Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 19 пай
Вырсарни кун Эртивансем патне ирех Улька пиччĕшĕ Хветĕр хура ăйăр кӳлнĕ хăйсен тăрантасĕпе кĕрлеттерсе анчĕ. Хумкка Петĕрĕ, бригадир, Эртивана ăсатма ятарласа чаплă ăйăр панă иккен те, анатран хăпаракан лава ятарласа кĕтсе тăчĕ, ăна чарса Эртиванпа алă тытса сывпуллашрĕ. Çĕнĕ кĕпеллĕ арçын ачана апла-капла пăхкаларĕ те:
— Порядок в танковых войсках! — терĕ. — Тăван ял ятне Шупашкарта та ямасть!
Шкултан Антон Ефимовичпа Семен Андрейч тухса хура ăйăрлă тăрантас хыççăн уй хапхи патнех çитрĕç. Хул хушшине шахмат хăми хĕстернĕ Павлов Ильяран шӳтлесе ыйтрĕç:
— Эсĕ Эртиванпа хапхаран тухсан та шахматла выляса юласшăн-и?
— Антон Ефимович, мана районти шахмат олимпиадине чĕнсе хут ячĕç, — хĕпĕртесе кĕсйинчен çыру конверчĕ туртса кăларчĕ вăл.
— Хăçан пуçланать?
— Çитес эрне кун. Çавăнта Эртиван вĕрентсе хăварнă эндшпильпе пĕрремĕш партирех усă курасшăн-ха. Çĕнтерессе шанатăп, — терĕ вăл.
Ял хапхинчен тухсан сывпуллашрĕç. Лешăпа Эртиван малтан пĕр-пĕринпе ыталанса илчĕç, унтан ӳссе çитнĕ арçынсем пекех пĕр-пĕрин аллисене тытса чăмăртарĕç.
— Эртиван, лайăх вĕрен, çитсенех çыру çырса яр, — терĕ Леша.
— Эсир те тăрăшса вĕренĕр, — уççăнах тунсăхлăн пăхса илчĕ ăна Эртиван. — Эсĕ класс старости, математика кружокĕнче Паскаль виçкĕтеслĕхне вĕреннипе çеç ан çырлахăр.
— Çырлахмастпăр. Çиччĕ пĕтерсен эпĕ те пыратăп-и, тен, Шупашкар шкулне...
— Кĕтетĕп, Леша!
Амăшне, Антон Ефимовичпа Семен Андрейча, Лешăпа Павлов Ильяна Эртиван уйри çил армань патне çитичченех алă сулса пычĕ. Унтан тăрантас ăйăра Улька пиччĕшĕ Хветĕр чуптарма пуçланăран çул çинче çĕкленнĕ тусан ăшĕнче курăнми пулчĕ. Эртиванпа Хĕветĕрĕн васкамалла. Вĕсен Çĕрпӳрен Шупашкара каякан автобуса ĕлкĕрмелле.
Каялла урампа аннă чухне Лешăпа Павлов Микула тĕл пулчĕç.
— Мĕншĕн Эртивана ăсатма пымарăн? — уйрăлу тунсăхĕ сӳрĕлсе пĕтменрен кăмăлсăртараххăн ыйтрĕ Леша.
— Кайрĕ те-и? Кăнтăр иртсен тин каять терĕç те, унччен мăн пĕве патне çитсе килес тенĕччĕ...
— Кампа?
— Хысайкина Светăпа. Тытăçса ӳкеслех тавлашрăмăр вĕт унпа: вăл шапасем пĕвере кĕркунне пурăнмаççĕ тет, эпĕ — пурăнаççĕ тетĕп. Çавна паянах тĕрĕслесшĕн вăл. Мĕнле тупăшнине калас-и?
Наталипе ун çинчен суйса каланăшăн силос шăтăкĕнчен хăй çав хĕр ача еннелле пенĕ симĕс шапа Света çӳçĕпе чăлханса ларнине ăшĕнче кулса аса илчĕ те Леша:
— Кала, — терĕ.
— Шапасене паян курсан манăн Света хул хушшинчен çичче чĕпĕтмелле, кураймасан унăн — мана!
— Эсĕ çĕнтеретĕн, унта вĕсем кĕтĕвĕпех пурăнаççĕ-ха, — терĕ Павлов Илья шахмат хăмине тӳрлетме тытăнса. — Анчах Эртивана ăсатма пыманшăн халех шахматла пĕрре вылятпăр.
— Вылятпăр, анчах пĕве патĕнчен таврăнсан, — терĕ васкаса Микул. — Халĕ мана Света кĕтет.
— Асту, Хысайкинăна чĕпĕтнĕ чух кăтăкласа ан вĕлер, — терĕ Леша кулкаласа.
— Эртиванпа сан пирки суйнăшăн ăна тăраничченех чĕпĕтетĕп-ха!
Икĕ эрнерен Леша патне Шупашкартан çыру килчĕ. Эртивана физикăпа математика шкулĕнче унăн пĕлĕвне пур предметсемпе те нумай енлĕн тĕрĕсленĕ хыççăн тӳрех тăххăрмĕш класра вĕрентме пуçланă. Унта та йывăр мар иккен ăна. Çыру вĕçĕнче пĕчĕкрех почеркпа çапла хушса çырнă: «Леша, Улькаран ыйтса пĕл, мĕншĕн çыру çырмасть. Чирлемест-и? Кала — çыртăр. Кĕтетĕп».
Леша хитре те таса çырнă Эртиван çырăвĕпе тӳрех Улька патне чупрĕ.
— Эсĕ мĕншĕн Шупашкара хут çырмастăн? Сана вăл адресне те Аким Лукичран ыйтсах парса хăварнă-çке.
— Хушша ан кĕр, Леша! Эртиван эп çĕр çыру ярсан та хурав памасть. Ăçта çити çĕкленчĕ те...
— Мĕнле памасть? Эртивана ялан хӳтĕленĕскер хăçан апла шутлама пуçларăн? Санран çыру кашни кун кĕтет вăл, ухмах хĕр ача!
— Мĕнпе ĕнентеретĕн?
— Ак çырăвĕ — вуласа пăх.
Эртиван хутне вуланă май Улька сăнĕ хĕрелсе-хĕрелсе пычĕ, юлашкинчен унăн пит çăмартипе сăмси тăрринчи чĕкеç шатрисем палăрми пулчĕç. Вăл Эртиван çырăвне вунă хут та вуласа тухрĕ пулĕ, унтан тачĕ те хĕвел пек ялкăшса класс старостине нимĕн вăтанмасăр мăйĕнчен хĕрӳллĕн ыталаса илчĕ.
— Пысăк тав сана, Леша! Паянах Шупашкара виçĕ çыру çыратăп.
— Эпĕ мĕн... терĕм те... тĕрĕс тăватăн, — терĕ арçын ача хăйне хĕр ача çапла пĕрремĕш хут ыталанăшăн пĕтĕмпе çухалса кайса.
— Эсĕ хăв мĕншĕн Наталипе калаçма чарăнтăн? Шкулта та сăмах хушмастăн, юнашар утма та унтан вутран хăранă пекех хăратăн...
— Эпĕ мар, Натали хăй...
— Хам калаçса пăхам-и унпа сан çинчен? Ирĕк паратăн-и?
— Ирĕк памастăп, — терĕ Леша. — Паскаль виçкĕтеслĕхне математика кружокĕнче вĕренсе пĕтериччен тăхтар-ха. Унтан куç курĕ...
— Çавăнчченех-и? Эпĕ унччен Эртиван патне çĕр çыру та ярăп. Сирĕн çинчен мĕн тесе çырас-ха ман?
— Нимĕн те ан çыр. Эртиван хăех ăнланать, — терĕ Леша.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...