Чăваш! Чăваш!..
Чăваш! Чăваш!..
Сан ыйхăллă уюсене,
Сан лăпкă кăмăллă, ачаш,
Йăваш-айван ялусене
Савмашкăн манăн халăм çук.
Чăваш тĕнчи çывхарнă чух
Чăвашăн чунĕ йăваш-ши?
Анаслă ыйăхăн ăшши —
Вырăнлă-ши?.. Вырăнлă-ши!..
Тăван чăваш хăюллине,
Вăл вăйлине курасчĕ ман.
Чăваш!..
Çĕклен те çунатлан!
Куçна тĕлле хĕвел çине.
.......................................
Чăвашăн ăсĕ — хурăç пул,
Пăр кас, — ак çирĕп чул —
Ăспа чул кас та вут кăлар!
Чăвашăн ăсĕ! Вут-кăвар,
Хĕртсе хĕретнĕ хурăç пуп!
Чăваш! Чăваш!..
Чăваш!.. Чăваш!..
Çил-çивĕч ухă йĕппилле
Пĕр чашкăрса вĕçсе тĕлле, —
Çут тĕнчене тĕлле — йĕпле.
Чăваш чĕри! Хăюлăх вучаххи
Пулса тăр! Ылтăн шăратан
Хуран пек чашкăрса вĕре.
Чăваш чĕлхи, чăваш чĕлхи,
Хĕвел кăварĕпе вутлан.
Çĕкле часрах тăван çĕре.
Чăваш чĕлхи, çĕлен сăххи,
Хаяр аçа çаппин уххи
Пулса кĕр çĕнĕ ĕмĕре.
Çил-тăвăл килнĕ вăхăтра
Йăр-яр çут çиçĕмĕн ури
Сиксе çӳрет пĕлĕт хушшипе. —
Çапла тăван çĕршывăмра
Хăюллă пурнăç тымарри
Хăюллă пурнăç таппипе
Пĕр чарăнмасăр таптăр-и!