Янк уяр кĕрхи каç çĕр чĕтрерĕ,
Çӳлтен мар, çĕртенех пĕр мăн сас:
— Эй, эсир, выççисем, итлĕр! — терĕ, —
Итлĕр, кам пурăнмашкăн хавас!.. —
Ман çĕршыв хĕресне аçа çапрĕ,
Куçне уçрĕ çĕршывăм, пăхать:
Хăй пекех мĕскĕнсен йышлă çарĕ
Ун патне юрласа çывхарать.
Çитмĕл çич чĕлхепе саламлаççĕ,
Ыталаç, чуптăваç пĕр-пĕрне.
Сӳтĕл, татăл, асап саламачĕ,
Чура мар эпĕр тек ĕмĕрне!..
Чĕрĕ юлнă çĕршыв сасă пачĕ,
Эп пĕлеп: ун сасси уçах мар.
Ун суранлă ырхан сăн-сăпачĕ
Илемлех те пек мар пуççапма.
Анчах ун чăтăмĕ, чун хавалĕ,
Ун асапĕ... çакна кăшт пĕлсен —
Кам мана тĕнчере, кам-ши калĕ
«Çĕршыву санăн халсăр» тесе?!