Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт,
Мĕншĕн эсĕ нăрлатăн?
Сарă чечек тăрринче
Çавăрăнса çӳретĕн?
Сарă чечек тăррине
Пыллă карас терĕн-им?
Шанса каяс илемне
Çутă сывлăм терĕн-им?
Ах, шухăшăм, шухăшăм!
Мĕншĕн эсĕ пăтранан?
Сарă хитре хĕрĕшĕн
Мĕншĕн ăша çунтаран?
Сарă хĕрĕн илемне
Хĕвел çутти терĕн-им?
Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт,
Шав нăрлатать, çаврăнать —
Ман ăшра та çавăн пек
Тĕрлĕ шухăш пăтранать,
Хитре сарă хĕрĕшĕн
Çамрăк ăша çунтарать...