Этем шăпи :: I. Çамрăклăх
Савнисем
Çу уйăхĕн юлашки кунĕсем сĕре те шăрăх тăчĕç кăçал. Çĕр çуркаланса кайнă та — эрешмен картине аса илтерет. Ӳсен-тăрансем, йывăçсен çулçисем тусан айне путса пуçĕсене уснă. Нумаях пулмасть акнă çурхи тырă-пулă та, шăтса тухаймасăр, тусана çаврăннă тăпра ăшĕнче хĕвелпе пиçсе выртать. Ахаль те шывран, йывăç-курăкран чухăнтарах Кусăрка ялĕ татах та мĕскĕнрех курăнса ларать. Çырма-çатрасен тĕпĕнче кăна курăк саралса ĕлкĕреймен-ха, шывĕ çук пулсан та илемлĕн курăнать. Кăн-кăвак тӳпере пĕр тăри анчах хуçаланать тейĕн, юрлать те юрлать шăрантарса ĕмĕрхи юррине.
Эдик Романов паян хĕвелĕн пирвайхи пайăркисемпе вăранчĕ, унăн район центрне — Пăлана каймалла. Кусăрка ялĕ чукун çул станцийĕнчен инçерех ларнă пирки, ял çыннисем район центрне иртен-çӳрен машинасемпе кайса-килсе тăраççĕ. Ял çумĕпех аслă çул тăсăлса выртать. Çавăнта тухса тăраççĕ те хăйсен телейне кĕтеççĕ. Аванах мар та ĕнтĕ çул хĕрринче пуççапса тăма, мĕн тăвăн, каймалли çĕре каймаллах.
Çуллахи вăхăтра Эдик чăлантах çывăрать. Вăл хăвăрт кăна вырăн çинчен сиксе тăчĕ те зарядка тума пуçларĕ. Çăвăнчĕ, картишĕнчи çуллахи пӳрте тухса амăшĕ нумаях пулмасть сунă, кăпăкланса тăракан сĕте ĕçрĕ. Каялла пӳрте кĕрсе докуменчĕсене илсе пĕчĕк сумкăна чикрĕ, кирлĕ япалисене пурне те илнипе илменнине тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн аслă çул хĕрринелле тухса утрĕ.
Нумаях кĕтсе тăмалла пулмарĕ çул хĕрринче, çынсем те йышлах марччĕ. Пĕр çăмăл автомашина алă çĕклемесĕрех каччă умне пырса чарăнчĕ. Эдик çапла майпа Пăлана чиперех çитсе ӳкрĕ. Военкомат умĕнче ун пеккисем чылаях кĕпĕрленсе тăраççĕ: калаçаççĕ, ахăлтатаççĕ, пирус мăкăрлантараççĕ — ĕç кунĕ пуçланасса кĕтеççĕ. «Ун пеккисем» тени те вырăнлах мар, тен. Эдик пĕлтĕр Хусанта пединститут пĕтерсе тухрĕ. Вăл — математика учителĕ, кӳршĕ ялта — Шарлавăкра ачасене вĕрентет. Çавăнпа та военкомат умне пухăннă çамрăксенчен аслăрах.
Кĕтнĕ вăхăт та çитрĕ. Каччă повестка çинче кăтартнă пӳлĕме кĕрсе унта ларакансене сывлăх сунчĕ, хăйне ларма кăтартнă вырăна ларчĕ.
— Романов, — терĕ военком ун çине пăхса, — эпир Сире çар службине илес шухăшпа чĕнтертĕмĕр. Эсир аслă пĕлӳ илнĕ çамрăк, авланман, пĕр çулталăк хушши çеç службăра пулмалла.
— Мĕнех? Каймалла-тăк — каймаллах... Саккуна маншăн кăна çырман, — терĕ каччă, ура çине тăрса.
Военком ăна повестка тыттарчĕ. Эдик сывпуллашса пӳлĕмрен тухса кайрĕ.
Урама тухсан аллине тыттарнă хута вуласа тухрĕ, эрнерен салтака каймаллине пĕлчĕ.
Паллах, мĕн пытармалли пур унта салтака каяс килменнине? Çитменнине тата Эдик хăйпе пĕр çулхисенчен темиçе çул каярах юлнă, «ватăлнă». Ку та тем марччĕ-ха, кĕр мăнтăрĕпе Зосьăпа пĕрлешме калаçса татăлнăччĕ вĕт. Мĕнле пĕлтермелле çак кĕтмен çĕртен сиксе тухнă хыпара хăйĕн савнине?
Çапла шухăшлакаласа пырса Эдик чукун çул станцине çитнине те сисмерĕ. Килне пуйăспах таврăнма шут тытрĕ.
Çын пурнăçĕ нихăçан та малтан палăртса хунă пек иртмест çав, çул çинче тункатасем тупăнсах пыраççĕ.
Эдик килне кăнтăрла иртсен таврăнчĕ, хыпара, паллах, чи малтан ашшĕпе амăшне пĕлтерчĕ. Ашшĕ, Николай Георгиевич (ялта ăна Микул пичче тесе чĕнеççĕ), нимĕнех те шавламарĕ, ывăлне çурăмĕнчен çапса илчĕ те ассăн сывласа ярса чĕлĕмне мăкăрлантарма пикенчĕ. Амăшĕн чĕри çемçерех çав, ывăлĕн хыпарне илтсессĕнех икĕ куçĕнчен те куççуль тумламĕсем юхса анчĕç. Çавăнтах хыпаланма, ывăлне салтака ăсатма хатĕрленме пуçларĕ. Сахал мар ĕçĕ хĕрарăмăн ун пек чухне: сăрине лартмалла, апат-çимĕç пĕçермелле, тăвансене пĕлтермелле...
Ял çине каç тĕттĕмĕ хăйĕн чаршавне кара пуçларĕ. Шăрăх та вăйсăрланчĕ, пурпĕрех сывлама сывлăш çитмест-ха. Лăпкă, лĕм çил те çук. Кĕтӳ кĕнĕ май ял тусан айне путать.
Çемье каçхи апат турĕ. Эдик çăвăнса тасалчĕ те клуба тухса утрĕ. Утса мар, чупса кайрĕ вăл юратăвĕпе тĕл пулма. Вăл çитнĕ çĕре Зося клуба пыманччĕ-ха. Пухмачсем пурте пĕр вăхăтра клуба пырса кĕме хăнăхса çитнĕ. Ялĕ Кусăрка çумĕнчех, хăйсен клубĕ те, шкулĕ те çук. Пухмачсемпе кусăркасем хăйсене пĕр ял çыннисем пекех туяççĕ, пĕр-пĕрне сĕре те лайăх пĕлеççĕ. Эдик клуб çуртĕнчех вырнаçнă вулав пӳлĕмне кĕчĕ, чӳрече çумнерех вырнаçса хаçат-журналсем пăхкалама пуçларĕ. Ку вырăнтан пухмачсем килнине курса ларма та меллĕ. Нумаях кĕттермерĕç çамрăксем, пĕр ушкăн курăнса та кайрĕ. Нумай-нумай çамрăксем хушшинче вăл Зосьăна часах уйăрса илчĕ. Яланхи пекех, хĕр кĕске çанăллă шап-шурă кĕпепе, хура çӳçне пурçăн хăюпа килĕшӳллĕн çыхса хунă. Эдик пӳлĕмрен çамрăксене хирĕç тухса Зосьăна чĕнсе илчĕ. Урамра савăнăçлă ташă кĕвви янăрать.
Çамрăк мăшăр клубран инçех те мар вырнаçнă шкул пахчинчи сада кĕрсе кайрĕ. Кашни каç тĕл пулакан вырăнта икĕ хурăн çума-çумăн ӳссе ларакан тĕлте сак çине пырса ларчĕ. Зося нимĕн те пĕлмест-ха, кула-кулах ĕç кунĕ мĕнле иртсе кайни çинчен каласа пама пуçларĕ. Вăл выльăх тухтăрĕ пулса ĕçлет, ветеринари институчĕ пĕтернĕ. Питĕ те хитре: çĕмĕрт куçлă, чăмăркка пит çăмартиллĕ, тулли кăкăрлă хĕр. Кулнă чухне икĕ пит çăмарти те пат шăтса кĕреççĕ, ахаль те чипер пикене тата та илемлетеççĕ. Сасси вара — чăн-чăн шăнкăрав сасси, итлесе тăранаймăн. Эдик пĕр сăмах та чĕнмерĕ, хĕр калаçăвне пӳлес килмерĕ каччăн, унăн калама çук хӳхĕм илемĕпе киленсе ларчĕ.
— Эдик, сĕре те салхуллă эсĕ паян. Мĕн пулчĕ? Куратăп эпĕ, сисетĕп, эсĕ мана мĕнле-тĕр аван мар хыпар пĕлтерессе те туятăп. Кала, ан тăс вăхăта, — йăлăнчĕ хĕр каччă куçĕнчен шăтарас пек пăхса.
— Зося, каçар, тархасшăн, манăн пĕр эрнерен санпа уйрăлма тивет. Паян районтан салтака кайма повестка илсе килтĕм, — терĕ Эдик пуçне айăплăн усса.
— Мĕнле-ха капла? Мĕн пулса тухрĕ, чунăм? Эпир санпа кĕркунне пĕрлешме калаçса татăлнăччĕ-çке.
— Лăплан, Зося, хăвна хăв алла ил. Çулталăк хушши сисĕнмесĕрех иртсе кайĕ. Таврăнăп вăхăтра, туй тăвăпăр, — пăшăлтатрĕ Эдик хĕре пуçĕнчен çупăрласа.
Кăвак çутă киличченех калаçса ларчĕç каччăпа хĕр сак çинче. Малашнехи пурнăç çинчен ĕмĕтленчĕç, пĕр-пĕрне мĕн виличченех юратса пурăнма сăмах пачĕç. Шкул пахчинчи шăпчăк та вĕсемшĕн çеç юрларĕ пулмалла кĕçĕр...
Эрне сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ, Эдиксем патне ир-ирех тăванĕсем, юлташĕсем, хĕрупраçсем пуçтарăнма тытăнчĕç. Уçă чӳречерен ташă кĕвви илтĕнет. Пӳрт умĕнче пĕр ушкăн çамрăк тăрать. Вĕсен хушшинче Эдикпа Зося та пур. Çамрăк — çамрăках ĕнтĕ: кулать, савăнать... Çуллăраххисем пӳртре, кĕрекере хăналанаççĕ, ялти хыпарсене сӳтсе яваççĕ. Кăнтăрлачченех янăрарĕ Романовсен килĕнче юрă-кулă. Юлашки самантра Эдикпа Зося сад пахчине тухрĕç те улмуççисемпе чие тĕмĕсен шап-шурă пĕркенчĕкĕ айĕнче çухалчĕç.
— Ан кулян, Эдик, эпĕ сана пĕр çулталăк мар, ĕмĕр кĕтсе пурăнма хатĕр, — пăшăлтатрĕ хĕр черчен аллисемпе качча мăйĕнчен ыталаса илсе. — Куллен тенĕ пекех çырусем çырăп, хыпарсене пĕлтерсе тăрăп. Тепĕр çул салтакран таврăнсанах ял тĕлĕнмелле туй тăвăпăр. Пиртен телейли те пулмĕ çакă çутă тĕнчере.
— Тавтапуç сана, Зося, мана ăнланнăшăн, юратнăшăн. Пирĕн хушăра ăнланман самантсем те пулнă-тăр. Каçар мана, тархасшăн. Эпĕ те сана чун-чĕререн юрататăп. Сансăр пĕр çулталăк хушши пурăнма сĕре те йывăр пулĕ. Анчах та пирвайхи юрату иксĕмĕре те уйрăлу вăхăтне чăтса ирттерме вăй парĕ, туйăмсене тата ытларах çирĕплетĕ. Кĕт мана, таврăнатăпах эпĕ...
Каччă тутисем хĕр тутисемпе тĕл пулчĕç. Çамрăк мăшăр тĕнчене манса кайсах пĕр-пĕрне чуптурĕ. Урамра машина кăшкăртнă сасăпа тин чун кĕчĕ çамрăксене.
Асату вăхăчĕ те çывхарса пырать. Каччă хĕре тепĕр хут ыталаса илсе хытă чуптурĕ те аллинчен тытса урама çавăтса тухрĕ. Кĕрекери хăнасем те пурте урамра: Эдикпа сывпуллашаççĕ, парнесем параççĕ...
Çамрăксем, ăсатма каякансем, машина çине улăхса тăнă та урисене тапса, аллисене сулса салтак юрри юрлаççĕ. Николай Георгиевич ывăлне ыталаса илчĕ те:
— Ывăлăм, чипер пул, пирĕн ята ан яр, — теме çеç пĕлчĕ, Эдик аллине кутамкка тыттарса. Юлашкинчен Эдик амăшĕпе сывпуллашрĕ. Марье аппа калаçаймасть та, кăвакарса кайнă тутипе аллисем чĕтĕреççĕ, куçĕнчен куççуль шăпăртатать. Ывăлĕ çине хĕрес хучĕ те:
Чипер кай, ывăлăм, аçупа аннӳ пилĕ çиттĕр сана. Каялла чиперех таврăнма Турă пулăштăр, — терĕ те çĕрелле тĕшĕрĕлсе анчĕ. Тăванĕсем ăна хулĕнчен йăтса тăратрĕç, картишнелле çавăтса кайрĕç. Эдик машина çине хăпарса кайса Зося умне тăчĕ, ял халăхне пуç тайрĕ. Машина тапранса кайрĕ.
— Ывăлăм! Çăкăру манса юлнă! — тенĕ сасă урам тăрăх ян! кайрĕ.
Йĕри-тавра сырса илнĕ çамрăксем Эдика каялла çаврăнса пăхма памарĕç. Ял çамрăкĕсем ваттисен йăли-йĕркисене манман-ха, мĕн тумаллине аван пĕлеççĕ.
Машина хыççăн çӳлелле çĕкленекен çăра тусан пӳртсенчен те çӳлерех мăкăрланса çил çуккипе пĕр вырăнта вăрахчен тытăнса тăчĕ.
— Сывă пул, тăван ялăм, атте-анне, савнă тусăм!.. — пăшăлтатрĕ Эдик.
«Сансăр пурнăç çук!..»
Эптри ялĕнчи вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсенчен йĕркеленĕ юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем хăйсен руководителĕ Елена Ивановна Стриж вĕренӳ çулĕ вĕçленсен Эптри — Хусан — Чĕмпĕр — Эптри маршрутпа пĕр эрнене тăсăлакан турпохода каяссине пĕлтерсен савăннипе ура! кăшкăрса ячĕç. Савăнмасăр, концертсем кăтартса çӳресе пухнă укçапа каяççĕ вĕт-ха вĕсем çулçӳреве юратнă учителĕпе!
Çулçӳрев маршрутне Эптри ялĕнчен Хусана çити пуйăспа, Хусанта виçĕ кун пурăнса Чĕмпĕре пăрахутпа анмалла. Чĕмпĕртен Сĕве шывĕ тăрăх Эптри ялне виçĕ кун хушшинче çитмелле туса палăртнă. Ушкăнра пурĕ çирĕм ача. Уйрăмах çамрăксем хăйсемпе пĕрле ансамбль баянисчĕ Женя Смирнов пынине пĕлсен савăнмаллипех савăнчĕç. Мĕнле турпоход ирттĕр- ха юрă-кĕвĕсĕр! Пуринчен те ытларах çак çулçӳревшĕн Женя тата Вера Алешина савăнчĕç.
Палăртса хунă кун туристсем Пунш станцине пухăнчĕç. Хусана пуйăс çур çĕр иртсен кăна пулать-ха. Елена Ивановна ушкăн валли билетсем туянчĕ те, çамрăксем станци умĕнче ӳссе ларакан йăмрасем айне вырнаçрĕç. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçнипе, ахăлтатса кулнипе, юрăсем юрланипе, ташланипе вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Пуйăс расписани тăрăх хăй вăхăчĕпех пырса çитрĕ. Çамрăксем вакуна кĕрсе вырнаçрĕç, аванах ывăннипе часах тарăн ыйха путрĕç. Хусан хулине ирхине çичĕ сехет тĕлнелле çитсе Елена Ивановна ушкăна тӳрех республикăри çутĕç çуртне илсе кайрĕ. Унта вĕсене Хусанта пурăнма виçĕ кунлăха пĕр шкулти спортзала уйăрса пачĕç. Виçĕ кун Хусанта пĕрре куç хупса илнĕ евĕрех иртсе кайрĕ. Ачасем çак вăхăт хушшинче хулари уйрăмах паллă вырăнсемпе паллашрĕç, спортзала çĕр выртма çеç таврăнчĕç. Çывăрма нумаях çывăрман ĕнтĕ. Çăвăнса тасалсан пурте Женя йĕри-тавра пухăнса ларчĕç: юрăсем юрларĕç, вальс ташларĕç...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...