Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXVIII сыпăк


— Чăвашăн йăли çапла, — Татюкпа Çинук умне пырса тăчĕ Улатти. Лешсем çаплах пăчкă туртаççĕ.

Улатти çурăмĕ çинчи машин пайĕсене çĕре пăрахрĕ. Вара хĕрарăмсем çине кулса, шуххăн пăхрĕ те:

— Хырăмри ачăра ӳкеретĕр вĕт капла. Ан хăтланăр, — терĕ.

— Текех ача юлмĕ ĕнтĕ, Улатти, — ура çине çĕкленчĕ Çинук. Унпа пĕрлех Татюк та кĕпи çинчи юра, пăчкă кĕрпине шакка-шакка типтерлĕн çĕкленчĕ.

— Эй-эй, халь хĕрĕхе те çитмен-ха эс, Çинук. Тепĕр ик-виç ача тăвăн-ха, — икĕ пекаре те тĕккелесе, чăмăртакаласа илчĕ Улатти. Унтан пăчка силле-силле кăларчĕ. — Мĕн, хĕсет-и? — Вара ăна куçĕ патне тытса пăхрĕ. — Эй, развочĕ вуçех юлман. Мĕнле тататăр эсир кунпа?

— Çавăнпа чĕнтĕмĕр çав сана.

— Парăр-ха. Пуртă пур-и сирĕн?

— Калун та пур, пуртă та.

— Пар-ха пурттине.

Улатти юман тункати çине ларчĕ, пуртăпа хирсе пăчкă шăлне пăрма пуçларĕ.

— Ай-ай, путсĕр вутă панă сире.

— Начар çав.

Эльба салтакĕ хăй умĕнчи Татюк çине ăшшăн-ăшшăн тинкерет. Аслă пекарь пичĕ хĕп-хĕрлĕ. Вут татса пиçĕхни халĕ те иртсе каймасть-ха унăн. «Пуян çын тутри» текен тутăрĕ хĕрринчен сарă çӳç пайăрки курăнать. Татюк аллисем хĕрлĕ те кӳпшек. Сылтăм аллинчи ятсăр пӳрне çине çĕрĕ тăхăннă. Вăл упăшки парнелесе паниех пулас.

Улатти тĕнчере икĕ çын çине кăна çакăн пек савăнса, çĕкленсе, хурланса, çунса пăхма пултарнă. Вĕсенчен пĕри Елян пулнă, тепри халь — Татюк. Пурнăç нихçан та ватăлмасть иккен. Татюк çине пăхсан Улатти хăйне тахçан çамрăк чухнехи пек туйрĕ. Унăн кăмăлĕ хăватлăн вĕресе çĕкленчĕ. Унăн чун-чĕрине телей, виçесĕр телей, питĕ пысăк телей шарласа кĕчĕ. Çак сăпайлă, лăпкă, ĕçчен, ырă хĕрарăма сăнасан малтан Хреççипе ухмаха ерсе çӳрени, аташни калама çук кичем те илемсĕр пек сисĕнчĕç. Пурнăç вăйă мар иккенне Улатти татах, татах тавçăрса илчĕ. Чăн-чăн пурнăç вăл — таса юрату, хăватлă ĕмĕт-шухăш, хăюллă, харсăр утăм. Чăн-чăн пурнăç вăл — ял-йыш умĕнче çăл шывĕ пек, çуллахи тăп-тăрă уяр кунри сенкер пĕлĕт пек таса чунлă пуласси. Чăн-чăн пурнăç вăл — Тăван çĕр-шывшăн ху пултарнă таран мĕнле те пулин ырă ĕç туни. Анчах «ху пултарнă таран» тенине «юрĕ, çакна тусан та çитĕ» тенĕ пек ăнланмалла мар. «Пултарнă таран» тени вăй-халу çитнĕ таран, ăс-хакăлу çитнĕ таран ĕçлемеллине, кĕрешмеллине пĕлтерет. «Пултарнă таран» тесен ху ял-йышна, ху Тăван çĕршывна хăвăн мĕн пуррине пĕтĕмĕшпех, пĕр турткаланса тăмасăр, кăкăра ярт! йӳле ярса веçех памалла. Чи лайăххине! Чи кирлине!

Улатти çак шухăшсене виçсе, «çавăркаласа» пăхнă май хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ. Акă мĕнле туйăмсем çуратма пултарать иккен ялта нимĕнпех те палăрса тăман Татюк.

Çинук калаçкаласа тепĕртак тăчĕ те:

— Ахаль вăхăта ирттериччен çăнăх аллас, — тесе пӳртелле утрĕ.

— Ăçта каятăн эс? Ан кĕр! — чĕнчĕ ăна Татюк.

— Эп кĕрем-ха. Эс тăр. Эс çăматăпа!

Çинук кĕрсе кайрĕ. Картишĕнче Татюкпа Улатти иккĕшех юлчĕç. Эльба салтакĕ çаплах пăчкă шăлне пăрчĕ. Татюк вут сыпписенчен уйрăлнă хуйăрсене юр ăшне кĕрсе ан кайччăр тесе иле-иле хучĕ. Пӳрт умĕнчи ватă йăмра турачĕсем вĕсем умнех усăннă. Пĕр турачĕ çине çерçи чĕвĕлтетсе пырса ларчĕ те, Эльба салтакĕн ĕнси çинех юр тăкăнчĕ.

— Ай, сивĕ! — çӳçенчĕ Улатти. Вара тăчĕ те: — Йĕкев пур-и сирĕн? Хăйрасах парам, — терĕ. Татюк часах алкумĕнчи ещĕке кăптăр-каптăр тутарса ухтарчĕ, виç кĕтеслĕ йĕкев илсе тухса ăна Эльба салтакне тыттарчĕ.

— Кивĕрех те ку. Юрĕ. Хамăр та пит çĕнниех мар, — калаçрĕ Улатти, хăй çав вăхăтра Татюкпа сăмах хускатма тăрăшрĕ.

— Ăçта эс, ку яхăнта вуçех курăнмастăн? — ним калама аптраса ыйтрĕ Эльба салтакĕ.

— Ăçта пултăр. Килтех-çке.

— Манăн санпа калаçмалли пурччĕ те, — терĕ Улатти темшĕн тăруках хăюсăрланса.

— Калаçмалли пулсан — халь кала.

— Çук, халĕ калаймастăп.

Улатти каллех каска çине ларчĕ те пăчкă хăйрама ӳпĕнчĕ. Пĕр тикĕссĕн, хăшшин-хăшшин туртрĕ вăл йĕкевне. Аслă пекарь темскер калас-калас тенĕ пек куларах тăчĕ те:

— Эпĕ сана питĕ çилленнĕ, Улатти, — терĕ.

— Мĕскершĕн? — хăйрама сасартăк чарăнчĕ Эльба салтакĕ.

— Çав тери тарăхтартăн эс мана.

Улатти аллинчи пăчкă чăв-чăв туса хыттăн авкаланчĕ. Йăмра çине темиçе çерçи шавлăн çуйхашса ларчĕç те чăннипех тăман кăларчĕç, Эльба салтакĕн çĕлĕкĕ çине те, пиншак çухи çине те, кăкăрĕ çине те шап-шурă юр ӳкрĕ. Пăшăрханнă Улатти тăрса силленчĕ.

— Фу, пĕтрĕм, Эльба! — терĕ вăл. — Кала, мĕншĕн кӳрентĕн эс, Татюк?

— Мĕншĕнне хăвах чухлама тивĕç.

— Чухлаймастăп, Татюк.

— Итле-ха, Праккана мĕн тенĕ эсĕ.

— Э-э... Ним те каламан. Санпа калаçса пăхма çеç.

— Сан хăвăн чĕлхӳ çук-и вара?

— Пур та...

— Вăт çав çеç манăн. Айта хăйра-ха хăвăртрах. Пирĕн вут татмалла.

— Хăйратăп. Мĕн... Эльба! Эсĕ мĕн каларăн Праккана?

— Ним те каламарăм.

— Чăнах-и?

— Мĕн калас-ха ман ăна? Эпĕ калас пулсан ăна... Эпĕ калас пулсан ăна мар, сана калатăп.

— Тĕрĕс, Татюк.

Улатти пăчка питех те чăнласа хăйрарĕ. Кашни шăлнех пӳрне вĕçĕпе тĕрĕслесе хăйрарĕ вăл. Хăй тунă ĕçе Татюк епле те пулин ан тиркетĕрччĕ терĕ ĕнтĕ. Хĕрарăма унăн мĕнпе те пулин ырă тăвас килчĕ. Эльба салтакĕ хăй патĕнчи пысăк, кĕрĕс-мерăс вут каскисем çине тарăхса пăхрĕ. Çак шуйттан армак-чармакĕсене Татюкпа Çинук епле татса çурĕç-ши тесе шухăшларĕ вăл. Унăн çак путсĕр вутта тиесе килнĕ шофера та, грузчиксене те хăтăрса тăкас килчĕ.

Ялакки çырминче ачасем кăшкăрашни, темле уçă саслă йытă хавассăн хамлатни илтĕнет.

Эльба салтакĕ пăчка хăйраса пĕтерчĕ те паçăр йăтса килнĕ кустăрмасене, сеялка дискĕсене, пралук çыххисене çурăмĕ çине хучĕ.

— Эп кайтарам-ха.

— Тавтапуç ĕнтĕ сана.

— Çакăншăн-и? Эй, сăмахламалли те çук. Çапах та ку армак-чармаксене çураймастăр эсир. Каçпа сире пулăшма хам килĕп. Çула май тимĕрç лаççинчен пысăк кувалда, тимĕр савăл илсе анăп.

Улатти патваррăн яра-яра пусса Ялакки çырми хĕррипе утрĕ. Татюк ун еннелле чылайччен пăхса тăчĕ. Улатти ăна кĕнекери улăп паттăр пекех курăнчĕ. Çак çын таçта мура та, кирлĕ пулсан тĕнче хĕррине те утса çитессĕн туйăнчĕ ăна. Çак çын темле йывăрлăха та чăл-пар! салатассăн, çĕмĕрсе тăкассăн туйăнчĕ. Çакăн пек çынсемпе пурнăç çулĕ тăрăх юнашар утма кăмăллă, хаваслă. Вĕсем сана кичемленме, иккĕленме памаççĕ. Вĕсем хăйсен умĕнчи çултан, хăйсем суйласа илнĕ çултан виличчен те пăрăнас çук. Татюк хăйĕн упăшки пулнă Кирука Улаттипе танлаштарса пăхрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те хурçă çан-çурăмлă, чул пек кăкăрлă çынсем. Вĕсен иккĕшĕн те аллисем вут тукмакки пек сулмаклă. Вĕсен иккĕшĕн те сăмах-юмахĕ, хусканăвĕ хăватлă та тӳрккес. Чун-чĕри вара, чун-чĕри иккĕшĕн те ăшă, сисĕмлĕ. Иккĕшĕн те ача чун-чĕри.

Татюк çаплах Улатти еннелле тинкерчĕ. Эльба салтакĕ кĕпер урлă каçрĕ ĕнтĕ, Терентей Ваççисен тĕлĕнчи йăмрасем хушшине кĕрсе çухалчĕ. Аслă пекарь мĕн хăтланнине Çинук чӳречерен сăнасах ларнă пулмалла, вăл юриех кантăк рамине шан-шан-шан! шаккарĕ. Татюк тинех ыйхăран вăраннă пек пулчĕ, вара палт çаврăнчĕ те пӳртелле васкарĕ.

— Ай-ай эсир! — кĕтсе илчĕ ăна пӳртре Çинук. Каçхине Улатти каллех вĕсем патне кувалда, темиçе

тимĕр савăл йăтса пычĕ. Туратлă, ампăс-тĕмпĕс вут сыпписене çурма пуçăнчĕ. Арçын тенин вăй-хăват пур çав. Эльба салтакĕ кувалдипе хыттăн ĕхлетсе çапрĕ. Вут сыпписем çурăлас килменрен шăт-шат! тукаласа аран-аран çурăлчĕç. Улатти çурнă майăн хĕрсех, çулăмлансах пычĕ. Унăн халĕ умри хулăн вут сыпписене пурне те халех, халех вакласа тăкас килчĕ. Чунĕ вĕресе кайрĕ. Ăна халĕ тытса чарма та çук тейĕн. Улатти пĕр савăлĕ кĕрсе ларсан, курăнми пулсан тепĕр савăлне чупа-чупа кайса илчĕ. Улатти Татюка та, Çинука та хăй патне çывăха ямарĕ.

— Пăрăнăр! Пăрăнăр! Вут пуленки пырса лексен тем курăн сирĕнпе, — терĕ вăл.

Ĕнтĕ тĕттĕмленчĕ. Таврари япаласем те курăнми пулчĕç. Улатти çавах кувалдипе кĕрĕслеттерме чарăнмасть. Туратлă вут сыпписем çавах çатлатса, тулашса çурăлаççĕ.

— Паянлăха çитĕ, Улатти, — чарма шутларĕ ăна Татюк.

— Çук-ха, çитмест, çитмест.

— Ĕç вăл вилсен те виçĕ кунлăха юлать тет.

— Эпĕ хăвармастăп ăна! Хам виличчен пурне те ĕçлесе пĕтеретĕп. Веçех! Веçех! Эльба! Одер! Висла!

— Ас ту, тĕттĕмре ал-уруна суранлăн...

— Ан хăра. Нимĕн те пулмасть. Улаттие мĕн пултăр ăна! Улатти «тигрсемпе» çапăçнă. Улатти Берлина вăркăнса кĕнĕ...

Эльба салтакне канма, лăпланма Татюк та, Çинук та ӳкĕте кĕртеймерĕç. Улатти вут сыпписене çавах мекĕрленсе çурчĕ, пуленкесене хăй патĕнчен вăр-вăр! ывăтрĕ. Халĕ вăл пиншакне те, çĕлĕкне те хывса пăрахрĕ, мăйĕ çинчи шарфĕ çеç силленсе, вăркăшса тăрать. Тĕттĕмре Улатти сăн-пичĕ курăнмасть. Мĕнпурĕ те умра хура пысăк мĕлке хускални, вылянни кăна палăрать. Çинук пуленкесене шаршан туса купаларĕ-купаларĕ те алне сулчĕ.

— Ачасем эп таврăниччен çывăрса кайĕç те уçса та кĕртмĕç, — терĕ вăл. Вара килне вĕçтерчĕ.

Татюк та ывăнса çитрĕ ĕнтĕ, ыйхи те килет. Паян тăватă сехетрех, тул çутăличчен нумай малтан, тăнă вăл.

— Пăрах, Улатти! — татах каларĕ Татюк.

— Нумай юлмарĕ вĕт. Çурсах пĕтерем-ха.

Эльба салтакĕ пĕр автомашина вутта çурса пĕтерчĕ те ăна васкасах шаршанлама пуçларĕ. Вут пуленкисене ампар çумне чупа-чупах йăтрĕ вăл. Пурне те купаласа, типтерлесе çитерсен Улатти унталла-кунталла пăхкаларĕ: ун таврашĕнче Татюк та, Çинук та çук. Вăл вĕсем кайнине астуса та юлман иккен.

— Татюк! — чĕнчĕ Улатти.

Ун сассине илтсе пӳртрен Татюк тухрĕ.

— Эсĕ, мĕн, веçех çурса пĕтертĕн-и? Ай тур-тур... Иçмасса, шаршанласах хунă-çке. Ывăнса вилетĕн пуль. Айта пӳрте кĕр, апат çитерсе ярам хуть...

Анчах темĕнле чĕнсен те Улатти апат çиме кĕмерĕ. Киле васкамалла-ха, ачасем кĕтеççĕ тесе тухса кайрĕ.

Çакăн хыççăн вут çурма, михĕ йăтма, çăкăр илме Улатти пекарньăна часах-часах килекен пулчĕ. Вĕсем Татюкпа çывăхран та çывăхрах туслашрĕç. Юлашкинчен иккĕшĕ пĕрле пурăнасси ялта кашни çыншăнах аван палăрса çитрĕ.

■ Страницăсем: 1 2