Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ,
Тапранĕ кăвар кайăкла:
«Çук, çук» теекен улталанĕ,
Кам «çук» тет, ун чунĕ — чăлах.
Унччен-ха — айван пек çĕршывăм,
Унччен-ха — чăваш ыйăхлать.
Ан тив, тем пулсан та, вăл вăйлăн —
Паян чĕрĕлсе тăрасла...
Хĕвелĕн кăварлă хĕлхемĕ
Çĕре чечекленĕ чухне
Кам курнă çанталăк илемĕ
Пăрпа пăрланса шăннине?
Ан тив, хĕл шăнтса пăчăртатăр
Ăш еншĕн сикен чĕрене,
Хăюллă куçпа палăртатпăр
Çĕн Кун вутланса килнине.
Чĕрем, сик хăюллăн, хавассăн
Хăюлăх юрри кĕвĕле —
Чăваш чĕрĕлнине курмалла сан,
Ăна тĕл пулса илмелле...
Курап: чĕрĕлет чăваш ячĕ,
Таçта аслатиллĕ саспа
Юратнă çĕршывăн хăвачĕ
Часрах вăранасшăн тапать...
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем.
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен.
Çĕршывăн пит-куçĕ çĕнелĕ,
Ыран-и, паян-и вăл. — Час...
Кам «çук» тет, çав — суеç чĕлхеллĕ;
Кам «мар» тет, çав — суккăр чапрас.
Ыран-и, паян-и... тĕреклĕн
Вутланĕ çĕршывăм чĕри,
Кăварлă чечеклĕн чечеклĕ
Çĕре çĕн хĕвелĕн юрри.
Çĕршывăм хĕвеллĕн çуталĕ,
Тапранĕ кăвар кайăкла.
Кам хирĕç калаçĕ, — улталĕ,
Кам «мар» тет, ун чунĕ — чăлах.