Хуняма :: Пĕрремĕш пайĕ


Чаршав

 

Тăваттăмĕш картина

Декораци çавах. Каç енне сулăннă, Серахви урам еннелле пăхса ларать. Кулюк киле кайма хатĕрленет.

 

Кулюк. Ачасенчен ыр курасси пулмарĕ. Пĕри ĕçке ерчĕ, тепри...

Серахви. Мĕн тепри?

Кулюк. Тепри хусах арăма юлать.

Серахви. Эсĕ тăрăшнипе, анне.

Кулюк. Алăран ан вĕçерт терĕм вĕт.

Серахви. Ан вĕçерт...

Кулюк. Халех кайса пăх, мĕн хăтланса çӳрет вăл.

Серахви. Ăçта?

Кулюк. Ăçта пултăр, çавăнта... ăçта пуçтаранаççĕ.

Серахви. Камсем?

Кулюк. Камсем пултăр, ха-ха та хи-хи-хисем. Артист пеккисем.

Серахви. Пĕлместĕп.

Кулюк. Пĕлмелле. Упăшка вăхăта ăçта ирттернине пĕлмеллех.

Серахви. Каймастăп.

Кулюк. Мĕнле каймастăн?

Серахви. Пăхăнмастăп.

Кулюк. Пистерес пулать ăна унтан.

Серахви. Унта кайса намăсланса çӳреместĕп.

Кулюк. Сан упăшку такамсемпе йăкăлтатса çӳрени намăс мар-и? Сана пăрахса кайни намăс мар-и?

Серахви. Ах, анне! Ырă аннем, чунăм-чĕрем ыратать.

Кулюк. Лăплан, хĕрĕм, лăплан. Мана хĕрхенмесен те, пулас ачуна хĕрхен. (Шыв пырса парать.) Акă ĕç, ăншăрт ирттĕр.

Серахви. Мĕн пулса тухрĕ-ха капла?

Кулюк. Халех майлаштаратпăр, ун айне пулмастпăр. Прокурора пĕлтеретпĕр, милицине илсе килетпĕр.

Серахви. Ах, анне, милиципе юраттарас тетĕн-и ăна? Култаран эсĕ.

Кулюк. Култаран? Ăна култармалла-и? Эппин, халех кайса пăх, мĕн хăтланса çӳрет вăл.

Серахви. Ниçта та каймастăп.

Кулюк. Мĕнле каймастăн? Вăл сана мăшкăлласа сан ятна ярать те, эсĕ каçарас тетĕн-и?

Серахви. Тĕнчене култарса çӳреместĕп.

Кулюк. Çавăн айне пулмалла-и? Çавна култармалла-и? Хамăр ята ямалла-и? Пирĕн йăхра, Сухăр йăхенче, нихăçан та çын хурри пулман.

Серахви. Анне!..

Кулюк. Лăплан, хĕрĕм, санăн пăлханма юрамасть терĕм-çке.

Серахви. Епле пăлханас мар-ха, анне!

Кулюк. Çуралас ачуна шелле, хĕрхен, суккăр-чăлах пулсан е вилĕ çуралсан?

Серахви. Ан хăрат эсĕ мана, анне.

Кулюк. Хăратма мар, тĕрĕссине çех калап, атя тумлан та, каялла çавăрса килер ăна кунта.

Серахви. Мăн кăмăллă эпĕ, анне, мăн кăмăллă. Юратмастăп пăхăнма, йăлăнма.

Кулюк. Эпĕ те мăн кăмăллă. Анчах мăн кăмăллă тесе мăн хырăмна мăкăртса юлас тетĕн-и?

Серахви. Каймастăп эпĕ унта.

Кулюк. Кутăн! Эпĕ каятăп, питĕнчен сурса намăслантарса илсе килетĕп.

Серахви. Вут хурса ан çӳре.

Кулюк. Юрать, юрать, ан пыр, ан пыр, хамах, хамах. (Тухса каять.)

Серахви. Ах, ку пирĕн аннепе, тем курса ларăн. (Васкаса тăхăнать.) Намăс кăтартать вăл, намăс кăтартать.

 

Васкаса тухса каять.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6