Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: III сыпӑк
— Улатти, кăмака умĕнче чей пĕтмен пуль унта. Çӳпçере пыл пур, — терĕ Елян. — Хăнасене сĕтел хушшине лартасчĕ. Эрех-сăра çук...
— Ан чăрманăр. Пире ним те кирлĕ мар, — Улаттие тытса чарчĕ Алексеев.
Кил хуçи хăнасем çине темле чеен тинкерсе пăхрĕ, хуллен калаçма пуçларĕ:
— Пирĕн пата килсе курас терĕр-и, Алексеев юлташ. Питĕ аван. Вăт çапла пурăнкалатпăр эпир. Арăм чирлĕ. Ачасем вакă. Ним илемĕ те çук килте. Тепĕр чухне тарăхса çитетĕп те таçта мурах тухса каяс килет. Куç курман, хăлха илтмен çĕре. Çапла, Эльба, Одер...
Алексеев нимех те шарламарĕ, итлерĕ çеç. Улатти, кăшт хĕрĕнкĕскер, хăй чĕринче мĕн пуррине пĕртте пытарса тăмарĕ.
— Итле-ха, Алексеев, — терĕ вăл тарне ал шăллипе шăла-шăла. — Пĕр кун, çавăн пек, чул кăларма васкатăп. Кĕпер валли. Килте ачасем темшĕн пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайнă. Пĕрин хăмпăвĕ шăтать, теприн. Эй, мĕн каласси. Пракка ĕçе васкатать. Уншăн пулсан, председательшĕн пулсан тырă пултăр та, аш-какайпа сĕт пултăр. 0бязательствă пурнăçлантăр. Пуçлăхсем умĕнче чапа тухмалла-çке. Чи кирли çавă çеç. Эй, мĕн каласси, эсир хăвăр та çавах ĕнтĕ, Алексеев юлташ. Сирĕнтен аслăрах пуçлăхсем те пур...
— Тырри те, сĕт-çăвĕ те кирлĕ-çке, Улатти, — асăрханса сăмах хушрĕ Алексеев.
— Кирлĕ пулмасăр. Питĕ кирлĕ. Вĕсемсĕр эпир часах каюк! пулатпăр. Çапах та чи малтан этем çинчен, Сентре Униçĕмĕ çинчен, Курмиле Татюкĕ çинчен тата... тата Улатти çинчен, ак çакăнта хирĕç ларакан Улатти çинчен те манмалла мар. Çак Улатти вăл Прохоровка ялĕ патĕнче нимĕç танкĕсене хирĕç çĕкленнĕ. Эпĕ Эльба патне çитнĕ. Документсене кăтартас-и?
— Пĕр кун клубра куртăмăр-çке. Текех ан кăтарт ĕнтĕ, — куларах каларĕ Пракка.
Бригадир тем пирки куларах калаçнине Улатти хăвăрт сисрĕ. Унăн чунĕ темшĕн тарăхрĕ.
— Акă çакăнта, сулахай енче, чĕре пур манăн, — терĕ Улатти ахаль те ярмак кăкăрне татах сирсе. — Çав чĕре çинчен астăвас пулать.
— Ну, сан шутпа, мĕн тумалла-ха, Улатти? — тĕпчерĕ Алексеев.
— Ĕçлес пулать, тăрăшса ĕçлес пулать.
— Халĕ те тăрăшатпăр-çке...
— Пĕр пытармасăр калама юрать-и? Сентре Униçĕмĕ вăй парса ĕçлет. Ну, Пракка та аптрасах каймасть тейĕпĕр. Анчах пирĕн малтанхи председатель пеккисемпе нумаях малалла каяймăн. Чапшăн çеç тăрăшатчĕ вăл. «Айта, айта!» — тесе васкатма çеç пĕлетчĕ. Унашкаллисем халь те пур-ха. Суха тума хăвалаççĕ вара, тырă вырма васкатаççĕ. Хăйсем хире тухсан вĕрентсе тăриçĕн тăраççĕ, урлă выртана тăрăх çавăрса хумаççĕ. Пĕр пучах тырра çĕмеле илсе хурасчĕ хăть. Пĕшкĕнсен тăрăнса ӳксе вилеççĕ-ши вĕсем? Ну, кала-ха, çавсен вун мăшăр костюм пулсассăн сана пĕр мăшăрне те пулин парĕç тетĕн-им? Çара пакка çӳресен те памаççĕ. Тĕрĕссине пĕлтеретĕп. Эх, Прохоровка патĕнче чухне, Эльба патĕнче чухне... Вăт ун чухне...
— Аплах, эс каланă пекех мар-çке, Улатти, — тӳсеймерĕ бригадир.
— Ну, ыйтам-ха санран, — ура çине тăрса электричество çутрĕ Улатти. — Эсĕ мана кĕркуннеччен çĕр тенкĕ укçа паратăн-и? Паратăн пулсан халех пĕрле пыратăп...
— Манăн, — кăшт хĕрелсе кайрĕ бригадир, — халĕ хамăн та укçа сахалрах-ха, пур чухне, ма, паратăп. Пыр та ил...
— Пур чухне пиччен те хĕр пур, — кулса ячĕ Улатти. — Вăт, çапла çав кăмăл текенни, кăмăла улăштарма ытла та йывăр. Ой, вăрçăра... Унта ним те кирлĕ марччĕ, кăвак шинель те кирза атă. Автомат. Унта пĕр чикарккă çавăрмалăх табака та пайласа туртаттăмăр...
— Халĕ урăхларах принципсемпе пурăнатпăр-çке. Кам ĕçлемест, çав çимест. Кам ытларах ĕçлет, çав нумайрах илет, — сăмах хушрĕ Пракка.
— Эй, тусăм, — ун еннелле çаврăнчĕ Улатти. — Эпĕ, мĕн, ахаль ларатăп-и? Манăн пуçа хыçма та вăхăт çук — пурпĕрех çынсенчен чухăн: Пракканни пек телевизор та çук, Çильвестăр Михали пек «Волга» та туянаймарăм.
— Тăшманпа çапăçасса вара вĕсем чухлĕ çапăçман-и? Çапăçнă. Эпĕ Эльба патне çитмен пулсан вĕсен «Волга» мар, кушак матти те пулмастчĕ.
Алексеев çаплах итлерĕ, итлерĕ. Улатти сăмахĕнче ĕнтĕ, паллах, тĕрĕслĕх те çук мар. Çапах та вăл пурнăçа хăй евĕрлĕ, хăйне уйрăмрах ăнланать.
— Акă тата аса илнĕ чухне çакна та калам-ха, — сăмахне малалла тăсрĕ Улатти. — Пĕр кун Праккапа сăмах перкелешсе ларатпăр. Бригадир калать: «Пирĕн тислĕк сахал, минераллă им-çамсем ытларах туянмалла», — тет. Хайхи киле таврăнтăм та çĕрĕпех шухăшласа выртатăп. Манăн шухăшлама ним ĕç те çук-ха унта. Бригадирăн шухăшламалла. Çапах та, мĕнле калас, çĕрĕ-шывĕ хамăрăн-çке — хамăр тар тăкнă, юнпа шăварнă çĕр. Ана мĕнле сиввĕн аса илĕн. Манăн тăван çĕре ачашласа, савса кăна тăрас килет. Вăт шухăшлатăп. Хĕлле çавăн чухлĕ тислĕк уя кăларнă тетĕп. Çулла тислĕк пухăнать-и пирĕн? Паллах ĕнтĕ, ферма картишĕнче кăшт-кашт пухăнкалать. Ытти ăçта? Пĕррехинче утартан, Хритун мучи патĕнчен, таврăнатăп. Темшĕн аслă çулпа çаврăнас килмерĕ. Сапрел çырми хĕррипе утрăм. Пăхатăп: хăйăрлă çырмара ĕне кĕтĕвĕ тапăртатса тăрать. Кĕтӳçрен — Кĕркури Сантăрĕнчен ыйтатăп: «Ма кунта антарнă-ха эсир ĕнесене тапăра?» — тетĕп. Сантăр апат çисе тăраннă та çырма хĕрринчи çерем çинче месерле ярт тăсăлнă та выртать. Вăл ман еннелле тинкерчĕ те лăпкăн: «Мĕн вара?» — терĕ. «Мĕнне пĕлместĕн-и?» — сăпса пек çыпçăнатăп çавна. «Кунта кĕтĕве тăратма лайăхрах. Пурте куç умĕнче. Çыран хĕрне ик енчен иккĕн выртатпăр та, ĕçĕ те пĕтрĕ», — ӳркевлĕн калаçать Сантăр. Хăй ман çинелле мар, таçта тӳпенелле пăхать. «Ĕçĕ пĕтрĕ эппин, — тарăхсах кайрăм çакна. — Эсĕ ĕлĕк, колхоза кĕриччен, ĕнесене тапăра ăçта тăратнă?» — «Эпĕ-и? — кулам пекки турĕ кĕтӳçĕ. — Таçта та тăратнă. Атте мана хамăр ана çинче тăратма хытарса яратчĕ. Чи малтанах, конешнă, хамăр ана çинче тăратнă. Унтан кам укçа парать, кам çăмарта парать, çавăн ани çинче». — «Вăт çапла çав, — тетĕп хайхине. — Эсĕ вара, тăнлă-пуçлă çын, халĕ кĕтĕве ниме юрăхсăр хăйăрлă çырмара тăрататăн. Намăс мар-и сана? Колхозăн тырри нумайрах пуласран хăратăн-и?
Ун пекки Кĕркури Сантăрĕ çеç-и? Кĕтӳçсем пурте тапăра ăçта тăратасси, кĕтӳ çулĕ ăçтан тăвасси çинчен манчĕç.
Бригадир çакна пĕлмелле-и? Пилĕк пӳрне пек пĕлмелле. Праккан вара кун пирки шухăш та çук.
— Эсĕ тапăр çинчен каламан та мана. Халĕ веç çаптаратăн, — кӳреннĕ пек пулчĕ бригадир.
— Каламасан та пĕлмелле санăн. Эсĕ бригадир.
— Ну-ну, пĕр ăс аван, икĕ ăс тата аван, виççĕмĕшпе вара ху тăвайманнине тăватăн...
— Кунсăр пуçне. Чим-ха, татах калам, — Улатти каллех тарне ал шăллипе шăлса илчĕ. — Пĕлтĕр колхозра ĕçлесех кайман çынсен пахчисене кĕскетсе касрĕç. Тĕрĕс ĕнтĕ, ун пеккисене пуçран шаккани лайăх. Анчах касса илчĕç те çĕрне ун çинчен мансах кайрĕç. Колхоз виçĕ пуслăх та усă кураймарĕ унтан. Хуçисем хӳмине сӳтсе тытнисен çĕрĕ урама тăрса юлчĕ. Унта вĕлтрен кашласа ӳсет. Хӳмисене сӳтменнисен çĕрĕ те хурхухпа, пиçенпе, тикенекпе чашкăрса ларать. Вăт хăтланатпăр. Шлепке çинчи йытă пек. Çав шлепкене йытă хăй те тăхăнмасть, çынна та памасть. Ку вăл тăван çĕртен кулни, мăшкăллани пулать-çке. Хура çĕртен кулни... Эй-яй-яй...
— Ара, Улатти, эсĕ çеç ан калаç-ха, кун çинчен ыттисем те пĕлеççĕ-çке, — минтер çине таянса ларчĕ Елян.
— Алексеев юлташа хăçан капла тĕл пулăп-ха. Курнă чух каласа парас терĕм-çке, — чарăнмарĕ упăшки.
— Çапла, йăлтах тĕрĕс калать вăл, — ырларĕ Улатти шухăшне Алексеев.
— Хирте те çырма-çатра таврашĕнче, çул хĕрринче, вăрман çумĕнче мĕн чухлĕ уссăр çĕр выртать, — малалла каларĕ вара хĕрсе кайнă Улатти. — Хуçасен куçĕсем çивĕчрех пулмалла.
Пракка чунĕ каллех вĕчĕрхенчĕ. Вăл чӳречерен пăхкаласа илчĕ, пиçиххине салтса çыхрĕ, тĕк ларнă çĕртенех тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Улатти бригадир пăшăрханнине курчĕ, çакна пулах ĕнтĕ Праккана унăн татах пăшăрхантарас, намăслантарас килчĕ.
— Пракка, — терĕ Улатти, — лешин çинчен те калама юрать пуль Алексеев юлташа? Тарăхмастăн-и?
— Мĕн çинчен? Мĕн эсĕ? — темле сиввĕн сăмах хушрĕ бригадир.
— Ара, хайхи-майхи арман патĕнчи çинчен.
— Мĕншĕн тарăхтăр-ха? Бригадир-çке вăл. Тĕрĕссине каланăшăн тарăхас çук, — хавхалатрĕ ăна Алексеев.
— Эппин калап, Пракка. Пирĕн кукуруза хирне, Алексеев юлташ, курнă ĕнтĕ эсир. Ăна эпир çум курăксенчен тап-таса тасатнă. Вăл аван ӳсет. Анчах арман леш енчи алă гектара курнă-и эсир? Ăна эсир курайрас та çук. Вăл айлăмра. Çул хĕрринчен аякра. Эсир вара, каçарăр та, çул тăрăх ытларах çӳреме юрататăр. Такăр çулпа. Эпĕ хам та такăр çулне хирĕç мар. Çапах та пысăк колхоза ертсе пырас тесен çултан кăшт шаларах та кĕрсе курмалла. Вăт çавăнти алă гектар çинче те кукуруза. Ăна вара никам та культиваци туман, çумламан. Унта сап-сарă чечек ашкăрса ӳсет. Мĕн-ха ку? Кама улталани? Районти юлташсене улталани-ши? Чи малтанах хамăра.
Пракка темле чĕтренкелесе илчĕ, тĕкĕр умĕнче васкасах çӳçне якатам пекки турĕ. Партком секретарĕн куçĕсем вут чулне çапнă чухнехи евĕр ялкăшса илчĕç.
— Чăнах çапла-и, Прокопий Егорович? — тӳсеймесĕр ыйтрĕ Алексеев.
— Пур çав ун пек çылăх. Ниепле те ĕлкĕреймерĕмĕр, — ассăн сывларĕ бригадир.
Улатти алкумĕнчен чей чашкипе пыл тухса илчĕ, хăнасене чей ярса пачĕ. Вара вĕсем чей ĕçе-ĕçе халаплама тытăнчĕç. Алексеев колхоз пурнăçĕ çинчен, районти ĕçсем çинчен, каярахпа тĕнчери лару-тăру çинчен те каларĕ. Тĕрĕссипе, таçта та, таçта та çитсе çапăнчĕç вĕсем çав каçхине.
Чей ĕçсе тăранчĕç. Сĕтел хушшинчен тухрĕç. Алексеев ура çине тăчĕ:
— Эпир чирлĕ çынна ывăнтаратпăр пуль. Ан çиллен ĕнтĕ, Елян, — терĕ.
Вара хăнасем кайма пуçтарăнчĕç.
— Ну, Алексеев юлташ, манăн йĕркеллĕрех пурăнас пулсан чи малтан мĕн тумалла? Кала-ха, эс пĕлекен çын, — ыйтрĕ Улатти.
Иван Алексеев кăшт шухăша кайса тăчĕ, çутă сарă çӳçне сăтăркаласа илчĕ, ун хыççăн çирĕппĕн:
— Чи малтан мăшăрна сыватмалла, — терĕ. — Ăна ыранах больницăна ăсат. Шупашкара направлени илмелле. Ăста тухтăрсене кăтартса пăхмалла. Капла вырттарма юрамасть...
— Юрĕ, леçĕпĕр, — килĕшрĕ Улатти. — Анчах килте куç-хăлха пулма та çын юлмасть-çке...
— Ай, Улатти, уншăн ан хăра-ха эс, — хуллен сасă пачĕ арăмĕ. — Кунта Хреççи килкелесе пăхĕ. Ăна ачасем хăнăхнă ĕнтĕ. Хреççие каласа хăварăпăр.
«Хреççи» тенине илтсен Пракка кăртах сиксе илчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...