Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXVI сыпăк
1
Силос хывса пĕтернĕ чухнехи çăлтăрлă каçа Пракка ниепле те манаймасть. Çав каç Лисук унпа мĕн тери кăмăллă калаçрĕ. Çав каç пĕтĕм тĕнче, çăлтăрсем те, йăмрасем те, юхан шыв та савăнăçлăн юрлатчĕç. Çав каç чун-чĕре те юрлатчĕ. Эй, мĕншĕн çав териех асра юлмалла пулчĕ-ши çав каç! Мĕншĕн çавăн пекех чуна хускатса тухса кайрĕ-ши Лисук! Тĕлĕнмелле! Хăй каясси çинчен Праккана пĕр сăмах та, пĕр сăмах та каламарĕ-çке вăл. Ним пулман пекех кулчĕ, вылярĕ. Тепĕр ирхинех вара çак хĕр хăй тăван ялĕнчен инçене, инçене, Кунашир утравĕ çине, тухса кайнă. Никама систермесĕр, никама ал памасăр, никама ал сулмасăр.
«Мĕншĕн çиллентерсе хăвармарĕ-ши мана Лисук? Çиллентернĕ пулсан çăмăлрахчĕ пуль. Халĕ ав чĕре çунать, çунать», — шухăшларĕ каччă.
Анчах темле йывăр пулин те Пракка пуçа усса çӳреме, мĕскĕнленме шутламарĕ. Унăн чун-чĕринче темле шухă, чăрсăр кăмăл çĕкленчĕ. Вăл юриех савăнăçлă пулма, паттăр çӳреме, пурне те, пурне те чăтма, çĕнтерме тупа турĕ. Аслă хир варринче, таса уйра тупа турĕ вăл. Тăван яла, тăван тавралăха чысласа, юратса тупа турĕ. Пракка уй-хиршĕн, тыр-пулшăн, ылтăн пучахшăн, хирти янăравлă юрăшăн, тулăх кĕркуннешĕн ĕмĕрлĕхех тăрăшма сăмах пачĕ. Нимле йывăрлăха та, темле тунсăха та парăнма юрамасть, юрамасть, юрамасть. Унăн Лисука хăйĕн пысăк, пысăк юратăвне хăватлăн, чаплăн кăтартса памалла. Унăн Лисук умĕнче çав юрату мĕн тери çутă, янăравлă, илемлĕ пулнине çирĕплетес пулать. Ĕçпе, кĕрешӳпе, ăс-тăнпа, пурнăçпа çирĕплетмелле ăна! Пракка Анаткас хирĕнче халиччен ниçта та пулман, тĕнчипе пулман тыр-пул ӳстерсе кăтартатех. Анаткас хирне вăл чăннипех илемлетĕ, çĕнетĕ. Çак хире вара таçти-таçти ялсенчен те килсе курĕç. Пурте тĕлĕнĕç, савăнĕç. Ырă хыпар сарăлĕ. Лисук та килсе курĕ. Вăл аслă хир тăрăх утса çӳрĕ. Сасартăк ун куçĕнчен çутă, юрату пек çутă тумламсем шуса анĕç. Упăшки, Коля, ăна ӳкĕтлĕ: «Ан йĕр, Лисук, чунна хытар», — тейĕ. Лисук çавах чарăнмĕ. Вăл тата хытăрах йĕме пуçлĕ, Пракка çине ăшшăн тинкерĕ. Ун чухне янкăр уçă, ирĕк тӳпере хаваслă кĕмĕл пĕлĕтсем шăвĕç. Тинĕсри парăслă пĕчĕк кимĕсем пек çăмăллăн иртĕç вĕсем...
Паян Пракка ирех ялти пĕрлешӳллĕ мунчана курма анчĕ. Ăна туса пĕтерчĕç ĕнтĕ. Çак мунча Ялакки çăлĕ çывăхĕнче, çырма хĕрринче ларать. Ун çумĕнчех ватă йăмрасем, хурăнсем, тирексем. Вĕсем çаралнă турачĕсене хуллен хуската-хуската тунсăхлăн карлаççĕ. Бригадир мунчан сухăр шăрши саракан шурă алăкне шан! тутарса уçрĕ те шала кĕрсе кайрĕ. Унта тап-таса, çап-çутă. Тенкелсем çинче вĕр çĕнĕ шайккасем купаласа хунă. Çак шайккасене мунча валли юриех Хритун мучи туса хатĕрленĕ. Алтăрсене хăй йăмрине кассах Улатти чавнă. Миçе тĕрлĕ алтăр çук-ши кунта? Пысăкки те, пĕчĕкреххи те, питĕ пĕчĕкки те. Пракка пĕр алтăрне илсе çавăркаласа пăхма пуçланăччĕ кăна — мунчана Нанил кĕрсе тăчĕ.
— Ай-ай, эсĕ килнĕ-çке. Эпĕ епле асăрхаман сана, — алă пачĕ Лисук амăшĕ. — Аван çӳретĕн-и?
— Аптрамасть, — кĕскен каларĕ бригадир.
— Мĕнле, мунча килĕшет-и?
— Килĕшет.
— Урайĕсене çуса тухрăм, типтерлерĕм. Пурте пулса çитнĕ пек туйăнать мана. Чиперех пек.
— Тĕрĕс.
Праккан çак хĕрарăмпа нумай-нумай, тем çинчен те калаçас килет. Унран ыйтса пĕлмелли, тĕпчемелли пайтах. Çапах та хальлĕхе Пракка унпа нумай калаçма вăй-хал çитереймест-ха. Темшĕн питĕ йывăр ăна çак типшĕмрех те çӳллĕ, кăмăллă хĕрарăмпа калаçма. Бригадир аллинчи алтăра çаплах çавăркаларĕ-çавăркаларĕ те:
— Нанил аппа, пурте йĕркеллĕ пулсан айтăр паян мунча хутатпăр. Айтăр паян мунча кунĕ пултăр... — терĕ.
— Юрать ĕнтĕ. Юрамасăр... — килĕшрĕ Нанил.
— Хăв пĕчченех хутăн-и е кама та пулин пулăшма ярас-и?
— Ара, хамах хутатăп.
— Килĕшрĕмĕр эппин. Çапах та вуттине хам çурса, вакласа хăварам. Ăçта сан пуртă?
Кăнтăрла иртнĕ тĕле мунча пулчĕ. Анаткас çыннисем çĕн мунчана çăвăнма утрĕç. Акă Улатти те ачисене ертсе çитрĕ. Акă ыттисем те... Хăшĕ мунчан малти пӳлĕмĕнче хывăнаççĕ, хăшĕ шалта çапăнма пуçланă та ĕнтĕ. Ачасем çухрашни, кулни, йĕни илтĕнет. Мунчи аслă пулнипе ерипен калаçни те таçта çити янăраса, кĕрлесе каять. Ял çыннисем халиччен пĕр-пĕрне пурте тумтирпе çӳренине çеç курнă темелле. Халĕ çаппа-çарамаслансан хăйсен кӳрши-аршине те палласа илеймеççĕ, пĕр-пĕрне кăн-н пăхкаласа тăраççĕ. Терентей Ваççи шăллĕ — Çеруш та тахçанах хывăннă. Çапах та çăвăнма кĕме хăяймасть, хывнă кĕпине арки çине хунă та хускалмасăр ларать. Якраç Иллин çурăмĕнче шатра пур иккен, вăл çавна ял çыннисем курасран хăрать, çынсем сахалланасса кĕтсе паçăртанпах хывăнмасть. Мунчан пĕр кĕтессинче пĕр ушкăн вăйпитти çынсем çăвăнаççĕ. Вĕсем кашни çĕнĕрен пырса кĕрекен çын çине пăхсах ахăл-ахăл кулаççĕ. Халиччен кун пек нумаййăн мунча кĕрсе курман çынсене пурте кулăшла, тĕлĕнмелле пек туйăнать. Ара, хăш-пĕрин кăкăрĕ, алли-ури хуп-хура çăмлă, хăш-пĕрин пĕвĕ вăрăм, ури кĕске. Вĕсем йĕпе урай тăрăх хуллен çат-çат тутарса пыраççĕ. Акă Улатти те ачисене кĕшĕлтеттерсе кĕчĕ. Унăн çурăмĕ çинче сылтăм енчен пуçласа сулахай енне çитичченех хĕрлĕ-кăвак путăк тăсăлать. Пĕççинче те çĕвĕсем, путăк-шăтăксем. Хулĕнче те тарпа симĕсленнĕ вырăнсем. Çак çĕвĕсене, путăк-шăтăксене Улатти хăшне Орел патĕнче, хăшне Днепр хĕрринче, хăшне Одер урлă каçнă чух, хăшне Эльба çыранĕнче, хăшне Берлин урамĕнче туяннă. Улатти пĕвĕ-сийĕ хăй вăрçă çинчен çырнă хумхануллă кĕнеке пек курăнса тăрать. Улатти — чĕрĕ палăк пекех. Вăл кĕрсен хайхи кĕтесре кулкаласа çăвăнса ларакан çынсем шăпăрт пулчĕç.
Улатти хыççăн Пракка та шайкка илсе шыв юхтарма пычĕ. Пракка пĕвĕ яштака та çирĕп. Унăн сарлака кăкăрĕ çирĕп чул пек мăкăрăлса тăрать. Хулĕсем чăп-чăмăр та пысăк шăнăрлă.
— Ну, çĕнĕ мунча тутлă-и? — ыйтрĕ Пракка Улаттирен.
— Шерпет пекех, давай, ачасемпе татăлтăм эп, сан çурăмна та сăтăрса ярас мар-и?
— Хам та аптрамăп-ха.
— Эй, Эльба! Ун пек юрать-и? Айта тенкел çине тăсăлса вырт. Эпир салтакра чухне ăна! Вăт пĕр-пĕрин çурăмне сăтăраттăмăр! Пăчăр-пăчăр юн тухакан пулатчĕ.
— Мана аплах ан сăтăр ĕнтĕ.
— Хăрама кирлĕ мар. Улатти мĕн тумаллине хăех пĕлет. Ах, пĕррехинче çакăн пек мунча кĕретпĕр. Германире. Одер хĕрринче. Унччен пĕр-ик уйăх кĕменччĕ. Ӳт-тир катрашкаланса çитнĕччĕ. Каçхине качăр-качăр хыçса, тапкалашса, йăлт-ялт сиксе çеç выртатпăр. Вăт пуçларăмăр хайхи çăвăнма! Икĕ украинец пурччĕ ман. Уйрăлми юлташсем. Иккĕшĕ те кĕреш юман пек хăватлă. Цыбульăпа Николенко. Пĕри сержант, тепри старшина. Малтан мунчалапа пĕр-пĕрне силлерĕмĕр. Вăт çапла!
— Ой-ой! — кăшкăрчĕ Пракка. — Пĕтеретĕн. Ерипенрех! Ой-ой! Мĕскер эс!
—- Ничего! Тӳсес пулать. Çавăн чухне вара çапла хыртăмăр-хыртăмăр та пĕр-пĕрин çурăмне унтан массаж тума тапратрăмăр. Николенко массаж тума калама çук маçтăрччĕ. Çурăм çинчи ӳте шăмă çумĕнчен туртсах, уйăрсах илет! Курасчĕ сан, вăт япала! Çавăн пек туртса-туртса пырать те алă тӳрчĕпе хайăрма, хĕсме, шаккама тытăнать. Çурăм хăвăлланнă каска пек тон-тон-тон! туса тăрать. Çав массажа тунă чухне макăрса, кăшкăрса, тапкалашса выртатăн. Çапах та тутарас килет. Калама çук канлĕ. Шăмшак уçăлсах каять. Çут тĕнчере ун пек ырлăх нихçан та курман эпĕ.
— Ой-ой! Эсĕ, мĕн, мана та массаж тăватăн-им?
— Тумасăр. Обязательнă тăватăп...
— Вилетĕп! Хурах! Ой!
— Тĕк вырт. Пурте йĕркеллех. Эльба! Одер! Висла!
—Улатти! Шуйттан мăйраки! Мĕн, мăшкăллатăн-и эс?
— Тӳсес пулать. Тӳсмелле. Ку мĕскер-ха. Вăт çав Николенкăпа Цыбуля кайран, алă вăйĕ пĕтсе çитсен, çурăм çине хăпарса тăратчĕç, унта уткаласа çӳретчĕç. Вăт вăл япалаччĕ. Ну, сан çурăму çине улăхса тăрас мар-и?
— Ой, çук, çук, — васкасах тăрса ларчĕ Пракка. — Ну, çурăн та эс мана. Çуралнăранпа та кун пек çăвăнса курманччĕ. Ой, хал кайрĕ. Ой...
Микка мунчана, тем шутпа, полевой сумкине те илсе кĕнĕ. Вăл лапка çывăхнерех вырнаçнă та пĕчченех шăпăртаттарса çăвăнать. Кăшт вăхăт иртсен Микка ун-кун пăхкаласа илчĕ те сумкинчен чĕрĕк кĕленчипе эрех туртса кăларчĕ. Ăна çавăркаласа тăчĕ те çынсем хăй патнелле пынине курсан каллех йăпăрт пытарса хучĕ. Çакна Пракка аванах сисрĕ. Вара, ним курман-илтмен пекех, Микка патне утрĕ:
— Санăн çăмарта супăнĕпе çăвăнас килет-и? Акă кур. Çак супăне йăлтах кайăк кăвакал çăмартинчен тунă, — терĕ, Миккана хăйĕн çутă сарă супăнне кăтартрĕ. — Çакăнпа çăвăнсан пуçа нихçан та кирĕк тухмасть.
— Ниушлĕ? — тĕлĕнчĕ лешĕ. — Пар-ха çăвăнса пăхам.
— Çук, памастăп. Кирлĕ пулсан давай хам çуса ярам.
— Рад старатцă! Çу эппин...
Пракка ăна çума пуçларĕ. Çурĕ, çурĕ. Микка пуçне шап-шурă кăпăкпа витрĕ. Пуçне çеç мар, питне те кăпăкпа хупларĕ. Халĕ Микка куçне хупланă та пĕр хускалмасăр ларать. Çак вăхăтра Пракка сумкăран эрехе туртса кăларчĕ те Улаттие тыттарчĕ, ун хыççăн алтăрпа шыв ăса-ăса Миккана пуç тăрăх яма васкарĕ. Миккан куçĕ уçăлса çитсен Пракка каллех Эльба салтакĕ çумне кайса ларчĕ.
Мунчана пăс тулчĕ, пăчă, çынсем пăс ăшĕнче юмахри пек, тĕлĕкри пек курăнаççĕ. Микка аллине, паçăрхи пекех, сумка ăшне чикрĕ. Анчах темле сасартăк чĕтренсе илчĕ, хыпаланса ӳкрĕ. Сумкине темиçе хутчен те ухтарчĕ. Çынсем вăл мĕншĕн пăшăрханнине сисрĕç пулин те шарламарĕç, ним пĕлмен пекех ларчĕç. Микка тенкел айне те, чӳрече çине те пăхрĕ, тăрса уткаласа çӳрерĕ. Хайхи пĕчĕк кĕленче çук та çук. Халĕ Миккан çăвăнас шухăш пĕтрĕ тейĕн. Кăмăлĕ хуçăлчĕ. Вăл умри тазне хыттăн тĕксе ячĕ. Пысăк таз шăнкăр-шанкăр туса çĕре персе анчĕ. Тинех ун юлташĕсем кулмасăр чăтаймарĕç. Пурте хыттăн ахăлтатрĕç. Микка хĕрелсе кайрĕ.
— Мунчана эрехпе килмеççĕ. Çавăнпа пытартăмăр, — терĕ Пракка.
— Пилĕк ыратать-ха, тарлас тесе чиксе килтĕм эп ăна, — тӳрре тухма тăрăшрĕ тракторист.
Хаваслă, кăмăллă иккен ушкăнпа мунча кĕме.
Улатти ывăлĕсене тумлантарма илсе тухрĕ. Ачисем пĕр-пĕринпе тĕрткелешсе хăйсен кĕпи-йĕмне, чăлхисене суйларĕç. Ванюкĕ кĕпе аçлăкне çиеле туса тăхăннă. Ăна курсан Петĕрпе Витюк кулса ячĕç. Ачи-пăчине киле ăсатсан Эльба салтакĕ хăй те васкамасăр пуçтарăнчĕ.
Улаттипе Пракка килелле хуллен улăхрĕç. Мунча кĕрсе тухнă хыççăн ерипен, юлташпа лăпкăн калаçса утса пырасси — киленӳллĕ, хаваслă. Тавралăх тĕттĕмленме тин пуçланă-ха. Пас тытнă йăмрасем тӳлеккĕн, ним чĕнмесĕр лараççĕ. Вăрман енче, çӳлтех те мар, çĕнĕ уйăх курăнать. Ура айĕнчи юр шавлăн нăтăртатать. Чăх-чĕп ферми енче хĕрсем пĕр-пĕрне кăшкăрса чĕнни, кулкалани илтĕнет. Çерçисем чив-чив туса çĕр каçма хӳтĕ вырăн тупма васкаççĕ. Ахваниç йытти хапха умĕнче хăй хӳрине тытмалла вылять. Мунчана ял çыннисем йышлă пынишĕн, мунчи тутлă пулнăшăн Улатти те, Пракка та кăмăллă. Пракка асăрханса сăмах хускатрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...