«Ялти 198 çынран 15 çулхи арçын ача çеç çăлăннă...»
(Акт)
...Ял парăнмарĕ. Нимĕç фашисчĕсем кĕнĕрен вара çулталăк та ытла иртрĕ, вĕсем кашни кашни сехетре тенĕ пекех хăрушă та тискер ĕçсем турĕç, темĕн тĕрлĕ приказсем кăларса, халăха тăтăшах хăратса тăчĕç, анчах та ял пурĕпĕрех парăнмарĕ. Совет çыннисем ютран килнĕ кăвак симĕс шинеллĕ хурахсенчем хăраса ӳкмерĕç, вĕсен умĕнче пуçĕсене таймарĕç, темĕнле хĕн-хур тӳсмелле пулсан та, ирĕклĕх сывлăшĕ вĕсен кăкрисенчен тухса сирĕлмерĕ, тăшмана нихçан та парăнас çук кăмăлĕ пĕтсе лармарĕ.
Ĕнтĕ темиçе хутчен те яла карательсен отрячĕсем пыра-пыра çаратса тухрĕç. Кашни пымассеренех кама та пулин е вĕлерсе, е ним пĕлми пуличчен хĕнесе хăварчĕç, е тытса кайрĕç. Тытса кайнисенчен пĕри те каялла таврăнмарĕ,— чылай вăхăт иртсен тин вара вĕсене хулари тĕрме хыçĕнче персе пăрахни е çыннисем асапне тӳсеймесĕр вилни çинчен хыпар килсе çитрĕ.
Ку та хăратаймарĕ. Малтанхи пекех, ял çыннисем çывăхри вăрмансенчи партизансемпе куллен çыхăну тытса тăчĕç, вĕсене мĕнпе май килнĕ — çавăнпа пулăшрĕç, партизансем хăйсем пырса тухсан, çăткăн тăшмансенчен пытарса усранă апат-çимĕçсене парса ячĕç.
Урăхла пулма та пултарайман çав. Кашни килтен, кашни çемьерен тенĕ пекех кам та пулин партизанра çӳренĕ. Килтисем урлă вĕсем тăшмансен кашни утăмнех пĕлсе тăнă. Çавна пула партизансем фашистсене пачах та кĕтмен çĕртен, сасартăк, çĕр айĕнчен сиксе тухнă пек тухса çапа-çапа, питĕ пысăк сиен кӳнĕ. Пĕринче колхозниксен тыррине çаратса кайма тиенĕ обоза тапăнса туртса илнĕ, тепринче çамрăксене Германие каторгăна илсе кайма пынă «уполномоченнăйсене» тытса çавăнтах пĕтерсе тăкнă, виççĕмĕшĕнче — яла халь çеç пынă çĕнĕ коменданта, ăшă вырăнĕ çинченех сĕтĕрсе тухса, ял хыçĕнче персе пăрахнă.
Пит те хăюллă, тĕлĕнмелле паттăр пулнă кунти партизансем. Çамрăккисем час-часах, каçхине яла пырса, урам тăрăх купăспа юрласа иртме те шикленмен. Хăйсем хăраманнине, усал тăшмана нихçан та парăнас çуккине, ăна хамăрăн Тăван çĕршывра пурăнма парас çуккине палăртса, фашистсенчен çав тери тăрăхласа юрланă вĕсем. Иксĕлми вăй, никам сӳнтерейми çулăмлă хастарлăх янăранă вĕсен вичкĕн юррисенче...
Нимĕçсем ку яла «партизансен йăви» теме тытăннă. Каярахпа вĕсем унта пыма та хăракан пулса çитнĕ. Вăхăтран вăхăта çеç кунта отрядсем пырса юлашки выльăхсене, чăх-чĕппе хур-кăвакала, çĕр айĕнчен чавса кăларнă тырпулсене сăптăрса тухнă. Анчах та ку ялта çĕр каçма нихçан та юлман, — мĕн май килнине çаратнă та çийĕнчех каялла тухса кайнă.
— Лос, лос! Хăвăртрах! — васкатнă пĕрне-пĕри.
Пуринчен ытла Гитлер хурахĕсене ял хыçĕнчи вăрман хăратнă. Пысăк пулнă вăл вăрман — çӳллĕ, çăра, тĕттĕм, çын пĕр ик çĕр метр шалалла чупса кĕрсенех, ăна кунта никам та тупма пултарайман. Ку вăрмана пырса кĕме фашистсем пĕрре те хăяйман. Яла çаратма-çĕмĕрме пырсан, пĕрисем пӳртсемпе кĕлетсенче, нӳхрепсенче ухтарса çӳренĕ, теприсем, çав вăрман еннелле шултра калибрлă пулеметсем лартса, унтан партизансем сиксе тухасран сыхласа тăнă. Варă яланах шикленет вăл!
Анчах капла туни те пулăшман фашистсене. Пĕринче, вĕсен отрячĕ яла пырса кĕрсен, ял çыннисем ун çинчен партизансене питĕ хăвăрт систерме ĕлкĕрнĕ те, лешсем вара, вăрмантан вăрттăн çулсемпе тухса, тăшмана сасартăк хыçалтан, пачах кĕтмен çĕртен, пырса тапăннă. Кĕске кăна çапăçу хыççăн фашистсем ялта çаратса тултарнă пурлăха çеç мар, хăйсен лашисене те, хёçпăшалĕсене те пăраха-пăраха тарнă. Вăтăр ытла тăшман салтакĕ партизансен аллине тыткăна лекнĕ.
Çакăн хыççăн яла пĕр-икĕ уйăх хушши нимĕç шăрши те пырса кĕмен.
Пурте лăпланнă пек пулнă. Ял пурнăçĕ вăрçăчченхи майлах шуса пынă. Нимĕçсем çĕре килĕрен валеçме хушнă, анчах та ял çыннисем пурпĕрех ĕлĕкхи пек колхозпа ĕçленĕ; нимĕçсем староста уйăрса лартнă пулнă, анчах лешĕ Совет влаçне юратакан çын пулнă та колхоз председателĕ вырăнне пулса ĕçленĕ, колхозниксене хăйсен пурлăхне фашистсем çаратасран тĕплĕрех пытарма вĕрентнĕ. Партизансем кăнтăр кунĕнчех пыра-пыра кайнă, вĕсем ял çыннисем хушшинче совет хаçачĕсене салатнă, Хĕрлĕ Çар çĕнтерĕвĕсем çинчен çĕнĕрен те çĕнĕ хыпар пĕлтерсе хаваслантарнă.
— Часах хăтăлатпăр ĕнтĕ Гитлер йыттисенчен, — тенĕ вĕсем. — Совет полкĕсем кулленех хĕвеланăçнелле килеççĕ! Инçе мар вĕсем!..
Çынсен чĕрисенче çак хăрушла пусмăрпа мăшкăлтан çăлăнса тухас шанчăк ӳссе, çирĕпленсе пынă, çамрăксем тулли кăкăрпах совет юррисене юрланă...
Фашистсем унта та кунта калама çук тискер ĕçсем туни, çаратни, çĕмĕрни, вĕлерни, çунтарни çинчен куллен илтĕнекен хыпарсем çеç асăрханарах пурăнтарнă. Ял варринчи кивĕ чиркӳ тăрринче кунĕн-çĕрĕнех икĕ-виçĕ çын хуралласа тăнă. Хăш енчен те пулин нимĕçсем çывхарнине курсанах, вĕсен, чан вырăнне çакнă пушă снаряд стаканĕсене çапса, пĕтĕм яла систермелле пулнă. Карательсем ытла тăрук пырса кĕресрен уй хапхи хыçĕнче кашни каçах пĕренесемпе хăмасенчен, кивĕ сӳресенчен чăрмавсем туса лартнă, унта та кунта шăтăксемпе канавсем чавса пĕтернĕ. Çĕрле урамсем тăрăх патрульсем çӳренĕ.
— Утрав çинчи пекех пурăнатпăр, тупата! — тесе калаçнă ял çыннисем пĕр-пĕрин хушшинче. — Йĕри-тавра тăшман асать, анчах эпир парăнмастпăр-ха, пурăнатпăр... Тен, Хĕрлĕ Çар хамăр пата килсе тухичченех çапла тытăнса тăма пултарăпăр?..
Ку ĕнтĕ пурне те çав тери çĕклентерсе вăй паракан ĕмĕт пулнă, анчах та вăл ытла нумаях пырайман çав, унăн сасартăк татăлмалла пулнă...
II
...Вăл кун чиркӳ тăрринчи хуралта вун пилĕк çулхи Ванюшка Долбинпа унăн улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнехи тусĕ Илька Кузин тăнă. Çанталăк калама çук аван пулнă — июль уйăхĕнче хĕвел пит те пархатарлăн пăхса тăрать вĕт-ха, — таврара пур ӳсен-тăран та илемлĕн ешернĕ, чиркӳ пахчинче кайăксем чĕвĕлтетнĕ.
Питĕ лăпкă, шăп пулнă ĕнтĕ таврара, çав тери! Яла фашист таврашĕсем тахçантан вăрах хăйсен сăмсисене те килсе кăтартман пирки ачасем халь вĕсем çинчен шухăшламан та. Ытахальрен тенĕ пек, сайра хутра çеç вĕсем хăйсен ялне виçĕ енчен пырса кĕрекен çулсем çине пăхкаласа илнĕ. Çулĕсем çинче пĕр чĕрчун та курăнман, икĕ еннипе ӳссе ларнă çӳллĕ мăян çеç вăраххăн хумханкаланă.
Малтан, поста тăрсанах, туссен калаçкаламаллисем тупăнкаларĕç, — вĕсем пĕр-пĕрне хăйсем çак кунсенче унта-кунта илтнĕ хыпарсене пĕлтерчĕç.
— Михайловка станцийĕ патĕнче пирĕннисем каллех нимĕçсен поездне çырмана сиктернĕ, — терĕ Илька. — Утмăл вакун турпас пулса выртнă.
— Кам каларĕ?
— Ĕнер каçхине вăрмантан пичче килсе кайрĕ...
— Тур патăр, — терĕ Ванюшка хăй аслашшĕ сăмахĕпе. — Хăçан пулнă вăл?
— Виçĕмкун.
— Ĕнер мĕн пулнине пĕлетĕн-и тата?
— Пĕлместĕп.
— Пурнăçран юлатăн апла. Нимĕçсен Михайловка станцинчи склачĕсем пĕри те юлман вĕт!
— Кам каларĕ?
— Кĕçĕр кукка килсе кайрĕ.
— Хăçан аркатнă тет?
— Ĕнер каç. Хамăр самолетсем килсе тĕпĕртеттернĕ. Пĕр сехет хушши вĕçрĕç тет станци çинче, сахалтан та пĕр çĕр бомба пăрахрĕç пулĕ тет. Склачĕсем çĕрĕпех çуннă тет.
— Ай-яй, ăшă пулчĕ пуль! — кулса илчĕ Илька хаваслăн.
— Мĕн каласси пур!..
— «Немуйсем» пушшех ураççĕ ĕнтĕ.
— Ахаль те кашкăрсем пекех хăтланаççĕ-ха. Абрамовкăра, ав, ыйткаласа çӳрекен икĕ пĕчĕк хĕрачана çакса хунă; тет. Сăлтавсăр-мĕнсĕрех. Партизансен раздчикĕсем пек туйăннă, тет, вĕсем пĕр фрицне. Тытнă çакнă вара.
— Эх, тискерсем!..
— Эпир çеç çак кĕтесре хăтăлкаласа пурăнатпăр.
— Партизансем-çке... Вăрман çывăх тата пирĕн. Çав çăлать.
— Çапах та пĕрре-пĕрре килсе тухаççех-ха вĕсем пирĕн пата. Пĕркунне ĕнселесе янине манас çук вĕсем. Эпĕ ун чухне те хыççăнах йăтăнса килеççĕ пуль тенĕччĕ те — темĕнле иртсе кайрĕ...
Ванюшка каллех чиркӳ тăрринчен аялалла, ял тавра сарăлса выртакан ула-чăла хирсем çине, кăвакрах сарă хăюсем евĕрлĕ курăнакан çулсем çине, пăхса илчĕ.
— Сыхă пулас пулать. Халь фрицсем хăйсен умĕнче ытларах айăпа кĕнĕ ялсене — ку ĕнтĕ, хирĕç тăраканиисене — тĕпĕ-йĕрĕпех, ним юлмиччен çунтарса яма тытăннă, тет.
— Урăххине ан кĕт ĕнтĕ вĕсенчен... — тарăннăн сывласа илчĕ Илька. — Эх, хăçан хăтăлăпăр-ши ку хурасенчен!.. Çав тери чĕре ыратать. Тепĕр çур çул е çулталăк хушши вĕсен пусмăрĕнче пурăнма тӳр килсен, тупата, тӳсейрес çук...
— Ан кулян, кĕтмелли ытла нумай юлмарĕ ĕнтĕ, — лăплантарма тăрăшрĕ ăна Ванюшка. — Акă, вуласа пах-ха çакна...
— Вăл кĕсйинчен тирпейлĕ хутлатса хунă хут татки каларса тыттарчĕ.
«Вести с Советской Родины», — вуларĕ те Илька вăраххăн тусĕ çине тĕлĕнерех пăхрĕ: —Ăçтан тупрăн?
— Кукка парса хăварчĕ. Пĕтĕмпех вуласа тух, унта пурин çинчен те питĕ лайăх каласа панă...
Илька каçса кайсах вулама тытăнчĕ. Листовкăна нуланăçемĕн унăн сăнĕ савăнăçлăн çутăлса пычĕ, куçĕсем ялкăшма тытăнчĕç.
Сывлăх енчен Илька имшерккерех ача. Унăн ашшĕне фашистсем персе пăрахнă, амăшĕ нумаях пулмасть килте чирлесе вилнĕ. Халь вăл питĕ хуйхăрса, салхуланса çӳрет.
— Совет влаçĕ таврăнсанах аптрамăттăм та-ха, — тет вăл, — сывлăха та тӳрлетĕттĕм, вĕренме те кайăттăм, çын пулнă пулăттăм...
Анчах халĕ ун умĕнче, ытти пур ачасенни пекех, ниçталла каймалли çул та пулман. Малашне мĕн тăвассине те пĕлмен вăл. Унăн кăмăлĕ хуçăлнăçемĕн хуçăлса пынă. Ванюшка ăна питĕ хĕрхеннĕ, вăл ăна пур чухне те йăпатма, унăн кăмăлне яланах мĕнле те пулин çĕклентерме тăрăшнă.
— Кĕçех Хĕрлĕ Çар кĕрлеттерсе çитет акă, — тенĕ Ванюшка, — ун чухне пĕтĕмпех улшăнать, пурнăç çăмăлланать, çимелли те пулать, больницăсем те уçăлаççĕ... Сывалатăн эсĕ, каллех шкула çӳреме пуçлатпăр... Чăтас пулать ĕнтĕ унччен!
Халĕ те, Илька кăмăлне çĕклес шутпах, вăл ăна совет самолечĕсем килсе пăрахнă листовка тыттарчĕ. Листовкăна вуласа тухни чăнах та çĕклентерчĕ чирлĕ ачана.
— Аван! — терĕ вăл, Ванюшка çине темĕнле ырă та ăшă куçĕсемпе пăхса. — Çав тери аван!.. Пирĕннисем фашистсене Сталинград патĕнче темĕн чухлех пĕтернĕ иккен! Халь те кулленех çĕмĕреççĕ вĕсене, э? Хĕçпăшал та йышлансах пырать иккен пирĕн...
— Каларăм вĕт сана, ик-виçĕ уйăхран пирĕннисем кунта пулаççĕ тесе.
— Хăвăртрах килччĕрччĕ, — каллех ассăн сывласа илчĕ Илька. — Курасчĕ вăл телейлĕ куна... Епле пулсан та курасчĕ!
— Куратпăр! — терĕ Ванюшка татăклăн. — Шансах тăр. Епле телейлĕ пурнăçпа пурăнăпăр-ха акă эпир санпа, ытармалла мар пулĕ!..
Илька чĕнмерĕ. Вăл çав пулас телейлĕ пурнăç çинчен ĕмĕтленсе шухăша кайса ларчĕ... Чылайранпа тин хуллен кăна сăмах хушрĕ:
— Пĕлетĕн-и, Ванюшка... — терĕ вăл, — юлашки вăхăтра эпĕ час-часах тĕлĕкре хамăрăн салтаксене, красноармеецсене, куратăп. Вĕсем пирĕн патра пĕр фашист та хăварман, пурне те хăваласа янă пек... Пĕррехинче тата хамăрăн аманнă офицера куртăм. Астăватăн-и, пирĕннисем кунтан чакса кайнă чух пирĕн патра пĕр вуникĕ боец çĕр выртрĕç? Вĕсен командирĕ хытă уксахлатчĕ, унăн ури аманнăччĕ... Ирхине, тухса каяс умĕн, вăл пире иксĕмере: «Ытлашши ан кулянăр, ачасем, эпир таврăнатпăр-ха!» — терĕ. Асăнмалăх мана хĕрлĕ çăлтăр парса хăварчĕ... Халĕ çав офицер пирĕн пата чăнах та килнĕ пек куртăм. Çав тери савăннипе вăрансах кайрăм! Унтан тата тепĕр хут курăнчĕ вăл мана... Мĕншĕн-ши вăл, э?
— Çавна та чухлаймастăн-и? — тĕлĕнерех пăхрĕ ун çине Ванюшка.
— Пĕлместĕп çав... — терĕ Илька.
— Мĕншĕн тесен эпир хамăрăн салтаксем çинчен пĕрмаях шухăщлатпăр, вĕсене пĕрмай кĕтетпĕр.
— Тĕрĕс... — килĕшрĕ те Илька кăмăлĕ тулнипе çăмăллăн сывласа илчĕ. — Чăнах та çавăнпа пулĕ вăл.
Пĕр хушă вĕсем нимĕн те чĕнмерĕç.,. Кашни хăйĕн шухăшне шухăшларĕ. Чĕрисем хавассăн тапрĕç вĕсен. Çутă, савăнăçлă ĕмĕтсем çуралчĕç...
Анчах вăхăт нумай та иртмерĕ — туссем сасартăк самолет моторĕсем хаяррăн кĕрленĕ сасса илтрĕç. Таçта инçетре те мар кĕрлерĕç вĕсем, çитменнине, çывхарнăçемĕн çывхарса килчĕç...
Ванюшкăпа Илька иккĕшĕ те, чиркӳ чанĕсем çакăнса тăнă вырăнтан пуçĕсене тулалла кăларса, пĕлĕтелле, унталла та, кунталла пăхма тытăнчĕç. Ял çине икĕ «фокке-вульф» — разведка тăвакан самолетсем — вĕçсе килнĕ иккен. Вĕсем, пĕрре кунталла, тепре лерелле чăмса, урамсем çийĕпе çăхансем пек явăнса çӳреме тапратрĕç...
— Мĕне пĕлтерет ку? —хăраса ыйтрĕ Илька.
— Ку ырра мар, тусăм, — терĕ те Ванюшка тутине çыртса лартрĕ. — Тем тесен те ырра мар...
Ванюшка çапла калама ĕлкĕрчĕ çеç, сывлăша тăруках самолет çинчен пăрахнă бомба шăхăрнă хăрушла сасă çурса кайрĕ. Самантран бомби, таçта, ял вĕçне ӳксе, хыттăн шартлатса çурăлчĕ. Тепĕр самолечĕ çав хушăра тури урам тăрăх пулеметран вăрăммăн персе илчĕ:
— Рррр... Та-та-та... та-та-та...
— Каларăм килеççĕ тесе! — чышкисене чăмăртарĕ Нанюшка. — Çитрĕç вĕт, яла пĕтереççĕ халь!..
— Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Сигнал парар мар-и? — васкавлăн ыйтрĕ Илька. — Тен, хамăр та анса каяр кунтан?
— Ан сӳпĕлтет, — терĕ ăна хирĕç Ванюшка, çаплах самолетсем ял çинче каллĕ-маллĕ ярăнса çӳренине сăнаса. — Бомба ӳкни ахаль те сигнал пулчĕ ĕнтĕ. Эпир постра тăратпăр. Постран пăрахса кайма юрамасть. Вырăнĕ те шанчăклăрах кунта.
— Мĕнрен шанчăклă? — çаплах лăпланса çитеймерĕ Илька. — Чиркӳ вăл — пит лайăх мишень вĕт...
— Калаçатăн кирлĕ мара, — аллипе сулчĕ Ванюшка. — Çĕр бомба пăрахсан та тӳррĕн лектереймеççĕ вĕсем пире. Пăх-ха, ав пĕри бомбине ял çине пăрахас тесех пăрахрĕ, анчах вăл ав ăçта кайса хаплатрĕ... Пульăран ан хăра, пурĕпĕр купола шăтараймасть, осколкăран та хăрушă мар. Меллĕ вырăнта эпир, — Ванюшка çакна пĕр пăлханмасăр, лăпкăн каларĕ.
Ял çийĕнче вут-хĕм сапакан самолетсем мар, ахаль кайăксем çеç вĕçсе çӳренине сăнаса тăнă пек тыткаларĕ вăл хăйне хăй. Сăнĕ çеç кăшт улшăнчĕ унăн. Тусĕ хăраманни тата вăл çав тери ĕненмелле калани Илькăна та самаях лăплантарчĕ. Вăл та халь «фокке-вульфсем» каллĕ-маллĕ чăмкаласа çӳрени çине хăраса мар, интересленсе çеç пăхса тăчĕ.
— Вут хыптаракан бомбăсем ан пăрахчăр, шуйттансем, — терĕ Ванюшка, пĕр самолечĕ вăрман тĕлне çитсе каялла çаврăннине кура. — Çунтарса яраççĕ вара яла...
— Шанма çук...
Самолетсем тек бомба пăрахмарĕç, пулеметран та пемерĕç. Хăйсене валли пĕр-пĕр шăл çемми чĕрчун тупса, сасартăк тапăнма хатĕрленнĕ караппăлсем евĕр çеç явăнса çӳрерĕç. Анчах та вĕсен куçĕ тĕлне çын-мĕн курăнмарĕ ĕнтĕ. Ял çыннисем йăпăр-япăрах нӳхрепсене, подвалсене, ятарласа тунă блиндажсене пытанса пĕтрĕç.
Тĕрĕссипе, фашистсене çав кирлĕ пулнă та...
Сывлăшри хура хĕреслĕ хурçă çăхансене сăнанă хушăрах Ванюшка хирелле пăхса илчĕ те сасартăк хытнă пек пулса тăчĕ.
— Куратăн-и?! — терĕ вăл, Илькăна хулĕнчен çавăрса тытса.
— Пĕтрĕмĕр... — пăшăлтатса илчĕ Илька.
Ялалла унтан та кунтан юланутсем сиктерсе пынă. Вĕсем хыççăн сарă тĕтĕм пек тусан мăкăрланса хăпарнă. Паллах, вĕсем нимĕç салтакĕсем пулнă. Кам пултăр ĕнтĕ урăх?
— Çап! Часрах çап, сигнал пар! — кăшкăрса ячĕ Илька.
Ванюшка чан каштинчен çакнă пысăк снаряд стаканĕсене тимĕр туяпа çапма тытăнчĕ. Пĕтĕм вăйпа, васкаса, капланса килекен хăрушлăх çинчен пурте илтчĕр тесе çапрĕ.
— Чан-чан-чан!.. Чан-чан-чан...
Анчах ял çыннисем ку сигнала илтеймерĕç те пулĕ. Шăп çак вăхăтра, Ванюшка снаряд стаканĕсене шаккама тытăннă самантра, пĕр «фокке-вульфĕ» ял варрине бомба пăрахрĕ, вăл вара пĕтĕм тавралăха кисрентерсе илчĕ. Унтан çав çăханах пулеметран темиçе черет сапрĕ. Кăна вĕсем юри, ял çыннисем шăтăксенчен тухмасăр ларччăр тесе, тунă.
— Униче патне çитрĕç! — кăшкăрчĕ Илька. — Ялалла кĕреççĕ!
Ванюшка тимĕр туйине пăрахрĕ те, вĕсем Илькăпа иккĕшĕ те, чиркӳ тăрринчен ансăр та авкаланчăк пусма тăрăх чупса анса, килĕсене ыткăнчĕç...
III
— Анне! Анне! Ăçта эсир? Тарас пулать! — кăшкăрса ячĕ Ванюшка киле хашкаса чупса çитсенех.
Анчах кил хушшинче никам та курăнмарĕ. Вăл пӳрте чупса кĕчĕ, чăланалла пăхрĕ, унтан, каллех тула сиксе тухса, пахчаналла чупрĕ. Кунта вара вăл пĕтĕм килйышне курчĕ.
— Тухăр хăвăртрах! Нимĕçсем килсе çитрĕç! Тарас пулать! — ăнран кайнă пек кăшкăрса ячĕ Ванюшка.
— Хăрушă-çке... — чарăлса кайнă куçĕсемпе пăхрĕ ун çине амăшĕ.
— Вĕсен аллине лексен тата хăрушăрах пулать!..
Ванюшка йăмăкĕсемпе шăллĕне шăтăкран тухма пулăшма тытăннăччĕ кăна — пахчан тепĕр вĕçĕнче темле ăнланмалла мар сăмахсем кăшкăрни илтĕнчĕ. Çаврăнса пăхрĕ те Ванюшка — хăйсем патнелле икĕ нимĕç салтакĕ автомачĕсене малалла кăнтса чупнине курах кайрĕ.
— Лекрĕмĕр... — терĕ вăл хăй ăшĕнче. — Тин çăлăнасси пулас çук ĕнтĕ...
Чăн та çав, халь тин ни вăрмана тухса тарма, ни пытанма май килмен. Яла йĕри-таврах çавăрса илнĕ фашист салтакĕсем ялтан никама та кăларман. Кашни пахчана, арпалăхсене, нӳхрепсене, паранкă йăранĕсем хушшине, подвалсемпе тĕпсакайсене ухтарса, пĕтĕм халăха урама хăваласа кăларнă та чиркӳ умĕнчи тӳрем вырăна пухнă. Икçĕр çынна яхăн пулнă унта. Вĕсем хушшинче туясем çине тайăнса аран утакан стариксем те, Ванюшка пек вăтам çулхи шкул ачисем те, икшер-виçшер пĕчĕк ача çавăтнă хĕрарăмсемпе карчăксем те пулнă. Вăйпитти арçынсем çеç пулман — вĕсем пурте вăрманта партизанра çӳренĕ.
Выльăхсене хăваланă пек кăшкăрса, çурăмĕсенчен чыша-чыша, пăшалсемпе юнаса пĕр çĕре пухнă çынсем пĕр-пĕрин çумне йăпшăнчĕç. Автомачĕсене хатĕр тытса тăракан хура тимĕр калпаклă, хăрушла юмахсенчи шуйттан тĕслĕ фашист салтакĕсем çине вĕсем шикленсе, çав вăхăтрах пĕтĕм чун-чĕререн тарăхса пăхса тăчĕç.
— Мĕн пулать-ши ĕнтĕ? Мĕн тăваççĕ-ши пире кусем?..
Кашни çын пуçĕнчех çак шухăш пулчĕ.
Ванюшка та çаплах шухăшларĕ. Йăмăкĕсем — Маринăпа Сима — ăна икĕ хулĕнчен тытса лартса, сивĕ чир тытнă чухнехи пек чĕтресе тăчĕç. Пĕчĕк Сашăна алла тытнă амăшĕ çине-çинех хурлăхлăн сывласа илчĕ. Анчах Ванюшка, чĕри çав тери пăлхануллăн тапрĕ пулин те, хăйне хăй çирĕп тытма тăрăшрĕ.
Халăх чĕнмерĕ. Хутран-ситрен пĕр-пĕр ача макăрса ярсан та, унăн çăварне часрах хупласа лартма тăрăшрĕç. Автомат тытнă нимĕçсем те шарламарĕç, хура калпакĕсем айĕнчен çынсем çине тискеррĕн, халь тесен халь персе пăрахас пек пăхса тăчĕç вĕсем.
— Неушлĕ персе вĕлерĕç-ши вара? — шухăшларĕ Ванюшка, унăн чĕри пăчăртанса, çĕçĕпе каснă пек ыратса илчĕ. — Çук, пулма пултараймастъ... Мĕншĕн перес пире? Мĕн айăпшăн?..
Анчах ăçтан шанан-ха вĕсене, çынçиенсене?
Шăп çав вăхăтра тури урамран тусанпа витĕннĕ вăрăм кăвак автомобиль çаврăнса тухрĕ те халăх умне çитсе чарăнчĕ. Машина кĕтмен çĕртен килсе тухни Ванюшка шухăшĕсене татрĕ. Вăл, ыттисем пекех, çав автомобильре лараканнисем çине пăхрĕ. Машина çинче, шоферсăр пуçне, икĕ нимĕç ларнă. Пĕри лутрарах, сысна пек мăнтăр, хĕрлĕ сăнлă, тепри — вăрăм, хыткан, çутă ăхăннăскер пулнă.
— Аслисем пулас... — терĕ Ванюшка.
Вăл йăнăшман. Кусем чăнах та нимĕçсен аслă офицерĕсем пулнă-мĕн. Хыткан вăрăм нимĕçĕ яла пырса кĕнĕ пулнă. Вăл автомобиль çинчен ансанах, ун патне илсе пычĕç. Шофера хăйсен чĕлхипе темскер каланă хыççăн вăл вăшт кăна утланса ларчĕ. Ăйăрĕ авăнкаласа илчĕ, малти урипе çĕре кукалесе сирпĕтме тытăнчĕ. Офицер ним чĕнмесĕр, пĕр сывламасăр тенĕ пек тăракан халăх çине куçĕсене хĕссе, йĕрĕнчĕклĕн пăхса çаврăнчĕ. Халăх ăна хирĕç пăхрĕ... Май килнĕ пулсан, халăх ăна çавăнтах çапса антарса, çурса тăкнă пулĕччĕ... Мĕн тума килнĕ вăл пирĕн пата? Кам чĕннĕ ăна? Мĕнле тивĕçпе-ха вăл, ирсĕр тăшман, пирĕн çине выльăхсем çине пăхнă пек пăхать?..
Ванюшка сасартăк ун кăкрин сулахай енче ылтăн вăчăра çакăнса тăнине асăрхарĕ. Нимĕç хĕвел еннелле çаврăнсан, вăчăра çав тери çуттăн ялтăртатса илчĕ. Вăчăрапа юнашар тата «тимĕр хĕрес» — нимĕçсен орденĕ çакăнса тăнă унăн.
— О-о, ку чăн-чăн шакалах иккен... — шухăшларĕ те Ванюшка шăлĕсене çыртса лартрĕ. «Тимĕр хĕресе» Гитлер хăйĕн чи чарусăр хурахĕсене çеç пани çинчен вăл пĕрре кăна мар илтнĕ. — Ахальтен килмен ку... Ку пире тем тесен те шар кăтартать...
Чĕри сисрĕ пулас çав унăн... Вăхăт нумай та иртмерĕ, вăчăраллă офицер салтаксене темĕнле команда пачĕ. Салтаксем, икĕ еннелле сирĕлсе, урам тăрăх карта юписем пек тăрса тухрĕç. Унтан офицер, халăха хаяррăн кăшкăрса, аллисемпе сулкаласа калама тытăнчĕ:
— Слюшай, ви, скотт! Зейчас все ходить поле! Туда... лес! Пошель, бистро!
Çынсем тăруках вырăнтан хускалмарĕç. Хăйсене мĕн пирки хирелле кайма хушнине ăнланаймасăр, тĕлĕнсе пĕр-пĕрин çинелле пăха-пăха илчĕç. Анчах та çав вăхăтрах хыçра юлнă фашист салтакĕсем вĕсене пăшалсемпе, урисемпе тĕртме тытăнчĕç. Халăх тин вара вырăнтан тапранса, тăвалла, униче карти еннелле, тĕркĕлтетсе кайрĕ.
— Ăçта илсе каяççĕ-ши?
— Мĕн тума?
— Германие ăсатма шухăшламаççĕ-ши кусем пире? — тăшмансем илтесрен хăраса, хуллен пăшăлтатса пычĕç çынсем.
Ванюшка пуçне те çав шухăшсемех çĕмĕрчĕç, вăл та халь çавăн çинченех шухăшласа, çав тери пăшăрханса, пăлханса пычĕ. Анчах чĕрине лăплантарма вăл нимĕнле татăклă ответ та тупаймарĕ.
— Ваня, ăçта каятпăр эпир? — ыйтрĕ унран кĕçĕн йăмăкĕ Сима.
— Вăрмана пулас, — терĕ Ванюшка.
— Çырла тататпăр-и унта?
— Пулсан татăпăр... Пĕлместĕп-ха...
— Нимĕçсем те пыраççĕ-и? — çаплах ыйтрĕ йăмăкĕ.
— Пыраççĕ çав...
— Пире тивмеççĕ-и вĕсем?
— Тивмеççĕ, тивмеççĕ... Ма тивччĕр? Эпир вĕсене нимĕн те туман вĕт... — лăплантарчĕ йăмăкне Ванюшка.
— Эсĕ мана мăйăр татса пар, — терĕ вĕсен калаçăвне итлесе пынă пĕчĕк Саша. — Мăйăр çиес килет...
Урам вĕçнелле çитнĕ чух Ванюшка патне таçтан Илька Кузин пырса тухрĕ. Паçăр, чиркӳ тăрринче хуралта тăнă чух, унăн этем сăнĕ пурччĕ, анчах та халь вăл вилнĕ çын тĕслех пулса кайнă.
— Эсĕ, мĕн, чĕтретĕн пулас? — пăхса илчĕ ун çине Ванюшка.
— Хăратăп, — терĕ Илька. — Вĕлерме илсе каяççĕ вĕсем пире... Курăн акă.
— Ан хăра, пурне те вĕлерсе пĕтереймĕç, — пӳлчĕ тусне Ванюшка. — Сăлтав çук вĕсен пире вĕлерме.
Çак самантра вăл хăй те Илька пекех иккĕленсе пычĕ, анчах та, чирлĕ юлташне хĕрхенсе, унăн кăмăлне пусарма тăрăшрĕ.
— Сăлтав çук тетĕн? Эпир — вырăс... — терĕ Илька. — Гитлер кашни вырăсах вĕлерме хушнă, тет...
— Ытлашши пăлханатăн эсĕ, Илька...
— Вилес килмест манăн... — Илькăн куçĕсем шывланчĕç. — Питĕ кӳренмелле вилĕм пулать. Усăсăр... Малтан пĕр-ик нимĕçе шаккаса хунă пулсан татахчĕ хăть...
— Чим акă, хăтăлса юлар çеç, малашне мĕн тумаллине пĕлĕпĕр!
...Халăх уй хапхинчен хирелле тухрĕ. Кунта вара хайхи юланутлă офицер, лашине сасартăк тытса чарса, кайри урисем çине тăратрĕ те, аллине çĕклесе, хăйĕн салтакĕсене темскер кăшкăрса каларĕ.
— Стой!
— Хальт! — тесе кăшкăрчĕç ун хыççăн темиçе нимĕç пĕр харăс.
Халăх итлерĕ, чарăнчĕ.
Чăн та ĕнтĕ, итлемесĕр тăма та май çук, — кашни фашист аллинчех автомат пулнă, вĕсенчен кашниех — офицер пĕрре куç хĕснипех — хӳтлĕхсĕр, хĕçпăшалсăр çынсене персе пăрахма хатĕр пулнă.
Офицер лаши ташласа кăна тăчĕ. Ун чĕрнисем айĕнчен тăпра та тусан сирпĕнчĕ. Офицер кăкăре çинчи ылтăн вăчăра хĕвел çутинче куçа йăмăхтармаллах çутăла-çутăла илчĕ...
— Вперьед! На лес! — çухăрса ячĕ офицер, аллипе вăрман çинелле кăтартса. — Бистро, всем!..
Çак таранчченех нимĕн те ăнланман халăх, вырăнтан хускалса, ыраш хăмăлĕ тăрăх вăрман еннелле утрĕ. Ваттисем туясем çине таянса, пĕчĕккисем амăшĕсен аркисенчен тытса, хĕрарăмсем алăри ачисене кăкрисем çумне пăчăртаса утрĕç... Ванюшка хăйĕн йăмăкĕсене çавăтса пычĕ. Унпа юнашарах амăшĕ нăшăкласа утрĕ. Хытнă хăмăл урасене тирчĕ, пĕчĕкреххисем такăна-такăна ӳкреç, анчах та халь ĕнтĕ пурте хытăрах утма тăрăшрĕç, пурин те чĕрисенче пĕчĕк шанчăк çуралчĕ: кам пĕлет, тен, вăрманалла кĕрсе кайсан, нимĕçсем хыçранах пымĕç, кашни самантрах вилсе выртас хăрушлăх та иртсе кайĕ?
Хăвăрт утакан Ванюшка самантлăха каялла çаврăнса пăхрĕ. Нимĕç салтакĕсем чăнахах та униче карти лаптăкне тăрса юлнă иккен. Вĕсем халь, пĕр шеренга пулса, автомачĕсене паçăрхи пекех малалла тытса тăнă.
— Мĕне пĕлтерет ĕнтĕ ку? — каллех пăлхануллăн шухăшларĕ Ванюшка. — Мĕн пулать капла?
Анчах та ответне вăл тупаймарĕ...
IV
Ответ вырăнне хыçалтан сасартăк нумай автоматсенчен пĕр харăс персе яни илтĕнчĕ. Çутăлакан пульăсем хаяр сăпсасем пек шăхăра-шăхăра иртрĕç. Вĕсем пĕр тăруках вăтăр-хĕрĕх çынна çулса тăкрĕç. Çынна тивейменнисем çинçен шăхăрса иртсе кайрĕç, хăмăл ăшне çумăр çунă пек тăкăнса, тусан кăларчĕç...
Тахăш самантра Ванюшка йăпăрт кăна каялла пăхрĕ те нимĕç салтакĕсем пурте чĕркуçленсе ларса автоматсенчен халăх çинелле таттисĕр пенине курчĕ. Юланутлă офицер тем пирки аллипе сулчĕ, — татах команда пачĕ пулас.
Ванюшка ӳкрĕ. Самантранах йăмăкĕ — Марина та хăрăлтатса, урисемпе тăпăлтатса выртнине курчĕ. Чĕререн хĕртнĕ тимĕрпе чикнĕ пекех туйăнса кайрĕ Ванюшкăна. Вăл часрах йăмăкĕ патнелле шуса пычĕ, анчах шăп çав хушăра Маринăна ĕнсинчен тепĕр пуля пырса çапрĕ... Марина лăштах пулчĕ, урăх хускалмарĕ те вара.
Автоматсем вĕçĕмсĕр, чарăна пĕлмесĕр тăкăртатрĕç, пульăсем ывăçласа сапнă пек тăкăнчĕç. Ванюшка, çĕр çумне йăпшăнса, шăлĕсене çыртса, кăвар çинче выртнă пек выртрĕ.
— Пĕтрĕмĕр!.. Неушлĕ çак ĕнтĕ ман пурнăçри юлашки самант?..
Автомат сассисемпе хутăш халĕ ĕнтĕ хирте аманнă ял çыннисем асаплăн кăшкăрни, йынăшни, ачасем çухăрашни илтĕнчĕ; хăшĕсем ахлатса пулăшу ыйтрĕç, теприсем, юлашки хут тапаланса илсе, юнпа чыхăнса выртрĕç... Çĕкленмесĕрех Ванюшка пуçне сулахаялла çавăрса пăхрĕ. Тата хытăрах пăчăртанчĕ вара унăн чĕри: кĕçĕн йăмăкĕ Сима та вилĕ выртать иккен, — çурăмĕ çинчи кĕпи чĕп-чĕр юн, пульăсем çурăмран пырса лекнĕ пулмалла. Вăл пичĕпе хăмăл ăшне тăрăннă та алли-урине аманнă кайăк чĕппи пек саркаласа пăрахнă... Сывламасть...
Ванюшка асăрханасси çинчен те манса кайрĕ. Пульăсем шăхăра-шăхăра иртнине пăхмасăрах, вăл ура çине сиксе тăчĕ те темиçе утăм каялла чупса кайрĕ. Вăл амăшĕпе пĕчĕк шăллĕне курасшăн пулчĕ: чĕрĕ-ши вĕсем?
Çук иккен... Амăшĕпе пĕчĕк шăллĕ те вилсе выртнă. Амăшĕ ӳппĕн ӳкнĕ. Çурăлакан пуля унăн ĕнсинчен кĕрсе çамкинчен тухнă чух стакан пек шăтăк туса хăварнă. Пĕчĕк Саша месерле выртать — пульăсем унăн кăкăрне темиçе çĕртен шăтарса кĕнĕ... Ванюшка вĕсем çине юпа пек хытса пăхса тăчĕ. Куçĕсем сасартăк ăнран тухса кайнă çыннăнни пек чарăлса кайрĕç, темиçе самант хушши чĕри те тапмарĕ пулас.
Талккăшпех вилнĕ çын выртакан хир варринче пĕр-пĕччен çын тăнине фашистсем çавăнтах асăрхарĕç пулас. Ванюшка çинелле вĕсем автоматсенчен темиçен пĕр харăс персе ячĕç. Ванюшка ӳкрĕ, — унăн урипе сулахай аллине çутăлакан пульăсем шăтарса кайрĕç.
«Вилетĕп... — пăтранчăк шухăшсем вĕçсе иртрĕç Ванюшкăн пуçĕнче. Пур çĕртен те вĕри юн юхма пуçларĕ унăн. Куçĕсем темле кăвакрах тĕтрепе хупланма тытăнчĕç. — Пурте вилнĕ... Эпĕ те вилетĕп... Халь пурĕпĕр ĕнтĕ...»
Сасартăк ял енче питĕ вăйлă взрывсем илтĕнчĕç. Умлăн-хыçлăн темиçе хут кĕмсĕртетрĕç вĕсем.
— Ку тата мĕн-ши? — терĕ хăй ăшĕнче Ванюшка, юн кайнипе вăйсăрлансах пыраканскер.
Вăл, юлашки чун хавалне пухса, пуçне çĕклесе ял еннелле пăхрĕ те пĕтĕм яла вут-çулăм хыпса илнине курчĕ.
«Пĕтĕмпех пĕтересшĕн ĕнтĕ... Нимĕн те хăварасшăн мар...» —шухăшларĕ те Ванюшка, вăйсăрланса çитсе, ăнран кая пуçларĕ.
Нумай выртрĕ вăл.
Хире хăваласа тухнă пĕтĕм ял халăхне персе пăрахнă фашистсем, кăшт тăхтасан, хăйсен тискер те хăрушă ĕçне мĕн тери тĕплĕ тунине тĕрĕслеме тытăннă. Икшерĕн-виçшерĕн уйрăлса, хирте юн юхтарса выртакан çынсем хушшинче çӳренĕ вĕсем. Вилсех çитеймен çынна асăрхасан, вăл йынăшнине илтсен е сывланине сиссен, ăна çавăнтах тепĕр хут пенĕ. Ванюшка тĕлĕпе икĕ хутчен те иртсе кайнă вĕсем, анчах вăл чĕп-чĕр юн пулса, ним хускалмасăр выртнине кура ăна вилнĕ тенĕ пулас. Тек тивмен.
Чăнах та, Ванюшка вилнĕ пекех пулнă çав. Юн нумай кайнипе унăн сăнĕ шурса, кăвакарсах кайнă, чĕри те аран çеç тапнă, кĕлеткинче пĕр вăй та юлман. Ял çунма тытăнни çине пăхса илнĕ хыççăн вăл часах ăнран кайнă та çĕрлечченех выртнă. Анчах тăна кĕрсен те нумай вăхăт хушши хускалмасăр выртнă. Фашистсем халĕ те çав таврарах тăнă пек, пуçа çĕклесенех хăйне тепĕр хут персе вĕлерессĕн туйăннă ăна. Вилес килмен унăн... Ниепле те вилес килмен!
— Тен, хăтăлăп-и... Тен, çăлăнса тухăп-и... — Хăй халь тем пек вăйсăр пулин те, суранĕсем çав тери ыратнă пулин те, унăн чĕринче тăшмана тавăрас кăмăл, нихăçан сӳнмелле мар тарăху тулса, вĕресе хăпарнă.
— Кăтартăп-ха... сываласчĕ кăна...
...Майĕпе тул çутăлма пуçларĕ. Ванюшка хуллен кăна пуçне çĕклесе унталла-кунталла пăхрĕ, унтан вара чавсаланса ерипен çĕкленчĕ. Таврара шăпах. Çырмаран хăпаракан нӳрлĕхпе пĕрле ял енчен тĕтĕм, ĕнĕк шăрши туртăнать... Ванюшка, тинкеререх пăхсан, тĕтĕм витĕр ялта темиçе çĕрте те кăвайт хунă пек çулăм йăлкăша-йăлкăша илнине асăрхарĕ.
— Яла та çунтарса ячĕç. Эх, хăйсене вутта пăрахса çунтарасчĕ! — терĕ вăл хăйне хăй, унăн шăлĕсем шатăртатса илчĕç.
Ванюшка майĕпен çĕкленсе чĕркуççи çине тăчĕ. Хирте пĕр чĕрĕ çын та çук. Нимĕçсем те кайнă пулас. Паллах ĕнтĕ, хăйсен тискер ĕçне тунă хыççăн мĕн туса тăччăр вĕсем кунта?
Темиçе хут сăсăпах йынăшса ярса, вăл аран-аран ура çине тăркаларĕ. Тарăннăн сывласа илсе, тавралла пăхса çаврăнчĕ.
Анлă хирте вилесем выртаççĕ... Хăшĕ ӳппĕн, хăшĕ месерле, тĕрлĕ майлă авăнса, алли-урисене саркаласа... Ĕнер кăна вĕсем пурте сывă пулнă, кашнин чĕринчех çутă ĕмĕт — çитес çывăх вăхăтрах чуралăхран хăтăлса ирĕке тухас шухăш пулнă, çав шухăш кашнин кăмăлнех çĕкленĕ, анчах халь... вĕсем пурте вилĕ, тискер тăшман вĕсен чĕрисене тапма чарнă. Мĕншĕн? Мĕн айăпшăн? Ванюшка, аманнă урине аран шутарса, малтан амăшĕ патне пычĕ. Ун умне пĕшкĕнсе, аллине тытрĕ. Вăл сип-сивех... Унтан йăмăкĕсене, пĕчĕк шăллĕне тĕрĕслесе пăхрĕ. Хăшĕ те пулин чĕрĕ мар-ши, çăлма май пулмĕ-ши тесе шухăшларĕ, анчах вĕсенчен пĕри те сывламан.
— Пĕчченех эппин эпĕ... Никам та çук халь манăн... — йывăррăн сывласа илчĕ Ванюшка. Куçĕсенчен шултра вĕри куççулĕ шăпăртатса анчĕ.
— Мĕн тăвас пулать халь?.. Ăçта каяс?..
Вăл çак вилĕм хирĕ варринче чылайччен юпа пек хытса тăчĕ. Салху та йывăр шухăшсем çĕмĕрчĕç унăн пуçне. Унтан йĕпе куçĕсене шăлса типĕтрĕ те, тата тепĕр хут тарăннăн сывласа илсе, ирхи тĕтре витĕр вăрман еннелле утрĕ. Анчах темиçе утăм тусанах, вăл хăйĕн тусĕ — Илька Кузин выртнине курчĕ. Ыттисем пекех, Илька та вилнĕ. Темшĕн вăл месерле выртнă. Кам пĕлет, тен, чĕри яланлăхах тапма чарăнас умĕн вăл юлашки хут çак çут тĕнчен илемĕ çине пăхса юлас-шăн пулнă-и?..
Ванюшка, ун умне кукленсе ларса, питĕнчен пăхрĕ. Юлташĕн пичĕ çинче çав тери пысăк асап палăрнă. Вилнĕ чух ĕнтĕ çав тери хĕн курнă пулас — ӳт-пĕвĕпе те, чунĕпе те, — вăл пурнăçа калама çук хытă юратнă вĕт!..
— Сыв пул, тусăм... — пăшăлтатса илчĕ Ванюшка. — Пуçăм сывă пулсан, саншăн тавăрăп-ха эпĕ... Хаяррăн тавăрăп!
Куна вăл пĕртте ача пек мар, чăн-чăн мăн çын пекех каларĕ. Ку сăмахсем унăн юнпа тулнă чĕринчен пăчăртанса тухрĕç.
Унтан вăл каллех вăрманалла утрĕ. Халран кайнипе аран-аран, кăшт çеç çил вĕрес пулсанах кайса ӳкес пек сулăнкаласа утса пычĕ. Вăл юлашки вăйне пухрĕ.
— Каясах пулать кунтан... ах, хăтăласчĕ...
Анчах темĕнле тĕрекленме тăрăшсан та, вăрман ăшнелле пĕр икçĕр метр пек кĕрсен, унăн пуçĕ тӳсме çук çаврăнма тапратрĕ, пĕтĕм ăшчикĕ пăтранса килчĕ те — вăл çӳллĕ те çемçе курăк çине ласт! ӳксе каллех ăнран кайрĕ.
Ванюшкăна кайран партизансем тупнă. Вĕсен ялĕнче çав харушă та тискер ĕç пулса иртни çинчен Чапаев ячĕпе хисепленекен партизансен отрядне хыпар тепĕр куннех çитнĕ. Отряд командирĕ вара, чи маттур партизансене пухса, çав хыпара тĕрĕслес шутпа Ванюшкăсен ялне кайнă. Отрядри партизансем питĕ пăлханнă. Ăçтан-ха лăпкă пулан? Вĕсенчен нумайăшĕн вăл ялта ачи-пăчисем, ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем пулнă-çке...
— Нивушлĕ çав териех? Нивушлĕ пурне те вĕлерсе пĕтернĕ? — çула май пăшăрханса, кулянса пынă вĕсем.
Вырăна çитсе тăшмансем мĕн-мĕн тунине хăйсен куçĕпе курсан, партизансем тăван-пĕлĕшĕсен виллисем умĕнче Гитлер хурахĕсене малашне тата хытăрах тавăрма тупа тунă, юнлă фашист йыттисене ăçта тĕл пулнă — çавăнта пĕтерсе пыма сăмах панă.
Вĕсене сасартăк гитлеровецсем пырса тапăннă. Вĕсем партизансене юриех кĕтсе сыхласа тăнă пулмалла çав. Хурахсем йышлăн пулнă, партизансем — сахаллăн, çавăнпа та партизансен тăванĕсене этемле пытараймасăрах вăрманалла чакса кĕме тӳр килнĕ. Çак вăхăтра ĕнтĕ партизансенчен пĕри ватă юман айĕнче юнланса пĕтнĕ арçын ача йынăшса выртнине асăрханă. Ăна вара часрах иккĕн-виççĕн çĕклесе хăйсен лагерьне илсе кайнă.
Ку ача Ванюшка Долбин пулнă.
...Пĕр талăк ытла тăна кĕреймерĕ вăл. Отрядри фельдшер ăна çав тери тăрăшса пăхрĕ, çĕрĕпех ун вырăнĕ патĕнче ларчĕ. Тепĕр кунне каçалапа тин Ванюшка куçĕсене уçрĕ. Малтанах вăл хăй ăçта иккенне те тавçăрса илеймерĕ. Вăл темĕнле çĕрпӳртре, çемçе утă сарнă сарлака сак çинче, выртать иккен. Хăй ăçта выртнине пĕлес шутпа тавралла пăхкаласа илнĕ хушăра вăл алăк хыçĕнче такамсем хуллентерех калаçнине илтрĕ.
— Вĕсем ĕнер тата икĕ яла çунтарса янă, тет, — терĕ пĕри.
— Мĕнле ялсене-ши?
— Пĕри — Погодино, тепри — Зайцево, тет... Çыннисене пере-пере пăрахнă, тет. Çӳç-пуç вирелле тăмалла... Нумайăшне вутта пăрахса çунтарнă, теççĕ...
— Кам каларĕ?
— Разведчиксем. Халь çеç заданирен таврăнчĕç.
— Эх!.. Хăçан шăпи тулĕ...
— Пирĕн хулара халь ятарласа янă карательнăй батальон тăрать, тет. Çавсем ашкăнаççĕ. Командирĕ питĕ юншăн антăхаканскер, тет. Генрих Шварц ятлăскер, обер-лейтенант.
— Шварц... Хура тени пулать вăл... Хура юн!
— Темиçе тимĕр хĕреслĕ, теççĕ.
— Ну, паллах ĕнтĕ, Гитлерăн шанчăклă йытти. Май килсенех хурăн ::хĕрес:Нимĕçсем хăйсен масарĕсем çине яланах хурăнран тунă хĕрес-сем лартатчĕç. —Л. А.:: лартса парăпăр-ха эпир ăна. Лекетех вăл пирĕн алла!
Ванюшка ăнланса илчĕ: кусем вăл пĕлекен нимĕç офицерĕ çинчен калаçаççĕ! Куçĕ умне тӳрех хăй курни тухса тăчĕ: вăрăм та хыткан, çутă кокардăллă карттус тăхăннă нимĕç офицерĕ, куçĕсем пăтранчăк шыв тĕслĕ, кăкри çинче, «тимĕр хĕреепе» юнашар, ылтăн вăчăра йăлтăртатать... Акă вăл, уя тухсанах, лашине чĕвен тăратрĕ те салтакĕсене темĕнле команда пачĕ... Унтан автоматсем шатăртатрĕç... Юн, вилĕм, темĕн чухлĕ вилĕм!
Çак асаилӳсем капланса хăпарма пуçласанах, Ванюшкăн ăшчикки тепĕр хут пăтранса кайрĕ. Вăл, вăрăммăн йынăшса илсе, куçĕсене хупрĕ. Каллех аташма тытăнчĕ. Куç умне тепĕр хут Генрих Шварц тухса тăчĕ, анчах халь ĕнтĕ унăн кăкри çинче тимĕр хĕрес мар, хурăн тураттинчен тунă хĕрес. Унпа юнашар, ылтăн вăчăра вырăнне, ункăланă тачка пăяв...
— Мĕнле, самайланать-и кăшт? — тĕлĕкри пек илтĕнчĕ тахăшĕн сасси.
— Йывăр аманнă. Виçĕ çĕртен, — терĕ тепри, — анчах сывалатех пулĕ тетĕп-ха... Шанатăп, ачи тĕреклĕ, аптрасах çук...
Ванюшка каллех куçĕсене уçрĕ.
Ун умĕнче хăйсен ялĕнчи фельдшер Федор Иванович тăрать. Вăл шĕвĕр пит-куçлă, сайра сар уссиллĕ, мăтăкрах сухаллă пĕчĕк çын. Унпа юнашар тăраканни — сарлака хулпуççиллĕ, тĕреклĕ, аллă çулсене çитнĕ çын. Ванюшка ăна та палларĕ: вăл кӳршё ял çынни, Смелов Иван ятлă тимĕрçĕ, пулнă.
Федор Иванович Ванюшка умне пĕшкĕнчĕ.
— Ну, герой, чун кĕчĕ-и? Ай-ай, хăратсах пăрахрăн эсĕ мана... Юрамасть апла, тăванăм, юрамасть...
— Шыв парăр, — терĕ Ванюшка, вĕрипе типсе ларнă тутине çуласа илсе.
— Аха, шыв-и? Питĕ аван! —хыпăнса ӳкрĕ Федор Иванович. Вăл стена çумĕнчи туратран çакса янă флягăна вĕçертсе илчĕ. — Сан валли хатĕрленĕскер ку, тутлă чей...
Çур фляга таранах ланкăртаттарса ĕçсе ячĕ Ванюшка. Унтан, хаштах сывласа илсе, Федор Иванович çине кăмăллăн пăхрĕ.
— Спаççипă...
— Спаççипине кайран, сывалсан, калăпăр, — аллипе сулчĕ фельдшер. — Хăвна спаççипă сывă юлнăшăн. Шуткă-им çавнашкал тамăкрак чĕррĕн тухасси? Телейлĕ пулнă эсĕ...
Ванюшка пĕр хушă нимĕн те чĕнмерĕ, унтан хуллен кăна ыйтрĕ:
— Ăçта лекнĕ вара эпĕ?
— Питĕ шанчăклă вырăна, тăванăм. Пăшăрханмалли çук.
— Çапах та...
Федор Иванович сасартăк ун çине куçлăхне хывса пăхрĕ.
— Мана паллатăн-и? —ыйтрĕ вăл, уссисене шăлкаласа. Унăн сăнĕнче çемçе кулă палăрчĕ. — Ну, пăх-ха лайăхрах, кам эпĕ?
— Паллатăп...
— Мĕн кирлĕ тата сана урăх? Ют çынсем патĕнче мар эппин. Хамăр ялта тес пулать. Тăванусем те пур санăн кунта.
— Кам? — тăрук çĕкленме пикенчĕ Ванюшка, анчах, суранĕсем ыратнипе йынăшса ярса, часрах каялла выртрĕ.
— Ой-ой-ой, тăванăм, халех кун пек физкультура тума юрамасть сана! —пӳрнипе юнаса илчĕ фельдшер. — Юн кайма пултарать.
Ванюшка ыратни иртсе кайиччен ним чĕнмесĕр маччаналла пăхса выртрĕ, унтан каллех ыйтрĕ:
— Мĕнле тăван çинчен калатăр эсир? Кам пур кунта манăн?
— Кукку.
— Мĕнле кукка?
— Мĕнле кукка пултăр? Аннӳн шăллĕ...
— Манăн виçĕ кукка. Иван кукка, Павăл кукка, Çемен кукка...
— Пĕлетĕп, пит лайăх пĕлетĕп, тăванăм. Анчах кунта Çеменĕ çеç...
— Апла, партизансем патĕнче эп?
— Тĕп-тĕрĕс. Чапаев ячĕпе хисепленекен партизансен отрячĕн лагерĕнче. Санăн кукку — Семен Петрович Коробов — пирĕн отряд штабĕн началышкĕ. Калас цулать — паттăр çын!.. Килмелле-ха вăл кунта...
Çакна илтсен, Ванюшкăн чĕри çав тери çăмăллăн тапма тытăнчĕ, куçĕсем хавассăн çутăлса илчĕç.
«Питĕ аван-ха ку... — шухăшласа выртрĕ вăл... — Питĕ аван... Мĕн пулса иртни çинчен куккана пĕтĕмпех каласа паратăп, хама отрядрах хăварма ыйтатăп. Нимĕн те мар, çав ылтăн вăчăраллине çаклатасчĕ...»
Федор Иванович тем ĕçпе çĕрпӳртрен тула тухрĕ. Ванюшка умне ку таранччен калаçăва хутшăнман мăн сухаллă тимĕрçĕ пырса тăчĕ.
— Ыратать-и, ачам? — ыйтрĕ вăл йăвашшăн.
— Хускалман чух ыратсах каймасть, — терĕ Ванюшка.
— Калаçмалăх вăй пур-и сан?
— Пур...
— Эпĕ санран кăштах ыйтса пĕлесшĕнччĕ...
— Мĕн çинчен?
— Сирĕн ялта ман хĕрĕм пурăнатчĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕм. Икĕ ачаччĕ унăн... Пĕтнĕ ĕнтĕ вĕсем пурте. Мĕнле асапланса вилчĕç-ши, мĕскĕнсем, çавна пĕлес килет... Ĕмĕрлĕх астуса юлам, вара мĕн чĕре тапма пăрахиччен тавăрам тетĕп-çке...
Малтан вăл Ванюшка çине хуйхăпа тулнă пысăк та кăвак куçĕсемпе пăхса тăчĕ. Анчах кăшт тăрсан унăн сăнĕ улшăнчĕ, куçĕсем курайманлăх вучĕпе йăлкăшса илчĕç. Унăн чунĕ çав тери вĕчĕхсе, кутсе çитни, вăл хăйĕн мăнукĕсемшĕн тавăрма хуть те епле вут ăшне те кĕме хатĕрри сăнран пăхсанах курăнчĕ.
— Эпир Илька Кузинпа чиркӳ тăрринче хуралта тăраттăмăр, — тесе пуçларĕ Ванюшка хăйĕн калавне. — Сасартăк пирĕн ял çине икĕ «рама» вĕçсе пычĕç те бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Кĕçех яла юланутсем пырса кĕчĕç. Вара...
Тулта лаша ури сассисем илтĕнчĕç. Ванюшка самантлăха калама чарăнчĕ. Унччен те пулмарĕ — çĕрпӳрте Ванюшкăн куккăшĕ, Семен Коробов, чупса кĕчĕ. Ванюшка ăна тăруках палласа та илеймерĕ: ун çийĕнче нимĕç тумĕ, кăкăрĕ умĕнче нимĕçсен хура автомачĕ çакăнса тăнă. Сухалĕ те, чылайран вара хырмасăр пурăннăран, хура шăрт пек ӳссе ларнă. Ванюшка чăрлаттарсах пăхса выртнине курсан, вăл çăмăллăн сывласа ячĕ.
— А-а, тинех çут тĕнче çине пăхакан пултăн-и?! — терĕ вăл. — Ну, мĕнле?
— Ачи аптрамастъ-ха вăл. Маттур, — Ванюшка вырăнне ответ пачĕ тимĕрçĕ.
— Ну, пит аван апла пулсан. Сывалсанах, фашистсене тӳпелеме илсе кайăп сана. Пыратăн пулĕ? Мĕншĕн чĕнместĕн? Хăратăн-и-мĕн? Çук, ан хăра, шӳт туса çеç эпĕ. Пĕчĕккĕ вĕт-ха эс.
— Пĕчĕккĕ мар эпĕ, çапăçма вăй çитет манăн, — терĕ Ванюшка.
— Сывал эппин хăвăртрах...
Коробов тимĕрçĕ еннелле çаврăнчĕ.
— Халь çеç соединени штабĕнчен килтĕм-ха эпĕ, Иван Васильч. Пысăк операци хатĕрлетпĕр. Çав карательнăй батальона пĕтерсе хурасшăн.
— Нимĕнрен ытла вĕсен командирне тытасчĕ, кукка, — терĕ Ванюшка ерипен. — Чăн усалли çавă, ылтăн вăчăраллăскер. Халăха персе пăрахма та çавă хушрĕ.
— Пĕлетпĕр эпир вăл йытта...
Хăй сисмесĕрех Ванюшка çав хăрушă ĕç епле пулса иртни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Куккăшĕпе тимĕрçĕ ăна ним чĕнмесĕр итлесе ларчĕç. Итленĕçемĕн вĕсен сăнĕсем тĕксĕмленсе, хаярланса пычĕç. Хушăран вĕсем йывăррăн сывла-сывла илчĕç...
— Ну, ан хыпăн, Ванюшка, — терĕ куккăшĕ, ура çине тăрса. — Хамăр тăвансен айăпсăр тăкăннă юнĕшĕн эпир вĕсен хура юнĕпе тавăрăпăр... Часрах сывалма тăрăш. Халь каям-хă эпĕ, каçалапа кĕрĕп. Пăртак шоколад пурччĕ-ха манăн, çавна илсе килĕп. Чирлĕ çыннавăй кӳртет вăл...
— Юрĕ, — терĕ Ванюшка.
Куккăшĕ, кайма хатĕрленсе, пиçиххине тӳрлетрĕ, пилоткине майлăрах пусса лартрĕ, унтан чĕлĕм чĕркеме тытăнчĕ.
— Федор Иванович, штаб начальникне курман-и эсĕ? — илтĕнчĕ тултан тахăшин сасси.
— А-а, кунтах-çке вăл, ман пата кĕчĕ, — терĕ ăна фельдшер.
Çĕрпӳрте отряд командирĕн ординарецĕ — цыган евĕрлĕрех тĕксĕм сăнлă, хура кăтра çӳçлĕ çамрăк йĕкĕт чупса кĕчĕ. Чеç парса илсенех, вăл питĕ васкавлăн, хашка-хашка пĕлтерчĕ:
— Штаб начальникĕ юлташ, отряд командирĕ сире халех хăй патне пыма хушрĕ... Питĕ васкавлă ĕç тет.
— Мĕн пулнă тата ун пекех?
— Пĕлме пултараймастăп. Ун патĕнче разведчиксем лараççĕ, темскер пĕлсе килнĕ пулас...
Ванюшка куккăшĕ тек нимĕн те каламарĕ, çĕрпӳртрен чупнă пекех тухса кайрĕ. Ун хыççăн отряд командирĕн ординарецĕпе тимĕрçĕ те тухрĕç.
Кĕçех Федор Иванович çутă кастрюльпе пăсланакан яшка илсе кĕчĕ.
— Апатланăпăр, тăванăм, — терĕ вăл, Ванюшкăпа юнашар ларса. — Сывалас тесен çиес пулать. Пурнăç саккунĕ çапла...
Пуçне çĕклеймен Ванюшкăна вăл апатне кашăкпа çитерме тытăнчĕ.
— Сып, сып, анмасан та çи. Унсăр май килмест...Çак вăхăтра сасартăк çĕрпӳрт тĕлĕпе çынсем чупса иртни илтĕнчĕ. Унччен те пулмарĕ — çĕрпӳрте паçăрхи тимĕрçĕ кĕрсе тăчĕ. Вăл фельдшера кăчăк туртса алăк патнерех чĕнсе илчĕ те хуллен кăна:
— Тревога, Федор Иванович, — терĕ.
— Мĕн пулнă вара? — ыйтрĕ фельдшер.
— Пирĕн çынсем инçетри разведкăран таврăннă...Нимĕçсем пире хупăрласа илесшĕн иккен. Темиçе дивизи хатĕрленĕ пире хирĕç яма. Танксемпех...
— Мĕн тумалла вара?
— Хатĕр пулма хушрĕç. Вăйлă çапăçусем пулма пултараççĕ. Тен, урăх çĕре куçмă тӳр килĕ теççĕ. Кунта нимĕн те хăвармалла мар...
Çакна илтсен, Ванюшка пăлханса кайрĕ.
— «Вăйлă çапăçусем пулма пултараççĕ...» Эх, мĕншĕн сывă мар-ши эп халь! Эпĕ те çапăçнă пулăттăм! Анчах каплипе эпĕ — чăрмав çеç...
VI
Çак тăрăхри партизансене яланлăхах тĕп туса хума татăклă шут тытнă нимĕçсен командованийĕ кунта чăнах та нумай çар илсе пынă-мĕн: пехота та, артиллери те, танксем те — темĕн те пĕр. Гитлеровецсен планĕ çакăн пек пулнă: партизансемпе çыхăннă ялсене карательнăй отрядсем çунтарса, ишĕлтерсе, çĕрпе танлаштараççĕ, партизансене хăйсене вара ятарласа янă çар чаçĕсем, вăрмансенче хупăрласа илсе, пĕтерсе тăкаççĕ.
Чăн та ĕнтĕ, карательнăй отрядсен ĕçĕ ăнса пынă. Хӳтлĕхсĕр ялсене хыптарса ярасси, хĕрарăмсемпе ватă-вĕтĕсене пĕр çĕре пухса персе пăрахасси — йывăр ĕçех пулман. Анчах та партизансене вĕсем нимех те тăвай-ман. Кусен йышĕ ӳссех, вăйлансах пынă, тăшмана та вĕсем ытларан та ытларах сиен кӳрсе пынă. Çавна пула нимĕçсем кунта пысăк вăйсем илсе килнĕ. Анчах партизансем вĕсене лайăх кĕтсе илме хатĕрленнĕ...
Чапаев ячĕпе хисепленекен отряд партизансен пысăк соединенине кĕнĕ. Фашистсем тапăнасса сиссен вара çав соединенири пур отрядсенче те боевой тревога тунă. Çынсене, пĕтĕм хĕçпăшала, боеприпассене тĕрĕсленĕ. Кашни отряда, отрядри кашни ротăна, взвода çапăçма участоксем уйăрса панă.
Çапăçу ирхине пуçланнă. Отряд тăнă вырăна гитлеровецсем пур енчен те тупăсемпе минометсенчен çав тери вăйлăн пеме тытăннă. Вăрман татти-сыпписĕр кĕрленĕ, йывăçсем хуçăла-хуçăла, кăклана-кăклана вăркăннă, унта та кунта тĕтĕм мăкăрланнă, сывлăша ĕнĕк шăрши çапнă.
Партизансем малтанах шарламан. Вĕсем фашистсем хăйсен çывăхнерех пырасса кĕтсе выртнă. Область хулинелле каякан автотракт енчен, йывăçсем хушшипе, фашист салтакĕсем килме пуçлани курăнсан вара — кашни тĕмĕ айĕнчен пулемет та винтовка, автомат та карабин шатăртатма пуçланă. Фашистсен цепĕсем пĕр çур сехетренех сайралса юлнă. Унта та кунта тăшманăн аманнă салтакĕсем кăшкăрашни, çухăрашни илтĕннĕ...
Фашистсен малтанхи атаки путланнă. Анчах тепĕр сехетрен вĕсем çĕнĕ атака пуçланă. Ку малтанхинчен те вăйлăрах пулнă, çапах та партизансем пĕр шит те чакман, нимĕçсене каялла тартнă. Кун хыççăн пĕр хушă çапăçу кĕрлевĕ лăпланнă пек пулнă, сайра хутра минăсем çеç йывăçсем хушшипе ӳлесе килсе шартлата-шартлата çурăлнă. Анчах та нумаях пыман ку. Çапăçу сасартăк сылтăм енчи çамрăк вăрманта хĕрсе кайнă,
Кунта йывăçсем вĕтĕрех пулнă. Çавăнпа та фашистсем ку тĕле хăйсен танкĕсене янă. Оборона тытаканни ку вĕтлĕхре Ванюшкăн куккăшĕ пулнă. Пĕр аллă-утмăл партизанпа пĕрле вăл оборона сооруженийĕсене пит васкавлăн çирĕплетнĕ. Часах йывăçсем хыçĕнчен пĕр харăс виçĕ пысăк танк кĕмсĕртетсе тухнă. Вĕсем тупписенчен, пулемечĕсенчен вут-çулăм тăкса, хăйсен çулĕ çинчи йывăçсене ава-ава, хуçа-хуçа малалла ыткăннă. Малтанах вĕсене чарма пултаракан вăй та пулас çук пек туйăннă. Ытла та çĕр çĕмĕрсе пынă вĕсем... Анчах шĕшкĕ тĕми айне пытарса лартнă тупă пĕр икĕ-виçĕ хут персенех, малти танкĕ хыпса илнĕ. Тепĕр танкне хайхи мăн сухаллă тимĕрçĕ Иван Смелов нимĕçсен противотанковăй пăшалĕпе персе тивертсе янă. Виççĕмĕшĕ сасартăк пăрăнса кайма тăнă, анчах та хăтăлайман, — партизансем алтса хатĕрленĕ «кашкăр шăтăкне» пуç-хĕрлĕн кĕрсе ларнă. Ана курсан, тахăшĕ, йывăç хыçĕнчен сиксе тăрса, граната ывăтнă. Вара вăл та тĕтĕмпе çулăм ăшне путнă. Танксем хыççăн чупакан салтаксем тек малалла каяйман. Партизансен пулисем вĕсенчен нумайăшне çулса тăкнă, чĕрĕ юлнисем каялла тарнă.
Темиçе хут та атакăланă фашистсем партизансене. Çапах та усси пулман. Вĕсем сахалтан та пĕр 200 —300 салтак, çичĕ танк çухатнă, çапах та партизансем малтанхи вырăнтах тăнă, нимĕн чухлĕ те чакман. Тĕттĕмленсен вара фашистсем хăйсем каярах чакса тăнă - вăрманта чух вĕсем яланах шикленнĕ, — анчах ирхине, çывăхри аэродромран самолетсем чĕнсе илсе, партизансем çине бомбăсем пăрахма тытăннă. Çав вăхăтрах вĕсене флангсенчен хĕссе лартма, унтан тимĕр ункă ăшне хупма çирĕм танк таран янă...
VII
Çапăçу пуçланнă чух Ванюшка çывăрнă, анчах малтанхи снарядсем ӳке-ӳке çурăлсанах, вăл вăранса кайса куçĕсене уçрĕ.
— Переççĕ мар-и? — пуçне çĕклесе ыйтрĕ вăл çĕрпӳртри тепĕр сак çинче бинтсемпе тăрмашса ларакан Федор Ивановичран.
— Переççĕ, — ним пулман пекех ответлерĕ ăна фельдшер.
— Камсем?
— Паллах, кам çапăçать — çав перет. Вĕсем те, эпир те. Вăрçăн йĕрки çапла. Анчах эсĕ ан хăра, эпир санпа шанчăклă çĕрте, çĕр айĕнче.
— Çук, эпĕ хăрамастăп...
— Вырт та çывăр. Хĕвел те тухман-ха.
— Эсĕ çывăрмастăн-çке?
Ман çывăрма юрамасть. Çапăçу пынă вăхăтра эпĕ кашни самантрах кирлĕ пулма пултаратăп. Куратăн-и — сурансене çыхмалли хатĕрлетĕп...
Инçетре те мар, пĕр çĕр метрта пулĕ, йывăр снаряд ӳксе çурăлчĕ. Çĕрпӳрт стенисем чĕтренсе илчĕç, мачча вырăнне сарнă каштасем хушшипе тăпра тăкăнчĕ.
— Чи пысăк сысни килсе ӳкрĕ, — терĕ Федор Иванович, хăй пуçĕ çине тăкăннă тăпрана шăлса. — Анчах пирĕншĕн пурпĕр. Пирĕн пата чавса кĕме сăмси кĕскерех-ха унăн...
Ку сăмахсене вăл юри, Ванюшкăна шиклентерес мар тесе, каларĕ. Ванюшка ăна ăнланчĕ, анчах та сисмĕш пулчĕ.
Тупăсем пени пĕрре вăйланчĕ, тепре кăштах чарăннă пек пулчĕ, унтан каллех çĕнĕ налет пуçланчĕ. Вăхăт чылай иртрĕ ĕнтĕ, çĕрпӳрт алăкĕнчен хĕвел çути шăвăнса кĕчĕ. Ванюшка ним шарламасăр тупăсем пенĕ çĕрте халĕ мĕн пулса пыни çинчен шухашласа выртрĕ.
— Эх, сывă пулсан... эпĕ те ĕнтĕ çавăнта кайăттăм, фашистсене çунтарнă пулăттăм...
Çавăнтах вăл хăйне хăй партизансем хушшинче аллине автомат тытса, урра кăшкăрса малалла ыткăнса пынă пек курчĕ.
Унăн шухăшне тулта такам хыттăн кăшкăрни татрĕ.
— Эй, тухтăр! Федор Иванч! Аманнисене йышăн! — Лăпкăн, кăшт ыйхăланă çын пекрех ларакан фельдшер аллинчи япалисене хăпăл-хапăл аяккалла пуçтарса хучĕ те çамрăк çын пекех чупса тухса кайрĕ.
— Малтан йывăр аманнине илсе кĕрĕр, — тени илтĕнчĕ тултан.
Çĕрпӳрте хура кăтра çӳçлĕ йĕкĕте, отряд командирĕн ординарецне, йăтса кĕчĕç. Унăн сăнĕ хут пекех шурса кайнă, хăй аран йынăшать. Хăрах алли наçилкка çинчен шуса аннă та вĕрен татки пек кăна çакăнса тăрать.
— Тĕрĕс калатăр... Питĕ йывăр, юн нумай пĕтнĕ... — мăкăртатса илчĕ Федор Иванович, аманнă йĕкĕт çине пăхса. — Çамрăклăх çеç çăлма пултарать ăна... Анчах та шанăпăр, шанăпăр... Чи кирли вăл — шанчăка çухатмании. — Хăй çавăнтах ăна бинтсемпе васкавлăн çыхма тытăнчĕ, унтан укол турĕ. — Ах, герой, герой... Епле кун пекех лектерчĕç-ха сана?
— Контратака вăхăтĕнче, — терĕ аманнă çынна çĕклесе кĕнĕ çамрăк партизан. — Юман хӳттине пытанса ларнă-мĕн эсрел фрицĕ. Пăхатăп — Петькăна тĕлленĕ, мур, кĕç-вĕç перет ĕнтĕ. Эпĕ чупса пырса çапса ӳкериччен персе яма ĕлкĕрчĕ, сатана!
— Чăн, сатана... Хăйне леш тĕнчене ăсатрăн-и хуть? — ыйтрĕ Федор Иванович, аманнин ал тымарне тытса тăрса.
— Ăсанчĕ! Автомат аврипе пĕрре кăна патăм пуçĕнчен — çавăнтах урисене çӳлелле тăратрĕ.
— Çав кирлĕ, çав кирлĕ...
Çамрăк партизан çамки çинчи тарне шăлса илчĕ.
— Федор Иванч, чăннипе кала... Мĕнле? Пурăнас пек-и вăл? Шанчăк пур-и?
— Каларăм вĕт: çамрăклăх çеç çăлма пултарать... Хăйĕн вăйĕнчен килет...
— Ахаль чухне çав тери вăйлăччĕ те-ха вăл...
— Шанăпăр, тăванăм, шанăпăр! Калатăп-иç, пурнăçра нимĕнрен ытла шанчăка çухатма юрамасть.
— Хăвăртрах унта эсир! — илтĕнчĕ тултан тепĕр сасă.
— Халех, халех!
Тепĕр минутран çĕрпӳрте тата икĕ çынна çĕклесе кĕчĕç. Пĕри — чылай ватă, кукша пуçлă çын, тепри — тулли питлĕ, пĕр вунтăхăр-çирĕм çулхи хĕр. Вĕсене иккĕшне те урисенчен амантнă.
— Ай-ай-ай... Епле-ха капла, епле-ха капла пулчĕ ку? — хыпăнса ӳкрĕ Федор Иванович, часрах эмелсем, çыхмаллисем хатĕрлесе. — Ашшĕпе хĕрне те пĕр харăс!..
— Ой-ой! —йынăшса илчĕ ватти.
— Халех, халех, Ефим Павлович... Çыхам-ха лайăхрах, атту юн сăрхăнать санăн... Епле тăрук пулчĕ-ха ку?
— О-ой!..
— Малтан аттене персе ӳкерчĕç, — терĕ хĕр вăйсăрланнă сасăпа, — эпĕ ăна пулăшас тесе чупса пытăм. Суранне çыхас тесеттĕм кăна — юнашарах мина ӳкрĕ.
— Шăммах лекмен курăнать-ха, хăрушах мар... Çапах та ĕçсем мĕнле халь унта?
— Эпир пĕр утăм та чакман.
— Лешсем çаплах тапăнаççĕ-и?
— Калама çук сĕмсĕр.
— Лапчăтсах хурасшăн эппин пире?
— Пырши çинçерех-ха вĕсен!
— Ах, Федор Иванович, пĕр çăвар та пӳлсан шыв парсамччĕ... — ыйтрĕ ватти.
— Ĕç, ĕç, акă чей... Тен, тутлах мар пулĕ — сахăрне хушса парăп. Сахăр усăллă вăл, вăй хушать. Ĕç, тĕппипех ĕç...
Ерипен сылтăм аяк çине çаврăнса выртнă Ванюшка çаксене пурне те курчĕ, пурне те илтрĕ. Сăнаса выртнăçемĕн ăна Федор Иванович ытларах та ытларах кăмăла кайса пычĕ. Епле ырă чĕреллĕ çын иккен вăл! Кашнинех йăпатма, кашнин кăмăлне хăпартма, çынсен асапĕсене чакарма пĕлет, пуриншĕн те тăрăшать. Вăрçăччен, ялта ĕçлесе пурăннă чух, асăрхаман та вёт çавна. Мĕн тери лайăх çыксем пулнă-мĕн йĕри-таврара! Ак çак старике те, Ефим Павлович тенине, Ванюшка асăрхасах кайман. Вăл колхоз утарĕнче ĕçлетчĕ, питĕ лăпкă çын тетчĕç ăна, ĕмĕрĕнче пĕр усал сăмах каласа курман-тăр. Халь, авă, пăшал тытса çапăçăва тухнă. Çитменнине, пĕччен мар, хĕрĕпе пĕрле... Хĕрĕ унăн кăçал çеç учительницăна вĕренсе тухнă, анчах ачасене вĕрентес вырăнне — ав ăçта килнĕ вăл.
— Пурте çапăçаççĕ... Пурте! Эпĕ те ак... Сывалам кăна!
Вăхăт шурĕ. Акă ĕнтĕ çĕрпӳрт алăкĕнчен хĕвел каялла тухса кайрĕ, кăнтăрла та иртрĕ пулас. Анчах çапăçу шавĕ халь те-ха кĕрлесе тăрать. Хушăран, паçăрхи пекех, партизансен лагерĕ таврашне уйрăм снарядсем пыра-пыра ӳкеççĕ. Кашни снаряд ӳкмессерен, çĕр кисреннипе, маччаран тăпра тăкăнать.
Çĕрпӳрте малтан илсе кĕртнĕ хура кăтра каччă ним пĕлмиех выртрĕ, вăхăчĕ-вăхăчĕпе аташа-аташа илчĕ. Федор Иванович унтан пĕртте уйрăлмарĕ, ăна шелленипе тек-текех тарăннăн сывла-сывла илчĕ.
Ефим Павлович утарçă та йывăррăн асапланса выртрĕ: ахлатрĕ, йынăшрĕ, фашистсене ылханчĕ. Ана кура, унăн хĕрĕ те лăпланма пĕлмерĕ.
— Тем тăвăттăм! Пĕтĕм асапне, ыратнисене хам çине илĕттĕм!.. Çук, тӳссе çитереймест пулĕ... Ах, атте, атте! — терĕ вăл шăппăн, старик çинчен пĕр самантлăха та куçне илмесĕр.
— Ытлашши ан хуйхăр-ха, тен, тӳрленĕ, — кĕтмен çĕртен сăмах хушрĕ Ванюшка, ку таранччен ним те чĕнменскер. — Эпĕ те ним пĕлми пулнăччĕ те, чиперех сывалатăп ав...
— Тата кам пур кунта санăн? — тĕлĕнсе ыйтрĕ хĕр Федор Ивановичран. — Хĕрарăм-и, арçын-и?
— Хамăр ялсемех, аманнăскер, — терĕ фельдшер.
— Кам?
— Хамăрăн штаб начальникĕн, Семен Петрович Коробовсен, таврашĕ. Унăн аппăшĕн ывăлĕ эппин, Ванюшка...
— Э-э, леш, пĕтĕм ял халăхне персе пăрахнă чух ăнсăртран хăтăлса юлни-и?
— Шăп çавă ĕнтĕ.
— Авă мĕн!.. Сывалать-и?
— Сывалатăп тет-иç...
— Миçере эсĕ, Ванюшка? — ыйтрĕ хĕр, пуçне ун еннелле çавăрса.
— Вунпиллĕкре.
— Нимĕçсем киличчен хăш класра вĕреннĕ?
— Улттă пĕтернĕ.
— Питĕ аван... Фрицсене хăваласа ярсанах, шкулсем уçăлаççĕ те акă, малалла вĕренме тытăнатăн.
— Курăнĕ-ха унта, — терĕ Ванюшка. — Те вĕренмелле пулать, те...
— Мĕн «те»? Фашистсем килсе вĕренме кансĕрленĕ пирки ун чух тата хытăрах çине тăрса вĕренес пулать! А мĕншĕн çапăçатпăр халь эпир? Çавăншăн. Каллех ирĕклĕн пурăнмалла, ирĕклĕн ĕçлемелле, мĕне вĕренес килнĕ — çавна вĕренмелле пултăр тесе çапăçатпăр.
— Тĕрĕс, тĕрĕс сан сăмаху, — терĕ Федор Иванович, каллех кăтра çӳçлĕ каччăн ал тымарне тытса. — Пурнăç вёресе тăтăр, юрă шăрантăр, кашнин сăнĕ çинче савăнăç çиçтĕр...
Çĕрпӳрт умĕнче каллех такамсем калаçни илтĕнчĕ.
— Хуллентерех эсĕ! Пуçне ан перĕнтер, хул хушшинчен тыт! — терĕ пĕри.
— Халь те асăрханса тытатăп-çке, — тӳрре тухасшăн пулчĕ тепри.
— Ут малтан!
Федор Иванович кăтра çӳçлĕ каччăн аллине ячĕ те пуçне алăк еннелле çавăрса итлерĕ.
— Татах такама илсе килчĕç...
Вăл тулалла тухма тăчĕ, анчах ăна хирĕç икĕ партизан нимĕç тумĕ тăхăннă тĕреклĕ арçынна алли-уринчен çĕклесе кĕчĕç. Унăн пуçне, питне-куçне бинтсемпе ним курăнми çыхнă, бинчĕ чĕп-чĕрĕ юн, çавăнпа та ăна палласа илме те çук. Çын йывăррăн сывлать, пĕр сас та кăлармасть. Вăл питĕ йывăр аманнă пулас...
— Вырттарăр... Çакăнта вырттарăр... сак çине, — хĕрпе юнашар вырăна кăтартрĕ Федор Иванович. Аманнă çынна чипер вырнаçтарса хурсан, унăн юнлă бинчĕсене салтма тытăниччен малтан: — Кам пулчĕ ку? —тесе ыйтрĕ.
— Штаб начальникĕ, — терĕ партизансенчен пĕри, ассăн сывласа ярса.
— Мĕ-ĕн? Мĕн терĕн эсĕ? — куçлăхне хăвăрт кăна çамки çине хăпартса лартрĕ фельдшер.
— Хамăрăн отрядăн штаб начальникĕ, — терĕ партизан каллех.
— Семен Петрович-и? Коробов-и? — чавси çине çĕкленсе ыйтрĕ аманнă хĕр, Федор Иванович пекех тĕлĕнсе.
— Çавă çав...
— Пулма пултараймасть! Эсир темскер пăтраштаратăр! —хыпăнса ӳкрĕ те вара Федор Иванович аманнă çыннăн пуçне çыхнă бинтсене салатща тытăнчĕ. — Ĕненместĕп! —мăкăртатрĕ вăл. — Семен Петрович халиччен вутра та çунман, шывра та путман... Ăна пуля та тивмен, снаряд та витмен... Кирлĕ мара калаçатăр!
Анчах партизан тĕрĕссинех каланă. Халĕ илсе килнĕ çын чăнах та Семен Коробов, отряд штабĕн начальникĕ, Ванюшка Долбинăн куккăшĕ, пулнă.
Фашистсем ăна пуçĕнчен амантнă. Вăл ним пĕлми выртнă...
VIII
Куккăшне палласа илсен, Ванюшка тăруках калаçайми пулчĕ. Ăшчикĕ сасартăк тăвăнса ларчĕ унăн, чĕри çав тери хытă пăчăртанса илчĕ, куçĕсем хуралса килчĕç.
«Кукка та пĕтрĕ эппин... Халь ĕнтĕ ман никам та, никам та çук...»
Çак шухăш Ванюшкăна вут пек çунтарса илчĕ. Ыратни-туни çинчен манса кайсах, вăл выртнă çĕртен йăпăртах тăрса ларчĕ. Чĕри хăвăрттăн тапрĕ, аллисем чĕтрерĕç, куçĕсенчен çут шăрçа пек куççулĕсем йăрлатса анчĕç.
— Федор Иванч! Федор Иванч! Вилнĕ-и вăл? Вилнĕ-и? — кăшкăрсах ячĕ унтан Ванюшка. — Калăр тĕрĕсине! Калăр...
Семен Коробовăн пуçне çыхса тăракан фельдшер ун çине хулпуççи урлă хаяррăн пăхса илчё.
— Эсĕ, мĕн, ухмаха ертĕн-и? Çакăн пек çын ма вилтĕр вăл? Паллах, чĕрĕ. Вилес те çук!
— Улталатăр эсир! Вилнĕ вăл!..
— Ан çухăрса лар! — çилленсех кайрĕ Федор Иванович. Ытти тухтăрсем пекех, чирлĕ çынна эмелленĕ чухне вăл "хăйне чăрмантарнине шутсăр юратман. — Кам хушрĕ сана тăрса ларма? Халех лăпланса вырт!
— Тĕрĕссине калăр... Пĕлес килет-çке манăн!
— Пуçĕнчен осколок чавса кайнă çеç, хăрамаллах мар...
— Сывалать-и эппин? Вилмест-и?
— Калатăп-çке, хăрамалли çук...
— Федор Иванович, епле пулсан та çăлăр ăна! Манăн урăх никам та çук вĕт, хăвăрах пĕлетĕр... Тархасшăн, çăлăр! — Ванюшкăн каллех куççулĕсем шăпăртатса анчĕç.
Федор Ивановичпа хĕр ăна чĕререн шеллесе лăплантарма тытăнчĕç.
— Чарăн ĕнтĕ, ачам... Хуйха куççулĕпе пурĕпĕр пулăшма çук...
— Çирĕпрех пулас пулать, тăванăм. Вăрçă çавăн пек япала вăл, вăрçăра темĕн те тӳссе ирттерме тӳр килет.
Федор Иванович çаплах Ванюшкăн куккăшĕ патĕнче хыпаланчĕ. Укол тунă хыççăн пулас, аманнă çын вăрăммăн сывласа йынăшса ячĕ, шăлĕсене шатăртаттарса илчĕ. Унтан каллех лăпланса, çывăрнă пек пулса выртрĕ.
— Нумай юн тăкатпăр, нумай... — мăкăртатрĕ Федор Иванович, аллине çуса. — Усси часрах пултăрах...
— Пулать, Федор Иванович... — терĕ хĕр. — Çĕнтерӳ инçех мар ĕнтĕ...
— Ăна пĕлетĕп эпĕ. Пĕлмен пулсан, ват пуçăмпа партизана каяссăм та çук. Сире, çамрăксене, нимех те мар вăл, анчах та пире — сан аçуна та авă — йывăртарах. Тĕрĕсне калатăп. Анчах кĕтнĕ сехет çитиччен тӳсес пулать... Кĕрешес пулать...
Инçетре çапăçу çаплах кĕрлесе тăчĕ, Федор Ивано-вичпа аманнă хĕр калаçнине итлесе выртса, Ванюшка кăштах лăпланчĕ.
«Кĕтнĕ сехет çитиччен тӳсес пулать...»
Çĕрпӳрте çав вăхăтра паçăрхи тимĕрçĕ — Иван Смелов — васкаса пырса кĕчĕ. Вăл автоматне алăк патне тăратрĕ те тӳрех сак çине ларчĕ.
— Ух, ывăнтăм... — тарланă çамкине шăлса илчĕ вăл.
— Сана та... лекрĕ-им, Иван Васильч? — тĕлĕнерех пăхрĕ ун çине Федор Иванович.
— Çук... Мана отряд командирĕ ячĕ сан патна. Приказ...
— Мĕнле приказ тата?
— Аманнисене халех кунтан илсе каймалла...
— Ăçта, мĕншĕн? — шак хытса тăчĕ фельдшер. Çав хушăрах вăл пăлханма пуçлани палăрчĕ. — Ĕçсем япăх-им? Хĕсеççĕ-им?
Тимĕрçĕ аманнисем çине пăха-пăха илчĕ.
— Çук, уншăн мар... Тепĕр тесен — пĕлместĕп, ман ĕç çук унта. Приказ. Хĕвеланăçнелле Замошкино еннелле каймалла. Астăватăн-и, çуркунне пултăмăр? Ефим Павлович унта пыл хурчĕсем ĕрчетме пит авăн тетчĕ...
— Пысăк Çĕр çинчен пирĕн пата икĕ самолет пырса кайнăччĕ, çавăнта-и?
— Тĕп-тĕрĕс. Анчах халĕ хамăр кунта килнĕ çулпа каймастпăр, тӳрĕрен, шурлăхпа... Ытлашши япала илмелле мар терĕç.
Федор Иванович тимĕрçе куçран пăхрĕ. Сăмахсăрах ăнланчĕ вăл: фашистсем партизансене икĕ енчен хĕссе килме тытăннă, ахăртнех, «миххе» хупса лартасшăн мулĕ, çавăнпа та тылсене каялла чакарма шухăшлаççĕ имĕш. Тăшман ан систĕр тесе, ĕнтĕ никам çӳремен çулпа каймалла. Кун пек пĕрре кăна мар тунă вёсем.
— Мана пулăшма ячĕç, — терĕ Смелов.
— Ăнланатăп.
— Семен Петрович мĕнле?
— Калама хĕнтерех...
— Командир ун сывлăхĕшĕн питĕ пăшăрханать. Мĕн тума май пуррине пĕтĕмпех тутăр терĕ сана, кĕçĕр Пысăк Çĕр еинчен самолет чĕнетĕп терĕ.
— Кирлĕ пулать пулĕ çав...
Федор Иванович Ванюшка çине пăхса илчĕ. Ача итлесе выртнине асăрхасан, чĕлхе вĕçне килнĕ сăмахĕсене çăтса ячĕ.
«Ух, çивĕч! Нимĕн те пытарма çук иккен унран... — терĕ вăл хăй ăшĕнче ун çинчен. — Маттур разведчик пулма пултарать малашне...»
Каç пулнă чух вара отрадăн лазаречĕ обозпа пĕрле хĕвеланăçнелле тухса кайрĕ.
Çур километр таран тăсăлнă обоз пуçĕнче Иван Смелов пычĕ. Кунти вырăнсене вăл лайăх пĕлнĕ, мĕншён тесен ку таврара сунарта сахал мар çӳренĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна, ĕлĕк ăста сунарçă пулнăскере, отрядра бронебойщик тунă.
Ансăр проççексем, тахçанах пăрахăçа тухнă кукăр сукмаксем тăрăх, чăтлăхсем витĕр, шурлăхлă лачакаллă вырăнсем урлă Смелов обоза ирччен пĕр вунпилĕк километр таран илсе кайрĕ. Кăвак çутăлла вара вĕсем питĕ тарăн çырма тĕпне çитсе чарăнчĕç те лашасене тăварнă-тăварманах хӳшĕсем тума, çĕрпӳртсем чавма пикенчĕç. Командир хушнă тăрăх, кунта отрядăн çĕнĕ лагерĕ иулмалла пулнă,
Федор Ивановичăн санитарнăй ещĕкĕсемпе пĕр урапа çинче выртса килнĕ Ванюшка сасартăк пуç тăрринче самолет кĕрленине илтрĕ. Çывăхранах вĕçсе иртсе кайрĕ вăл. Кăшт тăхтасан, самолет каялла таврăнса килсе тепĕр хут вĕçсе иртрĕ. Аялтанах, кустăрмисемпе йывăç тăррисене перĕнес пекех ярăнса иртрĕ.
Ванюшка тĕлĕнсех кайрĕ:
— Нивушлĕ нимĕçсем асăрхарĕç пулĕ пире?
Унăн чĕри каллех хăвăрттăн тапма тытăнчĕ.
Анчах та ку совет самолечĕ пулнă. Кунта вăл отряд командирĕ радиопа чĕннĕрен килнĕ. Партизансем çывăхри уçланкăра кăвайтсем чĕртсе ярсанах, вăл çĕре анса ларче те ĕнерхи çапăçура йывăр аманнисене йышăннă хыççăн каялла, Пысăк Çĕр çине, вĕçсе кайрĕ.
Самолетпа ăсаннисем хушшинче Ванюшкăн куккăшĕ те пулнă. Ун çинчен ăна кайран Федор Иванович каласа пачё.
Ероплан çине лартиччен сан кукку тăна кĕчĕ, мана та палласа илчĕ, — пĕлтерчĕ вăл Ванюшкăна. — Сан çинчен те ыйтса пĕлчĕ, лайăхрах пăхса усрама хушса хăварчĕ. Сывалсан каялла вĕçсе килетĕп терĕ...
— Ăçтан туптăр-ха вăл пире? Тен, хальхи пек, каллех урăх вырăна куçса каймалла пулĕ те? — ыйтрĕ Ванюшка.
— Э-э, уншăн ан кулян, — кăмăллăн аллипе сулчĕ Федор Иванович. — Тупать! Пирĕн çинчен Мускавра пĕлмеççĕ тетĕн-им эсĕ? Пĕлеççĕ, ачам, пĕлнĕ пирки пулăшаççĕ те ĕнтĕ!
Ку сăмахсем Ванюшкăн кăмăлне çав тери çĕклесе ячĕç. Кун каçа ĕшенсе çитнипе ватă фельдшер ещĕксем çине вырнаçкаласа выртрĕ те часах çывăрса кайрĕ. Анчах Ванюшка ыйхи килменнипе тата чылай хушă куçĕсене хупмасăр выртрĕ. Вăл ниепле те лайăххăн тавçăрса илеймерĕ: мĕнле майпа пĕлме пултараççĕ-ха вĕсем çинчен Мускавра? Инçе вĕт-ха Мускав! Партизансем пин километр аякра, сĕм вăрмансенче çӳреççĕ... Тĕлĕнмелле!
Унтан вăл хăйĕн тусне, Илька Кузина, вĕсем иккĕшĕ юлашки хут чиркӳ тăрринче ларнине, Илька тĕлĕкре хамăрăн салтаксене курни çинчен каласа панине аса илчĕ. Вĕсем ун чухне фашистсеые çĕнтернĕ хыççăн каллех телейлĕ пурнăç пуласси çинчен ĕмĕтленсе калаçрĕç... Анчах Илькăна вĕлерчĕç, пĕтрĕ вăл, мăнтарăн...
— Çапах та эпĕ вăл телейлĕ саманта кĕтсе илетĕпех, тем пулсан та кĕтсе илетĕп, — терĕ Ванюшка хăй ăшĕнче.
Унăн чĕри тата хĕрӳллĕрех тапма пуçларĕ.
IX
Виçĕ талăка яхăн çапăçса фашистсене нумай сиен кӳнĕ хыççăн партизансем сасартăк вĕсен куçĕнчен çухалчĕç...
Тепĕр эрнерен çĕнĕ вырăнта каллех малтанхи пек лагерь пулса тăчĕ. Тарăн çырмара çĕрпӳртсем алтрĕç, вĕсене ытамласа илмелле мар пысăк юман пĕренесемпе ик-виçшер хут витрĕç, чăтлăх вырăна кухня турĕç, лашасем, ĕнесем валли йывăçсем айне лупассем туса пытарчĕç. Самолет-разведчик кунĕпе вĕçсе сăнаса çӳресен те нимĕн те асăрхама пултарас çук. Çӳлтен пăхсан — кунта сип-симĕс вăрман çеç, анчах та йывăçсем айĕнче пурнăç вĕресе тăрать...
Кашни кун тенĕ пекех отрядран — штаб хушнипе — разведчиксем тĕрлĕ вырăнсене кайса çӳренĕ, вĕсем хыççăн вара партизансен пысăках мар ушкăнĕсем унта та кунта: çулсем çине, кĕперсем айне — минăсем лартнă. Час та часах вĕсем нимĕçсен обозĕсене тапăннă, вара отряда тĕрлĕ трофейсем: апат-çимĕç, пăшал, боеприпассем, выльăх-чĕрлĕх — илсе пынă, хăш чухне тата «чĕлхесем» те çаклаткаланă...
Ванюшка хăвăрт сывалса пычĕ. Федор Иванович ун пирки, «ачи тĕреклĕ-ха, аптрас çук» тесе чăн каланă-мĕн. Пĕр-ик эрнерен вăл чиперех ура çине тăчĕ, çĕрпӳртрен тухса çӳрекен пулчĕ, ерипен кухньăна апат илме кайма та пуçларĕ.
Апатне вăл яланах виçĕ çын валли илсе пычĕ, мĕншĕн тесен вĕсем виççĕн пурăнчĕç: Федор Иванович хăй, Ванюшка тата пĕркун çапăçу вăхăтĕнче ураран аманнă хĕр — Тоня.
Тоньăпа Ваньюшка питĕ туслашса кайрĕç. Тоньăн ашшĕне те, Ванюшкăн куккăшĕпе пĕрле, Пысăк Çĕр çине ăсатнă. Халь вĕсем çавăн çинчен час та часах аса илсе калаçрĕç.
— Мĕнле çиткелерĕç-ши?
— Сывлăхĕсем мĕнле-ши, тӳрленеççĕ-ши?
— Чиперех çитрĕç пулсан сыватаççĕ пуль те-ха... Унта, Пысăк Çĕр çинче, тухтăрсем нумай...
— Эх, çыру çырма май пулсанччĕ!
— Таçта ăсатнă-ха вĕсене, кам пĕлет... Адресне те тупас çук.
— Анчах ман кукка сывалса çитсен каялла вĕçсе килетĕп тесе хăварнă...
Тоньăпа Ванюшка çакăн пек шăкăлтатса калаçнине курсан, Федор Иванович, вĕсем çине куçлăх çийĕн пăхса, савăнăçлăн кула-кула илнĕ:
— Кăвакарчăнсем пекех-çке эсир... ачамсем! Юлашки вăхăтра вĕсене вăл пĕрмаях «ачамсем» тенĕ, хăйне вĕсен ашшĕ вырăнне шутланă.
— Ачамсем, апатланма вăхăт çитмерĕ-ши? Шыв вĕретсе, хырăмсене ăшăтмăпăр-и, ачамсем? Совинформбюро сводкине илсе килтĕм, ачамсем, хăшĕ вулать?
Ăна вара Ванюшкăпа Тоня пĕр-пĕринпе ăмăртсах вуланă. Вĕсемшĕн ку чи пысăк савăнăç пулнă.
Ĕнер Хĕрлĕ Çар тата тăватă хулана тăпшанран каялла туртса илнĕ! Икçĕр çитмĕл яла ирĕке кăларнă! Фашистсен хĕрĕх сакăр самолетне çапса антарнă!..
— Ĕçсем кун пекех ăнса пырсан, хамăрăн çарсем пирĕн пата та часах çитеççĕ...
— Тур патăрах, тур патăрах, — хыпкаланса мăкăртатнă вара ун пек чухне Федор Иванович. — Часрах пĕтерсе тăкасчĕ вăл йытă йăхне!
Хĕрлĕ Çарăн çĕнтерĕвĕсем кашнинех хавхалантарнă çав ун чух. Кĕтнĕ самант — çĕнтерӳ сехечĕ çывхарса килнине туйса, фронтри боецеем те, тăшман тылĕнчи партизансем те фашистсене хирĕç тата вăйлăрах, тата хаяртарах çапăçнă, тăшмана хĕснĕçемĕн хĕснĕ, сывлăш çавăрма та паман...
Хĕрлĕ Çарăн ăнăçлă ĕçĕсем çинчен пĕлсех тăни Ванюшка кăмăлне те калама çук çĕклентерчĕ. Совинформбюро сводкине ун пек лайăх пĕлекенни те пулмарĕ халъ, Вăл отрядри радистпа çывăхрах паллашрĕ те (ку ĕçре ăна Федор Иванович пулăшрĕ) хăйне майлă «счетовод» пулса тăчĕ; кашни ирех Хĕрлĕ Çар ĕнер хĕвеланăçнелле миçе километр килнине, миçе хулапа яла ирĕке кăларнине, тăшманăн миçе самолетне çапса антарнине, миçе танкне аркатнине, трофейсем мĕн чухлĕ илнине уйрăм тетрадь çине çырса пычĕ. Унтан кашни пилĕк куншăн пĕтĕмпе пĕрлештерсе шутласа пĕлтерчĕ:
— Федор Иванович! Тоня! Итлĕр. Юлашки пилĕк кун хушшинче пирĕн çар 70 километр малалла кайнă, фрицсен 118 самолетне кутăн чăмтарнă, 242 танкне тĕп тунă...
— Трофейсем мĕн чухлĕ?
— 1246 автомашина, 58 самолет, 250 оруди, 300 пин снаряд... Аван вĕт, э?
— Аван пулмасăр, тăванăм!
— Çав 300 пин снаряда халĕ фашистсен хăйсен пуçĕ çине тăкаççĕ вĕт, э?
— Епле пултăр-ха тата?
— Автомашинăсемпе те усă кураççĕ ĕнтĕ...
— Паллах.
— Вăйлатать вĕт вăл пире?
— Мĕн калăн!
— Эх, кашни кун çавăн чухлĕ трофей пулсанччĕ!..
— Чим акă, ун чухлĕ кăна мар пулĕ!
Çакăн пек калаçусем санитарнăй çĕрпӳртре час-часах пулса иртрĕç.
Пĕрре Ванюшка радист патĕнче Информбюро сводкинчи цифрăсене тетрадь çине çырса ларнине отряд комиссарĕ, вăрçăччен комсомол райкомĕн секретарĕ пулнă çамрăк хĕр, курчĕ.
— Мĕн тума кирлĕ ку сана? — ыйтрĕ вăл унран.Ванюшка ăна хирĕç тăруках нимĕн те калаймарĕ, именчĕ.
— Так, ахалех,..
— Мĕнле ахалех пулать вара вăл?
— Ну, пĕлсе тăма эппин...
— Хăвна валли-и?
— Хама валли çеç мар... Федор Иванча та пĕлтеретĕп.
Хĕр комиссар Ванюшкăн тетрадьне тытса уçкаласа пăхрĕ те:
— Ха, питĕ лайăх ĕç туса пыратăн-çке эсĕ! — терĕ. — Куна санне «çĕнтерӳ арифметики» теме пулать. Чăнах та, пит аван япала... Маттур, питĕ маттур!
Бăл кăштах шухăша кайнă пек пулса тăчĕ, унтан Ванюшкăран йăвашшăн ыйтрĕ:
— Сывлăху мĕнле-ха санăн? Тӳрленсе çитрĕн-и?
— Ытла тӳрленсех çитмен те, Федор Иванович çӳреме чармасть.
— Апла пулсан, сана пĕр ĕç хушам-и?
— Мĕнле ĕç? Хушăр ара.
— Эпĕ сана хут, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем парăп, эсĕ вара кашни кунах Информбюро пĕлтерĕвĕсене шултра саспаллисемпе çырăн, пурте вуламалла пултăр. Юрать-и?
— Юрать.
— Унтан тата ротăсене хаçатсем вуласа пама çӳрĕн...
— Юрĕ... — хапăл тусах килĕшрĕ Ванюшка. Çакăнтан вара отрядра вăл чăн-чăн агитатор пулса тăчĕ. Ир тăрсанах, радист патне чупрĕ, йышăннă сводкăна ик-виç хут çине çырса паллă вырăнсене çапрĕ, кайран хёр комиссар хушнипе ротăсем тăрăх çӳрерĕ. Отрядра ăна пурте пĕлекен пулса çитрĕç, кашни тĕл пулаканниех унран:
— Ну, мĕн хыпарлать унта Информбюро? — тесе ыйтрĕ.
— Берлина час çитетпĕр-и? Гитлер çакăнса вилмен-и-ха? — тесе шӳт тӳрĕç теприсем.
— Вăхăт килсен çитетпĕр! Гитлерĕ эпир пырса çакасса кĕтет-ха! —хаваслăн ответ пачĕ Ванюшка.
Хăйне çакăн пек ĕç хушнăшăн вăл питех те савăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл отрядра «ытлашши çăвар» мар, ыттисемпе тан усăллă çын пулчĕ, пур вăя хурса ĕçлерĕ.
Анчах унăн пурнăçĕнче сасартăк пысăк улшăну пулса тăчĕ...
Х
Пĕррехинче, лăпкă та ăшă каç, çур çĕр иртсен, Чапаев ячĕпе хисепленекен отряд вырнаçнă вăрманти уçланкăна Пысăк Çĕр çинчен каллех самолет вĕçсе пырса ларнă. Вăл партизансем валли хĕçпăшал, патронсем, тĕрлĕ эмелсем тата почта — çĕнĕ хаçат-журнал, çырусем — илсе пынă. Пĕркунне, çапăçура йывăр аманнисене самолетпа ăсатнă чух, партизансенчен чылайăшĕ Пысăк Çĕр çинчи тăванĕсем, тусĕсем патне кĕске-кĕске кăна çырусем çырса янă пулнă, халь ĕнтĕ çав çырусене хирĕç ответсем килнĕ.
Пысăк Çĕр çинчен çырусем илесси отряд историйĕнче пĕрремĕш хут пулнă, çавăнпа та ĕнтĕ ку пурне те çав тери савăнтарса, çĕклентерсе янă.
Савăнмасăр ара! Хăшпĕрисем партизанра 1941-мĕш çултанпах çӳренĕ, унтан вара икĕ çула яхăн иртнĕ, çав хушăра килтисем вĕсем çинчен пачах та пĕлмен, вĕсене пуçĕпех пĕтнĕ пулĕ тесе те шутланă, партизанĕсем хăйсем те килтисем çинчен нимĕн те пĕлме пултарайман, анчах халĕ пĕтĕмпех паллă пулнă ĕнтĕ: кам сывă, кам мĕнле пурăнать...
Çине-çинех, темиçешер хут та вуласа тухрĕç партизансем хăйсемшĕн нимĕнрен те хаклă хут таткисене, унтан вĕсене пĕр-пĕрине вулаттарчĕç, килтисем мĕн-мĕн çырнине каласа пачĕç, сӳтсе яврĕç.
— Ăнлан-ха эсĕ, тусăм! — тет çамрăк боец ватăраххине, хулпуççинчен çапса илсе. — Вăрçă пуçланиччен икĕ кун малтан кăна манăн ывăл çуралчĕ. Хам вăрçа тухса кайиччен аран ят хурса ĕлкĕртĕмĕр. Юриех Виктор ятлă хутăмăр, мĕншĕн тесен Виктор вăл — çĕнтерӳ тени пулать... Çав шĕпĕн халĕ чупакан пулнă, ман сăнӳкерчĕк çине «атте, атте!» тесе тĕллесе кăтартать, тет!
— А манăн ывăл, — тет ăна хирĕç ватăраххи, кăмăллăн кулкаласа, — Сталинградшăн çапăçса икĕ орден илнĕ. Аманнă пулнă та, халь сывалса каллех фронта кайнă.
Вĕсем патне виççĕмĕшĕ пырса тăрать.
— Эпĕ те тĕлĕнмелле хыпар илтĕм-ха, тăвансем, — тет вăл. — Вăрçă пуçланиччен пирĕн атте пĕр виçĕ çул хушши кăмака çинче ларса пурăнчĕ. Ултă ывăл пăхса ӳстертĕм, çитет мана, тăрантарччăр виличчен тетчĕ. Пире ултсăмăра та фронта илсе кайсан, вăл кăмака çинчен сиксе аннă та каллех ĕçе тытăннă. Колхоз председателĕ, тет, халь, ларса канма та пĕлмест, тет, колхозĕ районта чăн малта пырать, тет, иккен. Пăх та кур эсĕ ăна...
— Тĕлĕнмеллисем пур çав, — калаçăва хутшăнать çемçе курăк çине тăсăлса- выртнă тепĕр партизан, аллинчи хут таткине çавăркаласа. — Хĕрачасем пур манăн. Пĕри халь вунпиллĕк тултарнă, тепри вунçичче кайнă — иккĕшĕ те ФЗО шкулĕнче вĕренсе тухйă. Пирĕн патаУкраинăран темле çар завочĕ куçса пынă, тет те, çавăнта ĕçлеççĕ иккен. Плана икçĕр процент таран тултараççĕ, тет...
Çак калаçăва Ванюшка Долбин радист патĕнчен Информбюро сводкине илсе таврăннă чух итлесе тăчĕ. Çынсем пĕр çĕре пухăннине аеăрхасан, вăл юриех вĕсене паянхи сводкăна вуласа парас шутпа чарăнчĕ, анчах та боецсем килти хыпарсем çинчен калаçнине тавçăрса илсен — кансĕрлес темерĕ. Çитменнине тата, Пысăк Çĕр çинчи хыпарсем ăна хăйне те питĕ интереслентерчĕç: пурнăç мĕнлерех пырать унта, çынсем мĕн тăваççĕ, мĕнле сывлаççĕ?
Пуринчен ытла пĕр партизанĕ хăйĕн хĕрĕсем шкултан вĕренсе тухни çинчен каласа пани кăмала кайрĕ.
— Епле телейлĕ вĕсем унта... Халĕ те вĕренме пултараççĕ, — шухăшларĕ те вăл хăй сисмесĕрех ассăн сывласа ячĕ.
Калаçса тăракан партизансене сасартăк строя тăма чĕнчĕç, çавăнпа та Ванюшкăн сводка вуласа парасси пулмарĕ. Вăл хăйсен çĕрпӳртнелле утрĕ. Алăкра ăна Федор Иванович тĕл пулчĕ.
— Тоньăна курмарăн-и эсĕ? — ыйтрĕ вăл.
— Курман, — терĕ Ванюшка. — Кирлĕччĕ-и?
— Кирли-мĕнĕ... Çыру илсе килсе пачĕç ăна.
— Çыру? Камран?
— Пысăк Çĕр çинчен, ашшĕ, Ефим Павлович, çырать пулмалла.
— Ашшĕ?! — Ванюшкăн тăруках пичĕ пĕçерсе кайрĕ, чĕри хăвăрттăн тапма тытăнчĕ. — Ăçта çырăвĕ? Кăтартăр-ха!
— А мĕн тăватăн эсĕ унпа? Сана мар вĕт вăл, Тоньăна...
— Пулин! Кукка çинчен пĕлес килет. Тен, Тоня ашшĕ ун çинчен те çырнă?
— Пĕлетĕп ăна, анчах Тоня киличчен тăхтамалла пуль, ачам. Юрамасть ют çын çырăвĕсене вулама, тăванăм, аван мар... Тоня çилленме пултарать.
— Çилленмест! Эпĕ ăна хамах каласа паратăп, тӳсеймерĕм тетĕп...
Федор Иванович иккĕленсе тăчĕ. Тоньăна та кӳрентерес килмерĕ унăн, Ванюшкăна та шел пулчĕ.
— Ну, хуть те мĕн ту эппин, ман ĕç çук, — терĕ те вара юлашкинчен халат кĕсйинчен кĕрен конверт кăларса Ванюшкăна пачĕ. — Тоня умĕнче ответне ху тыт...
Ванюшка çавăнтах çырăва уçса хăвăрт вулама тытăнчĕ.
«Хаклă хĕрĕм, Тоня, — тесе çырнă утарçă Ефим Павлович, — ашшĕн саламĕ сана Пысăк Çĕр çинчен! Чăн малтан çакна пĕлтеретĕп: урлă эпир чиперех каçса килтĕмĕр. Чăн та, фашистсем пире зениткăсенчен питĕ хытă печĕç, анчах нимех те тăваймарĕç...»
— Тав турра, — çăмăллăн сывласа ячĕ Федор Иванович. — Вула, вула часрах малалла...
«Ирхине, пĕр, ултă сехетре, эпир фронтран нумай аэродрома çитсе антăмăр. Вăл хăш вырăнтине каламастăп, мĕншĕнне хăвах чухлатăн...»
— Тĕрĕс тăвать старик, çарти вăрттăнлăха тытма пĕлет, — куçлăхне шăлкаласа мăкăртатеа илчĕ каллех Федор Иванович. — Çыру тăшман аллине те лекме пултарать...
«Семен Петрович Коробов пирки халлĕхе нимĕн те калама пултараймастăп. Самолет çинчен антарнă чух питĕ вăйсăрччĕ вăл. Шурса, кăвакарса кайнăччĕ. Самантлăха çеç курса юлма тӳр килчĕ. Те чĕрĕ вăл...»
Ку тĕле вуласа çитсен, Ванюшкăн тӳрех сасси чĕтреме тытăнчĕ...
«...те çул çинче вилсе кайнă», — аран вуласа пĕтерчĕ çырури пуплеве.
— Мĕн вăл... Мĕн вăл ухмаха ерет? —те хăраса, те çилленсе туртса илчĕ Федор Иванович Ванющка аллинчи çырăва. — «Ана тӳрех машина çине хурса илсе кайрĕç. Унтан вара тек курман эп ăна...» —вуларĕ старик малалла. — Вăт ухмах, хăй лайăххăн пĕлмест, çапах та çырать, çынсене хăратать. Ванюшкăн куççулĕсем шăпăртатса анчĕç. Сасăпах макăрса ярас марччĕ тесе, вăл шăлĕсене çыртса лартрĕ, аяккалла çаврăнса тăчĕ.
— Эсĕ ан кулян, тăванăм, ан пăлхан пустуй, — лăплантарма пикенчĕ ăна Федор Иванович.
— Çук, вилнех пуль вăл... — терĕ Вашошка куççулĕ витĕр.
— Ан калаçса тăр кирлĕ мара! — Федор Иванович çилленнĕ пекех пулса кайрĕ. — Пĕркунне, аманнă хыççăн çĕклесе пырсан та, эсĕ ăна вилнĕ те вилнĕ терĕн. Анчах вăл вилме шутламан та. Самолетпа ăсатнă чух манпа чиперех калаçса уйрăлчĕ. Халь те çавах пулать акă... Вилнĕ пулсан, мĕншĕн-ха ăна часрах машина çине хурса илсе кайнă? Сан шутпа — мĕншĕн?
— Кам пĕлет...
— А эпĕ пĕлетĕп. Васкавлă пулăшу пама! Часрах сыватма, акă мĕншĕн! Эпĕ — ватă çын, çитменне, çирĕм çул ытла фельдшер пулса ĕçлетĕп, çавăнпа та ун пек япаласене санран кăшт ытларах чухлатăп пулĕ тетĕп!
Ванюшка пĕр чĕнмесĕр çĕрелле пăхса тăчĕ. Федор Ивановичăн сăмахĕсем ĕнентерӳллĕ пулчĕç ĕнтĕ, анчах вăл пурпĕр лăпланаймарĕ. Ара, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене çухатни ăна ытла та хурлантарнă çав. Куккăшĕ унăн пурнăçĕнче пĕртен-пĕр шанчăк пулнăччĕ, анчах халь ун пирки те питĕ иккĕленмелле пулса тăчĕ.
Çак вăхăтра çăра нчен Тоньăпа хĕр комиссар тухса Федор Ивановичпа Ванюшка патне пычĕç. Хĕр комиссар пĕрре пăхсанах вĕсен кăмăлĕсем хуçăлнине асăрхарĕ.
— Мĕн пулнă-çак сире, юлташсем, çăвара шыв сыпнă пек тăратăр? — ыйтрĕ вăл.
— Çук, нимех те пулман... — терĕ ăна хирĕç Федор Иванович, аяккалла пăхса. Анчах та хĕр комиссар ăна ĕненмерĕ.
— Ан ултала, Федор Иванович, витĕрех куратăп.
— Ванюшкăпа кăштах шавласа илтĕмĕр...
— Мĕн пирки? Чиперех пурăнаттăрччĕ мар-и?
— Ак... — Федор Иванович кĕсйинчен Тоня ашшĕн çырăвне кăларчĕ. — Ефим Павлович çырса янă...
— Атте-и?! Ой, Федор Иванович!.. — каçсах кайрĕ Тоня. — Пар-ха, кунта пар часрах!..
Тоня, çырăва картах туртса илсе, ялкăшакан куçĕ-семпе строкасем тăрăх чупма тытăнчĕ; хĕр комиссар çаплах тĕпчеме чарăнмарĕ:
— Ну, каласамăр тӳррипе?
— Ванюшка Семен Петрович пирки пăшăрханать. Куккăшĕ-çке-ха вăл унăн, пĕлетĕр пуль...
Федор Иванович темиçе сăмахпа Тоньăн ашшĕ мĕн çырса пĕлтерни çинчен каласа пачĕ.
— Мĕн хăрамалли пур унта? Госпитале илсе кайнă ĕнтĕ ăна, — терĕ хĕр комиссар.
— Эпĕ те çавнах калатăп, — çирĕплетрĕ фельдшер.Тоня çав хушăра ашшĕ çырăвне вуласа тухрĕ те ăна кăкри çумне тытса ача пек сиккелесе илчĕ.
— Мĕн тери пысăк савăнăç!..
Анчах та Ванюшкăн кăмăлĕ уçăлмарĕ. Вăл никам çине те пăхмасăр, пĕр чĕнмесĕр çĕрпӳртелле кĕрсе кайрĕ.
XI
Вăл кунсенче партизансен отрядĕнче пысăк операцие хатĕрленнĕ.
Лагерьтен пĕр вăтăр пилĕк-хĕрĕх километрти станци тавра, вăрманта, нимĕçсен командованийĕ юлашки вăхăтра складсем нумай тунă. Тем те пулнă унта: хĕç-пăшал та, боеприпассем те, ĕçмелли-çимелли те, тумтир таврашĕ те. Хĕвелтухăç енчен хĕссех килекен Хĕрлĕ Çара чарма ĕмĕтленсе, фашистсем кунталла çĕнĕрен çĕнĕ чаçсем куçарнă, вĕсене çапăçура мĕн-мĕн кирлисене те пĕтĕмпех янтăласа хунă. Чапаев ячĕпе хисепленекен отрядăн çав складсене сывлăшалла сиктерсе, çунтарса, кĕл туса хумалла пулнă.
Пĕр каçхине Федор Ивановича штаба чĕнтерчĕç. Вăл пăч-тĕтĕм пулсан тин таврăнчĕ те, çурта çутса ярса, санитарнăй сумкăсене эмелсемпе çыхмаллисем тултарма тытăнчĕ.
— Ма канмастăн, Федор Иванович? — ыйтрĕ ун çине çивитти айĕнчен пăхса выртакан Ванюшка.
— Юрамасть, ĕç пур, — яланхи пекех лăпкăн ответ пачĕ ăна фельдшер. — Хатĕрленме хушрĕç, тăванăм.
Ванюшка тӳрех пуçне çĕклерĕ...
— Каяççĕ-им?
— Каяççĕ.
— Хăçан?
— Пĕлместĕп...
— Çапах та калăр-ха. Пĕлес килет.
— Мĕн тума кирлĕ вăл сана? Эпир каяс çук вĕт унта, пире илсе те каяс çук. Эпĕ — ватă, эсĕ — ытла, симĕс-ха. Çывăр тавай. Мĕн кирлине хатĕрлесе паратăп та ак — эпĕ те выртатăп... Ан чăрмантар.
Ванюшка тек нимĕн те ыйтмарĕ, анчах çывăрас шухăш та пулмарĕ унăн. Вăл тăруках çав тери пăлханса кайрĕ...
Куккăшĕ пирки пăшăрханмалла хыпар килнĕ хыççăн вăл ĕнтĕ темиçе кун хушши кичемленсе, çынсенчен пăрăнарах çӳрерĕ. Унăн пуçĕнче çав хушăра çĕр тĕслĕ шухăш та пулчĕ.
— Фашистсем манăн тăвансене пĕтерчĕç... Анчах та эпĕ ку таранччен нимĕнле те тавăрайман-ха вĕсене... Партизансем патне килни икĕ уйăх çитет. Усăсăр иртет вăхăт. Тепĕр операцие каятăпах, —- тенĕ вăл.
Анчах та кайма тӳр килмен. Юлашки вăхăтра партизансем уйрăм пысăк мар операцисем çеç тунă, йышлăн çӳремен, тата унта чи опытлă, пултаруллă, вăйпитти çынсене çеç янă.
Хăйсен отрячĕ К. станцинчи складсене аркатма хатĕрленни çинчен пĕлсен вара Ванюшка хаваслансах кайрĕ:
— Тинех çитрĕ кĕтнĕ самант. Каятăп!..
Хăйĕн шухăшне вăл çийĕнчех никама та пĕлтермерĕ-ха. Операцие каяс вăхăт килессе чăтăмлăн кĕтсе пурăнчĕ, вăхăтсăр пĕлтерсен, командир килĕшмесрен шикленчĕ.
— Патне çитсен, сасартăк çине тăрсах ыйтатăп та — килĕшетех вăл...
Халь акă Ванюшка иккĕленсе выртрĕ: Федор Иванович отряд операцие хăçан каяссине пĕлместĕп тесе чăнах каларĕ-ши? Тен, улталать вăл? Чее старик... «Пире илсе каяс çук...» —тет. Сана илсе каймаççĕ те пулĕ, анчах та манăн каймаллах! Штаба чупса кайса килес мар-ши? Тен, унта пурте хатĕр?
Шăп çак вăхăтра çĕрпӳрте икĕ çамрăк партизан васкаса пырса кĕчĕç. Хулпуççисем урлă хĕреслесе патрон лентисем çакнă, çурăмĕсем хыçĕнче — автоматсем, пиçиххисем çинче — гранатăсем. Кĕнĕ-кĕменех вĕсенчен пĕри Федор Ивановичран:
— Пулса çитрĕ-и санăн? — тесе ыйтрĕ.
— Хатĕрлерĕм, акă, — терĕ те Федор Иванович кашнинех пĕрер санитарнăй сумка тыттарчĕ. — Мĕн кирлине пурне те хунă унта...
Ванюшка, кăна кура, вăштах сиксе тăрса ларчĕ.
— Каятăр-и? Халех-и? — ыйтрĕ вăл,
— Каятпăр, шăллăм, — терĕ пĕр партизанĕ, — Телей сунса яр пире... Пысăк ĕçе каятпăр!
Анчах Ванюшка тек калаçса тăмарĕ, йăпăр-япăр вырăн çинчен сиксе анчĕ те, сак айĕнче выртакан аттине хăпăл-хапăл тăхăнса ярса, пуç айĕнчен пиншакне туртса кăларса, çĕрпӳртрен халь килнĕ партизансенчен те малтан тухса вăркăнчĕ.
— Ăçта эсĕ? Ăçта каятăн çĕр хута? — кăшкăрса юлчĕ ун хыççăн Федор Иванович.
Ответ пулмарĕ, Ванюшка чупса кайнă сасă çеç илтĕнсе юлчĕ.
— Шельмă ачи, мĕн шут тытнă тата? — мăкăртатса илчĕ старик. Унтан партизан санитарсен аллисене чăмăртаса, вĕсене ырă сунса ăсатса кăларса ячĕ.
Ик-виçĕ минутран Ванюшка, штаб çĕрпӳртне чупса çитсе, сĕтел хушшинче карттă çине пăхса ларакан отряд командирĕ умĕнче хашкаса тăчĕ.
— Коля пичче... Командир юлташ! Сăмах калама ирĕк парăр...
— Мĕнле сăмах? —тĕлĕнсе пăхрĕ ун çине лешĕ. — Кала.
— Эсир... Эсир халь операцие каятăр вĕт?
— Çапла тейĕпĕр. Мĕн вара?
— Эпĕ те пырасшăн сирĕнпе...
— Эсĕ? —тата ытларах тĕлĕнчĕ командир. — Мĕн тума?
Ванюшка самантлăха тытăнса тăчĕ, командира хирĕç калама ниепле те тăруках сăмах тупаймарĕ.
— Епле мĕн тума?
— Çаплах. Мĕн тума пырасшăн эсĕ?
— Хăвăрах пĕлетĕр вĕт... — Ванюшка пăлханнипе тарласах кайрĕ. — Эпĕ фашистсене тавăрма тивĕç... Вĕсем манăн аннене, пĕтĕм тăвансене пĕтерчĕç, куккана амантрĕç... Тавăрмаллах ман çавăншăн!
— А-а.. — тăсса илчĕ командир. — Паллах, тавăрмалла вĕсене. Тĕрĕс шухăш. Анчах ку операцие илсе каймастăп сана...
— Мĕншĕн, командир юлташ?..
— А вăл ман ĕç, ачам.
— Çапах та... Мĕн, пултараймастăп тетĕр-и?
— Командир хăйĕнне хăй пĕлет. Унтан нихăçан та «мĕншĕн апла тăватăн?» тесе ыйтмаççĕ. Çавна пĕлетĕн-и?
Ванюшкăн чунĕ кӳтсе килчĕ, нимĕн тума аптранипе вăл макăрса ярас патнех çитрĕ. Анчах çав вăхăтра çĕрпӳрте хĕр комиссар кĕрсе тăчĕ те, Ванюшка шăпăрт пулчĕ.
— Пĕтĕмпех хатĕр, Николай Васильч, — терĕ хĕр комиссар, — Пурне те тĕрĕслесе тухрăм.
— Тепĕр пилĕк минутран хускалатпăр эппин, — аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ командир. Унтан халь те «смирно» командăпа тăракан Ванюшка еннелле çаврăнса:
— Çапла, ачам, май килмест, кайса çывăрах, — терĕ.
— Мĕн пулнă вара? —тĕлĕнерех ыйтрĕ хĕр комиссар, тĕксĕм лампа çутинче тăракак Ванюшкăна халь тин палласа илсе.
— Çапăçасшăн пирĕн агитатор. Тăвансемшĕн тавăрас килет тет...
— Çапла çав, унăн тăванĕсене...
— Пĕлетĕп, Анчах та кăмăлсăр ан пул эсĕ, ывăлăм... — Командир сасси тăруках йăвашланса кайрĕ. — Часах тавăрăпăр акă эпир санăн тусусемшĕн... Чăн малтан кама тавăрмаллине те пĕлетпĕр. Генрих Шварц тунă вăл ĕçе, каратель. Вăл халь те хамăр хуларах-ха. Çак операцирен таврăнсанах тытса шаккатпăр эпир ăна. Ун чух вара сана та илсе кайăпăр. Тен, вăл çынçиене хамăр алла чĕррĕн лектерсен, персе пăрахма та хăвнах ирĕк парăп...
Çакна илтсен, Ванюшка кăштах лăпланнă пек пулчĕ. Унăн чĕринче урăх шанчăк çуралчĕ.
— Хăçан таврăнатăр? — тесе ыйтрĕ çеç вăл.
— Пĕр-икĕ кунтан таврăнма тивĕç.
— Вара хулана каятпăр-и?
— Вара санпа пĕрле карательсене тĕп тума каятпăр, — куçĕсене хĕссе илчĕ командир.
XII
Çак самантран пуçласа Ванюшка çав ĕмĕтпе кăна пурăнчĕ.
— Ак, станцинчи складсене сиктерме кайнисем таврăнаççĕ те, ылтăн вăчăраллине тытма каятпăр... Персе пăрахаканни хам пулатăп, — шухăшларĕ вăл,час та часах.
Ванюшка чăнах та ĕнтĕ Генрих Шварцăн тискер чĕрине пĕр пуля мар, автомат дискĕнчи пульăсене пĕтĕмпех, çитмĕлĕшĕпех, кĕртсе янă пулĕччĕ çав!
Анчах ĕмĕт туласси вăраха тăсăлса пычĕ. Операцие кайнисем икĕ кунтан мар, пилĕк кунтан та таврăнмарĕç. Унтан эрне те иртрĕ. Вĕсенчен нимĕнле хыпар та пулмарĕ. Лагерьте юлнисем пăшăрханма пуçларĕç: мĕн пулнă капла?..
Çиччĕмĕш каçхине Федор Иванович патне отрядра юлнă икĕ ватăрах партизан пырса ларчĕç. Вĕсем пынă чух Ванюшка çывăрма выртнăччĕ. Сăмах тӳрех операци мĕншĕн вăрăма тăсăлни çинчен пуçланчĕ.
— Мĕн пирки çак таранччен тытăнса тăчĕç-ха вĕсем?
— Нимĕçсем сасартăк хупăрласа илмен-ши?
— Пулма пултараймасть! Ним пĕлмесĕр, разведкăсăр пырса кĕрес çук ĕнтĕ пирĕннисем. Николай Васильч опытсăр командир мар. Çарта та батальон командирĕ пулнă...
Апла та капла калаçса пăхрĕç вĕсем, анчах хăйсене лăплантармалли ответ тупаймарĕç.
— Кĕтсе пăхар-ха, мĕн пулĕ. Ытах таврăнмасан, темиçе çынна вĕсен йĕрĕпе шырама ярас пулать...
Сăмах пĕр вăхăта татăлчĕ, пурте чĕлĕм туртса, ним чĕнмесĕр, йывăр шухăша кайса ларчĕç. Унтан партизансенчен пĕри сасартăк хăй ăссĕнех кулса илчĕ.
— Мĕн эсĕ? —тĕлĕнсе пăхрĕ ун çине тепри.
— Кулăшла, ара...
— Мĕн кулăшла?
— Хайхи карательсен пуçлăхĕ Генрих Шварц кашни ялтах пĕлтерӳсем çакса тухнă, тет...
— Мĕнле пĕлтерӳсем?
— Пирĕн çамрăксене хăй патне службăна кĕме чĕнет, тет. Полицейскисен отрячĕсене кĕме эппин... Темĕн тĕрлĕ ырлăх та сунаççĕ, тет: обмундировани, паёк, шалу, кашнине — лаша. Пĕр сăмахпа каласан, предательсен пурнăçĕ райри пек пулмалла, тет...
— Неушлĕ кам та пулин кайĕ вара вĕсем патне?
— Тупăнкаланă, тет, кăштах! Совет влаçĕ вăхăтĕнче хулиганла ĕçсем тунăшăн темиçешер хут тĕрмере ларнисем, вăрă пулнисем, кулак таврашĕсен юлашкисем...
— Пуç касакансем, чыса та, намăса та çухатнисем, Тăван çĕршыва та маннисем ĕнтĕ. Банда. Сутăнчăксен банди.
— Тĕрĕс, кам пултăр ĕнтĕ урăх? Генрих Шварц халь вĕсенчен уйрăм отряд тунă, тет. Ĕçсе ӳсĕрĕлсе, ашкăнса кăна çӳреççĕ, тет,
— Ах, ирсĕрсем!
— Кулăшла! Вăрăсемпе пьяницăсем çинче çар тытăнса тăма пултарать-и-мĕн? Шăршлă сывлăш анчах вĕт вăл! Пĕрре çил вĕрет те — сирĕлсе каять, нимĕн теюлмасть.
— Вăл тĕрĕс ĕнтĕ. Çапах та çав тери тарăхмалла вĕт. Çакса вĕлермелле ун пеккисене!
— Мĕн тăвăн... Çемьере чăлахсăр пулмасть. Этем ӳт-тирĕ çине те кĕсен-çăпан тухать тепĕр чух. Анчах та çын пурĕпĕр тасалать вĕсенчен, — терĕ малтан каласа кăтартма тытăннă партизан.
Тата кăшт калаçкаласа ларсан, вĕсем тухса кайрĕç, çĕрпӳртре каллех Федор Ивановичпа Ванюшка иккĕш çеç юлчĕç.
— Тем те илтĕн, тем те курăн ку пурнăçра... Иудăсем халь те пур иккен-ха вĕсем, — мăкăртатса илчĕ те Федор Иванович лампăна сӳнтерсе выртрĕ. Часах вăл хуллен хăрлаттарма тытăнни те илтĕнме пуçларĕ.
Анчах Ванюшка çывăрмарĕ. Унăн пуçĕнче каллех тĕрлĕрен тĕрлĕ шухăшсем çаврăнчĕç. Куçĕ умне каллех, чирлесе выртнă чухнехи пекех, Генрих Шварцăн хăрушă сăнарĕ тухса тăчĕ... Акă вăл Ванюшкăсен ялне сысна пек самăр тепĕр фашистпа пĕрле автомобильпе пырса кĕрет. Унтан йĕнерленĕ кăвак ăйăр çине утланать те чиркӳ умĕнчи тӳрем вырăна хăваласа тухнă ял халăхне йĕрĕнчĕклĕн пăхса çаврăнать. Хĕвел çутинче унăн кăкăрĕ çинче ылтăн вăчăра ялтăртатса илет... Кайран, халăха хирелле хăваласа тухсан, вăл, лашине чĕвен тăратса, пĕтĕм халăха персе пăрахма команда парать. Унăн кăкри çинче каллех ылтăн вăчăра ялтăртатать, унтан тăруках автоматсем хăрушла, пĕр чарăнмасăр шатăртатма тытăнаççĕ...
Темĕн те пĕр аса илсе, шухăшласа, енчен енне çаврăнкаласа выртнă хыççăн тул çутăласпа тин кăштах тĕлĕрсе кайрĕ вăл. Анчах вăранасса Федор Ивановичпа пĕрлех вăранчĕ. Вырăнĕ çинчен сиксе тăрса, сивĕ шыв ăсса килчĕ те хăвăрт кăна питне çурĕ, типтерлĕн тумланчĕ. Яланхи пекех, радист патне кайса Информбюро сводкине илсе килсе, ăна шултра саспаллисемпе уйрăм хутсем çине çырчĕ.
Ирхи апат çисе ларнă чух вăл сасартăк Федор Ивановичран:
— Хулана миçе километр пулать-ши кунтан? — тесе ыйтрĕ.
— Тĕрĕссинех пĕлместĕп, пĕр хĕрĕхсем пулать пулмалла, — терĕ ăна хирĕç фельдшер.
— Мăн çул çине тухсан, сулахаялла каймалла вĕт?
— Сулахаялла мар, тăванăм, сылтăмалла. Мĕн тума кирлĕ пулчĕ сана ку?
— Ахалех... — Ванюшка Федор Иванович çине пăхмасăр çиме тăрăшрĕ. Темшĕн унăн кăштах аллисем чĕтрерĕç. Тек вăл çисе тăраниччен те Федор Ивановича сăмах хушмарĕ...
Апат çинĕ хыççăн Федор Иванович, эмел курăкĕсем пухма тесе, вăрмана тухса кайрĕ. Çанталăк аван пулнăран пулас, вăл чылайччен çӳрерĕ, лагере кăнтăрла иртсен тин таврăнчĕ. Малтанах вăл курăксене хĕвелпе типĕтме сарса хучĕ, унтан çĕрпӳрте кĕчĕ те — сасартăк малти стена çумĕнче шур хут листи çакăнса тăнине асăрхарĕ.
— Мĕн хучĕ вара ку? — тесе пычĕ вăл ун патне. — Çыру мар-и? Кам çырса хăварма пултарнă капла?
«Чĕререн юратнă, хисеплĕ Федор Иванович... — вулама тытăнчĕ вăл хуллĕн мăкăртатса. — Мана сыватнăшăн та, мана çак хушăра хăвăрăн тăван ачăра пăхнă пек пăхса усранăшăн та тем пекех пысăк тав сире. Сывă пулсан — манмăп, сире те мĕнле те пулин ырă тума тăрăшăп... Анчах эпĕ кунта текех пурăнма пултараймастăп, чунăм тӳсеймест... Манăн çав тискер кайăка, Генрих Шварца, тавăрмаллах. Пуçа пĕр пысăк шухăш пырса кĕчĕ, эпĕ ăна пурнăçа кĕртмесĕр лăпланассăм çук. Ĕмĕтĕм тулсан, каллех сире килсе курăп-и, тен...
Хăвăра чăрмав кӳрсе пурăннăшăн каçарăр, сивĕ сăмахпа ан асăнăр, эпĕ ăна тивĕçлĕ мар. Эпĕ хамăн чĕрем хушнипе тухса каятăп.
1943 ç, 28/УП. Сире хисеплекен И. Долбин».
— Ак тата япала! —вырăн çине лаштах кайса ларчĕ Федор Иванович. — Тухса тапнă ман шĕвĕр... Командир умĕнче мĕнле ответ тытас пулатъ-ха ĕнтĕ? Тата куккăшĕ отряда каялла таврăнсан — мĕн каламалла?
Вăл чылайччен Ванюшкăн çырăвне аллинче çавăркаласа ларчĕ. Унтан сасартăк ирхи апат вăхăтĕнчи калаçăва аса илчĕ те хăйне хăй çамкинчен çапса илчĕ:
— Эх, ватă ухмах! Çулне хамах кăтартса ятăм вĕт-ха ăна!
XIII
...Малтанхи кунĕнче Ванюшка лагерьтен пĕр вунпилĕк километр çеç кайрĕ, мĕншĕн тесен каç пулса ларчĕ. Хĕвел ансан, вăл çултан аяккарах пăрăнчĕ те вăрăм курăк ăшне кĕрсе выртса çывăрчĕ. Ирхине ирех, хĕвелпе пĕрлех, сиксе тăрса малалла, район хули еннелле, уттарчĕ. .
Çĕрле çумăр шăпăртатса илнипе çанталăк кăштах сулхăнланчĕ, çавăнпа та утма уçă, çăмăл пулчĕ. Ансăртран нимĕç таврашĕсене тĕл пулас мар тесе, Ванюшка шоссе çинчен пăрăнса ахаль çулсем тăрăх пычĕ. Май килнĕ вырăнсенче ялсене те кĕмерĕ, тӳрĕрен тӳрĕ кайрĕ. Яла кĕмеллех пулсан — ыйткаласа çӳрекен ача пек пулма тăрăшрĕ, çав хушăрах хĕрарăмсенчен е хăй пекрех ачасенчен çул ыйтса пĕлчĕ. ăна апат та çитерсе ячĕç. Хăй ăçта кайни çинчен ыйтсан, вăл ялан пĕрешкел ответ пачĕ:
— Хулара ман кукка пурăнатъ, сапожник. Çав чĕнсе янă, ĕçе вĕрентетĕп тенĕ.
Ку пĕртте тĕрĕс пулман. Чăн та, Ванюшкăсен ялĕнчен кайнă пĕр çын вăрçăччен хулара атă çĕлесе пурăннă, Ванюшка ăна шыраса тупма ĕмĕтленнĕ, анчах сапожнник ĕçне вĕренесси унăн асра та пулман. Пуçĕнче унăн урăх план пулнă. Ун çинчен халĕ çĕр çинче Ванюшкăсăр хăйĕнсĕр пуçне никам та, пĕр чĕрчун та пĕлмен...
Федор Иванович çĕрпӳртĕнче ватăрах партизансем юлашки каçхине Генрих Шварц тĕрлĕ сутăнчăксенчен полицейскисен отрячĕ пухни çинчен калаçнине итлесе выртнă хыççăн çапла шут тунă вăл:
«Эпĕ те епле те пулсан çав отряда кайса кĕретĕп те вара Щварц çыăхĕнчех пулатăп... Мана та, ыттисем пекеж, пăшал параççĕ... Майлă самант килсе тухсан, çав ирсĕре вĕлеретĕп те ăçталла май килнĕ — çавăнталла тухса таратăп...»
Питĕ хăрамалла план пулнă ку, анчах хăйĕн тăванĕсене вĕлерсе пĕтернĕ тăшмана тавăрас кăмăл ытла та вăйлă пулнă çав унăн, çавăнпа та, хăрушă пулин те, Ванюшка тытăнса тăман. Хăйне тытса чарасран шикленсе, кун çинчен вăл никама та калас темен, хăй тĕллĕнех тухса кайнă.
Хулана вăл кăнтăрла иртсен пĕр тăватă сехетре çитрĕ. Ку таранччен вăл пĕр нимĕçе те тĕл пулманччĕ (Ванюшка уншăн питĕ савăнчĕ), анчах, хула çуммипе юхакан шыв хĕррине анса кĕпер патне çитсенех, ун умне икĕ фашист салтакĕ тухса тăчĕç. Ванюшкăн чĕри сӳ-сӳ-ӳ... туса кайрĕ, чĕлхи çăвар маччи çумне çыпçăнса ларчĕ. Анчах та хăй хăранине палăртмарĕ вăл, ним пулман пекех, кĕпер çинелле кĕрсе кайрĕ. Лешсем ăна чарса тăратмарĕç, хура хурçă калпакĕсем айĕпе пăхса, пĕр чĕнмесĕр ирттерсе ячĕç.
«Кусем кĕпере хураллаççĕ пулас», — шутларĕ Ванюшка хăй ăшĕнче, тăшмансен куçĕнчен часрах çухалас шутпа уттине хăвăртлатса.
Пĕлмен çав Ванюшка нимĕн те... Вăл кун хула коменданчĕ хулана пыракансене пурне те кĕртмелле, анчах хуларан никама та кăларса ямалла мар тесе приказ панă пулнă.
Кĕпер урлă каçсан çул, çӳллĕ сăрт çуммипе пăрăнса, ту çинчи пысăк сад патне илсе тухрĕ. Ванюшка çавăнтах астуса илчĕ: вăрçăччен, пĕр-икĕ çул малтан, вăл ашшĕпе пĕрле хула пасарне килнĕччĕ те çак сад çине пăхса тĕлĕннĕччĕ. Çав тери илемлĕччĕ вăл! Сенкер ракатка хыçĕнчи улмуççисен турачĕсем, улмисен йывăрăшне чăтаймасăр, çĕрелле усăна-усăна аннăччĕ. Ытармалла марччĕ... Халь ракаткине те йăвантарса пĕтернĕ, улмуççийĕсĕм те хăшĕ хăрса ларнă, хăшне каса-каса пăрахнă, хăшĕсем темшĕн çунса кайнă...
Çак амантса, вараласа пĕтернĕ сад хĕррипе пĕр икçĕр метр пек тăвалла хăпарсан, Ванюшка сылтăм енче темĕн пысăкăш хура хĕрес тăнине асăрхарĕ.
— Чим-ха... — терĕ вăл хăйне хăй, тăпах чарăнса тăрса. — Ара, кунта Ленин памятникĕ тăратчĕ-çке...
Вăл тинкеререх пăхрĕ. Чăнах иккен. Хĕресе памятникĕн никĕсĕ çине хăпартса лартнă.
— Епле тискер ĕç тунă, явăлсем! — пăшăлтатса илчĕ те Ванюшка малалла утрĕ. Анчах нумай та каяймарĕ — сулахай енче, садри улмуççисем хушшинче, умлăн-хыçлăнах виçĕ хут пăшал сасси кĕрслетрĕ. Ку çав тери кĕтмен çĕртен пулнипе Ванюшка картах сиксе илчĕ. Унччен те пулмарĕ, вăл темĕнле хĕрарăм çав тери хыттăн «а-а-ай!» тесе кăшкăрнине илтрĕ. Тепĕр самантранах садран çӳçне-пуçне сапалантарса янă пĕр 16-17 çулхи хĕрача аллисене çĕклесе чупса тухрĕ те пилĕк-ултă метр кайсанах ӳпне тăсăлса ӳкрĕ...
Ăна-кăна тавçăрса илме ĕлкĕреймен Ванюшка ун патнелле ыткăнчĕ. Анчах та вăл çав хĕрача патне çитиччен садран икĕ нимĕç сиксе тухрĕç. Малта чупаканĕн аллинче парабеллум пулнă, кайрин — автомат. Вĕсене курсан, кунта çав тери ырă мар ĕç пулнине тавçăрса илсе, Ванюшка аяккалла тапса сикрĕ, анчах лешсем ăна асăрхаса илме ĕлкĕрчĕç те пĕр харăсах кăшкăрса ячĕç...
— Хальт! Хальт!
— Стой, звиня! Назад! Стреляйт!..
Ванюшкăн ним тумалли те юлмарĕ... Пульăран ăçтан тарса ӳкетĕн? Вăл чарăнса тăчĕ те — каялла пăхрĕ. Çав самантрах ун патне автоматлă нимĕçĕ, сиксе пырса, ăна пуçĕнчен çапса ӳкерчĕ.
— Зобак!..
— Мĕншĕн çапан? Эп нимĕн те туман! — кăшкăрса ячĕ Ванюшка, фашист çине калама çук хаяррăн пăхса.
— Вставайт! — пăшалĕпе юнаса илчĕ лешĕ. Унтан çавăнтах Ванюшкăна хулĕнчен туртса тăратрĕ те сад еннелле сĕтĕрсе кайрĕ.
Минутран вĕсем паçăр садран чупса тухса ӳкнĕ хĕр-ача патне çитрĕç. Вăл ним пĕлми, çăварĕнчен юн юхтарса, хăрăлтатса выртать-мĕн. Пульăсем унăн ӳпки витĕрех тухса кайнă курăнать. Парабеллум тытнă фашист ун çине йĕрĕнчĕклĕн пăхса тăрать.
Ванюшкăна сĕтĕрсе пыни васкасах унран темскер ыйтрĕ.
— Капут, — терĕ лешĕ.
Чăнах та, хĕрача тата темиçе самант тапкаланса илчĕ те хускалми пулчĕ.
— Капут, — терĕ нимĕç каллех. — ::Зер гут!:Питĕ лайăх.::
Унтан вĕсем пĕр-пĕринпе тем çинчен (хĕрача виллипе мĕн тăвасси çинчен пулас) калаçса илчĕç те — пĕри аллипе сулчĕ, тепри сурчĕ. Вырттăрах терĕ пулмалла.
— Идьйом, — терĕ вара пĕри, Ванюшкăна хулпуççинчен хыттăн тĕртсе илсе. — Ходить вперьед!
— Ăçта илсе каятăр? Ман тăвансем патне каймалла... — ăнлантарма тăчĕ Ванюшка. Паллах, усси пулмарĕ...
— Не говорить! — кăшкăрса пăрахрĕ те ăна фашист аллине хăйĕн автомачĕ çине хучĕ.
Ванюшка вара тăруках темĕнле хутланса ларчĕ те вĕсем умĕн утрĕ.
«Мĕн тума шутлаççĕ ĕнтĕ кусем мана? Ăçта илсе каяççĕ? Хупма-ши? Е халех вĕлерме? — тутисене юн тухмаллах çыртса лартса, хăвăрт-хăвăрт шухăшласа пычĕ Ванюшка. — Ах, ăнăçсăр пулчĕ-çке! Килнĕ-килменех лекрĕм! Комендант патне илсе кайса допрос тусан юрĕччĕ хăть. Унта эпĕ: «Ятарласах полицая кĕме килтĕм», — тесе каланă пулăттăм. Темтепĕр суйăттăм: ман атте кулак пулнă, вăл та, анне те тĕрмере вилнĕ... Çавăн пеккисене пухаççĕ вĕт-ха вĕсем полицай пулма...»
Анчах ăна комендатурăна та илсе каймарĕç, допрос таврашĕ те тумарĕç, тӳрех хулан тепĕр енчи хире илсе тухрĕç те йĕри-тавра икĕ рет йĕплĕ пралук карнă МТС картишне тĕртсе кĕртсе ячĕç.
Кунта Ванюшка йышши çамрăк ачасем, ӳссе çитнĕ хĕрсемпе вăйпитти хĕрарăмсем сахалран та пĕр пилĕк çĕр çын пулнă. Карта тулашĕнче, унта та кунта, мăйĕсенчен автомат çакнă нимĕç салтакĕсем кашкăр тĕслĕ йытăсемпе калле-малле çӳренĕ.
— Мĕне пĕлтерет ку? Пурне те персе пăрахма пухнă-ши кусене? — пăшăлтатса илчĕ Ванюшка, тĕлĕннипе юпа пек хытса тăрса...
XIV
Темиçе минут хушши йĕри-тавралла пăхса, тăнă хыççăн Ванюшка хăйĕнчен инçетрех те мар мăкланнă каска çинче çĕтĕк-çатăк тумланнă, ырханкка, нумайранпа касман сарă çӳçлĕ пĕр арçын ачапа пысăк уссиллĕ, кăвакарма пуçланă шăрт пек сухаллă çын ларнине асăрхарĕ те вĕсем патнелле пычĕ.
— Сирĕнпе ларма юрать-и? — ыйтрĕ вăл хуллен, тăруках нимĕн калама аптранă енне.
— Ларах, ара, вырăн пур вĕт, — терĕ арçын ача, Ванюшка çине путса ларнă кăвак куçĕсемпе пăхса илсе.
Ванюшка каска çине ерипен ларчĕ те каллех йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ. Унта та кунта — тĕрлĕрен тĕрлĕ çынсем. Вĕсем ушкăнăн-ушкăнăн лараççĕ, хăшĕсем выртаççĕ, хăшĕсем тата, пуçĕсене усса, пĕчченшерĕн уткаласа çӳреççĕ. Пурте чĕмсĕр, çав тери ывăнса çитнĕ тĕслĕ, салху, кичем... Калăн, пурте халь çеç хăйсен чи юратнă, чи хаклă çыннисене масар çине пытарса таврăннă е — унтан та ытларах — хăйсене кĕçех вĕлересси çинчен пĕлнĕ...
Ванюшкăпа юнашар ларакан арçын ачапа уссиллĕ çын та çавăн пекех. Йывăр шухăша кайса, таçталла пĕр тĕлсĕр пăхса лараççĕ. Сăнĕсем иккĕшин те шурса-кăвакарса кайнă, аллисем хуп-хура, нумайранпа çуман пулмалла вĕсене. Уссилли — кивĕ сăран пиншакпа, урине чăлхасăр-мĕнсĕрех çĕтĕк салтак пушмакĕ тăхăннă, ачи çинче — мăн çын пиншакĕ, урисем — çара, пылчăкланса, сăранлансах ларнă.
Ванюшка вĕсем çине пăхса чылайччен чĕнмесĕр ларчĕ, унтан арçын ача кĕсйинчен чĕрĕ кăшман касăкĕ кăларса ерипен кăшлама тытăннине курчĕ те тӳсеймерĕ, сăмах хушрĕ.
— Эсĕ кунта... Нумайранпа-и?
— Пиллĕкмĕш кун ĕнтĕ, — терĕ ача.
— Сана мĕн пирки тытса килнĕ?
— Мĕншĕн пултăр? Нимĕншĕн те мар, ахалех...
— Ăçтан илсе килчĕç?
— Инçетрен... Винница хули патĕнченех.
— Эсĕ унтисем-и?
— Çук, анчах унта икĕ çула яхăн пурăннă... Çак Микола пичче патĕнче. — Ача пуçĕпе уссиллĕ çын еннелле сулса кăтартрĕ.
— Ху ăçтисем вара эсĕ?
— Питĕ инçетрисем...Чăваш республикинчен. Илтнĕ-и?
— Географи тăрăх пĕлетĕп, — терĕ Ванюшка. — Атăл çинче вăл...
— Тĕрĕс, çавăнта... — Ача хăй аллинчи кăшман касăкĕ çине пăхрĕ те ăна тата кăштах çыртса илсе каллех кĕсъене чиксе хучĕ.
Ванюшкăн ăна çав тери хĕрхенсе килсе кайрĕ. «Мĕскĕн... Епле майпа лекнĕ-ши вăл кунта, хăйĕн тăван çĕршывĕнчен темиçе пин çухрăма?»
— Эсĕ мĕн ятлă? —- ун куçĕнчен пăхса ыйтрĕ Ванюшка.
— Санька.
— Итле-ха, Санька... Ман çакăнта пĕр татăк çăкăр пур, çиетĕн-и? — Ванюшка хăйне тахăш ялта пĕр ырă чĕреллĕ кинемей парса янă çăкăр юлашкине туртса кăларчĕ. — Ме, тыт...
Санька пĕрре çăкăр çине, тепре Ванюшка çине пăхрĕ. Унăн куçĕсем выççăн йăлкăшса илчĕç, анчах та вăл, пуçне пăркаласа:
— Çук, кирлĕ мар, — терĕ.
— Çи, çи! —сĕнчĕ Ванюшка.
— Хăвна кирлĕ пулать...
— Эпĕ çинĕ, тутă!
— Кунта çитермеççĕ... Пилĕк кун хушшинче пире икĕ хут çеç чĕрĕ кăшман тăкса пачĕç. Ăна илме пырсан та темиçе çынна персе пăрахрĕç. Хăвăн выçă пурăнмалла пулать...
— Пулин тата! Пĕрле пулатпăр вĕт!
— Ну, пăртаках пар эппин... — Санька Ванюшка аллинчи çăкăр татăкне илчĕ те çуррине хуçса каялла пачĕ. Ванюшка ăна кĕсъене чикнĕ хушăра Санька, хăй илнĕ пайне тата çурмаран хуçса, тепĕр еннелле пăхса ларакан уссиллĕ çынна çурăмĕнчен хуллен кăна тĕртрĕ.
— Микола пичче, çийĕр...
Лешĕ ун еннелле çаврăнчĕ те, хăйне çăкăр сĕннине курсан, пит те тĕлĕнсе кайрĕ.
— Ăçтан тупрăн?
— Ак çак ача пачĕ, — терĕ Санька.
— Тавтапуç, ывăлăм... — Вăл Ванюшкăна пуç тайса илчĕ. — Мĕн ятлă-ха эс?
— Иван, Ванюшка.
— Ăçтисем пулатăн?
— Çак районсемех, кунтан пĕр аллă километр.
— А эпир питĕ инçетрен килсе лекрĕмĕр. Таçта çитереççĕ-ха тата. Хăйсем патне, шуйттан йăвине, неметчинăнах илсе каяççĕ пулас ĕнтĕ...
— Германие-и?! — хăраса куçĕсене чарсах пăрахрĕ Ванюшка.
— Германие çав. Çĕлен шăтăкне. Пире каторгăна илсе кайма пухнă вĕт... Пĕлместĕн-им?
Ку сăмахсене илтсен, Ванюшкăн чĕри яштах турĕ, куçĕсем сасартăк хуралса килчĕç. Уншăн ку ытла та йывăр, кĕтмен хыпар пулчĕ.
— Неушлĕ... Неушлĕ Германие?!
Анчах Микола пичче тĕрĕссине каланă.
Хăйсем кунта текех нумай тытăнса тăрас çуккине туйса, фашистсем çав таврари пур вăйпитти çынсене те Германие хăваласа кайма тытăннă. Унччен малтан та нумай халăх илсе кайнă вĕсем, анчах халĕ ытла та тĕппипех шăлса кайма тапратнă. Никам çине те пăхса тăман — арçын-и вăл, хĕрарăм-и, çемьере пĕртен-пĕр ĕçлекен çын-и, пĕчĕк ачисем пур-и — пурпĕрех. Камăн ĕçлемелĕх вăйĕ пур, камран ĕç выльăхĕ тума пулать — пурне те тыта-тыта сĕтĕрсе кайнă. Çавна пĕлсе, çынсем пытанма, ăçта май килнĕ — çавăнталла тарма тытăынă, ялĕ-ялĕпе пушанса юлнй, килсенче вĕт-шак ачасемпе аран утакан ватăсене çеç тупма пулнă. Ку вара фашистсене пушшех уртарса янă. Вĕсем облава хыççăн облава тунă, кашни тĕл пулнă çыннах тытса хупнă, тарма пикеннисене пере-пере пăрахнă. Паçăр хулари сад патĕнче Ванюшка куçĕ умĕнчех вилсе кайнă хĕрача та çавăн пекскер пулнă: амăшĕ ăна тăшмансенчен пĕр эрне хушши пахчари мунча урайĕ айĕнче пытарса усранă, анчах та юлашкинчен фашистсем ăна пурпĕр тупнă та амăшĕнчен туртса илсе тухса кайнă. Апла та вилĕм, капла та вилĕм, — хĕрача конвоирсенчен вĕçерĕнсе тарнă, лешсем вара ăна садра хăваласа çитсе персе ӳкернĕ.
Ванюшкăна та нимĕç салтакĕсем çавăнпах тытса килнĕ. Вĕсемшĕн ансат пулнă — вилни вырăнне чĕрри тупăннă!
...Çав тери йывăр, асаплантаракан шухăшсем пусса илчĕç Ванюшкăна. «Мĕн пулчĕ-ха ĕнтĕ ку? Кăлăхах тухрăм пулать отрядран... Лармаллаччĕ хускалмасăр... Тăшмана тавăрас тесеттĕм, анах ун вырăнне — чуралăха лекрĕм...»
Сылтăм енче сасартăк хыттăн кăшкăрашни, макăрни, çуйăхни илтĕнсе кайрĕ. Ванюшка унталла хăвăрт çаврăнса пăхрĕ те йĕплĕ пралук карта çуммипе юланутлă гитлеровецсем тата тепĕр çĕр çынна — хĕрарăмсене, çамрăк ачасене — хăваласа килнине курчĕ. Вăл çавăнтах каска çинчен сиксе тăрса карта патнелле чупса кайрĕ.
— Камсене илсе килеççĕ-ши? Ăнсăртран палланă çынсем çук-ши?..
Хăрушла картина курчĕ вара вăл... Тыткăна илсе каймалли çынсене пурне те аллисене каялла туса пĕр-пĕрин çумне вĕренсемпе çыхса лартнă иккен. (Тарасран пулмалла ĕнтĕ.) Вĕсене ăсатаканĕсем ик енĕпе утса пыраççĕ: макăраççĕ, татăлса йĕреççĕ, хăйсен тăванĕсем çывăхнерех пыма тăрăшаççĕ, анчах салтаксем вĕсене çывăхартмаççĕ, саламатсемпе пыра-пыра çапаççĕ, лашисемпе таптама тăраççĕ...
Акă вĕсем хапха патне çитрĕç. Алăка уçса яриччен самантлăха чарăнса тăма тиврĕ. Макрашу, çуйăху татах вăйланса кайрĕ.
— Ах, ача-ам... Пĕтрĕн-çке ĕнтĕ, пĕтрĕ-ĕн!
— Ĕмĕрлĕхех уйрăлатпăр вĕт, тек нихçан та курас çук...
— Сыв пул, чунăм... Ах, турă!..
Ăсатакансем хĕссех пыма пуçларĕç. Кашниех хăйĕн тăванне е çывăх çыннине юлашки хут ыталаса чуптăвасшăн пулчĕ. Нимĕç конвоирĕсем вĕсене хаяррăн кăшкăрса, çапа-çапа, чыша-чыша каялла хăвалама тапратрĕç. Пĕр-икĕ хут пăшал сасси кĕрслетрĕ...
Çав вăхăтра хапхана уçса ячĕç те, МТС килкартине ăйăр çине утланнă хыткан та тăсланкă офицер сиктерсе кĕчĕ. Каçхи хĕвел çутинче унăн кăкри çинче пысăк ылтăн вăчăра йăлтăртатса илчĕ. Ванюшкăн сывлăшĕ пӳлĕнсе ларчĕ. Тӳрех палласа илчĕ вăл çав офицера... Ку — хайхи каратель, çĕр хут ылханлă Генрих Шварц пулнă.
Ванюшкăн чышкисем чăмăртанчĕç, вăл сиксе чĕтреме тытăнчĕ. Ах, çак самантра унăн аллинче мĕн те пулин — автомат-и, пиетолет-и, граната-и — пулнă пулсанччĕ! Ним çине те пăхса тăман пулĕччĕ вăл, пĕррех персе ӳкерĕччĕ тискер тăшмана, кайран хуть те мĕн пултăр унта... Анчах нушă алăпа мĕн тăвăн ĕнтĕ? Шăлсене çыртса лартасси çеç юлать...
Генрих Шварц ăйăрне хапха çумне урлăн тăратрĕ те кайри конвоирсеие темскер хыттăн кăшкăрчĕ. Лешсем тытса килнисен колоннине хыçалтан хăвалама тытăнчĕç. Вара, малтисем хапхаран кĕрсенех, Шварц вĕсене аллинчи саламачĕпе ăçтан лекнĕ — çавăнтан хĕнеме тытăнчĕ. Пĕтĕм колоннăна хĕнесе ирттерсе ячĕ вăл. Лаши çинчен карăнса саламачĕпе кашни сулмассеренех унăн кăкри çинче ылтăн вăчăра йăлтăртатрĕ...
Ванюшкăн куççулĕ юхса анчĕ. Анчах вăл хурлану куççулĕ мар, тарăху куççулĕ пулчĕ. Çав вăхăтрах унăн чĕринче вĕри хаярлăх тулса хăпарчĕ.
— Çитĕ-ха вăхăт, тулĕ-ха сан шалчу! Эпĕ ним тăваймасан та, ыттисем тытса пăрса ярĕç сан мăйна!..
Халь хăваласа килнисене кил хушши варринелле илсе çитерсен, вĕсен аллисене салтса ячĕç. Кунта лараканнисем вĕсене кăпăрах сырса илчĕç. Кашниех вĕсен хушшинче палланă çынсем çук-ши тесе шырарĕ. Шавлă калаçу пуçланса кайрĕ, ыйтса пĕлме тытăнчĕç: ăçтисем, мĕнле çынсем, епле лекнĕ, халăх хушшинче мĕн хыпар пур...
Ыттисемпе пĕрле Ванюшка та вĕсем патне пырса тăчĕ. Пурте вĕсем çав тери ырханланса кайнă, салху сăн-питлĕ. Хăшĕсен хĕненипе пичĕ-куçĕсем кăвакарса ларнă, теприсен кĕпи-тумтирĕ çурăлса, таткаланса пĕтнĕ, хăшĕ-пĕрисен урисем шыçа-шыçа тухнă. Хăрушă!..
Чылайран тин таврăнчĕ вăл Санькăпа Микола пичче патне. Пĕр хушă нихăшĕ те чĕнмерĕç.
— Хăвалаççĕ те хăвалаççĕ пирĕн çынсене, пурне те чура тăвасшăн, — терĕ унтан Микола пичче. — Мĕн чухлĕ куççулĕ, мĕн чухлĕ хуйхă... Анчах пурпĕрех шалчи тулать-ха вăл Гитлерăн, нумаях ашкăнаймĕ! Пуçсене усма кирлĕ мар. Хуть те мĕнле хурлăх пулсан та парăнма юрамасть. Парăнман çын вăл, юлашкинчен. пурпĕр çĕнтерет. Çĕнтерет те — тата лайăхрах пурăнма пуçлать, мĕншĕн тесен пурнăç хакне ытларах пĕлекен пулать. — Вăл, калама чарăнса, пĕр хушă тем çинчен шухăшларĕ. Унтан ачасене шăппăн-шăппăн каларĕ:
— Ан хăрăр. Эпир пурпĕр хăтăлатпăр. Каймастпăр эпир каторгăна. Курăр акă. Анчах эсир манран пĕр шит те ан уйрăлăр, эпĕ хушнисене пурне те тĕп-тĕрĕс туса пырăр.
Микола пичче çав тери ĕнентермелле каларĕ. Халлĕхе ним тĕлли-палли те пулман пулин те, ачасен чĕрисенче тыткăнран çуралчĕ...
XV
Хĕвел аннă вăхăтра фашистсем МТС кил хушшинчи халăха кирпĕчрен тунă вăрăм сарайне хăваласа кĕртрĕç. Мирлĕ вăхăтра кунта машинăсем юсамалли мастерской пулнă пулмалла. Ванюшка шала кĕрсенех тĕрлĕрен станоксем, сунталсем тăнине, тимĕр хатĕрĕсем йăваланса выртнине асăрхарĕ, сарайăн стенисем те тĕтĕм-хăрăмпа хуралса ларнă-мĕн...
— Эпир ĕнер каç ав çавăнта вырнаçнăччĕ, — терĕ Санька, сарайне кĕрсенех сулахаялла тĕллесе кăтартса.
Вĕсем — Микола пичче, Санька, Ванюшка — çав инçетри кĕтеселле кайрĕç. Пысăках мар улăм купи патне çитсен, Санька тӳрех ун çине ларчĕ.
— Çакă пирĕн йăва...
— Аван, çĕр çинче выртниех мар, — терĕ Ванюшка.
Сарайне халăх тулчĕ, кĕçех ниçта пĕр пушă вырăн та юлмарĕ. Пур енчен те тыткăна лекнĕ çынсем пĕр-пĕринпе хуллен, шăппăн калаçни илтĕнчĕ. Пирĕн туссем хушшинче те, вĕсем улăм çине пĕр-пĕрин çумнерех йăпшăнса выртсан, майĕпе сăмах пуçланса кайрĕ.
Ванюшкăн паçăрах Санька çинчен çав тери пĕлесси килнĕччĕ: ииçетри Чăваш çĕршывĕнчен епле лекнĕ-ха вăл кунта, мĕншĕн икĕ çула яхăн Микола пичче патĕнче пурăннă тата лагере мĕнле килсе çакланнă? Ытла та тĕлĕнмелле-çке вăл! Халь ĕнте, тĕттĕм сарайĕнче улăм çинче юнашар выртма тӳр килсен, урăх ним çинчен те калаçмалли çук чух, вăл унтан майĕпе ыйтма тытăнчĕ.
— Итле-ха, Саня... Епле-ха эсĕ...
— Мĕн?
— Атăл çинчен çакăнта çити килнĕ? Эсĕ çуралса çитĕннĕ вырăнсене фашистсем çитмен-çке унта?
— Çитмен теççĕ...
— Апла-тăк — епле майпа лекнĕ эсĕ вĕсен аллине? Ăнсăртран-и вăл?
— Мĕнле калас сана... — Санька ассăн сывласа илчĕ те пĕр хушă нимĕн те чĕнмерĕ, унтан вара хăйĕн хурлăхлă калавне пуçласа ячĕ:
— Ăнсăртран теме те пулать, анчах, тепĕр майлă шутласан, ăнсăртран та мар... Манăн атте çар шкулĕнчен вĕренсе тухнă та командир пулнă. Малтан эпир Инçетри Хĕвелтухăçĕнче пурăнаттăмăр, унтан — 1940 çулта — ăна хĕвеланăçне, Рава-Русска хули хыçне, куçарчĕç. Лайăх пурăнаттăмăр эпир унта. Атте службăра тăнă çĕрте ятарласах командирсен ачисем валли шкул пурччĕ. Эпĕ ĕнтĕ пиллĕкмĕш класс пĕтерсе улттăмĕшне куçаттăм... Сасартăк вăрçă пуçланчĕ. Атте, пограничник пулнипе, фашистсем пирĕн чикĕ патне çитсе тухсанах çапăçăва кĕрсе кайнă. Пире, командирсен çемйисене, çав кунах хĕвелтухăçнелле ăсатма тытăнчĕç. Астăватăп, пире темле пĕчĕк станцире поезд çине лартса илсе кайрĕç. Сĕм-çĕрле, тĕттĕм... Анчах çуллахи каç кĕске вĕт вăл. Тул çутăличчен эпир нумай та каяйман. Хĕвел тухнă-тухманах пирĕн эшелона тăшман самолечĕсем хăваласа çитсе ун çине бомбăсем ывăтма тытăнчĕç,.. Çав тери хăрушă бомбежка пулчĕ вăл, нимĕнле сăмахсемпе те каласа пама пĕлес çук ун çинчен! Темĕн чухлĕ халăх пĕтрĕ, поезда турпас туса хучĕç, çунтарса ячĕç... Эпир виçсĕмĕр — анне, манăн йăмăк Рина (вăл манран икĕ çул кĕçĕнччĕ) — поезд чарăнсанах, пĕтĕм япаласене пăрахса, вакунран сиксе тухса хирелле тартăмăр та темиçе сехет хушши çӳллĕ тырă ăшĕнче выртрăмăр. Унтан, самолет сассисем илтĕнми пулсан, каллех чугун çул патнелле тухрăмăр. Епле те пулсан кил еннелле каймалла-çке... Анчах кунтан малалла поездпа каясси пулмарĕ, мĕншĕн тесен чугун çула пĕтĕмпех ишĕлтерсе пĕтернĕччĕ. Вара эпир сывă юлнă ытти çынсемпе пĕрле хĕвелтухăçнелле çуранах утрăмăр... Тепĕр кунне, ир енне, темле станцие çитсе тухрăмăр. Ăна çунтарса янăччĕ ĕнтĕ, ăçта ан пăх — пур çĕрте те тĕтĕм, хăрăм, кăвар. Çапах та пире станцирен пĕр-ик километр аякра тăракан поезд çине вырнаçтарса илсе кайрĕç. Ну, тен, хăтăлатпăр пулĕ-ха тесĕттĕмĕр ĕнтĕ. Пулаймарĕ... Нимĕçсем эпир çитсе тухас тепĕр станци патне самолетсемпе пырса пысăк десант антарма ĕлкĕрнĕ пулнă та, çавсем пирĕн поезда станцие çитичченех пулеметсенчен персе кĕтсе илчĕç. Поездпа килнисенчен нумайăшĕ вилчĕç, нумайăшĕ аманчĕç... Юлашкисене, сывă юлнисене, поезд çинчен хăваласа антарчĕç те пĕр çĕрелле пухса ухтарма тытăнчĕç. Камăн мĕнле хаклăрах япала пулнă — сехетсем, çĕрĕсем, хăлха алкисем — пурне те тăпăлтарса илчĕç. Çакăнта вара манăн аннен пĕтмелле пулчĕ...
Санька калама патах чарăнчĕ, çак пур хăрушла ĕçсене аса илнипе унăн чĕри ытла та ыратса кайрĕ пулмалла. Ванюшка та ним чĕнмесĕр выртрĕ, мĕншĕн тесен вăл та хăйĕн амăшне аса илчĕ. Нимрен те хаклă-çке вăл анне тени, ăна вăхăтсăр çухатма тӳр килсен — вăл нихçан та асран каймасть!
— Мĕнле пулчĕ вара вăл? — шăппăн ыйтрĕ Ванюшка.
— Пĕр вăрăм, хыткан, шуйттан тĕслĕ фашист, офицер, анне аллинчи сумкăна карт! тытса илсе уçрĕ те тӳрех аттен ылтăн сехетне тупса кăларчĕ. Куçĕсем алчăрасах кайрĕç çакăн, мĕншĕн тесен сехечĕ калама çук чаплăччĕ... Ăна ман аттене 1938 çулта Хасан кӳлли патĕнче Япони самурайĕсене хирĕç паттăр çапăçнăшăн тав туса оборона халăх комиссарĕ ячĕпе парнеленĕччĕ. Унăн пĕр вăчăришĕн аттене пин тенкĕ пама пулнăччĕ, мĕншĕн тесен вăл тăптăр ылтăнран тунăскерччĕ те, виçĕ шит тăршшĕччĕ... Ну, паллах ĕнтĕ, анне ним те шарламарĕ, — камăн вилес килтĕр? Сехечĕ-мĕнĕ — мур патне, пуç сывă юлтăр... Анчах та леш бандита çавăн пек хаклă япалана туртса илни те çитмен вĕт. Вăл анне пӳрни çинче тата çĕрĕ пуррине асăрханă. Çĕрри — ахальскер, çиелтен ылтăн тĕслĕ туса хунăскер кăначчĕ, анчах фашист ăна хаклă япала тесе шутланă пулмалла çав. Вăл аннене аллинчен тытрĕ те çав çĕрре пӳрни çинчен туртса кăларма тапратрĕ. Анне кăшкăрса ячĕ, мĕншĕн тесен çĕрри питĕ тăвăр пулнă, ăна вăл хăй те кăлараймастчĕ. Лешĕ каллех туртрĕ. Анне ыратнине тӳсеймерĕ, унран вĕçерĕнме пикенчĕ. Вара — ку хĕрарăм хăйне хирĕç тăрать тесе пулае çав — фашист йăпăр-япăр пистолетне кăларчĕ те аннене кăкринчен персе ячĕ. Анне, çавăнтах ӳксе, пĕр сас кăлармасăрах вилсе кайрĕ... Эпĕ фашист çинелле ыткăнтăм, анчах вăл мана пĕрре тапсах вăркăнтарса ячĕ. Унтан анне патне кукленчĕ те унăн çĕрĕллĕ пӳрнине çĕçĕпе пат! татса илчĕ...
Ванюшка çак сăмахсене куçсене хупса, шăлĕсене çыртса итлесе выртрĕ. Чĕри пăчăртана-пăчăртана илчĕ. Темшĕн Санькăн амăшне çавăн пек тискеррĕн вĕлернĕ нимĕç ăна леш ылтăн вăчăраллă Генрих Шварц пекех туйăнса кайрĕ... Çавăн сăннех курса выртрĕ вăл: вăрăм, хыткан, шуйттан тĕслĕ... Чăн та, ку ĕç икĕ çул маларах, тата кунта мар, пачах урăх çĕрте пулнă, анчах кам пĕлет, тен, вăлах, çав урнă кашкăрах?
— Кайран вара пире чугун çултан аяккалла хăваласа кайрĕç, —- терĕ Санька малалла, хурлăхлăн сывласаилсе. — Анне вилли çавăнтах выртса юлчĕ. Эпир, Ринăпа иксĕмĕр, макăра-макăра тата ним çименнипе халранкайса, утайми пулса çитрĕмĕр. Пĕрех хут, аннепе пĕрле хамара та мĕншĕн вĕлермерĕç-ши тесе пин хут та каларăм пулĕ...
Санька каллех ассăн сывласа илчĕ.
— Нумай хăваласа çӳрерĕç пире... Пĕр яла илсе пырса пĕр-пĕр выльăх картине хупса усраççĕ-усраççĕ те татах хăваласа каяççĕ, унтан каллех ăçта та пулин пырса хупаççĕ. Сахалран та пĕр-икĕ эрне сĕтĕрсе çӳрерĕç çавăн пек. Выçăпа аптраса çитнипе нумайăшĕ вилчĕç,чылайăшне тата пере-пере пăрахрĕç. Çын утайми пулса çитет те — ăна ĕнсинчен персе, йытă вилли пек, çул çинчен темиçе утăм аяккарах сĕтĕрсе кайса хăвараççĕ...Ну, юлашкинчен эпир вĕсене йăлăхтарса çитертĕмĕр пулмалла. Пĕр ирхине çавăн пек сарайĕнчен кăларчĕç те, уя хăваласа тухса, вăйлăрах хĕрарăмсене уйăрса илчĕç, ыттисене: «Килĕрсене кайăр!» — терĕç. Анчах пирĕн ăçта кайма пĕлес-ха? Никам та çук пирĕн — аннене вĕлерчĕç, атте вăрçăра... Тăркаларăмăр-тăркаларăмăр та, кĕçĕр çĕр каçнă поселока таврăнса, пĕр пӳрте кĕтĕмĕр — мĕн те пулин çимелли ыйтма. Шăпах çак Микола пичче килĕ пулнă вăл. Арăмĕпе иккĕшĕ те калама çук ырă кăмăлпа йышăнчĕç пире: апат çитерчĕç, ыйтса пĕлчĕç, тем пекех хĕрхенчĕç... Апат çикелесен, кăштах кансан, эпир тухса кайма хатĕрлентĕмĕр, анчах Микола пичче ямарĕ. «Сирĕн ниçта каймалли те çук вĕт, юлăр пирĕн патра, пурăнкалăпăр мĕнле те пулин», — терĕ. Паллах, эпĕ пĕр сăмахсăрах килĕшрĕм. Вара вĕсем пирĕншĕн аттепе анне пекех пулчĕç, хăйсен ачисене пăхнă пекех пăхса усрарĕç... Ĕмĕрне те, виличчен те манас çук вĕсем пире мĕнле ырă тунине!
— Хăйсен ачисем çукчĕ-и? —ыйтрĕ Ванюшка.
— Ывăлĕ пулнă та — вăрçа кайнă.
— Тыткăна мĕнле майпа лекмелле пулчĕ вара?
— Пĕр çулталăк çурă иртсен, нимĕçсем Микола пиччесен поселокĕ çывăхĕнчк пĕр завода ĕçе яма пикенчĕç. Микола пичче вăл заводра çирĕм çул ытла слесарь пулса ĕçленĕ, анчах фашистсем валли ĕçлеме килĕшмерĕ. Темиçе хутчен те чĕнчĕç ăна, вăл пурпĕркаймарĕ. Юлашкинчен ăна тытса кайрĕç... Заводра ĕçлеме килĕшменшĕн ăна комендатурăра хĕнесе пĕтернĕ, анчах парăнтарайман... Киле вăл вилнĕ çын тĕслĕ таврăнчĕ. Анчах тепĕр эрнерен çĕрле пирĕн пата виçĕ нимĕçпе икĕ полицай пычĕç те ăна та, унпа пĕрле мана та илсе тӳхса кайрĕç. Пĕр уйăх ытла эпир тĕрмере лартăмăр, унтан ак çакăнта илсе килчĕç. Германие ăсатаççĕ пулмалла ĕнтĕ халь...
XVI
Сарай тăрринчи шăтăк-çурăксем витĕр ирхи хĕвелĕн малтанхи кĕрен пайăркисем шуса кĕрсенех, тулта йытăсем вĕрни, лашасем тапăртатни, нимĕçле командăсем пани илтĕнчĕ. Кĕçех вара сарай алăкĕ уçăлчĕ те, темиçе нимĕç пĕр харăс кăшкăрса ячĕç:
— Вставаайт! Выходить! Всем!
— Скоро! Зейчас!..
Сарайĕнче выртакансем пурте вăранса йăшаланма тытăнчĕç, унтан нимĕçсем çине-çинех хаяррăн кăшкăрнипе сике-сике тăчĕç те тулалла тухма тапратрĕç. Халăхпа пĕрле пирĕн туссем те улăм çинчен тăрса алăк патнелле утрĕç, анчах вырăнтан тапраниччен малтан Микола пичче ачасене шăппăн кăна: «Çаксене илĕр, кирлĕ вăхăтра кирлĕ пулма пултараççĕ вĕсем пире», — тесе, улăм айĕнчен темиçе тимĕр кăларса тыттарчĕ. Ванюшкăна пысăк плуг уççи, Санькăна алтуйи пек çаврака та сулăмлă болт пачĕ вăл.
— Йĕмĕрсем ăшне пытарăр...
Ыйхăран анчахрах вăраннă, çӳхе тумланнă ачасене ирхи сулхăн çӳçентерчĕ, сарайĕнчен тухсанах, вĕсем сиксех чĕтреме тытăнчĕç. Анчах та шăлĕсемпе шаккаса нумай тăмалла пулмарĕ вĕсен. Сарайĕнчен юлашки çынсем тухса пĕтсенех, фашистсем вĕсене пилĕкшерĕн-пилĕкшерĕн тăратрĕç те, МТС кил хушшинчен кĕпĕртеттерсе кăларса, чугун çул станцийĕ еннелле хăвăрттăн хăваласа кайрĕç.
— Шнель! Шнель!
— Бистро ходить, скоро! — лашисем çинчен саламатсемпе юнарĕç конвоирсем. Ĕлкĕрсе пырайманнисене, такăнаканнисене пуçĕсенчен, çурăмĕсенчен —ăçтан тивнĕ унтан турта-турта çапрĕç, тем тĕрлĕ усал сăмахсемпе вăрçрĕç.
Станцире, запаслă çул çинче, ĕнертенпех пушă эшелон тăнă. Кашни вагон çинех нимĕçле «Нах Дрезден» тесе çырнă пулнă: ку ĕнтĕ çак эшелон ылханлă Германири Дрезден хулине каяссине пĕлтернĕ...
Чуралăха илсе кайма пухса килнисене кĕçех çав эшелона тиеме тытăнчĕç. Кунта вара каллех ним майсăр шăв-шав пуçланса кайрĕ. Пур енчен те йĕни, ылханни, çуралса ӳснĕ хаклă çĕршывпа сывпуллашса кăшкăрнисем, фашистсем тискеррĕн çухăрса команда панисем, вĕсен йыттисем вĕрни илтĕнсе тăчĕ.
— Пĕр-пĕринчен уйрăлса ан кайăр, пĕрле кĕрĕпĕр, — пăшăлтатса каларĕ ачасене Микола пичче, хăйсене вăрăм вагон умĕнче чарса тăратсан. — Пĕр-пĕрине самантлăха та ан çухатăр!
Çав вăхăтра Ванюшка сасартăк поездăн тепĕр вĕçĕнчен хăйсем патнелле юланутпа Генрих Шварц темскер кăшкăрса, аллинчи саламатне сулкаласа килнине асăрхарĕ. Унăн кăкри çинче яланхи пекех ылтăн вăчăра ялтăртатрĕ...
Ванюшка хăй сисмесĕрех Санькăна хулĕнчен пăчăр-таса тытрĕ.
— Пăх-ха çавна, пăх! Çав мар-и? Çав мар-и?
— Хăшĕ? Кам? — тăруках ăнланаймарĕ Санька.
— Нимĕç! Сан аннӳне вĕлерекенни... Лайăхрах сăнаса, тимлерех пăх эс, ав килет! — Шварц çине тĕллесе кăтартрĕ Ванюшка.
Санька куçĕсене чарса пăрахсах пăхрĕ... Пăхнăçемĕн унăн сăнĕ улшăнса пычĕ, тутисем кăвакарса чĕтреме пуçларĕç, куçĕсем хаяррăн йăлкăшма тытăнчĕç.
— Çавă... Çав çĕлен, çавă! — пăшăлтатса илчĕ вăл. — Авă, кăкри çинче пирĕн атте сехечĕн вăчăри йăлтăртатать... Çавах! Мăйракаллă шуйттан! Эх, пăшал пуласчĕ алăра... Ним çине те пăхса тăмăттăм!
— Эпĕ те, — терĕ Ванюшка, час-час сывласа. Анчах вĕсен тек калаçса тăмалла пулмарĕ. Шварц хăйсем патне çитиччен салтаксем вĕсене кăшкăра-кăшкăра хыçалтан тĕрткелеме тытăнчĕç те, хăмасем тăрăх хăпартса, вагона кĕртсе ячĕç. Кунта вĕсен умĕн те халăх йышлă пулнă, вĕсем хыççăн та нумай çынсене кĕртсе тултарчĕç. Юлашкинчен вагонра ларма мар — тăма та вырăн юлмарĕ, савăлпа çапса хĕссе лартнă пекех. Часах вагон алăкне тул енчен ханкăр-ханкăр питĕрсе хучĕç, шалта каçхи пекех тĕттĕм пулса тăчĕ, мачча çумĕнчи решеткеллĕ пĕчĕк шăтăкран çеç кăшт кăна кун çути кĕчĕ.
Алăка питĕрсе лартсан, вагонри халăх малтанхинчен те хытăрах пăлханса шавлама тапратрĕ.
— Пĕтрĕмĕр ĕнтĕ... Пуçĕпех пĕтрĕмĕр!
— Тинех пулас çук кун çути курасси...
— Тамăках каятпăр...
— Шуйттан Германийĕ! Пирĕн ылхан çиттĕрех ăна, вутрах çунса кайтăрччĕ вăл, кĕл пулса тăтăрччĕ!
Çĕр çын çĕр тĕслĕ хурланса калаçрĕ, çĕр тĕслĕ ылханчĕ. Анчах поезд тапранса кайнă хыççăн пĕр сехет пек вăхăт иртсен, çынсем майĕпе шăпланма пуçларĕç, мĕншĕн тесен халь тин ним тума та май килмен, темле палхансан та, вăрçсан та, ылхансан та усси пулман...
Поезд питĕ хăвăрт ыткăнса пычĕ. Вăл ĕнтĕ совет çыннисене хĕвеланăçнелле, тăван йăвисенчен инçетрен инçете, Германи еннелле, илсе кайрĕ. Станци хыççăн станци иртсе юлчĕ, кустăрмасем кашни çаврăнмассеренех тискер те хăрушă чуралăх çĕршывĕ çывхарчĕ.
Каç пулма пуçласан (ку вăл вагон маччи çумĕнчи шăтăкран кĕрекен çутă тĕксĕмленнинчен палăрчĕ), çак таранччен пĕр сăмах та хушман Микола пичче хăйĕн пĕчĕк тусĕсене хуллен кăна чĕнчĕ.
— Ачасем, эсир кунтах-и? Саня!
— Кунтах, — сас пачĕ Санька.
— Эпĕ те кунтах, — терĕ Ванюшка.
— Çывăрăр, анчах пĕрле пулăр! — каллех асăрхаттарчĕ Микола пичче.
Çав вăхăтра унăн пуçĕнче мĕнле шухăш, мĕнле ĕмĕт пулнине никам та, вăл шутрах унăн çамрăк тусĕсем те пĕлмен.
— Каймастпăр эпир неметчинăна! — тенĕ вăл хăйĕн ăшĕнче çирĕппĕн. — Каймастпăр!..
Вагонта тĕпсакайĕнчи пекех ним курăнми тĕттĕм пулса ларсан, Микола пичче ура çине тăчĕ те темшĕн алăк патнелле кайрĕ. Ачасем, пĕр-пĕрин çумне тайăнса, хăйсем сисмесĕрех тĕлĕрме пуçларĕç, унтан çывăрса та кайрĕç.
Темĕн чухлĕ çывăрнă вĕсем — ăна нихăшĕ те каласа пама пултарайман, анчах иккĕшĕ те пĕр харăсах хăйсене такам хулпуççинчен лăсканипе тăрук вăранчĕç.
— Хатĕр пулăр, — Микола пичче пит те шăппăн каланине илтрĕç вĕсем. — Пирĕн хăтăлмалли вăхăт çитрĕ... Поезд тепре тапранса кайсанах сиксе анса юлатпăр...
— Епле майпа? — тĕлĕнсех кайрĕç ачасем. — Алăкне леш енчен питĕрнĕ вĕт?
— Нимĕн те ан ыйтăр, — терĕ вĕсене хирĕç Микола пичче. — Малтан хам сикетĕп, эсир — ман хыççăн... Астăвăр, тытăнса ан тăрăр, унсăрăн пĕрне-пĕри çухатма пултаратпăр. Халь шăпăрт пулăр...
Микола пиччен çак сăмахĕсене илтнĕ хыççăн ачасем мĕн тери пăлханса кайнине каласа пама та май çук. Ытла савăнăçлă та кĕтмен хыпар пулнă-çке вĕсемшĕн ку, темиçе минутран вĕсем каллех ирĕкре пулма пултараççĕ! Ĕненмелле те мар...
XVII
Тепĕр кăшт тăрсанах, поезд карт! туртăнчĕ. Эшелон тăршшипех буферсем чанкăртатса илчĕç. Кĕçех вара кустăрмаеем каллех хăвăртран хăвăрт çаврăнма тытăнчĕç те, поезд, çĕрлехи тĕттĕмлĕхе çурса, кĕмсĕртетсе, чĕтренсе, малалла ыткăнма пуçларĕ. Урнă урхамах пек вĕçтерчĕ вăл хĕвеланăçнелле, ылханлă та хăрушă Германи еннелле...
— Ну, тусăмсем, вăхăт çитрĕ, — терĕ Микола пичче шăппăн. — - Малтан — эпĕ, унтан — эсир, Астăвăр, малалла сикĕр, унсăрăн мăйсене хуçма нулать. Поезд иртсе кайсанах, каялла чупăр, эпĕ сире кĕтсе выртăп. Пурĕ пĕрле пухăнсан — ăçталла каяссине курăпăр. Ăнлантăр-и?
— Ăнлантăмăр...
— Хăрамастăр-и?
— Манăн пĕр шик те çук, — терĕ Ванюшка.
— Эп те хăрамастăп, — илтĕнчĕ Санька сасси.Микола пичче алăка темскерпе хирме пуçларĕ. Пӳрнесем кĕмелĕх хушăк пулсан, вăл ăна икĕ аллипе , пĕр харăс тытса пĕррех туртрĕ те тăруках çур метр сарлакăш уçса ячĕ. Алăкран вагона сивĕ çил парлатса кĕрсе кайрĕ. Ачасем Микола пичче çумнех пырса тăчĕç... Ак, халех, халех, Микола пичче сиксенех, вĕсем те вагон çинчен пăрçа пекех тăкăнаççĕ... Çăлăнăç саманчĕ çывăх...
Анчах çак вăхăтра сасартăк пачах кĕтмен ĕç пулса тăчĕ. Микола пичче, сикес тесе кĕлеткипе кăшт малалла сулăннăччĕ кăна — вагонри темле çын ăна тăрук икĕ аллипе пĕр харăс хулпуççийĕсенчен тытрĕ те пĕтĕм вăйĕпе каялла туртрĕ. Микола пичче сулăнсах кайрĕ, анчах темле тытăнса юлчĕ. Вара леш çын ăна, мăйĕнчен пăвса лартса, вагон ăшнелле сĕтĕрме тапратрĕ. Хăй хаяррăн хăрлатса илчĕ.
— Тарас шут пур эппин, виле... Çу-ук, пирĕн алăран вĕçерĕнеймĕн!..
Ачасем темиçе самант хушши, ним тума пĕлмесĕр, хытнă пĕк пулса тăчĕç. Микола пичче çав такам аллинчен вĕçерĕнме тăрăшрĕ, тем тĕрлĕ пăркаланчĕ, анчах лешĕ ăна ниепле те ямарĕ, пăвнăçемĕн пăврĕ, каялла туртрĕ. Юлашкинчен Микола пичче ăс çитерчĕ: аллисемпе алăк хĕрринчен тытса тăнипех пĕтĕм кĕлеткипе каялла сулăнчĕ те хăйне пăвакан çынна пуçĕпе питĕнчен çапрĕ. Лешĕ вара, ах! тесе, хăрах аллипе тути-çăварĕнчен тытрĕ — питĕ хытă лекрĕ пулмалла ăна! Çав самантпа усă курса, Микола пичче вăшт кăна каялла, çаврăнчĕ те сутăнчăк пуçĕнчен темскерпе туртса çапрĕ. (Лешĕ чăнах та сутăнчăк пулнă, Çул çинче вагонсене тул енчен хураллама çуккипе фашистсем кашни вагонах çавăн пек çынсене кĕртсе лартнă-мĕн.) Акă вăл тепĕр аллипе пуçĕнчен çавăрса тытрĕ, унăн шăпăрах юн пĕрхĕнсе анчĕ пулмалла. Тăшмана сывлăш çавăрса илме парас мар тесе, Микола пичче ăна, хăрах аллипе çухинчен тытса, пуçĕнчен тата тепре çапса урайне ӳкерчĕ те, ун çине хăпарса выртса, ăна часрах мăйĕнчен тытма пикенчĕ. Анчах тăшман та паранасшăн пӳлмарĕ, вăл та Микола пиччене пырĕнчен ярса илме тăрăшрĕ. Вĕсем хушшинче хăрушă тытăçу пуçланса кайрĕ. Микола пичче, хăй çамрăк мар пулин те, вăйлă пулнă, анчах лешĕ те вăкăр пекех тĕреклĕ-мĕн. Акă вăл Микола пиччене хăй çинчен сирсе пăрахма пуçларĕ, ăна ĕнтĕ каллех хăрах аллипе пырĕнчен пăчăртаса лартрĕ. Анчах Микола пичче, ăна çӳçĕнчен çавăрса илсе, пуçне урайĕнчен çĕклеме памарĕ.
— Çавах вĕлеретĕп... вĕл-лер-ретĕп... ямастăп!.. — шăлĕсене шатăртаттарчĕ сутăнчăк.
Микола пичче каллех меслет тупрĕ. Хăйĕн айĕнче тапаланакан çын урисене сарса янă вăхăтра ăна вăл пĕррех чĕркуççипе çемçе çĕртен тапрĕ.
— Ах... — йынăшса ячĕ те вара лешĕ Микола пиччен пырĕнчен тытнă аллине ластах ячĕ. '
Поезд çаплах малалла ыткăнчĕ, уçă алăкран çил çапрĕ. Вагонри çынсем нумайăшĕ вăранчĕç, алăк патĕнче такамсем йывăррăн хашкаса тăрмашиине уççăнах илтрĕç, анчах мĕн пулса иртнине ниепле те ăнланаймарĕç.
— Камсем унта?
— Мĕн тăватăр? Кам кĕрешет, мĕншĕн? – тесе ьтйтрĕç унтан та кунтан, анчах вĕсене хирĕç чĕнекен пулмарĕ.
Поезд кĕç-вĕçех пĕр-пĕр станциие çитсе чарăнма пултарнă. Кашни чăрăнмассерĕнех гитлеровецсем эшелона тăршшĕпех тĕрĕслесе тухнă. Ку станцире те тĕрĕслеççех ĕнтĕ. Алăк уççине кураççĕ... Вара пĕтĕмпех пĕтме пултарать. Тытаççĕ...
Кĕрешсе халран кайма пуçланă Микола пиччен пуçĕнче çак шухăш çиçĕм пек вĕçсе илчĕ те, вăл:
— Ачасем! Килĕр часрах, çапăр пуçĕнчен çак шуйттана! — тесе кăшкăрчĕ. — Халех, пуçĕнчен, тимĕрпе!..
Унăн пĕчĕк тусĕсем паçăрах ăна пулăшма хатĕр тăчĕç, анчах тĕттĕмре ним тума та пĕлмерĕç. Микола пичче чĕнсен, вара ун патне Ванюшка сиксе пычĕ.
— Ăçта вăл? Хăш тĕлте?
— Ак, ман айра... Çап!
Ванюшка малтан Микола пиччене хыпашласа илчĕ, унтан ун аллине тăшманăн пуçĕ кĕрсе кайрĕ. Çавăн-тах вăл ăна аллинчи плуг уççипе икĕ хутчен нач! нач! тутарчĕ.
— Тата çап! Вилтĕр вăл йытă!
Ванюшка умлăн-хыçлăн тата виç-тăватă хут çапрĕ. Лешĕ вара вăрăммăн йынăшса илчĕ те хускалми пулчĕ.
Микола пичче ăна тата пĕр минут пек хăй айĕнче тытрĕ, унтан, вăл тинех сывлакан пулас çуккине кура, йăпăр-япăр сиксе тăрса, унăн кĕлеткине алăк патнелле сĕтĕрсе кайрĕ. Тепĕр самантран тăшман вилли çул хĕрринчи çырма тĕпнелле вĕлт çеç ыткăнса юлчĕ.
— Йытта — йытă вилĕмĕ!..
Поезд халь те малтанхи пекех чарусăр ыткăнса пычĕ. Микола пичче пуçне алăкран кăларса йĕри-тавралла, пĕлĕт çинелле пăхса илчĕ. Кăвак çутă çапма пуçланă иккен. Халь часрах васкамалла, тул çутăличчен ăçта та пулин çитсе пытанмалла!
— Кайрăмăр, ачасем! — чĕнчĕ вăл, пуçне каялла çавăрса. — Тытăнса ан тăрăр! Эпĕ каланисене астăвăр!
Çак сăмахсене каланă-каламанах унăн кĕлетки вагон алăкĕнче курăнми пулчĕ. Пĕр çур минутран Санька сикрĕ. Ун хыççăн — Ванюшка... Анчах сикиччен малтан вăл каялла çаврăнса пăхрĕ те вагонри пĕтĕм халăх илтмелле кăшкăрчĕ:
— Юлташсем! Алăк уçă! Çăлăнăр! Тарăр! Вагонран уйрăлсанах, ăна сивĕ çил çавăрса илсе çӳлелле çĕкленĕ пек туйăнчĕ, анчах самантранах вăл, çул хĕрринчи нӳрĕ вăрăм курăк çине ӳксе, канавалла кăлтăрмач пек йăванса анса кайрĕ. Ним ыратни-тунине те сисмерĕ вăл, анчах пĕр-ик минут хушши çĕр çумне йăпшăнса, сывламан пек пулса выртрĕ. Хăй тĕлĕпе юлашки вагон кĕмсĕртетсе иртсе кайсан тин пуçне çĕклесе çӳлелле пăхрĕ.
Тӳпере пăч-пач çăлтăрсем çутăлса тăраççĕ, ниçетри пĕлĕт хĕрри илемлĕн шупкаланма пуçланă. Эппин, тул çутăласси инçе мар,
Ванюшка сиксе тăчĕ те каялла чупрĕ. Пĕр çĕр метр пек кайсан, вăл Санькăпа тĕл тулчĕ, вара вĕсем чугун çул хĕррипе утрĕç.
Çав вăхăтра, ачасем хăй патне час çитейменшĕн пăшăрханса, Микола пичче темиçе хут та канав тĕпĕнчен тăра-тăра пăхнă. Ачасен мĕлкисене курсан вара çав тери савăнса хыттăн кăшкăрчĕ:
— Часрах, ачасем, часрах чупăр! Пирĕншĕн халĕ кашни самант та хаклă! Ав, вăрман курăнать, çавăнта пытанăпăр...
XVIII
...Тепĕр çур сехетрен вĕсем йĕп-йĕпе тара ӳксе, хашкаса, сĕм вăрмана чупса кĕчĕç. Ачасем те, Микола пичче те çав тери ывăнса çитрĕç, анчах вăрман ăшнелле пĕр-икĕ километра яхăн кĕрсе каймасăр чарăнса тăмарĕç. Унтан, тарăн çырма тĕпне анса, лапсăркка йывăç тĕмисем айне пытанчĕç те сывлăш çавăрса илчĕç.
— Тарса хăтăлтăмăр, — терĕ Микола пичче çемçе курăк çинче выртса кăштах лăпланнă хыççăн. — Халĕ ĕнтĕ пирĕн малашне мĕнле пурăнасси çинчен шухăшламалла... Чăн малтан, ачасем, пирĕн мĕн те пулин çиес пулать, унсăрăн эпир нумай малалла каяймастпăр. Мĕнле шухăшлатăр эсир?
Ачасем ăна хирĕç нимех те калаймарĕç. Вăрманта ăçта тупас-ха çимелли? Пĕр-пĕр яла кĕрсе ыйтсан кăна... Анчах та каллех нимĕçсем тĕлне пулсан? Тепĕр хут тыткăна лекме пулатъ. Е тата хăрушăрах та пулма пултарать. Тытĕç те — персе пăрахĕç...
— Акă мĕн, ачасем, — терĕ Микола пичче. — Асăрхарăм эпĕ, вăрман хĕрринчех çĕрулми анисем пур... Çавăнта кайса пĕр иккĕ çимелĕх кăларса килесех пулать. Эсир ларăр çакăнта. Эпĕ кайса килем. Ан хăрăр, нумаях тăмăп. Пĕр витре пек кăларатăп та — каялла... Юрать-и?
— Юрать, Микола пичче!
Чăн та, вăл часах таврăнчĕ, пĕр сехет те иртмерĕ пулĕ. Питĕ васканă пулмалла: паçăр поезд çинчен сиксе анса тарнă чухнехи пекех чăм-шыва ӳкнĕ хăй,
— Ну, тусăмсем, выçса вилместпĕр, — терĕ вăл, ачасем умне шултра çĕрулми тултарнă кĕпине пăрахса. — Пĕр виçĕ куна çитет ку пире. Унтан, тен, тата мĕн те пулин шухăшласа тупăпăр.
— Мĕнле пĕçерĕпĕр-ха эпир ăна? — ыйтрĕ Санька.
— Уншăн ан пăшăрхан, чĕрĕллех çитермĕп, — аллипе сулчĕ Микола пичче. — Анчах кунтан вăрман хĕрри ытла çывăх-ха, ăнсăртран темрен тем пулма пултарать. Шаларах кĕрер, пирĕн çав тери сыхланмалла.
Ачасен хырăмĕсем тӳсме çук, выçнă, çĕрулми курсан, вĕссн пушшех çиесси килсе кайнă, анчах Микола пичче çавăн пек каласанах, вĕсем нимĕн те чĕнмерĕç, тӳрех ура çине тăчĕç те ун хыççăн утрĕç. Хĕвел вăрманти чи çӳллĕ йывăçсенчен те çӳле хăпарсан тин нихçан этем ури пырса пусман çырмари чăтлăхра чарăнчĕç вара вĕсем.
— Халĕ ĕнтĕ эпир апат пĕçерсе çиме те пултаратпăр. Типĕрех вутă пуçтарăр, — терĕ Микола пичче.
Кунта хăрăк турат нумай пулнă. Ачасем темиçе минут хушшинчех пĕр пысăк купа вутă пухса хатĕрлерĕç.
— Чĕртессе мĕнпе чĕртсе ярăпăр-ха, Микола пичче? — хăйсен шăрпăк çуккине сасартăк аса илчĕ Ванюшка.
Микола пичче ун çине куларах пăхрĕ.
— Эсĕ хăвăн ăслă пуçупа епле шутлатăн?
— Мĕн шутлама пĕлес манăн? — аллисене саркаласа илчĕ Ванюшка. — Йывăçпа йывăçа сăтăрсан кăна...
— Ну, ун пек тăрмашма эпир тахçанхи, авалхи çынсем мар-ха, хăватлă техника ĕмĕрĕнче пурăнатпăр...
Çакăн хыççăнах Микола пичче пиншак подкладки айĕнчен пĕр ывăç ватка тăпăлтарса илчĕ, унтан кĕсйинчен пистолет кăларса çав ватка çине печĕ. Ватка тӳрех çунма пуçларĕ. Унтан Микола пичче ватка çине типĕ çулçăсем хурса вĕрме тытăнчĕ те, темиçе самантранах кăвак тĕтĕм витĕр çулăм курăнса кайрĕ,
— Акă, пулчĕ те хайхи! — терĕ вăл хаваслăн.Ачасем тĕлĕннипе хытнă пек пулса пăхса тăчĕç. Епле япала ку? Ăçтаи сиксе тухрĕ Микола пиччен пистолет? Нивушлĕ ăна вăл пĕрмаях пытарса усранă? Пулма пултараймасть. Нимĕçсем кашни арестленĕ çыннах тĕплĕн ухтараççĕ.
Ванюшка тӳсеймерĕ, ыйтрĕ:
— Микола пиччĕ, ăçтан тупрăн ку япалана?
Вăл сылтăм аллин шĕвĕр пӳрнипе пистолетăн спусковой крючокĕнчен туртнă пек туса кăтартрĕ,
— Пăшал çинчен калатăн-и эс?
— Тата. Хăçантанпа вăл санăн? Килтен тухнăранпах-и?
Микола пичче ун çине каллех куларах пăхса илчĕ.
— Ăна турă пачĕ пире... хĕрхенсе.
— Çук, чăннипе каласа пар-ха эсĕ.
— Чăннипех калас килет пулсан — акă мĕн. Эпĕ ăна хамăр паçăр вагон çинче тирпейлесе хунă этем кĕсйинчен кăларса илтĕм. Ăна вăл халь пурпĕр кирлĕ мар, анчах пире усăллă пулма пултарать... Ак çак япала та çав бандитăнах... — Вăл йĕм кĕсйинчен кĕмĕл авăрлă чылай пысăк кинжал кăларса кăтартрĕ, — Ку та кирлĕ кунта кирлĕ пулма пултарать... Çапла-и?
— Тĕрĕс, тĕрĕс! — терĕç ачасем.
Типĕ шанкă шатăртатса, тĕтĕмсĕр, хĕрӳллĕн çунчĕ. Часах пĕр купа шĕл-кăвар пулса тăчĕ. Микола пичче ăна патакпа чавса ик еннелле сирчĕ те, вăтăр-хĕрĕх çĕрулми пăрахса, çиелтен вĕсене каллех кăварпа витрĕ. Тепĕр çур сехетрен çĕрулми хатĕр те пулчĕ. Калама та çук тутлă пулчĕ вăл, çисе тăранмалла мар! Кун пек тутлă апат нихçан та çисе курман пек туйăнчĕ вĕсене...
— Микола пичче, — терĕ Ванюшка, çисе тăранма пуçласан, — каласа пар-ха çапах та...
— Мĕн?
— Вагон алăкне мĕнле уçрăн эсĕ? Пире тул енчен питĕрнĕччĕ вĕт-ха. Вагон урлуççийĕсем — апайтурух, ал туни пекех вĕт!
— Чăнах, мĕнле турăн эсĕ вăл ĕçе? — ыйтрĕ Санька та. — Питĕ тĕлĕнмелле...
Микола вĕсем çине кăмăллăн пăхса илчĕ.
— Эпĕ ватă слесарь вĕт, ачамсем, — терĕ вăл. — Леш МТС сарайĕнче, сире тимĕрсем панă чух, эпĕ хам рашпильпе ножовка тупса чиксеттĕм. Çавсем пулăшрĕç мана... Эсир çывăрнă чух эпĕ çĕрĕпех ĕçлерĕм. Алăкĕ уçăлма пуçласан вара сире вăратрăм.
Ачасем ун калавне çăварĕсене карсах итлерĕç...
Çырма тĕпĕпе тăп-тăрă сивĕ çăлкуçĕ шăнкăртатса юхса выртнă. Çисе тăраннă хыççăн туссем çав шыва анса ĕçрĕç, пичĕсене çурĕç.
— Ну, мĕнле пек халь, ачасем? — ыйтрĕ Микола пичче. — Вăй кĕчĕ-и пăртак?
— Кĕчĕ, кĕчĕ... Питĕ лайăх пулчĕ, тавтапуçах сана!
— Эппин, малалла кайма пултаратпăр?
— Пултаратпăр!
Микола пичче пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ, унтан татах ачасем çине пăхса илчĕ.
— Анчах ăçта кайăпăр-ха? Йĕри-тавра вăрман, пирĕнсĕр пуçне кунта чĕрчун та çук — кайăксене çеç тĕл пулма пулать... Мĕн шыраса утăпăр çак чăтлăхсенче? Епле шутлатăр эсир?
Ку сăмахсем ачасен кăмăлĕсене хуçсах пăрахрĕç. Нимĕн те каламарĕç вĕсем. Чăнах та, ăçталла çул тытмалла пулать халь? Киле? Çитменнине, Ванюшкăпа Санькăн килĕсем те çук. Микола пиччен хăйĕн те килĕ кунтан пин çухрăмра пулĕ... Тата кайма та хăрушă, вăрмантан тухсанах, фашистсен аллине лекме пулать, вара каллех — чуралăх... е вилĕм.
Ачасем салхуланса кайнине кура, Микола пичче хăвăрт кăна ура çине тăчĕ те:
— Ан пăлханăр, тусăмсем, ан хуйхăрăр, — терĕ. — Кулянмалли нимĕн те çук. Эпĕ сире юри каларăм. Пĕтместпĕр. Халь кашни вăрмантах камсем пуррине пĕлетĕр-и?
— Пĕлетпĕр, — терĕ Ванюшка çирĕппĕн. — Партизансем...
— Атьăр эппин, шыраса тупар вĕсене.
XIX
Чылай вăхăт утрĕç вĕсем вăрманпа. Темиçе çырма урлă каçрĕç, пĕринче, лапам вырăна çитсе тухсан, вăрăм хăмăшпа витĕннĕ пысăк шурлăха пырса тăрăнчĕç, ун тĕлĕпе иртсе кайма 4—5 километр тавраран кайма тӳр килчĕ. Çулĕ питĕ йывăр пулчĕ, кашни пусмассерен урасем вуншар çул купаланса çĕрсе выртнă çулçăсем ăшне путаççĕ, пĕрмай урлă-пирлĕ выртакан йывăçсем урлă каçма тивет.
Хĕвел каçалла сулăнсан, вăрман сасартăк вĕтелме, унтан сайраланма пуçларĕ.
— Асăрханарах пырас пулать кунта, — терĕ Микола пичче, малалла тинкерсе пăхса. — Кам пĕлет, тем шуйттанĕ пур унта, малта... Ансăртран каллех тăшман капкăнне лекес мар...
Вăл çурăмĕ хыçĕнчи çĕрулми хутаççине çĕре пăрахрĕ те Ванюшка çине пăхса илчĕ.
— Атя-ха, эпир санпа разведкăна кайса килер. Санька çакăнтах, йывăçсем хыçĕнче, кĕтсе вырттăр. Хăрушши нимех те çук пулсан, эпир сана куккукла авăтса чĕнĕпĕр...
— Юрĕ, — терĕ Санька.
Микола пиччепе Ванюшка малалла кайрĕç. Йывăçсем сайраланнăçемĕн сайраланнă пирки вĕсем çав тери асăрханса, йĕри-тавралла пит те тимлĕн пăхса, пĕр йывăç тĕми патĕнчен теприн хыçне куçса пычĕç. Микола пичче малта, Ванюшка — ун хыçĕнче...
Сасартăк Микола пичче чарăнса тăрса аллине çĕклерĕ. Ку ĕнтĕ Вашошкăна: «Тăр!» — тени пулчĕ. Ванюшка, тăпах чарăнса, йывăç çумнерех йăпшăнчĕ.
— Итле, — терĕ Микола пичче шăппăн, самантлăха çамрăк тусĕ еннелле çаврăнса. — Итле лайăхрах...
Ванюшка итлерĕ... Малтан ăна нимех те илтĕнмен пек туйăнчĕ, юнашар йывăç туратти çинче ларакан темле хĕрлĕ пĕсехеллĕ пĕчĕк кайăк чĕвĕлтетнĕ сасă çеç янăрарĕ хăлхара, анчах ик-виç минут пек итлесе тăрсан, таçта инçетре темскер кĕмсĕртетнĕн туйăна пуçларĕ. Çав вăхăтра Микола пичче лап! выртрĕ те вăрăм курăк ăшшĕн малалла хырăмпа шуса кайрĕ. Ванюшка та çавăн пекех турĕ.
Пĕр 200 —300 метр упаленсе пычĕç вĕсем. Куна валли сахалран та çур сехет кирлĕ пулчĕ, Микола пичче тек-текех пуçне çĕкле-çĕкле пăхрĕ, каллех малалла шурĕ, унтан тепре çĕклесе пăхсан чарăнчĕ те — тек вырăнтан хускалмарĕ. Ванюшка, ывăннипе хашкаса, унпа юнашар пырса выртрĕ.
— Куратăн-и? — Микола пичче пуçĕпе малалла сулса кăтартрĕ.
— Нимĕн те курмастăп...
— Эсĕ çав икĕ хурăн хушшипе пăх. Тĕмескеллĕ вырăн... Шоссе çулĕ вăл.
— Мĕн-ха вара? — ăнланмарĕ Ванюшка.
— Ку пире ик япала çинчен систерет... Пĕрремĕшĕ, пирĕн ку вырăнтан халлĕхе аяккарах каяс пулать: фашистсем çулсене хытă сыхлаççĕ. Куратăн пуль — çулăн ик енĕпе те йывăçсене касса тăкнă... Иккĕмĕшĕ, çак таврара партизансем пулмалла: вĕсем яланах тăшманăн мăн çулсем тăрăх иртсе пыракан обозĕсене тапăнаççĕ, çулсене минăласа, вĕсен машинисене сиктереççĕ...
— Эпир тĕл пулатпăр-и эппин вĕсене?
— Шыраса тупатпăр...
Икĕ тус çапла шăппăн калаçса выртнă вăхăтра инçетре, сылтăм енче, каллех паçăрхи пек кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ. Микола пичче чавсисем çине çĕкленсех итлеме тытăнчĕ. Ванюшка та итлерĕ, анчах ку мĕн шавĕ пулнине ăнланаймасăр Микола пичче çине ыйтуллăн пăхса илчĕ.
— Мĕне пĕлтерет ку?
— Çул тăрăх йывăр машинăсем килеççĕ... Хăвăрт килеççĕ пулас. Каяр кунтан часрах.
Вĕсем пĕр харăсах сиксе тăчĕç те Санькăпа çĕрулми хутаççине хăварнă çĕрелле чупса кайрĕç. Унтан вĕсемпе пĕрле каллех çăра вăрман ăшнелле кĕрсе çухалчĕç.
Ĕнтĕ каç та пулма пуçларĕ. Сывлăш сулхăнланчĕ. Туссен хырăмĕсем те каллех выçрĕç. Анчах Микола пичче темшĕн чарăнас темерĕ-ха, ачасене çаплах малалла илсе кайрĕ. Вăл ĕнтĕ хăйсене çĕр каçмашкăн майлăрах, улахрах вырăн тупма ĕмĕтленчĕ пулмалла.
Кайсан-кайсан, кĕтмен çĕртен вĕсем паçăрхи пекех пысăк шурлăх хĕррине пырса тухрĕç. Урасем айĕнче шыв лăчăртатма тытăнчĕ, вĕсем путма пуçларĕç.
— А, шуйттан, — вăрçса илчĕ те Микола пичче, çурăмĕ çинчи çĕрулми хутаççине лайăхрах вырнаçтарса, сылтăмарах пăрăнса, хытăрах утса кайрĕ. Ачасем ун хыççăн аран ĕлкĕрсе пычĕç.
— Тӳсĕр ĕнте пăртак, тӳсĕр епле те пулин, час канăпăр акă, каçхи апат та çийĕпĕр, — терĕ Микола пичче, хăйĕн пĕчĕк тусĕсем ывăнеа çитме пуçланине курса.
Вĕсем лапам вырăнтан пысăках мар сăрта хăпарчĕç. Кунта, йывăçсем хушшипе, ансăр сукмак йĕрĕ авкаланса выртнă. Ун çине ĕнтĕ малтанхи сарă çулçăсем тăкăннă. Микола пичче сукмак çине пит те тинкерсе пăхрĕ. Çын ури йĕрĕ çук. Вара вăл ачасене пуçĕпе сулахаялла сулса кăтартрĕ те сукмакпа малалла утрĕ.
Анчах нумай та каймарĕç вĕсем...
Сукмак çырманалла пăрăннă тĕле çитсен, сылтăм енче сасартăк ик-виçĕ йытă вĕрни илтĕнчĕ. Хаяррăн, антăхса каяс пек, хушăран темле йынăша-йынăша вĕреççĕ... Малта пыракан Микола пичче юпа пек чарăнса тăчĕ. Ванюшкăпа Санька унăн сăнĕ сасартăк улшăнса, тĕксĕмленсе кайнине асăрхарĕç.
— Мĕне пĕлтерет ку?
— Нимĕçсем, йытăсемпе... — пăшăлтатса илчĕ Микола пичче кăвакарнă тутисемпе. — Çăлăнас пулать! Чупар!
Çав самантрах вăл сукмакран пăрăнса каялла, паçăрхи шурлăх еннелле, ыткăнчĕ. Ачасем те унтан юлмарĕç. Вĕсем шурлăх еннелле тӳрĕрен тӳрĕ, тункатасем урлă сиксе, йывăç тĕмисене сирсе, ним çине пăхмасăр чупрĕç. Туратсем вĕсене пичĕсенчен çапрĕç, тумтирĕсене çурчĕç, алли-урисене чĕркелерĕç. Анчах вĕсен халĕ епле пулсан та нимĕç йыттисенчен — тăватă ураллисенчен те, икĕ ураллисенчен те — тарса ӳкмелле, хăтăлмалла пулнă. Вĕсем, шыва кĕрсе ура йĕрĕсене çухатас тесе, часрах шурлăх патнелле васкарĕç.
Çук, ĕлкĕрме пулмарĕ. Йытă сассисем çывăхрах, çывăхрах ĕнтĕ...
— Таркăнсем кунта, пирĕн умра, килсе тытăр вĕсене часрах, — тесе хăйсен хуçисене йыхăрнă пек вĕрчĕç вĕсем. Вĕрчĕç кăна мар, йынăшрĕç, ниçта кайса кĕме пĕлмерĕç.
Халех, халех хăваласа çитеççĕ ĕнтĕ вĕсем...
Ванюшка каялла çаврăнса пăхрĕ те çăмламас, хура, хĕрлĕ чĕлхине тем тăршшĕ кăларса янă пысăках мар йытă йывăç тĕми урлă сиксе каçнине курах кайрĕ. Тепĕр самантран вăл, Ванюшка хыççăн чупса пыракан Санькăн çурăмĕ çине сиксе ларса, ăна ĕнсинчен çыртса çĕре персе антарчĕ.
— А-а-а! — вăрăммăн йынăшса ячĕ Санька.
— Микола пичче-е! Вĕлере-ет! — кăшкăрчĕ те Ванюшка тӳрех Санькăна çăлма ыткăнчĕ. Çав самантрах тĕмĕсем хыçĕнчен тата икĕ йытă вăркăнса тухрĕç. Пĕри Ванюшка çине сикрĕ, ăна пырĕнчен хыпса илме пикенчĕ. Йыттăн юнпа тулнă куçĕсем Ванюшкăн пичĕ умĕнчех ялкăшса илчĕç... Ванюшка ăна ик аллипе харăс чышса каялла ӳкерчĕ, анчах йытă каллех ук çинелле сикрĕ. Ванюшка сулăнса кайрĕ, çапах та йытă хăйне çыртнă вăхăтра Ванюшка ăна, мĕн пур вăйне пухса, пуçĕнчен çапрĕ. Йытă ӳкрĕ. Тепĕр хут тăма ĕлкĕриччен Ванюшка йытта кайри урисенчен ярса тытрĕ те сывлăшра çĕклесе çавăрчĕ.
— Йывăç çумне! Пуçĕпе авă çав йывăç çумне çап!.. — Микола пичче кăшкăрнине илтрĕ Ванюшка.
Ванюшка йытта пĕтĕм вăйпа тепре çавăрса ячĕ те пуçĕпе йывăç çумне начлаттарчĕ. Йытă йынăшса, пур шăнăрсемпе туртăнса, тапкаланса илчĕ.
— Тата çап! Тата! — кăшкăрчĕ Микола пичче.
Ванюшка йытта умлăн-хыçлăн тата виçĕ хут çавăрса çапрĕ. Йыттăн пуçĕ чĕп-чĕрĕ юн пулчĕ.
— Аминь, — терĕ Микола пичче, — Пăрах.
Йытă виллине аяккалла ывăтса, Ванюшка тинех Микола пиччене тинкерсе пăхрĕ. Вăл хайхи кĕмĕл авăрлă кинжала тытса тăрать. Кинжалĕ чĕп-чĕр юн. Çывăхрах тата икĕ йытă вилли выртаççĕ. Ванюшка ку йытăпа çапăçнă хушăра вăл чăн малтан сиксе тухса Санькăна пусса антарнă йытта та, кайранхине те чиксе пăрахнă иккен. Санька йытă виллисенчен инçетре те мар, курăк çинче, аллипе ĕнсинчен тытса ларать, унăн пичĕ тăрăх юн сăрхăнать...
— Хытах çыртрĕ-и? — ун патнелле васкаса пычĕ Ванюшка.
— Чутах вĕлеретчĕ, эсрел.
— Уншăн хăйсене те тирпейлерĕмăр...
— Тăватă ураллисенченех хăрамăпăр-ха, — терĕ аллисене курăкпа тасатса тăракан Микола пичче, — ăнчах вĕсем хыççăн икĕ ураллă йыттисем килсе тухма пултараççĕ. Ухутана пĕрле тухнă ĕнтĕ вĕсем... Тарас пулать кунтан часрах.
Вăл çапла каларĕ çеç — сулахайра, йытăсем килнĕ енче, икĕ хутчен автомат черечĕсем шатăртатрĕç. Унтан инçетре çын кăшкăрнă сасă илтĕнчĕ:
— Хай! Хай!..
Ку сасă, вăрман тăрăх хутлăн-хутлăн янраса, таçта çитиех сапаланса кайрĕ: ай! ай! ай!
— Ав вĕсем анчăкĕсене шыраççĕ, — терĕ Микола пичче.
Туссем тек пĕр минут та тытăнса тăмарĕç! Виçĕ усал йытă вилли çеç выртса юлчĕ тĕмĕсем хушшинче.
XX
Пăч-тĕттĕм пулса çитрĕ. Таркăнсем, каллех тарăн çырмана анса, ватă чăрăш айне йăпшăнчĕç. Вĕсем ĕнтĕ тек малалла кайма та пултарайман. Кун каçа çӳресе ывăннипе, ӳсĕрсем пек сулăнкаласа, кĕç-вĕç ӳкес пек пынă юлашки самантсенче.
— Ну, ачамсем, сире çĕрулми пĕçерсе çитермеллеччĕ те ĕнтĕ, халь юрамасть, — терĕ Микола пичче çĕре ларсанах. — Çĕрле пирус çути те таçта çитиех курăнать. Ирхине иртерех пĕçерĕпĕр: кун çутинче çулăм та курăнмасть, ирхи тĕтрепе хутăш тĕтĕм те палăрмасть...
Çак сăмахсене вăл темшĕн хăй айăпа кĕнĕ пекрех каларĕ. Анчах унăн çамрăк тусĕсем çиесси çинчен шухăшламан та: вĕсен çав тери çывăрас килнĕ.
— Мана нимĕн те кирлĕ мар, — терĕ Ванюшка, чăрăш айне кĕнĕ-кĕмен тăсăлса выртнăскер.
— Манăн куç та хупăнсах ларать, — терĕ Санька.Тепĕр самантран вĕсем вилнĕ пекех çывăрса кайрĕç. Микола пичче хăй те ачасемпе юнашар вырнаçса тĕлĕрме пуçларĕ.
Малтанах вăрманта лăпкăччĕ, çӳллĕ йывăç тăррисем кăна пĕр-пĕринпе пăшăлтатса хумханкалатчĕç. Анчах сасартăк хĕвеланăç енчен çил кашласа килчĕ, вăрман шавлама пуçларĕ, йывăçсем авăнса шăтăртатма тытăнчĕç, унта та кунта хăрăк туратсем хуçăла-хуçăла çĕрелле патлатрĕç.
Вăрманта тăвăл пуçланчĕ...
Вăйлă çил хăйĕнпе пĕрле хура пĕлĕтсем хăваласа килчĕ, вăрман çине çумăр чашлаттарма тапратрĕ. Çăра туратлă лăпсăркка чăрăш айĕнче çывăракансене вăл тивеймерĕ, вĕсем кунта лайăх лупасайĕнчи пекех выртрĕç, анчах вăрман çав тери хытă кашланипе Микола пичче вăранчĕ те кайран ниепле те çывăрса каяймарĕ.
Çавăн пек чух вара çын хăй сисмесĕрех шухăша каять. Шухăшсем пĕрин хыççăн тепри çăмха çиппи пек тăсăлса пыраççĕ, вĕсен пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук... Микола пиччен те çавăн пек пулчĕ халь. Тем çинчен те шухăшларĕ вăл. Инçетри килне, хăйĕн лăпкă та сăпайлă карчăкне, унпа пĕрле юлнă Санька йăмăкне аса илчĕ. Мĕнлерех пурăнаççĕ-ши вĕсем?.. Анчах пуринчен ытла унăн шухăшĕ халь хăйĕнпе юнашар выртакан ачасем тавра çаврăнчĕ.
Ачасемшĕн вăл çак вăхăтра пĕртен-пĕр шанăç пулнă. Анчах çăлса çитерме пулĕ-ши вĕсене? Халлĕхе нимĕн те паллă мар-ха... Вĕсем вăрманта сунарçăсенчен пытанакан кайăксем пек çӳреççĕ... Паян авă вĕсене йытăсемпе хăваларĕç. Юрать, ĕç телейлĕ вĕçленчĕ. Ыран мĕн пулĕ? Эх, часрах пĕр-пĕр партизансен отрядне тĕл пуласчĕ!
Тăвăл кĕрлерĕ-кĕрлерĕ те майĕпен лăпланма пуçларĕ. Часах çумăр та чарăнчĕ. Вăрман шăпланчĕ. Анчах çав самантра тӳпере сасартăк самолет сасси илтĕнчĕ. Вăл çывхарнăçемĕн çывхарса килчĕ, кăшт тăрсан, самолет пирĕн туссем пытаннă тĕлтенех ĕрлесе иртсе кайрĕ.
— Шуйттан фашисчĕсем, çĕрле те çывăрма пĕлмеççĕ, чăн-чăн выçă кашкăрсемех çав! — çилĕпе ятлаçса илчĕ Микола пичче хăй ăшĕнче. — Пырса тăрăнасчĕ пĕр-пĕр çӳллĕрех юман çине!
Пилĕк минутран ытла та иртмерĕ пулĕ — самолет, каялла çаврăнса пырса, хăй малтан вĕçсе килнĕ еннелле çул тытрĕ. Тепĕр çавăн чухлĕ вăхăтран каллех çаврăнса çитрĕ.
— Мĕнле урса кайнă нимĕç ку? Мĕн мурĕ шырать вăл ку тĕлте? — тĕлĕнсе ларчĕ Микола пичче. — Çак тĕттĕмре пурпĕр нимĕн те кураймастăн вĕт, йытă! — туратсем хушшипе пĕлĕтелле пăхрĕ вăл.
Самолет тата тепĕр хут çаврăнса çитрĕ. Халь вăл паçăрхинчен чылай çӳлте вĕçни сисĕнчĕ.
— Вăт, эсрелĕ! — вăрçса илчĕ Микола пичче. — Ахăртнех, партизансене шырать пулĕ-ха!
...Тăваттăмĕш хут вĕçсе иртнĕ хыççăн самолет урăх таврăнмарĕ. Унăн сасси инçетрен инçете кайса пычĕ.
Микола-пичче каллех ачасем çумне выртрĕ, анчах унччен те пулмарĕ — çывăхрах, пĕр çĕр метрта, йывăç тураттисем чаштăртатрĕç, шăтăртатрĕç, Çав самантрах:
— Ы-ых, шуйттан! — терĕ такам хыттăн.
Çакна Микола пичче уççăнах илтрĕ те вăшт кăна ура çине тăчĕ. Унăн сылтăм алли пистолет аврине чăмăртаса тытрĕ, чĕри хыттăн-хыттăн тапма пуçларĕ.
— Мĕн мурĕ? Кам пулма пултарать?..
Вăл часрах ачасене вăратасшăн пулчĕ, анчах ку шӳхăша çавăнтах пăрахрĕ, мĕншĕн тесен ыйхă уçăлман ачасем ним пĕлменнипе калаçма, ыйтса пĕлме пултарнă, анчах халь пĕр сас та кăларма юраман.
Мĕн тăвас?
Микола пичче темиçе самант иккĕленсе тăчĕ. Тен, хăвăртрах аяккалла тармалла? Е халлĕхе тăхтас-и? Çапах та мĕнле çын-ха вăл? Нимĕç-ши? Анчах вырăсла вăрçса илчĕ-çке? Тен, вăл та нимĕçсенчен тараканскер, кам пĕлет...
Юлашкинчен Микола пичче çав сасă илтĕннĕ çĕре çывăхарах кайса сăнама шут тытрĕ.
Вăл пистолетне кăларса предохранительне вĕçертрĕ те, шăши патнелле пыракан кушак пек асăрханса, ерипен çырманалла анма пуçларĕ. Кашни пилĕк-ултă утăмранах чарăнса тăрса итлерĕ вăл, анчах çын сасси тек илтĕнмерĕ. Çырма тĕпнерех ансан тин хăйĕнчен сулахаярахра йывăç тураттисем темиççе хутчен силлене-силлене илнине илтрĕ. Туратсене юри такам тыта-тыта лăсканă пек... Ластăр-ластăр!.. Ластăр-ластăр!..
Микола пичче тата çывăхарах пычĕ, каллех итлерĕ. Кăшт тăрсан, туратсем татах çине-çине силленсе илчĕç те, хыççăнах вырăсла мăкăртатни илтĕнчĕ.
— Эх, шуйттан япали!
Вырăс. Хăрамаллиех çук, — терĕ те Микола пичче хăй ăшĕнче сасă илтĕннĕ çĕрелле хăюллăн утса кайрĕ. Вунă-вунпилĕк метртан вара акă мĕн курчĕ вăл: икĕ йывăç хушшинче çын çакăнса тăрать, урисем хăйĕн виçĕ метр ытла пулĕ çĕре çитеймеççĕ... Вăл пĕтĕм кĕлеткипех унăн-кунăн пăркаланать, аллисемпе çӳлелле кармашать.
Микола пичче ун çине йывăç хыçĕнчен темиçе минут хушши хытнă пек пулса пăхса тăчĕ те, çын темле кантрасенчен вĕçерĕнме тăрăшнине асăрхаса, вăл парашютист пулнине тавçăрса илчĕ.
Çӳлтен аннă чух йывăçсенчен çакланса ларнă... Паçăрхи самолет çинчен сикнĕ пуль ĕнтĕ...
Тек туссе тăраймарĕ, сăмах хушрĕ:
— Эй, çын! Кам эсĕ?
Сьшлăшра çакăнса тăраканни тӳрех хускалкалама тытăнчĕ, анчах нимĕн те чĕнмерĕ. Микола пичче тепĕр хут ыйтрĕ:
— Кам эсĕ, мĕн пулнă сана?
Каллех чĕнмерĕ лешĕ. Тен, ку илтмест пулĕ тесе,Микола пичче ун патнелле темиçе утăм ярса пусрĕ,Çакăнса тăраканни ăна тинех курчĕ пулмалла. — Ан çывхарăр ман пата, перетĕп! — терĕ вăл хыттăн. — Тӳрех персе пăрахатăп! Ман алăра — пистолет!
Микола пичче тата ытларах тĕлĕнсе кайрĕ: хĕрарăм-çке ку! Сасси çепĕç, уçă, янравлă...
— Юрĕ, юрĕ, — терĕ вăл ăна хирĕç лăпкăн, — ан хăрат ытлашши, кирлех пулсан — ун пек вылямалли япала ман хамăн та пур, унсăрах çӳреместпĕр. Эсĕ мана тĕрĕсне каласа пар: кам эсĕ, мĕнле çын?
— А эсĕ ху кам?
— Эпĕ... Илтетĕн, вырăсла калаçатăп.
— Эпĕ те нимĕçле мар. — Чухлатăп .
— Эсĕ, ăнсăртран, партизан мар пуль те?
— Ăнсăртран, партизан мар çав.
— Эппин, çĕрле сĕм вăрманта мĕн туса çӳретĕн?
— Телей шыратăп.
— Кулса мар, чăннине кала эсĕ. Атту...
— Каллех хăрататăн-и?
— А мĕн çыпçăнатăн эсĕ ман çума? Иртсе кай хăвăн çулупа.
Хĕрарăм сассинĕ хаярлатма пикенчĕ, анчах çак калаçу вăхăтĕнче ун патне çывăхах пырса тăнă Микола пиччене ку култарса ячĕ.
— Акă мĕн, хĕрĕм, — терĕ вăл сывлăшри хĕрарăм çине çӳлелле пăхса, — çитĕ сана унта пĕлĕт çинчен аннă ангел пек ларма... Йăлăхрăн пуль ĕнтĕ чуччу ярăнса. Çĕре ан-ха, куçран куçа пăхса калаçăпăр, Кăмăлăмăрсем килĕшсен, тен, пĕрле пулăпăр, килĕшмесен — вăрман аслă, кашниех хăйне валли çул тупĕ.
— Май пулнă пулсан, эп тахçанах анăттăм та, çакланса лартăм-çке, — тере хĕрарăм куна хирĕç кӳренӳллĕ сасăпа. — Аптрасах çитрĕм...
— Мĕн тумалла эппин халь?
— Парашут кантрисене татса ямалла.
— Ăна эпир халех майлаштарăпăр...
Микола пичче çавăнтах, кинжалне çăвара хыпса, йывăç тăрнелле хăпарма тытăнчĕ...
XXI
Çӳллĕ йывăç тăррисене ирхи хĕвел кĕренлетме тытăннă вăхăтра пирĕн туссем чăрăш айне чĕртнĕ кăвайт кутĕнче çамрăк хĕр парашютистăн калавне итлесе ларчĕç.
Вăрçăччен вăл Мускаври пĕр институтра вĕреннĕ, вăрçă пуçлансанах, хăй ирĕкĕпе çара кайнă. Малтан госпитальре ĕçленĕ, анчах ку ĕç ăна килĕшмен, фронта каяс тесе, радио ĕçне вĕреннĕ, унтан парашютистсен шкулĕнче пулнă. Тăшман тылне вăл ĕнтĕ иккĕмĕш хут килнĕ. Малтанхинче хытах аманнă пулнă, ăна Пысăк Çĕр çине самолетпа илсе тухнă, анчах сывалсанах вăл хăйне каллех тăшман тылне яма ыйтнă. Халь вăл çак вăрманти партизансен пысăк отрядĕнче радистка пулса ĕçлеме килнĕ, анчах çĕрле летчик ăна кирлĕ çĕре тĕрĕс антарса хăварайман.
— Вăл нимех те мар, — терĕ хĕр, — эпĕ вĕсене пурĕпĕр тупатăп. Манăн карттă пур, компас пур. Пĕр-пĕр ориентир тупасси кăна.
— Мĕнле ориентир? — ыйтрĕ Микола пичче.
— Ну, калăпăр, пĕр-пĕр çул е вăрманти поселок... Карттă çинче вĕсем пурте пур, кайран вара шырама та çăмăл пулать. Компас кăтартнă тăрăх кай кăна.
Микола пичче пĕр хушă шухăша кайнă пек пулчĕ. Ачасем кăвак комбинезонлă парашютистка çине куç илмесĕр пăхса ларчĕç. Ытла та тĕлĕнтерчĕ вăл вĕсене.
— Епле хăюллă вăл... — шухăшларĕ Ванюшка. — Çамрăк кăна хĕр хăй, анчах тăшман йышăнса илнĕ вырăна пĕр-пĕччен сикнĕ! Енчен те кĕçĕр вăл пирĕн тĕле мар, тăшмансем тĕлне пулнă пулсан?.. Тытатчĕç ăна, асаплантаратчĕç ĕнтĕ... Анчах вăл нимрен те жăраман!
— Ориентир шырама та кирлĕ мар, — терĕ çав вăхăтра Микола пичче парашютисткăна. — Ав çав енче, — аллине тăсса кăтартрĕ вăл, — кунтан пĕр улт-çичĕ километрта çурçĕр енчен кăнтăралла пысăк шоссе иртет.
— Эсир ăçтан пĕлетĕр ăна? — васкавлăн ыйтрĕ хĕр.
— Эпир ĕнер пулнă унта. Анчах пире йытăсемпе хӳтерсе ячĕç, хытă сыхлаççĕ курăнать.
Хĕр йăпăр-япăр карттă кăларса сарса хучĕ. Çавăнтах компасĕ çине пăхса илчĕ.
— Çурçĕр... кăнтăр...
Пĕр-икĕ минут хушши вăл карттă çинчен куç илмесĕр пăхрĕ, унтан пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ.
— Çак шоссе пулма кирлĕ вăл. Акă М. еннелле каякан чугун çул, шоссе урлă каçса, Ч. еннелле каять...
— Тĕрĕс, çав пулма кирлĕ, — терĕ унпа пĕрлех карттă çине пăхса ларнă Микола пичче.
— Эсир улт-çичĕ километр килтĕмĕр тетĕр пулсан, ак çак вырăнта шурлăх тĕл пултăр-и?
— Пире йытăсем чутах хăваласа кĕртсе яратчĕç унта...
— Тĕрĕсех эппин! — парашютистка карттине хуçлатса чикрĕ те хăйĕн çĕнĕ тусĕсене хаваслăн пăхса çаврăнчĕ. — Аптрамастпăр, юлташсем! Çухалмастпăр!
Çав вăхăтра Микола пичче кĕл ăшĕнчен патакпа чавса пĕр паранкине кăларчĕ те ăна йăвалакаласа пăхрĕ.
— Пиçнĕ, ачасем, апатланăр...
— Тĕрĕс, кăштах çырткалас пулать, — терĕ парашютистка та. Çавăнтах хăйĕн сумкинчен консервă банки, шоколад, печени кăлара-кăлара хучĕ.
— Илĕр, çийĕр, — сĕнчĕ вăл пурне те. Унтан, никам та илме хăяйманнине кура, çимеллисене хăех валеçме тытăнчĕ. Ванюшка унпа юнашар ларнăччĕ те, парашютистка ăна пуринчен малтан темиçе печенипе шоколад катăкĕ хурса пачĕ.
— Çи, шăллăм... Вăй паракан япаласем вĕсем.
— Мана кирлĕ мар, хăвăр çийĕр... — именчĕ Ванюшка.
— Çи, çи, вăтанса ан тăр, — терĕ хĕр. — Пирĕн енче çук та çурмалла теççĕ...
— Сăмах майăн каласан, хăш енчисем вара эсир? — ыйтрĕ кун хыççăн Микола пичче.
— Шупашкар хулинчен эпĕ, Атăл çинчен, — терĕ консервă банкине уçма тытăннă парашютистка пуçне çĕклĕмесĕрех. Унăн сăмахĕсем Микола пиччене Санька еннелле пăхтарчĕç. Санька вара çăварне карсах пăрахрĕ, çав тери тĕлĕнсе кайрĕ...
— Итлĕр-ха, юлташ... — сăмах хушрĕ кăшт тăрсан Микола пичче. — Каçарăр, сирĕн ятăра пĕлместĕп-ха...
— Зоя тесе чĕнеççĕ мана. Зоя Сергеева.
— Итлĕр-ха, Зоя Сергеева юлташ. Эсир Чăваш республикинчен эппин?
— Çавăнтан.
— Апла пулсан... пирĕн хушăмăрта сирĕн земляк пур. Чăнах!
Зоя тӳрех çиме пăрахса, çав тери тĕлĕнсе ун çинелле хăйĕн пысăк кăвак куçĕсемпе пăхрĕ:
— Земляк? Кам? Хăшĕ?
— Ак çакă... — Микола пичче Санька çине кăтартрĕ. — Чăваш ачи...
— Эсĕ чăнах чăваш-и вара? — аллине ача хулпуççийĕ çине хурса ыйтрĕ парашютистка.
— Чăваш..! — Санька хĕрелсе кайрĕ. — Ак япала! Хăш район?
— Сĕнтĕр...
— Ан тĕлĕнтер! Эпĕ хам та çавăнтанах вĕт! Эпир Шупашкара пурăнма куçни пĕр вунă çул кăна... Анчах эсĕ пĕчĕк пуçупа мĕнле килсе çакланнă кунта? Хăçантанпа? — тĕпчеме тытăнчĕ Зоя.
— Вăрăм истори вăл, — терĕ Санька, — час каласа пĕтерес çук...
— Ну, юрĕ эппин, хăçан та пулин кайран каласа парăн, — килĕшрĕ Зоя. — Халь çи-ха, çи, атту эсĕ ытла пĕтсе кайнă... Ах, земляк, хамăр ял... Пулаççĕ вĕт пурнăçра çавăн пек тĕлĕнмелле тĕлпулусем!
Зойăпа Санька чăвашла калаçрĕç, вĕсен калаçăвне Микола пиччепе Ванюшка ăнланмарĕç, анчах пĕринпе тĕл пулнăшăн вĕсем питĕ савăнчĕç...
— Ну, хускалатпăр пулĕ, тусăмсем, — терĕ Микола пичче юлашкинчен, ачасем çисе тăраннине асăрхаса. — Çитмелли çĕре çитесех, тупмаллине тупасах пулать...
— Халех каятпăр, — пуринчен малтан сиксе тĕчĕ Зоя. — Анчах малтан парашюта çĕр айне чавса пытарса хурас пулать. Саккунĕ çапла, унсăрăн — йĕр юлать.
— Мĕн тума пытарас? Хамăрпа пĕрле илсе каятпăр, — терĕ ăна хирĕç Микола пичче. — Нумаййăн вĕт халь эпир. Тата йывăр япала та мар вăл. Вăрманти пурнăçра пир-авăр та кирлĕ пулать, сутăн илме универмагсем çук кунта...
Ку шухăшпа пурте килĕшрĕç.
Кăшт тăхтасан, вĕсем кăнтăрпа хĕвелтухăç еннелле утрĕç. Зоя, тек-текех аллинчи компасĕ çине пăхкаласа, малта пычĕ. Кăнтăрла иртсен каллех пĕр улах вырăна ларса апатланчĕç те татах малалла шурĕç.
Каç пулас умĕн пĕр ансăр, кукăр-макăр сукмакпа утса пынă чух çăра тĕвсем хыçĕнчен вĕсен умне сасартăк аллисене автоматсем тытнă икĕ çын сиксе тухрĕç.
— Стой! Руки вверх! — татăклă команда пачĕ вĕсенчен пĕри, пысăках мар хĕрлĕ сухаллăскер. — Мĕнле çынсем эсир?
— Куратăн — вырăссем, — терĕ ăна хирĕç Зоя ним пăлханмасăрах, çыннăн куçĕсенчен тӳррĕн пăхса.
— Ăçта каятăр?
— «Юншăн — юн!» ятлă партизансен отрядне шыратпăр.
— Вăл ăçтине пĕлетĕр-им?
— Ак çак ертсе каять пире, — терĕ Зоя, аллинчи компасĕ çине кăтартса. — Халь акă эсир те пулăшатăр ĕнтĕ ăна тупма. Атьăр, илсе кайăр часрах.
Зоя çав тери хăюллăн калаçни сухаллă çынна тĕлĕнтерчĕ пулмалла. Вăл ăна уринчен пуçласа пуçĕ патне çитиех пăхса илчĕ те:
— Ытла та çивĕч-çке эсĕ, хитре пике, — терĕ, — Ахаль кайăках мар курăнать..
— Хуть те мĕнле пулам, унта сирĕн ĕç çук, — татса хучĕ Зоя. — Эсир хăвăрăн ĕçĕре тăвăр: ют çынсене тытрăр пулсан — часрах штаба илсе кайăр. Йĕркине пĕлместĕр-им?
— Хуллентерех, хуллентерех, — терĕ куна хирĕç сухаллин юлташĕ, сарă кăтра çӳçне чалăш лартнă çĕлĕкĕ айĕпе кăларса янă каччă, — Командовать ан ту питех. Атту ĕç чĕрре кĕрсе кайма пултарать. Пирĕн калаçу кĕске: йывăç çумне тăратнă та çамкаран шаплаттарнă!
— Ай-ай, паттăр иккен эсĕ, — йӳççĕнтерех кулса илчĕ Зоя, — Кравчук юлташ та пĕлмест пулĕ-ха кун çинчен. Çитсенех каласа парас-ха...
«Кравчук» тенине илтсенех, пирĕн туссен çулне пӳлнĕ çыясем пĕр-пĕрин çине чалăшшăн пăхса илчĕç. Темскер калаçса илчĕç вĕсем куçĕсемпе...
— Ну, атьăр зппин, — терĕ вара сухалли, аллипе малалла сулса.
Хăй çавăнтах, автоматне хулпуççинчен çакса, сукмакпа çирĕппĕн пусса утрĕ. Çамрăкки, кая юлса, хыçалтан пычĕ.
XXII
Парашютистка Зоя тĕрĕс çулпа пынă. Вăл çак вăрманти «Юншăн — юн!» ятлă партизансен отрядне шыранă пулнă, халĕ ĕнтĕ шăпах çав отрядăн секречĕ çине пырса тăрăннă. Сукмак çине автоматеемпе тухса тăнă хĕрлĕ сухаллă ватăрах çынпа сарă кăтра çӳçлĕ каччă çав отрядăн боецĕсем пулнă.
Тĕл пулсанах, кăшт тавлашкаласа илнĕ пирки пулас, çул çинче вĕсем нимĕнех те калаçмарĕç.
Малтан вĕсем вĕтĕрех хутăш вăрман тăрăх пычĕç, унтан чăрăшлăх пуçланчĕ. Хĕвел анма пуçланă чух вара çăра та çӳллĕ вăрмана пырса кĕчĕç те, тарăн çырма тăрăх пĕр километр пек кайсан, отряд вырнаçнă çĕре пырса тухрĕç. Хĕрлĕ сухалли пирĕн туссене (вĕсемпе пĕрлех кăтра çӳçлĕ çамрăк партизана та) ватă юман айне тăратса хăварчĕ те хăй пĕр çĕрпӳрте кĕрсе кайрĕ.
— Эп халех, — тесе хăварчĕ вăл.
Чăнах та, нумай кĕтмелле пулмарĕ. Вĕсем патне, хĕрлĕ сухаллă партизанпа пĕрле, çар карттусĕ, кăвак пустав френч, галифе, çӳллĕ кунчаллă атă тăхăннă, пиçиххинчен пысăк хура кобура çакнă вăтам пӳллĕ, хурарах сăнлă çын пырса тăчĕ.
— Акă вĕсем, командир юлташ, — терĕ хĕрлĕ сухалли, Зойăпа Микола пичче тата Ванюшкăпа Санька çине кăтартса.
Çав вăхăтрах партизансен командирĕ умне Зоя чăн-чăн çар çынни пек йăрст! тăсăлса чеç пачĕ.
— Отряд командирĕ юлташ! Командовани приказĕпе сирĕн распоряженине килтĕм. Радистка Зоя Сергеева, — тесе рапорт пачĕ вăл.
— Питĕ аван, — терĕ те командир Зойăна ал пачĕ. — Чунтанах саламлатăп. Эпир сире пĕр эрне ытла кĕтетпĕр ĕнтĕ. Тинех кĕтсе илтĕмĕр эппин.
— Манăн айăппа мар, командир юлташ...
— Пулĕ, пулĕ... Ун çинчен кайран калăр. Кусем камсем пулаççĕ тата! — командир Микола пиччепе ачасем çине пуçĕпе сулчĕ.
— Ăнсăртран тĕл пулнă юлташсем. Хăйсем каланă тăрăх, вĕсем Германие каякан эшелон çинчен сиксе юлнă.
— Хăçан?
— Ĕнер ирхине, пĕр виçĕ сехетре, — терĕ Микола пичче.
— Хăвăр ăçтисем?
— Украинăран, Винница патĕнчен.
— Винница патĕнчен?
— Так точно...
— Хм... — Отряд командирĕ Микола пичче çине тинкерсе пăхрĕ. — Земляксем эппин эпир.
— Пулма пултарать...
— Ачисем ăçтан?
— Вĕсем тĕрлĕ çĕртен. Лагерьте паллашрăмăр. Кайран, хама тарма май килсен, вĕсене те каторгăна ярас мар терĕм.
— Тĕрĕс тунă... Питĕ тĕрĕс!
Командир пĕр хушă ачасем çине пăхса тăчĕ, унтан тăрук хĕрлĕ сухалли еннелле çаврăнчĕ.
— Степан пичче, ку юлташсене халех кухньăна илсе кайăр. Лайăхрах çитерччĕр. Унтан канмалли вырăн тупса парăр. Эсир, Сергеева юлташ, манпа пĕрле пыратăр...
Командирпа Зоя штаб çĕрпӳртне кайрĕç, Микола пичче, Ванюшка, Санька хĕрлĕ сухалли хыççăн утрĕç. Отряд командирĕ вĕсене çавăн пек кăмăллăн йышăннине кура, хĕрлĕ сухал халь пĕтĕмпех урăхланса кайрĕ, чарăна пĕлмесĕр калаçса пычĕ.
— Пирĕн пурнăçа пĕртте хурламалли çук! Выçă лармастпăр, çĕтĕк-çатăк çӳреместпĕр, вăрманта пурăнатпăр пулин те, тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлсе тăратпăр... Тăшмана кулленех шаккатпăр, ăçтан май килнĕ — çавăнтан пырса çапатпăр. Паллах, пĕтĕмпех командиртан килет. Пирĕн командир, çак Кравчук юлташ, — питĕ пултаракан этем, питĕ паттăр, граждан вăрçинчех орден илнĕ çын. Çынсемшĕн вара çав тери тăрăшать. Сире те, ав, килнĕ-килменех хăна тума хушрĕ. Тепри пулсан — шалиш! Тепри сана: тăхта, малтан паллашам-ха тет, эсир камне лайăхрах шĕкĕлчесе пĕлем, тен, эсĕ партизансен çăкăрне çиме тивĕçсĕр? Ку ун пек мар. Ку пирĕн çынна пĕрре пăхсах уйăрса илет: ырă сунакан çын-и вăл, тăшман-и... Уйăх каялла çавнашкалах пĕррескер килсе тухрĕ пирĕн пата. Çамрăк мар ĕнтĕ, сухалĕнче кăвак пĕрчĕсем те пур. Питне-куçне тăрмаласа пĕтернĕ, тумтирĕ ним майĕ çук — йытă туланă тейĕн. Нимĕçсене юлашки сысна çурине парасшăн пулмарăм та, çавăншăн чут вĕлеретчĕç, аран сирĕн пата тарса ӳкрĕм тет. Анчах ĕненмерĕ çавна пирĕн командир. Хăваласа ямарĕ, çапах та сăнама хушрĕ. Мĕн тетĕр-ха эсир? Персе пăрахмалла пулчĕ вĕт çавна юлашкинчен! Чăн шуйттанах пулнă — фашистсем ăна юриех пирĕн командира вĕлерме янă иккен...
— Пулать, пулать ун пекки, — терĕ Микола пичче.
— Эп хам та çынсене витĕрех куратăп, — каллех сăмах пуçларĕ хĕрлĕ сухал. — Ак паçăр, сире курсан...
Анчах сăмахне пĕтермелле пулмарĕ унăн — вĕсем отряд кухни патне çитсе тăчĕç. Малашнехи ĕçсем вара питĕ тикĕс пулса пычĕç: командир приказне пурнăçласа, повар пирĕн туссене çав тери лайăх çитерсе ĕçтерчĕ. Нумай вăхăт хушши йĕркеллĕ апат курман çынсене малтанах тăранассăн та туйăнмарĕ, анчах повар вĕсен чашкисене апат çине-çинех ярса пачĕ те, виçи тулчĕ... Унтан хĕрлĕ сухал вĕсене пĕр пушă çĕрпӳрте илсе кайса вырнаçтарчĕ.
— Хуçисем заданире, ыран каçчен килмеççĕ, талăкĕпех канма пултаратăр, — терĕ те вăл ыр сунса тухса кайрĕ.
Туссем, ун хыççăнах тутлă шăршăллă çемçе утă сарнă сарлака саксем çине выртса, пĕр-пĕринпе икшер сăмах та калаçса илеймерĕç, тӳрех çывăрса кайрĕç. Чăн та, хĕрлĕ сухал сĕннĕ пек, талăкĕпех çывăрчĕç вĕсем, тепĕр кунне кăнтăрлапа тин вăранчĕç,
— Ну, çамрăк халăх, мĕнле пек? — ыйтрĕ Микола пичче.
— Питĕ аван... — терĕ Санька.
— Кунтан лайăх пулма та пултараймасть, — хушса хучĕ Ванюшка.
Çĕрпӳрт алăкĕ умне пĕр боец пырса тăчĕ. Вăл пурне те сывлăх сунчĕ те:
— Апата чĕнеççĕ сире, — терĕ. — Ирхине вăратас темерĕмĕр...
Микола пичче тӳсеймерĕ, кулса ячĕ.
— Курорта лекрĕмĕр пулас эпир, тупата...
— Унтан командир сирĕнтен аслине хăй патне пыма каланă, — хушса хучĕ боец.
Командир чĕнни çинчен илтсен, Микола пичче васкама тытăнчĕ.
— Атьăр часрах, ачасем... Командир хушнине яланах хăвăрт тăвас пулать...
Пилĕк минутран вĕсем каçхи вырăнтах апат çисе ларчĕç, çур сехетрен Микола пичче командирăн çĕрпӳртне кĕрсе кайрĕ. Ачасем ăна кăшт аяккарахра, йывăçсем айĕнче, кĕтсе ларчĕç.
Чылай вăхăт иртрĕ вăл каялла тухиччен, пĕр сехет те ытла пулĕ. Çав хушăра ачасем кашни хăй тĕллĕкн шухăшларĕç: малапше пурнăç мĕнле пулса пырĕ-ши? Командир вĕсене отрядра хăвăрма килĕшĕ-ши? Йышăнмасан вара... мĕн тумалла?
Ванюшка çирĕп шут турĕ:
— Çине тăрсах тархаслатăп. Ĕç ыйтатăп... Хуть те мĕн хушчăр — тăватăп...
Анчах Микола пичче çĕрпӳртрен тухсанах, ачасен иккĕленесси пĕтрĕ. Ачасем патне вăл аякранах кулкаласа, уссисене шăлкаласа утса пычĕ.
— Ну, мĕнле? Мĕн терĕ? — харăсах ыйтрĕç ачасем.
— Леш, хĕрлĕ сухалли, тĕрĕс каланă, — терĕ Микола пичче. — Тĕлĕнмелле лайăх çын... Украинец, пирĕн енчисем. Вăрçăччен учитель пулнăскер.
— Отрядра хăварать-и пире?
— Йышăнатăп терĕ.
— Ой, ку çав тери аван вара! Урăх пире ним те кирлĕ мар!..
Ванюшкăн куçĕсем савăнăçлăн çутăлма тытăнчĕç. Вăл çавăнтах Санька çине пăха-пăха илчĕ, тусĕ ку хыпара мĕнле йышăннине пĕлесшĕн пулчĕ курăнать. Анчах Санька та Ванюшкăран кая мар савăннă,
— Вăл тата сирĕнпе те калаçасшăн-ха, — терĕ Микола пичче. — Халех пыма хушрĕ.
— А мĕн çинчен калаçасшăн? — тĕлĕнчĕ Ванюшка. — Эсĕ пирĕн пирки каласа патăн пуль вĕт?
— Эп каласа патăм та-ха, вăл сирĕнпе хăвăрпа паллашасшăн. Командирăн отрядри кашни çыннах пĕлес пулать-çке. Кам вăл, мĕн тума пултарать...
Ачасем пĕр-пĕрин çине пăхкаласа илчĕç, вĕсем каллех иккĕленме пуçлани сисĕнчĕ.
— Эсир ним те ан пăшăрханăр, — терĕ çакна кура Микола пичче, — ыйтса пĕлет çеç вăл.
...Чăнах та, Кравчук калама та çук ăшă кăмăллă, юратмалла çын пулнă. Ачасем унăн çĕрпӳртне кĕрсенех, вăл вĕсене ларма сĕнчĕ, унтан иртнĕ каçхине мĕнле канни çинчен, апат çини-çименни çинчен, сывлăх çинчен ыйтса пĕлчĕ. Унтан вара кашнинчен уйрăммăн ыйтса пĕлме пуçларĕ. Мĕн ятлă, миçе çулта, ăçтисем, кунта мĕнле килсе лĕкнĕ, ашшĕ-амăшĕсем ăçта... Ачасем хăйсем çинчен пĕтĕмпех, тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕç. Ванюшка калавĕ вара командира уйрăмах пăлхатса ячĕ.
— Эх, йытăсем, çынçиенсем! — пуçне пăркаласа илчĕ вăл Ванюшка нимĕçсем унăн тăванĕсене епле вĕлерни çинчен каласа панă чух.
Унтан Ванюшкăна партизансем тупса илсе кайни, вăл чылай хушă отрядра пурăнни çинчен пĕлсен, Кравчук тӳрех:
— Мĕнле отрядри партизанеем пулнă вĕсем? — тесе ыйтрĕ.
— Чапаев ячĕпе хисепленекен отрядран, — терĕ Ванюшка.
— Эсĕ вара вĕсем патĕнче пурăнтăн-и?
— Ийя.
— Командирăн хушамачĕ мĕнлеччĕ?
— Хушаматне... астумастăп.
— Епле-ха апла эсĕ, хăвăрăн команирăн хушаматне те пĕлмен? — Ванюшка куçĕнчен ыйтуллăн пăхрĕ Кравчук.
— Ăна пурте «Коля пичче» тесе чĕнетчĕç те... — хăйне аван мар пулнипе хĕрелсе кайрĕ Ванюшка.
— Николай Васильевич мар-и? Асту-ха?
— Тĕрĕс, тĕрĕс! Отряд фельдшерĕ Федор Иванович ăна яланах Николай Васильевич тесе чĕнетчĕ.
— Штаб начальникĕ камччĕ?
— Вăл ман кукка пулнă, Семен Петрович Коробов. Анчах кайран ăна амантрĕç те...
— Пĕлетĕп, ăна Пысăк Çĕр çине ăсатнă, — терĕ Кравчук, Ванюшкăна каласа пĕтерме памасăрах.
Ванюшкăна ку тĕлĕнтерсех ячĕ.
— Ăçтан пĕлетĕр эсир ун çинчен?
— Пĕлетĕп çав... — çемçен кулса илчĕ командир. — Николай Васильевича та, унăн хушаматне те лайăх пĕлетĕп. Ломов теççĕ ăна. Виçĕмкун çеç курса калаçрăмăр-ха эпир унпа.
— Ăçта, епле?!
Партизан командирĕсен канашлăвĕ пулса иртрĕ, çавăнта тĕл пултăмăр. Санăн кукку çинчен те каларĕ: сывалать, тет, часах Пысăк Çĕр çинчен отряда каялла таврăнма шутлать, тĕт...
— Ой, командир юлташ!.. — яштах сиксе тăчĕ Ванюшка. — Неушлĕ чăнах ку?! Улталамастăр-и?
— Тĕрĕсне калатăп.
— Ĕненес те килмест... Мĕн тери савăнăç ку маншăн!..
Пĕр хушă чĕнмерĕç. Кравчук ачасем çине пăхса ларчĕ, тем çинчен шухăшларĕ. Ачасен те сăмах тупăнмарĕ, вĕсем командир каласса кĕтрĕç.
— Ну, малашне мĕн тăвăпăр-ха ĕнтĕ? — ыйтрĕ Кравчук юлашкинчен. — Пирĕн кунта йĕрки çапла: кашниех пĕр-пĕр ĕçшĕн ответ тытать.
— Мĕн хушатăр, çавна тăватпăр, — терĕ Санька.
— Манăн алла хĕçпăшал тытса çапăçасчĕ, — терĕ Ванюшка, каллех ура çине тăрса.
— Юрĕ, пурне валли те ĕç тупăпăр. Кам мĕне пултарать...
XXIII
«Юншăн — юн!» отряд командирĕ Кравчук юлташ хăйĕн сăмахĕсене яланах çирĕп тытса пынă. Хăй шутланине кирек хăçан та пурнăçа кĕртнĕ вăл.
— Пирĕн командирăн сăмахĕ — хурçă, — тенĕ партизансем, ăна ырласа. — Вăл калани — пуртăпа касса татнă пекех...
Ачасене çĕрпӳртрен ăсатса кăларса ярсанах, вăл хăй патне Михаç Чуб ятлă партизана чĕнтерчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, ун умне сарă кăтра çӳçлĕ çамрăк кăна каччă пырса тăчĕ. Ку ĕнер Ванюшкăсене вăрманта тĕл пулса отряда илсе килнĕ икĕ партизанран пĕри пулнă.
— Командир юлташ, эсир хушнипе... — тесе рапорт пама пуçларĕ вăл, анчах Кравчук ăна аллипе пукан çине тĕллесе кăтартрĕ:
— Лар...
Михаç ларчĕ те командир куçĕнчен чăрлаттарса пăхма тытăнчĕ. «Мĕн тума сасартăк чĕнтернĕ-ши мана ку? — кăшт пăлханарах шухăшларĕ вăл. — Татах хăтăрать-ши ĕнтĕ мĕншĕн те пулин?»
Тĕрĕссипе каласан, отряд командирĕ ăна хăй патне чĕнсен кирек хăçан та ятласа янă. Каччи вăл питĕ маттурскер пулнă, нихçан та нимĕнрен те хăраман, пĕр заданирен те приказа пурнăçа кĕртмесĕр таврăнман, хуть епле йывăрлăха лексен те хăтăлса тухма пĕлнĕ, анчах апла пулин те, ăна кашнинчех ятламалли тупăнса пынă. Хăйĕн çамрăк хĕрӳлĕхне пула, вăл час-часах иртĕнерех панă, тепĕр чух унăн ытлашши çăмăлланнисем те пулкаланă.
Пĕррехинче, разведкăна кайсан, вăл пĕр пысăк яла пырса кĕнĕ те фашистсем урамра темле пуху ирттернине курнă. Сысна пек самăр комендант сĕт-çупа çăмарта вăхăтра парса тăманшăн ял çыннисене вăрçнă, темĕн те пĕр каласа хăратнă... Халăх хушшине, хĕсĕнсе кĕрсе тăнă Михаç çавна итленĕ-итленĕ те — тӳсеймен. Нимĕç коменданчĕ, халăха чышкисемпе юнаса: «Приказсене пăхăнмастăр пулсан, пурне те Германие ăсататăп!» — тесе кăшкăрма тапратсан, Михаç маларах тухнă та ун çинелле умлăн-хыçлăн икĕ чăмăр граната ывăтнă.
Комендант та, унпа юнашар ларакан сутăнчăк староста та çавăнтах тĕшĕрĕлсе аннă. Анчах ĕç кунпах вĕçленмен. Пахчасем урлă вăрман еннелле тапса сикнĕ Михаçа нимĕçсем хăвалама тытăннă. Пульăсем пăрçа пек тăкăннă ун таврашĕнче. Михаç тилĕ пек енчен енне вăрт-варт çаврăнкалама пĕлмен пулсан, тата мулкач пек хытă чупма пултарайман пулсан, унăн вилли те пулин фашистсен аллине лекмеллех-мĕн, хăй çав тери çивĕччине пула çеç тарса ӳкнĕ вăл. Çапах та унăн вăрманта пĕр талăка яхăн мăй таран шурлăхра ларма тивнĕ. Отряда вара вăл икĕ кунтан тин, çитменнине, тăп-тăр лапра пулса таврăннă. Хăйĕнпе мĕн пулни çинчен штабра каласа парсан, ăна çавăн пек ытлашши вĕриленсе хăтланнăшăн хытă ятланă. Михаç малтанах хирĕç нимĕн те чĕнмен, унтан кĕскен кăна:
— Тӳсеймерĕм, — тенĕ.
Çакăн майлă историсем унăн татах та пулнă. Çавăнпа та, Михаç отряд штабĕнчен тухнине кам та пулин курсан, ыттисем унтан яланах кула-кула:
— Каллех мунчара пултăн-и? — тесе ыйтнă.Михаç ăна хирĕç аллипе сулнă çеç.
— Лайăх çауса янă курăнать... — тесе юлнă ыйтаканнисем.
Михаç хăй те хăнăхса çитнĕ кăна. «Сана штаба чĕнеççĕ» тенине илтсенех, каллĕ-маллĕ шухăшласа, тавçăрса илме тăрăшнă:
— Мĕншĕн лекме пултарать-ха мана паян?
Халĕ те вăл командир патне çавăн пек шухăшласа пычĕ. Хăйне ларма сĕнсен те иккĕленчĕ:
— Хытах лектересшĕн пулмалла ку мана, лартсах ятласшăн. Ĕнер çав радисткăпа хирĕçнĕшĕн пулмалла ĕнтĕ...
Анчах Кравчук ăна паян пĕртте ятлама шутламан, пачах урăххишĕн чĕнтернĕ.
— Акă мĕн, тусăм, — пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне ытти чухнехи пек мар йăвашшăн, Михаç куçĕнчен пăхса. — Эпĕ сана пĕр пысăк ĕç хушасшăн...
— Итлетĕп, — терĕ Михаç тӳрех. — Задачăна каласа парăр...
— Пирĕн отряда икĕ ача килсе кĕнине пĕлетĕн-и эсĕ?
— Пĕлетĕп. Хамăр илсе килтĕмĕр эпир вĕсене.
— Мĕнле пек туйăнчĕç вĕсем сана?
— Епле калас... Аван ачасем. Шухăскерсем.
— Мана та çавăн пек туйăнать. Анчах халлĕхе вĕсем нимĕн те пĕлмеççĕ-ха. Вĕсене вĕрентес, хăнăхтарас пулать. Урăхла каласан, вĕсенчен партизансем тăвас пулать.
— Тĕрĕс.
— Çав ĕçе эпĕ сана хушасшăн.
Михаç командир çине тĕлĕнерех пăхрĕ. Пĕр хушă иккĕшĕ те чĕнмерĕç. Михаçшăн ку сĕнӳ ытла та кĕтмен çĕртен пулчĕ, вăл çийĕнчех нимĕн те тупса калаймарĕ, анчах Кравчук унăн ответне кĕтрĕ.
— Ну, мĕн калăн? — ыйтрĕ вăл кăшт тăрсан.
— Шанатăр пулсан... — терĕ Михаç тытăнарах.
— Шанмасан, санпа кун çинчен калаçас та çук, — татса хучĕ командир, — Ман шутпа, эсĕ вĕсемшĕн питĕ лайăх учитель пулма пултаратăн, мĕншĕн тесен эсĕ çамрăк, ху та нумай пулмасть вĕсем пекех ача пулнă. Эсĕ вĕсемпе туслă пулма пултаратăн...
— Вăл тĕрĕс те пулĕ, — именерех килĕшрĕ Михаç.
— Эпир сана пулăшăпăр. Анчах асту — дисциплина пултăр. Вĕрентекенĕн яланах хăйĕн пример кăтартмалла.
— Ăнланатăп, командир юлташ.
— Ĕçсем мĕнле пыни çинчен мана пĕлтерсех тăр.
— Есть.
Командир çĕрпӳртĕнчен Михаç Чуб питĕ хаваслăн тухса кайрĕ. Çынсене вĕрентме шанса пани ăна хăйне тинех тивĕçлипе хакласа хисепленĕн туйăнчĕ.
XXIV
Партизан вăрçи питех те хăйне майлă вăрçă вăл, партизан ĕçĕ çав тери кăткăс, унăн тем те пĕлес, тем тума та пултарас пулать. Çавăн пирки Михаç ачасене калама та çук тĕлĕнмелле япаласем вĕрентрĕ...
Малтанхи кунсенче вĕсене вăл тĕрлĕрен хĕçпăшалпа: карабинпа, вырăс тата нимĕç автомачĕсемпе таллаштарчĕ, гранатăсем ывăтма вĕрентрĕ, тĕрлĕ йышши минăсене епле хумаллине кăтартрĕ. Унтан пĕр ирхине ачасене вăрмана шаларах илсе кĕртрĕ те:
— Халĕ, тусăмсем, эпир сирĕнпе чăн-чăн партизан наукине вĕренме тытăнăпăр, — терĕ. — Ку кăшт йывăрарах пулать...
Тĕлĕнтерсех ячĕ вара вăл ачасене. Малтан икĕ пӳрнене çăварне чиксе, юмахри леш Соловей-разбойник пек, хăлхана çурса пăрахмалла шăхăрса ячĕ. Унтан сасартăк тăманалла кăшкăрса илчĕ, кĕçех куккук пек авăтма тапратрĕ, шапалла кваклатрĕ, шăнкăрч пек юрларĕ, чакак пек чаклатрĕ, вăрманти ытти нумай кайăксем пек чĕвĕлтетрĕ.
— Çаксене пурне те вĕренсе çитмелле сирĕн, — терĕ ачасене юлашкинчеи. — Епле калас... Ку сирĕнтĕн ::БГТО:«Будь готов к труду и обороне»:: значокне илмелли норма вырăнне пулать...
Анчах ĕç кунпа та пĕтмерĕ. Михаç ачасене тата çӳллĕ йывăçеем тăрне кушак пек хăпарса кайма, çулçăсем хушшинче ним палăрми пулса ларма, туратсем çинче вырнаçса çывăрма, вăрманта пĕччен юлсан ăçталла каймаллине йывăç хупписем тăрăх пĕлме хăнăхтарчĕ... Чăн юлашкинчен вĕсене вăл шывра кĕпçе витĕр сывла-са пытанса лармаллине кăтартрĕ.
Ачасем çине тăрсах вĕренчĕç. Михаç çав тери çивĕч те пултаруллă пулнине кура, вĕсем те ун пек пулма тăрăшрĕç. Отряд командирĕ Кравчук юлташ вĕсем вĕреннĕ çĕре темиçе хутчен те пырса пăхрĕ, кашнинчех мухтаса хăварчĕ.
— Маттур, ачасем. Тăрăшăр, тăрăшăр. Чăн-чăн партизансемех пулатăр. Кĕçех акă заданисене кайма пуçлатăр...
Ачасен хăйсен те халь задание каясси килнĕ. Ванюшка Михаçран темиçе хутчен те ыйтнă:
— Вĕренни лайăх та-ха вăл, анчах чăн-чăн ĕçе хăçан явăçтараççĕ пире?
— Ăна пирĕнтен ыйтмĕç, — тенĕ Михаç, — командирсем хăйсемех пĕлеççĕ мĕн тумаллине. Эпĕ хам та тунсăхласа çитрĕм те — ним тума та çук. Приказ памаççĕ. Тăхтас пулать...
«Чăн-чăн ĕç» хушасса вĕсен чăнах та нумай кĕтмелле пулмарĕ. Пĕррехинче Михаçа пĕчĕк уçланкăра ачасене вĕрентсе ларнă çĕртенех отряд командирĕ патне чĕнсе кайрĕç. Пĕр сехет пек вăхăт иртсен, вăл каялла пит хавасланса таврăнчĕ.
— Ну, юлташсем, пире те черет çитрĕ! — терĕ вăл, ачасем умне сарăхма пуçланă вăрăм курăк çине тăсăлса выртса.
— Мĕнле черет?
— Задани пачĕç... Питĕ чаплă задани!
— Чăнах-и? Кала-ха, кала! Мĕн тумалла пулать? — хыпăнсах ӳкрĕç ачасем,
— Ку задание йĕркеллĕн пурнăçа кĕртме пултарсан — пурте чапа тухатпăр. Анчах ĕçне мĕнле тăвасси çинчен лайăхрах шухăшлас пулать-ха. Шухăшлама ыранччен срок пачĕç...
— Эсĕ заданийĕ çинчен кала-ха! — Михаç аллинчен тытса туртрĕ Ванюшка.
Михаç хăвăрт кăна тăрса ларчĕ, унтан çамрăк туссене куçĕсенчен пăхса калама тытăнчĕ.
— Кунтан вунпилĕк-çирĕм километрта, Бараниха ятлă ялта, пĕр йытăлла этем фашистсене сутăннă... Сăнран этем тĕслех вăл, анчах чунĕ — йыттăн. Староста пулнă та совет çыннисене сутма тытăннă. Пирĕн отрядри икĕ партизанăн çемйине çактарнă, пире пулăшакансене тыта-тыта панă. Юлашки вăхăтра пирĕн тăрăхра кун пек предательсем курăнсах каймастчĕç-ха, анчах халĕ пĕри тупăннă ав... Пирĕн çавна епле пулсан та тупса шаккаса хурас пулать. Ăнлантăр-и?
— Ăнланатпăр, — пуçĕпе сулчĕ Ванюшка, тăруках типсе ларнă çăвар маччине чĕлхепе йĕпетсе. Унăн чĕри хыттăн-хыттăн тапрĕ...
— Питĕ интереслĕ номер тума май пур, — терĕ Михаç малалла. — Анчах шухăшлас пулать-ха... Хытă шухăшлас пулать... — Вăл çамкине сăтăркаласа илчĕ.
— Хăçан каймалла вара унта? — ыйтрĕ Санька.
— Ыран каятпăр. — Михаç, пĕр хушă шухăша кайса, ним чĕнмесĕр ларчĕ. — Халь хăвăр пата кайăр-ха эсир, — терĕ вăл кăшт тăрсан. — Каçалапа пырăп эпĕ...
Анчах ачасем патне вăл каç пуличченех пычĕ. Хăй сак çине ларчĕ, Ванюшкăпа Санькăна урай варрине юнашар кăларса тăратрĕ те:
— Çакăн пек пултăр, — терĕ. — Эпĕ вăл — эпĕ мар, Бараниха ялĕнчи староста, предатель. Эсир халĕ ун умĕнче тăратăр... Мĕн тумалла сирĕн? Ну?
— Мĕн те пулин суймалла! — терĕ Санька.
— Анчах мĕнле суймалла?
— Хамăр кам пулни, ку яла мĕн тума килсе кĕни çинчен...
— Тĕрĕс. Вăт, çавна туса пăхăпăр та ĕнтĕ... Эпĕ ыйтам, эсир мана отвĕт парса пырăр. — Михаç çавăнтах сăнне хаярлатса çилĕпе кăщкăрса ячĕ.
— Мĕн шуйттанĕшĕн çапкаланса çӳретĕр эсир ялсем тăрăх? Мĕн шыратăр? Килĕрсем çук-и-мĕн сирĕн?..
— Эпир... Эпир киле каятпăр, лагерьтен тартăмăр, — терĕ Ванюшка, нăшăкланă пек туса. — Пĕр татăк çăкăр памăр-ши?
— Отставить! — урипе çĕре тапрĕ Михаç. — Юрамасть апла. Шутласа пăх-ха пуçупа лайăхрах, кам патне пырса кĕнĕ эсир?
— Староста патне, — пĕр шухăшламасăрах ответ пачĕ Вашошка.
— Тоттă çав, староета патне! Кам вăл староста? Предатель, фашистсен йытти. Эсир нимĕçсен лагерĕнчен тарни çинчен çăвар уçсанах, вăл. сана тытса хупать. Туртса çакаççĕ те сана, ĕçĕ те пĕтрĕ. Çапла-и?
— Тĕрĕс, — килĕшрĕç ачасем.
— Ун кăмăлне çавăрас тетĕр пулсан, пачах урăхла калаçас пулать. Эсир пĕтĕмпех нимĕçсем майлă пулнă пек курăнтăр, вара тин ĕç тухма пултарать. Тавай, çĕнĕрен пуçлатпăр...
Михаç ачасене хăй туса хунă план тăрăх вĕрентме тытăнчĕ. Нумая пычĕ ку «урок». Вăл ачасене тĕрлĕрен тĕрлĕ пăтраштарса ямалла ыйтусем пачĕ, ачасем ответсем тупса пычĕç, Отвечĕсем ăнăçлах пулмасан, Михаç хăй пулăшрĕ.
Кайран çак «урок» ачасене питĕ пысăк усă кӳчĕ...
XXV
Задание кăларса ярас умĕн ачасем хăйсен ролĕсене епле вĕренсе çитние Кравчук хăй тепĕр хут тĕрĕслерĕ. Чăн-чăн спектакль пекех- пулчĕ вăл. Михаç, предатель вырăнĕнче пулса, ачасенчен кăшкăра-кăшкăра ыйтрĕ, вĕсене халех çакса вĕлерме пулчĕ, çапнă пек турĕ, Ванюшкăпа Санька ăна хирĕç хурлăхлăн ответсем парса тăчĕç, макăрса та кăтартрĕç. Кравчука та, унăн çĕрпӳртне çав вăхăтра пырса кĕнĕ радистка Зойăна та çак «спектакль» питĕ кăмăла кайрĕ.
— Аван, — терĕ Кравчук, — питĕ аван, анчах тăшманпа куçа-куç тĕл пулсан çухалса ан кайăр. Астăвăр, енчен те эсир ăна тĕплĕн улталаймасан, питĕ хĕн пулма пултарать...
— Тăрăшăпăр, — терĕ ăна хирĕç Ванюшка.
Çакăн хыççăн вĕсем вăрăм та хăрушă çула тухса кайрĕç...
Малтан шутласа хунă тăрăх, вĕсем отряда пĕр виçĕ кунтан таврăнмалла пулнă. Анчах виçĕ кун мар — пиллĕк те иртрĕ, туссем çаплах таврăнмарĕç-ха, вĕсем çинчен нимĕнле хыпар та пулмарĕ. Отряд командирĕ те, Михаçпа ачасем ăçта кайнине пĕлекен ытти партизансем те, уйрăмах Микола пиччепе Зоя, кун пирки çав тери пăшăрханса пăлханма тытăнчĕç.
Микола пичче, халь отрядра хĕçлăшал мастерскойĕнче ĕçлекенскер, кашни каçах тĕттĕм пуласпа Кравчук патне кĕре-кĕре ыйтрĕ:
— Таврăнмарĕç-и-ха пирĕн шăнкăрчсем?
— Çук-ха, — салхуллăн ответ пачĕ ăна командир.
— Мĕн пулма пултарчĕ-ши вĕсемпе?
— Ăçтан пĕлетĕн...
— Неушлĕ лекрĕç-ши?
— Калама хĕн...
— Лешĕ, вĕсене ертсе кайнă йĕкĕт, опытлăскер пулас-ха вăл?
— Опытлă та — вĕрирех. Çавăн пирки иккĕленетĕп.,.
Тата тĕпĕр кун кĕтрĕç вĕсене. Юлашкинчен Кравчукăн тӳсĕмĕ пĕтрĕ. Вăл ĕнтĕ Михаçпа унăн çамрăк тусĕсем чăнах та тăшман аллине лекнĕ тесе шутларĕ.
— Хыççăн йĕрлеме ярас, мĕн пулнине пĕлесчĕ хуть, — терĕ вăл.
Çак шутпа хăй патне разведчиксен взводĕнчен чи çивĕч икĕ партизана чĕнтерчĕ те задачăна ăнлантарса пама тытăнчĕ.
— Епле пулсан та, хамăр çынсен йĕрĕсене тупăр. Мĕн пулнă, ăçта кайса чикнĕ вĕсене? Леш сутăнчăкĕ халь те сывах пулсан, ăна расхода яма тăрăшăр. Ачасемшĕн тавăрнă ятпа пултăр вăл...
— Юрать. Ахаль таврăнмăпăр, — сăмах пачĕç разведчиксем.
Кравчук вĕсен аллисене тыта-тыта чăмăртарĕ.
— Асăрханарах çӳрĕр, пĕр йытăшăн темиçе çын çухатас марччĕ...
Анчах разведчиксен ниçта та каймалла пулмарĕ. Вĕсем тухса кайма хатĕрленнĕ самантра çĕрпӳрте радистка Зоя хыпаланса чупса кĕчĕ.
— Килеççĕ! — терĕ вăл хаваслăн. — Килеççĕ!..
— Камсем? — сиксе тăчĕ Кравчук.
— Пирĕн ачасем.
— Пурте-и?
— Пурте, вĕсемпе пĕрле тата тепĕр çын...
Кравчук урăх ыйтса тăмарĕ, часрах çĕрпӳртрен тухса чупрĕ. Ун хыççăн ыттисем те тухрĕç.
Зоя тĕрĕсне каланă. Сăртран çырманалла, ансăр сукмак тăрăх, умлăн-хыçлăн Санька, Ванюшка, палламан темле çын тата Михаç утса анаççĕ.
Отряд командирĕ хăй пăлханнине пытармасăрах вĕсене хирĕç чупса кайрĕ.
Кашнинех тыта-тыта ыталарĕ вăл. Çав хушăрах ют çын çине чалăшшăн пăхса илчĕ. Кăшт курпунтарах, хĕсĕк куçлă, типнĕ курăк тĕслĕ сайра сухаллă нĕрсĕр этем пулнă вăл. Унăн аллисене хыçалалла çыхнине курсанах, Кравчук вăл кам иккенне ăнланчĕ.
— Предатель...
Михаç çакна асăрхарĕ те, Кравчук çине пăхса, чеереххĕн кулса илчĕ.
— Расхода ярас мар, малтан сире илсе килсе кăтартас терĕмĕр...
Унччен те пулмарĕ, вĕсене пур енчен те партизансем сырса илчĕç. Кашниех саламларĕ паттăр çамрăксене, кашниех ыйтса пĕлме тăрăшрĕ:
— Мĕншĕн ытла нумай пурăнтăр!
— Ку ирсĕрне епле сĕтĕркелесе çитертĕр?
Малтан Михаçпа ачасем хăйсем мĕн тунисем çинчен каласа паркаларĕç, анчах халăх пухăннăçемĕн пухăннине, пурне те каласа çитерес çуккине кура, Михаç аллипе сулчĕ.
— Итлĕр-ха, тусăм-юлташсем... Эпир виçĕ кун çывăрман, нимĕн те çимен. Ăнланатăр-и çавна?
— Тĕрĕс, — терĕ командир та. — Куратăр: ачасен çын сăнĕ юлман. Кантарас пулать...
Михаçпа ачасене вăл хăйĕн çĕрпӳртне илсе кĕчĕ, вĕсем валли çимелли илсе пыма хушрĕ. Апат çинĕ чух вара вĕсем отрядран тухса кайнăранпа мĕн-мĕн пулни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕç.
XXVI
...Баранихăна туссем каç пуласпа çитнĕ. Михаç пĕр тăкăрлăк хĕрринчи кивĕ арпалăхра выртса юлнă. Ванюшкăпа Санька яла кĕнĕ. Çăл кутĕнче шыв ăсса тăракан ватăрах хĕрарăм патне пынă та тӳрех староста ăçтарах пурăнни çинчен ыйтнă.
— Мĕн тума кирлĕ вăл сире? — тĕлĕннĕ хĕрарăм.
— Эпир килелле таврăнатпăр та сирĕн ялта çĕр выртас тетпĕр, — ним тытăнса тăмасăрах ответ панă Ванюшка. — Анчах нимĕçсем пур иртен-çӳренсене те, яла пырса кĕрсен, старостăна курăнма хушаççĕ...
Хĕрарăм ачасем çине тата тинкеререх пăхнă та ассăн сывласа илнĕ.
— Вăл апла пулĕ те-ха, ывăлăмсем... Эсир урăх яла çитсе выртсан авантарах пулмĕ-ши?
— Мĕншĕн, инке?
— Юратмасть вăл иртен-çӳренсене... — Хĕрарăм шăппăнрах калама пуçланă. — Нимĕçсене тытса парать. Ак, нумаях пулмасть пĕр пĕчĕк ачаллă хĕрарăм килсе кĕчĕ те çавнашкал...
Çав вăхăтра çăлтан кăшт тăварахра хапха уçăлни илтĕннĕ те, урама тĕреклĕ кăвак лаша кӳлнĕ тимĕрленĕ урапа шалтăртатса тухнă. Урапа çинче кăшт курпунтарах, сайра сухаллă арçын ларнă. Ун хыççăн тухса тăнă чăсланкă хĕрарăм хыттăн кăшкăрса ыйтнă:
— Хăçан таврăнатăн?
— Пĕр ик-виçĕ кунсăр килейместĕп пулĕ, — тенĕ те арçынĕ, лашине çурăмĕ тăрăх тилхепипе туртса çапса, самантрах тăкăрлăкалла пăрăнса куçран çухалнă. Чăсланкă хĕрарăм кил хушшине кĕрсе хапхана шал енчен хупса хунă.
Çăл кутĕнчи хĕрарăм, ачасене староста çинчен каласа пама тытăннăскер, çак хушăра ним чĕнмесĕр тăнă. Леш хĕрарăм хапхана хупса хурсан тин тепĕр хут сăмах хушнă:
— Çаксем вĕсем...
— Камсем? — тĕлĕнерех ыйтнă Ванюшкăпа Санька.
— Старостăпа арăмĕ... çĕр çăтманскерсем...
— Ăçта кайрĕ вара вăл?
— Хулана, хăйĕн начальникĕсем патне ĕнтĕ. Илтрĕр пулĕ, пĕр ик-виçĕ кунсăр килейместĕп терĕ.
— Ăнăçсăр пулчĕ эппин пирĕн... — терĕ Ванюшка, староста килĕ çине тепĕр хут пăхса илсе. — Калаçаймарăмăр...
— Ой, ывăлăм, калаçманни те аван, — аллипе сулнă хĕрарăм, Этем мар вăл, сутăнчăк, турра та, чыса та маннăскер! Питех çĕр выртмалли çук пулсан, атьăр, хам патрах çывăратса ярăп. Ав çавăнта, ял вĕçĕнче, пурăнатăп эпĕ...
Ачасемшĕн ку питĕ аван пулнă. Вĕсем çав хĕрарăм патне кайса вырнаçнă та, тĕттĕм пулсан, Ванюшка кун çинчен Михаçа кайса пĕлтернĕ:
— Лайăх карчăк, хăрамалли çук...
— Юрĕ, — тенĕ Михаç. — Эсĕ кай, кăшт тăхтасан, эпĕ те пырăп. Майлаштаркалăпăр мĕнле те пулин...
Хĕрарăм Ванюшкăпа Санькăна çенĕкре апат çиме лартнă вăхăтра вара Михаç та пырса кĕнĕ. Вăл та хăйне çĕр выртма яма ыйтнă.
— Килелле каятăп та, ывăнса çитрĕм... Чирлетĕп пулмалла тата...
Кил хуçи ăна та хĕрхеннĕ, вырт, ара, тенĕ.
Ир енне çанталăк пăсăлса кайнă. Сасартăк çил йăтăнса тухнă, унтан пĕтĕм тӳпене тăхлан тĕслĕ пĕлĕтсем карса илнĕ те, çумăр чашлаттарма тытăннă. Вăл кунĕпе, çĕрĕпе çунă тата тепĕр кунне те чарăнман. Михаç, тек-текех чӳрече витĕр тулалла пăхса, юриех кăмăлсăр пулнă пек ӳпкелешсе илнĕ:
— Ах, пĕтерчĕ пире ку çумăр... халиччен таçта та çитеттĕмĕр эпир! Чарăнасса кĕтсе илейрес çук, тухса утас пулĕ...
Кил хуçи ăна лăплантарма тăрăшнă:
— Мĕн нуши сана çакăн пек çанталăкра ăшă пӳртрен тухса кайма? Чарăнĕ-ха, эрнипех çумĕ.
Анчах, тĕрĕссипе, Михаç çанталăк кун пек пулнăшăн чунтан савăннă. Çумăр çуман пулсан, вĕсен ку карчăк патĕнчен тухса кайса, староста яла таврăнасса ăçта та пулин урăх çĕрте кĕтсе выртмалла пулатчĕ, халь — çанталăк япăх пулнă сăлтавпа — чиперех пурăнма май килнĕ.
Ик кун хушшинче вĕсем кил хуçипе лайăхах паллашса çитнĕ, ун урлă ку ялти пурнăç çинчен те, староста мĕн-мĕн хăтланни çинчен те тĕплĕн пĕлнĕ. Чăн та, нумай ирсĕр ĕçсем туса тăкнă иккен вăл, Вăрçăччен хăй темиçе хутчен те тĕрмере ларнăскер пулнă. Кăçал çуркунне таçтан мурĕнчен яла килсе кĕнĕ те, кăшт пурăнсанах, фашистсем ăна староста туса хунă. «Ял пуçĕ» пулса тăнă хыççăнах вара ним майсăр ашкăнма тытăннă. Ялта ĕлĕк кам активист пулнă, халь нимĕçсене хирĕç пĕр сăмах та пулин каланă — пурне те тыттара-тыттара янă. Çак кил хуçи хĕрарăмĕн упăшкине те, йывăç ура çинче çӳрекен инвалида, çынсене Хĕрлĕ Çар çĕнтерĕвĕсем çинчен калакан листовкăна вуласа панăшăн тĕрмене ăсатнă...
Шалчи тултăрах шуйттанăн, кам та пулин тытса мăйне пăртăрах, — тесе ылханнă хĕрарăм куççулĕ витĕр. — Ăна вĕлерекен çын сывлăхĕшĕн эпир ĕмĕр-ĕмĕр кĕлтăвăттăмăр! Тупăнмасть пуль.çав ун лек çын...
— Тен, тупăнĕ-ха, ăçтан пĕлес, — карчăк кăмăлне çĕклеме тăрăшнă Михаç. Унăн çак самантра ăна: «Вăл çын — эпĕ пулатăп!» —тесе каласси килнĕ, анчах — юраман...
Виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, çумăр чарăнма пуçланă.
— Ну, ачасем, каятпăр пулĕ, — тенĕ Михаç, урамалла пăхса. — Çитĕ, инкене ахаль те нумай чăрмантартăмăр...
Анчах кил хуçи тӳрех пӳлнĕ ăна:
— Чимĕр-ха, мĕн те пулин пĕçерсе çитерсе ярам... Тахçан вĕри апат çимелле пулать-ха тата сирĕн?
Вăл витресем йăтса шыв патне кайма хатĕрленсен, Михаç ăна староста çинчен пĕлме ыйтнă.
— Тен, килнĕ вăл? Епле пулсан та манăн пропуск çине хам ку ялта пулнине паллă тутармалла, унсăрăн ытти çĕрте тытса чарма пултараççĕ...
Вăл тухса кайсанах, Михаç Ванюшкăпа Санька çине пăхса илнĕ.
— Ку таранччен маттур пултăр, тавтапуç уншăн, анчах малашне чи йывăрри пуçланать, астăвăр. Леш йытă паян таврăнмаллах. Кĕçĕр пирĕн хамăр ĕçе туса пĕтерес пулать...
Чăн та, староста таврăннă. Кил хуçи хĕрарăмĕ шыв ăсса тăнă чух унăн ӳсĕр сассине илтнĕ. Вăл хăй пӳртĕнче пĕчченех юрласа ларнă.
— Ахăртнех, хĕпĕртемелли тупăннă-тăр явăлăн, — тенĕ карчăк. — Каллех кама та пулин тытса панă пуль те, çавăншăн савăнать пуль, вилме маннăскер!
Кун çинчен пĕлсен, Михаç хыпаланма тытăннă.
— Çанталăк лайăх, часрах каяс...
Карчăк пĕçернĕ апата вĕсем хăпăл-хапăл çикеленĕ те ăна чĕререн тав туса тухнă. Анчах урам тăрăх кайман, тăкăрлăкпа пăрăнса, хир еннелле утнă, унтан часах виçĕмкун Михаç пытаннă арпалăха пырса кĕнĕ. Кунта вĕсем тĕттĕмленме пуçличченех ларнă. Михаç ачасене хăй малтан вĕрентнине тата тепĕр хут каласа панă.
— Ну, халь кайăр ĕнтĕ, — тенĕ вăл юлашкинчен. — Эпĕ сирĕнтен инçетре пулмастăп. Кирлĕ самантра тăманалла кăшкăрăр...
Ванюшкăпа Санька тăкăрлăкпа каллех урама тухнă та староста патне кайнă. Вăл сĕтел хушшинче апатланса ларнă, ун умĕнче халь çеç пуçланă самогонка бутылки пулнă. Алăк урлă каçсанах, ачасем, ăна пуç тайса, турăшсем еннелле пăхса сăхсăхса илнĕ.
— Ырă тете, тархасшăн, çĕр выртма ярăр пире, — тенĕ вĕсем. — Никам та кĕртмест, аптраса çитрĕмĕр...
— Ăçтисем вара эсир? — ыйтнă староста, аллине тытнă стаканне сĕтел çине лартса.
— Инçетрисем, тете... Минск патĕнчисемех. Килелле каятпăр... Раскулачить тунăскерсем... Атте-аннесем ссылкăра вилчĕç, эпир тăлăха юлтăмăр, ăçта май килнĕ çавăнта пурăнкаларăмăр. Нимĕçсем пирĕн пеккисене хĕрхенеççĕ тенине илтрĕмĕр те хĕрлисемпе юриех чакса каймарăмăр...
— Тĕрĕс тунă, — тенĕ староста. — Ларăр манпа сĕтел хушшине. Сирĕн пеккисене эпир килĕштеретпĕр, пулăшма та пултаратпăр. Сирĕнтен çын тума пулать!
— Пире пулăшсан, эпир те хăçан та пулин тав тума пĕлĕттĕмĕр сире... Атту пĕтес пулать... Никам та хĕрхенмест...
Ванюшка, макăрнă пек туса, куçĕсене вăйпах сăтăрма тытăннă.
— Макăрма кирлĕ мар, — аллипе сулнă староста. — Пирĕн макăрмалли вăхăт иртсе кайрĕ ĕнтĕ, малашне эпир савăнса кăна пурăнатпăр... Ларăр, ларăр!
Ванюшкăпа Санька сĕтел хушшине пырса ларнă. Староста стаканри самогонкăна çавăрса хунă та, какай чăмла-чăмла, мухтанма тытăннă:
— Эпĕ те нумай асап куртăм советсем вăхăтĕнче. Темиçе хут тĕрмене лартрĕç. Пĕтĕм пурлăха, ак çак пӳрте те туртса илчĕç... Анчах халь пĕтĕмпех каялла илтĕм. Ял пуçĕ пулса тăтăм. Пурне те хам алăра тытма пуçларăм... — Вăл тата тепĕр стакан ярса ĕçнĕ. — Килсе çулăх-ха халь ман çума! Хуть те кама та пĕкĕ пек авса хуратăп! Пире вĕт пысăк влаç панă... Акă, ĕнер хулара пирĕн съезд пулчĕ. Çĕнĕ пуçлăх килнĕ. Обер-шурм... Оберштурмфер... Фу! Чĕлхене хуçсах пăрахма пулать хăнăхиччен... — Староста, çĕрĕк хура шăлĕсене йĕрсе, лăх-лăх-лăх кулса илнĕ. — Маттур нимĕç! Генрих Шварц теççĕ хăйне...
Ванюшкăпа Санька пĕр харăсах чăмлама чарăннă. «Генрих Шварц...» Ку ята вĕсем пит те лайăх пĕлнĕ-çке... Çав ятлă фашиста вĕсем пуринчен те ытларах курайман. Ун ятне илтсен, вĕсем тăруках сăнран та улшăннă.
«Çав бандитах пуль вăл, пирĕн аннесене вĕлерекенниех...» — тесе шухăшланă кашни, пĕр-пĕрин çине пăхса илсе.
Анчах ӳсĕр староста нимĕн те сисмен, хĕрнĕçемĕн хĕрсе пырса, малтанхи çемĕпех пакăлтатнă:
— Чаплă нимĕç, тет, çав Генрих Шварц! Ăна Гитлер хăй аллипе тимĕр хĕрес çакса янă, тет... Çав обер... Оберфур мана çурăмран лăпкасах мухтарĕ, — каппайнă староста. — Малалла та хальхи пекех ĕçлесен, награда пама пулчĕ... Пурлăх енчен вара — хуть те мĕн чухлĕ ил хăвна валли терĕ. Çĕр те, выльăх-чĕрлĕх те, тем те... Помещик пек пурăн терĕ... Во! А сире... сире эпĕ, кăмăлăр пулсан, хам пата илме пултаратăп. Пурăнăр! Тарçăсăр çавах май килмест мана...
Староста татах ĕçнĕ те пуçĕпех ӳсĕрĕлсе кайнă, тек чĕлхине те çавăркалайман. Арăмĕ вара ăна алăк патĕнчи кравать çине сĕтĕрсе кайса вырттарнă.
— Сире ăçта çывратас? — тесе ыйтнă вăл ачасенчен. — Кунтах выртатăр-и е малти пӳрте сарса парас?
— Çук, çук, пире кунтах юрать... Урайне мĕн те пулин пăрахса парсан çитет. Атту эпир çĕрле тула тухма та пĕлеймĕпĕр, сире вăратса чăрмантармалла пулĕ...
— Анчах эсир тухас-кĕрес пулсан, алăксене лайăхрах питĕрсе кĕрĕр вара. Ку чухне такам та сĕтĕрĕнсе çӳрет, хăрамалла, — тенĕ хĕрарăм.
— Юрĕ, инке, юрĕ! Эсир хушнă пекех пулĕ...Староста арăмĕ часах шалти пӳлĕме, ачисем патне, кĕрсе выртнă та, пӳртре шăпах пулнă. Кравать çинче предатель йывăррăн сывласа çывăрни çеç илтĕннĕ. Ванюшкăпа Санька чылай вăхăт ним те чĕнмен, çывăрнă пек пулса выртнă. Тулта каллех çумăр çума пуçланă, вăл таттисĕрех чӳречерен тăкăртаттарнă. Çумăр çунă çемĕпе староста арăмĕ те хытă çывăрса кайнă, вăл хăрлаттарни алăк витĕрех илтĕннĕ.
— Вăхăт, — тенĕ Ванюшка Санькăна хăлхинчен. — Эсĕ вырт, эпĕ Михаçа тухса чĕнем...
— Юрать...
Ванюшка пӳрт алăкне çаклатнине, çенĕк алăкне тĕкĕленине çав тери ерипен, пĕр сасăсăр уçса тула тухнă та кăшт тăрсанах пӳрте Михаçпа пĕрле çавăн пекех шăппăн таврăннă. Ăна староста çывăракан тĕле çавăтса çитерсен, хулĕнчен пăчăртанă. Михаç вара йăпăрт кăна электричество хунарĕпе çутатса илнĕ. Предатель, çурăмĕ çинче выртса, çăварне карса пăрахсах çывăрнă... Михаç çавăнтах ун çăварне кипке татăкĕпе пăкăласа лартнă, — лешĕ пĕр сасă та кăларайман. Унтан ăна, ӳппĕн çавăрса пăрахса, алли-урине çыхнă та хăвăрт кăна кил хушшине çĕклесе тухнă. Вăраннă сутăнчăк тапаланма пикеннĕ, анчах Михаç ăна пуçĕнчен пистолет аврипе шаккаса илнĕ:
— Халех вилес килмест пулсан — ан хускал, сволочь!..
Пĕр вунă минутран вĕсем, анкартисем витĕр тухса, ял хыçĕнчи çырмана аннă та сутăнчăка çĕре пăрахнă.
— Çитет сана кун чухлĕ çĕклесе килнипе, — тенĕ ăна Михаç, — ытла пысăк чыс пулать. Хăвах лайăх утма пултаратăн!
Унăн урисене салтса янă, анчах вăл вырăнтан та хускалман. Михаç хăйĕн пистолетне унăн тăнлавĕ патне тĕртĕнтерсен тин вăл ура çине тăнă.
Пăч-тĕттĕмре вĕсем сăрта хăпарнă та васкасах вăрман еннелле утнă. Çур километр пек кайсан, вĕсен çулне сасартăк тарăн çырма пӳлсе лартнă. Михаç унăн-кунăн пăхкаланă хушăра хайхи сутăнчăк чăнкă сăртран пĕррех аялалла сикнĕ... Шухăшласа тăмалли пулман, тĕттĕмре сутăнчăк куçран çухалма та пултарнă, çавăнпа та Михаç: «Стой!» тесе кăшкăрнă та çырмана сикнĕ. Ванюшкăпа Санька — ун хыççăн. Тарайман вара лешĕ, Михаç ăна çырма тĕпĕнче хунарпа шыраса тупнă. Паллах, тарăхни-мĕнĕпе пăртак ĕнселекелесе те илнĕ.
Староста сывлайми пулса вăхăтсăр вилсе выртасран шикленсе, унăн çăварне чикнĕ кипке татăкне кăларнă. Сутăнчăк нăйкăшма тытăннă:
— Ăçта илсе каятăр эсир мана?
— Халăхпа суд тума...
— Ан хăтланăрах кирлĕ мара, ярăр, тархасшăн! Эпĕ сире луччă укçа парăп... Пин! Вунă пин! — чĕтречĕтре тархасланă староста.
— Хуп шăршлă çăварна! — кăшкăрнă Михаç. — Ун пек калаçатăн пулсан, çăварна каллех пăкăласа лартатпăр. Ут!
Ир енне вĕсем вăрмана çитнĕ. Хăйне вăрманалла шалтан шала илсе кайнине кура, староста каллех кутăнланма тапратнă.
— Хуть те çакăнта персе вĕлерĕр — малалла пымастăп!
— Ытлашши пуля çук, — мăшкăлласа илнĕ унран Михаç.
Вĕсем кăшт каннă та каллех малалла утнă. Каçалапа самаях сарлака шыв хĕррине çитсе тухнă. Кунталла килнĕ чух туссем ун урлă пĕр çĕтĕк кимĕ тупса каçнă-мĕн, анчах халĕ ку таврашра нимĕн те пулман.
— Ишсе каçмалла пулать, — тенĕ Михаç. — Ним тума та çук, аллисене салтма тивет çакăнне. Эсир ишме пĕлетĕр-и? — ыйтнă вăл ачасенчен.
Ванюшкăпа Санька ишме пĕлнĕ, анчах староста пуçне пăркаласах каланă:
— Ишме пĕлместĕп эпĕ... Путса вилетĕп!
— Ан хăра, путармăпăр! Ишме пĕлместĕн пулсан — çапла тăвăпăр... — Михаç пилĕкне йĕри-тавра чĕркенĕ вăрăм кантрана салтса сутăнчăка майĕнчен çыхнă.
— Ан вĕлерĕр! Тархасшăн, ан вĕлерĕр, ачасене те пулин хĕрхенĕр, — çуйăхма тытăннă староста, хăйне партизансем халех çакма хатĕрленеççĕ пулĕ тесе. — Ишетĕп эпĕ! Хамах ишетĕп!..
Çав вăхăтра инçетрех те мар йытăсем вĕрни илтĕнсе кайнă. Паллах, унта нимĕçсем пулнă. Куна пирĕн туссем çеç мар, староста та тавçăрса илнĕ. Вăл юриех хыттăн кăшкăрса янă:
— А-а-а!.. Виле-е-еп!.. Çăлăр-ăр!..
Староста нимĕçсене часрах пыма йыхăрни пулнă ку. Михаç çакăншăн шутсăр тарăхса кайнă. Вăл, сутăнчăка çăварĕнчен питĕ хытă çапса, часрах шывалла сикнĕ те ăна кантрапа шалалла туртма тытăннă.
— Хыçалтан хăваласа пырăр! — кăшкăрнă вăл ачасене.
Вĕсем çапла шыв варринелле ишсе çитсен, хыçалта йытăсем вĕрнипе хутăш пăшал сассисем илтĕннĕ. Пульăсем унта та кунта чăк-чак! чăк-чак! туса шыва сирпĕнтернĕ. Пуля никама та тиркесе тăманнине чухласа, староста та хытăрах ишме тытăннă.
Шывран тухсан, хăйсем йĕп-йĕпех пулнă пулин те, туссем пĕр чарăнмасăр чупнă. Сутăнчăк аран-аран сывлакан пулса çитнĕ, анчах ăна çаплах хăваланă, хăваланă...
XXVII
Баранихăри старостăна допрос тунă çĕрте Михаç та, Ванюшкăпа Санька та пулчĕç. Пит те йĕрĕнсе пăхса ларчĕç ачасем ун çине. Килĕнче вăл çав тери «паттăрччĕ», анчах кунта, халăх сучĕ умĕнче, калама та çук çемçелсе, епресе, çĕр ăшĕнчи ăман пек пулса тăчĕ. Сасси — вăрăмтуна сасси пек, алли-ури чĕтрет, куçĕсем пушшех хĕсĕнсе ларнă, çынсем çине пăхма та хăяймасть.
Хăйне вăл тап-таса, нихăш енчен те айăплă мар çын пек туса кăтартма тăрăшрĕ, темĕн тĕрлĕ пăркаланчĕ, улталама хăтланчĕ:
— Эпĕ хам ирĕкпе мар... Лăпкăн кăна пурăнасшăнччĕ, анчах мана вăйпах староста турĕç, итлемесен — хăвна çакатпăр терĕç... Тупата... Акă хĕрес...
Анчах Кравчук ун историне пĕтĕмпех пĕлнĕ. Ачасем те нумай пĕлсе килнĕ ун çинчен. Çавăнпа та староста суйни кăлăхах пулнă. Фашистсене сутăнса совет çыннисене калама çук нумай хурлăх кăтартнăшăн партизансем ăна персе пăрахма йышăнчĕç.
— Чимĕр-ха, манăн ыйтмалли пурччĕ тата унран, — терĕ сасартăк Ванюшка, сиксе чĕтрекен сутăнчăка икĕ партизан тулалла илсе тухма тăрсан.
— Мĕн çинчен? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Кравчук.
— Хăй килĕнче вăл пире хулара нимĕçсен çĕнĕ начальникĕ пурри çинчен каларĕ... Генрих Шварц ятлăскер тет. Ун патĕнче пулнă вăл... Каласа патăр, унăн кăкри çинче ылтăн вăчăра çук-и?
— А мĕн тума кирлĕ вăл сана? — ăнланаймасăр пăхрĕ ун çине Кравчук.
— Питĕ кирлĕ... — пăлханнăçемĕн пăлханса пычĕ Ванюшка. — Мана та, Санькăна та...
— Кала эсĕ, мĕн тума?
— Сире эпир ун çинчен кайран каласа парăпăр, халь вăл калатăр, — терĕ Ванюшка çирĕппĕн, пуçĕпе сутăнчăк еннелле сулса. — Пĕлес пулать пирĕн! Эпĕ ăна çул çинчех ыйтасшăнччĕ те, май килмерĕ.
— Эй, эсĕ, господин староста, — тесе чĕнчĕ вара Кравчук. — Çак ача мĕн çинчен ыйтнине илтрĕн-и?
— Илтрĕм...
— Каласа пар эппин, ылтăн вăчăра пурччĕ-и сан тусун?.. Çав оберштурмфюрер Шварцăн?
Сутăнчăк кăшт шухăша кайнă пек пулса тăчĕ.
— Пурччĕ пулас... Вăл тек-текех кăкри çинчи кĕсйинчен сехет кăларса пăхатчĕ...
— Çавах эппин! — терĕ Ванюшка. — Мана урăх нимĕн те кирлĕ мар, пĕтĕмпех паллă... Çавах вăл!
— Çавах, — терĕ Санька та.
Сутăнчăка илсе тухса кайрĕç. Çĕрпӳртри ытти çынсемпе пĕрле Ванюшкăпа Санька та тухма тăчĕç, анчах Кравчук вĕсене чĕнсе юлчĕ.
— Мĕнле ылтăн вăчăра çинчен ыйтрăр эсир? Мĕне пĕлтерет ку? Нимĕн те ăнланаймарăм эпĕ...
— Пĕлмен çынна ăнланма йывăр çав ăна, — терĕ Ванюшка, ассăн сывласа.
Кравчук хушнипе вĕсем сĕтел патне ларчĕç те çав ылтăн вăчăран хăрушла историне йĕркипе каласа пачĕç.
— Апла-ха эппин, — терĕ командир, ачасене итлесепĕтерсен. — Питĕ тĕлĕнмелле! — Вăл, чĕлĕм тивертсе ярса, пĕр хушă аяккалла пăхса ларчĕ. Унтан тăрукура çине тăчĕ те çĕрпӳртре каллĕ-маллĕ уткаласа илчĕ. — Ну, ан кӳренĕр, ачасем, эпир вăл ылтăн юратакан çынçиене ахалех каçармăпăр. Лекĕ-ха вăл пирĕн алла, çĕлен...
— Эпир те çавăн çинчен кăна ĕмĕтленсе пурăнатпăр, — терĕ Ванюшка. — Унăн мăйне пăрни пирĕншĕн çав тери пысăк телей пулĕччĕ...
— Асрах тытăпăр эпир ăна. Тен, ак çак çывăх кунсенчех май килĕ... Хăвăра сире ку задание пурнăçа лайăх кĕртнĕшĕн, эпир шаннине тӳрре кăларнăшăн — пысăк тав. Эсир малашне те çакăн пекех паттăр пуласса çирĕп шанатăп. Халь кайса канăр ĕнтĕ, пулас ĕçсемвалли вăй пухăр.
Командир çакăн пек ырлани ачасене калама та çук хаваслантарса ячĕ. Вĕсен, часрах тепĕр задание кайса, ăна тата лайăхрах пурнăçлас килчĕ...
XXVIII
Хăйсене иккĕмĕш задание ярасса та ачасен нумай кĕтмелле пулмарĕ. Темиçе кунтанах отрядри разведчиксем тĕрлĕ çĕртен фашистсем ку еннелле пур йышши çарсене те йышлăн куçарма тытăннине пĕлсе килнĕ. Ку вăл шăпах пирĕн Совет Çарĕ Гитлер çарĕсене Днепр шывĕ патнелле çав тери вăйлăн хĕссе пынă вăхăт пулнă. Ун чухне гитлеровецеем пирĕн наступление епле пулсан та чарса лартма тăрăшнă. Çавăн пирки партизансен тата хĕрӳллĕрех ĕç пуçланнă: вĕсен пур майсемпе те тăшмана фронт линийĕ патне çĕнĕ чаçсем, боеприпассем, апат-çимĕç илсе пыма чăрмантармалла пулнă. Вĕсем тăшман эшелонĕсене сывлăшалла сиктернĕ, кĕперсене ишĕлтернĕ, вăрмансенчи çулсем çинче икĕ енчен те, ĕмĕрхи йывăçсене касса ярса, нимĕнле иртмелле мар завалсем тунă, минăсем лартнă, улахрах вырăнсенче засадăсем туса, нимĕçсене сасартăк пырса тапăннă, обозĕсене аркатнă...
Отрядра пĕр вăйпитти партизан та юлман, пурте боевой операцисенче пулнă. Пĕр çĕртен таврăнсан, кăшт канкаласа илнĕ те тепĕр çĕре тухса кайнă.
Ванюшка çак кунсенче икĕ-виçĕ хутчен те командиртан хăйсене задание яма ыйтрĕ, анчах лешĕ килĕшмерĕ.
— Халь юрамасть-ха... Тăхтăр акă, эпĕ сире хăвăра шăлçемми ĕç тупса парăп, — терĕ вăл.
— Мĕн туса пурăнас эппин пирĕн? — кăмăлсăр пулчĕ Ванюшка.
— Авă, поварсене пулăшăр. Аманнисене пăхма пулăшăр... Сахал-им-ĕç?
Кун пек ответ Ванюшкăпа Санькăна ниепле те çырлахтарма пултарайман. Пĕр ирхине вĕсем каç кăна таврăннă Михаç каллех партизансен пысăках мар ушкăнĕпе операцие кайма хатĕрленнине курчĕç те ăна çыпăçмаллипех çыпăçрĕç:
— Пире те хăвăнпа пĕрле илсе кай-ха, тархасшăн!Анчах Михаç итлесшĕн те пулмарĕ, вăл аллипе сулчĕ кăна:
— Ой, сирĕнпе çӳремелли вăхăт мар!
— Мĕншĕн?
— Ытла та вĕри...
Тепĕр кунтан Михаçа юлташĕсем йывăç тураттисенчен авкаласа тунă наçилккапа çĕклесе таврăнчĕç. Ăна ик уринчен те амантнă иккен. Кун çинчен пĕлсен, Ванюшкăпа Санька вăл выртакан санитарнăй çĕрпӳрте чупса пычĕç. Михаç пĕр кун хушшинчех сăнран улшăнса, шурса кайнă, куçĕсем темле шалалла путса кĕнĕ. Вăл хытă асапланнă курăнать. Çапах та, çĕрпӳрте хăйĕн çамрăк тусĕсем пырса кĕрсен, вăл чăвси çине çĕкленсе ерипен кулса илчĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, Михаç пичче? — ыйтрĕ Ванюшка, ун патне пуринчен малтан пырса тăрса.
— Мĕн пултăр... Шаккаса ячĕç пăртак...
— Епле пулчĕ-ха апла?
— Кăштах йăнăш турăмăр... Çул çине васкарах сиксе тухрăмăр та, пăтă пуçланса кайрĕ. Вĕсем нумаййăн пулнă иккен, эпир асăрхайман ăна...
— Вилекенсем те пулчĕç-и вара?
— Пулчĕç çав. Икĕ çын çухатрăмăр. Çичĕ çынна амантрĕç...
— Хăйсене лектертĕр-и хуть?
— Вĕсене лайăхах лекрĕ-ха, сахалран та пĕр вăтăрăшĕ леш тĕнчене ăсанчĕç. Анчах задачăна пурнăçа кĕртеймерĕмĕр, пирĕн вĕсен обозне ним юлми аркатмаллаччĕ вĕт. Пулаймарĕ...
Михаçа йывăр пулса килчĕ пулмалла. Вăл пуçне улăм минтер çине хучĕ те куçĕсене хупрĕ. Унтан ачасем вăл вăрăммăн йынăшса илнине илтрĕç.
Çак вăхăтра çĕрпӳрте шăппăн кăна Кравчук кĕчĕ. Вăл тӳрех Михаç пуçĕ вĕçне пырса ăна питĕнчен пăхрĕ.
— Çывăратăн-и эс? — ыйтрĕ вăл хуллен.
— Çук... — Михаç куçĕсене уçрĕ.
— Ну, мĕнле?
— Нимех те мар. Аптрамастăп...
Кравчук пушăтран çыхса тунă пукан çине ларса чĕлĕм тивертсе ячĕ (пăлханнă чух вăл ялан чĕлĕм туртнă).
— Ах, Михаç, Михаç... — терĕ вăл, кăшт ларсан. — Вăхăтсăр пулчĕ ку сан! Тарăхмалла.
— Мĕн тăвас тетĕн?..
— Паллах, халь тин ним тума та çук. Мĕншĕн тĕрĕс расчет тăваймарăн-ха эсĕ? Пĕлсех тăратăп, ытлашши вĕриленнипе пулнă вăл. Мĕн чухлĕ каларăм пуль эп сана ун çинчен! Ак, туса хутăн халь: ĕçе те пăсрăн, хăвна та юрăхсăра кăлартăн...
Михаç йывăррăн сывласа, чĕнмесĕр выртрĕ. Командира хирĕç калама сăмахĕ те пулмарĕ çав унăн. Засадăран вăхăтсăр сиксе тухман пулсан, ĕç çакнашкал юрăхсăр пулмастчĕ, паллах.
Темиçе минут хушши шăп пулчĕ.
— Командир кунта мар-и? — ыйтрĕ сасартăк тахăшĕ, алăка уçса.
— Кунта, — терĕ ăна хирĕç тепĕр сасă.
— Кам унта? Кĕрĕр! — чĕнчĕ куна илтсен Кравчук. Алăкран вараланса пĕтнĕ, килти çĕтĕк-çурăк сăхман тăхăннă, хĕп-хĕрлĕ шăрт пек сухаллă лутака партизан, пĕркун Ванюшкăсене Михаçпа тĕл пулса илсе килекенни, кĕрсе тăчĕ. Винтовкине шăпăр кĕтессине тăратрĕ вăл, чеç паран пекки туса илчĕ.
— Пĕлтерме ирĕк парăр, командир юлташ...
— Кала, кала часрах, — ăна куçĕнчен шăтарас пек пăхрĕ Кравчук. — Мĕн хыпар? Мĕн пĕлсе килтĕн?
— Ырри сахал, командир юлташ... Липовка патĕнчи кĕпере фрицсем каллех юсанă.
— Пулма пултараймасть! — яштах сиксе тăчĕ Кравчук. — Эпир ăна пĕр эрне каяллă çеç ишĕлтернĕ! Урăх кĕперпе пăтраштармастăн-и?
— Никак нет, командир юлташ. Машинăсем те çӳреме пуçланă ĕнтĕ ун урлă, хам куçпах куртăм... Хăмăш хушшинчен пăхса выртрăм.
— Йывăр машинăсемех каяççĕ-и?
— Грузовиксем. Анчах мĕн тиени паллă пулмарĕ: пурне те çиелтен витнĕ.
— Нумай иртсе кайрĕç-и? — пуçне çĕклесе ыйтрĕ Михаç.
— Пĕр вунă машина иртнине çеç куртăм, анчах кĕперĕ юсав пулсан — çӳреççех ĕнтĕ.
— Ку питех те кĕтмен япала пулчĕ вара, — хаштах сывласа илчĕ Кравчук. — Ытла час юсасса кĕтменччĕ эпĕ... Мĕн шухăшласа кăларма пулать-ха ĕнтĕ халь? Вăл каллех Михаç çине пăхса илчĕ. Ку ăна чунтан ӳпкелесе:
— Эсĕ сывă пулсан, майне тупаттăмăр, тен, — тесе каланă пекех тухрĕ.
— Васкаççĕ, сволочьсем, сисеççĕ хăйсен вилĕм сехечĕ çывхарса килнине... — Командир чĕлĕм тĕпне алăк патнелле ывăтрĕ те каллĕ-маллĕ уткаласа илчĕ. Унтан, каллех пукан çине пырса ларса, хĕрлĕ сухаллă партзана та, ачасене те тухса кайма хушрĕ.
— Епле пулсан та, çав кĕпере сиктерсе ярасах пулать, — терĕ вăл, çĕрпӳртре Михаçпа иккĕшĕ анчах юлсан. — Çав çула татаймасан — эпир виçĕ пуса тăми пулатпăр, ăнланатăн-и çавна?
— Ăнланатăп... — хуллен кăна ответ пачĕ Михаç.
— Епле пулсан та! Паянах, кĕçĕрех! — Командир хăйĕн кашни сăмахнех уйрăммăн, касса татнă пек каларĕ.
— Паллах, вăраха яма юрамасть, — килĕшрĕ Михаç.
— Анчах кам тума пултарĕ-ха пирĕн вăл ĕçе? Халь çине кунта никам та çук, пурте заданире... Çак хĕрлĕ сухаллă упана яраймастăн вĕт унта, пурпĕр усси пулмасть унран!
Çурăм çинче выртакан Михаç тăрса ларчĕ.
— Эпĕ каятăп! — терĕ вăл, йывăррăн сывласа.Унăн чарăлса кайнă куçĕсем хаяррăн ялкăшса илчĕç.
— Шӳт тумалли вăхăт мар халĕ, тусăм, — кăмăлсăр пăхса илчĕ ун çине Кравчук. — Эпĕ санпа ĕç çинчен чăнласа калаçатăп пулсан...
— Эпĕ те чăнласах калатăп, — терĕ ăна хирĕç Михаç çирĕппĕн. — Кĕпере сиктерме эпĕ каятăп.
— Мĕн... аташма пуçларăн-и?
— Аташмастăп. Пуç ĕçлет ман. Урасем çеç ĕçлесех каймаççĕ. Анчах вăл нимех те мар... Кĕпер çывăхнерех леçсе яччăр та взрывчатка çитерсе паччăр. Тек ура кирлĕ мар вара, пурпĕр хырăмпа шуса каймалла...
— Ай-ай, ăслă-çке эсĕ! —терĕ Кравчук, пуçне пăркаласа. — Ăçтан кăна йăтăнса тухрĕ санăн ку ăс... Пăх-ха эсĕ ăна! Çук, ачам, эс кирлĕ мара сӳпĕлтетсе ан вырт. Каласа пар-ха луччĕ... — Кравчук хăй питне Михаç пичĕ патнерех илсе пычĕ. — Çав ачасене... Ванюшкăпа Санькăна ярсан... Мĕнле-ши?
Михаç тăруках ответ памарĕ, темшĕн куçĕсене хăвăрт-хăвăрт мăчлаттарса илчĕ.
— Ĕç тухмĕ-ши? — ыйтрĕ Кравчук каллех.
— Лайăхрах вĕрентсе ярсан... — терĕ Михаç хуллен.
— Ну, вăл паллах ĕнтĕ. Чĕнер эппин?
Ачасемпе вĕсем тӳррĕн, ку ĕç мĕн тери йывăр, хăрушă пулнине ним пытармасăр калаçрĕç. Паллах, нимĕçсем халь вăл кĕпере питĕ хытă сыхлаççĕ, мĕншĕн тесен ăна темиçе кун маларах çеç сиктернĕ. Пĕр те пĕр ĕçе лайăх пытанса тума пĕлменнипе вĕсен аллине лексен, каçару пуласса шанмалли çук. Çакаççех. Çавăнпа та ĕçе çав тери тĕплĕн, асăрханса тăвас пулать... Çитменнине — ку кĕпер вăрманта мар, уçă вырăнта, анат енчен кăна вĕтлĕх пур. Мĕнле пулсан та, çав вăрмана лекме тăрăшмалла. Ун витĕр вара кĕпер патне пыма пулать...
Нумайччен калаçса, пулас ĕçĕн кашни сыпăкне сӳтсе явса, кашни вак япалана хисепе илсе ларчĕç вĕсем. Юлашкинчен план пулса çитрĕ.
Липовка патĕнчи кĕпере сиктерме тăваттăн тухса кайрĕç: хайхи хĕрлĕ сухаллă лутака партизан, Ванюшка, Санька тата имшерккерех ула ĕне.
XXIX
Вăрмантан тухиччен хĕрлĕ сухаллă партизан ертсе пычĕ. Ачасене вăл çамрăк хăва тĕмĕсем хушшипе шыв хĕрринех илсе çитерчĕ те анаталла тĕллесе катартрĕ:
— Акă вăл кĕпер... Кунтан пĕр-икĕ километр çеç, унтан ытла мар...
— Турă пулăштăрах сире... — хĕрес хурса илчĕ ватă партизан.
Ванюшка мăйĕнчен çакса янă йывăр хутаçа кĕпи витĕр тытса пăхрĕ. Хутаçĕнче унăн темиçе килограмм взрывчатка — тол пулнă. Унтан вăл, аллине хĕвне чиксе, михĕрен тухса тăракан шнура тĕрĕслерĕ. Кĕсйинчи шăрпăк коробкине хыпашласа тупрĕ. Пурте йĕркеллех.
Ачасем чĕрне вĕççĕн тăрса, карăна-карăна пăхрĕç. Инçетре, кăвакрах тĕтре ăшĕнче ларнă пек, кĕпер курăннă. Сылтăмри çыран енче вăл хура пулнă, сулахай енче — шурă. Халь çеç çĕнĕрен юсаса лартнă пирки унăн карлăкĕсем те, юписем те хуралайман-мĕн-ха.
— Ну, атя, кайрăмăр, — терĕ вăл Санькăна кăштах чĕтрекен сасăпа.
Паллах ĕнтĕ, вăл пăлханнă. Вăйă выляма мар вĕт, питех те шикленмелле, хăрушла ĕç тума кайнă вĕсем, Унта, кĕпер çинче, фашистсем. Вĕсен куçне курăнмасăр иртме çук. Чарса тăратма та, тĕпчеме те пултараççĕ. Вĕсене мĕнле те пулин улталама пĕлес пулать. Анчах ухтарма шут тытсан — пĕтрĕ вара...
Ванюшка ĕнене мăйракинчен çыхнă пăявран çавăтрĕ, Санька ăна хыçалтан çапăпа хăваларĕ. Чылай хушă вĕсем вăрман хĕррипе, тĕмĕсем хыçĕпе пычĕç. Вĕсем çул урлă кĕпертен аяккарахран каçса кайма шутларĕç. Хăйсене нимĕçсем тытса чарсан — вĕсен пĕр сăмах çеç пулмалла пулнă:
— Пирĕн ĕне çухалнăччĕ те, ăна шыраса çӳрерĕмĕр... Халь киле каятпăр...
Çав вăхăтрах ачасем кĕпер çинчен куç илмесĕр сăнаса пычĕç. -Малтан вăл пит уçăмлăнах курăнмарĕ, анчах пĕр çур километр пек кайсан, вĕсем кăшт çӳллĕрех вырăна тухрĕç те, кĕпер те, ун таврашĕнчи вырăнсем те ывăç тупанĕ çинчи пекех курăнакан пулчĕç.
Кĕперĕн ик вĕçĕнче те «кăмпасем», çумăртан пытанмалли будка пеккисем, тăраççĕ. Вĕсем патĕнче ерипен кăна часовойсем уткалаççĕ. Йĕри-тавра шăп, Акă леш енчен, урăм-сурăм тусан мăкăрлантарса, мотоциклет ыткăнса килни курăнчĕ. Кĕпер патне çитсен, вăл темиçе самантлăха чарăнса тăчĕ те шоссе тăрăх малалла вĕçтерчĕ. Унтан каллех шăп пулчĕ.
Вăрман хĕррипе пыракан ачасем сасартăк ансăр урапа çулĕ çине тухрĕç. Вăл çул, проççек тăрăх пыраканскер, çип çапнă пек тӳрĕ шоссе урлă каçса каять.
— Çулпа пырсан авантарах пулать вĕт, фрицсем çулăхасран хăтăлма çăмăлтарах, — шухăшларĕ те Ванюшка, кун çинчен Санькăна каласа парса, сылтăмалла пăрăнчĕ.
— Хытăрах хăвала ĕнине, васканă пек пултăр...
Акă вĕсем шоссе патне çите пуçларĕç. Юлсан юлчĕ пулĕ çирĕм чалăш. Никам та курăнмасть. Кĕпер — сылтăмра, пĕр çул километрта. Унти часовойсем, тен, асăрхамĕç? Питĕ аван пулĕччĕ... Чăрмавсăр... Анчах нимĕç куçĕсем пур çĕрте те пур-мĕн.
Шоссе çине хăпарасси темиçе утăм кăна юлнăччĕ, вĕçен умне таçтан мурĕнчен, çĕр айĕнчен тухнă пекех, шапа тирĕ тĕслĕ маскировочнăй халат пĕркеннĕ пысăк сарă куçлăхлă нимĕç салтакĕ тухса тăчĕ. .
— Ха-альт!
Ванюшка тăпах чарăнчĕ. Унпа пĕр вăхăтрах ĕнепе Санька та чарăнчĕç.
Нимĕç, сылтăм аллине кăкри умĕнчи автомачĕ çине хурса, вĕсем патнелле ерипен утса пычĕ те куçĕсемпе Ванюшка çине тăрăнчĕ.
— Куда идъйот, малшик?
Ванюшка тӳрех шоссе урлă каякан çул çинелле тĕллесе кăтартрĕ.
— Киле каятпăр... Хауз... А-ав çавăнта пирĕн ял, Липовка. Пирĕн ĕне, ак çакă, Пеструшка, çухалчĕ те — ăна шыраса çӳрерĕмĕр, аран тупрăмăр... — пулемет пек шатăртаттарса ăнлантарма тытăнчĕ Ванюшка.
— Короф-ф... Млеко? — терĕ те нимĕç ĕне çилли çине пĕшкĕнсе пăхрĕ. Унăн сĕт ĕçесси килнĕ пулас.
— Никс, никс, пан... — аллисене саркаласа илчĕ Ванюшка. — Хĕсĕр вăл пирĕн, сĕчĕ çук унăн...
Те нимĕç ăнланмарĕ Ванюшкăн сăмахĕсене, те унăн чăнах та çав териех сĕт ĕçесси килнĕ, — вăл ачасене аллипе сулса шоссе тепĕр енне каçма хушрĕ те çул хĕррине пĕр çын вырнаçмалăх тунă шăтăкран йăпăр-япăр котелок хупăлчине илсе тухрĕ.
— Млеко, млеко! — Вăл котелок хупăлчи çине икĕ пӳрнипе ĕне сунă пек туса кăтартрĕ. Ачасем ăна лайăхах ăнланчĕç.
— Суса пар, — терĕ Вашошка Санькăна, ĕнене çавăтнă пăява кĕскетсе тытса.
Санька аллинчи хулла пăрахрĕ те ăна хирĕç пĕр сăмах каламасăрах ĕне сума ларчĕ.
Чылай тăрмашрĕ вăл, йĕп-йĕпе тара ӳкрĕ. Çапах та котелок хупăлчи хĕррипе тан туличченех суса тултарчĕ. Çăра ăшă сĕт тулса пынине пăхса тăрса, нимĕç темиçе хутчен те ватă кушак аçи пекех чĕлхине кăларса, тутисене çуласа илчĕ.
— Халех ĕçетĕп, — терĕ пулас ĕнтĕ вăл.
Анчах Санька ĕне чĕччинчен юлашки хут туртнă чух ĕнене темскер пулчĕ. Вăл пуçне пăркаларĕ, хӳрипе пăтраткаларĕ те Санькăн котелок хупăлчине тытнă аллинчен шач! тапрĕ. Пулмарĕ нимĕçĕн сĕт ĕçесси, пĕр тумлам та юлмарĕ ăна валли.
Çав тери тарăхса кайрĕ нимĕç куншăн. Хăр-хар! кăшкăрса пăрахрĕ те пĕрре Санькăна, тепре ĕнене тапрĕ, Ванюшкăна автомачĕпе хăмсарса илчĕ.
— Пошоль, звиня!.. Скот!.. Зейчас тебя пуф, пуф! Шнель!..
Ачасене çакă çеç кирлĕ пулнă. Ванюыша ĕнене пăявран туртрĕ. Санька, часрах сиксе тăрса, ăна хулăпа çапрĕ. Вара вĕсем ĕнене çул тăрăх чуптарсах кайрĕç.
...Ванюшка чупнă май темиçе хут та каялла çаврăнса пăхрĕ. Малтанах нимĕç вĕсем хыççăн пăхса тăратчĕ, анчах кайран курăнми пулчĕ, каллех хăйĕн шăтăкне кĕрсе ларчĕ пулмалла. Ĕне хăваласа каякан икĕ çĕтĕк-çатăк ачана питех мĕн сăнамалли пур ĕнтĕ? Иртнĕ те кайнă вĕсем хăйсен çулĕпе... Анчах ачисем хăйсем нимĕç тĕлĕпе чиперех иртме пултарнăшăн çав тери савăнчĕç. Вĕсемшĕн пĕрремĕш хăрушлăх, малтанхи йывăрлăх иртсе кайрĕ.
Çул вĕтлĕхелле пырса кĕчĕ. Ванюшка юлашки хут каялла пăхса илчĕ.
— Ну, çитет кун чухлĕ кайса, — терĕ вăл шăппăн.Вĕсем ĕнене çул çинчен кăшт çеç илсе кĕртсе хăварчĕç те, сылтăмалла пăрăнса, йывăççем хушшипе кĕпер еннелле утрĕç...
XXX
Ĕнтĕ каç пулса килме те пуçларĕ. Хĕвел саралнă йывăç тăррисене çутатса, вĕсене ытармалла мар илемлетсе тăрать. Çав вăхăтрах çĕртен нӳрлĕх çĕкленни сисĕнет. Таврара çав тери лăпкă, шăп, унта-кунта кайăксем юрлани çеç илтĕнет.
Чылай утрĕç ачасем. Шăппăн, асăрханса, кашни утăмра тенĕ пекех йĕри-тавралла пăхса пычĕç.
— Çывхаратпăр та пулĕ, — терĕ Ванюшка, пĕр-пĕччен тăракан питĕ çӳллĕ чăрăш çумне йăпшăнса.
— Хăпарса пăх-ха...
Санька пиншакне хывса пăрахрĕ те чăрăш тăрнелле çăтăр-çатăр улăхса кайрĕ. Чăн çӳлех хăпарчĕ вăл. Темиçе самантран çавăн пекех хăвăрт анса тăчĕ.
— Инçе мар, — терĕ вăл. — Лайăх курăнать... Часовойсем те курăнаççĕ... Эпир кăшт сылтăмарах пăраннă, пирĕн ав çав еннеллерех каймалла.
Вĕсем татах малалла кайрĕç. Анчах темиçе утăмранах хыçалта тĕмĕсем чаштăртатни, такамсем çĕре йывăррăн пусса ура айĕнчи типĕ туратсене шăтăртаттарса утса килни илтĕнчĕ.
Ачасем самантлăха чарăнса тăчĕç те, ура сассисем хăйсем патнеллех çывхарса килнине сиссе, йывăçсем çăрарах ӳснĕ çĕрелле тапса сикрĕç.
Ванюшкăпа Санька, халĕ хăйсем хыççăн такамсем юриех йĕрлесе пыраççĕ пуль тесе, хăвăртрах вăрманалла кĕрсе çухалма тăрăшрĕç. Анчах нумаях та каяймарĕç, хыçалта умлăн-хыçлăнах ĕне мĕкĕрни илтĕнчĕ. Вăрăммăн, хурланнă пек мĕкĕре-мĕкĕре илчĕ вăл. Ванюшка кулсах ячĕ.
— Фу, шуйттан! Пеструшка вĕт ку!..
— Чăнах...
Вăрманта пĕччен çӳресшĕн мар, çавăнпа пирĕн хыççăн утать.
— Атя хытăрах, вăл пире пурпĕр тупаймаеть.Анчах Ванюшка Сайькăн сĕнĕвĕпе килĕшмерĕ.
— Сасартăк шăп эпир ĕç тума тытăннă вăхăтра хыççăн пырса тухрĕ-тĕк — пĕтерет вăл пире. Кĕпер çинчи часовойсем ăна тӳрех асăрхама пултараççĕ. Ăна пула — аяла анса пăхма та шут тытĕç. Çук, май килмест...
— А мĕн тăвăпăр эппин?
Туссем çапла калаçса тăнă вăхăтра ĕне ури сассисем юнашар тĕмĕсем хыçĕнчех илтĕнчĕç. Самантран вăл ачасем умне тăчĕ те кĕскен кăна «му-у!» тесе илчĕ.
— Пĕччен çӳреме кичем эппин? — кулса илчĕ те Ванюшка унăн мăйракинчен пăява салтма тытăнчĕ. — Аслă иккен эсĕ, Пеструшка, нимĕçе те сĕт ĕçме памарăн, халь пирĕнтен те юлмастăн. Анчах халлĕхе санăн çапах та çакăнта кĕтсе тăмалла пулать...
Ванюшка ĕнене çăра тĕмĕсем ăшнерех çавăтса кĕрсе кăкарчĕ.
— Тăхта пăртак. Килĕпĕр-ха эпир сан патна, — лăпкаса илчĕ вăл ăна.
Çак вăхăтра хĕвел анчĕ. Вăрманта сулхăнланчĕ. Çил тухнипе йывăç тăррисем сулкаланса кашлама тытăнчĕç, хĕвелтухăç енчен хура кăвак пĕлĕтсем шуса килни курăнчĕ.
— Çанталăк пăсăлать, — терĕ Санька, çӳлелле пăхса.
— Ку лайăх-ха пирĕншĕн...
Ванюшка кĕпи айне пытарнă хутаçри тола, тĕркемлесе чикнĕ шнура, кĕсйинчи шăрпăк коробкине татах хыпашласа тĕрĕслерĕ те куçĕпе кĕпер еннелле сулчĕ:
— Атя...
Пĕр çирĕм минутран вĕсем тĕмĕсем витĕр хурарах кăвак тĕкĕр пек шыв юхса выртнине курчĕç.
— Сылтăмалла каймалла... — пăшăлтатса илчĕ Ванюшка.
Малтанхи пек те мар хытăрах асăрханса, хăйсем умĕнчи тĕмĕсене хуллен сиркелесе, пĕшкĕне-пĕшкĕне, кушаксем пек йăпшăнса пычĕç. Урăхла юраман та çав: халь вĕсем кĕпер патнелле çывхарнаçемĕн çывхарса пынă: кĕпер çинче часовойсем çӳренĕ, кăшт кăна ăсăрхасан пеме пултарнă. Вара задание пурнăçа кĕртесси те пулас çук, хăйсем те пĕтмелле...
Акă ĕнтĕ тĕмĕсем сайраланма пуçларĕç. Малта пыракан Ванюшка, юлашки хут ура çине тăрса, ерипен карăнса пăхрĕ те инçех те мар çара вырăн пуçланнине асăрхарĕ. Ахăртнех, фашистсем, кĕпер çывăхĕнчи йывăçсене ятарласах касса, ун патнелле пымалли вырăнсене юри тасатнă пулмалла.
Лап! выртрĕ Ванюшка.
— Ну, мĕн? — ыйтрĕ унран Санька шăппăн. — Кĕпер патне çывхарма çук, уçă вырăн...
— Мĕн тăватпăр апла?
Ванюшка тăруках ответ памарĕ. Унăн чĕри сиксе тухас пек тапрĕ, пуçри шухăшсем пĕрин çине тепри пырса кĕчĕç, тăнлавĕсем янлатса тăчĕç...
Мĕн тăвас? Кĕпер патне мĕнле майпа çитес, ун айне мĕнле кĕрсе каяс? Нивушлĕ задание пурнăçламасăрах, кĕпере сиктерсе ямасăрах таврăнмалла пулать? Çук... Кун çинчен шухăш та пулма пултараймасть. Тем пулсан та, хăйсене шанса панă ĕçе тăвасах пулать. Хуть те — вилмелле пултăр...
— Тĕттĕм пуласса кĕтетпĕр, — терĕ вăл чылайран. Урăх вĕсем нимĕн те чĕнмерĕç, тĕмĕсем хушшинчи вăрăм курăк ăшне лăпчăнса выртса, хушăран çеç унăн-кунăн пăхкаласа илчĕç.
Вăхăт тӳсме çук вăраххăн шунăн туйăнчĕ. Хĕвел паçăрах аннă ĕнтĕ, анчах темшĕн тĕттĕмленсе çитмест. Хĕвеланăç хĕртнĕ тимĕр пек - хĕрелсе ларнă та, унăн çути каялла ӳксе çутатса тăрать. Хĕвелтухăçĕ енчен шăвакан пĕлĕтсене те унтан кĕрен тĕс çапнă, ав, вĕсем те çĕре хура чаршавпа хупласа илеймеççĕ...
Пăт-пат çумăр ӳккелеме пуçларĕ. Çил тата ытларах вăйланса туратсене авса, типе пуçланă çулçăсене чаштăртаттарма, вĕсене татса вĕçтерме тытăнчĕ. Тĕмĕсем хушшинчи тĕттĕмлĕх тинех çăраланма пуçларĕ. Кĕçех вĕтĕ çумăр чашлаттарчĕ.
— Ку та аван-ха пирĕншĕн... Халех каятăп... — пăшăлтатса илчĕ Ванюшка.
— Эпĕ пымастăп-им? — çавăн пекех шăппăн ыйтрĕ Санька.
— Иккĕн каймалăх ĕçĕ те çук унта. Эсĕ кунтах вырт... Эпĕ йăпăрт кăна: çитетĕп те — тӳрех каялла...
Çумăр вăйланчĕ. Вăл ачасен çӳхе тумĕсем витĕрех çапрĕ, анчах вĕсем ун çине пăхмарĕç, малтанхи пекех хускалмасăр выртрĕç...
Тинех тĕттĕм пулса çитрĕ. Ванюшка упаленме хатĕрленчĕ.
— Ну, эпĕ кайрăм... Кĕт мана...
Самантран вăл малти тĕмĕсем хушшине упаленсе кĕрсе çухалчĕ. Санька ăна сывламан пек пулса пăхса выртса юлчĕ. Анчах Ванюшка пилĕк метр та каяймарĕ пулĕ — сывлăшра сасартăк темскер чашкăрса илчĕ те, таврара кăнтăрлахи пек çап-çутă пулса тăчĕ. Ку ытла та кĕтмен çĕртен, тăрук пулнипе Санька, çав тери хăраса, пуçне курăк ăшне чикрĕ...
Кĕпер еннелле шăвакан Ванюшка та тăпах чарăнса, çĕр çумне çыпăçса выртрĕ.
— Ракета ячĕç... Кĕпер таврашне юри çутатаççĕ, — тавçăрса илчĕ Ванюшка. — Сыхласах тăраççĕ, шуйттансем!
Ракета хура пĕлĕте темиçе самант хушши çутатса тăчĕ те, унăн çунăкĕ Ванюшкăран инçетре те мар ӳксе сӳнчĕ. Таврара каллех пăч-тĕттĕм пулчĕ.
— Васкас!..
Ванюшка хăвăрт-хăвăрт малалла упаленме тытăнчĕ. Тĕттĕмре вăл сулахай аллине темле шĕвĕр япала çине тăрăнтарчĕ те, унăн алли тӳсме çук ыратса кайрĕ, анчах та вăл кун çине çаврăнса пăхмарĕ, çаплах малалла шурĕ.
Вăл ĕнтĕ тĕмĕсем хушшинчен уçă çĕре тухрĕ. Халь вăл тата ытларах васкарĕ, мĕншĕн тесен кунта хӳтлĕх çук, яр-уçă вырăн.
— Каллех ракета ярса çутатсан — пĕтрĕм... Ванюшка çапла шухăшласа илме ĕлкĕрчĕ çеç — кĕпер çинчен сывлăшалла чăнах та тепĕр ракета чашкăрса хăпарса кайрĕ. Вăл çав самантрах çĕр çумне лăпчăнчĕ, унăн тăруках сывлăшĕ те пӳлĕнсе ларчĕ.
— Лекрĕм... Пулмарĕ çитесси...
Анчах гитлеровецсем ракетăна халь кĕперĕн тепĕр еннелле янă пулнă, çавăнпа та вăл Ванюшка упаленсе пынă енне кăшт çеç çутатса илчĕ. Вăл ӳксенех, Ванюшка сиксе тăчĕ те мĕнпур вăйне пухса малалла ыткăнчĕ. Минутран вăл, кĕпер айне çитсе кĕрсе, свай юписем хыçне йăпшăнчĕ...
Темиçе самант хушши вăл чул пек хытса тăчĕ, кăшт та пулин хускалма та хăрарĕ. Хăй хашканине кам та пулин илтес пек, çăварне ывçипе хупласа, сăмсипе сывлама тăрăшрĕ. Унтан пуçне ерипен пăркаласа итлеме тытăнчĕ. Анчах çумăр хуллен шăпăртатса тăнисĕр тата çырмари шыв майĕпен чăмпăлтатнисĕр пуçне урăх нимĕн те илтĕнмерĕ.
Таврара питĕ лăпкă пулчĕ...
Ванюшка ĕçе тытăнчĕ. Кĕпе айĕнчен тол тултарнă хутаçа кăларса, юпасене пĕрлештернĕ урлă каштасем, кĕпер хăмисем çумнех хучĕ, шнура хыпашласа тупса толпа пĕтĕçтерчĕ, Халь ĕнтĕ шнурне тивертсе хӳтлĕхелле кайса вырнаçмалли çеç юлчĕ унăн, анчах çак самантра тавралăх каллех çутăлса кайрĕ: часовойсем татах ракета ячĕç. Ванюшка чĕрĕп пек хутланса ларчĕ. Унччен те пулмарĕ — çырма леш енче мотор сассисем илтĕнчĕç. Автомобиль вăрăммăн кăшкăртрĕ, кĕпер çинче, пуç тăрринчех, йывăр ура сассисем кĕпĕртетрĕç. Унтан каллех автомобиль хыттăн кăшкăртнă сасă илтĕнчĕ, Пĕрре, иккĕ...
— Машинăсем килеççĕ! Халех кĕпер урлă каçса каяççĕ...
Тек ĕнтĕ нимĕн чухлĕ те тăхтаса тăма юраман. Ванюшка кĕсйинчен хăвăрт кăна шăрпăк кăларчĕ те, çутă ан курăнтăр тесе, ăна пиншак аркипе хупласа чăрт! тутарчĕ. Анчах шăрпăк сӳнчĕ. Каллех чĕртрĕ. Ку та сӳнчĕ. Вара вăл, ним тума аптранипе, пĕр харăсах пилĕк-ултă шăрпăк кăларса сутрĕ те шнур вĕçне тивертрĕ. Шнур тӳрех чăшлатса çунма тытăнчĕ. Ванюшка, взрыв пуличчен тарса ĕлкĕрес тесе, кĕпер айĕнчен çиçĕмле хăвăртлăхпа сиксе тухрĕ те Санька выртса юлнă çĕрелле чупрĕ. Çыранри тĕмĕсем хушшинелле çитсен тин лăпчăнса выртрĕ вăл. Тĕттĕмре Ванюшка машинăсем айĕнче кĕпер хăмисем хăнтăртатнине илтрĕ, унтан хыçалта каллех ракета çуталчĕ те — тахăш самантра вăл, каялла пăхса илсе, машинăсем кĕперĕн ку вĕçнех çитме пуçланине курса юлма ĕлкĕрчĕ.
Кĕпер çинчи тахăш часовой ăна асăрхарĕ пулмалла — автоматран вăрăм черет кăларса ячĕ. Ванюшка тавра пульăсем ывăçласа сапнă пекех тăкăнчĕç, анчах автомат сасси çав самантрах çухалчĕ, ун вырăнне калама çук вăйлăн кемсĕртетни, шатăртатни, хуçăлни илтĕнчĕ. Хыçалтан тăрук вĕри сывлăш пырса çапнипе Ванюшка малалла ывтăнса кайрĕ...
XXXI
Вăл хăйне хулпуççирен такам хыттăн лăсканипе тăна кĕрсе куçĕсене уçрĕ.
— Ванюшка, Ваня! Тăр! Тăр часрах, каймалла...
Ку Санька пулчĕ. Тусĕ вилсех кайнă пуль тесе, вăл ăна хăра-хăрах лăскарĕ.
Анчах Ванюшкăна нимĕн те пулман. Вăл йăпăр-япăр ура çине сиксĕ тăчĕ те, хыçалта çулăм ялкăшнине курса, пĕтĕмпех тавçăрса илчĕ. Эппин, ĕç ăнăçлă пулнă, кĕпер сывлăшалла сирпĕннĕ, халĕ унăн юлашкисем çунаççĕ...
Вăл халь çеç инçетрен йывăр япала çĕклесе килсе нăрахнă пек хашт! сывласа ячĕ. Ку ĕнтĕ унăн кăмăлĕ тулнине пĕлтерчĕ.
— Каяр часрах, — терĕ кăна вăл.
Йĕпе тĕмĕсем хушшипе чупнă пекех пынă чух Санька ăна хăй мĕн курса тăни çинчен каласа пачĕ.
— Нимĕн те ыратмасть-и? — ыйтрĕ вăл, мĕн курнине каласа пĕтерсен.
— Пĕççе çеç шăйăрса пăрахнă пулмалла. Тата чавса кăшт ыратать те, вăл нимех те мар...
Пĕр хушă вĕсем чĕнмесĕр пычĕç. Вăрман шăпланчĕ, хушăран çеç пĕр-пĕр каçхи кайăк çунаттисемпе лăпсăртаттарса пĕр йывăç çинчен тепĕр йывăç çине куçса ларчĕ те, çулçăсем çинчен шыв тумламĕсем пăтлата-пăтлата анчĕç. Анчах хыçалта, кĕпер патĕнче, çаплах-ха нимĕçсем кăшкăрашрĕç, вăхăчĕ-вăхăчĕпе пăшал сассисем илтĕнчĕç.
— Халь ăçта каятпăр эпир? — ыйтрĕ Санька чылайран. — Киле-и? («Кил» тесе вăл отряда каланă)
— Хуть те ăçта пултăр, — терĕ ăна хирĕç Ванюшка, — çак вырăнтан инçерех каясчĕ кăна. Ку таврара вĕсем халь пĕтĕмпех кутăн-пуçăн çавăрттарма тытăнаççĕ ĕнтĕ.
Çав вăхăтра малта ĕне мĕкĕрнĕ сасă илтĕнчĕ.
— Пеструшкăпа мĕн тăвăпăр? — ыйтрĕ Санька. — Пăрахса хăварма шел...
— Хăварма шутламастăп та эп ăна, — терĕ Ванюшка. — Хамăр пата çитиччен пирĕн такама та тĕл пулма тӳр килĕ-ха, темле те суймалла пулĕ. Ĕне шырарăмăр теме пит ансат...
Малалла вĕсем паçăр кунта мĕнле килнĕ, çавăн пекех кайрĕç. Ванюшка ĕне çавăтса утрĕ, Санька ăна хыçалтан хăваласа пычĕ. Анчах халь вĕсем питĕ хăвăрт, тӳрĕрен тӳрĕ, ним çине пăхмасăр утрĕç.
— Йытăсемпе йĕрлеме ан тытăнччăрах! — шиклĕн шухăшласа пычĕ Ванюшка, анчах кун çинчен тусне нимĕн те каламарĕ.
Вĕсем темле ансăр çул çине тухрĕç. Вăл вăрман хушшипе çип çапнă пек тӳп-тӳрĕ тăсăлса выртнă, проççек йышшискер пулнă пулмалла. Ванюшка ун тăрăх каллĕ-маллĕ уткаласа пăхрĕ те:
— Ку паçăр хамăр килнĕ çулах, — терĕ. — Кайма юрамасть кунпа. Шоссе çине пырса тăрăнатпăр та тӳрех лексе ларатпăр. Унта вĕсем халь шуйттан чухлех пулĕ-ха, хускатнă кăткă йăви пекех йăшаланаççĕ пулĕ. Шоссе çывăхне пырасси çинчен шухăшламалли те çук...
Вăл хăй куçĕпе курса тăнă пекех тĕрĕс каланă. Кĕпере сиктерсе яни çинчен телефонпа унта-кунта пĕлтернĕ хыççăн ун патнелле нимĕçсен тĕрлĕ начальникĕсем ыткăннă, хăйсемпе пĕрле вĕсем машинĕ-машинĕпе салтаксем илсе кайнă, çул çинчи хурала пĕтĕмпех ура çине тăратнă. Халĕ те, Ванюшка хăй шухăшĕсене каласа панă-паманах, шоссе тăрăх кĕпер еннелле темиçе машина ыткăнса иртни илтĕнчĕ.
— Авă епле хыпăнса чупаççĕ вĕсем... — аллипе сулахаялла тĕллесе кăтартрĕ Ванюшка. — Пулмастех унта пуçа кайса чикме...
Вĕсем каллех вăрманалла кĕрсе кайрĕç.
Чылай хушă утсан, ывăннипе, çав тери çывăрас килнипе, вĕсен пынă çĕртех куçĕсем хупăнма тытăнчĕç. Юлашкинчен шухăшсем те темле пăтранма пуçларĕç. Малта утакан Ванюшка пĕр-икĕ хутчен йывăç çумне пырса çапăнчĕ.
— Кăштах канса илетпĕр, — терĕ вăл чарăнса тăрса. — Пурпĕрех эпир кĕçĕр ниçта та çитес çук...
— Юрĕ ара, — килĕшрĕ Санька.
— Тупата, ураран ура иртмест.
— Ман хамăн та çавах.
— Анчах çĕре ларма юрамасть... — Ванюшка каллех нимĕçсем вăрман тăрăх йытăсемпе çӳреме пултарасси çинчен шухăшларĕ. — Пеструшкăна ярса хăваратпăр та хамăр йывăç тăрне хăпаратпăр...
— Çывăрса кайсан — ӳкмĕпĕр-и?
— А эс хăвна пиçиххипе турат çумне çых. Астумастăн-им Михаç епле вĕрентнине?
— Темиçе минутран вĕсем пĕр çăра туратлă, çӳллĕ йывăç тăрне улăхса вырнаçса ларчĕç.
— Ну, мĕнле? — ыйтрĕ çӳлерех хăпарнă Ванюшка.
— Чиперех, — терĕ Санька.
— Асту, лайăхрах кăкарăн...
Урăх вĕсем пĕр сăмах та каламарĕç, вилнĕ пек çывăрса кайрĕç те çутăличчен те хускалмарĕç.
Малтан Санька картах сиксе вăранса кайрĕ.
— Вăт, шуйттан! — терĕ вăл куçне уçнă-уçман. Çавăнтах хăйĕн сылтăм хулне те, урисене те хускатма çуккине туйрĕ. Алли унăн çĕрĕпех туратран çакăнса тăнипе ыратакан пулнă, урисем кукленсе тăнипе çывăрса ларнă. Ал-урине тӳрлетес тесе хускалкалама тытăнсан, туратсем сулкаланнипе Ванюшка та вăранчĕ.
— Мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ вăл, аялалла пăхса.
— Пĕтĕмпех хытса ларнă-ха эпĕ. Тата шутсăр усал тĕлĕк курнă...
— Мĕнле тĕлĕк?
— Мана леш ĕнер сĕт ĕçесшĕн пулнă фриц тытрĕ те... çанна хул кăкĕ таранах хăпартса, çĕçĕпе касма тытăнчĕ. Сĕрет çав çĕçĕпе, сĕрет, анчах хăй нимĕн те тăваймасть, ман юн та тухмасть. Çапах та шутсăр ыратать. Вĕçерĕнсе тарма тăтăм — урасем иккĕшĕ те чĕркуççи таран хуçăлса ӳкрĕç. Вăранса кайрăм вара...
— Юрать-ха, тарма хăтланса, çĕре начлатман, — пуçĕпе аялалла кăтартрĕ Ванюшка. — Урусене чăнах хуçаттăн вара...
Вăл çавăнтах унăн-кунăн пăхкаласа илчĕ те тĕлĕннипе çăварне карсах пăрахрĕ:
— Тусăм, ара, эпир вăрман хĕрринчех çĕр каçнă вĕт... Пăх-ха эсĕ —ял!..
Санька, вăл кăтартнă еннелле пăхса, сайра йывăçсем хушшипе инçетре те мар улăм витнĕ çуртсене асăрхарĕ. Вĕсенчен кăшт леререхре чус витнисем те, тимĕр витнисем те курăнаççĕ.
— Чăнах та-çке...
— Çакăнта чарăнса тăман пулсан — пырса лекеттĕмĕр кашкăр çăварне. Тем тесен те, нимĕçсем пурах ĕнтĕ унта. Çĕрле вĕсем пирĕнпе калаçсах тăмастчĕç. Пуринчен ытла кĕпере сиктерсе янă каç...
— Кунта пĕлеççĕ-ши вара ун çинчен?
— Ухмах... Ун çинчен кунта çеç мар, Германие те пĕлтернĕ пуль кĕçĕр! Ну, ан!
— Ăçта каятпăр ĕнтĕ халь? — ыйтрĕ Санька, çĕре анса тăрсан.
— Халь-и? Манăн çак яла кĕрсе тухас шут пур-ха...Санька хăйĕн тусĕ çине шанмасăртарах пăхрĕ.
— Шӳт тăватăн пуль эсĕ...
— Тĕрĕснех калатăп.
— Мĕн тума кĕресшĕн вара эс кунта?
— Хырăм выçă. Тен, пĕр-пĕр инке, хĕрхенсе, мĕн тепулин çитерсе ярĕ. Ку — пĕрре. Унтан... Ялта кам, мĕн пуррине пăхкалăпăр, çынсем мĕн калаçнине итлĕпĕр. Астумастăн-им Михаç мĕнле вĕрентнине? Хуть те ăçта пулсан та, ытларах пĕлме тăрăш, куçу куртăр, хăлху илттĕр тетчĕ.
— Вăл тĕрĕс, анчах...
— Мĕн тата? Хăрушă тетĕн-и? Ним те хăрушă мар. Сăн-сăпатран эпир — ялти ачасемех. Çумра нимĕн те çук: ни пăшал таврашĕ, ни ĕнерхи хутаç... Ĕне пур та ĕнтĕ, вăл хăрушă япала мар...
Ванюшка çаксене пĕтĕмпех лăпкăн, пăлханмасăр калани Санькăна та лăплантарчĕ.
— Кĕрер эппин...
Вĕсем çывăхрах курăк çисе çӳренĕ Пеструшкăна ĕнерхи пекех çавăтрĕç те вăрман хĕрринелле утрĕç.
— Кам пĕлет, — терĕ Ванюшка кăшт кайсан, — тен, эпир тата пĕр-пĕр усăллă ĕç туса хурăпăр...
Сасартăк сылтăм енче, вĕсенчен маларах, вăйлă взрыв кĕрслетрĕ те, пĕтĕм вăрман кĕрлесе кайрĕ. Ачасем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.
— Мĕн пулчĕ-ши ку?
— Мина пулмалла...
— Кам сиктерет-ши?
— Ăçта пĕлен ăна...
Чăнах та, çурăлаканни çул çине лартнă мина пулнă, ачасем ун çинчен каярахпа пĕлчĕç.
XXXII
Яла вĕсем анкарти хыçĕпе пĕр ансăр тăкăрлăкпа пырса кĕчĕç. Те ытла ир пулнипе, те урăх сăлтавпа, урамра пĕр çын та курăнмарĕ, сас-чĕв те илтĕнмерĕ. Ку ялта никам та пурăнман пекех туйăнса кайрĕ. Ванюшка тӳрех нимĕçсем хăйсен ялĕнчи халăха хире хăваласа тухса персе пăрахнине аса илчĕ. Ирĕксĕрех ун чĕри шиклĕн тапма пуçларĕ.
— Мĕн пулнă вара кунта?..
Вĕсем хӳмесем çуммипе ерипĕн утса, унталла-кунталла пăхса пычĕç. Чылайран тин урама тăрăх ларакан пĕр самаях пысăк, илемлĕ пӳрт мăрйинчен çинçе кăна тĕтĕм йĕрĕ тухса тăнине асăрхарĕç. Ванюшка вара çавăнталла пăрăнса утрĕ.
Ку килĕн хапхине питĕрмен пулнă, çавăнпа та ачасем ĕни-мĕнĕпех килкартине кĕрсе тăчĕç. Ванюшка Санькăна крыльца умне хăварчĕ те хăй пӳрте кĕчĕ. Алăк сассине илтсе пулас, чăлантан шап-шурă çӳçлĕ, курпунтарах, юмахри пек карчăк пуçне чĕтретсе тухрĕ те аллипе икĕ хут сулчĕ.
— Килте никам та çук!
— Пире никамах та кирлĕ мар, кинемей, — терĕ Ванюшка йăвашшăн, ун çине тĕлĕнсе пăхса. — Эпир пĕрер стакан шыв ĕçес те кăштах канас тенĕччĕ кăна... Юрать-ши?
— Ма ыйтан? — карчăк тăруках пуçне Ванюшка еннелле çавăрчĕ. — Халь кам ыйтса тăрать? Халь вĕт килсе кĕреççĕ, мĕн пуррине ĕçсе-çисе яраççĕ, юлашкинчен хуçисене те хăваласа тухса каяççĕ. Атту тата, спаççипă калас вырăнне, ак... хапха каштинчен çакса хăвараççĕ.
— Эпир ун пеккисем мар ĕнтĕ, кинемей, эпир хамăр çынсем, вырăс ачисем. Пирĕн хамăрăн атте-аннесене те фашистсем вĕлернĕ...
Çак юлашки сăмахсем карчăк кăмăлне тăруках çемçетрĕç пулас. Вăл Ванюшка çине тата тепĕр хут тин-керсе пăхрĕ те, унăн куççулĕсем шăпăртатса анчĕç.
— Мана та ватлăхра пĕр-пĕччен тăратса хăварчĕç... Пӳрт тулли йышчĕ — пурне те пĕтерчĕç... Пурăнатăп халь уй тăмани пек, ни вилĕм килмест...
Ванюшка Санькăна чĕнсе кĕртрĕ те майĕпе карчăкран ыйтса пĕлме тытăнчĕ. Питĕ нумай тӳссе ирттернĕ иккен вăл. Пĕр эрне маларах гитлеровецсем ялти ĕçлеме пултаракан çынсене пурне те Германие хăваласа кайма тытăннă. Çав шута унăн икĕ хĕрĕ те, пĕчĕк ачаллă кинĕ те лекнĕ. Кинĕ, каторгăна каясран хăтăлас тесе, вăрмана тарнă, анчах ăна тытнă та хăйсен хапхинченех çакнă, унăн ывăлне, ик уринчен тытса, йăмра çумне çапса вĕлерсе хăварнă. Карчăк çавна пĕтĕмпех курса тăнă, тăрук чĕлхесĕр пулса ларса, ик-виç кун калаçайман. Вăл малтанах хăйне вĕлерме шутланă, анчах Хĕрлĕ Çарти ывăлне аса илсе пурăнас тенĕ.
— Питĕ хастарлăскер вăл манăн, пысăк начальник. Çавна кĕтетĕп. Нимĕçсем ун çемйине мĕн тунине эпĕ ăна хам каласа парас тетĕп — лайăхрах тавăртăр...
— Тĕрĕс шутлатăн, кинемей, тĕрĕс, — терĕ Ванюшка.
— Пуçĕ сывă пулсан, паллах, таврăнать... — хушса хучĕ Санька.
— Сывах вăл, — терĕ карчăк ĕненӳллĕн. — Тĕлĕкне хам куртăм. Тем пулсан та килетех.
Ачасемпе калаçнă май вăл сĕтел çине пысăк тăм чашăкпа пăсланса тăракан çĕрулми пырса лартрĕ.
— Çийĕр, ывăлăмсем... Ан ятлăр, урăх нимĕн те çук. Сĕт пулсан аванччĕ те, ĕнене те илсе кайрĕç вĕт эсрелĕсем.
— Ĕне пирĕн пур! — тăрук персе ячĕ Санька. — Сăвас ăна.
— Мĕнле ĕне вара вăл сирĕн, ăçтан тупрăр? — тĕлĕнсе ыйтрĕ карчăк. — Ку таврара ĕне хăварман пуль вĕсем?
— Эпир ăна пĕр çĕрте пытарса усранăччĕ. Халь киле илсе каятпăр, — кил хуçи çине пăхмасăр мăкăртатса илчĕ Ванюшка. — Ĕнертенпе суман.
— Сăвар эппин...
Карчăк чăлантан тăм чӳлмек илсе тухрĕ те, вĕсем виççĕшĕ те килкартине тухрĕç. Ĕнен çилли карăнса чăрлатсах юхса тăнă. Пысăках мар чӳлмек тулнăçемĕн тулса пычĕ.
Çак вăхăтра урамра машинăсем иртсе пынă сасă илтĕнчĕ. Ванюшка вĕсене шăтăк витĕр пăхса юлас шутпа хапха патнелле чупрĕ, анчах вăл унта çитиччен калинккерен кил хушшине икĕ фашист кĕрсе те тăчĕç. Вĕсем, автомачĕсене хатĕр тытса, чăн-чăн вăрăлла йăлт-ялт пăхкаласа илчĕç, унтан, кунта хăйсемшĕн нимĕнле хăрушлăх та çуккине кура, тӳрех кил хуçи карчăкĕ ĕне суса ларнă çĕре пырса тăчĕç.
— Млеко? — терĕ пĕри, пӳрнипе чӳлмек çине кăтартса.
Вăл çапла каласанах, Ванюшкăпа Санька ăна палласа илчĕç: ку — ĕнер шоссе çинче сĕт ĕçме ĕмĕтленнĕ фриц иккен. Вăл хăй те ачасене палларĕ пулас... Малтан ĕнене мăйракинчен тытса тăракан Санька çине, унтан Ванюшка çине пит те тинкерсе пăхса илчĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ, чӳлмек сĕтпе тулса пынине сăнама тытăнчĕ.
— Ăçтан килсе тухрĕ-ха ку мур? — шухăшларĕ Ванюшка хăй ăшĕнче. — Ĕнер ĕçейменнине паян ĕçетех пулас-ĕнтĕ, йытă...
Санька та çав майлах шухăшларĕ:
— Ахальрен мар тĕлĕкре курăнчĕ вăл мана!
Юлашкинчен карчăк ĕне суса пĕтерчĕ те чӳлмеке йăтса крыльца еннелле кайма тăчĕ. Анчах гитлеровец ун çулне пӳлчĕ:
— Млеко... Дай! —терĕ вăл хăйăлтатакан сасăпа.
— Хама кирлĕ! Ав, ман ачасем выçă! — пуçĕпе хаяррăн чĕтретсе илчĕ карчăк.
— Дай! — терĕ нимĕç тепĕр хут.
— Памастăп!
Вăл нимĕçрен иртсе кайма тăчĕ, анчах лешĕ чӳлмеке ун аллинчен вăштах туртса илчĕ те хăйне пĕррех урипе тапса ячĕ.
Карчăк ӳкрĕ.
— Эх, йытă! Мĕн питпе тиветĕн эсĕ ват çынна, намăссăр!.. — макăрса ячĕ вăл.
— Молчайт!
Санькăпа Ванюшка пĕр харăсах карчăк патне чупса пырса ăна çĕклесе тăратма пикенчĕç.
— Ан чĕн, асанне... Ан çыхлан, тӳс, тем туса хурĕç тата...
— Хăрамастăп! Вĕлерччĕр! Анчах вилсен те кураймастăп вĕсене... леш тĕнчере те канăç памăп...
Вĕсем ăна крыльца çинелле çавăтса хăпарчĕç. Фашист, чӳлмекри сĕте çурри ытла ĕçсе, юлашкине юлташне пачĕ. Юлташĕ вара пĕтĕмпех ĕçсе ячĕ те, чӳлмеке пуçĕнчен те çӳле çĕклесе, çĕре персе ватрĕ.
— Санăн хăвăн пуçна çавăн пек персе салатасчĕ, çынçиен! — кăшкăрса ячĕ карчăк. — Урнă йытăсем, çĕленсем эсир! — чышкине çĕклесе юнарĕ вăл.
Фашист ăна автомачĕпе тĕллерĕ. Тен, перетехчĕ пулĕ вăл, анчах шăп çав вăхăтра урам хапхинчен тепĕр гитлеровец кĕчĕ. Вăл аслăраххи пулчĕ пулмалла, ăна курсан, кусем йăрстах тăчĕç. Вĕсем хăйсем хушшинче тем çинчен мăкăл-мăкăл калаçса илчĕç, унтан халь килни пӳрте кĕрсе çаврăнса тухрĕ.
— Матка! Здесь сегодня пудет шивьот гросс... Польшой начальнак, — терĕ вăл, карчăк умне пырса тăрса. — Надо метать... — Вăл аллипе урай шăлнă пек туса кăтартрĕ. — Чисто!
Карчăк ним те чĕнмерĕ. Вăл пуçне чĕтретсе илчĕ кăна.
— Сам не можешь — вот есть киндер... малшик. Скоро!
Вăл тек калаçса тăмарĕ, тӳрех калинкке патнелле утрĕ, ун хыççăн малтанхи нимĕçсем те тухса кайрĕç.
— Мĕн терĕ вăл йытă, ăнланса юлтăр-и эсир? — ыйтрĕ карчăк, пӳртне кĕрсен.
— Ăнлантăмăр, — терĕ Ванюшка. — Кунта вĕсен пысăк начальникĕ пурăнма килет терĕ. Урай шăлса тасатма хушрĕ.
— Çапса пăрахсан та вырăнтан хускалмастăп вĕсемшĕн...
Ачасем тинех çиме ларчĕç. Карчăк та, майĕпе кăштах лăпланса, вĕсемпе пĕрле сĕтел хушшине ларчĕ.
— Эсир çийĕр, çийĕр...
Санька Ванюшкăн куçĕнчен пăхса илчĕ:
— Эпир час каятпăр-и?
— Тек тăмастпăр ĕнтĕ. Урама тухса кăштах куркаласа çӳретпĕр те — каятпăр, — терĕ Ванюшка.
Анчах ĕçсем сасартăк улшăнса тăчĕç. Ачасем çисе тăраничченех пӳрте хайхи урай шăлса тасатма хушса хăварнă нимĕç ефрейторĕ икĕ чăматан çĕклесе пырса кĕчĕ, ун хыççăнах хулпуççийĕнчен хура çутă плащ уртса янă, çӳллĕ карттус тăхăннă вăрăм хыткан офицер кĕрсе тăчĕ.
Вăл пӳрт ăшчиккине пăхса çаврăнчĕ те, плащне вăшт кăна хывса, ефрейтора тыттарчĕ. Çав самантрах унăн кăкри çинче пысăк ылтăн вăчăра йăлтăртатрĕ. Ванюшкăпа Санька, сасартăк çав тери тĕлĕнсе, хытнă пек пулчĕç. Вĕсен куçĕсем чарăлса, сăнĕсем улшăнса, шуралса кайрĕç. Вĕсем Генрих Шварца палласа илчĕç...
XXXIII
Генрих Шварц ку яла сăлтавсăр килсе кĕмен иккен. Каçхине, шоссе çинчи кĕпере сиктерсе яни çинчен пĕлсенех, вăл часрах унта ыткăннă, хăйне пуринчен те ытларах пултаракан сыщик пек шутласа, кĕпере сиктерсе яракансене йĕрлесе тупма ĕмĕтленнĕ, анчах нимĕн тума та пултарайман. Икĕ взвод салтакпа темиçе йытă ярса ухтарттарнă вăл таврари вырăнсене — усси пулман. Кĕпере сиктерсе яракансем çĕр айне анса кайнă пекех пулнă. (Анчах вулакан пĕлет: вĕсем чип-чиперех йывăç тăрринче çĕр каçнă...) Юлашкинчен, çурăлса каяс пек тарăхса çитнипе, ним тума аптранипе, вăл кĕпер патĕнчи караул начальникне хĕнесе тăкнă та, ăна «службăна начар туса пынăшăн» суда парассипе хăратса, каялла кайма тухнă. Малта та, кайра та салтаксем тиенĕ грузовиксем пынă, Шварц машини — вĕсем хушшинче. Вăрмантан тухас умĕн малти грузовик сасартăк сывлăшалла сирпĕннĕ: вăл мина çине пырса тăрăннă. Взрыв хумĕ ун хыççăн пыракан Шварц машинине те çĕклесе çапнă. Грузовик çинчи салтаксем чылайăшĕ вилнĕ, чĕрĕ юлнисем аманса пĕтнĕ, анчах Шварц хăй, машина тӳнсен, çамкине шăйăрса пăрахнă çеç.
Çак пачах та кĕтмен çĕртен пулса иртнĕ ĕç ăна тата ытларах тарăхтарса, ăнран тухса каяс патнех çитернĕ.
Темиçе сехет маларах çеç çак çулпа чиперех иртсе кайнă вĕт-ха вăл, çул çинче нимĕн те пулман. Ку минăна çĕрле, Шварц кĕпер патĕнче пулнă чух, килсе лартнă. Эппин, такам пур кунта... Камĕ, паллах — партизансем... Халь унăн кун çинчен васкаса хăйĕн аслă начальникĕсене пĕлтермелле пулнă. Лешсем, паллах, ăна хăйне айăплаççĕ ĕнтĕ: мĕншĕн хăвна шанса панă районра партизансене çак таранччен пĕтерейместĕн? Начар ĕçлетĕн теме пултараççĕ... Вĕсене приказсем çырса ларма лайăх унта, анчах кунта ĕçлесе пăхтарасчĕ... Партизансем çумăр хыççăн кăмпа шăтнă пекех ӳссе пыраççĕ. Пуринчен ытла Хĕрлĕ Çар наступленийĕ пуçланнăранпа...
Генрих Шварц вилнĕ салтаксене пытармашкăн шăтăк алтма, аманнисене яла илсе кĕртсе хума приказ панă та хăй çав хушăра кăштах апатланса канса илме шут тунă. Денщикĕ ăна Ванюшкăпа Санька кĕнĕ карчăк патне илсе пынă, мĕншĕн тесен карчак пӳрчĕ ыттисенчен аслăрах, тасарах пулнă,
...Плащне денщике тыттарсанах, вăл сĕтел хушшинче ларакансем çине тĕллесе ыйтрĕ:
— Камсем?
— Килйыш, — терĕ денщик.
— Тухчăр!
Денщик, сĕтел патнелле пырса, аллиие алăк еннелле сулса кăтартрĕ.
— Пошель!
Ванюшкăпа Санька пĕр сăмахсăрах килкартине тухрĕç. Вĕсем халь иккĕшĕ те хăйсене сивĕ чир тытма пуçланă пек чĕтрерĕç. Анчах ку вĕсем хăранипе мар, çав тери пăлханса кайнипе пулчĕ.
— Палларăн-и? — пăшăлтатса ыйтрĕ Ванюшка.
— Палларăм...
— Çавă вĕт?
— Çавă...
— Отряда санăн пĕчченех каймалла пулать, — терĕ Ванюшка. — Эпĕ юлатăп...
— Мĕн тума?
— Мĕн тăвассине... пĕлместĕп, анчах юлатăп. Хăрамалли çук, вĕсем пире çак карчăкăн ачисем вырăнне шутлаççĕ. А эс ĕне çавăт та — чуп часрах, командира çитсе пĕлтер... Тен, заданирен таврăннă çынсем пур пулĕ. Ванюшка пыма ыйтрĕ те... Шварц кунтине пĕлсен — яратех вăл...
Ванюшка ăна отряда мĕнле çитмелли çинчен васкавлăн ăнлантарма тытăнчĕ.
— Анкарти хыçне тухсан сулахаялла пăрăн, унтан вăрмана, ĕнер хамăра леш хĕрлĕ сухал илсе пынă вырăна, пыратăн. Унта проççек пур. Тӳп-тӳрех вара...
— Пĕлетĕп...
— Вĕçтер эппин халех. Урампа мар, ак, пахчапа тухса кай.
Санька васкасах ĕнене çавăтрĕ. Лупасайĕнчен анкартинелле тухмалли алăка уçсан, вăл Ванюшка çине тархасланăн пăхса илчĕ.
— Асту эсĕ... Ытлашши ан вĕрилен... Темрен тем пулĕ...
— Юрĕ, хамах пĕлетĕп, — аллипе сулчĕ Ванюшка. Вăл килкартине каялла кĕрсен, ăна крыльца çине тухса тăнă ефрейтор чĕнчĕ:
— Малшик! Гей, сюда! Ванюшка ун патнелле пырса тăчĕ.
— Где есть другой малшик?
— Вăл ĕне çитерме кайрĕ, — терĕ Ванюшка пĕр тытăнмасăрах.
Гитлеровец ăна халех шыв ăсса килсе ăшăтма хушрĕ, хăйĕн начальникĕ çăвăнасшăн терĕ. Ванюшка вăл хушнине тума пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ.
— Халех ăсса килетĕп, пан...
Тĕрĕссипе, Ванюшка малашне хăй мĕн тăвассине те, мĕн пулма пултарассине те пĕлмен-ха, анчах темле шалти сасă ăна пĕрмай хушса тăрать. «Эсĕ тахçантанпах ăна тавăрасшăн пурăнатăн. Ак халь эсĕ ăна тĕл пултăн. Эсĕ унпа пĕр пӳртре. Тухса ан кай. Мĕн те пулин тăватăнах... Анчах çирĕп пул. Нимĕн те ан палăрт...» Çавăн пирки вăл çак çуртран тухса каясшăн пулмарĕ.
Пӳрте витресем илме кĕрсен, вăл Генрих Шварц сĕтел хушшинче мундирне вĕçертсе ярсах васкавлăн çырса ларнине курчĕ. Çырнипе чĕтреннĕ май унăн кăкри çинче ылтăн вăчăра сулкаланса тăнă. Ана курсан, Ванюшкăн каллех сывлăшĕ пӳлĕнсе ларнă пек пулчĕ.
Вăл чăланта карчăкран вĕсем шыв ăçтан ăсни çинчен ыйтрĕ те, витресене чăнкăртаттарса, урама чупса тухрĕ. Çăл ялăн анат вĕçĕнчех пулнă иккен. Унта çитсен, Ванюшка укăлча хыçĕнче нимĕç салтакĕсем палканине илтрĕ те, витресене лартса хăварса, хӳме урлă кармашса пăхрĕ. Вĕсем масар шăтăкĕсем алтаççĕ иккен. Инçетре те мар сахалран та пĕр вунă хурăн хĕрес выртать...
— Кусем мина çине тăрăннисем пулмалла ĕнтĕ... — шухăшларĕ Ванюшка.
Каялла таврăннă чух вăл урамăн сылтăм енче, ватă хурама айĕнче, çиелтен брезент витнĕ пысăк грузовик тăнине асăрхарĕ. Унăн малти кустăрмисене иккĕшне те кăларса пăрахнă, моторĕ патĕнче темиçен тăрмашаççĕ — юсаççĕ пулас. Юнашар кил хушшинчен тĕтĕм тухса тăрать, нимĕçле пакăлтатни илтĕнет. Унта салтаксем апат пĕçереççĕ пулас.
— Халех тухса кайма шутламаççĕ курăнать-ха, — шухăшларĕ Ванюшка. — Кусем ĕçлеççĕ, леш кашкăрĕ çăвăнма хатĕрленет, унтан апатланатъ пулĕ-ха, кайран канать... Унччен, тен, каç та пулса ларĕ... Санька отряда чипер çитсен — каçчен хамăрăнниеене ертсе килме пултарать... Эх, аван пулĕччĕ!..
Шыв ăсса таврăнсан, Генрих Шварц денщикĕ Ванюшкăна шанкă хатĕрлеттерчĕ, шыв ăшăттарчĕ, унтан Шварц пилĕкĕ таран хывăнса çăвăннă хыççăн унăн урайне те çуса тухмалла пулчĕ. Ванюшка хăйне мĕн хушнине пурне те пĕр хирĕçмесĕрех турĕ, анчах ĕçлессе питĕ вăраххăн, васкамасăр ĕçлерĕ. Денщик ун çине тек-текех кăшкăркаласа васкатрĕ, анчах Ванюшка хăй çеммине улăштармарĕ. Вăл епле те пулсан вăхăта ытларах тăсма тăрăшрĕ...
Юлашкинчен Шварц апат çиме ларчĕ. Малтан вăл эрех ĕçрĕ: пысăк кĕмĕл черккене умлăн-хыçлăн, умлăн-хыçлăн ӳпĕнтерчĕ, денщикĕ ярса парса тăма та ĕлкĕреймерĕ. Ванюшка ун çине чăлантан хушăк витĕр çав тери тĕлĕнсе пăхса тăчĕ.
— Вăт кӳпет! Лаша пек... Тьфу! Наркăмăш ярса парасчĕ! — мăкăртатса илчĕ те Ванюшкăпа юнашар хушăк витĕр пăхса тăнă карчăк, сура-сура, тулалла тухса кайрĕ.
Анчах çиме тытăнсан та тĕлĕнтерсе пăрахрĕ вăл: тутисене чаплаттарса, чĕлхине тем тăршшĕ кăларса ярса, асав шăлĕсене кăтартса, питне пăркаласа, куçсене чарса пăрахса çирĕ... Çиет-çиет те ĕçет, ĕçет те — каллех кавлеме тытăнать. Ванюшкăна вăл нихçан та тăранас çук пекех туйăнчĕ.
— Кашкăр-тăк кашкăрах çав!..
Пĕр сехет ытла ларчĕ вăл сĕтел хушшинче ĕçсе-çисе. Татах та ларатчĕ-и тен те, сасартăк урамра шăй-шай кăшкăрашни, унтан хапха хăлт-халт уçăлса хупăнни илтĕнчĕ. Денщик килкартинелле тухакан чӳре-черен пăхса Шварца темскер каларĕ, вара леш тӳрех сиксе тăчĕ. Унччен те пулмарĕ — пӳрте тепĕр нимĕç салтакĕ кĕрсе Шварц умĕнче йăрст тăсăлса тăчĕ.
— Герр оберштурмфюрер... — Малалла зăл мĕн каланине Ванюшка ăнланмарĕ.
— Партизан?! — кăшкăрса ячĕ вара Шварц. — О-о!... Зер гут!,.
Вăл чышкисене чăмăртаса, тутисене чалăштарса илчĕ. Сăнĕ малтанхинчен те хăрушăрах пулса кайрĕ унăн.
— Такама тытса килчĕç пулмалла кусем... — шухăш вĕçрĕ те Ваюшкăн, чĕри ыратса пăчăртанса илчĕ.
— Санька лекмен-ши? Пĕтрĕмĕр вара...
Анчах вăл Санька пулман. Икĕ гитлеровец пӳрте темле питĕ çĕтĕк-çатăк тумланнă, мăйĕнчен вараланчăк хутаç çакнă хĕрарăма сĕтĕрсе кĕртсе тăратрĕç. Ванюшка хăма хушăкĕ витĕр чăрлаттарса пăхма тытăнчĕ.
— Партизан? — кăшкăрса ячĕ Шварц каллех.Хĕрарăм нимĕн те чĕнмерĕ. Шварц ик-виç çеккунт кĕтсе тăчĕ те ăна çав тери хытă çупса ячĕ.
— Говорить!..
Вăл çапнипе хĕрарăм сулăнса кайрĕ те, унăн пичĕ чăлан еннелле çаврăнчĕ. Тепре çапасса кĕтнĕ пек, вăл çапла пăрăннипех тăчĕ. Хăй темскер мăкăртатса илчĕ, анчах вăл мăкăртатни пĕрре те этем калаçнă пек пулмарĕ. Ванюшка ун çине тата хытăрах пăхрĕ. Ана вăл таçта курнă пек, палланă пек туйăнчĕ.
— Кто есть ты? Куда ходиль? Что делать? — ун çине кĕç-вĕç сиксе ларас пек тăчĕ Шварц.
— А-а, а... ва-ва... — пуçĕпе пăркаларĕ ăна хирĕç хĕрарăм, пӳрнине çăварĕ çине кăтартрĕ. —Нэ, нэ, нэ...
— Чĕлхесĕр ку... — шухăшларĕ Ванюшка.
— Не-не! — витлесе илчĕ Шварц. — Зейчас будешь сказать!..
Икĕ салтак хĕрарăмăн аллисене каялла шăтăрах пăрса лартрĕç. Ыратнкне тӳсейменнипе хĕрарăм, хăрушла кăшкăрса ярса, питне каллех чăлан еннелле çавăрчĕ. Вакюшкăна вăл каллех палланă, таçта курнă çын пек туйăнчĕ. Анчах кам вăл, ăçта курнăскер — ăна Ванюшка тавçăрса илеймерĕ.
Кăшт тăрсан, хĕрарăмăн аллисене пăртак пушатрĕç. Вăл малтанхи пекех чĕлхесĕрле лăлăртатма тапратрĕ.
— Ва-ва-ва... у-у нэ, нэ...
Анчах фашистсем вăл чăнах та чĕлхесĕр пулнине ĕненесшĕн пулмарĕç пулас, Татах асаплантарма тытăнчĕç. Аллисĕне пăра-пăра лартрĕç, çупа-çупа ячĕç, пистолетпа юнарĕç. Ванюшка, ăна çав тери хĕрхенсе, макăрса ярас пек тăчĕ...
Çав вăхăтра тултан кил хуçи карчăкĕ кĕчĕ. Хĕрарăма асаплантарнине курсанах, вăл тĕпелелле хыттăн утса пычĕ те, хĕрарăмпа Шварц хушшине тăрса, пăлханнипе пусне тата ытларах чĕтретсе, куçĕсене çутăл-тарса кăшкăрчĕ:
— Чарăн, путсĕр! Мĕн турĕ сана çак мĕскĕн ыйткалакан?!
Анчах пĕр салтакĕ ăна çавăнтах хулĕнчен тытса алăк патнелле вăрчĕ. Вăл ӳкнине курсан, Ванюшка та чăлантан сиксе тухрĕ.
— Ан тивĕр асаннене!..
Вăл часрах карчăка ура çине тăратма пикенчĕ.
— Пошель! —кăшкăрчĕ те ăна карчăка тытса ывăтнă фашист таканлă атă кĕллипе çурăмĕнчен тапрĕ.
Вĕсене иккĕшне те килкартине чышкаласа кăларса ячĕç. Чунĕ вĕчĕхсе çитнипе Ванюшкăн куççулĕ шăпăрах юхса анчĕ. Карчăк пур турăсемпе усалсене те асăнса ылханчĕ...
XXXIV
Пӳртре хĕрарăма çаплах асаплантарчĕç. Вăл кашни кăшкăрмассеренех Ванюшкăна хăйне чĕререн çĕçĕпе каснă пек туйăнчĕ.
Юлашкинчен хĕрарăм вăйсăрланса, халран кайса çитрĕ пулмалла. Унăн сасси чылай хушă пачах та илтĕнмерĕ.
— Нивушлĕ вĕлерсех пăрахрĕç? — ниçта кайса кĕрейми пăшăрханса илчĕ Ванюшка. — Эх!..
— Пулĕ, тем те пулĕ... — терĕ унпа юнашар пĕрене çинче ахлатса ларакан карчăк. — Ман кине те çавăн пек асаплантарчĕç-асаплантарчĕç те кайран ав... хапхаран çакса хăварчĕç.
Анчах хĕрарăма вĕлерсех çитереймен-мĕн. Темле майпа асаплантарсан та, вăл этемле пĕр сăмах та каламанние кура, фашистсем тĕпчеме пăрахнă. Чĕлхесĕр çынна ăçтан калаçтаран? Çавăн пирки, Шварц хушнипе, пĕр салтакĕ ăна крыльца çинчен ĕнсерен чышса антарса ячĕ.
— Зволч!
Хĕрарăм талт-талт-талт чупса кайрĕ те темрен такăнса ӳппĕн ӳкрĕ. Анчах нимĕç ун хыçĕнчен: «Уходить! Убить тебя, звиня!» — тесе кăшкăрсанах ерипен тăрса ларчĕ.
Хăрушла сăнлă вăл... Çӳçĕ-пуçĕ арпашса кайнă, пĕр куçĕ шыçса ларнă, кĕпи темиçе çĕртен çурăла-çурăла аннă, сылтăм тăнлавĕнчен юн сăрхăнать... Хăй аран-аран, йывăррăн сывлать... Хĕрарăм пуçне çĕклерĕ те, Ванюшкăн куçĕсем унăн куçĕсемпе тĕл пулчĕç. Ванюшкăн вара тăруках сывлăшĕ пӳлĕнсе ларчĕ. Вăл ăна палласа илчĕ... Ку — Тоня, Чапаев ячĕпе хисепленекен отрядри хĕр иккен. Ванюшка унпа пĕрле Федор Иванович фельдшерăн çĕрпӳртĕнче пурăннă. Анчах халь вăл мĕнле майпа кунта килсе лекнĕ?.. Тата мĕншĕн чĕлхесĕр вăл? Тен... вăл мар?
Пĕр харăсах темĕн тĕрлĕ шухăш çуралса, пĕтĕмпех пăтрашса кайрĕ Ванюшка пуçĕнче. Хăйĕн куçĕсем çаплах хĕрарăм çинче пулчĕç, ăна вăл витĕр шăтарас пек пăхрĕ.
— Вăлах... вăлах! — чĕри кăрт-кăрт тапса тăчĕ Ванюшкăн.
Хĕрарăм та ун çине куç харшисем айĕн тинкерсе пăхрĕ. Сасартăк тутине çыртса лартрĕ. Унтан ерипен тăчĕ те сулкалана-сулкалана хапха патнелле утрĕ. Ванюшкăн çав самантрах ун хыççăн ыткăнас, ăна чарса тăратас, хăйне паллаттарас, мĕнле майпа та пулин ыйтса пĕлес килчĕ, анчах çавăнтах апла та тума юраманнине тавçăрса илчĕ.
Хĕрарăм сулăнкаласа тухса кайрĕ. Ванюшкăн чĕри çурăлас патнех çитрĕ, вăл нимĕн тума пĕлмерĕ.
— Нивушлĕ палламарĕ вăл мана? Нивушлĕ çаплипех уйрăлса каймалла пулать?.. Ах, пĕр сăмах та пулин калаçасчĕ... Чĕлхесĕр пулин те, алăпа кăтарткаласа ăнланасчĕ пĕр-пĕрине...
Крыльца çинчи нимĕç салтакĕ пӳрте кĕрсе кайрĕ. Ванюшка унăн-кунăн пăхкаласа илчĕ те урама чупса гухрĕ. Хĕрарăм тăвалла урам варрипе сулăна-сулăна, енчен енне пăхса утса пырать. Акă вăл урам урлă ларакан пĕр пӳрт патне пычĕ те чӳречерен шаккаса сăх сăхма тытăнчĕ. Шалтан сасă паракан пулмарĕ пулас. Вăл малалла утрĕ. Тепĕр пӳрт чӳречинчен каллех шаксаса, чылай вăхăт хĕрес хывса тăчĕ. Унтан каллех утрĕ. Çав хушăрах вăл, хăйне хыçалтан кам та пулин йĕрлесе пырасран хăранă пек, темиçе хутчен каялла çаврăна-çаврăна пăхрĕ.
Ванюшка урамăн тепĕр енĕпе утрĕ. Вăл хĕрарăм патне пыма улахрах вырăн, майлăрах самант пуласса пĕтрĕ. Чĕри ниçта кайса кĕрейми кăртлатса тапрĕ
Кайсан-кайсан, Тоня икĕ сад хушшинчи ансăр тăкăрлăка пăрăнса кĕчĕ. Куçран çухалас умĕн вăл тата тепĕр хут каялла пăхса илчĕ. Ванюшка урам урлă каçрĕ те ун хыççăн чупрĕ...
— Тоня! Тоня! Эсĕ-и ку? — хашкаса хулĕнчен çавăрса тытрĕ вăл ăна.
— Хуллен! — пӳрнипе хăвăрт юнаса илчĕ лешĕ.
— Эпĕ сана тӳрех палласа илтĕм, анчах ниепле те калаçма май килмерĕ...
— Эсĕ калаçнă пулсан та, эпĕ сăмах хушмастăмччĕ. Курмарăн-им чĕлхесĕр пулнине? — терĕ Тоня, унталла-кунталла хăвăрт пăхса илсе.
— Куртăм, пĕтĕмпех куртăм... Сана епле асаплантарнине те курса тăтăм... — Ванюшка антăха-антăха калаçма тытăнчĕ. — Эсĕ те палларăн-и мана?
— Курсанах палларăм... Чим-ха, ытла куç умĕнчех тăрар мар... — Вăл йăпăртах Ванюшкăна аллинчен тытрĕ те, хуçăк ракатка хушшипе пахчана илсе кĕрсе, лаç çумĕнчи хурлăхан тĕмисем ăшне пĕшкĕнсе ларчĕ.
— Ăçтан, епле килсе лекрĕн эсĕ кунта? — васкаса тĕпчеме тытăнчĕ Ванюшка. — Ыттисем ăçта? Пурте сывах-и? Ман кукка çинчен хыпар çук-и? Федор Иванович епле пурăнать?,
Тоня каллех унталла-кунталла пăхса илчĕ:
— Нумай тăма вăхăт çук, Ванюшка. Нимĕн те ан ыйт. Эпĕ те санран нимĕн те ыйтмастăп. Кайран тăраничченех калаçăпăр-ха, халлĕхе хамăр сывви çинчен пĕлни те çитĕ. Манăн часрах отряда çитмелле. Эсĕ мĕн тăватăн кунта?
— Эпĕ... Нимех те тумастăп та-ха...
— Çак ялта пурăнатăн-и?
— Çук, пурăнмастăп...
— Мĕн тата эппин?
Ванюшка хăй кунта мĕнле лекнине, халь мĕншĕн юлнине кĕскен кăна каласа пачĕ.
— Çав урнă йытта, Шварца, куçран вĕçертес килмест. Хам ăна нимех те тума пултарас çук, анчах хамăрăннисем килсен мĕн пулĕ... Тарма памастпăрах ăна...
— Лайăх шут тунă, — ырларĕ Тоня. — Эпир те кĕçĕр кунта - «хăнана» килесшĕн. Вăл Шварца эпир те тахçанах йĕрлетпĕр ĕнтĕ. Ниепле те тытма тӳр килмест ирсĕре. Кĕçĕр унăн çулĕ çине юри мина лартрăм. Пĕр çирĕм салтак пĕтрĕç пулмалла, анчах ку шуйттан каллех сывă юлнă. Кайран хамах ун аллине лекрĕм авă.
— Юрать-ха вĕлермерĕ...
— Чĕлхесĕре пемен пулсан — пĕтеттĕм. — Вăл темиçе самант хушши шухăша кайнă пек пулчĕ, — Апла... акă мĕн, Ванюшка..- Эсĕ çав Шварц вырнаçнă çуртрах çĕр каçасшăн вĕт-ха?
— Çавăнтах...
— Çĕр каçа çывăрмасăр чăтма пултаратăн-и?
— Ма пултарас мар...
— Ан çывăр эппин. Тӳс мĕнле те пулсан. Шварцпа унăн йыттисем те кĕçĕр кунтах юлаççĕ пулсан, эсĕ вĕсем çывăрса каясса кĕт. Унтан мĕнле те пулин çак вырăна кил. Эпир çитсен вара пире пĕлтерĕн, мĕнле кунта... Пултаратăн-и çавна тума?
— Пултаратăп, — терĕ Ванюшка çирĕппĕн.
— Эпир вара ăна ăшă вырăн çинченех çĕклесе тухса çакăпăр.
— Тем пекчĕ!..
— Халь каятăп эпĕ. Эсĕ те кай. Асту, лайăх сăна, вĕсен таврашĕнчех пулма, пурне те пĕлме, сисме тăрăш.
— Мана вĕсем çав килти çын тесе шутлаççĕ...
— Çаплах шутлаччăр çав. Хăвăншăнах аван вăл.
— Ну, сыв пул...
— Куккуна салам калас-и?
— Вăл пур-и вара? — куçĕсене çутăлтарса илчĕ Ванюшка.
— Пысăк Çĕр çинчен виçĕмкун таврăнчĕ.
— Каламасăр тата! Ой, хăйне курасчĕ! Сывалса çитнĕ эппин? Суранĕсем тӳрленнĕ-и?
— Вăкăр пек тĕреклĕ.
— Ах... — Ванюшка хаштах сывласа ячĕ. — Часрах курасчĕ-çке!
— Ĕçсем йĕркеллĕ пулсан, ыран ир куратăн. Асту, ĕç ăнăçлă пуласси санран та килет...
XXXV
Тоньăпа çакăн пек калаçни Ванюшкăна çав тери савăнтарса, хавхалантарса ячĕ.
Вăл хăйĕн урисем çĕре перĕннине те туймарĕ. Тоньăпа тĕл пулни темле телейлĕ тĕлĕк курнă пекех пулчĕ-çке...
— Куккасем килсе çитсен... Тата Санька хамăр çынсене ертсе килсен... ах, лайăх пулса тухĕччĕ! Ку шуйттансем тем шут тытса кунтан тухса ан кайччăр кăна...
Ванюшка çавăн пек пăлханса, иккĕленкелесе шухăшласа пынă чух ăна вăрăм симĕс автомобиль хăваласа çитсе иртсе кайрĕ. Вăл урамра грузовик юсакан салтаксем тĕлĕнче пăтах чарăнчĕ, унтан, лешсем аллипе тепĕр еннелле сулса кăтартсан, каялла çаврăнса карчăк килĕ умне пырса тăчĕ. Машина çинчен виçĕ офицер тухрĕç те тӳрех пӳрте кĕрсе кайрĕç.
«Мĕнлескерсем килчĕç-ши тата?., — хăрарах шухăшларĕ Ванюшка. — Ку Шварцне илме мар-ши?..»
Анчах вăл кăлăхах пăшăрханнă, — гитлеровецсем кĕçĕр ниçта кайма та шутламан. Малтанах вĕсем хăйсем хушшинче питĕ шавлăн калаçрĕç, тем çинчен хĕрсе кайсах тавлашрĕç, анчах кайран майĕпе лăпланчĕç те, Генрих Шварцăн денщикĕ каллех сĕтел çине ĕçмелли-çимеллисем кăларса лартрĕ.
Вĕсем ĕçкĕ пуçласа ячĕç.
Паçăрхи пекех, пуринчен ытла Шварц ĕçрĕ. Хăй ĕмĕрĕнче юлашки хут ĕçнине, урăх нихçан та çавнашкал сĕтел хушшинче кӳпсе ларас çуккине сиснĕ пекех ĕçрĕ вăл. Черкке хыççăн черкке çавăра-çавăра хучĕ, унтан сике-сике тăрса, ăнланмалла мар кăшкăркаласа, аллисемпе çил арманĕ пек хăлаçланчĕ.
Ванюшка пĕр хушă тулта çӳрекелерĕ. Хăй çак килти çын пек курăнас тесе, вăл кил таврашĕнче ĕçленçи турĕ: хӳмерен тухса ӳкме пуçланă хăмасене тӳрлетрĕ, таçтан кивĕ шăпăр тупса кил хушшине шăлкаларĕ тата тетпĕр хут çăла шыв ăсма кайса килчĕ. Хăй çав хушăрах ялти ытти нимĕçсем мĕн тунине, вĕсем хăш пӳртсене вырнаçнине сăнаса çӳреме тăрăшрĕ.
Хĕвел ансан, вăл пӳрте кĕме шут турĕ. Алăк патĕнчи часовой ун çулне пӳлсе лартрĕ, анчах Ванюшка, ал лаппине пичĕ çумне тытса, пуçне сулкаласа илчĕ.
— Çывăрас килет, пан... Тулта сивĕ. — Часовой вара ăна чарса тăмарĕ.
Ванюшка йăпăртах чăлана кĕрсе кайрĕ. Кунта, ĕнтĕркенĕ пек пулса, хăй тĕллĕн темскер пăшăлтатса, кил хуçи карчăкĕ ун çине йĕпе куçĕсемпе пăхрĕ те пуçĕпе кăмака еннелле сулчĕ:
— Хăпарса вырт çавăнта...
Ванюшкăшăн ку çав тери аван пулчĕ. Çӳлтен, кăмака çинчен, ăна аялта мĕн пулса иртни питĕ лайăх курăнса тăчĕ. Пуринчен ытла вăл Генрих Шварц çине, унăн кăкри çинче сулкаланакан ылтăн вăчăра çине пăхрĕ... Акă ĕнтĕ çак урнă кашкăр, Ванюшкăн амăшне, шăллĕпе йăмăкĕсене тискеррĕн вĕлерттернĕ бандит, хăрушă хурах халĕ ун умĕнче, пурĕ те темиçе утăмра кăна. Алăра пистолет пулас пулсан — ăна çакăнтах персе пăрахмалла... Анчах алăра пистолет çук. Тепĕр тесен, вăл пулнă пулсан та пеме юрамасть, мĕншĕн тесен тарса хăтăлма май пулас çук. Хамăр çынсем килессе кĕтес пулать... Вĕсем килеççех ĕнтĕ, еплĕ пулсан та килмеллех, вара... О, вĕсем килсен, Ванюшка мĕн тумаллине пĕлĕччĕ!
Сĕтел хушшинчи фашистсем çаплах йăсларĕç. Шварц денщикĕ çĕнĕрен çĕнĕ бутылкăсем кăларса лартрĕ, офицерсем вĕсене пушатсах пычĕç. Шварц ура çине тăрайми пулса çитрĕ, анчах çаплах-ха хăйне кашни черкке ярса памассеренех хăлаçланса çухăрчĕ.
— Хайль Гитлер!.. Хайль!..
Унăн куçĕсем чарăлса çамки айĕнчен сиксе тухас пек çаврăнкаларĕç...
Ӳсĕрĕлсе çитнĕ офицерсенчен пĕри юрлама пуçларĕ. Ун хыççăн ыттисем те çухăрма тытăнчĕç. Ванюшка нимĕçсем юрланине пуçласа илтрĕ те, вăл ăна этемсем юрланă пек мар, кашкăр эшкерĕ ӳленĕ пек туйăнса кайрĕ...
Вăхăт шурĕ. Çур çĕр те çывхарчĕ пулмалла ĕнтĕ. Гитлеровецсем юрлайми те пулса çитрĕç. Шварц тула тухма тăчĕ те тикĕс çĕртех такăнса урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Ăна денщикĕ аран тăраткаласа алăк патĕнчи вырăн çине вырттарчĕ те, каска пек йăвантаркаласа, кительне хывса илсе, пăтана çакрĕ, аттипе брюкине хывса илчĕ. Самантрах вăл вилнĕ пек çывăрса кайрĕ...
«Хăнасем» те тек лармарĕç вара, саланкаласа, унта-кунта выртрĕç. Вĕсем те часах çывăрса кайрĕç пулас, пӳртре харăсах темиçе тĕрлĕн харлаттарни илтĕнме пуçларĕ. Денщикĕ çеç çывăрмарĕ-ха: вăл тула тухса кĕчĕ, унтан, лампа çутине пĕчĕклетсе, сĕтел хушшине çурăмĕпе алăк еннелле ларчĕ те пĕр-пĕччен ĕçме-çиме тытăнчĕ.
Хыпас енчен вăл та хăйĕн пуçлăхĕнчен кая мар пултарать-мĕн. Сахалран та пĕр сехет ларчĕ пулĕ ĕçсе-çисе. Ванюшка кăмака çинчен ăна пăхса выртса йăлăхсах çитрĕ. Унăн куçĕсем те хупăнма тытăнчĕç, анчах вăл пурпĕр ыйха парăнмарĕ.
— Акă çак çывăрса каять те, ерипен тухса шăвăнатăп... Тоньăсем килеççĕ те пуль ĕнтĕ, вăхăт нумай пулчĕ, ĕлкĕрмелле хальччен...
Юлашкинчен денщик те малти кĕтесе темскерсем сарса çывăрма выртрĕ. Пӳртре шăп пулчĕ, ӳсĕр фашистсем йывăррăн сывлани тата тахăшĕн кĕсйинче сехет чиклетни çеç илтĕнчĕ.
Ванюшка тата тепĕр хушă ним хускалмасăр выртрĕ. Унтан çав тери шăппăн, сывлама та чарăннă пек пулса, кăмака çинчен хуллен-хуллен шăвăнса анчĕ те, чăлантан тухса, алăк еннелле чĕрне вĕççĕн утса кайрĕ...
Сĕтел çинче хăйăвне антарнă лампа тĕксĕммĕн çунса ларать, ун çути алăк патне те çитеймест. Нимĕçсем вилнĕ пекех çывăраççĕ. Хăшĕ сак çинче, хăшĕ урайĕнче. Юнашарах, кравать çинче, Генрих Шварц. Вăл месерле, аллисене ик еннелле сарса пăрахсах, сывăрать. Пуçĕ минтер çинчен анса кайнă, хăй ывăннă лаша пек сывлать...
Ванюшка алăк хăлăпĕнчен тытрĕ, Унăн ĕнтĕ алăка чĕркуççипе кăшт тĕксе тухса каймалла çеç, анчах вăл çаплах-ха тытăнса тăчĕ.
Сасартăк вăл Шварц пуçĕ вĕçĕнче, унăн кителĕпе юнашар, кортик — пĕчĕк çутă кинжал — çакăнса тăнине курчĕ.
«Питĕ лайăх-çке-ку...»
Ванюшкăн чĕри çав тери хыттăн кăрнтлатса, кăкăртан кĕç-вĕç сиксе тухас пек тапма тытăнчĕ, пĕтĕм шăмшакĕ вĕттĕн-вĕттĕн чĕтрерĕ...
Вăл, иккĕ-виççĕ ярса пуссах кравать вĕçне çитсе, кинжала пăтаран вĕçертсе илчĕ, ăна чĕтрекен аллисемпе йĕннинчен кăларчĕ.
Питĕ çивĕч иккен кинжалĕ...
Ванюшка пӳрт ăшчиккине тата тепĕр хут вăшт кăна пăхса çаврăнчĕ те Шварц патнелле пĕр утăм ярса пусрĕ... Малалла тем пулатчĕ — ăна пĕлме çук, анчах çав самантра чăлантан кил хуçи карчăк сасси илтĕнчĕ:
— Ачам, эс тула тухасшăн-и?..
Ванюшка хăйне хыçалтан тăрук пырса çапнă пекех карт! сиксе илчĕ. Аллинчи кинжал урайне ӳкрĕ... Кар-чăк ыйтнине хирĕç ним каламасăрах, Ванюшка çенĕке сиксе тухрĕ. Крыльца çинче тĕлĕрсе ларакан часовой ун çине пăхсан, вăл ăна:
— Тула каятăп, пан... — терĕ.
— Пошель! — пуçĕпе сулчĕ лешĕ.
Ванюшка выльăх карти пуçнелле кайрĕ, пĕр-ик самант хăйĕн ĕçĕпе тытăнса тăнă пек пулчĕ, унтан пахчаналла йăпшăнса тухрĕ...
Каçхи сивĕрех сывлăш ăна уçăлтарсах ячĕ, паçăр пăтранса кайнă шухăшсем йĕркене кĕчĕç, чĕри кăна малтанхи пекех хăвăрт-хăвăрт тапрĕ.
— Тоня патне! Часрах Тоня патне! — терĕ Ванюшка хăйне хăй. — Хăвăртрах çитсе калас, Шварц кунтине пĕлтерес...
Вăл пахчаран, пĕр çурт çуммипе пырса, çатан карта урлă урама сиксе тухрĕ... Инçетрех те мар сасартăк автомат шатăртатрĕ, Ванюшка тĕлĕпе çутăлакан пульăсем шăхăрса иртрĕç. Унтан тата тепĕр хут, тата... Акă, граната шартлатса çурăлчĕ. Пăшал сассисемпе хутăш вырăсла вăрçса кăшкăрнисем илтĕнчĕç,
— Килнĕ... Пирĕннисем килнĕ! — тавçăрса илчĕ Ванюшка. Çавăнтах хӳмесем çуммипе пăшал сассисем илтĕннĕ еннелле ыткăнчĕ.
Пĕр аллă-утмăл метр чупса кайсанах, вăл хăйне хирĕç такамсем чупса килнине илтрĕ.
— Тараймастăн, сволочь!.. — кăшкăрчĕ те пĕри умлăн-хыçлăн ик-виçĕ кĕске черет кăларса ячĕ. Тепри вăрăммăн ахлатса илсе çĕре лаплатрĕ.
— Вил, йытă!..
Ванюшка çав самантрах Кравчук сассине уйăрса илчĕ.
— Командир юлташ! — кăшкăрса ячĕ вăл, ун патне чупса пырса.
— Кам ку?
— Эпĕ, эпĕ, Ванюшка...
— Ой, ылтăнăм! Сывах-и эсĕ? — хулпуççинчен ыталаса илчĕ ăна Кравчук.
— Сывах, сывах!
— Ну, хăш тĕлте эсĕ сыхланă фашистсем?
— Ав çавăнта! Çавăнта! — Ванюшка, Кравчука аллинчен туртса, хăй халĕ çеç тухса тарнă кил еннелле кăтартрĕ.
— Нумаййăн-и?
— Пиллĕкĕн. Ӳсĕр выртаççĕ.
Вĕсем патне харăсах тата темиçе партизан хашкаса чупса пычĕç. Вĕсемпе пĕрле Санька та пур. Аллине вăл та автомат тытнă.
— Кайрăмăр! — аллипе малалла сулчĕ Кравчук.
Ванюшка чупнă çĕртех Санька аллинчи автомат кĕпçинчен çавăрса тытрĕ:
— Мана пар-ха эс куна, мана пар!
Санька ăна хирĕç мĕн те пулин калама ĕлкĕричченех автомат Ванюшка аллине куçрĕ. Вара вăл тата хытăрах малалла ыткăнчĕ.
— Эп ăна... эп ăна... ак халех... халех... — янрарĕ ун пуçĕнче çиçĕм пек шухăш.
...Пирвайхи пăшал сассисем янраса кайсанах, Шварцпа унăн тусĕсене хураллакан часовой, вĕри шывпа сапнă пек сиксе тăрса, пӳрте чупса кĕчĕ те ухмаха ернĕ çын сассипе кăшкăрса ячĕ:
— Партизанен! Партизанен!..
Фашистсемшĕн нимрен те хăрушăрах пулнă çак сăмаха илтсен, Шварц çӳлтен пăрахнă мечĕк каялла ывтăннă пекех сиксе тăчĕ. Ӳсĕр пулни те тӳрех иртсе кайнă пек пулчĕ унăн.
— Партизанен! — тепĕр хут çухăрчĕ те часовой куçран çухалчĕ.
Шварц, аттисене хăптăр-хаптăр, çараллах тăхăнса, кительне уртса ярса, ним кăшкăрмасăр, ыттисене команда таврашĕ памасăр, пĕр хăй кăна çăлăнасшăн пулса, крыльца çине вăркăнса тухрĕ. Урамра пăшал сассисем кĕрслетеççĕ, гранатăсем çурăлаççĕ, вырăсла кăшкăрнисем илтĕнеççĕ... Анран кайнă Шварц, кĕсйинчи пистолетне туртса кăларса, крыльца çинчен тӳррĕн сиксе анчĕ те пахчаналла тарма пикенчĕ...
Анчах тараймарĕ вăл, çук, хăтăлаймарĕ!
Шварц пахча еннелле пĕр-икĕ утăм тусанах, калинкке яриех уçăлса кайрĕ те, кил хушшине никамран малтан Ванюшка сиксе кĕчĕ. Крыльца патĕнчен аяккалла таракан вăрăм мĕлкине асăрхасанах, вăл, хăвăрт кăна автоматне çĕклесе, ытлашши тĕллесе тăмасăрах персе ячĕ.
— Шатăрр... шатăрр!.. — турĕ автомат икĕ хутчен умлăн-хыçлăн.
Мĕлке çав самантрах аллисене çӳлелле çĕклерĕ, хăлаçланчĕ те, темле пĕр вырăнтах пĕтĕрĕнсе илсе, çĕре лаплатрĕ.
Ванюшка иккĕ сиксех ун патне çитсе тăчĕ.
Генрих Шварц хускалмарĕ. Ванюшка ăна питĕ тĕл лектернĕ-мĕн.
— Пулчĕ-и? — кăшкăрса ыйтре тахăш самантра Ванюшка çумне пырса тăнă хашкакан Санька.
— Тинех тирпейленчĕ! — çăмăллăн сывласа ячĕ Ванюшка.
Вĕсем ун кителĕн кĕсйисене ухтарма тытăнчĕç.
Çав вăхăтра Кравчукпа темиçе партизан пӳрте ыткăнса кĕчĕç. Çывăрнă çĕртен тин çеç сиксе тăнă виçĕ фашист офицерĕпе ефрейтор — Шварц денщикĕ — партизансене хирĕç тăни усăсăррине кура, аллисене пĕр харăсах çӳлелле çĕклерĕç.
— Туй пулнă-им кунта вĕсен? — терĕ Кравчук, пур çĕрте те пушă кĕленчесем, апат-çимĕç юлашкисем выртнине курса. — Самай сыпнă курăнать хăйсем... Кĕтмен çĕртен хĕрарăм сасси илтĕнчĕ.
— Туй мар, хăйсен пумилккине турĕç вĕсем... Пурте çав сасă еннелле çаврăнса пăхрĕç те тĕттĕмрех чăланран çĕтĕк-çатăк тумланнă, шап-шур çӳçпуçлă, курпунланнă карчăк тухса тăнине асăрхарĕç. Вăл, партизансем çине пăхса çаврăнса, пилĕк таранах пĕш-кĕнсе пуç тайрĕ:
— Тавтапуçах сире, ывăлăмсем... Çак ирсĕрсене пур çĕрте те çакăн пекех пĕтерсе пымалла пултăр сирĕн. Тур вăй патăрах!
— Ыр сăмахшăн хăвна тавтапуç, асанне, — терĕ ăна хирĕç Кравчук.
— Ним те хĕрхенмĕттĕм сире валли, анчах пĕр тĕпренчĕк те хăвармарĕç-çке шуйттансем...
— Пире апат-çимĕç кирлĕ мар, асанне. Пире эсĕ ăшă сăмах калани те теме тăрать!
Тултан пĕр çамрăк партизан чупса кĕчĕ:
— Командир юлташ, тыткăна илнисене мĕн тумалла?
— Базăна ăсатăр, унта курăнĕ, — терĕ Кравчук. — Кусене те пĕрле илсе кайăр, — пӳртре сив чир ернĕ пек чĕтресе тăракан фашистсем çине кăтартрĕ вăл.
— Есть!
Ĕнтĕ тул çутăлса çитме пуçларĕ. Партизансем пĕрин хыççăн тепри пӳртрен тухма тытăнчĕç. Кравчук, сĕтел çинчен пуш кĕленчесене чавсипе аяккалла сирсе, темскер çырма ларчĕ, анчах çавăнтах, ик-виçĕ йĕрке çырсанах, пӳртре юлнă çынсенчен:
— Ачасем ăçта çав пирĕн? — тесе ыйтрĕ. — Ăнсăртран тем пулман-и вĕсене?
— Тулта-ха вĕсем, — терĕ тахăшĕ.
Хăйсем пирки пăшăрханнине сиснĕ пекех, çав вăхăтра Ванюшкăпа Санька иккĕшĕ те пӳрте кĕчĕç. Ванюшка, никам çине пăхмасăрах, Кравчук патне пычĕ те ун умне хулăн та вăрăм вăчăраллă ылтăн сехет кăларса хучĕ.
— Акă вăл, эпир сире калани, эсир нумай вăхăт шырани...
— Ай-ай, селĕм япала... — ырласа илчĕ командир, ун çине пăхса.
— Санька сехечĕ вăл, — терĕ Ванюшка. Кравчук ун çинелле тĕлĕнерех пăхрĕ.
— Епле?..
— Астумастăр-им, эпир сирĕн отряда пырсанах каласа панăччĕ...
— А-а! Чăнах-çке! Астăватăп. Унăн ашшĕн пулнă вăл...
— Çапла çав.
— Ман аттене ăна оборона наркомĕ парнелесе панă, — терĕ Санька.
— Эппин, халь вăл каллех хăйĕн хуçи патне таврăнать...
Командир сехете Санькăна пачĕ. Санька ăна çав тери тулли кăмăлпа, пĕтĕм чун-чĕрипе пăлханса тытрĕ. Уншăн вăл ахаль сехет кăна пулман-çке-ха. Çак япала ăна хăйĕн юратнă ашшĕ-амăшне те, партизансем патĕнче пурăннă чухнехи тусĕсене те аса илтернĕ, çавăнпа та вăл уншăн калама та çук хаклă пулнă...
Пӳрте тата тепĕр партизан кĕрсе тăчĕ.
— Командир юлташ, пирĕн йĕкĕтсем ялăн леш вĕçĕнче темĕнле çынсене тĕл пулнă, — терĕ вăл. — Хăйсене: эпир те партизансем теççĕ, тет. Виççĕшĕ кунта килнĕ, сире курасшăн...
— Тĕрĕс, тĕрĕс, партизансемех пулма кирлĕ, — Кравчука куçĕнчен пăхрĕ Ванюшка.
— Эсĕ ăçтан пĕлетĕн кăна?
— Ĕнер пĕрине куртăм эпĕ, разведкăна килсе кайрĕ... Вĕсем кунта килме пулчĕç...
— Ак тамаша! — кулса ячĕ Кравчук. — Эсĕ кунта пĕр-пĕччен партизансен штабĕ туса хунă иккен!..
— Чĕнес-и? — ыйтрĕ халь кĕнĕ партизан татах.
— Кĕрт...
Минутран пӳрте хĕçпăшаллă икĕ арçынпа пĕр хĕрарăм кĕрсе тăчĕç: Чапаев ячĕпе хисепленекен отряд штабĕн начальникĕ Семен Коробов, çав отрядри мăн сухаллă тимĕрçĕ Иван Смелов тата Тоня.
— Сывлăх сунатпăр!
Ванюшка тӳрех Коробов патнелле ыткăнчĕ.
— Кукка!.. Кукка!..
— Ванюшка!.. Чунăм!..
Куккăшĕ ăна пĕррех çӳлелле çĕклесе темиçе хутчен хытă чуптурĕ.
— Сывах-ха эппин эсĕ, сывах, э?..
Тăвансем çакăн пек тĕл пулни çине пурте питĕ савăнса пăхса тăчĕç... Унтан Кравчук ытлашши çынсене тухма хушрĕ те, вĕсем Коробовпа иккĕшĕ хăйсен пулас операцийĕсем çинчен, фашистсене тата хытăрах çапа-çапа хавшатмалли майсем çинчен чылайччен калаçса ларчĕç. Юлашккнчен сăмах отрядри ачасем çине пырса тухрĕ.
— Питĕ маттур санăн тăвану, Семен Петрович, — терĕ Кравчук Ванюшка çинчен. — Чăн-чăн герой, тупата. Пуринчен ытла кĕçĕр тĕлĕнтерсе пăрахрĕ вăл мана...
— Вĕренме яма шутлатăп-ха эп ăна, — терĕ Коробов.
— Тĕрĕс. Ăçта ярас шуту пур?
— Халĕ Пысăк Çĕр çинче суворовски училищĕсем пур вĕт. Офицерсем пулса тухаççĕ унтан...
— Питĕ тĕрĕс! Унăн юлташне те ярас пулать унпа пĕрле. Вăл та питĕ пултаруллă ача... Пĕрле асап курнă вĕсем, пĕрле çапăçнă, ан тив — вĕренессе те пĕрле вĕренччĕр!
— Ăна та ярас эппин! Пĕрле вĕренме чăнах та аван пулать вĕсене...
Тепĕр эрнерен Ванюшкăпа Санькăна чăнах та Пысăк Çĕр çине ăсатрĕç. Вĕсене ăсатма пысăк уçланкăна нумаййăн пухăнчĕç. Кашниех ачасен аллисене тыта-тыта чăмăртарĕ, вĕсене лайăх вĕренме, Тăван çĕршыва нимрен те ытларах юратакан хастарлă совет офицерĕсем пулма ырă сунчĕ.
Çур çĕр иртсен ик сехетре самолет сывлăша çĕкленчĕ те, вăрман çийĕпе пĕрре çаврăнса илсе, хĕвелтухăçнелле, аслă Мускав еннелле, çул тытрĕ. Ванюшкăпа Санька партизансен вăрманти кăвайчĕсене юлашки хут курчĕç...
1947 — 1948