Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXIV сыпăк
— Ара, кĕскенрех те калама пулать. Каçпа мунча кĕме кайрăмăр хайхи: атте, эпĕ, пичче. Мунча алкумне кĕрсе салтăнма пуçларăмăр. Шалта, мунчара, такам çатлаттарсах çапăнать. Вăхăт-вăхăтпа шапăр-шапăр! тутарса пуç тăрăх шыв ярать. Атте салтăннă май калаçать: «Микулай пичче пирĕнтен маларах çитнĕ иккен. Питĕ аван пулчĕ-ха ку. Милĕксене çемçетме ĕлкĕрнĕ», — терĕ. Хайхи мунчана кĕретпĕр, унта тип-типĕ, милĕксене те çемçетмен, вĕсем сивĕ шыв каткинчех. Эпир, пиччепе иксĕмĕр, тĕлĕнсех кайрăмăр. Аттен пăлханни-мĕнĕ сисĕнмерĕ. Вăл: «Ун пекки пулкалать çав. Виллисем мунча кĕме килнĕ ĕнтĕ. Пурин валли те ăшши çитет. Кĕччĕрех», — терĕ.
— Эй, тем те курнă пуль эс, тем те илтнĕ пуль. Анчах пĕри те виçĕ пуса тăмаççĕ. Хăравçа хăйĕн хăти те хăяматăн курăннă. — Сиксе тăчĕ Улатти. — Эпĕ фронтра чухне ăçта кăна выртса çывăрман-ши? Пĕррехинче сĕм вăрман варринче ячейка чаватăп. Хăйăрлă çĕр. Çăмăл чавăнать. Хайхи чылай алтсан кĕреçе те чула, те темскере лексе шăкăр-шакăр турĕ. Асса кăларатăп. Çын алли шăмми. Хăй саралса кайнă. Ун хыççăн пуç шăмми те, пĕçĕ шăмми те — пĕтĕм шăмăсем тухрĕç. Эпĕ шăтăка татах алтса тĕпне чăрăш лăсси пăрахрăм та, ывăннăскер, выртса çывăртăм. Нимĕнле тĕлĕк те курман. Аванах çĕр каçнă. Вăт çапла, Хреççи! Эльба! Одер! Висла! Манăн, Пракка, вĕренес килет, пĕлес килет. Чăнах тĕнче çинчен шухăшласан пуç çаврăнса каять манăн. Епле пулма пултарнă-ха çакăн пек тĕлĕнтермĕш тĕнче! Ăна никам та туман теççĕ. Хĕлле темле шкул, кружок уçмалла мар-и пирĕн?
— Ара, ватă пуçпах шкула каясшăн-и çак Улатти. Яла ан култар-ха, — Эльба салтакне тĕксе илчĕ Хреççи.
— Эпĕ ватă-и? Çук, Улатти ватă мар-ха. Вăрçăра çĕнтернине тăван хирте çĕнтерместĕп-и? Çĕнтеретĕпех!
Пракка хăй бригадинчи çынсем калаçнине кăмăлласа итлерĕ. Вĕсенче нĕсĕклĕх, шанманлăх çук. Вĕсем пурте кĕрешӳри çынсем. Вĕсем пурте пĕр пысăк чăмăр. Çапах та Хреççи калаçни шухăша ячĕ ăна. Тен, чăнахах та, тĕнче çинчен, çут çанталăк пуçланни çинчен калаçусем ытларах ирттерме кирлĕ пуль. Çынсен пуçĕнчи тĕшмĕшлĕхе тасатса кăларасси ансат мар. Бригадăри çынсен ĕçри хастарлăхĕшĕн кĕрешнипе пĕрлех çутă ăс-тăншăн кĕрешни те калама çук кирлĕ. Вĕсем, иккĕшĕ, пĕр-пĕринпе йĕкĕреш. Вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма çук. Пирĕн çынсен çĕнĕлле ĕçлеме кăна мар, çĕнĕлле пурăнма, шухăшлама, ĕмĕтленме, ăнланма вĕренмелле. Çакăн çинчен Пракка халиччен те шухăшланă. Халĕ вара çав шухăш-тĕллев ун пуçне тата çирĕпреххĕн кĕрсе вырнаçрĕ.
— Мĕн туса ларатăр эсир? Айтăр апата! — чĕнчĕ Çемен. Нимене килнĕ çынсем, çăвăнса, Çеменсен кивĕ пӳртне кĕчĕç. Сĕтел çинче пăтă пăсланса ларать. Савăл пек пысăк каснă çăкăр чĕллисем. Сăра витри. Стакансем. Черккесем.
— Иртĕр, иртĕр маларах, — чĕнчĕ Çемен арăмĕ.
— Хăна килсен аш пиçет, аш пиçмесен пит пиçет теççĕ. Пирĕн хуçасем çакна лайăх пĕлеççĕ курăнать. Ашне хатĕрлесех хунă, — терĕ Пракка, вара сĕтел хушшине кĕчĕ. Ун çумне, пĕр енне, — Улатти, тепĕр енне Татюк вырнаçрĕç. Хреççи — Нанил кинемейпе юнашар. Хритун мучи кĕреке пуканĕ çине ларчĕ, сĕтел хуçи пулчĕ. Пурте ларса, лăпланса çитсен мучи кĕленчене ярса тытрĕ.
— Апат умĕн начар улпут та пĕрер черкке ĕçнĕ теççĕ, — терĕ вăл шӳтлесе.
Пĕрер черкке ĕçсен кĕрекене чун кĕнĕ пекех пулчĕ. Халиччен калаçманнисем те калаçкалама тапратрĕç. Унтан пурте çиме пикенчĕç.
— Мана йĕтес шăмми лекнĕ. Кам йĕтес уйăрас тет? — ыйтрĕ Улатти. — Пракка, манпа йĕтес уйăрма килĕшетĕн-и?
— Уйăр, уйăр, Пракка, — шавласа кайрĕç хĕрарăмсем.
— Пĕри кĕпе тăхăнтарттăр, тепри четвĕрт эрех ларттăр! — кăшкăрса ячĕ Микка.
— Çук, апла мар, костюм илсе патăр.
— Килĕш, Пракка.
— Бригадир ятне ан яр. Сана «сенĕк тĕпĕ» лекетех.
— Ма килĕшес мар, килĕшетĕп, — ăшшăн кулчĕ Пракка. — Анчах услови текенни урăхларах пултăр. «Сенĕк тĕпĕ» лексен «Эрех сиенĕ çинчен» лекци туса памалла, тепри лексен Михаил Шолоховăн «Лăпкă Дон» романне пĕтĕмĕшпех вуласа тухса ун çинчен колхозниксене каласа памалла. Юрать-и, Улатти? Юрать пулсан туртар.
— Ай-ай! Эльба! Ку маншăн йывăртарах вара, — çамкине картлантарчĕ лешĕ.
— Килĕш, Улатти! Эрех сиенĕ çинчен пĕлместĕн-им эсĕ? Эсĕ ăна профессортан, академикран чаплăрах чухлатăн. Сан лекцине итлеме эпĕ те чупсах пырăп, — хавхалатрĕ Çемен.
— Ара, халиччен урăхларах уйăраканччĕ те ăна...
— Мĕскер урăхли! Ĕлĕкхине манар ĕнтĕ. Çĕнни çĕнтерсех пытăр, — ӳсĕркелесе илчĕ Хритун мучи. — Айта хăвăртрах. Унсăрăн апат çиме чăрмантаратăр. Манăн апат çиес килет.
— Пĕтнĕ пуç пĕтнех. Туртар! — килĕшрĕ Эльба салтакĕ. Вĕсем йĕтес уйăрчĕç. Улаттие «сенĕк тĕпĕ», Праккана «хăрах юппи» лекрĕ. Пурте алă çупса ячĕç.
— Аха! Пулчĕ эппин!
— Питĕ лайăх.
— Ну, профессор Улатти, лекци хăçан ирттеретĕн?
— Лекци пуличчен куçлăх илес пулать.
— Ахаль куçлăх мар, пенсне текеннине.
Улатти кăштах хĕрелчĕ пулин те хăй пăлханнине палăртмарĕ. Тĕрĕссипе, мĕн пăшăрханмалли пур-ха? Вăл хăйне аншарли сиен тунине, ийе чăмланă пек чăмланине веçех каласа парĕ.
Ларсан-ларсан Эльба салтакĕ питне пĕркелентерсе илчĕ те кĕтмен çĕртенех Праккаран:
— Эсĕ çĕр макăрнине илтнĕ-и? — тесе ыйтрĕ.
— Эпĕ-и? Эпĕ... — шухăша кайрĕ бригадир, — çук, илтмен.
— Ниушлĕ? — чăннипех тĕлĕнчĕ Эльба салтакĕ.
— Илтмен. Суймастăп.
— Начар! — çирĕппĕн каласа хучĕ Улатти. — Эпĕ вара икĕ хутчен куртăм, илтрĕм. Пĕррехинче хамăр хиртех. Астăватăн-и, эс бригадира кĕриччен пĕр çул малтан Çичçырма хыçне çурхи тулă акрĕç. Тем шуйттанла акнă ăна, пĕлместĕп. Иçмасса, хур кĕтĕвĕ ямалăх та ӳсмерĕ. Çав пусăра çăвĕпех пиçен, хурхух, йыт пырши, çтаппан пуçĕ, анра çарăк хуçаланчĕç. Çавăнта тăпра хăйне пăхасса, хăй çинче мĕн те пулин ырă çимĕç ӳстерсе илессе кĕркуннеччен кĕтнĕ ĕнтĕ. Яланах, çĕрĕн-кунĕн. Çапах та унти пусă енне никам та çаврăнса пăхман. Ара, мăшкăл-çке вăл. Ытти пусăсенче тыр-пул ӳсет, комбайн çӳрет, юрлани илтĕнет. Кунта çăва çинчи пек шăп. Çавăн чухне кĕркунне çак пусса çитсе тухрăм эп. Хайхи итлетĕп: тăпра уласах макăрать. Çав тери хурлăхлăн, пĕр вĕçĕмсĕр макăрать. Ача-пăча йĕнĕ пек мар, çитĕннĕ çын, ватă çын йĕнĕ пек макăрать. Эпĕ малтан çакна çил улани пулĕ тесеттĕм. Чăнах, ун чухне кĕрхи çил вĕретчĕ. Çук, çил улани çеç пулман вăл. Чăннипех уй-хир, тăпра макăрчĕ ун чухне. Эпĕ тăпра муклашкисене, курăк çулçисене пăхрăм. Вĕсем çинче куççуль тумламĕсем, çутă тумламсем. Çил вĕрнĕ майăн çав тумламсем ӳкеççĕ, шăва-шăва анаççĕ. Тӳсеймерĕм, хамăн та чун хурланчĕ. Киле çав тери хуйхăрса таврăнтăм. Çĕрĕпех ыйхă килмерĕ.
— Сисĕм вăйлă-ха сан, Улатти! Вăйлă! — çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ ăна бригадир. — Иккĕмĕшне ăçта илтрĕн вара?
— Ăна-и? Ăна фронтра илтрĕм. Хĕрĕх пĕрремĕш çул, кĕркунне, Ленинград çумĕнче землянкăра выртатпăр. Нимĕçсем пирĕн çине тупăпа пеме тапратрĕç. Йывăр снарядсемпе. Пĕр снарячĕ пирĕн землянка çумнех ӳкрĕ. Çав вăхăтра çĕр чăн-чăн ӳсĕр çын пекех тайкаланса, силленсе илчĕ. Пирĕн землянка, тинĕсри пекех, калле-малле чӳхенчĕ. Вăт, япала! Вăт, Эльба! Кайран, тĕттĕмленсен, окопа тухрăмăр. Эпĕ çӳлерех çĕкленсе çĕр çине выртрăм. Сасартăк ман хăлхана такам йынăшни, уласа йĕни илтĕнчĕ. Унталла-кунталла пăхкалатăп — ман çывăхра ун пек йĕрекен никам та çук. Финн заливĕ енчен кăна сивĕ, хурлăхлă çил вĕрет. Каллех итлетĕп. Каллех уласа йĕни тĕп-тĕрĕс илтĕнет. Тинех ăнланса илтĕм: аманнă, çуннă çĕр йĕрет иккен. Шăппăн та çав тери хурланса йĕрет...
Çакна каланă май Улатти чунĕ çемçелчĕ пулас. Вăл юлашкинчен ерипенрех те ерипенрех калаçрĕ. Унăн пырне темскер тăвăнчĕ, хупласа хучĕ. Улатти куçĕ те мăч-мăч хупăнкаласа илчĕ. Эльба салтакĕ хăйне çирĕпрех тытма чăнларĕ, кăмăлĕ хуçăлнине кăтартасшăн пулмарĕ. Анчах... анчах ун куçĕнчен сасартăк çап-çутă тумлам йăр-р шуса анчĕ. Пракка ун çине пăхмарĕ. Хăй тепĕр енчи Татюка кăт! тĕкрĕ те:
— Ну, мĕнле пурнăçсем? Эсĕ, тем, хитреленсех, çуталсах пынă пек туйăнать, — терĕ.
Татюк вăтанчĕ курăнать. Тӳрех пĕр сăмах та калаймарĕ. Тутăрне тӳрлеткелем пекки турĕ, саппун кĕсйинчи шап-шурă тутăрне кăларса тутине шăлса илчĕ. Унтан:
— Ан тăрăхла-ха, Пракка. Ватăлса кайнăран калатăн пуль, — терĕ.
Хреççи чылаях хĕрнĕ. Вăл тăнк-танк пускаласа е кăмака çумне пырса ларать, е тĕпеле иртет. Улаттипе Татюк пĕр-пĕрне ăшшăн пăхкаласа илни ăна хытах вĕчĕрхентерет. Инке арăм пичĕ хăмач тутăр пек хĕрелнĕ.
— Эрех ĕçсен питне хĕрлĕ тухакан çынна телейлĕ теççĕ. Эсĕ, Хреççи, калама çук телейлĕ çын пулмалла. Сан питрен халь-халь юн пĕрхĕнсе тухас пек, — Хреççие хăй кĕсйинчи пĕчĕк тĕкĕре кăларса тыттарчĕ Микка. — На, пăхса ил ху çине...
— Ара, «на» теме йытă мар-çке эп, сан пек çынах, — кӳренчĕ Хреççи.
— Апла тăк, Хреççи тăхлачă, тархасшăн, илсе пăх-ха çак тĕкĕре.
Пурте шӳт тăваççĕ, кулаççĕ. Хреççи кăна темле кичемреххĕн çӳрет. Еçре те йышран уйрăм вăл, кунта та йышпа варлă мар.
Çур çĕр çитнĕ тĕле ниме çыннисем алран алла çавтăнса, юрла-юрла килĕсене саланчĕç. Хреççи пĕчченех танкăлтатрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...