Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай


I

Ятманпа Олимпиада Осиповна умĕнче виçĕ ял картти сарăлса выртать. Хăш вырăнта мĕнле тăпра пулнине кура, ăна тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа сăрласа пĕтернĕ. Ятман ку карттăна тăрăшса урăх хут çине ӳкерет. Вăл ĕçленĕ май аллине пĕрре хура кăранташ, тепре кăвак е симĕс кăранташ илет.

— Çапах та лайăх мар, Олимпиада Осиповна, — пуçне карттă çинчен çĕклемесĕрех ӳпкелешет вăл. — Хам ӳкернĕ япалана тепĕр хут ӳкерттеретĕн.

— Темĕн, сан ĕçӳ мар пулмалла, ăна пĕр-пĕр агрономах туса хатĕрленĕ курăнать, — тет лешĕ.

— Ара, ху каларăн вĕт-ха ял Советĕнче тупрăм тесе?

— Ăна эпĕ хам ĕçленĕ чухнех тунă. Пĕр эрне асаплантăм. Олангаев, сыхласа усрас вырăнне, сире панă, вăрçатăп-ха эпĕ ăна...

— Шкап тăрринче вырттариччен, паллах, мана памалла пулнă.

Карттă пулса çитсен, Ятман агронома хăйĕн патнерех чĕнчĕ.

— Кил-ха, карттăна вĕренме пуçлар, çитес çулсем валли стратегиллĕ план туса хатĕрлер. — Вăл аллинчи кăранташĕпе виçĕ ял хирне çавăрса кăтартрĕ. — Хăш колхозăн çĕр пуринчен лайăхрах, Олимпиада Осиповна?

— Турикасăн, — терĕ Липа.

— Турикасăн-и вара? Пирĕн мар-и?

— Çук, Атăлкассин тăм ытларах.

— Эпĕ хамăрăнни пирки ыйтатăп, — вĕриленчĕ Ятман.

— Эсĕ хăш ял ĕнтĕ — Атăлкасси-и е Тутаркас-и?

— Тутаркас, паллах.

— А-а, Тутаркас-и? — кулчĕ Липа. — Апла эпир пĕр ялсемех. Пирĕн çĕр начартарах. Çырма-çатра нумай. Анчах пирĕн ытармалла мар пĕр вырăн пур — шыв сикки. Хамăрăн пĕчек Ниагар пур.

— Вăл тĕрĕс, — килĕшрĕ Ятман. — Ун пек шыв сикки Чăваш республикинче урăх ниçта та курман.

— Эпĕ, пĕрремĕш хут кунта килсен, ăна сехет хушши пăхса тăтăм. Ун чухне электростанци тума пуçланине пĕлмен, эх, мĕн тери вăл сая кайса выртать, тесе шутласа илтĕм.

— Сая каймасть, вăрçă пĕтсен ак электростанцине туса çитеретпĕр, — хăрах чĕркуççипе тенкел çине чĕркуçленчĕ Ятман.

— Вăрçă пĕтсен-и? — терĕ Липа. — Вăрçă пĕтсен эпир Днепрогэса та тăватпăр.

Ятман, ăнланман пек, ăна куçран пăхрĕ, анчах нимĕн те чĕнмерĕ, аллинчи кăранташĕпе шыв сикки вырăнне ытларах сăрлама çеç тытăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ карттă çинчи кăвак пăнчă çырма икĕ айккипе таçта çити сарăлса кайрĕ, вăл тем пысăкăш кӳлĕ евĕр курăнакан пулчĕ.

— Çапах та хăвăн стратегиллĕ план мĕнлине каламарăн-ха, — карттăна агроном çумнерех шутарчĕ председатель.

Липа, ăна нумайччен ăнлантарас пек, аллине линейка илчĕ.

— Манăн план — пур колхозĕпе те вăйлă тырпул туса илесси.

— А вăрттăн плану мĕнле? Вăйлă тырпулшăн пыракан кĕрешӳре Тутаркас колхозне мала кăларасси. Çапла-и?

— Çук, — терĕ Липа. — Маншăн кирĕк хăш колхоз тухсан та пурпĕрех.

— Урăххи мĕн вара?

— Халиччен ку таврара пулман тырпул туса илесси..

— Авă мĕнле! Эппин эс каллех хăвăн звеносемшĕн çапăçасшăн ĕнтĕ, — тутине пăрчĕ Ятман. — Анчах эпир сан чи лайах звеньевойсене бригадира лартасшăн. Эсĕ ун çине мĕнле пăхатăн?

— Укахвипе Зейнаба-и? — парторг кам çинчен каланине çийĕнчех тавçăрса илчĕ Липа, унтан, лешне пĕр сăмах хушма памасăр, хăвăрттăн калама пуçларĕ: — Ан та шутлăр. Тырă вырса кĕриччен вĕсене нимле урăх ĕçе те куçарма памастăп. Левентай Укахвие звеноран уйăрса çулйĕр ĕçне ят те çитĕ. Ах, ăçтан шухăшласа кăлараççĕ çак колхоз председателĕсем?

— Эпир урăх ĕçе куçармастпăр, звено вырăнне бригада паратпăр, — ăнлантарма тăчĕ Ятман. — Вĕсем акнă участоксем хăйсен бригадинчех юлаççĕ.

— Пурпĕрех юрамасть. Участок хăйсен аллинче юлни вăл ниме те пĕлтермест, вĕсем унта ĕçлеймеççĕ. Эпĕ бригада мĕн иккенне пĕлмен çын мар.

— Вара эсĕ бригадăна ертсе пымалли çынсене звенора тытасшăн-и? Ку вăл тĕрĕс мар вĕт, агроном?

— Кĕркунне илĕр ман хĕрсене, халь памастăп, — терĕ Липа çирĕппĕн.

Ятман тек тавлашма шутламарĕ, анчах хăй унпа килĕшменнине те пытармарĕ:

— Ĕçлеççĕ ĕнтĕ вĕсем хăйсен сакăр гектарĕ çинче. Ăна уйрăмăн сухалаççĕ, акаççĕ, сӳрелеççĕ, удобрени параççĕ. Ну, гектартан çирĕм центнер тырă туса илеççĕ, тейĕпĕр. Бригадăпа вĕсем гектар пуçне вунпилĕк центнер туса илсен те ытларах усă кӳреççĕ. Ман шутпа, звено сан ĕçне те чăрмантарать: эсĕ бригадăпа, колхозпа ĕçлес вырăнне ялан звеносем тăрăх чупатăн.

Липа чĕнмерĕ, вăл, тем шыранă пек, пуçне пĕшкĕртсе карттă çине куçне сиктермесĕр пăхса тăчĕ. Унăн сарă çӳçĕн пĕр ярăмĕ çивиттинчен тухса карттă çине усăннă, хĕр ăна та тирпейлемест, пикенсе вуланăран асăрхамасть те тейĕн.

«Шухăшласа пăхать те кайран килĕшет, — терĕ Ятман хăй тĕллĕн. — Килĕшмесен вара, ку калаçу райкома çитет». Вăл сăмаха урăх çĕрелле пăрчĕ.

— Юрĕ-çке, куç курать унта, кирек кам пулса ĕçлеччĕр, анчах ман вĕсене пĕр-пĕринпе ăмăрттарас килет, — терĕ.

Липа хăйĕн кăн-кăвак куçĕсене Ятман çине çĕклерĕ — çук вĕсенче кӳренӳ палăрмасть, хĕр йăвашшăн пăхать.

— Ăмăрттарăр, кам чарать сире?

Сассинче вара кăшт йăлăнтарни сисĕнет, йăлăнтарни те мар пулĕ вăл, хăйне ытларах хисеплеме ыйтни çеç. Ятман ăна çемçен çеç тавăрчĕ:

— Çавна калатăп çав, эх, ăмăрттарасчĕ ку хĕрсене, тетĕп.

— Кам та пулин кансĕрлет-им вара? Эс ют ял çынни пек ан калаç-ха. Таçтан килнĕ çын пек «кам та пулин кансĕрлет-им?» тесе ан тăр. Вăл санран та нумай килет.

— Тен, эпĕ ют ял? Эсĕ мана Тутаркас çынни тесе шутлатăн-и?

— Урăхла мĕнле тата?

— Ĕнтĕ эпĕ Турикаса куçатăп, кунта пурăнса çитет, — тахçанах шухăшласа хунă япалана пĕлтернĕ пек татса каларĕ Липа.

— Ак тамаша! Эп Атăлкассинче чухне вăл — Тутаркасра, Тутаркаса килтĕм те, вăл Турикаса тарать. Эпĕ унта пырсан ăçта таратăн? Эсĕ йăвасăр кайăк пулĕ, пăрчăкан евĕр вĕçсе кăна çӳретĕн.

— Çапла кирлĕ. Агрономăн кайра пыракан колхозра пурăнмалла.

— Пурăнма кунта юрать, кайра пыракан колхоза ытларах пулăшмалла çеç. Эп çапла ăнланатăп.

— Çук, — терĕ Липа. — Хваттер те унта пулмалла. Кайра пыракан колхоза хăвăн колхозу тесе шутламалла, вара вăл юлса пынипе пушшех те килĕшес килмĕ. Ман Катрам Иванне сиртен ирттерес килет.

— Ан кай ĕнтĕ, ун пек хĕрсене кичем пулать, — паçăрхи пекех çемçен сăмах хушрĕ Ятман. Хĕр ун сассинчи ачашлăха туйман пек пулчĕ.

— Пурпĕрех каятăп. Никам та тытса чараймасть. Ятман, вăл пĕрре те шӳт туманнине кура, хĕр сисмелле мар ассăн çеç сывларĕ.

— Стратегиллĕ план çавăн пек пулсан, ăçтан тытса чарăн сана! — терĕ.

Укахвипе те, Зейнабпа та вăл уйрăмăн калаçрĕ, вĕсене пĕр-пĕрне ăмăртăва чĕнме хĕтĕртрĕ. Çук, лешсем ун сăмахĕ çине алă çеç сулаççĕ.

— Колхозпа ăмăртăр, мĕн эсĕ мана хама çеç тупăшма шахвăртатăн? — хыттăн каларĕ Зейнаб. — Ят илтес-тĕк, колхозĕпе ят илтес, эп пĕччен урăх Колхозпа çыхланмастăп.

Укахви ăмăртуран пăрăнасшăн та мар курăнать, анчах эпĕ Маринепе договор тăватăп, унпа калаçса та татăлнă, терĕ.

Липа парторг шухăшне хурламарĕ, çапах та ăмăрту пирки урăхларах ĕмĕт тытрĕ. Вăл, Зейнаб пекех, икĕ колхоза ăмăрттарасшăн.

Ятман Тутаркаса каçсанах агроном çакна сисрĕ: — халех-и, халех мар-и, анчах «Атăлпа» «Алга» пер-пĕринпе вăйлăн ăмăртма тытăнаççех. Ăна вăл Левентей сăмахĕсенченех тавçăрса илчĕ. «Таçти çынсем мар, курăпăр, Тутаркассен тулă пулать-и е атăлкассен пӳлме тулать-и?» — терĕ вăл пĕррехинче.

Липа туйрĕ: Левентей хăй çине шансах тăрать, Ятмана парăнасси, кӳршĕсенчен кая юласси ун пуçра та çук. Малта пыраканскер, вăл, паллах, Тутаркассипе ăмăртассинчен хăраса тăмĕ, Ятман чĕннине ратлансах йышăнĕ, анчах Ятманĕ те çине тăракан çын, ухутана тухсан, мулкачсăр киле таврăнас çук.

Липа вĕсене иккĕшне те йĕплĕ сăмахсемпе кĕрешĕве чĕнчĕ.

Пĕрне:

— Левентей, асту, Ятман çуракинче сана пулăшма килме шутлать, вăл эс çураки туса хăвараймасран хăрать, — терĕ.

Тепĕрне:

— Ятман, саншăн унта Левентей хуйхăрса ларать, кайса кĕчĕ çавăнта, мĕнле хуратса хăварать ĕнтĕ çуркунне çĕре тесе, пăшăрханать, — терĕ.

Левентей çынсем кӳршĕ колхозри Зейнаб çинчен нумай калаçнине илтрĕ те, хăйĕн звеньевойне чĕнтерсе, ăна канаш пачĕ.

— Липа тем чееленет унта, асту, — асăрхаттăрчĕ вăл. — Кăçал намăс курмалла ан пултăр. Пĕлетĕн-и мĕн тумалла санăн, Укахви? Хăнтăр кӳлли вырăнĕнче унта лаппипех çĕрĕк тăпри выртать, нумай пулмасть эпир аçупа çитсе куртăмăр. Çавна тулă акмалли çĕре турттарасчĕ — мĕн чухлĕ вăй çитет, çавăн чухлĕ. Ăна кăçал турттарса пĕтерес çук. Пуçла кĕçĕр...

Укахвие председатель сăмахĕсем çав тери кăмăлă кайрĕç. Чăнах та, мĕн тĕрлĕ тулă ӳстерме пулать вăл çĕрĕк тăпри çинче! Лаша панă чух ытларах турттарасчĕ-ха.

Çак каçах ун звени пилĕк лавпа Хăнтăр кӳллине пырса çитрĕ. Уйра ноябрь çилĕ шăхăрать, тăман вĕçтерет, хĕрсем ăна пăхмасăр кĕреçепе çĕр чаваççĕ, кӳлĕрен купи-купипе ăшă тăпра кăлараççĕ. Юрать-ха сивĕсем пулманран çĕр çийĕ шăнма ĕлкĕреймен, ăна ватма йывăр мар. Звеньевой чупкаласа çеç çӳрет, уншăн çапла сĕм çĕрле турттарни кулăшла та, интереслă та.

Тепĕр кун, Липа патне кайсан, Ухахвие Тутаркасра Зейнабпа Людмила тытса чарчĕç. Зейнаб тӳрех çĕрĕк тăпри çинчен сăмах хускатрĕ:

— Миçе пăт тулă туса илет-ши Укахви кăçал? — тăрăхларĕ вăл. — Кăнтăрла та мар, çĕр хута тăпра турттарать.

— Пĕр вырăнти тăпрана мĕн тума тепĕр çĕре турттармалла ăна? — тĕлĕнчĕ Людмила. — Вăл тислĕк мар вĕт?

— Тислĕкрен те лайăх, — ăнлантарчĕ Укахви. — Ĕлĕк унта тислĕк тăкнă пулнă, кайран кӳлĕ пĕтĕмпех çĕрпе питĕрĕнсе ларнă. Вăл йӳçсе хăпарнă чуста пек, кăмакана ларт та икерчĕ пĕçер!

— Эх, манăн та пĕçересчĕ çав икерче! — юнтарса каларĕ Зейнаб. — Мана памастăн-ши вăл чустана, Укахви? Пăртак та пулин...

Укахви лăпкăн çеç каласа хучĕ:

— Пыр та тис, кам чарать. Унта такам валли çитмелле.

— Чăнах-и?

— Чăнах пулмасăр.

— Эпĕ урăх çĕре çакăн пек çĕрĕк тăпра шырама каясшăнччĕ-ха. Çывăхра ăçтан тупас-ши тесе шухăшласа çӳретĕп.

Çакăн хыççăн тăпрана икĕ звено та кăнтăр кунĕнче турттарчĕç. Ăтăлкассисем малтан çĕрле тăрмашни çинчен пĕлсен, Ятман вĕсенчен каçса кайсах кулчĕ. «Ай, мĕнле супинкке çынни çав Левентей! — терĕ вăл. — Тăпра урăх çын аллине лекесрен те хăрать. Вот, кӳршĕ манăн! Колхоз мар, уйрăм хуçалăхпа пурăнакан супинкке тейĕн».

Ăна çак вăхăтра ирĕксĕрех Левентей çинчен Кабир каланă сăмахсем асне килчĕç. «Вăл çын патне çӳреме юратмасть. Пирĕн пата килме ун кăмăлĕ те çук: кайра пыракан колхоз», — тенĕччĕ вăл пĕр çулталăк каяллах. Тĕрĕс каланă Кабир! Акă ĕнтĕ Ятман Тутаркасра пиллĕкмĕш уйăх ĕçлет. Левентей унта пĕрре те пыман-ха. Чăн та хăйне кăна юратать иккен, кӳршĕсене йышăнмасть.

Çĕнĕ ĕçе кĕнĕренпе Ятман хăй те Левентей патĕнче сайра-хутра çеç пулкаларĕ. Вăл халь председатель пулнă пирки вăхăт çитменнипе аптрать. Кун каçиччен колхозра хуçалăх ĕçĕсене йĕркелемелле, килсе-каянпа сăмахламалла, каçхине парторгăн татах та ĕç нумай. Çитменнине тата ăна ялтан яла çӳреме те асап. Вăл колхозра паян тумалли ĕçсене юсаса ячĕ темелле ĕнтĕ, анчах хайĕн пурнăçĕнчн пĕр ыйтăва та ниепле те татса пама пĕлмест: унăн ăçта пурăнмалла? Тутаркаса куçса килес — килте амăшĕ пĕччен юлать, ăна шел, ялта пурăнас — кашни кун çӳреме йывăр. Ура тӳрленсех çитеймест-ха, çавăнпа Ятман кун пирки шухăшлас мар тенĕ çĕртенех шухăшлаттарать.

Паян Ятман киле кайма иртерех тухрĕ, мĕнпур ĕçсем çинчен Левентейпе ытларах канашлас тесе шутларĕ.

Вăл пынă вăхăтра Левентей бригадирсемпе кăçалхи тырпул тухăçлăхне шутласа ларатчĕ. Марине каллех кок-сагыза вăрçать:

— Пулать те иккен ачаш ӳсентăран! Мĕн чухлĕ асаплантăмăр, çавах та пысăк тухăç илеймерĕмĕр. Липа сахал мар тесе лăплантарать, ман шутпа вăл сахал. Гектар пуçне вăтăр икĕ килограмм вăрă çеç пуçтартăмăр, ăçтан-ха нумай теме пултăр?

— Малтанлăха çитет, тепĕр çул ытларах илетпĕр. — терĕ Левентей.

— Кам калама пултарать-ха ăна — те нумайрах тухать çитес çул, те тата сахалтарах.

— Эс ĕмĕрех çапла калатăн, ху çулсерен ытларах та ытларах тырпул илетĕн, — сăмах хушрĕ Ятман. — Эпир сана пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ялан вăрçать, ӳпкелешет, хăй малтан мала тапаçланать. Ах, Марине темерĕн!

— Ара, тымарĕ те ытла сахал тухнă-çке, — çав-çавах кăмăлсăррăн юмахларĕ Марине. — Çак вăл пуçтарни пулать-и?

— Вăл, сахал пулсан та, хаклă, — терĕ Левентей, — Ахаль мар патшалăх кок-сагызăн пĕр центнер тымарне вунă центнер çĕрулми вырăнне хурса илет. Кирлĕ культура вăл, кок-сагыз, Марине.

Лешĕ ĕнтĕ кок-сагыз çинчен калаçма чарăннă, вир пирки ӳпкелешет — вăл та вăйлă пулман, шăтасса та начар шăтнă, пуçĕсем те вĕтĕ тухнă, вутпуççи те ернĕ.

Укахви ун сăмахĕсене пĕрремĕш хут кăна илтмест, çавăнпа та кулса:

— Кам сухалĕ пек пулнă тетĕн-ха эсĕ вир пуçĕсене? — тесе юптарса ыйтать.

— Сехре Иванĕ сухалĕ пек, — илемлĕн кулать Марине.

— Ун сухалĕ мĕнле, шĕвĕрех-им? – тет Левентей.

— Шĕвĕрех çав. Сахрун сухалĕ пек пулнă пулсан, чылай тухатчĕ пулĕ те...

— Тепĕр çул çавăн сухалĕ пек тăватăн.

— Каллех «тепĕр çул», — вăрçать Марине. — Тепĕр çултан тепĕр çула хăварсах вăхăт иртет ĕнтĕ, пиртен чипер тырпул туса илесси пулмасть. Юрать, мана кăçал Укахви çăлчĕ, вăл вăйлă тулă илсе кăтартрĕ, унсăрăн кăçалхи ĕç пирки калама та намăс.

— Ан кул-ха, — хавассăн сăмах тĕртет Укахви. — Çав вăйлă пулать-и? Çынсем ав ун пек кăна туса илеççĕ-и?

— Пирĕн колхозра сан чухлĕ тырă туса илни пулмарĕ-ха. Тем тесен те, эсĕ ман бригадăна илем кӳрсе тăратăн. Халĕ авă сана бригадира лартасшăн. Ĕнтĕ эсĕ пире таптаса çеç каятăн.

— Сана час таптан! — шурă шăлĕсене кăтартать Укахви. — Эсĕ халĕ пирĕн пеккисене хĕве илсе чикетĕн те пасара кайса сутатăн. Ятман каларĕш, пĕлетпĕр эпир сана!

— Çук ĕнтĕ, эп сире çитес çук, ман кăçал та кок-сагызпах аппаланас пулать. Унпа нумаях малалла каяймăн, вăл тулă мар...

Тата темиçе кунтан Кăтра Михала «Расткаучук» чĕннĕ тăрăх хулана кайрĕ те Марине бригади валли çирĕм мăшăр вĕрçĕнĕ калуш тата çĕр метр ытла лайăх пусма илсе килчĕ. Хăйне правленине чĕнтерсен, Марине ĕненесшĕн те пулмарĕ.

— Суятăн пулĕ, эсир манран кулатăр пулĕ, — илсекилнĕ япаласем çине тĕлĕнсе пăхрĕ вăл.

— Ан ил, ирĕксĕр памастпăр, — терĕ Михала.

— Çук, Михала пичче, ирĕксĕр паратпăр, — хутшăнчĕ Ашмарина. — Ку япаласене йăлтах кок-сагыз туса илнĕ çынсемшĕн илсе килнĕ, ыттисене ӳлĕмрен парăпăр. Ăнланатăн-и, Марине?

Лешĕ ним тума пĕлмен енне çав-çавах калушсене пăлхатрĕ.

— Ним те ăнланмастăп-ха. Пĕр бригадăна çакăн чухлĕ тавар мĕнле паран? Колхоз валли тесен, юрать хуть. Кун пек пире илме те аван мар. «Эсир кăна ĕçленĕ-им?» — тейĕç, айтăр мĕнпур бригадăсем тăрăх валеçер.

Липа унпа тавлашасшăн та пулмарĕ, вăл Левентее çапла асăрхаттарчĕ:

— Асту, председатель, никама пĕр мăшăр калуш памастăн, кам кок-сагыз акса тăвас ĕçе хутшăннă, çавсене çеç... — Унтан вăл Марине енне çаврăнчĕ: — Питĕ кирлĕ культура вăл, кок-сагыз, çавăнпа патшалăх ăна акса тăвакансен ĕçне пысăка хурса хаклать. Çу каçиччен мĕнле тăрăшса ĕçлерĕн иккен те халь именсе тăратăн. Суйласа ил чи лайăх калушне!

— Ара, вĕсем пурте лайăх, — темиçе калуш илсе кăтартрĕ Марине.

Каçхине парторг, агроном, колхоз председателĕ Марине çыннисемпе пуху туса ирттерчĕç. Бригадир колхозниксем умне пĕрер машăр калушпа пусма тавар пырса хучĕ. Хăшпĕрисене калуш икшер мăшăр та лекрĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 20