Тахçан ĕлĕк-авал пирĕн таврана ылтăн тĕслĕ пĕчĕк хурт-кăпшанкăсем вĕçсе килнĕ. Вĕсем çав тери ĕçчен пулнă, яланах тĕрлĕ çĕре çитсе килнĕ, часах таврана сăмсана кăтăклакан тутлă та пылак шăршă сарăлнă. Ылтăн çунатсем хăйсене валли пурăнмалли вырăн йывăç хăвăлĕнче тупнă.
Вăрманта вăрăм та кăпăшка хӳреллĕ упа пурăннă. Вăл питĕ пылак çиме юратнă, çавăнпа пылсăр пĕр кун та пурăнма пултарайман. Кунĕпе вăрман тăрăх çӳренĕ упа, пыл хăвăлĕ шыраса унталла – кунталла пăхкаланă. Хуртсем сĕрленине курсанах çăварта пылак тути килсе кайнă. Чапрас урисемпе пускаласа вăл йывăç тăррине улăхнă, аллипе ăса-ăса пыл çинĕ.
Пыл хурчĕсем упана тем пек сăхсан та ăна çĕнтереймен. Ара упан çăмĕ питĕ вăрăм та тачка пулнă-çке! Пĕчĕкскерсем, çăм ăшăнче хăйсем муталанса пĕтнĕ. Упа йывăç çинчен аннă та пуçланă курăк çинче йăваланма, пыл хурчĕсене лапчăтса вĕлерме тытăннă. Хăш-пĕр чухне шыва чăмнă та унта пыл хуçисене путарнă. Сĕмсĕркке хăйĕн усал ĕçне вĕçне çитерес тесе каллех йывăç тăррине улăхса ларнă, çуллана-çуллана пыл çинĕ. Юлашкинчен хăвăл пушансах юлнă.
Пĕррехинче вăрмана вутă патне Юманкка килнĕ. Пăхать — йывăç тăрринче Сĕмсĕркке пыл ĕмсе ларать. Хăйĕн вăрăм хӳрипе пыл хурчĕсене хăваланă. Юманкка пыл хурчĕсене кӳрентерекене курсанах ăна вĕрентсе илме шутланă. Йăпăр–япăр йывăç çине улăхса кайнă, упана хăратас тесе пурттипе хăмсарнă та ăнсăртран упа хӳрине татса пăрахнă. Кĕске хӳрепе юлнă упана намăс пулса кайнă, вăл хыр тăрринчен шуса аннă та мĕкĕре-мĕкĕре чăтлăха кĕрсе пытаннă. Юманкка хăвăла юсанă та йывăç çинчен аннă. Килелле çул тытнă.
Пыл хурчĕсем этемĕн ырă ĕçĕнчен питĕ тĕлĕннĕ. Пĕр–пĕрин хушшинче сĕрлесех Юманкка çинчен калаçнă: «Мĕншĕн çын вĕсен пылне çисе ямарĕ?» Ăна хуса çитсех çакăн пирки ыйтса пĕлнĕ. Юманкка вĕсене çапла хуравланă:
— Эпĕ сирĕн пыла çисе янă пулсан эсир хĕлле выçăпа вилнĕ пулăттăр. Эпĕ сирĕн сиплĕ пыла шăнса пăсăлсан çисе те курайман пулăттăм.
Пыл хурчĕсем хăйсен хăвăлне вĕçсе килсен пĕр шутлă пулса малалла этемпе юнашар пулма, ялта пурăнма шутланă. Вĕсем Юманкка пурăнакан вырăна вĕçсе килнĕ. Этем пыл хурчĕсене хӳтлĕхе илнĕ, вĕсем валли çутă вĕллесем туса панă. Çакăнтан пыл хурчĕсем вĕллере пурăнаççĕ, пыл пуçтараççĕ. Çынсем халĕ кашни çăвах тутлă пыл çисе киленеççĕ, чир-чĕртен сипленеççĕ.