Хĕвел пайăркисем чӳречерен кĕнипе паян эпĕ ирех вăрантăм. Ытти чухне çывăрас килнипе вырăн çинчен тăраймасăр выртаттăмччĕ, паян вара ялтах сиксе тăрса лартăм. Хĕвелĕ тата! Хĕвелĕ те манпа вылянăнах туйăнчĕ, урамалла чĕнчĕ. Чăтса пулмасть тесе шутласа илтĕм те хам çумра çывăрса выртакан йăмăка кăрт-карт чышса илтĕм.
— Юля, Юля тетĕп, тăр-ха, тăр. Кунĕ паян мĕнле хитре, эпир санпа тахçанах вăрмана кайма шутланăччĕ, атя, каяр! — чыша-чыша вăрататăп йăмăка. Вăл вара тăрас вырăнне тепĕр майлă çавăрăнса выртрĕ те малаллах харлаттарма пуçларĕ. Кăтартăп-ха эп ăна аппăшне мĕнле итлемеллине! Хамăн вара вăрмана каяс кăмăл ӳснĕçемĕн ӳссех пычĕ. Мĕн тăвас-ха ку йăмăка?
— Юля, тăр-ха хăвăртрах, эсĕ юратакан мультфильм пуçланчĕ телевизорпа! — суйма пăхрăм эп ним тăвайманнипе. Аранах йăшăл турĕ йăмăк. Куçне уçсан вара нимĕнле мультфильм та кирлĕ пулмарĕ.
— Мĕншĕн мана вăратмастăн? Кун пек çанталăкра кам çывăрса вырттăр? — нăйларĕ йăмăк. Эпĕ вăратнине пачах та илтмен тейĕн ăна. — Эпир санпа тахçанах вăрмана каясшăнччĕ, атя каяр.
Йăмăк хампа пĕр шухăшли мана савăнтарчĕ. Ара, атте вăрманта чылай кăмпа пурри çинчен калани те илĕртрĕ пулас. Эпир васкавлăн çырткаларăмăр, кирлĕ хатĕрсене пуçтартăмăр та вăрманалла чупрăмăр.
Вăрман пиртен чылай инçе пулин те эпир унта часах çитрĕмĕр. Тахçан салхуллă курăнакан вăрман маншăн асамлăн туйăнчĕ. Йывăçсем те пуçĕсене тайсах кĕтсе илнĕн туйăнчĕç. Сывлăшĕ тата! Сывланăçемĕн сывлас килет. Шăплăх хуçаланмасть кунта, кайăксем пĕрле пуçтарăнса концерт йĕркеленĕ тейĕн. Мĕнле аван вăрманта!
Вăрмана мĕн тĕллевпе килнине те мантăмăр эпир. Çакăн пек асамлă илемпе киленсе тăрансан тинех хамăр ура айĕнче туллиех кăмпа пуррине асăрхарăмăр. Пĕринчен тепри илемлĕрех вĕсем. Шлепкисем те тĕрлĕрен иккен. Кăмпан шлепкисем хитрине пăхмарăм эпĕ, çиме юрăхлисене анчах татрăм. Ӳсчĕрех ыттисем, çут çанталăкра мĕншĕн те пулин юрăхлă ĕнтĕ вĕсем.
Пăхатăп йăмăк карçынккине, унта тем тĕрли те пур иккен. Пуçларăмăр эпир кăмпасене суйлама. Çапла суйласа ларнă хушăра сисмен те, тăрринчен темĕнле палламалла мар япала персе анчĕ. Тинкеререх пăхрăмăр. Вĕçекен турилкке вĕт ку! Нумай илтнĕ-ха эп вĕçекен турилккесем çинчен телевизорпа та, шкулта та ачасемпе калаçкаланă. Кунта вара, куç умĕнчех. Патнерех пыма та шикленмерĕмĕр эпир. Малалла мĕн пуласса кĕтетпĕр. Пăхатпăр та, çак турилккесенчен ют планета çыннисем тухрĕç. Вĕсен хăлхисем вăрăм, тăрринче çаврака япала. Куçĕсем тем пысăкăш, хăйсем пĕчĕккĕ те симĕс тĕслĕ.
— Инке-е-к! Пирĕн çине хамăр пекех ют планетăрисемех тапăнчĕç. Пулăшăр! — йăлăнчĕ вĕсенчен пĕри. Ак тамаша! Пирĕн чĕлхепех калаçаççĕ тата хăйсем! Вăрăм хăлхаллисенченех эпир ку чăн инкек пулни çинчен пĕлтĕмĕр. Вĕçекен турилкки те юрăхсăра тухнă. Пулăшмаллах вĕсене. Пирĕн килте тем тĕрлĕ юсав инструменчĕ те пур. Атте вĕсемпе çĕмрĕк япаласене тӳрлетет. Кайса илмеллех кирлĕ хатĕрсене. Нумай шутласа тăмасăрах йăмăкпа пĕр симĕсси вĕçтерчĕç ял енне.
Нумай вăхăт та иртмерĕ, çаврăнса та çитрĕç вĕсем. Атте юсанă чухне сăнаса тăма юратаканскер чылай шутласа тăмасăрах турилкке айне кĕрсе кайрăм эп. Аванах çĕмĕрĕлнĕ.
— Мана отвертка…
— Халь хĕскĕч!
— Çыпăçтарма клей…
— Ай-яй, пӳрнене хĕстертĕм!
— Сылтăмрине хĕстер…
Янраса анчах тăчĕ вăрман уçланки. Çак хушăра эпир çывăх туслашма та ĕлкĕртĕмĕр. Вĕсем те пирĕн пекех шкула çӳреççĕ иккен. Турилккене юсаса та пĕтертĕмĕр.
— Тавах сире, туссем. Мĕнле тавăрмалла-ши пирĕн сире? — тав туса пĕтереймеççĕ пире ют планета çинчисем.
— Пирĕн халь киле каймалли анчах юлчĕ. Карçынккасене кăна йăтса çитерме йывăртарах пулĕ, — тетпĕр эпир.
— Мĕн нумай шутласа тăратăр эсир, ларăр пирĕн турилкке çине, ку транспортпа эпир ăçта кăна çитмен пуль… — сĕнчĕ пĕри.
Çакна кăна кĕтнĕ тейĕн пире, йăпăр-япăр хăпарса та лартăмăр. Мĕнле хăтлă иккен турилкке шалтан! Унта çывăрмалли те, апатланмалли те пур. Тултан пĕчĕк курăнать-çке вăл!
— Пирĕнпе пырас кăмăллă мар-и эсир? Тĕнче уçлăхне те кăтартнă пулăттăмăр эпир, — каларĕ асли.
Ыран шкула каймаллине аса илтĕм те:
— Шкула часрах кайса çĕнĕ юлташсем тупни çинчен каласа парас килет. Атте-анне те килте кĕтсе ывăнчĕ пуль.
Тĕнче уçлăхне курас кăмăл çав тери пысăк-ха ман. Çавăнпа та эпир тепĕр виçĕ кунтан тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Хамăрпа пĕрле вĕренекен юлташсене те илсе килме пултăмăр. Ют планетăран килнĕ туссем хирĕç пулмарĕç. Халĕ вара часрах киле васкамалла, атте-аннене юлташсем çинчен каласа памалла. Часрах!