Кĕркунне Пукрав кунне
Кураксем каяççĕ.
Янкăр çӳллĕ тӳпене
Пĕлĕт пек хуплаççĕ.
Ушкăн-ушкăн пухăнса
Хуйхăнса вĕçеççĕ.
Вĕçнĕçемĕн сас парса
Пĕр-пĕрне чĕнеççĕ.
Хура тинĕс леш енне
Хĕл каçма каяççĕ.
Çурçĕр çилĕн сиввине
Парса хăвараççĕ.
Тĕрлĕ кайăк ушкăнне
Ачасем кураççĕ,
Тупăшса пĕр-пĕринпе
Ак çапла калаççĕ:
Кайри мала,
Кайри мала
Малти кая.
Кайри мала,
Кайри мала
Малти кая.
Пукрав 2000.