, налук пирки... Ытла та пысăк вăл хальхи вăхăтра...
Ачасем унпа калаçнă май ячĕсене çыртарчĕç.
— Хама министра лартсан укçа налукне тӳрех çуррине пĕчĕклеттеретĕп, ытти йышшисене: аш-какайпа сĕт таврашне — пĕтĕмпех пĕтеретĕп, — терĕ Леша.
Гаврил Сергеевичпа алăран тытсах сыв пуллашрĕç. Вăл çĕр улми машинипе чугун çул станцийĕ еннелле вĕçтерчĕ. Эртиванпа Леша пĕр хушă финанс техникумĕн ятне çырнине сас паллийĕсене уйăрсах вуласа тухрĕç. Унтан Эртиван çапла асăрхаттарчĕ:
— Хулара йăваш çынсене юратмаççĕ. Иксĕмĕрĕн те шалта хамăра хăюллă тытмалла!
— Тытатпăр! — терĕ Леша.
Техникум алăкĕ йывăр, аран уçăлать. Пысăк коридорти сĕтел пуçне куçлăхлă ватă хĕрарăм вырнаçнă та тăрăшсах темĕн çыхать. Вăл куçлăхĕ витĕр ачасене, вĕсен сумкисене сăнаса пăхса илчĕ, çемçен ыйтрĕ:
— Мĕн ĕçпе килтĕр? Ăçтан?
— Çĕрпӳ енчен эпир. Кунта вĕренме кĕрес тетпĕр, — малтан хуравларĕ Эртиван.
— Ай-яй, каччăсем! Кая юлтăр эсир. Экзаменсем тахçанах вĕçленчĕç. Вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ...
Леша вĕсем экзамена мар, техникума вĕренме кĕмелли курса çырăнма килни çинчен каласшăнччĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ, иккĕмĕш хута улăхмалли пусма айĕнчи пулĕмрен пĕр хĕрарăмпа арçын тухрĕç. Калаçу мĕн çинчен пынине ăнлансан арçынни çапла каларĕ:
— Ачасем, тӳрех кулянса ан ӳкĕр. Пултаруллă ачасене, талантлисене, эпир тепĕр чухне вĕренӳ çулĕ пуçлансан та йышăнатпăр. Кĕрер-ха çав пӳлĕме, директорпа калаçиччен малтан пĕлĕвĕрсене кăштах тĕрĕслесе пăхар.
Лешăпа Эртиван хавхаланса кайса хайхи арçынпа хĕрарăм хыççăн утрĕç. Тĕрĕслеччĕр! Питĕ лайăх ку! Экзамен тытса хăвна тĕрĕслени усăллă çеç. Каярах юлнă Эртиванов пӳлĕме кĕриччен шыв ĕçме ирĕк ыйтрĕ.
— Çулĕ вăрăм... Чĕлхе çăвар маччи çумнех çыпçăнса ларчĕ...
— Еçĕр, шывĕ техничка çумĕнчи бакра, — терĕ хĕрарăмĕ хăй хыççăн пӳлĕм алăкне тачă хупса.
Эртивана шыв ĕçсен куçлăхлă карчăк тытса чарчĕ.
— Экзаменне тытса пăхăр... Анчах вĕсем иккĕшĕ те — пĕри литературăпа, тепри физикăпа вĕрентетчĕ — ĕçлемеççĕ кунта кăçал. Директор темĕншĕн вĕсене питĕ час ĕçрен кăларчĕ. Кунта вăхăтлăха пӳлĕм йьппăннăшăн çеç килсе каяççĕ... Кутем пулсан, директорĕ, Михаил Петрович, паян та кунтах, — терĕ вăл шăппăн.
— Тавтапуç, асанне! — Эртиван хайхи пӳлĕмелле васкарĕ.
Леша малти парта хушшине вырнаçса ларнă, преподавательсем — сĕтел умне.
— Иксĕрĕн пĕрле алă тенкĕ тупăнать терĕн, Красков, çапла-и? Экзамен тыттарнăшăн, кая юлнă пирки, тен, пăртак саплаштарма тивет, — терĕ арçынни.
— Тупăнать, — терĕ Эртиванов та, Лешăна вăрттăн куçне хĕссе илчĕ.
— Камран пуçлатпăр? — ыйтрĕ преподаватель.
— Манран, — терĕ Эртиванов.
— Малтан тăван литературăна мĕнле пĕлнине тĕрĕслĕпĕр. «Нарспие» вуланă-и? Авторĕ кам?
— Вуланă, ăна Александр Сергеевич Пушкин çырнă, — терĕ Эртиванов.
— Тĕп геройĕсем камсем? — сĕтел умĕнче ларакансем пĕр-пĕрне тĕлĕнсе пăхрĕç. Леша та тĕлĕнчĕ.
— Татьянăпа Ленский, — терĕ Эртиванов.
— Пушкинăнне тата мĕнле произведенисем вуланă?
— «Тимĕр тылă», «Шуйттан чури»...
— Лермонтовăнне мĕн вуланă?
— «Арçури» калав, «Унтри» поэма...
— Некрасовăнне?
— «Сармантейĕн сар чăххи» роман, «Капитан хĕрĕ» поэма...
— Да-а-а! — терĕ преподаватель куçне Эртиван çинчен Красков еннелле куçарса. — Эсĕ мĕн шутлатăн? Юлташу тĕрĕсех хуравларĕ-и?
Тĕлĕнме чарăнман Лешăна Эртиван каллех куç хĕссе илчĕ. Паллах, темĕнле вăйă пырать кунта. «Нăрспи» поэмăпа «Тимĕр тылла» тата «Шуйттан чурмне» Константин Иванов çырнă, Татьянăпа Ленский Пушкинăн
«Евгений Онегин» сăвăлла романĕн геройĕсем, «Арçури» балладăна Михаил Федоров, «Унтри» калава Çемен Элкер, «Сармантейĕн сар чăххи» калава Иван Яковлевич Яковлев, «Капитан хĕрĕ» романа Пушкин çырнă. Кусене Эртиван лайăхах пĕлет-ха, анчах юриех пăтратать. Мĕншĕн вăл ăна куç хĕсет? Эртивана хирĕç кайма юрамасть унăн.
— Эртиванов пурне те тĕрĕс каларĕ. Эпир яланах иккĕн вулатпăр, — терĕ Леша.
— Апла пулсан эпĕ юлашки ыйту паратăп, — терĕ хĕрарăмĕ. — Тăхтаман ăçта пурăннă?
— Тăхтаман пирĕн ялта, Çĕрпӳ районĕнчи Синерте халĕ те пурăнать, — терĕ Леша.
— Экзамена кун пек тытнине, ачасем, укçапа саплаштармасăр ниепле те май çук. Ăнлантăр-и? Кам вĕрентет сире тăван литературăпа вырăс литературине? Ытла та интереслĕ вĕрентеççĕ иккен сире Çĕрпӳ енче, — преподаватель ачасене куçĕсенчен шăтарас пек пăхса илчĕ.
— Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче тăван литературăна вĕрентекен чирленĕ пирки ăна пире шкул хуралçи вĕрентрĕ, — терĕ Эртиванов.
— Красков, юлташу хуравлани çумне хушса каламалли санăн урăх пур-и? — ыйтрĕ хĕрарăм.
— Урăх çук, — терĕ Леша.
— Сире, алла, иксĕре те техникума йышăнма йывăр. Чăваш тата вырăс литературине питĕ япăх пĕлетĕр. Тăхтаман «Нарспи» поэмăн геройĕ, мĕнле майпа хальхи вăхăтра сирĕн ялта пурăнма пултарать-ха вăл?
— Çав ятлă çын пирĕн ялта пурăнать пулсан мĕн калас-ха пирĕн? Суйма хăнăхман. Эсир Тăхтаман ăçта пурăннă тесе ыйтрăр та...
— Ăнланмалла, ачасем. Экзамена тытайман тесе халех каламăпăр-ха. Малтан укçапа саплаштаратăр пулĕ? Вĕренес килет пулсан, паллах. Алă тенкĕ пур терĕр-и-ха?
— Ун чухлех мар та, çапах хамăра çитет, — терĕ Эртиванов. — Унччен манăн та сирĕнтен ыйтса пĕлес килет. Юрать-и?
— Ыйт, Эртиванов. Мĕншĕн юрамасть пултăр? Ыйту паракансене яланах хапăл эпир. Нимĕн пĕлмен ача ыйту та параймасть.
— Эсир кунта Пушкинпа Лермонтова тата Некрасова асăнтăр. Синерти Сĕрĕм Петĕрне паллатăр-и хăвăр?
— Палламастăп, — терĕ арçын преподавателĕ Çĕрпӳ ачин ыйтăвĕнчен кăштах тĕлĕнсе.
— Ерофей Микулне?
— Ăна та пĕлместĕп...
— Хветĕрсен Улькине паллатăрах ĕнтĕ. Чĕкеç шатриллĕ питĕ харсăр хĕр ача!
— Эсир пĕлетĕр-и, Эвелина Семеновна? — ыйтрĕ арçынни хĕрарăм преподавательтен. — Эпĕ Улька çинчен илтмен...
— Эпĕ те илтмен, — терĕ Эвелина Семеновна. Эртиванов, халĕ те ура çинче тăраканскер, техникум преподавателĕ пулнă çынсене тинех çĕнтерӳллĕн, кăвак куçне çиçтерсе пăхса илчĕ, кулнă пекрех хаваслăн каларĕ:
— Эпир те Красковпа иксĕмĕр тинех ăнлантăмăр; Пушкинпа Лермонтов тата Некрасов сирĕн шайкăна кĕреççĕ, Сĕрĕм Петĕрĕпе Ерофей Микулĕ тата Хветĕрсен Ульки вара — пирĕн шайкăна!
Лешăпа Эртиван пĕлĕвне тĕрĕсленĕ çынсем кун хыççăн нимĕн тавăрса калама аптăрарĕç пулмалла: те тарăхса урмăшмалла, те шӳтлесе куланçи тумалла? Çапах та иккĕшĕ те харăс ура çине тăчĕç. Арçынни васкаса каларĕ:
— Экзаменсене укçапах саплаштарма тивет. Директор патне иккĕмĕш хута улăхиччен...
Анчах Эртиванов техникум алăкне уçиччен ахальтен каламан хăюлăх çинчен. Вăл хайхи арçынна каласа пĕтеричченех пӳлчĕ:
— Мĕншĕн саплаштармалла? Экзамен никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ-çке: эсир пĕлнине эпир пĕлеймерĕмĕр, эпир пĕлнине — эсир!
Çак вăхăтра пӳлĕм алăкĕ уçăлчĕ те пӳлĕме хура йăрăм костюм тăхăннă вăтам пӳллĕ, вăтăм çулхи арçын кĕчĕ.
— Сывлăх сунатăп! Каçарăр, Макс Ванюковичпа Эвелина Семеновна, ăнсăртран манăн эсир «экзамен тыттарнине» алăк хыçĕнче итлесе тăма тиврĕ. Халех тухса ан кайăр-ха. Ĕç кĕнекисем пирки калаçмалла пулать сирĕнпе. Малтан эпĕ хам пӳлĕме çак ачасене чĕнесшĕн. Атьăр ман хыççăн, Эртивановпа Красков!
— Эсир кам пулатăр? — ыйтрĕ Эртиванов.
— Техникум директорĕ Михаил Петрович, çав хушăрах математика вĕрентетĕп.
Пурте кĕпĕрленсе коридора тухрĕç. Техничка хăйĕн вырăнĕнчех ларать. Синер ачисем çинчен директора вăл каланă ĕнтĕ. Ун патне çитиччен Эртиван пусма картлашкисене пăхса илчĕ, унтан урайне лап! ӳкрĕ те кăшкăрса ячĕ:
— Çĕлен! — хăй хăвăрт-хăвăрт упаленсе Макс Ванюковичпа Эвелина Семеновна пурăнакан пӳлĕм патнелле упаленсе кайрĕ, алăк патне çитсен тăчĕ те хĕрхеннĕ пек пĕлтерчĕ: — Шел, тытаймарăм... Алăк хушăкĕпе пӳлĕмелле шуса кĕрсе тарчĕ...
— Хурăн пуçличчĕ-и? — хăранă сасăпа ыйтрĕ Эвелина Семеновна.
— Çук, ку хура çĕлен!
— Эсĕ хура çĕлен сăхасран та шикленместĕн-и?
— Мĕншĕн шикленмелле? Эпĕ вĕсене хамăр вăрманта кашни çулах тытатăп.
— Пĕтрĕмĕр, Макс! Хура çĕленлĕ пӳлĕмре эпĕ нихçан та пурăнаяс çук. Ăçтан килсе лекнĕ-ши вăл? Парк çумĕнчи вăрмантан-ши?..
— Хĕл каçма хатĕрленет вăл кунта! — кăшкăрчĕ Эртиван директор хыççăн пусмапа çӳлелле утнă май.
Михаил Петрович ачасене хăйĕн пӳлĕмне кĕртсе лартрĕ, ăшшăн ыйтрĕ:
— Финанс техникумĕнче вĕренесшĕн эппин?
— Вĕренесшĕн...
— Тискер чĕрчунлă хушаматлă пысăк çынна пĕлетĕр-и?
— Пĕлетпĕр...
— Кам? Мĕнле ĕçре ĕçлет вăл?
— Эсир Зверев пирки ыйтатăр-и? — терĕ Красков.
— Тĕрĕс. Шăпах çавăн пирки пырать сăмах.
— СССР финанс министрĕнче ĕçлет вăл.
— 1951-мĕш çултанпа, — Леша хыççăн хушса хучĕ Эртиванов.
— Ку та тĕрĕс. Анчах Макс Ванюковичпа Эвелина Семеновнăна мĕн мыскари кăтартрăр-ха эсир?
— Техничка мана вĕсем кунта ĕçлеменнине шăппăн пĕлтерме ĕлкĕрчĕ, — терĕ Эртиванов. — Вĕсем пире ухмахрах тесе шутларĕç пулмалла, çавăнпа кăштах шӳтлесе илме тиврĕ... Константин Иванов «Нарспине» эпир Красковпа иксĕмĕр те пăхмасăр калама пĕлетпĕр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...