Хаçатра паян вуларăм
Аван мар хыпар:
Пурăннă пĕр тăлăх арăм,
Çамрăках та мар.
Кӳршинче шап-шур сухаллă
Пурăннă старик.
Алли пулнă-ха вăй-халлă,
Ыратман ури.
Вăхăт иртсе пынăçемĕн
Тăлăх арăма
Вăл куç хывнă. Кĕнĕ тейĕн
Пысăк парăма.
Старике шуйттан астарнă
Тесе калаçаç.
Кӳршĕ алăкне уçтарнă
Вăл сĕм тĕттĕм каç.
Чăтаймасть, татма шутлать вăл
Чăрсăр парăма:
Тапăнать, хӳресĕр явăл,
Çак хĕрарăма.
Шаларан шала кĕресшĕн...
Ĕç кăлараймасть.
— Мĕн тăватăн, мур илесшĕ?! —
Карчăк каçармасть.
Пулса иртнĕ, тет — мĕн калăн? —
Çаплалла «кĕтрет».
Ӳкĕнет старик, мăнтарăн, —
Халь тĕрме кĕтет.