Кусар таврашĕнче пулса курнă-и эсир? Пулман. Питĕ шел. Çĕр çинче унти пек илемлĕ вырăнсем питĕ сахал пулмалла. Çук та пулĕ тетĕп. Тен, мана хам унта çуралса ӳснипе çеç çапла туйăнать-тăр та, анчах, мĕнле пулсан та, вĕсене мухтасах килет вара манăн.
Кусар — ял ячĕ вăл. Ун пек ялсем пирĕн таврара питĕ сайра. Вăл, виçĕ урамлăскер, анлă та тулли Сĕвен сĕвек çыранĕ тăрăх виçĕ çухрăма тăсăлать. Çурчĕсем пурте чипер, кашнин çинех тимĕр те хĕрлĕ е шурă черепица, шифер витнĕ. Урамсенче лапсăркка йăмрасемпе тирексем, хурăнсемпе ăвăссем кашлаççĕ, анкартисенче, — кашнин тенĕ пекех, — улма, чие сачĕсем; çуркунне вара вĕсем çурнă чечексен ырă шăрши Сĕве айлăмĕ тăрăх тăвалла та, анаталла та таçта çитиех сарăлать. Айлăма тулса çитсен вăл Хуран хăлăпĕ çине шуса хăпарать те хирелле — хĕвел айĕнче парланса выртакан хура пусăсем, уçăм анисем çинелле юхса каять, вĕсен хăйне евĕрлĕ шăршипе хутшăнать.
Хуран хăлăпĕ вăл — яла хир енчен хӳтĕлесе тăракан сăрт. Вĕреннĕ çынсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, ĕлĕк-авал вăл Сĕвен ку енчи çыранĕ пулнă имĕш. Сĕве майĕпен типсе пынă-пынă та — сăрт унтан аякка тăрса юлнă иккен. Унпа шыв хушшинчи айлăма вара тăватçĕр çул каялла мăн асаттесен мăн аслашшĕсем килсе ларнă — çапла Кусар пуçланса кайнă пулать. Пирĕн хушамат — Кусаров ĕнтĕ — çав вăхăтранах юлнă теççĕ.
Сĕве енчен пынă чух Кусар Хуран хăлăпĕ çине хăпарса çитмесĕр те курăнмасть. Ун вырăнне вара сăрт çинчен вăл ал лаппи çинчи пекех курăнать.
Паçăрах каларăм: ялĕ те, ун таврашĕнчи çĕр-шыв та сăмахпа каласа кăтартма çук илемлĕ пирĕн. Кусар леш енĕпе, анкартисен хыçĕнчи çӳçе-йăмрасемпе шăпăлтатса-пăшăлтатса, вăйлă çил вăхăтĕнче те кăшт çеç кăтрашкаланакан Сĕве юхса выртать. Анчах Хуран хăлăпĕ çинчен унăн Акăш мăйĕ текен юппи çеç курăнать. Вăл, чăнах та акăш мăйĕ евĕрлĕскер, Атăл хĕррине çитичченех сарăлса выртакан сĕм вăрманалла кукăрăлса кĕрет. Çулла унта çăвĕпех акăшсем ишсе савăнаççĕ. Вĕсем нумаййăн, кунтан та, Хуран хăлăпĕ çинчен те, курăнаççĕ — çил шыв çинче хăваласа çӳрекен шурă мамăксем пек...
Те çавсене асăрханипе, те ял илемĕпе киленсе ман умра пыракан хĕр сăрт çинче чарăнса тăчĕ. Хăй вăл станцирен килет пулмалла: сылтăм аллине пĕчĕк чăматан, — чарăнсан ăна çĕр çине лартрĕ, — теприне — хăймине пуçтарнă сĕт тĕслĕ пыльник тытнă. Эпĕ çитеспе хĕр каялла çаврăнса пăхрĕ те чăматанне илсе майĕпен малалла утрĕ.
Эпĕ ăна сăрт айлăмĕнче хăваласа çитрĕм.
— Каçарăр... Эсир... пирĕн яла килетĕр пулмалла. Парăр, чăматанăра йăтса пырам.
Хĕр чарăнчĕ те ман енне çаврăнса тăчĕ. Хăй вăл çинçе пилĕклĕ, йăрăс пӳллĕ. Çине кăвак чечеклĕ шурă пурçăн кĕпе, урине çăмăл туфли тăхăннă, кăтралатнă сарă çӳçĕ çине сарлака хĕрĕллĕ улăм шлепке лартнă. Шăрăхра утса килнипе пит çăмартисем хĕрелнĕ. Малтан вăл ман çине пысăк сенкер куçĕсемпе тĕлĕннĕ пекрех пăхса илчĕ. Унтан йăл кулчĕ те чăматанне ман енне тăсрĕ:
— Тавах сире ырă кăмăлăршăн.
Калаçса кайрăмăр. Ăна Ира тесе чĕнеççĕ иккен. Вăл кăçал ял хуçалăх институчĕ пĕтернĕ те ĕçлеме тытăниччен тесе, — ĕçлеме хуларах хăварнă-мĕн, — аппăшĕ патне, пирĕн ялта учительницăра ĕçлекен Таисия Ивановна патне, хăнана килет. Таисия Ивановна Кусара пĕлтĕр çеç килнĕччĕ. Институт та иртнĕ çул кăна пĕтернĕ. Сăнĕпе вара хăй Ирăран çамрăкрах та курăнать. Çавăнпа та эпĕ кăштах тĕлĕнтĕм те.
— Вăрах пурăнма шутлатăр-и Кусарта? — ыйтрăм эпĕ хам шухăша урăх йĕре пăрса.
— Вăрахĕ-мĕнĕ... Халĕ ун çинчен шутламан та-ха. — Вăл каллех ман çине пăхса илчĕ те: — Эсир хăвăр — тĕпченĕшĕн каçарăр та-ха — ăçта ĕçлетĕр çак? — тесе ыйтрĕ.
— Эпĕ... Эпĕ клубра, заведующире...
— Вăт аван-ха ку, сирĕнпе малтанах паллашса хуни. — Ира кулса илчĕ. — Киносем пулсах тăраççĕ-и клубра? Çамрăксем ташлакалама пухăнаççĕ-и?
— Епле пулать-ха тата унсăрăн? Паллах. Яла кĕреспе пире хамăр колхоз грузовикĕ хăваласа çитсе иртсе кайрĕ. Ун кузовĕнче Верук та ларатчĕ — вĕсем паян ĕне витин никĕсне хывма станцирен кирпĕч турттараççĕ. Верук чĕнмерĕ. Ун юлташĕсем çеç — Нинукпа Юля — пире тем кăшкăрса хăварчĕç, тата — темшĕн ĕнтĕ? — аллисемпе юнарĕç. Пĕччен кăна пулнă пулсан эпĕ хам та вĕсене мĕн те пулин кăшкăрмаллаччĕ ĕнтĕ, тен, Нинукпа Юля пекех юнаса та илмеллеччĕ, анчах халĕ апла тума хăяймарăм. Хĕрсем çапла хăтланнăшăн Ира умĕнче аван та мар пулса кайрĕ мана. Юрать-ха вăл тусан ересрен хăраса пыльникне пуçĕ çине сарса тытрĕ те çакна асăрхамарĕ. Машина яла кĕрсе кайса курăнми пулсан вара, тусан сирĕлсен, вăл пуçĕнчи шлепкине хыврĕ те тарланă пичĕ çинелле унпа çил вĕртере пуçларĕ.
— Яла кĕрсен инçе каймалла-и? — ыйтрĕ вăл çапла кăштах пырсан.
Таисия Ивановна хваттерте Сĕве хĕрринчи урамра пиртен виçĕ кил урлă пурăнакан Мархва кинемей патĕнче пурăнать. Тăкăрлăкпа ял витĕр тухмалла та шăпах вĕсен умне çитсе тăратăн.
Çул вĕçленсе пыни Ирăна савăнтарнă пек пулчĕ. Анчах вăл шлепкине каллех пуçĕ çине лартрĕ те халĕ ĕнтĕ темшĕн хулленрех утма пуçларĕ.
— Сĕве тарăн-и кунта? Ярăнмалăх пур-и? — ыйтрĕ вăл мана куçран пăхса.
— Пӳ те çитмест.
— Кимĕ тупма пулать-и? Эпĕ ярăнма юрататăп.
— Кимĕсем нумай кунта. Хамăрăн та пур. Каларăм та çакна — ӳкĕнсе илтĕм: унпа пирĕн асаттех пулла çӳренĕ, — çĕрсе, çуркаланса пĕтнĕскер пĕр чӳпек те сăмала çинче çеç тытăнкаласа тăрать. Анчах ним тума та çук. Персе янă сăмаха каялла çавăраймăн — ярăнтармах пултăм.
Таисия Ивановна килтехчĕ. Пире курсан, — йăмăкне курсан ĕнтĕ, — вăл питĕ тĕлĕнчĕ. Унтан аллисене çат! çупса илчĕ, кулкаласа, питĕ савăнса ун патне чупса пычĕ. Ыталашрĕç, чуптăвашрĕç.
— Мĕншĕн пĕлтермерĕн? Станцинчех кĕтсе илнĕ пулăттăм, — терĕ кайран учительница ӳпкелешнĕ пек. Унтан тем аса илсе: — Ара, эсĕ пĕччен çеç-и? — тесе ыйтрĕ.
Ира кулкаласа ман çине тăсса кăтартрĕ.
— Акă Кусаров юлташпа, — терĕ вăл. — Çав илсе çитерчĕ. — Хĕр мана тав турĕ.
Пĕрне-пĕри чылайччен курмасăр пурăннă тăвансен калаçмаллисем те нумай пулĕ тесе эпĕ кайма, вĕсене иккĕшне çеç хăварма васкарăм.
— Тăхтăр-ха, — чарса тăчĕ мана Ира. — Ярăнас килсен эпĕ сире тупатăпах вара. Тата — кĕçĕр мĕн унта сирĕн, клубра?
— Кино пулать — «Симĕс тăваткăлсем».
Ира, йĕрĕннĕ чухнехи пек, тутине пĕркелесе илчĕ. Ку мана килĕшмерĕ: неушлĕ ăна, агронома, ял хуçалăх культурисене çĕнĕ меслетпе мĕнле лартмалли çинчен каласа кăтартакан картина килĕшмест-ши вара? Хăй курнă, пĕлет пулсан та, ăна колхозниксене кăтартма ярса панăшăн та хĕпĕртемелле хуть.
Анчах эпĕ çапла шухăшлакалама ĕлкĕриччен унăн сăн-пичĕ те улшăнчĕ. Вăл каллех илемлĕн кулса илчĕ те мана алă пачĕ.
— Ну, юрĕ. Тен, пырăпăр та-ха. Хальлĕхе сыв пулăр, Кусаров юлташ.
Кусаров юлташ... Хушаматăм ытла илемсĕрех мар пулин те манăн ăна темшĕн хама ятпа чĕнтерес килчĕ...
Кинона вĕсем, чăнах та, пынă-мĕн. Анчах клубра тăтăшах хам ĕçсемпе чăрманса çӳренĕ пирки эпĕ Ирăпа Таисия Ивановнăна малтан та, кино пынă вăхăтра та асăрхайман. Вĕсене эпĕ сеанс хыççăн тин, кинобудкăран клубалла чупса кĕнĕ чухне, тĕл пултăм.
— Ташлама юлмастăр-им вара? Баян, радиола пулать, — терĕм эпĕ.
Ира ман алла тытрĕ те хăйсене ăсатса яма ыйтрĕ.
— Ывăнтăм эпĕ паян, канас килет, — терĕ вăл.
Клуба, унта пухăннă çамрăксене пăрахса хăварма аван марччĕ ĕнтĕ, анчах эпĕ килĕшрĕм: инçех каймалла мар вĕт, каялла вара чупса килĕп тесе шутларăм. Айван мар-и эпир, каччăсем: чипер хĕрсем ăçта та пулин чĕнсен ниепле те тытăнса тăраймастпăр, таçта кайма, чĕресене кăларса хума хатĕр. Киномеханика радиолăна яма хушрăм та — кайрăмăр.
Паçăрах каларăм, вĕсене ăсатма инçетех каймалла марччĕ. Анчах çитсен пӳрт умĕнче пăртак юмахласа тăтăмăр тата. Вăхăт чылаях иртрĕ пулмалла çав — клуба çитнĕ çĕре унти çамрăк-кĕрĕм ĕнтĕ саланма та тытăннăччĕ. Верук вара... Верук кайнăччĕ. Нинукпа Юля эпĕ клуба кĕнине курсан кăнтăрла машинăпа пынă чухнехи пек юнаса илчĕç. Чĕре шар! çурăлса кайрĕ. Неушлĕ... Неушлĕ сăлтавĕ кунта Ира пулчĕ-ши вара?..
Çамрăксем саланса пĕтсен Верука ăнсăртран та пулин тĕл пулаймăп-ши тесе эпĕ темиçе хутчен вĕсен умĕпе утса иртрĕм. Анчах çӳрени кăлăхах пулчĕ... Çĕрĕпех çывăраймарăм вара. Çаплах Верук çинчен шухăшлатăп. Вăл клубран çапла вăрттăн — тен, çилленсе те пулĕ — тухса кайни шухăшлаттарать. Е, Нинукпа Юля пек, чăнах та шанас пулсан вара? Хăй çаплах куç умĕнче тăрать. Вăл тата хам ĕлĕкрех каланă сăмахсем аса килеççĕ:
«Пĕр сăмах каламалли пур сана, Верук».
«Кала эппин».
«Эпĕ сана, Верук... Ну, хăвах пĕлетĕн, Верук... Халь эсĕ кала...»
«Эпĕ те... Çук, Вася, каламастăп ним те...»
Шухăш хыççăн шухăш. Асаилӳ хыççăн асаилӳ. Çăмха пек сӳтĕлеççĕ. Çав хушăрах тата ума Ира та тухса тăрать...
Çутăлсан тин çывăрса кайнăскер хĕвел йывăç пӳне хăпарсан тин вăрантăм. Тумлантăм та уçăлас тесе Сĕве хĕррине шыва кĕме чупса антăм. |
Пирĕн анкарти çыран хĕрринех çитет. Унта, шыв çинелле тайăлнă ватă çӳçесен айĕнче, асатте кимми ларать. Ун çине сиксе анса кĕпене хывма çеç тытăнтăм, хама такам чĕнни илтĕнчĕ. Çаврăнса пăхрăм та — Ира килет иккен. Çине вăл хĕрлĕ чечеклĕ кăвак халат, урине босоножки тăхăннă. Çара пуçăнах. Сарă çӳçĕ ирхи хĕвел çинче ылтăн пек çиçет. Хăй савăнăçлă. Хулпуççийĕ çине çакнă мамăклă питшăллине аллипе тытрĕ те çăмăллăн кимĕ çине сиксе анчĕ, сывлăх сунчĕ.
— Кĕсменсем çук-им вара? Мĕнле ярăнас тетĕр-ха капла?
Эпĕ ăна хам ярăнма мар, шыва кĕме çеç килни, шыва кĕрсен йĕтем çине çĕнĕ хаçатсем илсе кайма шутлани çинчен калама тăнăччĕ, анчах — темшĕн-çке? — хăяймарăм. Ура çине тăрса çӳçе турачĕсем хушшине чиксе хунă кĕсменсене илтĕм те ăна кимĕ хӳрине вырнаçса ларма сĕнтĕм.
Сĕве çинче кимĕпе ярăнса курман пулĕ-ха эсир? Вăт çав. Питĕ лайăх унта. Уйрăмах ирхине. Тӳпе сăнĕ ӳкнипе шыв кăн-кăвак курăнать. Вăл юхни те паллă мар — çийĕ кĕленче пек яп-яка. Кĕсменсемпе виç-тăват хут авăсса илетĕн те — варринех çитетĕн. Кимĕ хыçĕнче икĕ еннелле çурăлса, хум пулса кусса каякан шыв шĕпĕлтетет, инçетре, Путаш хăмăшĕнче, кăвакалсем нартлатаççĕ, хурсем какăлтатаççĕ. Акăш мăйĕнче — акăшсем хăюсăррăн сасă пани илтĕнет...
Çитетĕн те Сĕве варрине — вăхăтлăха чарăнса тăратăн. Ăçталла каяс тесе шухăшлатăн...
— Атьăр, Вася, акăшсем курма, — терĕ çав самантра Ира Акăш мăйĕ енне кăтартса; ятпах чĕнчĕ ку хутĕнче.
Эпĕ ун çине пăхса илтĕм. Вăл хăрах аллине шыва чиксе ларать. Вăрттăн ман çине пăхса темшĕн кулать. Пичĕсем хĕрелнĕ. Куçĕсем... Куçĕсем ĕнерхи пек кăвак мар, тӳпе тĕслĕ, сеп-сенкер.
Эпĕ кимме пăртăм та Акăш мăйĕ патнелле ишсе кайрăм. Пĕр калаçмасăр пыма аван мар пире. Вăл эпĕ мĕн те пулин каласса кĕтет пулмалла та, анчах эпĕ пĕр сăмах та тупаймастăп, аякран хам çине — пирĕн кимĕ çине — Верук пăхса тăнăн туйăнать...
Акăш мăйне пăрăнса кĕтĕмĕр. Ун ик айккипе те хăмăш, тукмак пуçлă чакан кашласа ларать. Ирхине уçăлма тухнă акăшсем пире курсан пĕр васкамасăр та пĕр сас-чӳ кăлармасăр çавăнта ише-ише кĕреççĕ.
— Тăхтăр! — пĕр кĕтмен çĕртен кăшкăрса ячĕ Ира мана авăсма чарăнма хушса. — Пăхăр-ха çаврăнса!
Эпĕ кĕсменсене ятăм та вăл кăтартнă енне çаврăнтăм. Пирĕн умран, инçетре те мар, Акăш мăйĕ урлă ултă хура акăш мăнаçлăн ишсе каçрĕç те хăмăш хушшине кĕрсе пытанчĕç.
— Пĕрремĕш хут куратăп, — терĕ Ира чĕркуççийĕ çинчен ӳкнĕ ал шăллине илсе. — Кашни çулах килеççĕ-и вĕсем кунта?
— Кашни çулах? Ара, эпĕ тĕнчере хура акăшсем пуррине те пĕлмен хальччен, — терĕм эпĕ, унтан кая мар тĕлĕннĕскер.
— Пуррине хăвăрах куртăр ĕнтĕ, — кулкаласа каларĕ Ира. — Австралире пурăнаççĕ вĕсем. Çуркунне çуллана кунта вĕçсе килеççĕ — апат, хӳтлĕх, ăшă шыраса. Анчах, ытти кайăксем пек, ялан пĕр вырăна килмеççĕ вĕсем, ăçта лайăхрах, ырăрах, çавăнта каяççĕ, вырăнтан вырăна куçса çӳреççĕ. — Вăл хура акăшсем кĕрсе пытаннă тĕле пăхса пĕр самант шăпăртах ларчĕ, унтан, ку вырăнсене хăй те ăмсаннă пек, хушса хучĕ: — Кунта лайăх сирĕн. Анчах... яланах ăшă мар çав. Сивĕтме пуçлĕ те акă — ăшă вырăн шыраса каллех урăх çĕре вĕçсе кайĕç...
Акăш мăйĕнче сехет те ытла иртсе кайрĕ пулмалла. Пĕр çĕрте уçă çыран курăнсан Ира вăрмана та тухса курасшăнччĕ, анчах эпĕ — хальхинче хăйрăм — каялла таврăнма вăхăт çитни çинчен асăнтартăм та — вăл, эппин, тепринче килĕпĕр тесе килĕшрĕ. Эпĕ кимме каялла çавăртăм. Сĕвене тухас умĕн каллех хура акăшсене тĕл пултăмăр. Вĕсем иккĕн çеçчĕ — урăххисемччĕ пулмалла... Анчах ăçтан, хăш вăхăтра вĕçсе килнĕ-ха çак тĕлĕнмелле кайăксем кунта?
«Ăçта ырăрах, лайăхрах, çавăнта вĕçсе каяççĕ, вырăнтан вырăна куçса çӳреççĕ», — çавăнтах аса килчĕç паçăр Ира каланă сăмахсем...
Çыран çинче пире Таисия Ивановна кĕтсе илчĕ.
— Çухатрăм эпĕ сана, — терĕ вăл Ирăна çилленнĕ пек курăнма тăрăшса. — Каламасăр ан çӳре капла вăрах.
Манăн шыва кĕресси пулмарĕ. Кимме йăмраран кăкартăм та кĕсменсене пуçтарса хурса хĕрсемпе сывпуллашрăм, вара килелле васкарăм.
— Вăхăт пулсан пырăр! — кăшкăрчĕ мана чĕнсе Ира...
Верука тепĕр кунне çеç курма тӳр килчĕ. Колхоз правленийĕнче тĕл пултăмăр. Анчах унта çынсем нумайччĕ — калаçма май пулмарĕ. Çитменнине тата, Верук хăй те манран пăрăнма тăрăшнă пек туйăнчĕ. Манăн ăна айккинелле чĕнсе илес, чунтан, чĕререн вăл ман çине мĕншĕн апла пăхни çинчен ыйтас килчĕ — ун кăмăлĕ мĕнлине куçĕсем питĕ аван кăтартаççĕ! — анчах хĕрсем правленирен кĕпĕрленсе тухрĕç те машина çине ларчĕç...
Вĕсем вунă кунлăха «заготзернона» ĕçлеме кайнă иккен. Кун çинчен эпĕ кайран тин пĕлтĕм.
Çакă — Верук ним каламасăр вăрах вăхăта тухса кайни — мана кулянтарчĕ те, кӳрентерчĕ те. Эпĕ хам ĕçсене тăвас тесе клуба тухса утрăм.
Ĕçĕмсем вара нумайччĕ. Стена хаçачĕ кăлармаллаччĕ, ăна йĕтем çине çакмаллаччĕ. Çавăнтах социализмла ăмăртури кăтартусен хăми çинчи паллăсене улăштармаллаччĕ тата хирте ĕçлекенсем патне çĕнĕ хаçат-журнал илсе каймаллаччĕ. Утатăп клубалла, куç умĕнче çаплах Верук тăрать. Вĕсен умĕпе иртсе пьгнă чух — айван мар-и? — кăштах чарăнса тăтăм. Ав çав хурама айĕнче ларнăччĕ эпир шăп çулталăк каялла, чи малтанхи каç. Вăйăсенче кашни каçах тĕл пулнă ĕнтĕ. Анчах тĕл пулнă. Çак каç вара эпĕ ăна килне çитичченех ăсатса ятăм. Хамăр та сисмесĕр тенĕ пек, çак хурама айĕнчи авă çав сак çине лартăмăр та хĕвел тухăç хĕреличченех колхозри ĕçсем, хамăр юлташсем çинчен калаçрăмăр...
Шăпах клуб умĕнче пĕр кĕтмен çĕртен Ирăна тĕл пултăм. Кунĕ пĕлĕтлĕ тăнине кура паян вăл тĕксĕм кăвак кĕпе тăхăннă. Аллине сумка тытнă, яланхи пек илемлĕн кулкаласа вăл мана сывлăх сунчĕ те хăйĕн Сĕве леш енне, вăрма-на, кайса курасси килни çинчен пĕлтерчĕ. Ĕçсем нумайччĕ пулин те, Верук кӳрентернине манас тесе, эпĕ килĕшрĕм. Чăнах та... Пĕр-ик сехет ăçта каймасть? Тепĕр тесен тата, Ира мĕнпе кая Верукран? Çапла шутларăм та хам шухăшран хам вăтанса хăраса кайрăм. Анчах çавăн пек шухăш пулчех çав, пытарас мар...
Сĕве, унтан Акăш мăйĕ çийĕпе ярăнса кайрăмăр. Хăмăшлăх пĕтрĕ, таса çыран пуçланчĕ. Кимме хăйăр çине туртса кăлартăмăр та вăрмана кĕтĕмĕр.
Сĕве леш енчи вăрмансенче пулса курман пулĕ-ха эсир? Çук? Вăт çав. Çулла вăл юмахри çăтмах сачĕ пекех вара. Таврара темиçе тĕслĕ кайăк юрлать, темиçе тĕслĕ чечек çиçет, çырла пиçет.
Вăрмана чылай шала кĕтĕмĕр. Ира сумкине хура çырла, хăмла çырли пухрăмăр. Каялла таврăнма çеç шутланăччĕ, тӳпере сасартăк аслати кĕмсĕртетсе илчĕ. Унтан татах, татах... Йывăçсен тăррине силлесе вăрман çийĕпе çил чупса иртрĕ. Пĕр пысăк мар уçланка тухрăмăр та тӳпене пĕтĕмпех çумăр пĕлĕчĕсем хупласа хунине куртăмăр.
Çав самантра хура тӳпене каткаласа хĕп-хĕрле çиçĕм çиçсе илчĕ, çывăхрах аслати авăтса ячĕ. Ира ман алла ярса тытрĕ...
Пĕр лаштра юман айне кĕрсе тăма ĕлкĕртĕмер кăна, шăпăртатса çумăр çума тытăнчĕ. Пиншака хывса Ира хулпуççийĕсем çине уртса ятăм. Унччен те пулмарĕ пуç çийĕнчех хăрушшăн аслати кĕрлесе кайрĕ. Ира ик аллипе те ман хулпуççисенчен уртăнчĕ, пичĕпе кăкăр çумне лăпчăнчĕ. Эпĕ унăн чĕри хыттăн тапнине туйрăм... Çав вăхăтра ун вĕри тути ман тутана перĕнчĕ, çывăхрах — питĕ çывăхра! — эпĕ унăн хупă куçĕсене куртăм...
— Ларар, Вася... Лартăмăр...
Эх, çумăр хыççăн кĕрсе курасчĕ тата сирĕн Сĕве тăрăхĕнчи вăрмана! Йывăçсем те, ытти ӳсентăрансем те, çăвăнса тасалнăскерсем, ем-ешĕл, йăлтăртатса çеç тăраççĕ. Вĕсен çулçисем сарăлса каяççĕ, çӳлелле çĕкленеççĕ — хĕвел патнелле. Йывăçсем çинчен пăнт! пăнт! пăнт! туса шăратнă кĕмĕл евĕрлĕ тумла тумлать. Таврара чечек, çырла шăрши тăрать.
...Çул тăршшĕпех пĕр-пĕрин çине пăхма вăтанса пытăмăр. Куçсем ăнсăртран тĕл пулаççĕ те — иксĕмĕр те айккинелле пăрăнатпăр. Калаçу текех çыхăнмарĕ. Çыран çине те çапла именкелесех тухрăмăр. Кимме кăкариччен, кĕсменсене пуçтарса хуриччен Ира мана йăмра айĕнче кĕтсе тăчĕ. Вара эпĕ пушансан вăл ман пата пычĕ те, вăрманти пекех, хулпуççинчен тытса чуптуса илчĕ.
Çакна пĕтĕм ял — Верук та, Нинукпа Юля та курнă пек туйăнчĕ, анчах ку япала халĕ ĕнтĕ пĕрре те хăратмарĕ мана...
Çапла уйăха яхăн иртрĕ. Верук ĕнтĕ таврăнчĕ. «Заготзернона» ĕçлеме кайиччен вăл манран хăй пăрăннă пек туйăнатчĕ. Халĕ вара эпĕ çапла тума пуçларăм — темшĕн; те ун умĕнче айăпа кĕнипе, те хама Ира патне туртнипе çапла пулчĕ ку.
Пĕр каçхине çапла вĕсем, Нинукпа иккĕшĕ, кино хыççăн пăртак клуб умĕнче тăчĕç, — мана кĕтрĕç пулмалла.
Ира вăл каç пыманччĕ. Анчах хам ĕçсене пула манăн клубра ытларах тăмалла пулчĕ — Верукпа Нинук кайрĕç. Эпĕ вĕсене урамра хăваласа çитрĕм. Нинук Юля патне кĕмелли пур тесе пиртен пăрăнса кайрĕ, эпир хамăрăн ĕлĕкхи вырăна — хурама аиĕнчи сак çине кайса лартăмăр.
— Санпа калаçмалли пур манăн, Вася...
— Мĕн çинчен-ши? — ыйтрăм эпĕ. Ыйтăвăм та, сассăм та питĕ тӳрккес тухрĕ çав.
Верук ман çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ те питне аллисемпе хупларĕ. Унтан ури çине тăчĕ те, аллисене çапла тытнипех, калинккинчен чупса кĕрсе кайрĕ.
Питĕ аван мар пулса кайрĕ мана. Кăмăл пăсăлчĕ. Эпĕ тăтăм та урам тăрăх анаталла. Ира патне кайрăм...
Ирăсен малтан çутă çукчĕ. Анчах эпĕ çывхарахпа Мархва кинемей çурчĕн чӳречисем янках çуталса кайрĕç. Ман пăсăлнă кăмăл та майлаша пуçларĕ. Çутă чӳречесенчен чуна килентерекен ăшă пенĕн туйăнчĕ.
«Хура акăшсем пек, эпĕ те ăшă шыраса килместĕп мар-и çак?» — кулса илтĕм ăшăмра.
Пĕр чӳречине хуллен кăна шăкăртаттарса илтĕм. Чӳрече уçăлчĕ те, унта Таисия Ивановна пуçĕ курăнчĕ.
— Сывлăх сунатăп, — терĕм эпĕ. — Капла каçа юлса чăрмантарнăшăн каçарăрах ĕнтĕ. Ирина Ивановна чирлемен пулĕ вĕт?
— Ира-и? — Таисия Ивановна пĕр самант ним калама аптраса тăчĕ, унтан хуллен кăна хушса хучĕ: — Вăл кайрĕ, ăсатса халĕ çеç килтĕмĕр акă... Упăшки командировкăран таврăннă та чĕнсе телеграмма ячĕ.
«Упăшки?!»
Халĕ ĕнтĕ эпĕ ним чĕнме аптрарăм. Пĕрре те кĕтмен хыпара илтнипе ал-ура вăйĕсем те пĕтсе ларчĕç.
— Ара, эсир пĕлмен-и çакна? — ыйтрĕ Таисия Ивановна пушшех те çухалса кайса.
Эпĕ чĕнеймерĕм. Çаврăнтăм та майĕпен килелле утрăм.
Килелле утман иккен çав. Пачах урăх енне кайнă — тăвалла...
Çакна эпĕ Веруксен умĕнчи хурама патне çитсе тăрсан тин туйса илтĕм... Анчах унта тăма мана намăс пулчĕ — кайрăм...
Çĕрĕпех канлĕх кураймарăм. Ухмахланнă çын пек, Сĕве хĕрринчи йăмрасен айне, хамăр Ирăпа чуптăвашнă вырăна, тухса лартăм. Хăлхара хура акăшсем курнă хыççăн вăл каланă сăмах-сем янăраса кайрĕç.
«Кунта лайăх... Анчах... Яланах ăшă мар çав...»
Акă кунтан ăшăрах çĕре кайрăн та ĕнтĕ эсĕ. Анчах урăх çĕрте яланах ăшă пулĕ-ши сана? Тен, ырлăхпа ăшша шыраса, хура акăшсем пек, çаплах вырăнтан вырăна куçса çӳрĕн?..
...Сĕве çинчен ял еннелле уçă та тутлă шăршлă сывлăш юхать. Хăйпе пĕрле вăл вăрман ассăн-ассăн сывланă сасса, акăшсен лăпкă сассине илсе килет. Акăшсем унта, канăçа та пĕлмесĕр, çаплах ишсе çӳреççĕ пулмалла. Ишчĕрех эппин, чӳхенччĕрех лайăх шывра, савăнччăр. Кĕр енне кайĕ те акă, çанталăк сивĕте пуçлĕ, вĕсем ăшă шыраса урăх çĕре вĕçсе кайĕç, вара урăх шывсем çинче ишсе киленĕç.