Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: X сыпӑк


«Малалла» колхозра кашни бригадăрах хĕл пуçлансан, декабрь уйăхĕнче, пухусем пулса иртеççĕ. Унта çулталăкри ĕçсем çинчен сӳтсе яваççĕ. Анаткас бригадинчи пуху халичченхи пекех декабрь пуçламăшĕнче пулчĕ.

Пухăва çынсем ирех, вун сехет тĕлĕнчех, пухăнчĕç.

Клуба Улатти те пырса çитрĕ.

— Шăпланăр-ха, юлташсем, пухăва уçма вăхăт мар-ши? — терĕ вара Лаврентий Павлович клубри халăх çине пăхса.

— Пуçлас, пуçлас! — сасă пачĕç залран.

Пухăва уçсан яланхи йĕркепе президиум суйларĕç. Унта бригадăри ятлă-сумлă çынсем: Хритун мучи те, Татюк та тата ыттисем те пур. Президиум суйланă чухне хăш-пĕрисем юриех: «Улаттие! Улаттие çырăр!» — тесе кăшкăрчĕç. Улатти йĕркеллĕн тăчĕ те хăй кандидатурине «самоотвод» пачĕ. «Манăн паян кайри йĕкĕр шăл ыратать. Кăçалхи пухура унта ларма пултараймастăп. Çитес çулта куç курĕ», — терĕ. Ун сăмахне тĕрлĕ çын тĕрлĕ ăнланчĕ пулас: хăшĕ кулчĕ, хăшĕ: «Тĕрĕс, Улатти!» — терĕ.

Пухура чи малтанах бригадира сăмах пачĕç. Пракка кун пек пухура пĕрремĕш хут доклад тăвать-ха. Çавăнпа малтанах, сăмах паричченех, çамки çине тар тухнăччĕ унăн. Акă бригадир çырсах хатĕрленĕ докладне илсе трибуна патне тухса тăчĕ. Юлашки эрнере вăл, çывăрмасăр тенĕ пек, доклада хатĕрленнĕ. Çапах та Пракка сăмахĕ малтан йĕркеллех пулаймарĕ. Вĕсем ял пурнăçĕпе çыхăнсах тăман сăмахсем çеç пулчĕç. Анчах бригадир çакна кĕçех туйса илчĕ те чи кирли çинчен — тыр-пул тухăçне ӳстересси çинчен калама тытăнчĕ. Ара, бригадăра çулталăк хушшинче калаçмалли, сӳтсе явмалли пухăнман-и вара? Тырă тухăçне илес пулсан вăл мĕншĕн питĕ вăраххăн ӳсет. Машинăсем те пур, таса вăрлăхĕ те пур, кадрсем те пур, бригада мала тухаймасть-ха? Тен, çĕрĕ, ани-çаранĕ начар? Çук, ун пек хурласа çиллентерме юрамасть тăван çĕре. Чăнах та ĕнтĕ, маларахри çулсенче, вăрçăчченех «сасартăк», «тӳрех» тарăн сухаласа уй-хире арлан тăприпе пайтах муритлерĕç. Кайран çакна нумай çулсем хушши «макăра-макăра» юсамалла пулчĕ. Халĕ çĕрсем йĕркеллĕ темелле. Çапах та тыр-пул тухăçĕ кашни çул пĕр пек пысăк мар: пĕр çулхине кăкăр таран, тепĕр çулхине чĕркуççи аран хупланать.

Бригада кăçал кашни гектартан мĕн чухлĕ илсе кĕчĕ-ха тыр-пул? Çавракăшпе илсен, шăкăрттин шутласан вун пĕр центнера та кăштах çитмест. Пăрçа аври кантăр пек çӳллĕ ӳсрĕ, пăрçи вара пĕр авăрта икĕ хутаç кăна. Кашни хутаççинче икĕ пăрçа. Кăна, айта, çумăр пулнипе тусанланса юлманран тейĕпĕр. Çапах та ку ĕçре те алла чĕртерекен, чикекен пăта пур. Пăрçана маларах акнă пулсан вăл çумăрччен тусанланса ĕлкĕретчĕ. Пирĕн енче, паллă ĕнтĕ, маларахпа çумăр çусах каймасть, ыраш çитĕнес умĕн лӳшкет кăна.

— Кам айăпĕпе каярах акнăччĕ-ха эпир пăрçана? Эп çавна маннă. Ниепле те аса илейместĕп, — илтĕнчĕ Улатти сасси.

— Каланă чух итле эсĕ. Ыйтусене кайран параç, — пӳлчĕ ăна Ахваниç мучи.

— Э-э, апла-и çав. Эп пĕлмен те, Эльба, — шăпланчĕ Улатти.

Пракка унтан кукуруза çинчен сăмах хускатрĕ. Чăнах ĕнтĕ, çак культура кăçал ăнса пулчĕ, мĕншĕн тесен çум курăксен атакине вăхăтра путлантарчĕç. Бригадир кукуруза пуссинчи чи хастарлă çынсен хушамачĕсене асăннă май Улатти ятне те асăнчĕ. «Малтан кутăнлашрĕ те кайран вара хăй пайне çынсенчен маларах та пĕтерчĕ», — терĕ вăл çум çумланă вăхăта аса илсе. Çак вăхăтра каллех Улатти сасси янăраса кайрĕ:

— Эсĕ ун çинчен мар, Пракка, арман патĕнчи алă гектар кукурузăна музыкăпах пытарни çинчен кала.

— Калатпăр, — хĕрелсе кайрĕ Пракка.

— Кала çав. Пытарса ан хăвар, — сăмах хушрĕ Лисук.

— Чăнах та, — сăмахне шӳтлĕн малалла тăсрĕ Пракка, — алă гектар çинчи уй-хир пики пирĕнтен вĕçерĕнчĕ кăçал. Эпир ун кăмăлне çавăрма, ăна чăннипех юратма пултараймарăмăр. Малашне ăсланăпăр, çак мăшкăла манмăпăр.

— Мĕн, эсĕ «ăсланăпăр», «манмăпăр» тетĕн? Яланах пĕр пек сыпăксемпе вĕçленекен сăмахсем калатăн: «пăр», «пăр», «пăр»... Пирус тĕтĕмне çавăн пек пăр-р! тутарса вĕрсе яраççĕ ăна. Сăмаха ун пек ан вĕр... — лăпланмарĕ Улатти. — Кам айăплине конкретнă кала!

— Эпĕ те, эсĕ те айăплă! — хыттăн каласа хучĕ Пракка.

— Çу-ук! — сиксе тăчĕ Эльба салтакĕ. — «Эсĕ» тенине кăларса пăрах. Кала-ха, Улатти мĕншĕн айăплă уншăн. Улатти вăл...

— Юрĕ-çке. Эпĕ айăплă. Эпĕ! Эпĕ! — пĕлтерчĕ Пракка.

— «Юрĕ-çке» тесе тарăхса калани те вырăнсăр. Эсĕ çамрăк-ха. Сан нервăсем çирĕп, — мăкăртатса илчĕ варринчи ретре ларакан пĕр колхозник.

— Ара, çапла пулмасăр! — кĕтмен çĕртен кăшкăрса ячĕ Хреççи.

Малалла Пракка чăх-чĕп ферминчи, утарти ĕçсем çинчен каларĕ. Юлашкинчен çĕр ĕçлекенĕн чысĕ, тивĕçĕ çинчен сăмах хускатрĕ. Кунта Улаттие те, Хреççие те хытах лекрĕ вара. Пракка хĕрнĕçем хĕрсе кайрĕ. Хăйĕн чун-чĕринче мĕн пур — пурне те, пурне те пĕр пытармасăр каларĕ. Çак Праккана халĕ, çийĕнчех, шыва пăрахсан çав шывра вăл хĕрнĕ тимĕр пекех хыттăн чашăл! тăвассăн туйăнать.

— Эпир хамăр бригадăна чи малти бригада тума пултаратпăр-и? Пултаратпăр! Анаткас çыннисем пули-пулми, ути-утми çынсем мар. Пурте пĕрле çурхи шыв пек тапрансан эпир темĕнле пĕвене те татса кайма хатĕр. Пĕр çын каять — йĕр юлать, çĕр çын çӳрет — çул пулать, — хăй докладне пĕтерчĕ Пракка.

— Тĕрĕс! — алă çупрăç çынсем.

— Çапла пулмалла та, ывăлăм. Питĕ аван, — сухалне сăтăркаларĕ Хритун мучи.

Ун хыççăн ыйтса пĕлме пуçларĕç. Чи малтанах Хреççин çемçе, ирĕлчĕк сасси илтĕнсе кайрĕ:

— Ара, ваттисем ялта явăл пур, Чикмере — чĕмере теççĕ. Эпĕ, ара, чистиех çав явăл шутĕнче тăратăп ĕнтĕ. Çапах та кунта пуху, пĕтĕм ял халăхĕ, ыйтса пĕлес килет манăн: Хреççисĕр пуçне ялти çынсем пурте çветтуй пек таса-ши вара? Е эпĕ йăвашшине кура пĕрмаях ман ята пир кумнă пек кумаççĕ-ши? Çавă çеç ман.

Кĕçех Сухăр Çерафимĕ сиксе тăчĕ.

— Эпĕ-ĕ, — терĕ вăл тутрине тӳрлетсе, — эпĕ-ĕ... çакна каласшăн...

— Калама кайран сăмах ил, халĕ ыйтусем параççĕ, — асăрхаттарчĕ ăна алăк патĕнчен пĕри.

— Апла пулсан тăхтам эппин, — Сухăр Çерафимĕ ларма тăчĕ.

Анчах ыйту паракансем пулмарĕç те, председатель ăна сăмах пачĕ.

— Манăн хамăн та сăмаххи ыйту пек çеç, çакна пĕлес килет: çав Хăмăшлăх çырми патĕнчи тислĕк купине районтисене кăтартма илемшĕн купаласа хунă-ши е бригадир çав купа çине хăпарса уйри çынсене сăнама лайăх тет-ши?

Клубри халăх кулса ячĕ.

— Пултаратăн эс, Серафим!

— «Пракка купи» теççĕ ăна!

— Эй, кулăш.

Алексеев — пуху председателĕ сĕтеле кăранташпа шак-шак-шак! шаккарĕ, йĕркеллĕрех пулма, лăпланма хушрĕ.

— Ыйтусем тата пур-и? — терĕ вăл ура çине тăрса. Темĕн те интереслентерчĕ пухăва пынă çынсене.

— Механизаторсене маннăранпа миçе уйăх çитнĕ бригадирăн?

— Ял пĕвине çуркунне мĕншĕн сыхласа хăварман?

— Кĕтӳсене малашне те çырмара тапăр тăратас теççĕ-и?

— Лаша утланса çеç çӳресен бригадир колхозниксен ĕçне лайăх курайрать-ши?

— Бригадир хăй колхозниксене сăмакун юхтарса пама хăçан чарăнать-ши? — терĕ юриех тахăшĕ.

Ку ыйту пурне те тĕлĕнтерсе ячĕ. Çынсем кулма тытăнчĕç...

Ыйтусем парса пĕтерсен тăхтав турĕç те, пренисем пуçланчĕç.

— Ал-ура — ĕçлеме, ик хăлха — итлеме, пĕр чĕлхе — пуплеме, — юптарса пуçларĕ хăйĕн сăмахне Татюк. — Эпир хирте тăпра çийĕн утса, тăпра муклашки ватса ӳснĕ çынсем. Эпир çăкăр чĕллине мĕнле касмаллине те, хăш енчен çыртса çимеллине те чухлатпăр. Пире аннесем çăкăр касса парсан: «Çакна çи те пĕр çуна вутă кас», — тенĕ. Колхозра пирĕн чи малтанах çăкăра хисеплесе пурăнма вĕренмелле. Çăкăра, уй-хире хисеплесен, чăн-чăн колхозник чысне, тивĕçне ăнланса илсен, астуса пырсан тыр-пул лайăхрах ӳстерме пулатех. Эпĕ çын çинчен калама вĕренмен. Хам çинчен çеç калама пултаратăп. Халиччен мĕн вăй çитĕшне, мĕн пултарнă таран тăрăшнă-и эп колхозра? Пĕр пытармасăр калатăп: эпĕ тата вăйлăрах ĕçлеме пултарнă. Малашне ĕçлĕп те. Анчах пирĕн бригадăра Хреççипе Улатти тата Микка йышшисем пурри ĕçе каялла туртса пырать. Хреççи колхоз ĕçĕнчен хăй çеç пăрăнни çитмест-ха тата, сăмакун туса çынсен пуçне минретет, вара колхозра вăй хурса ĕçлемелле вăхăтра хăш-пĕрисем, тĕрĕссипех калам, Улатти пеккисем, ун патĕнче ĕçсе-ӳсĕрĕлсе лараççĕ. Миккана та вăрçас килет: мĕншĕн-ха вăл кукурузăна çапла пăсса акнă? Çавăнпа вăл пусă çум курăк айне пулчĕ. Çаксем çинчен пирĕн паян вирлĕн калаçмалла.

Бригада çыннисем тăруках алă çупса ячĕç. Ун хыççăн Хритун çĕкленчĕ.

— Татюк пĕтĕмпех тĕрĕс калать. Чăнах, сухаласа акнă, шăтса тухнă кукуруза хирне çум çумламасăр пĕтерни мана, ватă çынна, çав тери тарăхтарать. Çумне çумлаймасан мĕн тума акнă эсир ăна? Мĕншĕн çĕре сая янă? Малтан, мĕн, плана тултарас тесе акрăр-и? Вара сведени панă та — ун çинчен маннă. Эх, хĕнекен çук пире. Вĕлтренпе пĕçертекен çук. Ăслă-пуçлă çын çапла хăтланать-и? Пракка ывăлăм, ачам епле пăхайман ăна?! Эс правленинче тата, Лаврентий Павлович, пирĕн хаклă председатель, мĕн туса ларнă-ши? «Эй, пĕтин пĕттĕр! Колхоз çĕрĕ пысăк, пурăнатпăр», — терĕн пуль. Алексеев юлташ та асăрхаман курăнать. Çав кукуруза халь ĕнесене мĕн тери сиплĕ пулатчĕ. Парасчĕ ăна халь Красавкăсене, Чернушкăсене. Ах, эрнеччĕ те, эрне кун мар çав паян.

— Лăп та шай эрне кун паян! — кăшкăрчĕ Улатти

— Эс унта ытлашши шавласа ан лар, — пӳрнипе юнарĕ ăна Хритун. — Сан пата та çитетĕп. Васкатăн пулсан халех калама та хатĕр. Пирĕн Анаткас ялĕнчен иртнĕ вăрçăра пурĕ çĕр те ултă çын вилнĕ. Çĕр çын ытла аманса килнĕ. Шухăшласа пăх-ха, Улатти, çав аманса килнĕ çынсем кашниех сан пек «Эльба!», «Одер!», «Висла!», «Днепр!», «Дунай!» тесе кăшкăрашса çӳресен, пурте «Эпĕ кам?» тесе кăкăрĕсене çапсан мĕн килсе тухать-ха. Сан пек ухмахланас тесен вĕсем пурте сан пекех кăшкăрашма пултараççĕ. Вилнисен тата? Сан пек хăтланас тесен вилнисен мĕн тумалла? Вил шăтăкĕнчен тухса никама пĕр канăç памасăр ахăрашса çӳремелле-и? Вĕсен ахăрашма санран ытларах тивĕç пур. Тата çав вилнĕ çынсен арăмĕсене, ачисене, ашшĕ-амăшĕсене хисеплемелле мар-и? Шавлас тесен вĕсем те шавлама пултарĕç. Пирĕн пĕтĕм колхозри, пĕтĕм бригадăри çынсен пĕр вĕллери хуртсем пек, ылтăн хуртсем пек пулмалла.

— Питĕ лайăх калатăн, Хритун пичче!

— Питĕ тĕрĕс.

— Тĕрĕс пулмасăр, — сухалне татах сăтăркаларĕ мучи. — Улатти пек хăйне çеç ылтăна хуракан çынсем пирĕн туссем-и? Çук, туссем мар. Улаттие нимĕн те мар, усал çыпăçни пĕтерет. Симĕс усал çыпçăннă ун çумне. Çав усала Хреççи Улатти ăшĕнчен тĕтĕрсе кăлараймасть. Апла-и-ха, çав шуйттана Хреççи хăй четвĕрчĕ-четвĕрчĕпе юхтарать.

— Ара, ватă çын та суять-çке ку, — илтĕнчĕ Хреççин çуйкăн сасси.

— Суйса мар, Хреççи, — тарăхса каларĕ мучи. — Пăрах эрехпе аппаланма! Ыранах ял Советне кайса пар шуйттан аппаратне.

Кун хыççăн Хритун мучи Праккана сăмах тĕртсе илчĕ.

— Пирĕн бригадир та Хреççие эрех юхтарма пулăшать текен сас-хура пур-ха. Мĕнле, тĕрĕс-и вăл, Пракка? Пуху умĕнчех каласа пар.

Хĕрелсе кайнă бригадир çавăнтах сиксе тăчĕ. Хăйне Хреççи чике тăршшĕ лартни çинчен вăл йăлтах каласа парасшăнччĕ ĕнтĕ, анчах темиçе сасă пĕр харăс:

— Кирлĕ мар калама. Çав путсĕр хĕрарăм епле чееленнине пурте пĕлетпĕр, — терĕ.

Вара Пракка каллех вырăна ларчĕ, Хритун мучи те кăшт лăпланчĕ.

— Мана пĕр-ик сăмах калама ирĕк парăр-ха, — илтĕнчĕ кайри сак çинчен хĕрарăм сасси.

— Кам вăл? — тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă ватă хĕрарăм еннелле тинкерчĕ Алексеев. — Ниепле те паллаймастăп...

— Марье-Мĕтри вăл, — шăппăн пĕлтерчĕ ăна Хритун мучи.

— Э-э, айта кала, кала. Пĕр-ик сăмах çеç мар, мĕн чухлĕ кăмăлу пур, çавăн чухлĕ калаç.

Марье-Мĕтри хуллен утса тĕпелерех иртрĕ. Пухури çынсем ун çине пурте е кăмăлласа, е тĕлĕнсе пăхрĕç.

— Пĕр сăваплă сăмах çĕр те пĕр шухăш çуратать теççĕ, — сумлăн пуçларĕ пичи. — Çавăнпах пуль Татюкпа Хритун сăмахĕсем çакăнта ларнă чухнех тем çинчен те шутлаттарчĕç мана. Ара, шăллăмсем, йăмăкăмсем, тăвансем, пирĕн телей хамăр çумра. Çав телее пире патшалăх тахçанах панă. Вăл телей тем анлăш, тем сарлакăш. Тăрна шурĕнчен пуçласа Нар çырмине çитиччен. Кавал Аринчен Пуянкасси чиккине çитиччен. Вăл телей — пирĕн уй-хир. Уншăн эпир ĕлĕк куççуль тăкнă. Уншăн эпир намăс, нуша, хуйхă-суйхă курнă. Мĕн-мĕн курман-ши эпир çĕршĕн. Ун çинчен аса илме те йывăр. Юратăр, тăвансем, аслă çĕре! Çĕр ĕçĕ вараланчăк ĕç мар. Çĕр вăл тĕнчере чи таси.

Унтан Марье-Мĕтри Улаттипе Хреççи еннелле çаврăнчĕ те:

— Эсир астăвăр, ял-йыш ятне ан ярăр. Яла ан култарăр, — терĕ.

Вара пĕр самант чĕнмесĕр тăнă хыççăн Пракка еннелле ӳпĕнсе пăхрĕ:

— Сана та çупкă кирлĕ, ывăлăм. Мĕншĕнне хăв пĕлетĕн, — терĕ. Çынсем татах алă çупса ячĕç.

— Çĕр нушине хăй тӳснĕ çав, — терĕç çынсем пĕр-пĕрин çине пăхса. — Варне витернĕ.

Улатти маларах пĕр чĕнмесĕр ларас тесе те шутланăччĕ. Каярахпа: «Ăшра мĕн пуррине каласа парас пуль, чуна çăмăлрах пулĕ», — терĕ. Вăл сĕтел умне темле васкамасăр утса тухрĕ. Тухсан аллине малалла яш! тăсрĕ:

— Акă çакăнтан, — терĕ, — Эльба шывĕ юхса выртать. Ку енче — совет салтакĕсем, тепĕр енче — тăшмансем. Çав вăхăтра Улатти хăш енче пулнă тетĕр эсир? Улатти пĕтĕм чун-чĕрипе, вар-хырăмĕпе хамăр енче, колхоз енче, тăван ял енче пулнă. Халь мана кунта аванах çунтарчĕç. Юрать, çунтарни те тепĕр чух кирлĕ. Çунтарсан, хĕртсен-хĕртсен, ун хыççăн сивĕ шыва чиксен тимĕр те çирĕпленет. Эппин, хĕртĕр мана!

— Мĕн калаçатăн эсĕ? Сивĕ шыва чикекен пулмарĕ-çке сана. Пĕçертрĕç çеç, — юриех куласшăн пулчĕ тахăшĕ.

Улатти ăна илтмĕш пулчĕ, вăл хăйĕнне малалла каларĕ:

— Эпĕ ку пухура ялти чи путсĕр çын пек курăнтăм. Улатти ĕçрен пăрăнать. Улатти ĕçет. Улатти çухăрашать. Улатти кулянмасть тетĕр-и эсир? Улаттин чунĕ ыратать. Ĕненмесен — пăхăр Улатти чĕрине. — Вăл фуфайка тӳмисене вĕçертсе ячĕ. — Хытă тапать вăл. Трактор пек ĕçлет. Пин хуйхă-суйхă курнă пулин те Улатти чĕри тапма чарăнман. Ăна Орел патĕнче те тĕллесе пенĕ. Винтовкăран, автоматран çеç мар. Улаттие «тигрсем», «пантерăсем» пенĕ. Днепр çинче те, Дунай çинче те, Эльба çинче те, Одер çинче те пенĕ. Халĕ мана, куратăр-и, Хритун мучи вилнисемпе танлаштарма шутларĕ. Вилнисен чĕлхи çук вĕсен, куçĕ курмасть, чунĕ ыратмасть. Манăн ыратать. Кукуруза хирне çум пуснăшăн та, Пракка тĕлсĕр-мĕнсĕр штрафланăшăн та, арăм чирленĕшĕн те, ачасене ăс пама вăхăт çуккишĕн те чун ыратать. Пĕлесчĕ сирĕн Улатти чунне.

Улатти тӳсеймерĕ. Икĕ аллипе тытнă çĕлĕкне çавăркаласа алăк патнелле утрĕ...

Сĕм çĕрлечченех пычĕ пуху.

Юлашкинчен ĕçчен колхозниксене, бригада маякĕсене, парнесем валеçрĕç.