Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXIII сыпăк
Тĕнчере хăвăнтан инçетри яланах илемлĕ, лайăх пек туйăнать. Аякри çĕршыва кирек камăн та çитсе курас килет. Аякри çĕршыв сана хăй патне чĕнет. Уйрăмах çамрăксене халиччен курманни, пĕлменни илĕртет. Вĕсен пурне те çитсе курас, пĕлес килет. Аякри юлташ та лайăхрах пек туйăнать. Лисук та çаплах пулчĕ пулас. Таçта инçетре пурăнакан Кольăпа паллашни ун чун-чĕрине вырăнтан хускатрĕ. Вăл пĕрмаях ун çинчен аса илме, шухăшлама пуçларĕ. Коля таçта аякка, Курил утравĕсем çине, пурăнма килме чĕнни Лисука йăлтах пăтратса ячĕ. Чăнах, мĕн тери тĕлĕнмелле вăл Кунашир утравĕ çинче пурăнасси! Умра вĕçĕ-хĕррисĕр хумханса выртакан Лăпкă океан! Умра сӳнмен Менделеев вулканĕ! Пихта, чăрăш вăрманĕсем. Кăнтăр Курильск. Владивостокран Камчаткăна каякан карапсем.
Коля Лисук патне умлă-хыçлă çыру ярать. Вăл Анаткас хĕрне хытах юратса пăрахни сисĕнет. Ара, юратмасăр! Лисукăн сăн-пичĕ те, пĕвĕ-сийĕ те кăмăллă. Ун çине вĕçĕмсĕр, кунĕн-çĕрĕн пăхса тăрсан та ывăнас çук. Унăн тĕрĕс те хитре хусканăвне курас, уçă, хаваслă сассине итленĕçем итлес килет. Унăн сасси шăнкăртатса юхакан шыв сасси пекех. Каçхине пĕр-пĕр юхан шыв хĕрринче такам та çывăрса курнă ĕнтĕ. Çапла, выртатăн вара çырмари çерем çинче. Сан çумăнта пĕр канмасăр шыв шăнкăртатать. Эсĕ, кăтăш пулсан та, çав кĕвве итлетĕн-итлетĕн. Шухăшупа ху таçта та çитсе перĕнетĕн. Лисук калаçни те чăн-чăн çавăн пекех. Ăна та, пĕр тăнласан, нихçан, нихçан манмасăр пурăнатăн. Лисукăн кăвак куçĕ епле çулăмлă та савăнăçлă тата! Унпа сан çине пĕрре пăхсан эсĕ вара çав йăлтăр куçăн ăшшине, хăватне яланлăхах илсе юлатăн.
Лисук Кольăпа Праккана пĕр-пĕринпе танлаштарса пăхма тăрăшрĕ. Праккана вăл ачаранах пĕлет. Вăл ырă кăмăллă, ĕçчен çамрăк. Пракка тăван ялшăн чунне пама хатĕр. Ку каччă хирте çуралса хиртех ӳснĕ. Унăн сăпкине шухă çил силленĕ. Ăна шарлаттарса çăвакан çумăр çуса тасатнă. Ăна сарă ыраш чуп тунă, ешĕл вăрман пуçĕнчен савнă. Вăл мамăк тӳшек çинче мар, сап-сарă ыраш улăмĕ çинче канма юратарах парать. Вăл тротуар тăрăх мар, нӳрлĕ касă тăрăх утма килĕштерет.
Коля та начар мар. Вăл авиаци училищинчен вĕренсе тухнă. Халĕ çар летчикĕ. Тăван çĕршыв чиккине хураллать. Хăюллă, паттăр каччă.
Лисук тырпула вырса пĕтеричченех комбайнпа ĕçлерĕ. Ун хыççăн тĕрлĕ ĕçе çӳрерĕ. Паян хĕрсем кукуруза силосĕ хывма тухнă. Вĕсем ешĕл кукурузăна пĕр çĕре типтерлесе купалаççĕ. Хăшĕ сенĕкпе хăйсем, хăшĕ кĕреплепе. Микка тракторпа силоса лапчăтса хытарать. Акă вăл хĕрсем умнех кĕрлеттерсе çитрĕ те тракторне васкавлăн çавăрса каялла кайма пуçларĕ.
— Эй, Акким! Хĕрринерех тыт трактора! — кăшкăрчĕ Лисук. Çак хĕр час-часах Микка сăмахри сас паллисене кайран вуланă пек туса Миккана Акким тесе чĕнет.
— Мĕскер? — ăнланаймарĕ тракторист.
— Хĕрринерех тыт тетĕп. Унти пусăрăнмасăр юлать.
— Мĕн, манăн тракторĕ-мĕнĕпех пуçхĕрлĕ сикес-им? Чее эсĕ!
— Эй, хăравçă Акким!
— Кам хăравçи паллă мар-ха унта. Те Акким, те эсĕ.
— Мĕншĕн апла калатăн? Мĕншĕн? — юриех трактор хыççăн утрĕ хĕр.
— Мĕншĕнне хăвах пĕлетĕн пуль.
— Ăçтан пĕлес-ха манăн? Кала!
— Ара, сана ялтан тарать теççĕ те.
— Ăçта? Ăçта тарать теççĕ?
— Мĕн, калаттарас килсен калатăп. Курил утравĕ çине хăçан каятăн эсĕ? Мĕнпе каятăн: поездпа-и, самолетпа-и? Хусантан ТУ-104 самолет çине ларса кай!
Трактор малалла шурĕ, хĕрсем шавлама тытăнчĕç.
— Акă тарма шутланă-и пирĕн Лисук?
— Хирте пилĕкне авасшăн мар ĕнтĕ.
— Летчикпе çавтăнса кăна çӳресшĕн!
— Тутине хĕретет вара, çӳçне кăтралатать. Ха-ха-ха!
— Çӳллĕ кĕлеллĕ пушмакпа чак-чак-чак! тутарса утма шутлать. Çапла-и, Лисук? Илтетĕн-и эс, Лисук?
— Эй, летчик майри, кил-ха кунтарах!
Çамрăксен мĕн вĕсен: шӳт тăвасси, куласси кăна. Лисук çак сăмахсемшĕн нимĕн чухлĕ те кӳренмерĕ. Тĕрĕссипе, вăл ăшра хĕпĕртерĕ кăна. Ху юратакан каччă çинчен пуплени, вăл хăвна юратни çинчен çынсем калани — сар çу пекех савăнтарать çав. Ун пек калаçăва хăлхана тăратсах итлес килет. Вăл чĕрери темле пушă вырăна тултарнă пек туйăнать.
Микка тракторпа каллех çавăрăнса çитрĕ. Халĕ вăл хĕрсем çинеллех хăватлăн кĕрлеттерсе пырать.
— Ай-ай! Таптатса каять-çке ку!
— Пăрăнăр! Пăрăн, Лисук!
Ешĕл кукурузăна майласа тăракансем кула-кула тепĕр еннелле чупрĕç.
Микка тракторне вĕсен тĕлне çитсен сасартăк чарчĕ те васкамасăр, мăнаççăн кабинăран тухрĕ.
— Юлташсем! Силос паттăрĕсем! — терĕ вăл аллисене çӳлелле çĕклесе. — Манăн пĕр самантлăха айн минут кайса килмелли пур. Эпĕ куçа хупса иличченех таврăнатăп. Бригадир-мĕн çитсе тухас пулсан кунтах-ха вăл тейĕр. Мăштах пулăр.
— Ăçта каятăн вара, Акким?
— Ун çинчен каламастăп, — каялла çаврăнса пăхмасăрах утрĕ Микка.
Хĕрсем çаплах ешĕл кукурузăна купаларĕç, кулчĕç, калаçрĕç, пĕр-пĕрне тĕккелесе илчĕç, вылярĕç.
Кунĕ паян уяр, кăмăллă. Тӳпере пĕр пĕлĕт татки те çук. Вăл кăмăллăн хăймаланса, кăшт тĕтреленсе тăрать. Сывлăш сăрт çинчи пек уçă. Туранă кукурузăна автомашинăсемпе турттарсах тăраççĕ. Пĕр машина килет те, тепри вĕçтерсе çитет. Çул çинче вĕсем конвейер çинчи пекех шăваççĕ, пĕрре те татăлса тăмаççĕ.
Лисук пăнчă-пăнчă шурăллă кăвак кĕпе, тĕрлĕ тутăр çыхнă. Çамки çине сарă çӳç пайăркисем шуса аннă. Васкаса тĕрмĕшнипе пичĕ кĕренленнĕ. Мăкăнь çеçки пекех курăнать.
— Ма килмерĕ-ха Микка? Мĕн туса çӳрет вăл? — ыйтрĕ Лисук. — Çĕр çăтмарĕ пуль те ăна?
— Килĕ-ха. Ма васкатăн? Васкакан вакка сикнĕ теççĕ.
— Ара, пăхăр-ха, мĕн чухлĕ кукуруза купаланчĕ. Ун тăрринчен Тĕрлемес те курăнать пуль.
— Улăхса пăх-ха, Лисук, Микка хăй курăнмасть-и? Лисук кукуруза купи çине, чи çӳллĕ тĕле, хăпарчĕ.
— Хĕрсем! Хĕрсем, килĕр-ха.
— Мĕн амакĕ тата?
— Килĕр-ха, хăпарăр. Акким пĕлĕте сăрлать.
— Ан аташ.
— Ха-ха-ха...
Хĕрсем пĕр-пĕринчен тыта-тыта, пĕр-пĕрне туртса антара-антара Лисук патне хăпарса тăчĕç.
— Ăçта вăл?
— Авă пушар хуралçипе табак мăкăрлантарса ларать. Айта тăпкалантарса килетпĕр ăна, — шуххăн чĕнчĕ Лисук.
Юлташĕсем унпа килĕшрĕç.
— Айтăр! Айтăр!
— Айтăр каятпăр.
Акă хĕрсем вăрттăн йăпшăнса ферма витисем хыçĕнчен тухрĕç те Миккана пурте харăс ярса тытрĕç. Хăшĕ уринчен, хăшĕ аллинчен, хăшĕ пуçĕнчен. Вара ăна силос хывакан тĕле йăтсах кайрĕç. Микка малтан тапкалашрĕ, туртăнчĕ. Кайран йăмра турачĕсене, вите тăррине, кăвак пĕлĕте кăмăллăн пăхса аллинчи сӳнсех çитмен пирусне пĕр-икĕ хутчен ĕмсе те илчĕ.
— Аван-çке капла пурнăç! Малашне эсир мана килтенех пырса йăтăр. Тавтапуç сире, — терĕ вăл.
Хĕрсем ăна туранă кукуруза патне илсе çитерчĕç те суллама пуçларĕç.
— Пĕрре, иккĕ, виççĕ. Тек ун пек табак туртса вăхăт ирттеретĕн-и, ирттерместĕн-и?
— Ун пек табак туртса ирттерместĕп. Лайăхрах пирус илсе туртатăп.
— Э-э, эсĕ çаплах парăнмастăн-и? Пĕрре, иккĕ, виççĕ. Тек туртатăн-и апла?
— Çук, урăхла туртатăп. Сăмсаран кăларса.
— Каллех-и эс! — тарăхрĕç хĕрсем, ун хыççăн Миккана татах суллама тапратрĕç. — Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă... Малашне табак туртса ĕçе чарса тăмастăп тесе кала. Калатăн-и? Айтăр хытăрах суллар.
— Калатăп.
— Ну, кала.
— Табак туртса ĕçе чармастăп.
— Эппин, килĕшĕпĕр. Çапах та хальхишĕн каçармастпăр сана. Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă, пиллĕк! — хĕрсем Миккана кукуруза купи çине ывăтса ячĕç.
— Ай-ай! — ешĕл турам купи ăшĕнчен аран упаленсе тухрĕ Микка. — Сире-и? Пĕрерĕн-пĕрерĕн тытса пурне те шĕкĕлчетĕп. Чи малтан Лисука. Асту, эпĕ Пракка мар. Сана Пракка иртĕнтерсе янă иккен...
Вăл часах тракторне тапратса ячĕ, кукуруза çийĕн каллех каллĕ-маллĕ кĕрлеттерсе çӳреме пуçăнчĕ. Çапла пĕр-ик сехет аванах тăрăшрĕ Микка. Пĕр калаçмасăр ĕçлерĕ вăл. Хĕрсем çине темле хаяррăн пăхса пычĕ. Унăн тракторĕ те хуçин кăмăл-туйăмне пĕлнĕ пекех тарăхса шавларĕ. Анчах тем вăхăтра Микка трактора чарнă та каллех тăмăч çухалнă. Хальхинче хĕрсем силос купи тăррине те, трактор çине те улăхса пăхрĕç. Шеремет çынни ниçта та çук.
— Чип-чипер ĕçленĕ чухнех çĕтрĕ. Хурах! — кула-кулах кăшкăрса ячĕ хĕрсенчен пĕри.
— Çавна тупмаççĕ-и? Тупатпăр. Капан çине ӳкнĕ йĕп мар-çке вăл, — вите çумне тăратнă пусма тăрăх алпа тытмасăр тенĕ пекех чупса хăпарчĕ Лисук. Вăл вите тăррине улăхса кайрĕ. Нумаях та тăмарĕ, аллине çĕр улми хирĕ еннелле тăсса кăтартрĕ те анчĕ.
— Паранкă йăранĕнче, Христос пек, аллине сарса выртать. Айтăр часрах, — терĕ Лисук.
Хĕрсем паçăрхи пекех шăппăн утса çитрĕç те Миккана йăпăр-япăр ярса тытрĕç.
— Ну, тинех лекрĕн! Халь пулас пекки пулать, ял куласси çеç юлать, — шавларĕç хĕрсем, вара вĕсем тракториста сĕтĕрсе, тăпкалантарса илсе кайрĕç.
— Эх, ыйхă чăпти! Ăçтан вĕреннĕ эс çапла кахалланма? — ыйтрĕ Лисук.
— Вилсен те ĕç виçĕ кунлăх юлать, ĕлкĕрĕп-ха, — мăкăртатрĕ Микка.
— Э-э, эсĕ апла-и! — Силос купи тăррине çӳле илсе хăпарчĕç ăна. Унтан хыттăн сулла-сулла аялалла вăркăнтарчĕç.
— Ай-ай! Ку паçăрхинчен те хытăрах лекрĕ. Айвансем эсир. Ялти чаплă механизатора хисеплеме пĕлместĕр, — тапаланса трактор патне улăхрĕ Микка.
— Хисеплетпĕр-çке, Акким. Темле раджана çĕклесе çӳренĕ пекех йăтса килтĕмĕр. Ха-ха-ха! — кулчĕ Лисук.
— Ан кул, ан кул, — тракторне чĕртме хатĕрленчĕ Микка. — Çак Лисукпа ĕçленĕ чухне пĕр канăç та çук. Яланах давай, давай. Аптратсах çитеретĕн. Ун пек тĕпĕртетни мĕне пĕлтерет-ха вăл?
Трактор хаяррăн кĕрлесе кайрĕ, Микка ăна татах кукуруза купи çинче, çӳлте, каллĕ-маллĕ çӳретме тытăнчĕ. Мотор кĕрлени Лисук чун-чĕринче хавхалану, тапса тăран чăрсăрлăх çуратать. Çав кĕрлевре пурнăç янăраса, илĕртсе тăни сисĕнет ăна. Çав кĕрлевре çамрăклăх савăнăçĕ, телейĕ пур. Çавăнпа Лисук машинăсен шавне, çынсем ун шавĕнче кăшкăрса калаçнине тепĕр чухне кирлипе ятлаçса илнине те килĕштерет. Килте никам та çук чухне яланах тем çитмен пек туйăнать ăна. Лисук чун-чĕрине пурнăç шавĕ кирлĕ. Унăн хăлхинче яланах аслă пурнăçăн хăватлă кĕвви янăраса тăтăр.
Микка Лисук тĕлне çитрĕ те мотор шавне çĕнтерес тесе хыттăн кăшкăрчĕ:
— Мĕншĕн часрах каймастăн эсĕ, Лисук, ялтан?! Сансăр пĕрре канлĕ çӳрейресчĕ манăн. Вольнăй казак пек.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...