Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XVIII сыпăк


— Ут теççĕ сана! Çитет!

— Утатăп, — ачурапине туртса кайрĕ Хреççи. Пракка та унран юлмарĕ, хыçалтанах пычĕ.

— Ара, Пракка, мĕн мана çеç куратăн çак эс? Кăпшар пуçĕнче мансăр пуçне татах пурччĕ унта. Вĕсем каккуй ман пек çеç... Манран та нумай вырчĕç.

— Камсем?

— Унта-и? Ара, манран аяккарахчĕ те — паллаймарăм. Те Çитăр арăмĕччĕ. Те Мархва кинемей... Кайса тыт-ха çавсене.

— Э-эй, ан суй, Хреççи. Эсĕ мана улталаса ярасшăн. Ан чеелен! Вăт путсĕрскер!

— Ара, каллех путсĕр апла. Тĕрĕс. Пирĕн пек путсĕрсене тем тусан та юрать. Пире ним вырăнне те хумаççĕ çав. Арçынсăр хĕрарăм çын-и вăл...

Ял патне çитеспе сукмак икке уйрăлать, пĕри — ват хурама еннелле, Хреççисен урамне, тепри — аслă урама, лаша вити патнелле.

— Сылтăмалла пăрăн! Сылтăмалла! — хушрĕ бригадир Хреççие.

— Ара, килеллех каяс-ха. Вăй пĕтсе çитрĕ. Чикен чикекен пулчĕ.

— Сылтăмалла! — кăшкăрчĕ Пракка, вара чупса пычĕ те ачурапине хăй ярса тытрĕ. Хыттăн кăлтăртаттарса кайрĕ.

— Ара, ачам! Ырă çыннăм! — ачурапине каялла туртрĕ тăлăх арăм.

Анчах Праккана ăçтан çĕнтерĕн. Вăл малаллах та малаллах кайрĕ. Хреççи ун хыççăн чупрĕ, кăшкăрашрĕ, вăрçрĕ, ачурапине татах туртса чарма хăтланчĕ, сĕтĕрĕнсе пычĕ. Бригадир уттине хăвăртлатнăçем хăвăртлатрĕ. Ĕнтĕ Хреççи татах тарăхрĕ.

— Ара, мĕн тăвать çак. Мĕн амакла çын пулчĕ ку? Эй, турă!

Пракка халь чупнă пекех пычĕ. Хреççи унпа ниепле те ĕлкĕреймерĕ.

— Пĕтменскер! Çын туприне хапсăнакан! Кĕвĕç! Сирĕн йăхăрта та ырă çын пулман. Пурте тулăксăр, ухмах...

Тарăхса супнă Хреççи лĕпĕс-лĕпĕс чупса ачурапине хуса çитрĕ те михĕсем çине хăпарса ларчĕ.

— Иçмасса, ларса пырам. Чуна илет-çке...

Туртма йывăрланчĕ пулин те бригадир малаллах хăлтăртаттарчĕ. Акă вăл аслă урам тăрăх кĕрлеттерсе пырать. Çынсем чӳречисене уçа-уçа пăхаççĕ, кулаççĕ, пӳрнисемпе тĕллесе тем кăшкăраççĕ.

Пĕр карчăк хирĕç пулчĕ те чарăнса тăрсах ирттерсе ячĕ.

— Ак тамаша! Ак тамаша! Ăçта каяççĕ кусем? — терĕ вăл. Шыв ăсма аннă Татюк аякранах чĕнчĕ:

— Хреççи мар-и çав! Аманмарăн пулĕ те...

Хреççи тутине тăп тытнă та ачурапи çинче ним чĕнмесĕр ларса пырать. Пракка урам варрипе паçăрхи пекех çилĕллĕн, васкаса хăлтăртаттарать.

— Хреççи аппа, мана та ларт-ха ху патне! — кăшкăрчĕç ачасем.

— Кайăр кунтан! Ара! — тарăхрĕ лешĕ.

— Пракка тытса килет ăна. Курăк çăлнă вăл. Вăрăпа лекнĕ! — ăнлантарчĕç пысăкраххисем.

— Хреççи, тытрĕç-и! — тăрăхласа кулчĕç теприсем.

— Шĕшлĕ аврисем! Курак чĕпписем! Кайăр кунтан, — урине çӳлерех улăхтарчĕ Хреççи.

— Туртса антарас ăна, — çаплах çухрашрĕ ача-пăча шайкки. Унччен те пулмасть, пĕр ачи Хреççие уринчен тытрĕ те аялалла туртрĕ, шăпах çав вăхăтра Пракка урапа туртисене çӳлелле хăпартрĕ. Хреççи вара çĕре лаплатса ӳкрĕ.

Лаша вити патĕнчен кĕпĕрленсе хăпаракан арçынсем пурте ахăлтатса кулса ячĕç.

— Вăт камит! Вăт укçасăр цирк!

— Вăт япала! Халăх ĕнси çине хăпарса ларма вĕреннĕскер, кунта та епле ларса пырасшăн!

— Акă утă туртакана тытса килтĕм, — пĕлтерчĕ бригадир конюхсене. — Ĕçе тухни çук. Килне курăк сĕтĕрет те сĕтĕрет. Мĕн тумалла ĕнтĕ кăна? Суда памалла-и?

— Эй, турă! Эй, çӳлти аттемĕр! — ура çине тăчĕ Хреççи. — Ан мансам мана... Каçар, çылăха кĕтĕм...

Палан пек хĕрелнĕ хĕрарăм мăкăртата-мăкăртата миххисене силлерĕ.

— Ай-яй-яй! Пурçăн пек утă! Тиха утти! — тыткаласах пăхрĕç конюхсем. — Акт çырас пулать. Колхоз пурлăхне тĕкĕнни мĕн тути каланине чухлатăр.

Хреççи акт çине тем тусан та ал пусмарĕ. «Ал чĕтрет, куç курмасть», — тесе кутăна печĕ. Вара пушă ачурапине илчĕ те вите патĕнчен шăвăнчĕ.

 

2

Бригадăри колхозниксем малашне ĕçе тухмасăр унта-кунта çапкаланса çӳрекен, колхоз пурлăхне тустарма хăтланакан уни-куни çынсене хирте, таса уй варринче, ăс пама, суд тума шутларĕç. Судне шӳтлесе «Хирти трибунал», «Праккан Верховнăй сучĕ» теме пуçларĕç. Çав судра чи малтан Хреççи ĕçне пăхса тухма шутларĕç.

Паян сулхăнрах кун. Хĕвел тĕксĕм пĕлĕтсем айĕнчен йăпăрт кăна тухать те каллех темскер манса хăварнă пек каялла кĕрет. Çавăн пек ăшталанса çӳренипе ăшшăн кулма та маннă пулас. Иккĕмĕш бригада çыннисем, ватти-вĕтти таранах, Йыт çырми таврашĕнче кĕшĕлтетеççĕ. Вĕсем çак çырмана анакан çĕр те пĕр шырлана çатан хӳмесем тытса пĕвелесе картлаççĕ. Йыт çырминче, аялта, бульдозерсем, скреперсем... Унта моторсен шавĕ пĕр самантлăха та лăпланмасть. Ку çырмана урлă каçах пĕвелесе хурсан, пĕве таппине йывăç лартсан ку таврари çĕр чылаях çирĕпленме пултарать.

— Тăрăшăр, тăрăшăр. Тăрăшсан сăрт çинче те тулă пулать, — хавхалантарчĕ колхозниксене бригадир. — Акă, каланă тейĕр, пĕр-ик çултан ку пусăра çĕлен шуса тухми тырă çитĕнĕ.

— Çурхи шыв сирпĕтсе каймĕ-ши ку картасене? Вара тăрăшни харам пулать, — сăмах хушрĕ Татюк.

— Эсир çатанне лайăхрах авăр. Сăвайне çирĕпрех çапăр.

— Улатти, çап-ха эппин хăвăртрах.

Эльба салтакĕ пысăк юман тукмакпа вĕрене сăвайне çапать.

— Хоп! çине хоп! Çиме çăкăр çок. Ачи-пăчи вуннă. Çур пăт çăнăх юлнă. Шаларах кĕр, çĕн юпа! Халăх пуйтăр тырăпа! — такмакларĕ Улатти.

— Çур пăт çăнăх çеç юлнă тесе ма суятăн эс? — кулчĕç хĕрарăмсем.

— Суймалла ăна. Суймасан кĕресшĕн мар.

— Апла пулсан айта такмакла.

— Хоп! çине хоп! — каллех пуçласа ячĕ Улатти.

— Эй, Эльба салтакĕ! — чĕнчĕ ăна Микка. — Паян суд пулать теççĕ. Сана генеральнăй прокурор вырăнне лартасшăн. Кăмăл пур-и ларма?

— Кама суд тăвасшăн? Кам çакланнă? — ыйтмасăр чăтаймарĕ Улатти.

— Сан тусу теççĕ. Хреççи.

Эльба салтакĕ тукмакне çине-çинех ехлетсе çапрĕ.

— Хоп! çине хоп!

— Ну, куççуль тухмасан юрать ĕнтĕ паян сан. Чăнах, хуйхă вĕт-ха. Сан пек пулсан эп çакăнта сăвай çапса çӳретĕп-и? Хуйха-суйха пусарма леш хайхине çеç ӳпĕнтермелле те пĕр кунхи пек «кăвакал» пулмалла, — йĕкĕлтешрĕ Микка Улатти Ялакки çырмине кĕрсе ӳкни çинчен шахвăртса. Анчах Улатти ун сăмахне илтмĕш пулчĕ. Çаплах тукмакне шаплаттарчĕ.

— Хоп! çине хоп!

Кăнтăрлахи апата колхозниксем пĕри те яла каймарĕç. Пурте Иыт çырми хĕрринчи çерем çине вырнаçрĕç. Кашнинех пулас суд çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет.

— Хреççи хăй ялтан тухса тарман-ши?

— Тарман пуль.

— Эй, çакăнта килет-и вăл?

— Илсе килетпĕр. Ял халăхĕнчен ниçта та тарса пытанаймĕ.

— Эй, кулăш!

— Кулăш мар вăл, юлташăм. Ун пек йĕксĕке вĕрентмеллех.

— Хăвна черет çитсен.

— Штош, эп айăпа кĕрсен — мана та çунтарăр.

— Чĕнсе тухма кам кайрĕ ăна.

— Пракка хăех.

Çынсем апат çисе тăраннă тĕле ыраш пуссинчен çăмăл машина тухни курăнчĕ. Вăл аслă çултан пăрăнчĕ те Йыт çырми патне çул тытрĕ. Акă вĕр çĕнĕ «Волга» çăмăллăн ярăнса çитсе çынсен хушшинех чарăнчĕ. Кабинăран Праккапа Хреççи тухрĕç. Хреççи кăвак пурçăн кĕпепе. Пурçăн тутăрпа. Хăйне темле мăнаççăн тыткалать. Никам çине те пăхмасть.

— Ай-ай, туя килнĕ пекех тумланнă-çке! — терĕç ăна курсан çынсем.

— Ара, леккипех илме пычĕç те, кăштах тăхăнмасăр епле ларăн ку машин çине, — сăмахĕсене йĕркеллĕн шутарса калаçрĕ Хреççи. — Ĕнтĕ тем тăвасшăн мана? Те хупсах хураççĕ? Тĕрмере кашнин валли пĕрер кирпĕч пур теççĕ те...

Судья пулма хурт-хăмăр ăстине Хритуна хушнă иккен. Вăл шурă сухалне мăнаçлăн сăтăркаласа çырма хĕрринчи çӳллĕ тĕмеске çине пырса ларчĕ. Кунтан тăван уй-хир таçта çитичченех курăнать. Ыраш пусси шурăрах сенкер хумпа чӳхенет, тулă пусси тĕттĕм кăваккăн курăнать, сĕлĕ пуссинче — ем-ешĕл хумсем. Вăрман çинчен шаланкăсем çĕкленчĕç. Уçă, хаваслă çил вĕрет. Хритун мучи ял çыннисене шăпланма ыйтрĕ.

— Акă курăр, — терĕ вăл анлă хир еннелле аллипе тĕллесе. — Сапрел çырминчен пуçласа Ара тăвайккине çитичченех пирĕн колхоз çĕрĕ сарăлса выртать. Унта халĕ тыр-пул кашласа ӳсет. Эпĕ хир тăрăх яланах утатăп. Утартан яла килсе каймалла-и, çӳремелли тупăнать. Начар мар кăçал ыраш. Тулă та чипер çĕкленет. Çак тырпула пирĕн бригада акса ӳстерет. Эпир халь савăнса, юрла-юрла ĕçлетпĕр. Анчах ан манăр. Çак хирти тăпра çине вĕри куççулĕ те сахал шăпăртатман. Ун çине тăварлă тар çунă. Çавăнпа тăпра пылак мар, йӳçĕ. Çавăнпа эпир уй-хире, вăл тем анлăш пулин те, хамăр ачана ыталанă пек ыталама, савма тăрăшатпăр. Таса хирте калани — чи таса сăмах. Вăл сăмахран асли те, тĕрĕсси те çук. Уй-хир пире тӳрĕ кăмăллă пулма хушать. Итлĕр-ха ыраш хумĕ хумханнине! Епле пăшăлтатаççĕ пучахсем. Ну, юрĕ. Эпĕ ун пек-кун пек нумай калаçса тăрасшăн мар. Вырăссем калашле, вăкăра тӳрех мăйракинчен ярса тытасшăн. Паян пирĕн Хреççи пирки калаçмалла. Çапла...

Хритун мучи пысăк папкине салтрĕ, унтан хутсем кăларса вĕсене çил вĕçтерсе ан кайтăр тесе пĕчĕк чулсемпе пусарса хучĕ:

— Христина Агафоновна, ирт-ха мала. Ав çавăнти каска пуканĕ çине вырнаç. Ку каска пуканĕ — айăпланакансен пуканĕ вырăнне пултăр, — пĕлтерчĕ мучи.

— Ара, ларма хушсан — ларас. Ура çинче тĕрĕслĕх çук теççĕ.

Хреççи йыт çырли пек хĕрелсе кайрĕ. Тутăрне çамки çинерех антарчĕ, пуçне çĕрелле усрĕ. Бригада çыннисем пĕрин хыççăн тепри тухса калаçрĕç. Чи малтан Татюк сăмах илчĕ.

— Хура халăхăн хура тăпра çине урине чикмесен хырăмĕ тăранаймасть, — пуçларĕ вăл. — Пирĕн Хреççи вара урине тăпра ăшне чикмесĕрех пурăнасшăн. Çук, тем тусан та ун пек пурăнаймăн, Хреççи. Ял çыннисем сана ывăç тупанĕ çинчи пек курса тăраççĕ. Эсĕ мĕн хăтланни веçех паллă пире. Тĕрĕссипе, кунта çакна каламалла. Ачашласа пурăнатпăр эпир Хреççие. Пурте пуçĕнчен саватпăр. Мĕн, пĕлмен-и-мĕн эпир вăл эрех юхтарса выртнине? Пĕлмен-и колхозра ячĕшĕн çеç тĕрткелешсе пурăннине? Чăн-чăн колхоз членĕ-и Хреççи? Çук, колхоз членĕ мар. Вăл суя колхозник. Ку мăйăрăн хуппи сап-сарă та ăшĕ хăвăл. Эпир тар тухиччен тăрăшатпăр. Вăл мĕн те пулин хĕстересси çинчен пуç ватать. Эсĕ, Хреççи, ял-йышран уйрăлса кайрăн. Ямăтпа пурăнма кăмăллакан пултăн. Пăх-ха çынсем çине! Намăс мар-и çав сăн-питпе, çак пӳ-сипе суд умĕнче ларма?

— Тĕрĕс, Татюк, — килĕшрĕ ун сăмахĕпе Терентей Ваççи, лутра та типшĕмрех çын. — Эпир Хреççие ку таранчченех тĕкне май шăлса пурăннă. Апла тума юраман иккен. Ачашласан кушак та хӳрине тăратать. Пирĕн ăна тахçанах, сăмакунпа айкашса ларнăшăнах, хӳререн лайăх пăрмалла пулнă. Ун пек хлын, кăлăхсăр çынсене хĕрхенсе тăмалла мар. Унсăрăн вĕсем пуç тăрне улăхса лараççĕ.

Кун хыççăн çынсем хушшинчен Марье-Мĕтри çĕкленчĕ. Вăл вăрахчен сăмах тупаймасăр тăчĕ. Куçĕпе Хреççие шăтарас пек тинкерчĕ.

— Мĕн калас ĕнтĕ ман? — терĕ вăл хуллен. — Калама сăмах та тупаймастăп. Хреççи, мĕнле калас, ют çын мар. Вăл манăн куç умĕнчех ӳссе çитĕнчĕ. Эпĕ ăна шак чулла вылянине те лайăх ас тăватăп-ха. Ашшĕ-амăшĕ, пурте пĕлетпĕр, начар çынсем марччĕ. Вĕсем халăхран, ял-йышран уйрăм пурăнман. Ялта хăйсем çинчен нихçан та усал кăларман. Хреççин, ман шутпа, чи малтанах хăйĕн тăван ашшĕпе амăшне аса илмелле. Мĕн шутланă пулĕччĕç-ши вĕсем сывă-чипер пурăннă пулсан?! Вĕсен чунĕ ырататчĕ ĕнтĕ. Кунсăр пуçне, Хреççи, саншăн пирĕн чун-чĕре, ял-йыш чун-чĕри ыратмасть тетĕн-и? Ыратать. Унсăрăн эп хам та ватă пуçпа çакăнта тăмăттăм. Эсĕ, Хреççи, пурнăçра хура-шур курман çын мар. Упăшку вăрçăра вилсен те нумай хуйхăртăн. Халĕ хăвна ху алла илме, çӳп-çапран тасалма пултаратăнах эсĕ. Халăх вăл, Хреççи, ырă. Çапах та «халăх ырă» тени вăл яланах пурне те пуçран шăлмалла, каçармалла тенине пĕлтермест. Халăха ытлашши кӳрентерме юрамасть. Кӳрентерсен, тарăхтарсан халăхăн çилли тулса çитет.

Пирĕн ял-йышпа, халăхпа пурăнмалла. Çакна ан ман, Хреççи. Вăй пур чухне ял-йышран пăрăнса килте выртни ытла та намăс. Сăмакун туни те ырри патне илсе пырас çук. Хамăр ялтах мĕн пулчĕ ав... Тальне Ваçлейĕпе арăмĕ... Сăмакунпах пĕтрĕç-çке. Хире тухса халăхпа пĕрле тăрăш, халăхпа савăн. Акă ыраш епле хумханса ларать. Вăрмантан кайăксем юрлани илтĕнет. Пурнăç епле хитре!..

Халăх пурлăхне çаратни намăс, питĕ намăс. Камăнне вăрлатăн эс? Ял-йышăнне, хăвăнне çарататăн-çке... Тăван колхозăнне...

— Тĕрĕс. Турра ĕненекен çын çылăхран хăраканччĕ. Уншăн пулсан... — сăмах хушрĕ колхозниксенчен пĕри.

— Çылăхне вăл кавет туса каçарттарать, — тӳсеймесĕр сăмах хушрĕ Нанил.

Судра Хреççие пĕçертекенсем татах пулчĕç. Чĕрери сăмаха пĕр пытармасăр каларĕç ял çыннисем.

Хреççи тутине пăркаласа илчĕ, урине хускаткаларĕ. Темле кичем те йывăр пулчĕ ăна. Çитменнине, Улатти те кунтах-çке. Авă вăл хуллен табак мăкăрлантарса ларать. Хреççи никам çине пăхмасан та Улатти çине ик-виç хутчен пăхса илчĕ-илчех. «Кун хыççăн пирĕн хушăри туслăх пĕтмеллипех пĕтет ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Çакна аса илсен унăн чун-чĕри хытах ыратрĕ. Ара, пĕри те ун майлă калаçмаççĕ-çке. Никам та хӳтĕлемест. Пурте ăна хирĕç. Иçмасса, Улатти те пулин хĕрхенсе пĕр-ик сăмах каламасть. «Лайăх чухне çеç çын кирлĕ çав. Инкеке лексен пурте манаççĕ», — пăшăлтатрĕ вăл çав тери хуллен.

— Ну, мĕнле, Христина Агафоновна, малашне те çаплах пурăнас тетĕн-и? Е тӳрленме вăхăт çитрĕ? Кала, — терĕ Хритун мучи.

Хреççи хуллен çĕкленчĕ.

— Ара, çылăха кĕтĕм ĕнтĕ. Мĕн тăвас тетĕн, тӳсес пулать. Çапах та çылăх çилĕм мар, çыпăçсах лармĕ-ха. Ара...

Бригада çыннисем сасартăк шавлама пуçларĕç.

— Епле пăркаланать вăл!

— Чунне витмен-ха унне.

— Пахчине касса илес!

Инке арăм саппунне çӳлерех улăхтарчĕ те малалла мăкăртатрĕ:

— Ара, темшĕн шавлаççĕ-ха çаплах. Паллă ĕнтĕ, куккукран чăпар кайăк çук...

— Эсĕ тӳрленме сăмах паратăн-и? — çирĕппĕн ыйтрĕ «судья».

Хреççи чунĕ кăртах сикрĕ, вăл текех турткаланса тăма май çуккине ăнланчĕ. Вара хыттăнах:

— Тăснă çăкăртан пăрăнмаççĕ. Юрĕ ĕнтĕ. Эсир манран çын тăвас тетĕр-çке. Ара, ырăпа мĕншĕн ырă пулас мар. Тӳрленетпĕр малашне, унсăрăн мĕн пултăр-ха, — терĕ.

— Эппин, тӳрленетĕн? Колхозра йĕркеллĕ ĕçлеме пуçлатăн, ун пек-кун пек вăрă ĕçне пăрахатăн, сăмакун таврашпе ятна ямастăн? Çапла-и?

— Çапла, ял-йышсем. Тӳрленетĕп. Ара...

Улатти темле хĕрелсе те вăтанарах ларчĕ. Хреççи ял-йыш сучĕ умне тăмалла пулни унăн чунне йывăрлатрĕ, хĕсрĕ. Эльба салтакĕ хăй ĕмĕрĕнче колхозăнне, халăхăнне вăрлас шутпа нимĕн те тытса курман. Ун пек шухăш унăн пуçне те пырса кĕме пултарайман! Çавăнпа Хреççи колхоз çаранĕнчи курăка çулса кĕни чăннипех çиллентерчĕ ăна. Унăн халех сиксе тăрса çак çынна хаяр, усал сăмахсем калас килчĕ, аллисем чăмăртанчĕç. Çапах та Улатти ним чĕнмесĕр тӳсрĕ. Хăйне темле йывăр пулсан та тӳсрĕ. Мĕн тăвăн-ха кун пек чухне? Вăл хăй те ял-йыш умĕнче тасалса, тӳрре тухса çитмен-ха. Ун хăйĕн пурнăçĕ те ял çыннисене шухăшлаттарнă. Кунсăр пуçне... кунсăр пуçне Хреççи тунă эрехе Эльба салтакĕ хăй те сахалах тутанса пăхман. Хреççие суд туни, лайăхрах шухăшласан, ăна хăйне суд тунă пекех туйăнчĕ. Улатти тарăхрĕ, кулянчĕ, асапланчĕ.

Хритун мучи суд Хреççие хытă асăрхаттарнине пĕлтерчĕ. Çакна колхозниксем алă çупса кăмăлларĕç. Вара Йыт çырми патĕнчен шавласа ĕçе тапранчĕç. Каллех таврана мотор сасси чĕтрентерме тытăнчĕ. Бульдозерсем тăпра чавма пикенчĕç. Йыт çырми урлăшĕпех пысăк пĕве купаланать. Улаттипе Микка паçăрхи пекех тукмаксем ярса тытрĕç.

— Хоп! çине хоп! — янăраса кайрĕ Эльба салтакĕн хулăн сасси.

■ Страницăсем: 1 2 3