Верăпа Надя темиçе çул ĕнтĕ çулçӳреве пĕрле кайма шухăшлаççĕ. Анчах çак тарана çитсе ниепле май килмерĕ-ха. Кăçал каятпăрах теççĕ хĕрсем. Кашни çулах отпускĕ пĕр вăхăта килмест-çке вĕсен. Халĕ шухăшланине пурнăçлатпăрах тесе хăйсен пай пуçлăхĕ патне кĕчĕç. Пуçлăхĕ пит хирĕçех пулмарĕ:
— Ара, кайăрах пĕрле. Халĕ шăпах студентсен сессийĕ вĕçленчĕ, нумайăшĕ отпусксене кайса пĕтеççĕ. Çынсем сахалтарах пулĕç тесе калаймастăп та-ха, часах абитуриентсем килсе тулаççĕ, çапах та сирĕн кăмăлăра хăварам мар.
Икĕ хĕр пĕр-пĕринпе Шупашкарти культура институчĕн фойинче паллашрĕç. Верăпа Надя иккĕшĕ те библиотекарь пулас тĕллевпе тĕп хулана килнĕччĕ. Вĕренме кĕрсен институтăн общежити пулманран инçех те мар пĕр хĕрарăм патне хваттере вырнаçрĕç. Питĕ лайăх хĕрарăм пулчĕ хуçа арăмĕ.
— Эпĕ ял хĕрĕсене питĕ кăмăллатăп. Вĕсем хула хĕрĕсем пек мар, лăпкă та ĕçчен хĕрсем, — çапла каласа хавхалантарчĕ хуçа арăмĕ хĕрсене.
Хăйне тетя Маша тесе чĕнме хушрĕ. Анчах хĕрсем темшĕн ăна «Тетмаш» тесе чĕнчĕç. Хĕрарăм уншăн пĕрре те çилленмерĕ. Мĕн май пур çĕрте амăшĕ вырăнне пулса хĕрсене пулăшма тăрăшрĕ. Пĕччен пурăннăран-ши вăл çав тери Турра ĕненнине асăрхарĕç хĕрсем. Анчах нихçан та пусахласа Турра ĕнемелли çинчен хĕрсене нимĕн те вĕрентмерĕ. Хĕрсем çав тери кĕнеке вулама юратнине курсан кăна вĕсене çветтуй çынсен пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнă кĕнекесем паркаларĕ. Верăпа Надьăна ку кĕнекесем кăсăклантарнине курсан Библи кĕнеки сĕнсе пăхрĕ. Ăна та хĕрсем тавлаша-тавлаша вуласа тухнине курсан питĕ тĕлĕнмелле çул çӳревсем çинчен каласа кăтартма тытăнчĕ. Таçта та çитсе, тем те курнă иккен тетя Маша. Ытларах çветтуй çынсем пурăннă вырăнсем çинчен питĕ тĕлĕнмелле кăсăклантармалла каласа кăтартрĕ. Пĕррехинче тата хулари арçынсен мăнастирне ирхи кĕлĕ вăхăтĕнче илсе кайрĕ. Унти арçынсен хорĕ хĕрсене тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Çавăн хыççăн хĕрсем хулари ытти чиркӳсене те çӳрекелеме тытăнчĕç. Малтанласа пĕрле вĕренекенсем кулкаларĕç пулсан каярахпа хĕрсем ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăманнине курчĕç те шавлама пăрахрĕç.
Институт пĕтерсен хĕрсене валли хулари тĕп библиотекăра вырăн тупăнчĕ. Çакăн çинчен пĕлсен тетя Маша савăнчĕ çеç.
— Турă хăйĕн çыннисене хăйех суйласа илет тет. Ăна чунтан ĕненсен хăй çыннисене пулăшатех ĕнтĕ вăл. Сире шăпах Турă пулăшрĕ те ĕнтĕ. Çынсем ĕç тупаймасăр хăшкăлаççĕ, эсир вара иксĕр те хуларах ĕç тупма пултартăр. Турă тивлечĕпе ку, ачамсем. Эсир кунта пулни мана та лайăх-çке.
Иккĕмĕш çул ĕçлеççĕ Верăпа Надя тĕп библиотекăра. Пурăнасса тетя Маша патĕнчех пурăнаççĕ.
Отпуска кайма вăхăт çитсен хĕрсем вĕтеленсех çула хатĕрленме пуçăнчĕç. Тетя Маша çеç хĕрсене :
— Ан тĕпĕртетĕр, ăçта васкатăр? Хăнана каймастăр вĕт эсир, хăвăра кăтартма та мар. Курма каятăр. Ытлашши япала нихçан та ан илĕр. Малтан ăçта-ăçта çитессине çырсах палăртса хурăр.
Хĕрсем тетя Маша сăмахне итлерĕç. Сĕтел хушшине ларса çул çӳреве ăçтан пуçласси çинчен шутлама тытăнчĕç. Хĕрарăм Верăпа Надьăна малтан Санаксарти Федор Ушаков çветтуйăн çĕрмен ӳтне çитсе курма сĕнчĕ. Унтан Дивеевăри Серафим атте патне çитсе унти таса çăлкуçсенчи шывпа çăвăнма пулать иккен. Кайран Мускавалла çул тытма пулать. Сергиев-Посадри Сергей Радонежский йĕркеленĕ лаврăра пулнă хыççăн Мускаври Покровски мăнастирти çветтуй Матрона вилтăпри çинче çул çӳреве вĕçлеме пулать терĕ. Итлерĕç хĕрсем тетя Маша сăмахне. Вăл таçта та çитсе курнă, çавăнпа унăн сăмахне итлемеллех тесе шутларĕç вĕсем.
Санаксартан чиперех Дивеево çĕрĕнчи çăлкуçсем патне çитрĕç. Таса шывпа пĕр кана çăвăнса тасалнă хыççăн çветтуй Серафимăн çĕрмен ӳтне кĕрсе курчĕç. Унтан Мускавалла çул тытрĕç.
— Чăннипех те епле ăнса пырать пире. Кун пек ăнса пырсан тепĕр виçĕ-тăватă кунтан киле каялла çаврăнса çитетпĕр, — хавасланса калаçрĕ Вера.
— Куç ан ӳкер. Шутланă çулăн çуррине те çитмен-ха эпир. Турри пулăшса пытăр кăна пире, — калаçрĕ Надя.
Сергиев — Посада та чиперех çитрĕç. Хальччен лаврăра пулса курман, çавăнпа тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ хĕрсемшĕн. Тетя Маша вĕсене асăрхаттарса çапла каланăччĕ:
— Сергиев-Посадра çĕр каçма юлма ан тăрăшăр, Мускава таврăнăр. Вырăнти халăх ютран килнисене пит юратсах каймасть, мĕншĕн тесен кашни кунах йышлă халăх пырать лаврăна. Ыйткалакан тата çапкаланчăк çынсен шучĕ те унта ытти çĕртен чылайрах.
Хĕрсем лаврăна курса çаврăннă хыççăн иконсен лавккине кĕчĕç. Кунти япаласене туяннă вăхăтра хăйсем патне пĕр хĕрарăм пырса тăнине те сисмерĕç вĕсем.
— Сире православи календарĕсем интереслентереççĕ пулас. Кунта вĕсем хаклăрах. Лаврăрах иконсен лавккисем татах та пур. Айтăр кăмăлăр пулсан унта илсе кайăп сире. Эсир кунта пĕрремĕш хут пулас тата вырăсла та калаçмастăр. Ăçтан килнĕ, мĕнле чĕлхепе калаçатăр эсир? Сире хампа паллаштарам-ха. Эпĕ Рита ятлă. Хам эпĕ молдаванка. Манăн мăшăра лаврăри семинарие вĕренме ячĕç, эпĕ те унпа пĕрле килтĕм. Кунта пĕр çын патĕнче хваттерте пурăнатпăр. Кăнтăрла вăл вĕренет, эпĕ лаврăри храмсене кĕлле çӳретĕп.
Хĕрсем хăйсем чăваш пулнине каларĕç. Ун пек халăх çĕр çинче пуррине те пĕлмест иккен Рита. Чăннипех те питĕ тĕплĕ паллаштарчĕ хĕрарăм лаврăпа. Сергей Радонежскин çĕрмен ӳтне кĕрсе курчĕç. Кун каç еннелле сулăнсан тин хĕрсем хăйсен Мускава каймаллине аса илчĕç.
— Халь тин кая юлтăр ĕнтĕ. Паянлăха пирĕн патра çывăрăр, ыран ирпе Мускава кайма пултаратăр. Манăн мăшăр протоирей Михаил паян килте çук, эпĕ пĕчченех.
Хĕрсем хирĕçлесе ним те каламарĕç. Рита хыççăн шăпăл-шăпăл калаçса малалла утрĕç. Тĕттĕм кĕтессемпе те ансăр сукмаксемпе утма тытăнсан çеç чĕрене шиклĕх туйăмĕ пусрĕ.
— Вера, пире тетя Маша мĕн тесе каланăччĕ, астăватăн-и?
— Хам та çавăн çинчен аса илтĕм-ха. Мĕн тăвар? Каялла çаврăнас хăраса ӳкрĕç тейĕ. Тен, хамăр хăранине кăтартмасан аванрах. Пурпĕрех çĕрле никам патне те пырса кĕреймĕн, —тесе калаçса илчĕç хĕрсем.
— Мĕн пирки калаçатăр эсир, хĕрсем? Хăвăр чĕлхĕрпе калаçатăр та тем пулман-ши тетĕп?
— Çук-çук, ытла та тĕлĕнмелле кун паян тетпĕр. Мĕн кăна курмарăмĕр. Сире тĕл пулман пулсан çакăн чухлĕ ырлăха ăçта кураттăмăр-ха. Тавтапуç сире уншăн.
— Тав тума кирлĕ мар, енчен те сирĕн тата темиçе куна юлма май пулсан эпĕ сире лаврăпа тата та тĕплĕнрех паллаштарнă пулăттăм.
— Пирĕн çул çӳрев нумай вăхăта тăсăлма пултараймасть çав, кашни кунĕ шутлă, — терĕ Вера.
— Тен, ахалех пăшăрханса пыратпăр эпир. Питĕ ырă çын пек туйăнать-çке, Вера.
— Ун пек те пулма пултарать. Халь тин каялла тăваймăн. Турă пире пулăшса пытăр çеç.
— Тем çинчен калаçатăр эсир, хĕрсем? — каллех ыйтрĕ Рита.
— Верăпа канашласа илтĕмĕр акă. Тепрер куна юлма пултараймастпăр тетпĕр
— Хăвăр чĕлхĕрпеле калаçатăр та, пăшăрханса пымаççĕ-ши кусем тетĕп.
— Пире хамăр чĕлхепе калаçма çăмăлрах. Эсир тем ан шухăшлăр.
Çапла калаçкаласа пырса пĕр çурт патне пырса тухрĕç. Ку çурт ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Пилĕк стеналлă йывăç пӳрт. Чăваш ялĕсенчи пекех картишне кĕме хапха тытнă. Каç тĕттĕмĕ çурта мĕнле тĕспе сăрланине палăртмасть. Çуртне газпа ăшăтаççĕ пулмалла, газ пăрăхĕсем пӳртелле кĕреççĕ.Чӳречерен нимĕнле çутă та курăнмасть. Апла пулсан килте никам та çук. Пӳрте кĕмелли алăкне çăрапа питĕрнĕ. Çăра уççине чӳрече хашакĕ хушшинчен илсе пӳрт алăкне уçрĕ Рита. Шалалла иртсен пӳрте никам та çуккине асăрхасан тин хĕрсен чĕрисем лăшт пулчĕç.
— Хĕрсем, эсир шалалла иртсе ларăр. Эпĕ чей хатĕрлетĕп, кăштах апат çырткаласа илĕпĕр.
Верăпа Надя хăйсене çырткалама илнĕ апачĕсене сĕтел çине кăларса хучĕç те малалла иртрĕç. Шалти пулĕмре кĕтесре пĕчĕк турăшсем нумай иккен, умĕнче лампада çунать. Стена çинче çекĕлте ряса çакăнса тăрать. Апла пулсан нимĕн те улталаман вĕсен Рита. Тин хĕрсене чун кĕчĕ. Кулкаласа калаçма, шӳтлеме пуçларĕç хĕрсем. Вĕсен калаçăвне илтсе пӳлĕме Рита кĕчĕ.
— Вера, Надя, сирĕн чĕлхĕр питĕ илемлĕ. Ытла та çепĕççĕн илтĕнет. Хамăн та калаçма вĕренес килсе кайрĕ. Хальччен мĕнле чĕлхепе кăна калаçнине илтме тӳр килмен мана, анчах сирĕнни пек çемçе чĕлхе илтмен. Малтанхи хут илтсенех тыткăна илчĕ вăл, çавăнпа хăйсах сирĕн пата пытăм, хам малтан калаçу пуçартăм. Эпĕ ку хулара çулталăк кăна пурăнатăп. Айтăр, хĕрсем, чей ларса ĕçер. Унтан вара кăштах канса илĕпĕр.
Калаçа-калаçа хĕрсем кухньăра техĕмлĕ чей ĕçрĕç. Верăпа Надя хăйсен çул çӳревĕ çинчен Ритăна каласа кăтартрĕç. Хĕрарăм та тахçанах хĕрсем пулнă çĕоте пулса курма ĕмĕтленет иккен. Анчах ку ĕмĕтре çеç тăрса юлассăн туйăнать халь ăна. Юлашкинчен йĕрсех ячĕ Рита. Ним каласа лăплантармалли сăмах тупаймарĕç хĕрсем. Надя чăтаймасăр ыйтрĕ:
— Мĕншĕн çав тери пăшăрханатăр Рита? Турă пулăшсан, пӳрнĕ пулсан хальхи саманара таçта çитсе курма пулать. Ан ӳркен кăна.
— Эх, хĕрсем, эпĕ уншăн пăшăрханмастăп. Ăш çунать, чĕре вăркать. Сире каласа парасах пулĕ. Манăн протоирей Михаил çуралнă çĕршыва тухса кайрĕ. Уйăх иртрĕ ĕнтĕ кайни — халĕ те çаврăнса çитеймерĕ.
— Кайнă пулсан таврăнатех ĕнтĕ вăл, семинаринче вĕренет тетĕр вĕт-ха, — сăмах хушрĕ Вера.
— Ах, темĕн çав темĕн... Паян сире курсанах темле чуна çывăххăн туйăнтăр эсир. Кусем мана питĕ кирлĕ çынсем тесе шухăшларăм. Вырăссенчен хăратăп эпĕ, шанмастăп та вĕсене. Пĕр çулталăк хушшинче мĕн кăна кăтартмарĕç вĕсем мана. Молдаванка тесен пурте хăраса ӳкеççĕ. Çавăнпа вырăссене эпĕ хама молдаванка теместĕп. Манăн халăх вырăссене нимĕнех те туман пулĕ, анчах темшĕн ютшăнаççĕ вĕсем, шанмаççĕ те.
Эпĕ Молдовири пĕр ялта çуралса ӳснĕ. Йышлă ачаллă пулнă пирĕн çемье. Эпĕ чи кĕçĕнни. Пирĕн яла Молдавинче пĕлмен çын та çук пулĕ. Çăл куçсем нумай ялта, ĕлĕкрех тата йышлă пулнă теççĕ. 19 ĕмĕрте яла пырса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă çăлкуçран турăш тупнă теççĕ. Çав вырăна вара пысăк чиркӳ лартнă, турăш тупнă вырăна пысăк хĕрес ларттарнă пулнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче çак чиркĕве пăстарнă, хĕресне кăларма тăнă вăхăтра сасартăк уяр кун аслати авăтса янă, çиçĕм çиçнĕ. Хĕресне кăларма тытăннă çынсене аçа çапса вĕлернĕ. Пĕррехинче çĕрле такамăн пурти касса ваклама та тăнă, анчах турпас ванчăкĕ чухлĕ те касăлман хĕрес, юн тумламĕсем çеç юхса аннă. Урăх никам та тытман вара ăна. Паянхи кун та çак хĕрес хăй вырăнĕнче ларать.1990-мĕш çулсенче кивĕ чиркӳ вырăнне çĕннине турĕç. Унтанпа пирĕн яла питĕ нумайăн килме тытăнчĕç. Кама мĕн те пулин пулать, çак хĕрес патне пырать, пулăшать теççĕ.
Пире те мĕн пĕчĕкрен çак Турă хăвачĕ çинче вĕрентсе ӳстернĕ. Ачаран чиркĕве çӳренĕ, унăн заповечĕсене вĕреннĕ, тытса пыма тăрăшнă. Эпĕ çав тери юрлама юрататăп. Анне мана пĕчĕкренех чиркӳ юррисене юрлама вĕрентетчĕ. Ӳсерехпе кĕлĕ вăхăтĕнче юрлама клирос çине тăрататчĕç. Çапла майпа чиркӳре ĕçлеме тытăнтăм. Шкул пĕтернĕ хыççăн урăх çĕре вĕренме кайма та пулатчĕ. Анчах мана хамăн ĕç тивĕçтеретчĕ.
Чиркӳ настоятелĕ ватăлнăччĕ. Ун вырăнне çĕннине ярса пачĕç. Тинтерех çеç семинари пĕтернĕ. Семинаринчен вĕренсе тухнă çĕре вĕсен авланмалла е ĕмĕрĕпех хусах тăрса юлмалла. Ку çамрăк вара тинтерех çеç авланнă, ун хыççăн пирĕн прихута ĕçлеме янă. Аванах ĕçлеме тытăнса кайрĕ. Малтанласа пĕчченехчĕ, каярах матушки те килчĕ. Вăл чиркӳ ĕçне пит хутшăнса каймастчĕ. Пĕрин хыççăн тепри ачисем çуралчĕç Питĕ йĕркеллĕ, тирпейлĕ çын пулчĕ. Ун пек çынна кам юратмĕ? Эпĕ те питĕ юратса пăрахрăм ăна. Чунпа туятăп, манăн ăна юратма юрамасть. Анчах чĕрене епле итлеттерĕн-ха? Вăл хăйĕннех ыйтать. Темле пытарма тăрăшрăм пулсан манăн юрату хĕлхемĕ çиеле тухрех. Манăн тем парсан та çын çемйине пăсма юрамасть. Тата эпĕ чиркӳ çынни вĕт-ха! Анчах ăша усал шухăш кĕнĕ пулсан вăл хăйĕнне тăватех. Михаил атте Турă çӳлтен антарса лартнă çын мар вĕт. Çын хушшинче ӳссе çитĕннĕ çын. Вăл та ман енне туртăнчĕ, ман юратăва ăнланчĕ курăнать. Çапла пĕр-пĕрне юратса пăрахрăмăр. Ку пысăкран та пысăк çылăх иккенне иксĕмĕр те ăнланатпăр, анчах усалăн вăйĕ пиртен те вăйлăрах пулчĕ пулас. Раштав иртсен иксĕмĕр тухса кайма шутларăмăр. Анчах ăçта? Молдавинче юлма юрамасть. Унта вăл пĕр чиркӳре те ĕçлеймĕ. Çапла Мускава çитсе тухрăмăр. Манăн Мускавра тăван пичче пурăнать. Ун патне чарăнтăмăр. Эпир мĕнле сăлтавпа килнине пĕлсен вăл пире çав каçах хăваласа кăларса ячĕ.
Унтан кунти лаврăна çитсе çапăнтăмăр, Илсе килнĕ укçа пĕтрĕ. Ăçтан тупмалла? Михаил ĕçе вырнаçма шутларĕ, анчах докуменчĕсем пурте çук. Ара эпир васкавлă тухса килтĕмĕр мар-и. Хĕлле кунта сивĕсем пирĕнни пек мар. Тумĕсем те пирĕн çӳхе. Лаврăн аял енче пĕчĕк парк пур, унти саксем çинче çапкаланчăксем çĕр каçаççĕ. Сивĕ чухне кăвайт чĕртеççĕ. Çавăнта çĕр каçма пуçларăмăр. Малтанласа пире пит йышăнасшăн марччĕ. Çапкаланчăксен хăйсен саккунĕ пур иккен. Вĕсене пăсма памаççĕ вĕсем. Çапла хĕл каçкаларăмăр. Михаил ĕç тумне илсе килнĕччĕ. Сăнарăр пулĕ: лаврăна кĕрес умĕн монахсен тумне тăхăннă арçынсем чиркӳ валли пулăшу ыйтса тăраççĕ. Çук, хăйсен кĕсйине валли ыйтаççĕ вĕсем. Паллах, чăннипех чиркӳшĕн тăрăшакансем те пур вĕсем хушшинче. Вĕсене çийĕнчех уйăрса илме пулать. Анчах халăх нумай чухне чухламасть. Пурне те рете тăратать. Чăн-чăн монах ĕмĕрне хăй çине сăран куртка, джинс шлавар, чаплă сăран атă тăхăнмасть, тăхăнма та пултараймасть. Тумран уйăрса илме пулать те вĕсене. Михаил та çав тума тăхăнчĕ. Эпă питĕ лайăх ăнланатăп, турă çыннисен пирĕн ун пек тума юрамасах, анчах выçă хырăм çиме ыйтать-çке. Хваттере вырнаçма пултартăмăр, халĕ урамра çĕр каçмастпăр ĕнтĕ.
Юратнă çынпа шалашра та çăтмах теççĕ вырăссем. Çаплах-ши вăл? Тен, чăннипех юратнă çынпа, çемьепе? Юлашки вăхăтра Михаилăн тунсăхлăн çиçекен куçĕсене асăрха пуçларăм. Теме кĕтетчĕç вĕсем. Ялан чиркӳ çинсен калаçма пуçларĕ, служба ирттерес килет иккен унăн. Майĕ те пур, анчах унччен ĕçленĕ вырăна кайса документсене илсе килмелле. Çула тухма хатĕрлене пуçларĕ. Хваттершĕн малтанах пĕр уйăх маларах тӳлесе хунăччĕ. Пурăнма кăштах укçа парса хăварччĕ те икĕ эрнерен каялла çаврăнса килме шантарса Молдавине тухса кайрĕ. Вăл тухса кайни уйăх та эрне çитрĕ, анчах таврăнать-ши каялла? Питĕ йывăр мана, Хваттер хуçи арăмĕ укçа ыйтма темиçе хутчен килсе кайрĕ. Эпĕ яланах упăшка таврăнасса кĕтĕр тетĕп. Каçпа эпĕ хваттере таврăнасса çеç кĕтет, тӳрех чупса килет. Каçарăр, хĕрсем, унтан хăрасах паян сире кунта ертсе килтĕм.
Ним калама та пĕлеймерĕç Верăпа Надя. Те йăпатмалла хĕрарăма, те вăрçмалла. Пĕр хушă шăп тăнă хыççăн Рита сăмах пуçарчĕ.
— Ăшра тулса çитнине каласа парам терĕм сире. Эпĕ сиртен пулăшу ыйтмастăп, мĕншĕн тесен çын шăпине никам та татса параймасть. Турă умĕнче эпĕ виçесĕр çылăха кĕнĕ, апла пулсан хам тунă çылăхсемшĕн хамăнах явап тытмалла. Манăн çын çемйине пăсмалла марччĕ-çке! Çав тери тăрăшнă пулсан ăшри юрату çулăмне хамра тытса тăма пултарайман пулăттăм-и? Айăпĕ хамра çеç. Çавăнпа протоирей Михаил каялла таврăнмасан та нимĕн те каламастăп. Тен, сирĕн пек çулçӳреве тухмалла манăн. Пĕр-пĕр мăнастирте ман валли те вырăн тупăнĕ?
Нимле канаш пама та пĕлеймерĕç хĕрсем. Кун пек чухне тетя Машăн канашĕ пулăшаканчĕ хĕрсене, анчах, шел, вăл кунта çук.