Çĕнтерӳ анчах илем-мĕн,
Чăнлăх çех хавас парать!
Ман умра çĕклем-çĕклемĕн
Ĕçлĕ пурнăç хăпарать.
Аслати пек çирĕп сасă
Çуралать кунта тепре.
Урамра çӳрет хавассăн
Ытлашши хастар апрель.
Каç пулсассăн кичем уйăх
Курăнмашкăн именет;
Ушкăнти вĕçĕмсĕр юрă
Утать Атăл хĕррине.
Йыхрав евĕр ман сăвва та
Çамрăклăх чĕнет тула,
Эп куратăп, эп саватăп
Паянхи вăййа-кулла.
Комсомол, мана чĕнеттĕн
Ăмăртмашкăн пĕрмаях,
Эс çĕнтертĕн, эс çĕнтертĕн, —
Эп епле юлам кая?
Пултарас тăк ĕçлемешкĕн —
Юрлама та пултарам.
Çĕршыва ăнса ӳсмешкĕн
Пулăшам вăй пур таран.