Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: VIII сыпӑк
— Айта-ха нихçан пĕрле утманнине уткаласа пăхар. Вăт çапла.
— Ай-ай! Йĕркеллĕрех эс.
Вĕсем хуллен тĕпелтен алăк патне ик-виçĕ хут кайса килчĕç. Çакăн пек утни Ахваниç мучишĕн пулсан ытлашши нимех те пĕлтермерĕ темелле. Вăл çамрăк чухне урамра ун пек çавтăнса сахалах утман. Вăл хĕрсемпе утса çăлтăрсем çуна-çуна аннине, пĕвере уйăх ишнине, Ялакки çăлĕ çур çĕр тĕлĕнче уйрăмах хыттăн шарлатса юхнине итленĕ. Унпа халь алла-аллăн утакан хĕрарăм вара хăй ĕмĕрĕнче нихçан та, нихçан та арçынпа çакăн пек çавтăнса утса курман. Çавăнпа халĕ унăн чунĕ мĕн тери хускалнине, унăн кăмăлĕ мĕн тери хăпарнине хăйсĕр пуçне никам та пĕлсе ăнланас çук...
Эй, тусăмсем, тăванăмсем! Мĕн калăн ĕнтĕ, пурнăç савăнăçлă та хуйхăллă, кулăшла та илемлĕ, асаплă та телейлĕ. Тĕрлĕ çыннăн тĕрлĕ шăпа, тĕрлĕ çул-йĕр, тĕрлĕ юрату.
2
Марье-Мĕтри хĕрарăмла тумланса çӳреме пуçлани çинчен ялта хыпар тĕлĕнмелле хăвăрт сарăлчĕ. Кун пирки вара тĕрлĕ çын тĕрлĕ калаçрĕ. Хăш-пĕрисем: «Ватлăхĕнче те пулин хăйне пытармасăр пурăнса пăхтăр хуть», — терĕç. Теприсем, çын хуйхине ăнланманнисем: «Мĕне кирлĕ ăна халь тин çапла хăтланма», — тесе тиркешкелерĕç. Марье-Мĕтри пурпĕрех вăтанса тăмарĕ. Шыва та тĕрленĕ аркăллă шурă кĕпепе, хура пиншакпа анчĕ. Урамри хурсене те çаплах йыхăрса кĕртрĕ. Колхоз правленине те çав кĕпепех кайса килчĕ. Тĕрĕссипе, мĕн тĕлĕнмелли пултăр-ха кунта? Ытти хĕрарăмсем: Хреççи те, Лисук та, Çинук та, Тарук та — пурте, пурте вăрăм кĕпепе çӳреççĕ-çке. Вĕсенчен никам та тĕлĕнекен çук. Апла тăк Марье-Мĕтрирен мĕншĕн тĕлĕнмелле-ха?
Пракка Шупашкартан таврăннă чухне пичи (халь пичи тесе калани те лайăх мар ĕнтĕ ăна) хуранай вĕçерсе ларатчĕ. Бригадир, хавассăн шăхăркаласа кĕнĕскер, хăйсен килĕнче темле шур кĕпеллĕ хĕрарăм пуррине курчĕ те шăпăрт пулчĕ.
— Пичи ăçта кайнă вара? — ыйтрĕ вăл пăртакран.
— Кайман-çке, кунтах ларатăп, — ура çине тăчĕ Марье-Мĕтри. — Эс килнĕ çĕре яшка пĕçерес тенĕччĕ те — ĕл кĕреймерĕм...
Пракка ун çине темле сăнаса, тĕлĕнсе пăхрĕ. Вара ним пулман пекех:
— Унтах-çке эс. Эп сана палламан та, — терĕ, ун хыççăн сăмаха часрах урăххи çине ярас шутпа хăвăрт калаçма пуçларĕ: — Ну, пи... пи... (хальхинче вăл пичи тесе чĕнеймерĕ) эпир аванах кайса килтĕмĕр. Ăнăçлă пулчĕ. Института вĕренме кĕтĕмĕр.
— Кĕни аван-ха вăл, — терĕ Марье-Мĕтри. — Вĕренмесен хальхи саманара нимех те тума çук çав. Хамăр колхозрах ав агрономсем кирлĕ теççĕ.
— Шупашкарта, пĕлетĕн-и, эпир ăçта кĕрсе тухрăмăр, — терĕ малалла Пракка. — Улатти арăмĕ патне. Елян патне. Халь кăшт самайланнă пек туйăнчĕ вăл. Сывалать пулас.
— Ах, тем пекехчĕ. Улатти ав сумран тухрĕ вĕт вăл чирлесен. Пĕр-ик кун каялла кĕрхи çĕртме тума та тухайман терĕç. Хам та курнăччĕ: урам тăрăх «Эльба! Эль-ба!» — тесе кăшкăрашса пыратчĕ. Гимнастерки çине хăйĕн пĕтĕм орденĕсемпе медалĕсене çакса тухнă. Саççим, йăлтăр та ялтăр. Кайсан-кайсан чарăнать те: «Эп кам? Эп Варшавăна илнĕ! Эп Берлина илнĕ. Эп — Улатти. Паллатăр-и çак çынна, эпĕ — Йăмра Петĕр Улаттийĕ! Пирĕн асаттесен аслашшĕсем Анаткас ялĕнче чи малтан йăмра лартма пуçланă. Ха-ха-ха! Эсир мĕн тунă? Эсир мĕнпе чапа тухнă?» — тесе тăрать. Ай-ай-ай! Бригада ятне варалать. Суха çыннин ятне пăсса çӳрет. Суха çынни нихçан та пуçне каçăртса, кăшкăрашса çӳремен. Шăпăрт кăна ĕçленĕ вăл. Хăй ĕçне пĕлнĕ...
— Эп çук чухне каллех ашкăннă иккен Улатти.
— Ара, сыхласах тăнă пуль вăл. Бригадир кайрĕ-ха, никам та ним те калас çук терĕ пуль. Çавă пĕтерет çав пирĕн кирлĕ чух пĕр-пĕрин умĕнче йĕкел хыпса тăни.
— Итле-ха, пичи, — темле ăшшăн пăхрĕ Пракка. — Вăт урамра куртăм тетĕн эс Улаттие. Ху каларăн-и ăна çур сăмах? Каламан вĕт. Çапла-и?
— Чисти хирĕçех пулман çав эп унпа. Аякран çеç курнă.
— Хирĕç пулнă пулсан калаттăн-и?
— Калама мар, питĕнчен сураттăм.
— Тĕрĕс, пичи. Эсĕ çĕр анне мĕн иккенне пуринчен аван пĕлетĕн. Тĕнчере нумай пурăнса курнă çын, çавăнпа санăн сăмаху, ай-ай, пуртăран та çивĕчрех. Кастар эсĕ пуртăпа. Пирĕн бригада чысĕшĕн, çĕр ĕçлекен чысĕшĕн куллен кĕрешмелле.
— Эппин, ăна чухлатăн эс, Пракка? — темле чеен пăхса илчĕ Марье-Мĕтри. Вара вĕресе тăкăнма пуçланă яшкана пăтратма утрĕ. Хытă çунакан шĕшкĕ вуттине хĕрринерех туртса хучĕ. Праккан сăмах-юмаха çакăнпа пĕтерсе кăшт хаçатсем пăхкалама та тытăнас килетчĕ. Çапах та мĕн пулать те мĕн килет тесе пичи еннелле тем кĕтнĕ пек пăхрĕ. Лешĕ нумаях кĕттермерĕ, çулăм умĕнче тăнипе хитре хĕрелнĕскер, каллех Пракка çумне пырса ларчĕ.
— Ара, мĕн, ялта сан пирки те калаçкалаççĕ.
— Кам калаçать? Мĕн тесе?
— Ăçтан пĕлен? Пуплемелли тупăнать пуль.
— Эй, пуплеччĕрех. Пĕр çын пин çынна нихçан та юрас çук, — алне сулчĕ бригадир.
— Чим-ха, Пракка, чим. Ытлашши ан чăркăшлан. Апла Курак Çтаппанĕ пек ал сулнипе мĕн пулĕ-ха? Пĕлессӳ килсен пĕр çын пин çынна кăна мар, темиçе пин çынна та юрама пултарать.
— Эй, ан та калаç. Хăçан пулнă вăл ун пекки. Кам та пулин чакаланмалли тупатех. Тепĕр çынна тутине пыл сĕрсен те, кăвапине çу сĕрсен те юраймăн.
— Пĕлетĕн-ши эс телей мĕнне?
— Пĕлетĕп.
— Мĕн вăл, Пракка?
— Ун çинчен ыйтма та кирлĕ мар.
— Ну, кала-ха, кала, Пракка.
Çапах та вăл пичие хирĕç тӳрех сăмах персе яма тытăнса тăчĕ. Ара, пичи ăна мĕн тесе калаттарма шутланине пĕлес пулать-çке. Марье-Мĕтри çав хăй шутласа хунă сăмаха каласан кăна Праккана урăх ыйтусемпе аптратмĕ. Бригадир шухăшласа тăчĕ-тăчĕ те сасартăк:
— Çĕр! — тесе хучĕ.
— Тĕрĕс, ывăлăм. Этем сывлăхпа та çĕрпе пуян. Çавăнпа çĕртен мăшкăллама, унран кулма юрамасть.
— Кам култăр-ха унран?
— Эй, мĕн калаçан, ывăлăм, хамăр бригадăра та пайтах, — терĕ пичи, вара васкасах тепĕр еннелле пăрăнса апчху ӳсĕрме пуçларĕ. Пĕрре, иккĕ, виççĕ... Карчăк типтерленсе каялла çаврăнчĕ, Праккана: — Куртăн-и, тĕрĕсех иккен, — терĕ.
— Ну, кам-ха ун пек çын? Ятне кала.
— Хăвах каларăн-çке вĕсен ячĕсене. Улатти, Хреççи...
— Çук, пичи, Улатти тепĕр чухне кăрсакланать пулин те çĕре хисеплет.
— Эй, суха тумасăр «Эльба! Эльба!» тесе кăшкăрса çӳрекен çынна мĕн мухтамалли пур. Пĕркун улмури тумасăр Çичçырмин-мĕнĕн выртса çӳренĕ. Хăвах ятлаçса лараттăн. Кукуруза пирки мĕн куртăн тата? Астăватăн-и, киле макăрас пек килсе кĕтĕн. Çумлаттармасăр хăварнăшăн лекрĕ пулас. Çапах та эс йĕни мĕн вăл, çĕр макăрни чĕрене ыраттарать.
— Эй, мĕн кăна пĕлместĕн-ши эсĕ, пичи.
— Эпĕ, ачам, чăнахах та веçех тĕшмĕртетĕп. Алара шыв тăратма çук, халăх хушшинче усала пытарма çук. Пĕлмест тетĕн-и? Мана эс сăмакун туни çинчен те каласа пачĕç.
Ку хыпар Пракка чунне пăта пек пырса тиврĕ. Унăн аллинчи хаçат тăр-тăр-тăр чĕтрерĕ, çатăлтатрĕ. Каччă пичĕ туртăнса илчĕ. Хăлхисем хĕрелчĕç.
— Вăт çапла, ывăлăм, — терĕ те пичи яшка антарма утрĕ. Праккана пӳртре темле йывăр пек, пăчă пек туйăнчĕ.
Вăл алкум вĕçне тухрĕ те тыткă çине таянса шухăша кайрĕ. Чăнах, мĕн тери хаклă пуль-çке вăл пирĕн асаттесен, асаннесен куççулĕпе, тарĕпе нӳрелнĕ çĕр! Халиччен Праккашăн тăван уй-хир суха тумалли, акмалли, вырса илмелли, урăхла каласан, ĕç кунĕ тумалли, тăранмалли япала пек çеç туйăннă. Чисти ун пекех пулмасан та çавăн евĕрлĕ сисĕнсе тăнă. Тепĕр чухне, тыр-пул аван ӳсет-и, ӳсмест-и, ун çинчен чĕрене витерсе тарăннăн шухăшлама та тăрăшман. «Пулмин, мĕн тăвас-ха ăна!» — тенĕ ăшра. Çул хĕррисенче, çырма çурăкĕсенче тем сарлакăш çĕр ахалех выртнине курсан та вăл мĕне пĕлтернине тавçăрса илме тăрăшман. Мĕн пытармалли пур. «Бригадирта эп ĕмĕр пурăнас çук», — тени те пулнă. Халĕ, пичипе калаçнă хыççăн, Праккана тăван уй-хир урăхларах курăнакан пулчĕ. Вăл ырăрах, кăмăллăрах, илемлĕрех, ачашрах иккен. Праккан темшĕн халех ниçта та мар, анлă уй-хире чупса тухас килчĕ. Унăн Çичçырма енне те, Кăрманай пуссине те, Нар сăрчĕ çине те, Сивĕ çăл патнелле те çитсе курас килчĕ. Çаралнă хирте ешĕл уçăмсăр, шухă çилсĕр пуçне нимех те çук пулин те бригадир чун-чĕри унталлах, унталлах туртăнчĕ. Праккан анлă хир мĕн калаçнине, мĕнле канаш панине, мĕн шухăшласа выртнине илтес, пĕлес килчĕ. Картишĕнче, сĕлĕ арпи патĕнче, çерçисем чĕвĕлтетсе чакаланаççĕ. Хăйсен савнăçне çапла пĕлтереççĕ пуль вĕсем. «Эх, çерçисемшĕн те тăван çĕр çимĕçĕ мĕн тери хаклă. Вĕсем те тăван çĕр парнишĕн савăнаççĕ», — тесе шухăшларĕ... Пӳрт умĕнчи хурăн çулçине тăкать. Çав хурăн Пракка çине, лупас урлă курăнакан анлă хир çине пăхать, хашлатать, ассăн сывлать. Аçтан пĕлен, тен, çав хурăн та бригадира пичи каланă сăмахсенех тепĕр хут каласшăн пуль, Пракка ун сăмахĕсене илтнĕ пекех ялт тӳрленсе тăчĕ те:
— Тĕрĕс! Тĕрĕс калать пичи. Тĕрĕс калаççĕ хурăнсем. Малашне кун пек çеç тĕркĕшме юрамасть. Утăм! Утăм текенни кирлĕ. Малалла çирĕпрех ярса пусма вĕренес пулать. Утма вĕренмелле, — терĕ.
Çак вăхăтра пӳрт алăкĕ чĕриклетсе уçăлчĕ.
— Пракка, апат кĕрсе çи. Сивĕнсе каять, — чĕнчĕ пичи.
— Кĕретĕп, — çирĕппĕн утса кĕчĕ Пракка. Унăн чун-чĕринче паçăрхи пусăрăнчăк кăмăл йăлтах çухалчĕ. Унăн чун-чĕри каллех хаваслă, çутă. Ăна халĕ умра тăракан пичи те темле сумлăраххăн, лайăхраххăн курăнчĕ. Ана халĕ пӳрт ăш-чикĕ те аслăрах пек туйăнчĕ. Ăна халĕ пăчă та мар, йывăр та мар. Унăн халĕ пукансем, шкапсем çине те, вĕçĕмсĕр хăй ĕçне тăвакан сехет çине те, чӳрече рами çине те, йĕп чикекен пĕчĕк минтер çине те темле хавасланса, çĕкленсе пăхас килчĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...