Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XIX сыпăк


— Эпĕ-и? Эпĕ çапах та чисти телейлех мар.

— Мĕншĕн?

— Шухăшласа пăх-ха хăвах. Пирĕн ялта тĕрлĕ çын пурăнать. Пирĕн ялта Хритун мучи те, Марье-Мĕтри те, Сентре Униçĕмĕ те пур. Пĕр сăмахпа каласан, такам та пур. Вĕсем мĕнле сывлаççĕ тетĕн эсĕ? Пурте пĕр пек мар-çке. Пĕрисем тăлăххăн ӳсеççĕ, теприсем чирпе тертленеççĕ, виççĕмĕшсен пӳрчĕ кивелнĕ. Кунсăр пуçне клюшкăпа сиксе çӳрекенсем те тупăнаççĕ. Тата ытти те... тата ытти те. Эпĕ, Пракка, хуть вĕлер мана, ялти çынсем пурте телейлĕ пулмасан хама телейлĕ теме пултараймастăп. Çук, капла та чăннинех каламарăм-ха сана. Ял çыннисем çеç телейлĕ пулни те çителĕксĕр. Пĕтĕм çĕршыв патшалăхĕпех телейлĕ пулсан çеç эп телейлĕ. Хамăр çĕршыв çеç те мар, тĕнчипех телейлĕ пулсан çеç телейлĕ пулать Улатти. Унсăрăн çук, çук. Çавăнпа эп чăн-чăн телейлĕ пуласси, ай-ай, халех мар-ха. Унччен нумай шыв юхĕ. Унччен пуçра та çӳç пĕрчи юлмĕ манăн. Çапах та эп телейлĕ пуласшăнах. Çав телее хам курмасан та ачасем курччăр. Çапла-и?

— Эй, Эльба салтакĕ! Пуçу, чăнах та, ĕçлет иккен сан. Трактор моторĕ пекех тăрслаттарать. Ай, ыйхă киле пуçларĕ ман. Ĕшентĕм паян. Ай-яй...

Праккан ĕшенмелли пулнах çав паян. Колхоз завхозĕ астуса, пăхса тăрайман пирки комбайн патне горючи илсе килмерĕç. Çавăнпа «НЗ» текенни, запас горючи хирте сахалланса юлнă. Ыран кăнтăрлана çитĕ-и? Çавă çеç. Ĕнер район центрне машина ячĕç. Анчах укçа «порученийĕсем» çитмен пирки каялла пушах килнĕ. Ыран ирех нефтебазăна икĕ машина яраççĕ. Вĕсемпе пĕрле Пракка хăй те станцине каять. Чунĕ чăтмасть унăн! Кун пек чухне шоферсене çеç шанма çук. Шуçăмпах çак хире пушă пичкесем илме автомашина килмелле. Çавăн пирки Пракка кĕçĕр яла та каймарĕ, уйрах çĕр каçма шутларĕ.

Улатти халь тырă сăвăракан агрегат пуçлăхĕ. Унăн çĕрĕн-кунĕн хиртех пулма тивет. Çавăнпа тĕл пулчĕç те ĕнтĕ бригадирпа Эльба салтакĕ кĕçĕр. Çавăнпа шăкăлтатса ларма вăхăт тупăнчĕ вĕсен.

Улаттипе Пракка иккĕшĕ те пĕр харăсах анасласа илчĕç. Комбайн каллех çаврăнса кайрĕ. Хăмăшлăх çырми пуçĕнче кăвайт ялкăшатчĕ. Халĕ вăхăт-вăхăтпа çеç çулăм йăл-йăл çĕкленсе илет. Ахăртнех, вутти çунса пĕтет пуль. Паçăр кăвайт умĕнче такам мĕкĕлтетни те палăратчĕ. Улатти çав çын камне аван чухлать. Татюк уткаласа çӳрет унта. Иккĕмĕш бригадăн аслă поварĕ. Улаттин чун-чĕри çак юлашки кунсенче, тем пирки, Татюк еннелле туртăннăçем туртăнать. Çак чыслă, сăпайлă, яштака хĕрарăм килĕшет ăна. Унра Елянăн чун-чĕри, кăмăлĕ пур пек сисĕнет. Улатти унпа тахçанах пĕр-пĕр улахрах вăхăтра калаçасшăн. Çапах ниепле те хăяймасть-ха. Татюк хăй те çакна сисет, ăнланать пулмалла. Улатти апат илме пырсан ун пичĕ çине шупка хĕрлĕ, илемлĕ тĕс тухать. Улаттие кашăк илсе парас вырăнне ĕнер çĕçĕ тыттарчĕ.

Улаттин бригадирпа татах сăмах ваклас килчĕ.

— Пракка! — чĕнчĕ вăл.

— Ă-ă, — илтĕнчĕ сасă.

— Пракка, çывăратăн-и эс?

— Çук.

— Çывăратăн-çке.

— Çук.

Анчах бригадир «çук» тенĕ çĕртенех пĕр тикĕссĕн харлаттарма тытăнчĕ. Вăл месерле тăсăлса выртнă та аслă хир варринче авалхи юмахсенчи пăхаттир пек çывăрать. Хир варринчи çĕнĕ, тап-таса улăм çинчи ыйхă мĕн тери тутлă. Çав ыйхăран тутли тĕнчере ним те çук тесен те йăнăш мар. Туртатăн вара ыйха! Çӳлтен сан çине пин-пин çăлтăр вăрттăн пăхать. Сан тавра лăпкă çил çаврăнса, хӳрипе сĕртĕнсе çӳрет. Эсĕ хитре тĕлĕксем курса йăл кулатăн. Темле хитре юрăсем илтетĕн.

Улатти Праккана пиншакĕпе лайăхрах витсе хăварчĕ те хăмăшлăх çырми еннелле шутарчĕ. Уйăх çутинче унăн пĕвĕ хăй çумĕнчи хура мĕлкепе пĕрлешсе каять. Çавăнпа хир тăрăх темле улăп паттăр утнă пекех курăнать. Улаттин кĕçĕр темшĕн ыйхă вĕçрĕ. Унăн каç илемĕпе ытларах та ытларах киленес килет. Унăн кампа та пулин татах та татах калаçас килет.

— Ма çывăрмастăн эс? Мĕн туса çӳретĕн? — ыйтрĕ унран Татюк.

— Так ахалех килтĕм. Курас тесе, — вăтаннă пек пулчĕ Улатти.

183

— Курма халь ни телевизор çук. Ыран лартса паратпăр терĕç-ха.

— Эпĕ паçăр лартрĕç пуль тесе, — тинех чун кĕчĕ Улаттие. — Çавăнпа-çке. Ахаль пулсан утас çукчĕ.

Эльба салтакĕ тĕнчере такам умĕнче те тăрса курнă пулин те ăна Татюк умĕнче тăрасси йывăр, асаплă пулчĕ. Мĕншĕн апла-ха вăл? Пĕр-ик уйăх каярах кăна Улатти çынсем хушшинче вăл пуррипе çуккине асăрхасах та каймастчĕ. Хирĕç пулсан калаçнă, шӳт тунă, ютшăнасси нимĕн те сисĕнмен. Халĕ, пăх та кур, Улатти çак хĕрарăм умĕнче пĕчĕк ача пек именет. Вара Татюк вăл темлерех тăнине сисрĕ те:

— Ачасем сывах-и? — тесе ыйтрĕ.

— Сывах.

— Аслине ĕнер курнăччĕ. Тепри курăнмасть.

— Теприне — Ванюка пионер лагерьне ятăм-ха, — тавăрчĕ Улатти, — Витюк халь яслире.

— Э-э, апла-çке. Эппин, сан пурнăç лайăх.

— Аптрасах каймасть. Çапах та...

— Мĕн «çапах та»?

— Ну, нимех те мар.

— А-а...

Улаттипе Татюкăн сăмах-юмах каллех кĕл çиппи татăлнă пек пăт! татăлчĕ. Эльба салтакĕ умри хĕрарăмăн тăпăл-тăпăл кĕлетки çине пăхрĕ. Уйăх кĕмĕл çутăпа эрешленĕ пирки Татюк пичĕ тунсăхлăрах та мăнаçлăрах. Куçĕ йăл-йăл туса илет.

— Ав хăвăр тунă тенкел çине ларăр. Ма ура çинче тăратăр, — ăшшăн та кăшт тытăнчăклăн каларĕ Татюк.

Улатти ларчĕ, тем хулăнăш чикарккă авăрларĕ:

— Ыран ирхине мĕн çитерсе савăнтарасшăн-ха эс? — ыйтрĕ вăл

— Хура тул пăтти, юрататни? Çавна пĕçерес тетĕп.

— Пăтă тесен пĕлĕт çинчен сикме те хатĕр эпĕ. Уйрăмах тĕпне ларнине хырса çиме кăмăллатăп. Ача чухне çапла хуран тĕпне тасатса кашăка хуçса пăрахнăччĕ. Çавăншăн атте хăлхана пăрнине халĕ те манман-ха. Сан ун пекки пулман-и, Татюк?

— Çук, пирĕн атте те, анне те çапса курман. Çапах та апат хушшине ларсан хытă тытнă. Кулма, калаçма юраман. Кашăка е çăкăра çĕре ӳкерсен, ну, тарăхатчĕç вара.

Кĕсел çиме ларсан атте пуçласа париччен те ăсса илсе курман. Ун пек малтан ăссан хырăм тĕлĕнчен кĕпе çĕтĕлет тетчĕç.

— Типтер пулнă çав ĕлĕкхи çынсем.

— Типтерлĕх пурнăç хĕсĕккинчен те килнĕ пулас. Çапах та çăкăр-тăвара хисеплесси ытларах пулнă вĕсен. Хальхи ача-пăча лайăх пурнăçпа иртĕнерех кайрĕç.

— Çăкăр татăкне хакламанни сисĕнкелет çав.

Çав вăхăтра хӳшĕ хыçĕнчи çапăсем çăтăр-çатăр турĕç. Татюк кăртах хускалса илчĕ.

— Кам унта?

Хирĕç чĕнекен пулмарĕ.

— Йытă çӳрет пуль. Пошол! — кăшкăрчĕ Улатти.

— Йытă пулас çук-ха.

Поварпа Улатти татах шăкăлтатма тытăнчĕç.

— Хусаххăн пурăнма йывăр мар-и, Улатти?

Хӳшĕ хыçĕнчи çапăсем тепĕр хут çăтăр-çатăр! çăт-çат! сасă пачĕç.

— Кам куçарса çӳрет унта? — ыйтрĕ Татюк.

— Ма чĕместĕн эс? Тух! — кăшкăрчĕ Улатти.

Часах сĕмлĕхрен мăнтăркка хĕрарăм талкăштарса тухрĕ.

— Ара, пит лайăх ларатăр та, тухса кансĕрлес килмерĕ. Ара, хусаххăн пурăнма йывăрри çинчен те ыйтма пуçларĕç те. Хальхи хĕрарăмăн намăсĕ-пичĕ çук пуль вăл. Ăçта май килнĕ, çавăнта арçынна илĕртесшĕн. Ара.

— Мĕн аташса çӳретĕн эс, Хреççи! Мĕн пулнă сана? — тарăхрĕ Улатти.

— Ара, тип-типĕнтен мăшкăллатăн-çке. Ара, малтанах шутланă эпĕ ку ахаль мар тесе. Епле тытас-ши-ха кусене тесе шутлаттăм. Кĕçĕр тĕлнех пулчĕ-ха. Ара, шуйттан Татюкĕ иккен Улаттие илĕртекенни. Мĕнле ирĕлсе ларать вăл унпа. Эсĕ унпа пурăнас тенĕ пулсан ун ачисене, ăна хăйне малтан пăхмаллаччĕ. Эпĕ вĕсен çӳп-çапне те тасатнă, саплăкне те сапланă, вуттине те тиесе килнĕ, çурнă, хутнă. Еляна мĕн çĕре кĕриччен хам пăхса пурăнтăм. Ха, халĕ Улатти кирлĕ ăна. Луччĕ ун çинчен шутланă ан пултăр. Хам хура çĕр çинче утса çӳренĕ чухне эп сана Улаттие пурпĕрех парас çук. Ун пекле шухăш пуçăнта та ан тупăнтăр. Асту, сана-и луччĕ. Ара-а...

— Хреççи! — сиксе тăчĕ Улатти. — Халех тасалнă пул çакăнтан! Тасал!

— Веç, епле пăснă вăл Улаттие! Мĕнле пăснă! Çĕрлехи сас таçта çитиех янрарĕ. Часах Терентей Ваççипе Лисук тата ытти çынсем темĕн чухлĕн чупса çитрĕç. Çакна курсан Хреççи тăруках хăраса ӳкрĕ пулас. Хирти суда аса илчĕ-ши вăл, тек кăшкăрашса тăмарĕ, каллех хӳшĕ хыçнелле утрĕ.

■ Страницăсем: 1 2