Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: VI сыпӑк


Çулçисем, тунисем тăм лекнипе шанса типнĕрен пахчари кавăнсем шап-шуррăн курăнаççĕ. Вĕсене аякран пăхсан мĕнле чулсем-ха кусем теме те пулать.

Еляна Шупашкар больницине вырнаçтарнăранпа çирĕм кун çитрĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче Улаттин тем пекех ăшталанма тиветчĕ пуль те, юрать кил-терĕш типтерлеме вĕсем патне яланах Хреççи çӳрерĕ.

Акă паян та Хреççи ирех Улаттисен пӳрт тӳпинчен шурă çăм илсе анчĕ. Ăна таптарман пулин те алăпа чава-чавах кĕнчеле турĕ, арлама пуçларĕ. Вăрăм та нӳрлĕ çăм лайăх арланать. Урайĕнче вăхăт-вăхăтпа кăлтăр-р! туса йĕке кусса çӳрени Улаттие килĕшет, килте хăй арăмĕ пур пекех, çемьере никам та катăк мар пекех туйăнать ăна.

— Улатти, ку ачасене кашнинех çĕнĕ чăлха çыхса памалла. Унсăрăн шкула çĕтĕк-çурăк кайни илемсĕр. Кам ачи тесе ыйтсан — тӳрех çавăн ачи теççĕ. Ара... — çатăртаттарса кĕнчеле арланă май калаçрĕ Хреççи.

— Тĕрĕс, Хреççи. Питĕ тĕрĕс, — темле ăшшăн кулкаласа илчĕ Улатти. Вăл урайне пăру тирĕ сарса пăрахнă та ăна алăк ашăклама касса тикĕслет. — Ну, хытă та ку тир. Пăру тирĕ мар, çирĕмри вăкăр тирĕ тейĕн. Вăт Эльба...

— Хытă пулсан шыв сапса çемçет, Улатти.

— Эсĕ унта мĕн? — каялла çаврăнса пăхрĕ Улатти. — Ăста пĕлменнине камăн вĕрентме юрамасть теççĕ-ха ăна. Ха-ха-ха!

— Ай, çак Улаттипе. Темле çукалансан та ырă пулма ÇУК.

— Мана эс çукаланни кирлĕ те мар. Сана, эсĕ хам арăм пулас пулсан, пĕр лайăх вырттарса хĕнĕттĕм эпĕ. Чунăм каниччен.

— Ара, Улатти, ма хĕнемелле-ха мана?

— Илтмен-и эс, Хреççи: хулламан кĕрĕкĕн ăшши çук теççĕ. Ха-ха-ха!

— Ак пĕрех перем çак йĕкепе! Ара...

— Пер ара. Мĕн вара? Çырмара. Ха-ха-ха!

Улаттин ик ывăлĕ апат çирĕç те шкула кайма тумланчĕç. Хреççи кĕнчелеççине вырăн çумне таянтарчĕ, ачасем патне чупса пычĕ:

— Чимĕр-ха, алсишсĕр ăçта каятăр? Алсиш ăçта сирĕн?

— Ман алсиш çук, — терĕ Петĕр.

— Манне такам вăрланă, — пĕлтерчĕ Ванюк. Хреççи спут умне, кăмака çине пăхрĕ, вырăнсене хускаткаласа шырарĕ — ниçта та алсиш таврашĕ çук. Улатти çакна курчĕ те хуллен кулчĕ.

— Аптрамаççĕ вĕсем. Çара аллăнах çӳреме вĕреннĕ. Луччĕ паттăр салтак пулса ӳсеççĕ, — терĕ.

— Ара, апла юрать-и, Улатти, — кăлтăрмач пек çаврăнкаларĕ Хреççи. Вара хăй пиншакĕн кĕсйинчен тин çуса типĕтнĕ шап-шурă перчетке туртса кăларчĕ те Петĕре (пиншакăн сылтăм енче кĕсье пуртан) сулахай перчеткине, Ванюка (ун пиншакĕн кĕсйи сулахай енче пулнăран) сылтăм перчеткине пачĕ.

— Перчетке тăхăнман аллăрсене кĕсьене чикĕр, — вĕрентрĕ Хреççи.

Петĕрпе Ванюк хаваслансах, йăлт-ялт сиксех тухса кайрĕç.

— Чăнах, кăштах ăшши парса тăрсан чипер арăм пулать пулмалла санран. Чăнах, Эльба...

— Ах, мăшкăллать вара çак Улатти. Хуть мĕн чухлĕ мăшкăлла, çавах килĕштеретĕп эпĕ сана. Арçын арçын пекрех кирлĕ ĕнтĕ вăл, çирĕпрех. Ара... Пули-пулми арçын çине, чăннипех калатăп, пăхас та килмест.

Улатти пĕчĕк Витюка кăмака çине улăхтарчĕ те алăка тăпсинчен кăларма хатĕрленчĕ.

— Хреççи, ав тĕпелти сак çинчи утияла илсе кил-ха. Алăка илсен çавна карса хурăпăр.

— Ара, çиччас, Улатти.

Эльба салтакĕ алăка пĕрре хыттăн çĕклесех тăпсинчен кăларчĕ. Ун вырăнне, пăтапа çапса, утиял карса хучĕ. Вара вĕсем, Хреççипе иккĕшĕ, алăк ашăклама пуçларĕç. Улатти хăвăрт та вăр-вар ĕçлет. Аллинчи мăлатукĕ вылянса кăна тăрать. Пăта, рейка, сăран таткисем иле-иле паракан Хреççие Улатти вĕçĕмсĕр васкатать.

— Айта, çаврăнкала, нӳçтĕркке!

— Ара, халĕ те васкатăп-çке.

Алăк ашăкласа пĕтерсен Улатти Пракка патне лаша ыйтма кайрĕ. Хреççи каллех çăм арлама ларчĕ. Кăмака çинчи Витюк, ăшăпа хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнăскер, урайне сиксе анчĕ. Тĕпеле икĕ пукан лартса лавккалла выляма пуçларĕ. Укçа вырăнне унăн сарă çулçăсем, хут таткисем.

Кăнтăрла çитеспе Улатти Ерголь текен вăрăм мăйлă, çинçерех хырăмлă, йĕпкĕн хура лаша кӳлсе килчĕ. Хреççие картишĕнченех кăшкăрчĕ:

— Айта тух, кайса килер...

— Ара, çиччас, — арлама пăрахрĕ Хреççи, вара сăрпалансах пиншак тăхăнчĕ. — Ах, алсиш çук та ĕнтĕ, тивмĕ. Эсĕ, Витюк, чипер лар. Шăрпăк таврашне ан тыт. Вучахри кăвара ан пăлхат. Унсăрăн пушар тухать те, хăв та çунса каятăн. Асту, эпир часах килетпĕр.

— Ăçта каятăр эсир? — ыйтрĕ Витюк.

— Вăрмана. Вутă тиесе килме.

Акă Улаттипе Хреççи, урапа çине ик енне çурăмпа çурăм ларнăскерсем, лашине хир тăрăх хуллен юрттарса пыраççĕ. Эльба салтакĕн халь кăмăлĕ чиперех пулас. Вăл пушаннă уй-хир çине, инçетри ялсем çине темле шухăша кайнăн, пĕр шарламасăр тинкерсе пычĕ. Тӳпере эрешмен картисем вĕçеççĕ. Хуллен, васкамасăр, мăнаçлăн вĕçеççĕ вĕсем. Курăр-ха епле: тĕнчере çак сӳсленчĕк эрешмен картин те мăнаçлăх пур иккен. Вĕсем: «Пире те тăмран туман, эпир миçе шăна, миçе ӳпре-пăван тытма пулăшнă. Халĕ çавăнпа хăюллăн, мухтавлăн вĕçетпĕр. Эсĕ пирĕнпе вĕçме пултаратăн-и, Улатти?» — тенĕ пекех туйăнаççĕ. Хирте, пур тĕлте те, кураксем, чанасем уткаласа çӳреççĕ, кăштах вĕçе-вĕçе тепĕр вырăна пырса лараççĕ. Тутă, савăнăçлă, шăв-шавлă вĕсем. Пĕр шухăшласан, тĕнчере вĕсенчен хавасли никам та çук пуль тетĕн. Çемйи аслă, пысăк. Юлташсем нумай. Кунсăр пуçне кураксем пĕр-пĕрне кӳрентернине, пĕр-пĕринпе çапăçнине те курман Улатти.

— Эй-эй, уткала! — тилхепине кăрт-карт турткаларĕ Эльба салтакĕ лашине хăваласа.

Хреççи çӳлти лапка-лапка шурă пĕлĕтсем çине пăхса пычĕ. Май килнĕ чухне хăйĕн мăнтăркка çурăмĕпе Улаттин сарлака çурăмĕ çине лайăхрах таянма, çыпçăнма тăрăшрĕ. Кайсан-кайсан хайхи çукăн арăм Эльба салтакне çурăмĕнчен тĕксе илчĕ. Аллине çӳлелле тăсса:

— Куратăн-и ав çав пĕлĕте. Пăх-ха, чăннипех чиркӳ тăрри пек курăнать вăл. Ара... — терĕ Хреççи.

— Мĕскер? Ан аташ. Чиркӳ тăрри патне çывăха та пымасть вăл. Ку пĕлĕт, каснă лартнă гаубицăллă туппăн тĕтĕмĕ пек...

— Çук, çук. Авă малта чиркӳ картисем те курăнчĕç. Ара, чăнах.

— Эй, айван, чиркӳ карти пулать-и вăл. Вăрçăри йĕплĕ пралук карти-çке-ха. Вăт Эльба...

— Ара, çак Улаттипе! Ав тепĕр пĕлĕчĕ тур амăш пекех. Лайăхрах тинкер-ха...

— Çук, кăна та тĕрĕс каламастăн. Сан сăну-çке унта. Ав çӳçӳ те сапаланса тухнă. Сăмси те санăнни пек кĕске.

— Мĕнле çын пулчĕ çак Улатти. Яланах мана хирĕç, — çурăмĕпе Эльба салтакне хытах тĕкрĕ инке арăм.

Хальхинче Хреççи умра сарă, хĕрлĕ çулçăсемпе çуталса ларакан вăрман еннелле пăхрĕ. Вăрман катăкĕнче ытти йывăçсенчен чылаях уйрăм пĕр катмар юман ларать. Хреççи каллех аллине ун еннелле тăсрĕ:

— Темле, пĕччен хĕрес пекех курăнать çав юман... Улатти каллех хирĕçлерĕ:

— Вăл мана табак туртса тăракан Хритун мучи пек курăнать.

Эльба салтакĕн Хреççи кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсем пакăлтатса пынине илтес килмерĕ пулас, вăл Ерголе чĕн чăпăрккапа пĕррех! туртса çапрĕ. Хăравçă, шухă лаша сасартăк малалла сиксе ӳкрĕ. Хреççи аран-аран Улаттирен тытса ĕлкĕрчĕ. Унсăрăн урапа çинчен тухса ывтăнатчĕ.

— Ара, Улатти, ӳкерсе хăваратăн! — кăшкăрса ячĕ Хреççи.

— Уксе юлмастăн. Эсĕ ӳксе юличчен халĕ! Но! Эльба, — лашине чăпăрккапа тата ик-виç хут çапрĕ лешĕ.

Ерголь малалла урăм-сурăм вĕçтерчĕ. Пылчăклă, лакăм-тĕкĕмлĕ çул тăрăх шăкăрти-шăкăрти сиксе пыракан урапа халь-халь сывлăша çĕкленсе татăкăн-татăкăн хуçăлса ывтăнассăн туйăнать. Урапа кустăрмисенчен, лаша урисенчен пылчăк сирпĕнет, çав пылчăк-лапра кумккисем, тумламĕсем урапа тĕпĕнчи улăм çине те, Хреççи пиншакĕ-тутри çине те, кĕпи çине те пыра-пыра перĕнеççĕ. Улатти лашана çаплах васкатать.

— Ăря! Эльба! Малалла! — кăшкăрать вăл.

Лаша, чылайранпа турта хушшине тăманскер, темле ирĕклĕхе сиссе илнĕ пекех, шыв кӳлленчĕкне-мĕнне уямасăр, чул выртнине пăхмасăр ыткăнать. Хреççи ик урине те урапа çине улăхтарса хучĕ, питне тутăрпа хупларĕ, хăй çаплах Улаттие çурăмĕнчен кӳпкет, кăшкăрать:

— Чарăн, ухмахскер! Мĕн хăтланатăн эсĕ? Ара!.. Улатти кула-кула лашине малаллах хăвалать. Акă вĕсем вăрмана çĕмĕрттерсе пырса кĕчĕç. Урапа йывăç тымарĕсем урлă тăнкăрт та тăнкăрт сикет, пĕтĕм ăш-чике силлет, пăлхатать. Çакă вăл, паллах, Улаттишĕн ним те мар. Улатти чул ту тăрăх та лашине мĕн вăй çитĕшне хăваласа анма та хатĕр.

— Чар, Улатти! Вĕлерес тетĕн-и? Кравул çухрап! — кăшкăрашрĕ Хреççи.

Лаша çаплах акăш-макăш чупать. Хреççипе Улаттие çул хĕрринчи шĕшкĕ, вĕрене, хурама турачĕсем çăтăл та çатăл! перĕнеççĕ. Акă Эльба салтакĕ лашана улах вичирпа чăтлăхалла пăрчĕ. Кунта сарăхнă серте кĕпçисем, ешĕл упа саррисем, хăвăл туналлă кантăр курăкĕсем, тĕллĕн-тĕллĕн тата çăра вĕлтрен ӳссе ларнă. Халĕ ĕнтĕ урапа халтăртатмасăр, ярăнса, путса, хыттăн чаштăртаттарса пырать.

Вичир варринчен, унта та кунта, ăвăс хунавĕсем курăнма пуçларĕç. Вĕсем вăрман сĕмлĕхĕнчен сасартăк сиксе тухса лашана чĕлпĕрĕнчен çавăрса тытма хăтланакан çынсем пекех курăнчĕç. Улатти тинех Ерголе туртса лăплантарчĕ, лешĕ, пашкана ернĕскер, темле авкаланса, урлă-пирлĕ пăркаланса уттипе кайрĕ. Хреççи урапа çинче ларса пынă чухнех шĕшкĕ тураттине хуçса илчĕ, унпа хăй çине сирпĕннĕ пылчăк кумккисене шăлса ывăтрĕ. Мăкăртатса Улаттие çурăмĕнчен çапам пек туса илчĕ.

— Санпа тек нихçан та ларса тухмастăп. Эй, вăрман кашкăрĕ, упа! — терĕ.

— Ан вăрç, Хреççи тăхлачă, çакăн пек силленсен-чӳхенсен чăн-чăн паттăр çын пулан. Эх, пире чӳхерĕç ăна Курск патĕнче. Урапа кăна мар, пĕтĕм çĕр, пĕтĕм тĕнче силленсе тăрать, — çумри хĕрарăма сисиччен аякĕнчен кăт тĕксе илчĕ Улатти.

Вăрмана чылай шала кĕрсен вĕсем лашине йĕлмерен вĕренпе кăкарса ячĕç. Ан тив, вутă хатĕрличчен курăк çисе вăй илтĕр, кантăр. Ерголь выртса ик-виçĕ хутчен çаврăнчĕ те тăрса лăстăр-лăстăр силленчĕ, вара курăк пуçĕсене татма пуçларĕ.

Улатти урапа çине ларсах пĕр чикарккăна канлĕн туртрĕ. Эльба салтакĕ çак аслă та мăнаç юман вăрманне темле асамлă юратупа юратать. Вăрман ырлăхĕ, телейĕ çинчен шухăшласан ун чун-чĕри çӳçеннĕ пек сăрлатса илет. Чăваш çыннине авалтанпах вăрман тăрантарнă тесен те йăнăш пулас çук. Тырри пулмасан та вăрман туприпе йӳнеçтернĕ вăл. Халĕ те астăвать-ха Улатти. Çуркунне, çимелли пĕтсе çитнĕ вăхăтра, ун ашшĕ вăрмантан йӳçĕ паранкă кăларса килетчĕ. Мăйăр пысăкăш кăна вăл. Çиме те йӳçĕ. Çапах та вăл чĕре сыппиччĕ. Унтан кăмпа... Миçе тĕрлĕ кăмпа ӳсмест-ши çак вăрманта! Улатти пĕчĕклех кăмпа татса ӳснĕ. Хăй тĕллесе хăварнă вырăна каятчĕ те наччасрах пĕр пĕрне кăмпа йăтса килетчĕ. Ĕрчевлĕ-çке вăл кăмпа. Татнă пĕри ӳссех пырать. Ку вăрманти чи тутлă кăмпасем: хурама кăмпипе така кăмпи. Шап-шурă çамрăк хурама кăмпине ик-виççĕ тататăн та — пĕр яшка пулчĕ те. Така кăмпийĕ вара чăннипех кунти кăмпасен патши. Пĕриех çирĕм-вăтăр яшка тума çитет. Кĕркунне уплюнкки, кăрăçĕ мĕн чухлĕ. Сап-сарă мăйăрĕ курланкинчен çĕре тăкăнать. Çулçă айĕнчен хутаç çинех пухатчĕ ăна Улатти.

■ Страницăсем: 1 2