Тулса çитнĕ тутă мăйăр
Вăрмана-çке астарать.
Кӳршĕ хĕрĕ шăкăр-шăкăр
Сарă мăйăр пуçтарать.
Хăй те сарă мăйăр евĕр —
Илĕртейĕ яш чунне...
— Тутанса кур, тантăш, — терĕ,
Сĕнчĕ хĕр пĕр мăйăрне.
— Хуппи хытă-çке кун, — терĕм, —
Катсан — шăл та катăлать...
Варли пур çав кӳршĕ хĕрĕн —
Ав яш шĕшкĕ сулланать.