Кай, кай Ивана!..
Ма каймастăн Ивана?
Унтан лайăх пуян каччă
Ялта тупаймастăн.
Сарă кайăк ма пултăм,
Турат çине ма лартăм?
Анне мана, кайăк тесе,
Ивана сутасшăн.
«Кай, кай» темесен те,
Хам та кайма пĕлетĕп:
Мана савать, мана илет
Ялти комсомолец.
Шуçăм çути килнĕ чух
Сар кайăксем
юрлаççĕ;
Çĕнĕ пурнăç тунă чух
Акă çапла калаççĕ:
«Комсомолец Хĕветĕр —
Чунăм савнă Хĕветĕр.
Анне, çавнах
каятăп та,
Чунăм çавнах юратать».