Тулли кĕмĕл уйăх
Тахçанах çăвать
Сĕмлĕхпе хупланнă
Лăпкă çĕршыва.
Çавал шывĕ — тĕкĕр —
Ĕмет тӳпене.
Çыран тăрăх вĕтлĕх
Чӳхет кăтрине.
Акă унăн ешĕл
Кипки ăшĕнче
Сасăсем çĕкленчĕç
Кăвайт кутĕнче.
Тăлăпа çӳреççĕ
Унтах лашасем.
Тинкĕл-тинн! юхаççĕ
Шăнкрав сассисем.
Кĕçех юрă тăсрĕ
Пĕри ушкăнтан.
Вĕтлĕх ахăлтатрĕ
Таврара — ян-янн...
Акă ахăр сасă,
Вĕтлĕхрен тухса
Çавал шывĕ тăрăх
Вĕçрĕ улăха.
Çурхи улăх лăпкă,
Сывлăшпа — таса.
Вăл хирех ăсатрĕ
Вĕтлĕхри сасса...
Тулли кĕмĕл уйăх
Паçăрах çăвать
Сĕмлĕхпе хупланнă
Лăпкă çĕршыва...
Çаплах улăх, хирĕ
Саспа чӳхенет.
Хĕлхемлĕ кăвайчĕ
Çунать те сӳнет...