Ĕшне çаврака пулнăран
Ят панă пуль — Çарăк ĕшни.
Кунта тĕл пулатпăр ялан —
Тус-йыш; хурăнташ, чун савни.
Тĕнче çаврака пулнăран
Кунтах таврăнатпăр çуллен.
Каятпăр пулас-и вăйран
Кунти çăл шывне ĕçмесен.
Ӳпке сывлаймасть пек кал-кал
Кăвайт тĕтĕмне çăтмасан,
Юнать пек пире тăван ял
Ак çак ĕшнене пымасан...
Ачалăх туртать-и кунта,
Аваллăх чĕнет-и пире?
Илетпĕр сĕткен тымартан,
Выртса чуп тăватпăр çĕре.
Куççуль пек таса çăлкуçа,
Таçта кайнă евĕр, юта,
Эпир пăрахмастпăр укçа,
Эпир таврăнатпăр кунтах.