Пăва çулĕ çинче :: Ухик
Эпĕ, выçă вилсен те, ял тăрăх ыйткаласа çӳрес çук. Намăс пек туйăнать вăл мана килĕрен киле «христа ради» ыйтса çӳресси. Эпĕ питĕ вăтанатăп. Хамшăн пулсан, ниçта тухса кĕрессĕм çук. Чӳк пăтти пĕçернĕ чух вара!.. Ман пек йăпăр-япăр чупкаласа çӳрекен те çук.
Кăçалхи çумăр чӳк пăттине пĕçерме эпир эрнекун каçĕ тытăнтăмăр. Чи малтан эпĕ хамăр касри ачасене пухрăм та хăшне витре, хăшне чĕрес, хăпше хупран тунă кунтăк йăтса тухма хушрăм.
Çумăр чӳкĕ тесен, камăн амăшĕ ачине хирĕç тăтăр-ха? Ун пек хĕрарăм пирĕн ялта çук, пулман та пулĕ. Чӳк пăтти пĕçерме хатĕрленнĕ чухне пире, ачасене, пĕри пĕр сивĕ сăмах каламасть. Савăт-сапа йăтнă ачасем пухăнса çитсен, эпир, кайăк хур пек карталанса, пирĕн пата кайрăмăр. Ял хĕрринчи çурт — пирĕн. Çавăнпа эпĕ пӳрте чупса кĕтĕм те аннене васкатма тытăнтăм.
— Çумăр чӳкĕ тăватпăр вĕт. Часрах çăмарта, çу, кĕрпе парса яр. Урамра мана ачасем кĕтсе тăраççĕ.
— Пăттине ăçта пĕçеретĕр?
— Пăла хĕрринче. Хуранне Керим пачĕ. Шыв арманĕ патне лартрăмăр.
Анне пирĕн валли нӳхрепрен пĕр кăкшăм хăймаллă сĕт кăларчĕ, ăна эпир Эçук витрине ятăмăр. Сергей йăтнă чĕресе анне пĕр чаплашка пăри кĕрпи ярса пачĕ, Ехрем аллинчи хуп кунтăк тĕпне икĕ çăмарта хучĕ.
— Аллу çăмăл пултăр, инке! — манăн аннене харăсах темиçен тав туса хăварчĕç.
— Чипер кайăр, ыран çумăр çумалла пултăр! — пехиллерĕ анне.
Çапла ĕнтĕ, пирĕн килтен пуçласа, эпир урам тăрăх утрăмăр. Кашни çурт умне пырса чӳрече янахĕнчен шаккатпăр, хамăр мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлтеретпĕр. Пурлăх тĕлĕшĕнчен пирĕн пĕчĕк ялта пуянсем икĕ çын çеç — Керимпе Ильпăрас, ыттисем — юрлисемпе вăтам пурăнаканнисем. Чӳк пăтти валли памасăр ирттерсе яракансем чухăнсенчен те пĕр çын пулмарĕ. Черет ялти çĕрме пуян Ильпăрас патне çитрĕ. Пире хирĕç вăл хăй тухрĕ.
— Ну, шĕвилккесем, мĕн чул пухрăр? — тесе, Ильпăрас пирĕн витресемпе чĕрессенчи апат-çимĕçсене тĕрĕслерĕ, хура сухалне якатрĕ, шухăша кайнă пек пулса пĕр кана айккинелле пăхса илчĕ, унтан крыльци енне çаврăнса, ерипен каларĕ.
— Амăшĕ, тух-ха...
Эпир унăн сассине илтекен пулмарĕ ĕнтĕ тесе тăратпăр. Ильпăрас кăшкăрса пăрахасса кĕтетпĕр. Унччен те пулмарĕ, крыльца алăкĕ яр уçăлчĕ, пирĕн ума Ильпăрас арăмĕ тухса тăчĕ. Чĕрне вĕççĕн утать тейĕн çав — ури сасси пĕртте илтĕнмерĕ.
— Çанталăкĕ уяр, çумăр çумасть, чӳк туса турра йăлăнса пăхас тетĕп, — арăмĕ çине пăхмасăр каларĕ хуçи, — пĕрер чаплашка кĕрпе парса яр çак ачасене. Асту! Кĕлетри лартан ан ил, ăна эпĕ Юхма пасарĕ валли юри тасатса çуртарнăччĕ. Кĕтесри пӳлме тĕпĕнчен хырса ил.
Эпир Ильпăрас хыт кукар тенине чылай илткеленĕ, анчах çумăр чӳкĕ валли кĕрпипе юр-варне хĕрхенессе шутламанччĕ. Унăн арăмĕ кĕрпине чаплашкапа мар, чей куркипе илсе тухса панине курсан, тĕлĕнсе хытсах кайрăмăр. Пулать те иккен намăса пĕлмен çын. Ун пек кĕлмĕçленекен çын ялта урăх пулмарĕ вара. Мунчара пурăнакан Кантрет кĕтӳç арăмĕ те пире виçĕ çăмарта парса ячĕ. Турăран çумăр ыйтса чӳклесси вăл авалтан пыракан йăла иккен те, уншăн пирĕн ялйышсем, хăйсем выçă ларсан та, мĕн те пулин тупса параççех ĕнтĕ.
Эпир, килтен киле çӳресе ял тăрăх тухсан, тулли витресемпе чĕрессене Пăла хĕррине йăтса кайрăмăр. Малтан кайса тăнă ачасем Керимĕн сăра хуранне вучах çине çакса хунă та иккен, шывĕ те вĕреме тытăннă. Кунти йĕркене тытса пыракансем ваттисем пулчĕç. Вĕсем хушшинче Ильпăрас хăйне хăй йăлтах хуçа пек тыткалать, килĕнче хыт кукар пулсан та, вăл кунта çуллă пăтă пĕçересси пĕтĕмпех унран килнĕ пек хăтланать, хуран çинчи вĕри шыва тăктарса, ун вырăнне сĕт яма хушать, кĕрпине сăвăрттарать, çу витрипе çăмарта кунтăкĕсене хăй умне илсе лартать.
Пысăк хуранти пăтă пиçиччен эпир, ача-пăчасем, пĕчĕк витресем йăтса, Пăла хĕррине антăмăр, кашниех вара шыв ăсса çул хĕррине, хăвалăха, кайса лартăмăр. Кам иртсе пырать — пирĕн ăна шывпа чашлаттармалла. Чӳк пăтти пĕçерекенсен умĕнчен типĕ тумтирлĕ çын иртсе каймалла мар. Çапла вăл çумăр чӳклес йăла.
Каçкӳлĕм пирĕн ял умĕпе Юхма пасарне килекенсем иртме пуçларĕç. Хăшĕ тулли лавпа, хăшĕ пушăлла. Эпĕ чи малтан вăрăм урапа çинче ларса пыракан сар сухаллă мучие чашлаттартăм. Тĕлĕнсех кайрăм: мучи пĕртте çилленмерĕ, пушă аврипе те юнамарĕ, йĕпеннĕ кĕпи аркине силлерĕ те тилхепине карт туртрĕ, лашине çеç хистерĕ. Пĕчĕккĕ чухне, тен, вăл хăй те пирĕн пекех шывпа алхаснă, «Çумăр чӳкĕ!» тесе кăшкăрнă. Ман хыççăн сарă сухала Эçукпа Сергей те çулăхрĕç. Кăлăхах пулчĕ. Вĕсем лавçа тивертеймерĕç, витрери шывĕ çул çинчи тусана çеç тикĕт пек шĕвĕ пылчăк туса хучĕ. Урапа кӳлнĕ хура лаша мучие Юхма енне ыткăнтарса кайрĕ.
Малтанхи витресене пушатнă хыççăн эпир тепĕр хут Пăла хĕррине анса улăхрăмăр та каллех хăва ăшне пытантăмăр. Хуран тавра пухăнса ларнă стариксемпе хăвалăхри çамрăксем хушшинче пĕрмай çыхăну тытаканнисем те пур. Вĕсем пирĕнтен кĕçĕнреххисем, пĕчĕк ачасем, пирĕн пата чупса пымассеренех пăтă вĕреме кĕни е витрери çăмартасене шăтарса пысăк чара çйне янине каласа параççĕ; çавăнтах пирĕнпе пĕрле кĕпер урлă иртекенсем хыççăн чупаççĕ. Вĕсен те шывпа алхасасси килет, анчах витре йăтмалăх вăйĕсем çук-ха. Кĕпер леш енчен çуран çын е лав килнине асăрхасан вара, пирĕн тавра явăнакан ачасем чĕпĕ кăларнă чавкасем евĕр чĕвĕлтетме тытăнаççĕ, кашниех: «Кăна чи малтан эпĕ куртăм», — тесе шапăлтатса илеççĕ. Кĕпер урлă каçакан çын ача-пăчасем шавланине шута илмест, хăйне мĕн кĕтнине те пĕлмест-ха, пĕр шикленмесĕр пирĕн енне утать. Хăвалăхран эпир сиксе тухсассăн тин вăл çумăр чӳкĕ тунине ăнланса илет, пиртен тарса ӳкме тăрăшать. Ăçта унта хăтăлма — кĕпи-йĕмĕ таран лачкам шыв тăватпăр!
Хĕвел, çĕр çине анма хатĕрленсе, хăйĕн вăрăм урисемпе пĕлĕте ярăм-ярăм йĕрлесе пĕтерчĕ. Пăла леш енчи ешĕл ыраш калчисем сасартăк сарăхса çитнĕ пек курăнакан пулчĕç. Хир варринчи пĕччен хурăн та сарă милĕкĕн курăнать. Çил çук. Тӳпери пĕлĕтсем супăнь кăпакне вĕрсе хăпартнă пек пĕр вырăнта çăмхаланса тăраççĕ. Анăçри хĕвел ярăмĕсем пĕтĕм пĕлĕте ыталаса илме хăтланнăн аякка-аякка тăсăлса кайнă. Вĕсен йĕрĕсем Пăлари тăрă шыв тĕпĕнче те курăнаççĕ. Эпир лавсем хыççăн чупса çĕкленĕ тусан паçăрах пусăрăнса ларчĕ. Текех кĕпер урлă каçса килекенсем çук. Шăп. Çывăхри шыв арманĕ çеç çын чĕри тапнă пек пĕр тикĕс кăлтăртатса авăрни илтĕнет. Часах пăтă пиçмелле — хăвалăха тутлă шăршă персе çитрĕ. Кăвайт умĕнче Ильпăрас, чӳк кĕлли калама хатĕрленсе, сухалне шăлкаласа тăрать. Эпир, хуран патне кайма пикенсе, кăштăртатса сукмак çине тухрăмăр, юлашки хут Пăла леш енне пăхса илтĕмĕр. Пăхса илтĕмĕр те курах кайрăмăр, хура лашине ташлаттарса, пĕр вĕçкĕн çын кĕпер урлă каçать. Эпир каялла хăва хушшине лăпчăнса лартăмăр. Çăм шлепкеллĕ ямшăк лашине çине-çинех хистет, анчах, лаши малалла ыткăнса юртма пикенсен, тилхепине тăп тытса чарать. Сакăл ура ниçта кайса кĕреймест, çăварлăхне чăмлать, пуçне каçăртать, пĕр вырăнта тапăртатса илет. Ямшăк хăтланнинче вăл мухтанма юратни сисĕнет. Ахаль мар ĕнтĕ вăл, тикĕтлĕ сăран аттине хĕвел çинче ялтăртаттарса, пĕр-пĕччен пулсан та, ларкăч çинче ларса килет. Пĕрме пилĕклĕ плис сăхманне йӳле янă, ун айĕнчен тĕрленĕ хĕрлĕ кĕпи курăнать. «Ну, лӳшкентеретпĕр те ĕнтĕ кăна», — тесе, эпир витрери таса шыв çине тăпра яратпăр. Темшĕн çак вĕçкĕне шывпа йĕпетни çеç çителĕклĕ мар пек туйăнать, пылчăкпах варалас килет.
Лав кĕпер урлă каçсан, ăна хирĕç чи малтан Эçук сиксе тухрĕ. Тĕлĕннĕ ямшăк пиртен тарас вырăнне лашине тăп чарчĕ, хăй тăрантас çинчен сиксе анчĕ.
— Эпĕ сире, шельмăсене, алхастарăп! — тесе кăшкăрса ячĕ вăл, аллинчи пушшипе юнаса, — курмастăр-и-мĕн, плис халатпа эпĕ!.. Йĕпет-ха!
Ман умри ачасем, витрисене йăтса, чăлпар саланчĕç, ямшăкран хăраса ӳкрĕç. Эпĕ пĕр-пĕччен тăрса юлтăм. Ман шутпа, çав вĕçкĕн ямшăка йĕпетмесен, çумăр чӳкĕ туни те мар. Мĕн пулсан пулать, эпĕ иккĕленсе тăмарăм, алăри пĕчĕк витрене сулмаклăн каллĕ-маллĕ суллантарса илтĕм те чаш! тутартăм.
— Ха-ха-ха! — кулса ячĕç пысăк хуран патĕнче пăтă пĕçерекенсем.
— Ха-ха-ха! — шлепкеллĕ лавçă хăй те ахăлтатса илчĕ. — Ачи маттур, хăравçă мар. Мĕн ятлă эсĕ? Кам таврашĕ пултăн-ха? Хăлха чикки тыттарасран та хăрамасть.
Пире хуран çывăхĕнчи çынсем çавăрса илчĕç. Пурте плис сăхманлă çын çине пăхса тĕлĕнсе кайнă. «Ара, ку Ухик мар-и?» — тесе пăшăлтатаççĕ ушкăнти çынсем.
— Мĕн чĕнместĕн, кам ачи тетĕп?! — ман куçран чăр пăхса ыйтать ямшăк.
Эпĕ нимĕн калаймастăп, чĕлхе-çăвар çыхланнăн туйăнать. Ман хута асатте кĕчĕ.
— Пирĕн вăл, аслă ывăл ачи пулать, шухăскер, ан ятла ĕнтĕ ăна. Ара, паян эпир, ваттисен йăлипе, çумăр чӳкĕ тăватпăр ĕнтĕ. Йăли çапла. Сăхманна йĕпетнĕшĕн ан çиллен ĕнтĕ, турра кӳрентерĕпĕр тата.
Ухик лашине йăмра çумне кăкарса хучĕ те, хуран патне пырса, Ильпăраса пуç тайрĕ.
— Ха, Сахьяна ывăлĕ мĕн хăтланать, — кăштах йĕкĕлтесе каларĕ Ильпăрас. — Эсĕ тиеке тухман-тăр? Лашу та хăвăн-и?
Ухик кăна хирĕç шурă шăлĕсене кăтартрĕ:
— Мĕншĕн лаша туянса чăрманас, — терĕ вăл, чăрсăр куçĕсене вылятса. — Апатне те хатĕрлемелле, вăрласа та кайма пултараççĕ.
— Э, эсĕ сăмах илме кивçене каймăн, ямшăка кампа килтĕн-ха? — ыйтрĕ Ильпăрас.
— Байдуганăн аслă ывăлне лартса килтĕм.
— Апла ăçта вăл?
— Кӳршĕ яла, Савик хуçа патне, анса юлчĕ.
— Пуян пуян патнех кĕрет ĕнтĕ, — асатте тепĕр хут сăмаха хутшăнчĕ. — Ухик шăллăм, эсĕ, чăнах та, хуçана тухман-и? Питĕ чаплă тумланнă.
— Хуçа пулма та хăратăп, Тимахви пичче, укçи нумай тесе, çул çинче таркăнсем вĕлерсе пăрахĕç, — кулса ячĕ Ухик.
Вăл пирĕн ял çынни иккен, халĕ Хусан çывăхĕнчи пĕр чăваш ялĕнче, Байдуган ятлă пуян хуçа патĕнче, тарçăра пурăнать. Пирĕн ялта унăн пĕр-пĕччен амăшĕ çеç, ăна ялйышсем Сахьяна карчăк тесе чĕнеççĕ.
— Байдуган хуçа Савикпе хурăнташланма шутлать, — тесе, Ухик ушкăнти çынсем çине пăхкаласа илчĕ, — сисмĕр те ак, хĕр кăларса кайăпăр.
Куна илтсен, эпĕ сасартăк хăраса ӳкрĕм, Ухике курайми пултăм. Манăн тантăшсем те пĕр-пĕринпе пăшăлтатса калаçма тытăнчĕç. Мана тырă вырма пулăшасшăн ырă сăмах каланă Зойăна тавраран ниçта та ярас килмест.
— Тĕклĕ ура чăх сыхлать, чăххи чее, тыттармасть, теççĕ. Çавăн пек ан пултăр, — ĕхĕлтетсе каларĕ Керим.
— Мĕншĕн тата?
— Савик хĕрĕ хăй пек вĕреннĕ çыннах куç хывнă, теççĕ. Шăмăршă учительне, Пăшатан ывăлне, тухать, тет.
— Манăн хуçа пек пуян купса чăвашра урăх çук. Ăна пĕтĕм тĕнче, хранцусра та, акăлчанра та пĕлеççĕ. Кампур хулинче вăл лавкка тытать, хăй пĕрмай нимĕç тăлмачĕпе çӳрет, — сăмаха вĕлтĕртеттерсе илчĕ Ухик. — Ун пек çын мулне хапсăнман хĕр тĕнчере пур-ши вара вăл?
Ильпăрас текех Ухик павранине итлесшĕн пулмарĕ, хуран умне чĕркуçленсе кĕлтума, турăран çумăр ыйтма тытăнчĕ. Халăх шăп пулчĕ. Эпир, ача-пăчасем, ваттисем хыçне тирĕк-чашăксем тытса тăтăмăр. Кашнийĕнех часрах çуллă пăтă çисе пăхас килет.
Чӳк кĕлли хыççăн манăн ырă кăмăллă асатте Ухике те хуран пăтти чашкине тыттарчĕ, хăйпе юнашар çыран хĕррине ларма сĕнчĕ.
— Пуянсем çумĕнче пирĕн ĕç çук, — терĕ вăл Ухике, — вĕсем авланĕç, туйне те тăвĕç, ятлаçĕç, килĕшĕç те. Хăйсен ирĕкĕ. Эсĕ çавна кала-ха, Хусан енче çумăрсем çукаларĕç-и, тырăсем мĕнле?
— Атăл тăрăхĕнче çукаларĕ те, тырăсем чаплă мар, Тетĕçре ыраш хакĕ икĕ пус ӳснĕ теççĕ.
— Пирĕн пурпĕрех сутмалли çук, — асатте, хуран тăвра карталанса ларнă халăх çине пăхса, хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ. Эпĕ вăл «Пихампар» тенине çеç илтрĕм. Пихампар — чăвашсен чи çӳллĕ пĕлĕт çинче пурăнакан турри, çĕр çинчи пĕтĕм тӳре-шарана пăхса тăрать.
Ухик, чӳк пăттине мухтаса, ваттисене тав турĕ те кайма тăчĕ.
— Тимĕрçĕ ачи! — тесе, вăл мана хăй патне чĕнсе илчĕ. — Атя, лар, тăрантаспа катаччи чуптарам. Эпĕ сан пек ачасене юрататăп. Пĕчĕккĕ чух хам та шухăччĕ, никамран хăрамастăм!
Эпĕ Эçука та хампа юнашар лартасшăн пултăм.
— Иккĕн ларма юрать-и, эпир ялан пĕрле çӳретпĕр.
— Кам ачи эсĕ? Э-э-э, пĕлетĕп. Эрнаслу инке ачи, Лар. Епле пысăкланса кайнă. Шкула çӳреместĕн-и?
Ухик, пире лартса, ял енне тĕрĕлтеттерчĕ. Эпир савăннипе ниçта кайса кĕме пĕлместпĕр. Чӳк пăтти çисе таврăнакансем пурте сакăл ураллă ăйăр çине тĕмсĕлсе пăхаççĕ. Ял тăрăх пĕр-иккĕ хутласан, Ухик çырма хĕрринчи мунча пек пĕчĕк пӳрт умне çул тытрĕ. Унта Сахьяна карчăк пурăнать. Вăл, вăйран тайăлнăскер, Пăла хĕррине çумăр чӳкĕ тума та анман. Ухик пӳрте кĕрсе кайрĕ. Эпир тăрантас çинчен анас-и, анас мар-и текелесе ларатпăр.
Çĕр çине тĕренсе ларнă хĕвел пайăркин çути пире хирĕç çурт кантăкĕ çинче вылять, куçа йăмăхтарать. Çавăнпа та пĕтĕм урам хĕп-хĕрлĕн курăнать. Акă пире кӳршĕ карчăкĕсем çавăрса илеççĕ.
— Сахьяна кинĕм, урхамахна тухса кур-ха! — тесе кăшкăраççĕ Ухикрен тĕлĕннĕ хĕрарăмсем. — Ывăлу, тарçăра пулсан та, епле чаплă çӳрет!
Сахьяна карчăк, шывланнă куçĕсене саппун аркипе шăлкаласа, урамри тантăшĕсем патне тухать, ывăлне тек ниçта та ямастăп, килтех усратăп тесе хытах евит тăвать.
— Кин кĕртес пулать, кин, унсăрăн ун пек усала тухнă касака тытса чарма хĕн, — харăсах ик-виçĕ хĕрарăм сасси илтĕнет ушкăнтан.
— Çитет тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳрени, — ӳпкелешнĕн калать Сахьяна карчăк, — кам пĕлет, вилĕп кайăп та, çын йĕркеллĕ пытаракан та пулмĕ.
Унăн хурлăхлă сассине илтсе, ывăлĕ те урама тухать, пире куç хĕссе, лаши çине кăтартать. «Мĕнле, лаши килĕшет-и?» — тенĕ пек туйăнать. Эпир, Эçукпа иксĕмĕр те, сакăл ураллă ăйăра мухтатпăр.
— Анне, эпĕ Савик патне çитсе килем-ха, тен, хуçана лав кирлĕ пулĕ.
— Апат çимесĕрех каятăн-и, ачам?
— Эпĕ нумай тăмăп, анне. Çĕр выртма килех килĕп, — Ухик тăрантас çине сиксе ларчĕ.
Тапранса кайма ĕлкĕреймерĕмĕр — пире хирĕç таçтан Ильпăрас ывăлĕ Тиххăн сиксе тухрĕ. Аллинче хăйĕн — шăнкăравлă хуткупăс. Эпир Эçукпа иксĕмĕр те Ухик лашине маларах хускатма ĕлкĕрейменнишĕн пăшăрханса илтĕмĕр. Тиххăнпа Ухик пĕр-пĕрне алă пачĕç. Калаçу пуçланчĕ. Ухик Тиххăн аллинчи хуткупăса тӳрех мухтаса тăкрĕ. Кăна хирĕç Тиххăн та кавăн вăрри пек шултра шăлне кăтартса кулса илчĕ:
— Айта улăштарар, эпĕ сана купăс парам, эсĕ лашуна пар.
— Лаши хамăн мар-çке.
— Э, мĕншĕн эсĕ ют çын лашипе çӳретĕн, — тĕртсе илчĕ пуян Ильпăрас ачи. — Хăвăннипе çӳрес пулать.
— Пĕлессӳ килсен, санăн купăсу та хăвăн мар вĕт?
— Мĕнле хамăн мар? Камăн?
— Аçун... — Тиххăн куçĕнчен пăхса тавăрчĕ Ухик. — Аçу укçипе илнĕ вĕт ăна? Манăн атте лавкка хуçи пулманнишĕн эпĕ айăплă мар-çке, çитменнине, вăл эпĕ çуралнă-çуралманах вилсе кайнă: шыв арманĕ те хăварман, выльăх-чĕрлĕхĕ те пулман.
— Эсĕ, ютра çӳресе, чĕлхепе ĕçлеме вĕренсе çитнĕ иккен.
— Ун пирки мана чӳкре те каларĕç-ха. Эсĕ ма унта пулмарăн?
— Сăкăт вăрманне çаран пăхма кайнăччĕ, — кунăçлăн каласа хучĕ Тиххăн, — каçпа вăййа тухăн-и?
Ухик текех пуян ачине вăрçтарса тăрасшăн пулмарĕ, йĕри-тавра пăхса илчĕ те тилхепине карт туртрĕ.
Эпир каллех тусан кăларса ял тăрăх вĕçтеретпĕр, урамри çынсене тĕлĕнтерсе сакăл ураллă çилçуната пĕрре ĕрĕхтерсе яратпăр, тепре, пуçне каçăрттарса, ташлат-тарса илетпĕр. Ял хĕрринчи тимĕрçĕ лаççи патне çитсен, Ухик пире атте патне антарса хăварчĕ. Эпир ăна пружин-лă тăрантас сăпка пек çемçен сиктерни çинчен ăмăртмалла каласа паратпăр. Атте темшĕн пĕртте чĕнмерĕ. Вара эпир анне патне чупрăмăр, унтан Эçук ашшĕпе амăшне те хамăр кăмăла çĕклентернĕ Ухик çинчен хыпар турăмăр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...