Тухрăм кайрăм улăха
Ăшăм-чикĕм çуннипе.
Чунăм вăркать ăшăмра,
Пырап çырма хĕррипе.
Çырма хĕрри — вĕт хăва,
Тĕрлĕ кайăк сасси пур.
Çак улăха тухсассăн,
Сарă хĕрсен сасси пур.
Ешĕл курăк айĕнче
Хĕрлĕ пиçнĕ çырла пур.
Çав çырлана татмасан,
Хĕрсен чунĕ чăтмасть-тĕр.
Хĕрсем çырла татаççĕ,
Хăйсем юрă юрлаççĕ.
Хĕр сассине илтсессĕн,
Сар каччисем пыраççĕ.
Тĕрлĕ çеçке улăхра,
Алхасаççĕ, выляççĕ.
Хăйсем вăйă хушшинче
Тĕрлĕ юрă юрлаççĕ.
Унтан пурте хусканаç,
Кил еннелле таврăнаç.
Каччисем те, хĕрĕсем те
Килĕсене саланаç.