Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XVI сыпăк
Марье-Мĕтрипе Ахваниç хире тухсан, кăшт кайсанах, çеремлĕ сукмак çине пăрăнчĕç. Вăл айлăм вырăнта ăман пек кукăр-макăр авкаланса пырать. Çак сукмака Якав Темичĕн сукмакĕ теççĕ. Вăрăпа лекнĕ хыççăн ял çыннисенчен тарса çӳренĕ Темит килне каçсерен çак сукмакпа апат çиме таврăннă пулать. Сукмак икĕ енче те парка шăтса тухнă пăрçа. Юнашар пусса тулă акнă. Вăл шăтса тухайман-ха. Çĕрĕ вара кунта колхоз çулсеренех тислĕк кăларнăран хăпарнă кăвас чусти пекех нӳслĕ, кăпăшка. Унран тутлă çимĕç пиçессе хаваспах кĕтетĕн.
Ял çыннисем хирте тăрăшсах ĕçленĕ чухне Марье-Мĕтрипе Ахваниç те килте лараймаççĕ, хире кăштăртатса тухаççĕ. Никам чĕнмесĕрех, никам каламасăрах бригадăн пĕтĕм пуссине пăхса çаврăнаççĕ. Ара, ватăраххисен çамрăксене кăшт вĕрентсе, кăтартса пыни те кирлĕ. Марье-Мĕтрипе Ахваниç кайсан-кайсан сухаланă хире кĕрсе тем шыраса утаççĕ. Пынăçемĕн тăпрана урисемпе тапкаласа пăхаççĕ.
— Кăçал аслати пуçласа мал енчен авăтрĕ. Тырă ăнса пулать пуль, — терĕ Марье-Мĕтри.
— Эпĕ те çаплах шутлатăп, — килĕшрĕ унпа Ахваниç. — Хĕлле чӳрече кантăкĕ те хитреленсе шăнатчĕ. Унта чисти тырă пучахĕсемех курăнатчĕç...
— Анчах пурпĕрех тăрăшнинчен килет çав.
— Ара, пирĕн çынсем вăйăн-шайăн ĕçлемеççĕ те... Пусă хĕрринчен кăшт шаларах пăрăнса кĕнĕ Ахваниç
мучи чарăнчĕ.
— Кунта, çаврăннă тĕлте, начартарах сухаланă. Килсе таптаса пăх-ха. Ура тĕпне хытă лекет, — терĕ вăл Марье-Мĕтрине.
— Урлă сухаланă пулин те асăрхайман. Çамрăксем сухаланă ĕнтĕ. Праккан çакна астумалла пулнă. Эх, çавна! — тарăхрĕ Марье-Мĕтри.
— Улатти сухаламан-ши ку тĕле? Çавна шансах çитерместĕп эпĕ.
— Пулма пултарать...
Пĕр тĕлте Марье-Мĕтрипе Ахваниç кĕççе пек, салат тунă чухнехи пек тырă сăмсаланса выртнине тĕл пулчĕç. Кам мурĕ тăкса хăварнă-ха кун чухлĕ тулă? Мĕншĕн пуçтарман ăна?
Маларах тата сукмак ик айккине те чылай хăварса сухаланă. Мĕн тума кун чухлех хăвармалла-ха? Çум курăкĕсем ытларах ыр курччăр тесе-и? Авă йыт пыршисем, пиçенсем, хурхухсем, пăру хӳрисем пуçне кăларма та ĕлкĕрнĕ кунта, сăрпалансах çĕкленеççĕ.
— Чăннипе çак Темит сукмакĕ хăй те кирлĕ мар, — сăмах хушрĕ Марье-Мĕтри.
— Чăнах, кам çӳрет-ха кун тăрăх.
— Шăрчăксем сиксе çӳреççĕ.
— Çавă кăна. Пирĕн хирте вара ун пек сукмаксем мĕн чухлĕ! Лариван сукмакĕ, Мăтавкка сукмакĕ, Чупмар сукмакĕ, Каратай сукмакĕ, Ула йытă сукмакĕ, Шурă тăм сукмакĕ, Уксах мулкач сукмакĕ, Ехрем кĕсри сукмакĕ... Вĕсем эрешмен карти пекех каркаланă хире. Çав сукмаксене пурне те сухаласа пăрахсан та сăтăр пулас çук.
Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи çаплах утаççĕ. Пĕри тĕрĕллĕ шурă кĕпепе, сарă пушмакпа, тепри хура çинче кăвакрах йăрăм-йăрăм костюмпа, атăпа. Иккĕшĕ те сых ятне шĕшкĕ туйи илнĕ. Çав туясем вĕсене кирлех те мар. Çапах та туясăр мĕнле карчăкпа старик пултăр-ха вăл? Унсăрăн алла тем çитмен пек сисĕнет. Туясене пирĕн енче хитре тăваççĕ вара! Кашни çулах, йывăç сĕткенленсен, вăрмана туя касма юри каяççĕ. Миçе шĕшкĕ тымарне чакаласа пăхмаççĕ-ши çав туяна тупиччен?! Селĕм кукăр туя тупасси ансат мар. Юлашкинчен тупса кассан çав туя хуппине çĕçĕпе йĕрлесе, чечеклесе, йăрăм-йăрăм сĕвеççĕ. Кайран сулхăнра майĕпен типĕтеççĕ. Ну, чаплă туя пулать те ун хыççăн. Çав туяпа такама та урайне такка-такка вăрçма, таçти çула та шанчăклăн тухма пулать.
Чи малтанах Марье-Мĕтрипе Ахваниç кукуруза акакансем патне çитрĕç.
— Туй тесен тукмак сикнĕ теççĕ. Ав çур аки тесен эпир те хăпса тухрăмăр. Ыр сунатпăр сире! — çĕлĕкне хывсах пуç тайрĕ Ахваниç мучи.
— Килĕрех, хаклă хăнасем, — трактор айĕнчен кăшкăрчĕ Улатти.
— Анчах хăна килсен аш пиçет, аш пиçмесен пит пиçет тенĕ. Эсĕ мĕн йăваланатăн трактор айĕнче? Çĕмĕрсе пăрахмарăн пулĕ те. Вара пĕтерен вĕт, — ун патнелле утрĕ Марье-Мĕтри.
— Нимĕн те пĕтместпĕр, Эльба! — терĕ тракторист.
— Кукурусне чылай акрăр-и?
— Виçмине акса пĕтеретпĕр. Тулла штурмовать турăмăр. Пăрçана форсировать тунă. Халь кукуруза хирĕнче наступлени саратпăр. Акă пулчĕ те манăн, — трактор айĕнчен упаленсе тухрĕ Улатти. — Эсир, мĕн, комисси пулатăр-и? Особăй отделтан-и? Тархасшăн! Тĕпелерех иртĕр. Улатти сирĕн умра тăрать. Мĕн калас тетĕр — калăр. Ну, мĕншĕн каламастăр? Çук пуль çав, Улаттие хаярлама сăмах тупăнмасть пуль. Вăт, çапла вăл — гвардеец-артиллерист!
— Туй иртсен шăпăр каламаççĕ теççĕ те. Ман çапах та шăла çыртса тăрас килмест. Тулă хирне шăйрăк хăварнă эс, Улатти.
— Мĕскер? — трактор çине хăпарса ларма шутланă Эльба салтакĕ тăпах чарăнчĕ.
— Урана хытă лекекен тĕлсем пур тетĕп, тулă хирĕнче шăйрăк хăварнă.
— Шăйрăк? — Улатти сасартăк хĕрелсе кайрĕ, çамки çинче унăн тар тумламĕсем шăрçаланчĕç.
— Мĕнле вара эсĕ, Эльба салтакĕ, Улаттин кăмăлĕ линейка пек тӳрĕ, формалинпа чӳхенĕ пек таса теттĕн-çке. Хăв шăйрăк хăваратăн, — тĕртсе илчĕ Микка, Улаттие ылмаштарма килнĕскер.
Анчах ун сăмахне хăлхана чикекен пулмарĕ...
— Улатти, хускатса яр тракторна! Мĕн туса тăратăн? — васкатрĕç ăна акакансем. Лешĕ çаплах вырăнтан хускалмарĕ. Вăл пӳрне пек хулăн чикарккине темле тарăхса, васкаса ĕмрĕ. Ун кăварĕ пӳрнисене пĕçертме пуçласан çеç чикарккă тĕпне нӳрлĕ тăпра çине пăрахрĕ. Вара Марье-Мĕтри еннелле пăхса:
— Аçта патак лартса хăварнă терĕр çак эсир? — тесе ыйтрĕ.
— Темит сукмакĕ патне, — тепĕр хут каларĕ лешĕ. — Ун пек хăтланма юрамасть-çке, Улатти. Эсĕ çамрăк çын мар. Тахçанах ача ашшĕ пулнă. Санăн кĕçĕнреххисене хăвăн шаккаса пымалла...
— Чим-ха, малтан пĕлесчĕ ман: чăннипех эпĕ хăварнă-и çав шăйрăка е эп мар-и?
— Улатти, акма тытăнар! — каллех илтĕнчĕ тахăшĕн сасси.
— Тăхтăр-ха кăштах, — аллине çӳлелле çĕклерĕ Улатти, вара хир тăрăх хыттăн хăвăрт чупса кайрĕ. Каялла çаврăнса пăхмасăр, çав Марье-Мĕтри каланă шăйрăк патне хăвăртрах çитсе ăна шăлпа сухалама шутланă пек чупрĕ.
Улатти чылай инçене кайрĕ ĕнтĕ. Унăн чун-чĕри пăлханчĕ. Шăйрăка ниушлĕ вăл хăварнă? Ниушлĕ каллех намăс курмалла пулать унăн? Улаттин кирза аттисем çемçе тăпра ăшне путрĕç. Кăкăрĕ пӳлĕнме пуçларĕ. Акă сукмак хĕрринчи шурă патак курăнчĕ. Тракторист ерипенрех утма тытăнчĕ. Çав шурă патак вăрçă хирĕнчи тăшмансен шурă ялавĕ пекех туйăнчĕ ăна.
«Çапла туса хутăн эппин, — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ Улатти ку вырăна Микка сухаланине аса илсе. — Вăхăтлăха çеç ылмаштаратăп, ман участок мар терĕн пулать ĕнтĕ. Эх, путсĕр».
Улатти пăхкаласа çӳрерĕ. Унтан çаврăнса тракторĕ еннелле утрĕ. Унта ăна акакансем кĕтеççĕ.
— Ылтăн вăхăта сая яратăн, Улатти, — терĕç вĕсем ăна. — Кăшт шăйрăк юлнăшăн тупнă калаçмалли!
Тракторист кабинăна хăпарса ларчĕ.
— Тĕрĕс мар калаçатăр, юлташсем, — терĕ Улатти. — Хирте шăйрăк хăварни — трактористшăн йывăр суран. Ахаль суран çеç мар — чĕре суранĕ. Çĕр ĕçлекен чĕрин суранĕ. Анчах хальхинче шăйрăкшăн мана ан ятлăр, тусăмсем. Эпĕ мар, Микка хăварнă ăна. Эпĕ ун пек шăйрăк хăварнă пулсан кĕреçепе чавса тухнă пулăттăм. Чăнах.
— Чим-ха, — ун патнех утрĕ Марье-Мĕтри. — Эсĕ апла хăвăн чуну таса тетĕн. Ман шутпа, Улатти, çав тери тасах мар-ха сан чуну. Эсĕ Миккапа ылмашăнса ĕçленĕ. Апла пулсан ху юлташу мĕн хăтланнине ма çийĕнчех курман эсĕ? Мĕншĕн смена хыççăнах ăшаламан ăна?
Улатти ним калама та аптрарĕ. Чăнах, мĕншĕн пăхман-ха вăл Микка епле сухаланине? Вăл карттусне аяларах антарса лартрĕ.
Улатти çапла шухăшланă май пĕлтĕрхи шăв-шава аса илчĕ. Çав шăв-шав ĕнер пулнă пекех илтĕнсе хăлха çумĕнче янăраса тăрать-ха. Ун чухне кукуруза тăваткалĕсене тĕрĕс туман пирки мĕн чухлĕ асап пулчĕ. Алăпа çумларĕç, катмакларĕç. Мĕн чул ĕç кунĕ уссăр тăккаланчĕ. Çук, кăçал пĕлтĕрхи пĕлĕмех çиес марччĕ.
— Ну, мĕнле, тăваткалсем йĕркеллĕ-и унта? Пăхсах пырăр! — кăшкăрчĕ Улатти.
— Пăхатпăр! Пăхатпăр! — кăшкăрчĕç акакансем. Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи тата малалла кайрĕç. Хире пĕр тухнă-тухнах Миккапа та курса калаçас терĕç вĕсем. Анчах карчăкпа старикăн чылай утма тиврĕ. Микка Çичçырма хĕрринче хура тул хирне сухалать иккен. Ваттисем çитнĕ чухне тракторист яшка сыпса ларатчĕ. Акă вăл юлашки шӳрпене чашăкранах лăнкăр-лăнкăр тутарса ĕçсе ячĕ те ура çине сиксе тăчĕ, хырăмне ик аллипе çапкаласа илчĕ.
— Ну, çирĕм те паян. Хырăм пăнк! Лайăхрах вырнаçтăр, сиксе илем-ха транк! — терĕ. Вара чăнахах та пĕр-ик хутчен сиксе илчĕ. Ун хыççăн Марье-Мĕтрипе Ахваниç еннелле тинкерчĕ.
— Мĕн хăмпă çапса çӳретĕр эсир? Ларасчĕ килте, — шӳт тăвасшăн пулчĕ Микка. Анчах унăн шӳчĕ-мĕнĕ тухмарĕ. Ваттисем пĕр-пĕрин çине кăн пăхса илчĕç, темлерех пулса кайрĕç. Çапах та Марье-Мĕтри хăйне хăвăрт алла илчĕ:
— Хăмпă çапса çӳреместпĕр эпир. Сан шăйрăкусене курма тухрăмăр, — терĕ вăл.
— Пур-и вĕсем? Пулсан курăр. Чаракан çук.
— Темит сукмакĕ патĕнче пурччĕ çав.
— Сире мĕн тума кирлĕ вĕсем? Тупăннă пуçлăхсем! — чĕрре кĕме тытăнчĕ Микка. — Мĕскер чăрмантарса çӳретĕр эсир мана?
— Лайăх ĕçлекене никам та усал каламасть.
— Айта пуплешĕр. Эсир пакăлтатни манăн пĕр хăлхаран кĕрет те тепĕр хăлхинчен вăшт! кăна тухса тарать.
— Эй, ывăлăм, — калаçăва хутшăнчĕ Ахваниç мучи, — ватти çук пулсан латти çук теççĕ ăна. Йĕркеллĕрех калаç-ха эс. Шăйрăкĕ-шайрăкĕ, кунсăр пуçне тырă та нумай тăккаласа хăварнă эсир. Пĕр тĕле купипех юлнă...
— Юлин! Колхоз унпа чухăнланас çук, — алне сулчĕ Микка.
— Эс апла алă сулма-и, йĕпе сăмса! — тарăхнипе кăшкăрса каларĕ мучи. — Çăкăр тути-масине пĕлсе çитмен-ха эсĕ. Арпа пуç! Çăварунтан мĕн тухнине пĕлместĕн. Эпир пĕчĕккĕ чух мăян çисе ӳснĕ. Ыйткаласа çӳренĕ. Çĕршĕн мĕн чухлĕ куççуль тăкнине пĕлместĕн эс. Çак ана-çараншăн çынсен ĕмĕрĕ татăлнине чухласшăн мар.
Микка шăпăрт пулчĕ. Пӳрнисене турта-турта шăтăрт-шăтăрт! тутарчĕ. Урисене хускаткаларĕ. Вара çӳхе пиншакне хулпуççи çине хучĕ те трактор еннелле хуллен лăпăстатрĕ.
Марье-Мĕтрипе Ахваниç Çичçырма ĕшнине кĕчĕç. Çӳçесем ем-ешĕл çулçă сарнă, ăвăссем те çамрăк кĕрен çулçă кăлараççĕ. Шĕшкĕсем васкасах ешерме тытăннă. Кăвак куçлă çеçпĕлсем, ырă шăршлă сертесем, сулхăнрах тĕлте, йывăçсем айĕнче, лантăшсем тухнă.
Ахваниç мучи шĕшкĕ айĕнчи пĕлтĕрхи типнĕ çулçăсене аттипе сирчĕ те вĕсен айĕнче сап-сарă мăйăр выртнине курчĕ. Вăл ăна пĕшкĕнсе илчĕ, ывăç тупанĕ çинче сăтăркаларĕ.
— Кур-ха, Марье! Мĕн тупрăм эпĕ?
— Ай-ай, сап-сарă мăйăр. Катса пăх-ха, тĕшши пур-и?
— Çук, ман шăлсем катаймаççĕ кăна.
— Апла пулсан пар-ха хама...
Марье-Мĕтри мăйăра катса пăхрĕ. Тĕшши тăп-тулли иккен, ним чухлĕ те типсе пĕтмен.
Карчăкпа старик шĕшкĕ тĕмĕ айне пĕшкĕнсе ларчĕç те мăйăр шырама пуçларĕç. Кашниех хăй миçе мăйăр тупнине шутласа пычĕ.
— Пĕрре, иккĕ, виççĕ, — пăшăлтатрĕ Ахваниç.
— Тăваттă, пиллĕк... — илтĕнчĕ Марье-Мĕтри сасси.
— Вуннă, вун пĕр... — татах шутларĕ мучи
— Вун улттă, вун çиччĕ. Пĕри йĕкĕр мăйăр тата, — хăйне хăваласа çиттермерĕ карчăк.
— Манăн лăп та шай аллă.
— Манăн утмăл çиччĕ.
— Аллă пиллĕк. Айта каяр пуль.
— Сакăр вуннă. Каятпăр...
Марье-Мĕтрипе Ахваниç тăрса утрĕç. Сап-сарă мăйăр! Мĕн çинчен кăна аса илтермест-ши ват çынсене? Çамрăк чухне вăрмантан ыт-тĕкелле выляса таврăнатчĕç. Улахсенче хĕрсем хăйсен савнийĕсене типĕтнĕ мăйăрпа хăналатчĕç. Шĕшкĕ мăйăрĕ — чăвашсен чи чаплă çимĕçĕ. Уявсенче ăна катман çын та çукчĕ. Шăлĕ çукки мăлатукпа, кусарпа, пуртă тăршшипе, вут пуленкипе, кирпĕч татăкĕпе кататчĕ. Ача-пăча чирлесен те йăпатма мăйăр илсе кĕрсе паратчĕç. Мăйăрне вара шап-шурă хутаçсене тăп-тулли тултарса анисене сĕвем çиппе лайăх çĕлетчĕç. Ана кĕлĕт маччине, çӳлех, ача-пăча çитеймен çĕре, çакса хуратчĕç. Вăрттăн илесси çинчен ан та шутла. Çапах та эпир çамрăк чухне çав хутаçа кăшт шăтарса карттус çине пĕрер мăйăрăн юхтараттăмăр. Эх, тĕкетмĕш çулсем! Ачалăх мыскарисем!
Утар тĕлне çитсен карчăкпа старик тӳсеймерĕç, çула май Хритуна та кĕрсе курас терĕç. Хĕрлĕ, кăвак, сарă вĕллесем умĕнче ылтăн çунатлă хуртсем вĕркеççĕ. Пĕр килеççĕ те пĕр каяççĕ. Самантлăха та канмаççĕ. Çурхи ăшă хĕвел, хитре чечексем вĕсене хăйсем патнех туртаççĕ.
Ылтăн çунатсен пурнăçне утарçă кашни самантрах пĕлсе, сиссе тăма тăрăшать. Унсăрăн утарта вĕлле çумне вĕлле хушма май çук. Унсăрăн çăвăр хурчĕ те таçта вĕçсе çухалать, ют хуртсем те пыл çаратма килме пултараççĕ.
— Айта килĕрех! Пӳртелле кĕрĕр, — ăшшăн кĕтсе илчĕ Ахваниçпе Марье-Мĕтрие Хритун.
Вĕсем виççĕшĕ те пӳрте кĕчĕç. Кăмака карнисĕ çинче питне çуса ларакан шăши юс алăк чĕриклетсе уçăлнине илтсенех йăпăрт-йăпăрт анса тарчĕ.
— Ай-ай, санăн шăшисем те пур-и-мĕн? — ыйтрĕ Марье-Мĕтри.
— Шăши таврашĕ вуçех çук. Шăши юс кăна хуçаланать, — ăшшăн кулчĕ Хритун. — Кушакран та лайăх вăл...
— Ну, мĕнле пурăнатăн, Хритун? — халичченхи йăлапа сăмах пуçларĕ Ахваниç.
— Майĕпе пурăнатпăр, — сак çинчи тымара аяккарах илсе лартрĕ Хритун.
Марье-Мĕтри çак çул хĕрринчи çăка пӳрте ахалех кĕнĕ тетĕр-и эсир? Çук, ахалех кĕмен вăл. Марье-Мĕтрие хĕллеренпех пĕр шухăш канăç памасть. Вăл Хритунпа часрах хăталлă, хурăнташлă пуласшăн. Ара, мĕн калăн ĕнтĕ, Праккасен килĕнче çамрăк хĕрарăм кирлех. Кинсĕр, инкесĕр кил-çурт илемсĕр, пушă. Кашни кунах такам çитмен пек сисĕнет. Марье-Мĕтри пурне те лайăх чухлать, ăнланать. Пракка Лисука юратни, уншăн çунса, çулăмланса çӳрени паллă ĕнтĕ. Ана бригадăра йытти те пĕлет. Лисукĕ те аванччĕ-ха. Марье-Мĕтрие тĕл пулсан яланах кăмăллă калаçать, пĕр чĕнмесĕр талт-талт! пусса иртни нихçан та пулман. Пракка тепĕр чухне çур çĕр иртиччен те киле таврăнмастчĕ. Пĕр кун çеç мар, эрни-эрнипех çаплаччĕ. «Правленире лармалла пулчĕ-ха», — тетчĕ ыйтсан. Марье-Мĕтри вăл мĕнле «правленире» çӳренине пит лайăх чухлатчĕ. Çур аки умĕн вара тем килсе тухрĕ: Пракка сасартăк кичемленчĕ, каçхине те килте ларакан пулчĕ. Те вĕренмелли, те шухăшламалли нумайланчĕ унăн. Ара, институтра вĕренет те. Çапах та Пракка салхуллăрах çӳрени килĕшмерĕ ăна. Тен, Лисукпа иккĕшĕн хушшипе хура кушак иртмен-ши? Çавăнпах ĕнтĕ Марье-Мĕтри Праккана епле те пулин пулăшма шутларĕ. Ача-пăчан пĕр шухăш, ватăн çĕр шухăш теççĕ. Çапла пулчĕ ĕнтĕ ку.
Ларсан-ларсан Марье-Мĕтри чеен пăхса илчĕ те:
— Мĕнле-ха эсир кăсăя чĕппине кĕсье тĕпĕнчех усрасшăн-и? — терĕ.
Хритун çак сăмах мĕне пĕлтернине хăвăрт тавçăрса илчĕ. Ним пулман пекех лăпкăн:
— Вĕçес кайăк турат вĕçне хăех пырĕ-ха, — терĕ.
— Пĕве çитнĕ хĕр сала кайăк мар, сĕлĕ сапса тытаймăн. Хăв та сисмĕн ак, тухса вĕçтерĕ. Арапуç енчен, Ара çырми урлă, тӳр çулпа тӳрри çӳрет темеççĕ-и?
Апла каланăран Марье-Мĕтри тек Лисук пирки калаçма хăймарĕ. «Хĕрне халех качча парасшăн мар ĕнтĕ кусем», — тесе шутларĕ те урăххи çинчен калаçма пуçларĕ. Чылайччен шăкăлтатса ларчĕç ватăсем.
Каç енне сулăнсан тин Марье-Мĕтри ура çине тăчĕ.
— Юмаха пула çăмахсăр юлăн тата, кайма вăхăт çитрĕ пуль. Айта уттарар, Ахваниç, эсĕ те ялах пыратăн пуль, — терĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...