Таçта-таçта сĕм вăрманта, çавра кӳлĕ варринче, ылтăнпа эрешленĕ илемлĕ кермен ларать. Çак керменте пирĕшти пурăнать. Кермен умĕнче «Пурнăç йывăçĕ» ӳсет. Вăл ялан чечекре. Унăн чечекĕсем, çулçисем тĕрлĕ чиртен сыватаççĕ. Чирленĕ çынсем çак кӳлĕ патне таçтан-таçтан килеççĕ. Пирĕшти вĕсене кăмăлтан кĕтсе илет. Пурнăс йывăçĕн чечекĕ нихăçан та иксĕлмест. Пирĕшти çак йывăçăн чечекĕсене пурне те пара-пара ярать. Ăçтан ӳссе ларнă-ха çак тĕлĕнмелле ырă йывăç кӳлĕ варрине? Акă мĕн каласа парать ун çинчен Пирĕшти:
— Ман пата Марс çинчен час-часах юлташсем вĕçсе килсе çӳреççĕ. Тепĕр чухне эпĕ те вĕсем патне вĕçсе каятăп. Ку йывăçа Марс çинчен илсе килсе лартнă. Унта тĕлĕнмелле хитре чечеклĕ йывăçсем ӳсеççĕ. Вĕсем çинче — ытарайми тутлă çимĕçсем. Шывĕсем вара витĕр курăнаççĕ — тап-таса! Мĕн тĕрлĕ пулăсем çук-ши унта? Курăксем, ӳсентăрансем ем-ешĕл. Тыр-пул лăпкă çилпе туллин хумханса ларать. Çыннисем пурте илемлĕ, ырă кăмăллă.
Манăн та кайса курасчĕ çав илемлĕ пурнăçа!
Ман пуласчĕ ăмăрт кайăк,
Хăпарасчĕ ту çине.
Ту çинчен çапла пăхасчĕ
Хам юратнă çĕр çине.
Мĕн тери илемлĕ эсĕ,
Савнă çĕрĕм-шывăм ман!
Çуках пуль тесе шутлатăп,
Мăнаçлăраххи санран.