Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: II сыпӑк
1
Праккасен килĕ аслă урамра. Вĕсен çиелтен шап-шурă шуратнă чул çурчĕ ялти чи хитре çуртсенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ. Урамалла крыльца тухать. Крыльца тăрринче çурлапа мăлатук çиçсе тăрать. Пракка авланман-ха. Салтака кайса килнĕренпе пĕр-ик çул иртрĕ пулин те хусаххăнах пурăнать. Килĕнче çемйи пысăк мар вĕсен. Хăй те ашшĕпе пĕртăван аппăшĕ кăна. Ун аппăшне хут çине Дмитрий тесе çырнă. Хăйпе калаçнă чухне ăна яланах Мĕтри, Мĕтри пичче теççĕ. Анчах хăй çук чухне, хăй илтмен чухне Марье-Мĕтри, пичи теççĕ (темшĕн пичче мар вара!).
Марье-Мĕтри утмăлтан иртнĕ ĕнтĕ. Çапах ун сăн-пичĕ самаях чĕррĕн, çивĕччĕн курăнать. Хĕрлĕ сăнĕ те шупкалса çухалман. Вăл мĕншĕн Марье-Мĕтри пулса тăнине малтанах пĕлтерсе хурар-ха. Эх, ун çинчен шухăшласан каллех иртнĕ тĕксĕм, йывăр пурнăçа аса илме тивет. Анашăн, çĕршĕн çуннă-çке хресчен! Çĕр унăн телейĕ, савăнăçĕ пулнă. Çĕр ăна хĕненĕ, асап кăтартнă. Çĕршĕн... тăван çĕршĕн миçе çын ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлман-ши? Миçе çын чун-чĕрийĕ аманса юлман-ши уншăн. Марье-Мĕтри амăшĕн малтан яланах хĕрсем çуралнă пулнă. Хĕрсем — çĕр тивĕçмен чунсем. Ах, яланах хĕр çуралнинчен хăрушши мĕн пулнă-ши ĕлĕкхи саманара! Çавăнпа, мĕн тăвас, юлашки хĕрĕ çуралсан Урук (Марье-Мĕтри амăшĕ) çĕр çине выртсах макăрать. Ачине никама та кăтартмасть. Ывăл çуралчĕ тесе калама тытăнать. Çапла Дмитрий тесе çырса хураççĕ ун ятне. Хайхи ача ӳсет. Çитĕнет. Унăн кăкăрĕ сарăлать.
Мĕн тăвас тетĕн, ĕмĕр тăршшĕпех Марье-Мĕтри, пичи ятне илтмелле пулнă унăн.
Марье-Мĕтри пĕчĕкренех çĕр тути-масине пĕлсе ӳснĕ çын. Уншăн çĕр — хуйхă та, савăнăç та, телей те. Çавна пулах ĕнтĕ Марье-Мĕтри «çĕр» сăмаха ачалла çĕкленсе, хĕпĕртесе калать. Шăллĕ вйрçăра вилсен вăл унăн ывăлне Праккана та çĕре юратма вĕрентсе ӳстерме тăрăшрĕ. Халĕ Пракка çитенсе çын пулчĕ ĕнтĕ, бригадир. Пурпĕрех Марье-Мĕтри хăй тăванне вĕрентмелли, ăс памалли тупать-тупатех. Тепĕр чухне Пракка: «Ку çумăр мĕн тума кирлĕ-ха халь. Уссăрах çăвать», — тесе персе ярать. Марье-Мĕтри ăна тӳрех пӳлет: «Ку çумăр çав тери кирлĕ. Хирте шăрăхпа ĕрченĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтерет», — тет. Тепрехинче вара Пракка çумăр çуманшăн тарăхать. Пичи ăна лăплантарать: «Ку вăхăтра çумăр кирлех те мар-ха. Ыраш шăркана ларнă», — тесе хурать. Пулать пурнăçра, темле ăс памалли те килсе тухать.
Марье-Мĕтри юлашки кунсенче хăй çывăх тăванĕ ӳрĕк-сӳрĕк çӳренине, тем шухăшланине те сисет. Мĕн пулма пултарнă-ха Праккана? Кулса çеç тăраканччĕ, халь сăмаха пăт-пат перкелет те килтен вăшт анчах тухса каять. Тен, ĕçре мĕншĕн те пулин тарăхма лекнĕ-ши? Çук, ун пек-кун пек пулсан сас-хура илтĕнмелле. Тен, ача-пăчан урăххи те тупăнать пуль. Ăçтан пĕлен, хĕрĕ те кӳрентерме пултарнă. «Ытла та çивĕч çав хĕрĕ, ытла та...» — шухăшларĕ пичи.
Кĕçĕр Пракка киле ирех таврăнчĕ те апат çыртнă-çыртманах алкумĕнчи чăлана тухса выртрĕ. Ыйхă килнипе выртмарĕ вăл. Унăн чунне темскер хĕсрĕ, ыраттарчĕ. Бригадир ĕçĕ! Мĕн тери канăçсăр ĕç вăл. Мĕн чухлĕ унăн пуç ватмалли, шухăшласа илмелли. Авă Улатти кăна миçе тĕрлĕ шухăша ямасть пуль. Чăнах, кукурузăна тĕрĕс акман вĕсем. Ун пирки Улатти сăмахне ниепле те хирĕçлеймĕн. Ун пирки, тен, Улатти кăна мар, ытти колхозниксем те çаплах шутлаççĕ пуль ĕнтĕ. Бригадира кӳренеççĕ. Çавна пула уссăр тĕрмешетпĕр теççĕ. Ара, мĕнле пулчĕ-ха çуркунне? Эй, мĕн каласси! Пракка хăй астусах тăраймарĕ механизаторсене! Вăл пурне те шанчĕ, ĕненчĕ, хăйĕнчен ытларах пĕлекен çын пек шутларĕ. Çук тепĕр чухне ытлашши шанма та юрамасть иккен. Миккана пулах ят тиврĕ ăна. Куç уçăлать. Малашне ăслăрах пулăпăр.
Кунсăр пуçне... Кунсăр пуçне Улаттие штрафлани тĕрĕс пулчĕ-и-ха? Пĕр енчен пăхсан, Улаттие кăшт «чĕпĕтсе илни» усăллă пек те туйăнать. Тӳрлентĕр. Колхозшăн, çемйишĕн ытларах тăрăштăр. Эрехпе ан иртĕхтĕр. Тепĕр енчен вара... тепĕр енчен арăмĕ чирлĕ, ачисем вак. Еçлекенни хăй пĕчченех. Çапла усалпа ыррин чиккине тупма ансат мар. Пурнăçра тепĕр чухне ырринех усал теме пулать. Бригадирăн, комсомолецăн ыррипе усала лайăх уйăрса илме вĕренмеллех.
Пракка çаплах шухăшлать, шухăшлать. Урамри хĕрсем шавлаççĕ, кулаççĕ, юрлаççĕ. Акă такам купăсне тăсса ячĕ. Илемлĕ-çке йăмраллă ялти купăс сасси! Илемлĕ-çке унăн ăшă, ырă, хаваслă кĕввисем! Ăна илтсен кирек кам чун-чĕри те сăрлатса, хускалса илет. Ăна илтсен халех тумланса уйăхлă, çут çăлтăрлă урама ыткăнса тухас килет. Ахаль те шухăшлă Пракка чун-чĕрине хĕрсен юрри, купăс сасси татах пăлхатрĕ. Вăл минтер çине ӳпне выртрĕ те тахçан вуланă сăвă йĕркисене аса илчĕ:
Лутка çине ларăттăм, Анаталла кайăттăм. Савни ăçта пурăнать, Эп те çанта пулăттăм.
Кăштах вăхăт иртсен купăсçă купăсне тăсса анаталла кайрĕ. Хĕрсем шавласа ларчĕç-ларчĕç те сасартăк шăпăрт пулчĕç. Ниушлĕ халех вăйă саланчĕ? Пракка ассăн сывласа илчĕ. Унччен те пулмарĕ, темле чул таткисем Пракка çывăракан алкум стенине шăкăрт! та шакăрт! кĕрĕс! туса перĕнме пуçларĕç. Кам мурĕ ашкăнса çӳрет тата? Пракка шăппăн итлесе выртрĕ. Чулсем каллех килсе кĕрĕслетрĕç. Ун хыççăн хĕрсем хуллен ихĕл-ихĕл кулни илтĕнчĕ. Ну, ашкăнса çӳреççĕ те мурсем. Урама тухманшăн хăтланаççĕ ĕнтĕ. Бригадир пурпĕрех хăй кунта выртнине палăртмарĕ. Хайхи хĕрсем алкумĕн урам енчи пĕчĕк чӳречинчен (унта пуç та кĕреймест) кăшкăрма пуçларĕç: «Пракка! Ыйхă чăпти! Пракка! Ыйхă чăпти!» Бригадир хĕрсене тарăхмаллипех тарăхрĕ:
— Мĕн аташса çӳретĕр эсир? Кайăр кунтан!
— Каймастпăр! — кула-кула кăшкăрчĕ Лисук, вара чӳречерен йăмра хуллипе пăлхатма пуçларĕ.
— Ну, путсĕрсем! — йăмра хуллине туртса илсе шăтăр-шатăр хуçса пăрахрĕ Пракка.
Урамра татах пăшăлтатрĕç, чупкаларĕç, кулчĕç. Пракка, вырăн çине тăрса ларнăскер, куçне уçмасăрах çӳçне сăтăркаласа илчĕ, тепĕр хут ассăн сывларĕ. Çак самантра хайхи ун пичĕ çинех темле насуспа шыв чашăл-л! тутарса сапрĕç.
— Ой-ой! Эсир! — кăшкăрса ячĕ Пракка.
Хĕрсем пушмакĕсене шăкăр-шакăр, çăт-çат тутарса тара пачĕç. Бригадир шăлаварне хăпăл-хапăл тăхăнчĕ те майка вĕççĕнех урама вирхĕнсе тухрĕ. Йăмрасем хушшинчен вăрттăн пăхкаласа тăракан хĕрсене хăвалама пуçларĕ. Акă пĕрне тытса ӳкерчĕ, теприне... Анчах Лисук ун пек çăмăлпах çĕре персе анаканни пулмарĕ. Вăл çирĕп аллисемпе Праккана хăйне ярса тытрĕ. Вĕсем тĕркĕшрĕç-тĕркĕшрĕç, нихăшĕ те пĕр-пĕрне парăнмарĕ. Ку çеç те мар, Лисук ытлашши чăрсăрланакан бригадира питĕнчен хытах çатлаттарса çупрĕ. Хĕрсем паçăрхинчен те вирлĕрех ахăлтатрĕç.
— Вăт, усала ан вĕрен, — каска çине кайса ларчĕ Лисук. Ытти хĕрсем те ун çумне вырнаçрĕç. Пракка вĕсене хирĕç пырса тăчĕ. Чылайччен тăчĕ вăл. Хăйне вырăн туса парасса, «кил, лар» тесе чĕнессе кĕтрĕ. Çапах та чĕнекенсем пулмарĕç.
Самай вăхăтран хĕрсем сасартăк вăш тăчĕç те килĕсем еннелле васкарĕç. Пракка ним тума та аптăрарĕ. «Лисука ăсатма каяс-и? Каяс мар-и? Калаçĕ-ши вăл манпа, калаçмĕ-ши? Эй, мĕн пулса мĕн килет». Бригадир Лисук хыççăн чупрĕ.
— Ан васка-ха. Кĕт пăртак, — чĕнчĕ вăл хĕре. Çакна илтсен Лисук тата хытăрах утрĕ.
— Чим-ха, пĕр сăмах каламалли пур сана. Тархасшăн, тăр-ха ĕнтĕ пĕр минут.
— Эй, мĕн туса çӳретĕн эс ман хыçран? Ну, мĕн каласшăн, кала.
— Калатăп.
— Часрах. Эпĕ кĕретĕп, — хапха умнерех утрĕ хĕр.
— Мĕншĕн кăшкăрса пуплетĕн çак манпа? Мĕн пулнă сана, Лисук?
— Сывă пул. Эпĕ кĕретĕп, — хапха шашулккине пусма тăчĕ хĕр, анчах тем шутпа çапах та пусмарĕ. Пракка вăл юри тилмĕртнине туйса илчĕ пулас, Лисука аллинчен ярса тытрĕ. Хальхинче Лисук ун аллинчен вĕçерĕнме шутламарĕ. Вĕсем уйăхлă урам тăрăх тăвалла çума-çумăн ерипен утса кайрĕç.
Акă вĕсем ял хĕрринчи хурама патне çитрĕç. Çак хурама Анаткасри чи çӳллĕ те капмар йывăç. Ăна, ваттисем каланă тăрăх, никам та лартман. Ĕлĕк ку тĕлте вăрман пулнă. Çав вăрмантан тăрса юлнă çав хурама. Ялтан ăçта та пулин кайнă чухне çак хурама тăрри те курăнми пулсан чун-чĕре тунсăхлать, темскер çухатса хаварнă пек туйăнать. Яла таврăннă чухне кирек хăçан та чи малтанах çак йывăç тăррине куратăн. Вара чуна ăшă пулса каять. Ларать çав хурама! Вăл улшăннине нимĕн чухлĕ те сисместĕн. Лисукпа Пракка пĕчĕкçĕ чухне те çакăн пекехчĕ вăл. Унăн сарлака турачĕсем урам вĕçне йăлтах хупăрласа хунă темелле. Пĕр енчи турачĕ Хритун мучи пӳрчĕ умнех, тепри вара Хритунпа урам урлă Кирле лупасĕ çумне усăннă. Çак хураман хулăн тымарĕсем çул урлах мăкăрăлса выртаççĕ. Вĕсем çийĕн урапа кăптăр-каптăр туса аран каçса каять. Çил-тăвăлтан, аçа-çиçĕмрен ним хăрамасăр паттăррăн сарăлса ларать çак йывăç! Кĕркунне вăл шухă çилпе мăнаçлăн, пĕр канмасăр кашлать. Çак йывăç çумне пырса тăрсан хăвна ху тахçанах паллакан çын патне пырса тăнăнах туятăн. Вăл çилпе кашлани те санпа ху лайăх пĕлекен, хăвна ăнланакан, килĕштерекен çын калаçнă пекех илтĕнет. Çак хурама ялти ĕçсене пурне те курать, пĕлет. Хальхине кăна мар, тахçанхи-тахçанхине те пĕлет. Çавăнпа Лисук унăн ăшă хуйăрĕ çине таянса тăма, унăн калаçăвне итлеме юратать. Хурама сассинче пурнăç вăрттăнлăхĕ пытарăнса тăрать тейĕн.
— Çак хурама миçере-ши? — ыйтрĕ хĕр.
— Кам пĕлет ăна. Касса тункати çинчи çаврашкасене шутласан çеç чухлама пулать.
— Çук, ку хурамана касма юрамасть. Вăл ял илемĕ! Ял мăнаçлăхĕ!
— Тĕрĕс, — килĕшрĕ унпа Пракка, — пирĕн ял илемне ӳстерсех пымалла. Пирĕн ял — ку таврари чи илемлĕ, чи хитре ял пултăр. Ун илемне курса пурте савăнччăр. Вăл хитре сад пек, аслă вăрман пек пултăр.
— Эй, эсĕ лектор пекех калаçатăн-çке, — терĕ Лисук колхозра малашне тума палăртнă ĕçсем çинчен каччă юриех çĕкленӳллĕ калаçма тăрăшнине сиссе.
— Ĕненетĕн-и, пирĕн колхоз чи вăйлă колхоз пулать акă, — терĕ вара малалла Пракка. — Пирĕн уй-хирте тыр-пул вăрман пек, апла çеç те мар — тайга пек кашласа ларĕ. Ун ăшне кĕрсе кайсан виçшер кун аташса çӳрĕн.
— Аташса супнă, ывăнса çитнĕ, сухалĕ ӳссе кайнă бригадира вертолетпа тупса тухаççĕ те çав ятпа савнăçлă митинг туса ирттереççĕ, — пушшех хытăрах кулчĕ Лисук.
— Э-э! — хăйне хăй сисмесĕрех кăшкăрса ячĕ йĕкĕт.
— Вăт, э-э! Пулать вара, — малаллах калаçрĕ хĕр, — эсĕ таврăниччен арăму санран уйрăласси çинчен хаçатра пĕлтерӳ пичетлесе кăларсан. Ай, çитетчĕ вара кулăш.
— Аплах хăвăрт пĕлтерӳ памастăн ĕнтĕ. Кĕтетĕн.
— Эй, мĕн тума кĕтес сана.
— Мĕн, ним чухлĕ те юратмастăн-и вара?
— Çук.
— Пачах-и?
— Пачах.
Праккана хĕр çакăн пек калани килĕшсех каймарĕ. Паллă ĕнтĕ: кирек хăш каччăн та хăйне «юратап-çке» тенине илтес килет. Мĕн тери кăмăллă, ырă çав ăшă сăмаха илтме. Ăна эсĕ ĕмĕр тăршшĕпех манмастăн. Темле йывăрлăх тухсан ху савакан хĕр «юратап-çке» тенине аса илетĕн те, чуна çăмăлрах пек, вăй хушăннă пек туйăнать. Лисук çав сăмаха каламарĕ. Юрĕ-çке. Лисук кăмăлĕ мĕнлине Пракка чухлать. Ку хĕр ун пек сăмаха йăпăр-япăр персе ярас çук. Вăл çав сăмаха каличчен Праккана нумай тарăхтарĕ-ха, унăн чун-чĕрине пайтах çунтарĕ.
Пракка уйăх çутинче кĕмĕллĕн ялтăртатса курăнакан шуç, шифр витнĕ çуртсен тăррисене, аякках тăсăлакан уй-хире тинкерчĕ. Вăл бригада ĕçĕсем çинчен аса илчĕ.
Ялта лăпкă. Ялакки çăл шывĕ çӳллĕ валак çинчен шурă чуллă çырана шапăр-шапăр туса юхни илтĕнет. Таçта такам хапхийĕ хуллен кăрик! туса уçăлчĕ. Пĕр-пĕр хĕр е каччă вăйăран таврăнчĕ ĕнтĕ. Унччен те пулмарĕ — хурама çине темле кайăк чаштăр-р! пырса ларчĕ, çуначĕсене çăт-çат çапкаласа илчĕ. Лисук шартах сикрĕ, Пракка çумнерех тĕршĕнчĕ. Хĕр лăпланса çитнĕччĕ-и, çитменччĕ-и — çӳлте хыттăн тĕв-вик! тĕв-вик! кăшкăрма тытăнчĕ. Эй, тăмана чăхсене хăратса çӳрет иккен. Хĕрпе каччă çав тăмана хăш тĕлерех тесе пăхнă май сисмен те: тăкăрлăкран темскер йăтнă çын тухрĕ. Кам-ха ку? Мĕн йăтса çӳрет вăл çĕр хута? Праккапа Лисук ăна асăрхарĕç те йывăç çумнерех тĕршĕнчĕç. Лешĕ те вĕсене асăрхарĕ пулас. Пĕр кана унталла-кунталла пăхкаласа тăчĕ, вара вĕсен еннеллех утрĕ. Акă çывхарсах çитет. Палласчĕ-ха ку этеме. Йывăç патне çитеспе хайхи палламан çын çурăм çинчи каткине пуçĕ çине тăхăнтартрĕ лартрĕ. Камне ниепле те пĕлме çук. Пракка ăна чĕнсе пăхма шутларĕ:
— Кам эсĕ? Мĕн туса çӳретĕн?
— Эп-эп-эп. Çӳретĕп-ха, — катка ăшĕнчен темле янăраса, улшăнса илтĕнчĕ ун сасси.
Лисук чăтаймасăр кулса ячĕ. Катка тăхăннă çын темскер мăкăртатса, пăм-пăм! тутарса малалла утрĕ. Пракка вăл çын хăш урамалла пăрăнса кам патне кĕнине пĕлесшĕнччĕ, çавăнпа пăхкаласа тăчĕ. Çак самантра хурама тăрринче каллех тĕв-вик! тĕв-вик! турĕ. Лисук шарт сиксе каччă çумнерех пăчăртанчĕ. Лешĕ ăна пилĕкĕнчен çепĕççĕн ыталарĕ. Халĕ Пракка пурин çинчен те: çăлтăрсем çинчен те, уйăх çинчен те, бригадăри ĕçсем çинчен те, пуçне катка тăхăннă çын çинчен те манчĕ.
Эй, юрату! Сывă пултăр хаваслă, телейлĕ юрату!
Лисука ăсатса хăварнă хыççăн Пракка тӳрех килнелле утрĕ. Уйăха пĕлĕтсем хупăрларĕç. Çăлтăрсем те çукпа пĕрех. Сулхăн çил кăна халĕ те канма шутламасть. Улмуççи турачĕсем çийĕн правур чупкаласа çӳрет. Пракка килне аслă урампах каясшăнччĕ. Тӳртерех пултăр тесе çырма хĕррипе утрĕ. Ялакки çырми — чылай тарăн çырма. Унăн варринче — çӳллĕ йăмрасем. Хĕррисенче нимех те çук, тĕлĕ-тĕлĕпе шурă, тĕлĕ-тĕлĕпе хĕрлĕ тăпра ишĕлсе тăрать. Шурă тăпраллă вырăнсем авă тĕттĕмре те пир сарнă тĕлсем пек курăна-курăна каяççĕ. Çак çырма-çатраллă вырăнта улмуççисем лартсан, чиесем чĕртсен мĕн тери ырă пулмалла! Хăнăхни пĕтерет ял çыннисене. Хăнăхнă халичченхи пек пурăнма. Çавăнпа вырăнтан хăнк та сикес килмест.
2
Пракка хăйсен пахчине çырма енчи калинккерен кĕчĕ. Çак калинккене пичи çырмаран шыв йăтма тунăччĕ. Ав чултан пĕчĕк картлашка купаланă. Пракка пичийĕ çулла пахчари хӳшĕрех выртсатăрса пурăнать. Кунта — уçă сывлăш, кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл сасси, йывăçсем тӳлеккĕн пăшăлтатни. Кăнтăрла шăрчăксем сикеççĕ, шурă, хĕрлĕ, симĕс, кĕрен лĕпĕшсем вĕçеççĕ. Çавăн пек чухне Марье-Мĕтри хăйĕн кун-çулне аса илме юратать.
«Иртрĕ-çке ĕмĕр, хĕрарăм пуçăмпа хĕрарăм тумĕ тăхăнса кураймарăм, кăкăр çумне ача тытаймарăм», — тет вăл час-часах хăйпе хăй калаçса.
Пичи, революциччен арçын тумĕпе çӳренĕскер, çав тума кайран та хывмарĕ. Арçынсемпе ĕçлесе хăйне ялан арçынла тыткаланăран сăмах-юмахĕ те кăшт арçынланнă унăн. Анчах чун-чĕри, хĕрарăмăн ăшă, таса, çепĕç чун-чĕри, ăшра çаплах сыхланса юлнă. Эх, мĕн каласси ĕнтĕ. Чун чунах вăл. Çурхи хаваслă хитре каçсенче куççуль юхтарни те сахалах пулман. Тӳснĕ. Халĕ çамрăклăх иртнĕ ĕнтĕ.
Анчах çак вăхăтра хăйĕн пурте — пĕтĕм çамрăклăхĕ, телейĕ иртсе кайнине пĕлсен этем чунĕ сасартăк вутри пек çунма тытăнать, вăл калама çук ыратать, асапланать.
Пракка сукмак тăрăх улмуççисен хушшипе хуллен туратсене сиркеле-сиркеле утса пыратчĕ, кĕтмен çĕртенех такам калаçнине илтрĕ. Каччă чарăнса тăчĕ. Унталла-кунталла пăхкаларĕ. Никам та курăнмасть. Çил вĕрнĕ май каллех ун хăлхине çын сасси пырса кĕчĕ. Чим-ха, хӳме енчен илтĕнет-çке ку. Тен, пичи хăй тĕллĕн мăкăртатать пуль, тĕлĕкре калаçать пуль. Каччă каллех картишнелле утрĕ. Хӳшĕ патĕнче шăкăлтатни тата уççăнрах илтĕнчĕ ăна. Вăл иккĕмĕш хут чарăнчĕ. Ак тамаша! Пичи пĕччен мар иккен. Такам ют çын пуплешет унта.
— Çапла, пурнăç юхан шыв пек юхать. Сисместĕн те. Санпа çак хурăнсене лартни ĕнерхи пек çеç туйăнать. Чăнах. Ай-яй-яй... — терĕ вăл ӳсĕркелесе илсе.
— Ан та кала. Хам та тĕлĕнетĕп, — çинçе сасăпа калаçрĕ Марье-Мĕтри.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...