Пăва çулĕ çинче :: Аттене Савик чĕнет
Умра йывăр пучахлă ыраш хумханать. Ăçта пăхнă унта выракансем турра кĕлтунă пек пуçĕсене тайса пĕшкĕнни курăнать, çурла кăчăрт-кăчăрт туни илтĕнет, сарă уй çĕмелсемпе те суратсемпе улаланать. Ăна вĕçĕнчи çулпа кĕлте турттаракансем ирте-ирте каяççĕ. Ĕлкĕрнĕ ыраша çийĕнче вырса пăрахмасан тăкăнма, сая кайма пултарать. Вырмалла, пикенсех вырмалла. Анчах та пуçран асамăçла хăват — электричество — тухмасть. Питĕртен таврăнакан Ухикĕн сăмсасăр карттусĕ те куç умĕнче тăрать, асатте лашине вăрлакан вăрра тытакан çăра та тăвас килет. Алăра — çурла, анне каçалăкĕ ялан малта, манăн та ăна хăваласа çитес пулать. Кăчăрт-кăчăрт тăвать çурла. Кĕлте хыççăн кĕлте çыхатăп, кăнтăрлахи апат вăхăчĕ час çитет-ши тесе, пĕлĕт çине пăха-пăха илетĕп. Уй урлă хăмăр пĕлĕт татăкĕсем çеç, хырăмпа шунă пек, хыçал енне куçаççĕ, хĕвел ăçта çитнине ниепле те чухлама çук.
— Пирĕн пахчари хăяра Кутĕрке ачисем вăрлаççĕ, — тесе, анне каллех вăрра тытакан асамăçла çăра çинчен аса илчĕ, — çавсене çара ура тупанĕсенчен хыптарасчĕ. Хăяр шĕшлĕ аври пек пулчĕ-тăк — йăран çинче тăмасть вара.
— Ун пеккисем çинчен шăнкăравпа систерекен тума пулать, — анне кăмăлĕ çаврăннăшăн хĕпĕртесе калаçма тытăнать атте. — Ют çын пахчана пырса кĕрет кăна — пӳртре шăнкăрав шăнкăртаттарма пуçлать. Эх, тĕнчере тем те тума пулать те çав, пĕлни çитеймест-ха, элементсене мĕнрен тумаллине ăнкартаймастăп. Çак Ухикрен ыйтса пăхас-ха, кăтартса памĕ-и?
— Асту, кĕтсех тăр, кăтартмасăр. Çынсем пурте сан пек уçă кăмăллă пулĕ.
— Ара, хăй сас турĕ, кĕнеке илсе килтĕм терĕ, пыма каласа хăварчĕ.
— Кĕнекине те ахаль парас çук ĕнтĕ вăл.
— Ахаль кам патăр. Ун пек хаклă кĕнекене укçалла парсан та, тав тăвăттăм та, сутаканни çук-çке.
— Кĕнеке тесен, укçана хĕрхенсе тăмастăн вара. Мĕнпурĕ миçе тенкĕлĕх илтĕн пулĕ ĕнтĕ? Кĕнеке вырăнне илесчĕ, пĕрех хут, пĕр-пĕр сысна çури, раштавра какайлă пулнă пулăттăмăр.
— Пĕркун Чĕрĕп Ваçлейĕ сутатчĕ, сысна таврашĕ кирлĕ мар, сăсăл çук терĕн.
— Эсĕ арçын. Санăн мана итлемелле марччĕ...
— Юрĕ, малашне çапла тăвăп, сан сăмахна хăлхана чикмĕп. Пĕр тесен, пăрах шавлама, вырма килнĕ-тĕк — вырас пулать.
— Пуян Арçук хĕрĕ çĕтĕк Ахмар таврашĕ умĕнче ĕмĕр те чĕнмесĕр тăмĕ. Ман аттене Пăла тăрăхĕнче пĕлмен çын та çук. Унпа чаплă Байдуган та пĕртăван пек калаçать. Шăнкăртамри усламçăсем те ăна курсан çур çухрăмран çĕлĕк илеççĕ. Хĕр чухне мана çураçакансем Ишлĕ-Шетмĕрен, çирĕм пилĕк çухрăмран, килетчĕç. Сана тухни хупларĕ мана. Çын куçĕ умне курăнма намăс — лапчăк пӳртре усратăн. Пирĕн пек чухăнни ялта та сахал. Теприсем уйрăлса тухнă-тухманах шатрун тăрăллă пӳрт лартаççĕ, чăх вĕçсе каçайми лупас тăваççĕ.
Анне ятлаçнине хирĕç хальхинче атте кулкаласа çеç илчĕ, унăн куçĕсем «чĕлхен шăмми çук, павра» тесе каланăн туйăнчĕç. Анне енне пăхса, вăл лăпкăн кăна тавăрчĕ:
— Эпĕ сана вăрласа кайман вĕт, темшĕн ху тухса пытăн?
Çапла ерипен çеç каланă сăмахсем аннене сасартăк чĕлхесĕр турĕç, шăпах пулчĕ вăл, çурлине кĕлте çине хурса, хĕрле çыхнă тутăрне те салтса арăмла çыхрĕ, куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ.
Эпĕ аттепе анне пĕрне-пĕри ӳпкелесе калаçнине пĕрре çеç илтмен. Анне, чухăн çын ывăлне качча тухрăм тесе, аттене ӳпкелеме тытăнсан, кирек хăçан та атте хăйне айăпа кĕнĕ çын тесе шутламасть. Аттепе анне туйĕ пирки пирĕн таврашсем тĕрлĕ калаçаççĕ. Эпĕ, ача çеç пулсан та, ăна-кăна тĕшмĕртетĕп. Маншăн çакă палăрать. Кукаçи, пуянскер, чухăн Ахмар таврашĕсемпе хурăнташланасшăн пулман. Анне ашшĕ-амăшĕсенчен вăрттăн Ахмар килне хăй ирĕкĕпе тухса пынă. Çĕнĕ çынна асаттепе асанне те тарават пулман-мĕн. Тен, çавăнпах та аттепе анне эпĕ çураличченех тĕп çуртран уйрăлса тухнă, ют çын патĕнче хĕл каçнă. Кун пирки анне çапла калать: «Пире аслаçу килĕнчен уйрăлса кайнă чухне кашăк та паман», — тет. Ял хĕрринчи пӳрте лартма кукаçи Шăхале кайса кĕлет пури туянса панă пулать, вара пушмак пăрупа икĕ сурăх та кукаçи картишĕнченех илсе килнĕскерсем пулнă, тет. Пыра-киле атте тимĕрçĕ лаççи лартнă. Малтанласа вăл сӳре шăлĕсемпе катăк пуртăсем çеç туптанă, анчах пысăк ăста пулма ĕмĕтленнĕ, инçетри хуласенчен кĕнекесем çырăнса илнĕ. Вырăсла лайăх пĕлменнипе вăл нумайăшне ăнланса та илеймен. Апла пулин те, атте пуçа усман. Эпĕ çичче çитнĕ çĕре атте таврари халăхшăн паллă ăста пулса тăнă. Анне çапах та ӳпкелешет, ремеслапа пурăнакансене вăл темшĕн юратмасть, аттене те кукаçи пек суту-илӳпе йӳнеçтерме хистет. Эх, ăнлансанччĕ вăл çын чунне! Эпĕ, ача пулсан та, ăста çын темле пуянтан та хисеплĕрех иккенне пĕлетĕп. Уссе çитĕнсен, эпĕ те атте çулĕпех кайăп. Ухик пек техника тухăп. Аттепе сиксех тавлашнă хыççăн анне шăпланчĕ те хурлăхлă куçĕсемпе ман енне çаврăнса пăхрĕ: «Пилĕкӳ ыратмасть-и?» — тесе ыйтрĕ. Эпĕ алăри çурлапах ун патне пырса тăтăм, темле ырă сăмах каласа, манăн анне кăмăлне йăпатас килчĕ.
— Анне, ан хурлан, — терĕм эпĕ, çĕреллех пăхса, — аттене те ахалех ан вăрç. Ун пек ăста пирĕн вулăсра та урăх çук. Ахалех ятлаçатăр.
Айккинчен пăхса тăракан атте пуçне сулкаласа кăштах кулса илчĕ.
— Амăшĕ, кур, ывăлу епле ачашланма юратать, кушак пек.
— Тăван ашшĕпе амăшĕ умĕнче ачашланнишĕн хăрамалли çук-çке, — тесе, анне те аттепе кунаçлăй калăçма тытăнчĕ.
Тăвăл иртсе кайрĕ. Аннен уяртнă пĕлĕт тĕслĕ куçĕсем уççăн ялкăшса илчĕç, аттен ăшă куллине те шĕвĕр янахĕ çинчи сарă сухалĕ çеç пытарса тăрать пек. Ырă кăмăлтан тухакан сăмахсем пирĕн пĕчĕк çемьери урлă-пирлĕсене çĕнтерсе пăрахрĕç. Атте те анне мĕн калассине кĕтсе çеç тăрать, çийĕнчех унпа килĕшет, анне те аттен кашни сăмахне хăлхине чикет, унăн шухăшне хисепе илсе, аттене хĕрхеннине систерет.
Ырă кăмăлпа ĕçлесен, кирек мĕнле ĕç те кунăçса пырать, теççĕ. Аттепе анне пĕр-пĕрин хутне кĕрсе ăшшăн калаçма тытăнсан, сисмерĕмĕр те, пирĕн каçалăксем кал-кал малалла шăва пуçларĕç. Кăнтăрлахи апатчен анне утмăл кĕлте турĕ, атте — аллă пиллĕк, эпĕ — çирĕм иккĕ.
Ана вĕçĕнчи урапа патне çитсен, эпĕ часрах шăналăк çине тăсăлса выртрăм, атте мана хирĕç вырăн йышăнчĕ. Анне шăналăк варрине хĕрлĕ сĕтел çитти сарчĕ, çăкăр кăларса хучĕ, урапа айĕнче сулхăнта ларакан кăкшăмран чашăк çине хăймаллă турăх ярса пачĕ.
— Тăраниччен çи, — терĕ вăл мана, — яшка паян каçсăр лекмест.
Турăх хыççăн сĕтел çитти çине анне сивĕ кĕсел тирĕкĕ лартса пачĕ, ăна килте чухне эпĕ шерпетлĕ шывпа сыпса çиекенччĕ те, кунта, уй варринче, шерпет çинчен асăнма çук, çавăнпа атте турăх чашки çине сивĕ шыв ярса пăтратрĕ, уйран турĕ те унпа сыпса çиме тытăнчĕ. Ăна курса, эпĕ чечеклĕ йывăç кашăка кĕсел чашкине чиксе кăлартăм. Темшĕн кăмăла каймасть мана çак кĕсел. Ăна сĕлĕ çăнăхĕнчен вĕри шывпа юхтарса пĕçереççĕ, вĕрилле çинине курман эпĕ, кирек хăçан та сивĕтсе, тутлă шерпетпе е йӳçĕ кăваспа сыпса çиеççĕ. Эпĕ килте чухне те çакнашкал кĕселе çисех кайман, ку пушшех те анмарĕ.
— Эх, ачам, йĕс пыр, — тесе тĕртсе илчĕ мана анне, — кĕсел хырăмĕ эсĕ мар ĕнтĕ вăл, ме, Питрав такинчен тунă шăрттан татăкне астивсе пăх...
Апат хыççăн эпĕ ана вĕçĕнчи улăха вĕренленĕ лашана утланса, Пăла хĕррине шăварма кайрăм, тӳперен хĕвел çутатса пăхать, çанталăк пĕçерте пуçларĕ, лаша хыççăн хăмăр пăвансем сăрлатса хăвалама тытăнчĕç. Лаша ниçта кайса кĕреймест, хӳрипе пĕр енчен тепĕр енне çапса илет, малти урисемпе те çиллес така пек тăрслаттарать, пуçне те вĕçĕмсĕр ухать, эпĕ хăваламасăрах, малалла ыткăнса чупать.
Пăла хĕррине çитсен, эпĕ тумтире хăпăл-хапăл хывса пăрахрăм та, лаша çине утланса, шыва кĕрсе кайрăм, унăн купарчи çинчи мăнтăр пăвансем тин шыв çине тăкăнчĕç.
Ман пек кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче Пăла хĕррине шыва кĕме пыракансем хушшинче эпĕ Савик хуçа тарçине, Якрава, тĕл пултăм.
— Эпир сире паян иртенпех шыратпăр, — тесе, вăл мана халех шывран тухма васкатрĕ.
— Мĕн пулнă вара?
— Утелне çĕрĕ çине жнейка кăлартăмăр та, тем амак пулчĕ, вырмасть. Аçуна чĕнсе каяс тетпĕр.
Эпĕ Якрава хамăр ана çине ертсе кайрăм. Урапа айне канма выртнă атте çывăрсах кайнă иккен. Кĕлте сулхăнĕнче анне канать. Пирĕн сасса илтсе, чи малтан вăл вăранчĕ.
— Кивĕ йăран тĕлне выртрăм пуль, чутах ийе чăмласа хăвармарĕ, халь те вăранса кайрăм, — тесе, вăл хулне тыткаласа пăхрĕ. — Тем каласан та, эпĕ ийе çулĕ çине выртнă.
Йăран тăрăх ийе çӳрет тенине эпĕ нумай илтнĕ, анчах вăл çынна мĕнле чăмласа кайма пултарнине ниепле те тавçăрса илейместĕп, Çавăнпа ун пирки аннерен ыйтрăм:
— Ийе вăл кашкăр пек-и е упа пек-и?
— Усал вăл. Сана курать, хăй çын куçĕ умне курăнмасть. Асту, ачам, йăран хĕррине нихçан выртнă ан пул. Тем курса тăрăн.
Якрав, урапа çывăхне пырса, темиçе хутчен те ӳсерем пекки туса пăхрĕ, «йысна» текелесе те илчĕ, атте ниепле те ыйхăран вăранмасть.
— Ашшĕ, ашшĕ тетĕп, тăр-ха, Якрав килчĕ, вырма пулăшас тет.
Аннен çак сăмахĕсем Якрава тĕртсе илнĕн туйăнчĕç-мĕн — вăл ниçталла мар пулса кайрĕ, ĕç вăхăтĕнче чăрмантарса çӳренĕшĕн каçару ыйтнă пек, тӳрех кĕрĕшсе вырма çӳрекенсем мĕн хакпа килĕшнине систерчĕ. Ку вăл «Сире чăрмантарнăшăн пĕрер çурпилĕк Савик хуçа шучĕпе хамăрах вырса парăпăр» тени пулчĕ-мĕн.
Атте вăрансан, эпĕ чи малтан анне ятлаçма тытăнасран, вырас вăхăтра уй тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳретĕр тесе каласран шиклентĕм. Çын умĕнче анне пĕр усал сăмах каламарĕ, аттене те Савик машини патне кайса пăхма хăех сĕнчĕ.
Аттепе Якрав хыççăн манăн та, каçалăк умĕнчен пăрахса, машина юсанă çĕре каяс килчĕ. Эпĕ анне çемçе кăмăллă пулмĕ-и тесе йăлăннăн унăн куçĕнчен пăхса илтĕм. Вăл ман хута кĕрсе пĕр сăмах чĕнмерĕ, ывăçĕнчи кĕлти çыххине пĕтĕрсе урипе пусрĕ те пикенсех вырма тытăнчĕ. Эпĕ хам çурлана кĕлте çине тăрăнтарса лартрăм, атте çурлипе вырса пăхасшăн пултăм. Атте аллинчи хĕрлĕ авăрлă çурла çăмăлрах, килĕшӳллĕрех пек курăнчĕ. Вырма тытăнтăм та, пĕр кĕлте те тăваймарăм, кача пурнене хайăрттарса илтĕм. Каснă тĕлтен юн тапса тухрĕ. Анне суран çине курăк çулçи хучĕ те кĕпе аркинчен çурса илнĕ çĕтĕкпе çыхса ячĕ.
— Астуса выркала, ачам, тем курса тăрăн. Кăна пĕлнĕ пулсан, сана аçупа пĕрлех хăваласа ямаллаччĕ-мĕн.
Паянлăха текех вырасси пулмарĕ ĕнтĕ. Ĕçсĕр ларас мар тесе, эпĕ сысна çури пек йăтăнса выртакан тулли кĕлтесене çĕмел тума пĕр тĕле йăтма тытăнтăм.
Атте хĕвел анас умĕн тин таврăнчĕ. Унпа пĕрле вăрăм пусма кĕпеллĕ, шерепе çиттуниллĕ виçĕ тутар арăмĕ ерсе килчĕç. Вĕсем пирĕн анана кĕрĕшсе вырма килĕшне иккен.
— Савик хуçа машини мĕншĕн вырман? — тесе ыйтрăм эпĕ аттерен.
— Шатунĕ хĕсĕнсе ларнă пулнă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...