— Ман телевизорти пек пурăнас килет!
— Ухмах! Нивушлĕ сана та çавăрса илчĕ çав суя çăтмах?!
(Автобусра ларса пыракан икĕ хĕрарăм
калаçăвĕнчен).
Ман каллех çав сăмах: телевизор
Ăçталла, мĕн тумашкăн чĕнни,
Чăнлăха уямасăр, виçесĕр
Çăмăл пурнăç сĕнсе вĕтĕлни.
Ав епле йăтăнать ырлăх-пурлăх,
Мĕн кирли сан валли — мăй таран.
Тăвăнсассăн та сирĕл эс, хурлăх, —
Макăрса ма çынна култаран?
Йăлтăркка та йăлттам, йăлтăр-ялтăр —
Шăл шурри, çӳç юххи, хĕр кулли...
Çатăрланă пĕри пысăк алтăр:
Те шерпет, те сим пыл тăп тулли.
Çӳç-пуçа таçтан ернĕ-и лĕкĕ,
Тасарах хырмалла-и сухал —
Çийĕнчех сирĕлет чун сивлекĕ,
Çĕнĕрен кĕнĕ евĕр вăй-хал.
Телевизор, ара, тараватлă,
Кирек хăш самантра та çăлать:
Унăн тусĕ — реклама — хăватлă,
Вĕрентет, ăс парать хуçалла.
Ах, ытла теветкел-çке хĕрарăм,
Илемне пытармасть никамран,
Йăпăртах хывăнать те, мăнтарăн, —
Çуталса каять пĕтĕм экран.
Вĕçсĕрех савăшу, вăйă-кулă,
Ĕç вара кирлĕ мар-им сире?
Анчах кам ӳстерет тырă-пулă,
Фермăра кам ĕçлет кунсерен?
Шарламасть телевизор-палкавçă,
Ĕç çинчен калаçмасть вăл савса.
Тар шăрши килĕшӳсĕр хальхаççăн —
Ан ĕçле теççĕ пилĕк авса.
Пурăнар вăй хумасăр та янтă —
Çамрăка кăларать харамçа:
Чыс-хисеп сана — эсĕ пуян тăк,
Сăптăрма пултаран тăк укçа!
Телевизор тĕнчи алхасуллă —
Чăннипех çитсе тăчĕ çăтмах.
Анчах темшĕн чĕреçĕм салхуллă:
Пурнăçпа килĕшмест ку юмах...